Комментировать

21 Окт, 2014

Вун-вун автомобиль сиенленнĕ

Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче республикăра пăрлă çумăр, йĕпе юр çуни автомобилистсене те самай пысăк сиен кÿнĕ.

ЧР ШĔМĕн Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - пĕр талăкра Чăваш Енри çулсем çинче 107 авари пулнă. Çав шутра - çын вилнĕ тĕслĕх те. Тата 6 çын суранланнă. Унсăр пуçне туратсем хуçăлса ÿкнĕ, йывăçсем тÿннĕ май Шупашкарта 22 автомобиль сиенленнĕ. Çавнашкал тата 3 тĕслĕх трассăсем çинче пулнă.

Тĕлĕнмелле те, çак условисенче те руль умне ÿсĕрле ларакансем пулнă. Эрне кун тĕп хулара ДПС инспекторĕсем «Ÿсĕр водитель» рейд ирттернĕ. 3 водителе, çулсем çинчи çивĕч лару-тăрăва пăхмасăр çăмăлттайланса транспорт хатĕрне хускатса тухнăскерсене, тупса палăртнă, тытса чарнă.

К.НИКОЛАЕВ.

«За рулем» автофорум

сăн ÿкерчĕкĕ

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.