Комментировать

29 Апр, 2025

«Пирĕн репетицисем – автобусра, самолетра»

Сочире Пĕтĕм тĕнчери çар юррин «Ĕненӳшĕн! Тăван çĕршывшăн! Юратушăн!» конкурсĕ иртнĕ. Çуллен йĕркелекен, шучĕпе 27-мĕш фестивале вăй тытăмĕсен пултарулăх ушкăнĕсем хутшăннă. Конкурсантсем çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен çеç мар, чикĕ леш енчен те, çав шутра Конго Республикинчен, килнĕ – пĕтĕмпе 400 ытла çын. Тупăшăва Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн «Служу Отечеству» ансамблĕ те хутшăннă — пултарулăхĕпе палăрнă.

Чăннипех те тивĕçлĕ

— Çак конкурса коллектив 2009 çулта та хутшăннăччĕ, призлă вырăн йышăннăччĕ. Халь каллех заявка парас терĕмĕр. Конкурс валли ятарласа юрă хатĕрлерĕмĕр. Хĕрӳ тупăшура 1 степень лауреачĕсем пулса тăтăмăр, Шупашкара музыка трофейĕсемпе – кубокпа тата дипломпа — таврăнтăмăр. Конкурса кăçал Аслă Çĕнтерӳ пулнăранпа 80 çул çитнине халалланă. Тата кăçалхи раштавра Раççей МЧСĕ йĕркеленнĕренпе 35 çул çитет. Çĕнтерӳ кунне халалланă мероприятисенче пирĕн коллектив та çĕнтерӳ юррисем шăрантарĕ, — терĕ ансамбль ертӳçи шалти службăн отставкăри полковникĕ Андрей Барабанов.

Тӳрех палăртса хăварам, Андрей Юрьевич — Афган вăрçин ветеранĕ, «Паттăрлăхшăн» медале тивĕçнĕ.

— Конкурсра пĕтĕмпе 8 номинаци пулчĕ. Эпир «Вокал ансамблĕсемпе дуэтсем» номинацие хутшăнтăмăр. Икĕ хайлав шăрантартăмăр: «Помните» тата «Настоящий мужчина». Фестивальте хамăрăн тахçанхи юлташсене тĕл пулни савăнтарчĕ. «Эсир тивĕçлипе çĕнтертĕр — малашне те конкурса хутшăнасса кĕтетпĕр», — терĕç жюри членĕсем. Татах хутшăнасчĕ-ха. Кăткăсрах пулин те пушă вăхăт тупма тăрăшатпăр. Пирĕн пурин те хамăрăн ĕç пур вĕт. Репетицисене кирлĕ чухлĕ ирттерейместпĕр çав, мĕншĕн тесен час-часах дежурствăсем лекеççĕ, – калаçăва хутшăнчĕ ушкăн солисчĕ Андриян Павлов.

- Репетицисем конкурссене кайнă чухне çул çинче — пуйăсра, самолетра — иртеççĕ, — шӳтлерĕ Андрей Юрьевич.

Юбилей ячĕпе – парне

Ансамбль пирки вулакана тĕплĕнрех каласа кăтартар-ха. Малтанах вăл «Живи и помни» ятпа йĕркеленнĕ.

«1995 çулхи раштавра Призывник кунĕнче Юра Максимовпа тĕл пултăмăр. Вăл хăйĕн композицине шăрантарчĕ, эпĕ гитара каласа юрларăм. Коллектив йĕркелес терĕмĕр. Вăл ун чухне Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вĕренетчĕ. Тепĕр тĕлпулăва унпа пĕрле вĕренекенсем те пычĕç. Çапла пирĕн ушкăн йĕркеленчĕ — йыш çичĕ çынна та çитрĕ. Çулталăкран Хусанта конкурса хутшăнтăмăр, çĕнтертĕмĕр. Ун хыççăн эпир нумай конкурсра мала тухрăмăр. Анчах яшсем пушар хуралĕнче ĕçлеместчĕç, çавăнпа командировкăсем тĕлĕшпе кăткăслăх тухса тăратчĕ. Пирĕн йыш улшăнсах тăчĕ. 2010 çулта «Служу Отечеству» ансамбль пулса тăтăмăр. Ку вăхăтра пурте пушар хуралĕнче ĕçлеттĕмĕр ĕнтĕ. Сăмах май, пирĕн ушкăн çак ятпа юрлама тытăннăранпа кăçал 25 çул çитрĕ – хăйне май пĕчĕк юбилей. Эпир ăна паллă турăмăр теме те юрать ĕнтĕ — «Ĕненӳшĕн! Тăван çĕршывшăн! Юратушăн!» Пĕтĕм тĕнчери çар юррин конкурсĕнче лауреат дипломне çĕнсе илни хăех пысăк парне пулчĕ», — терĕ Андрей Барабанов.

Ансамбль солисчĕ, шалти службăн подполковникĕ Андриян Павлов пĕрремĕш пĕлĕве Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче музыка енĕпе илнĕ. Ун хыççăн Мускавра Раççей МЧСĕн академийĕнче вĕреннĕ. 2000 çулта Чечняра командировкăра пулнă хыççăн Андриян Анатольевича «Паттăрлăхшăн» медальпе чысланă. «Служу Отечеству» ансамбльте вăл – 2007 çултанпа. Вокал ансамбльне сасă енчен йĕркелес тивĕç шăпах ун çине тиеннĕ /музыка педагогĕ-çке/. Сăмах май, ăна мухтавлă ентешĕмĕре Андриян Николаев летчик космонавта хисеплесе çакăн пек ят хунă-мĕн. Унпа пĕр çултах ушкăна Максим Моторкин та килнĕ. Вăл — шалти службăн подполковникĕ. Тепĕр солист — шалти службăн аслă прапорщикĕ Евгений Назаров. «Служу Отечеству» ансамблĕн юррисемпе вăл шкулта вĕреннĕ чухнех кăсăкланнă, концерчĕсене лекес тесе хăш чухне уроксенчен тарнă. Пурăна-киле вара хăй те çак йышра юрлама тытăннă. Ансамбльте МЧС ветеранне Дмитрий Моисеева та курма пулать. Вăл солистсенчен хăшĕ те пулин дежурствăра чухне ушкăна хаваспах пулăшать, юрлама хутшăнать.

Пĕр каçра юрă çырнă

«Мана пушар çăлавçисен канашĕн ветеранне суйласан «Ветераны, ветераны» юрă çуралчĕ. Куратăр-и, унччен хамăрăн ĕç пирки ытларах çыраттăм пулсан, халĕ ветерансем пирки юрăсем çуралма тытăнчĕç», — кулса илчĕ Андрей Юрьевич.

Пĕлтĕр «Служу Отечеству» ансамбль Питĕрте халăх юррин «Добровидение» фестивальне хутшăннă. Унта ятарлă çар операцийĕнче паттăррăн пуç хунă Сергей Игумновăн амăшĕ те пынă-мĕн. Забайкалье тăрăхĕнче çуралнă Сергей десантник тата музыкант пулнă, çак фестивале вăл кашни çулах «Русь» ансамбль йышĕнче хутшăннă. Андрей Барабанов «Осиротевшая гармонь» кăларăма курнă хыççăн çав каçрах «Играй и пой, моя гармонь» юрра çырнине аса илчĕ:

— Сергейăн купăсĕ тăлăха юлмалла мар терĕм. Çак юрра хайланă чухне Сергей манăн çурăм хыçĕнче тăрса сăмаххисене каласа пынă пек туйăнчĕ. Эпĕ нихăçан та юрра çавăн пек хăвăрт çырман — пĕр каçрах хатĕрлесе пĕтертĕм. «Добровидение» фестивале кайсан çак юрра Сергейăн ашшĕпе амăшне парнелерĕмĕр. Кайран паттăрăн йăмăкĕ шăнкăравларĕ те ăна юрлама ирĕк ыйтрĕ. Музыка педагогĕ вăл. Паллах, ирĕк патăмăр — ăна çавăн валли çырнă вĕт-ха. «Сергей юрланă пекех туйăнать», – терĕ паттăрăн амăшĕ эпир çак юрра шăрантарнине илтнĕ хыççăн.

«Çак фестивале питĕ пултаруллă çынсем килеççĕ. Вĕсене итленĕ чухне кĕлетке тăрăх сивĕ чупать, юрлани чуна пырса тивет», – палăртрĕ Андриян Павлов. «Служу Отечеству» ансамбль юррисем те куракан-итлекенĕн чĕрине тыткăнлаççĕ. Пултаруллăскерсем вырăнта тăмаççĕ, аталанаççĕ. Жюри членĕсем те, авă, вĕсем пултарулăх енчен ӳснине палăртнă. Час-часах тĕрлĕ конкурса хутшăнакан коллектива вĕсем пĕрре мар курнă тата илтнĕ, унчченхипе танлаштарма пултараççĕ, вĕсемшĕн савăнаççĕ.

Ансамбль ертӳçи ĕçтешĕсен пултарулăхне пысăка хурса хаклать: «Пирĕн ансамбль профессионалсен шайĕнче пулнишĕн Андрияна тав тумалла пулĕ. Хăй вăл музыка педагогне вĕреннĕ. Эпĕ Культура институтĕнче музыка пĕлĕвĕ илтĕм. Андриян хавхалантарнипе халĕ Евгений Назаров педуниверситетăн музыка факультетĕнче вĕренет. Максим Моторкин музыка шкулĕнче гитара класĕнче пĕлӳ илнĕ».

«Служу Отечеству» ансамбль фестивальсене Чăваш Ен ячĕпе çеç хутшăнмасть, Раççей МЧСĕн сăнĕ пулса тăрать — пысăк яваплăха кашниех ăнланать. Пултаруллă ушкăн вăл е ку конкурсра çĕнтерни çинчен час-часах илтетпĕр. Анчах ялан çапла пулмасть вĕт — çĕнтерейменнине мĕнле йышăнмалла-ши?

«Награда илейменни çын япăх юрланине пĕлтермест. Мала тухайман, эппин, пултарулăх енĕпе унран вăйлăраххисем тупăннă. Нимĕнле кĕвĕçӳ те пулмалла мар. Паллах, çĕнтерейменнине питĕ кулянса йышăнакансем пирĕн хушăра та пур. Анчах эпир пĕр-пĕрне хавхалантаратпăр. Тĕнче пĕтсе килни мар-çке ку. Çапла пĕр çул вĕçленет те тепĕр çĕнтерӳ патне илсе çитерекен çул уçăлать», — терĕç «Служу Отечеству» ансамбль солисчĕсем.

Çак квартет шăрантаракан юрăсенче — паттăрлăх, патриотлăх темисем. Çитĕнекен ăрура та çакнашкал туйăмсем тапса тăрасса шанаççĕ ансамбль солисчĕсем. 

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.