Ăçта-ши эсĕ, кампа-ши эсĕ?
Сывă-и? Чунăмри вăрттăнлăх пирки хĕр тусăмсене пĕлтерес килменрен алла хутпа ручка тытрăм. Чĕреме "вут хыпнăранпа" пĕр уйăх та иртрĕ ĕнтĕ. Унтанпа çывăраймастăп та, йĕркеллĕ те ĕçлейместĕп. Хушăран ĕçтешĕмсемпе юлташсем мĕн каланине те илтместĕп. Темĕнле, хамăн тĕнчере пурăнатăп темелле-ши? Унта пĕр эпĕ тата... вăл. Ун çинчен шухăшласанах, унăн ятне асăнсанах чĕрем хăвăртрах тапма пуçлать. Çапла, чирленĕ эпĕ. Юрату амакĕ нушалантарать мана. Çынна юратни аван-çке, мĕн кулянмалли пур вара тейĕ вулаканăм. Пур çав! Эпĕ - çемьеллĕ. Мăшăрăмпа 20 çула яхăн пĕрле пурăнатпăр. Икĕ ача пирĕн. Веçех йĕркеллĕ пек. Анчах пирĕн хушăмăрти çепĕç туйăм тахçанах иртнĕ ĕнтĕ.
Сана савма юраманнине пĕлетĕп эпĕ, анчах чĕрене хушаймăн, ятлаймăн та. Эсĕ те çемьеллĕ, 4 ачана пурнăç çулĕ çине тăратнă эсир. Кашнин хăйĕн çулĕ, харпăр хăй ăраскалĕ. Анчах темшĕн-çке шăпа пире тĕл пултарчĕ. Пĕрре курсах кăмăлларăм сана. Йăрăс пÿ, пиçĕ кĕлетке, илемлĕ сăн-пит, хитре сассу, кăмăллă куллу... Йăлт илĕртрĕ мана. Эсĕ хăвăрт-хăвăрт калаçнине итлесе тăранма çукчĕ, вăш-ваш утту куçа хĕпĕртев кÿретчĕ... Куçсем пĕр-пĕринпе тĕл пулни те асрах-ха. Çĕмĕрт пек хура куçусем ачашшăн та çепĕççĕн пăхатчĕç. Эсĕ те мана кăмăлланине туйса илтĕм эпĕ ун чухне. Çылăхлă халĕ эпĕ. Пирĕн хушăра нимĕн те пулман пулин те ялан сан пирки шухăшласа çылăха кĕретĕп. Упăшкана ыталанă вăхăтра та куç умне сана кăларатăп. Вырăн çинче те эпĕ "унпа мар" - "санпах"! Каçса кайса чуп тăватăп, ачашлатăп, саватăп. Сан çинчен шухăшланипех куна ăсататăп. Çĕнĕ куна та сан пирки шухăшласах кĕтсе илетĕп. Пĕлместĕп, аса илетĕн-ши эсĕ мана? Е мăшăрупах аван-ши сана? Эх, санăн чунунта мĕн пуррине пĕлесчĕ. Икĕ хутчен шăнкăравларăн та - çухалтăн. Мĕнле-ши эсĕ? Ăçта-ши эсĕ? Кампа-ши эсĕ? Чунăмçăм, ыйтатăп, шăнкăравласам ман патăма. Юлашки хут пулсан та - шăнкăравласам!
Пĕрре тĕл пултартăн, паллаштартăн пулсан тепре те курнăçтарсам пире, шăпа! Тепре кăна курасчĕ сана. Вара, тен, лăпланăп эпĕ. Çав тĕл пулу - пирĕн хутшăнусен пуçламăшĕ те, вĕçĕ те пулĕ. Пĕр-пĕрне тем пек савсан та, килĕштерсен те халь тин нимĕн те улăштарма çуккине лайăх ăнланатăп. Эсĕ те арăмна пăрахас çук, эпĕ те упăшкаран уйрăлас çук. "Кĕр еннелле сулăннă пурнăçăмăрсенче" çĕнĕрен çуркунне пулас çук. Арçын хăйне 4 ача парнеленĕ хĕрарăма пĕрех манаймасть. Пирĕн те мăшăрăмпа савăк самантсем пулнă. Çапах та пур пĕрех юрататăп сана.
Çырма лариччен сан пирки çепĕç сăмах чылай шăрçалас пек туйăннăччĕ. Таçта кайса кĕчĕç вĕсем. Юрату çинчен çырма, чунра мĕн пуррине уçса пама питĕ йывăр иккен. Калăр-ха, мĕнле сывалмалла-ши ку чиртен? Аптăранă енне, чунра çăмăлрах пултăр тесе, турă амăшне те кĕл тăватăп ĕнтĕ. "Вăхăт сиплет",- теççĕ ваттисем. Темле ĕнтĕ...
Алина И.
Шупашкар хули.