Хыпар 29 (28346) № 18.04.2025
СВО салтакĕсем валли алăксем уçă
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен планеркăра вице-премьер — сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов республикăри ултă медицина учрежденийĕ ятарлă çар операцине хутшăнакансем тата вĕсен çемйисен членĕсем валли уçă алăксен кунĕсем ирттересси çинчен пĕлтернĕччĕ. Шурă халатлисем çак ĕçе çанă тавăрса пуçăнчĕç темелле.
Владимир Геннадьевич палăртнă тăрăх, СВО паттăрĕсемпе вĕсен çывăх çыннисем больницăсенчен кирек хăш вăхăтра пулăшу ыйтма пултараççĕ пулин те уçă алăксен кунĕсем вĕсен ыйтăвĕсемпе тата та тимлĕрех пулма май параççĕ. Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче шăпах çапла пулчĕ те — ятарлă çар операцийĕн салтакĕсем стоматологсем патĕнче пулчĕç. Çав шутра — Çĕнĕ Шупашкарта та: унта хулан стоматологи поликлиники уçă алăксен кунне йĕркелерĕ.
Халăх нихçанхинчен йышлă пулчĕ: пациентсем терапевтсен, пародонтологсен, хирург тата ортопед пулăшăвĕпе усă курма, специалистсенчен консультаци илме пултарчĕç. 3D-томографпа тĕрĕсленесси тӳлевсĕрри пушшех аван. Çавăнпа пулăшу ыйтма килнисем те кăмăллă.
«Кунта килме мана «Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем» фонд сотрудникĕсем сĕнчĕç, — тет врач кабинетĕнчен тин кăна тухнă, СВОна хутшăннă Виктор Иванов. — Врачсем, медицина сестрисем кăмăллă, тарават — чăн профессионалсем. Тавах вĕсене». «Ляван» позывнойлă боец та хăйĕн икĕ эрнелĕх отпускĕпе шăл сиплемешкĕн усă курма шут тытнă. Вăл та врачсем тарават йышăннине палăртрĕ:
— Шăл суратчĕ. Паян сиплевре пултăм та — ыратни иртрĕ. Отпуск вĕçлениччен тепĕр шăла протезласшăн — ĕлкĕретĕп пуль тетĕп. СВОри условисенче шăла кунне икĕ хут тасатасси куллен пулаймасть çав. Тепĕр чух кашни кун тасатасси çинчен те манма тивет. Çавăнпа пăсăлаççĕ. Кунта эпĕ маларах та медпулăшу илнĕ — лайăх сиплеççĕ. Врачсене тав тăватăп. Меллĕ самантпа усă курса вăл пурне те çывхарса килекен Çĕнтерӳ кунĕ ячĕпе саламларĕ, СВОра та çĕнтерӳ пирĕн енче пуласси пирки иккĕленменнине çирĕплетрĕ. Медучреждени ертӳçи Наталия Казакова персонал пациентсене мĕнле йышăннине, вĕсемпе мĕнле ĕçленине хăй сăнаса тăрать. «Хамăрăн хӳтĕлевçĕсене чи малтан пулăшу кӳретпĕр. Кашни сотрудника çакăн çинчен асăрхаттарнă, поликлиника ĕçне паян çак кун пирĕншĕн ыттисенчен уйрăлса тăнине тĕпе хурса йĕркелерĕмĕр. Ятарлă çар операцийĕн паттăрĕсене пирĕн патра хăтлă пултăр тесе пĕтĕмпех тăватпăр», — терĕ вăл. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Патриотсем юнашарах
Вĕсенчен пĕри — Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче 1976 çулта çуралнă Дмитрий Ефимов.
Вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУран, Мускаври автомобильпе çул-йĕр патшалăх техника университетĕнчен вĕренсе тухнă, физкультура учителĕ пулнă. Сĕнтĕрвăрри хулин пуçлăхĕн çумĕнче, шкул директорĕнче ĕçленĕ. 2023 çул пуçламăшĕнче ятарлă çар операцине хăйĕн ирĕкĕпе кайнă, Чечняра йĕркеленĕ «Ахмат» отряд штурмовикĕ пулнă май кăрлачăн 16-мĕшĕнчен тытăнса ака уйăхĕн 16-мĕшĕччен Луганск Халăх Республикинчи Кременная поселокне хӳтĕленĕ. Халĕ вăл — СВО ветеранĕ. «Эпĕ СВОна тылра кичем пулнăран е мăшăрпа иксĕмĕр хушăмăрта тирĕкчашăк шăкăртатса илнĕрен хутшăнман, хамăн ирĕкпе кайрăм, хам мĕнле арçын пулнине çапăçу хирĕнче тĕрĕслесе пăхас терĕм», — таврăнсан каласа панă Дмитрий Анатольевич. Вăл инçе çула 2023 çулхи кăрлачăн 8-мĕшĕнче ăçта каяссине мăшăрне пĕлтермесĕрех тухнă. Паллах, хăйĕн маршрутне пĕлнĕ. Çав йышăну патне чылай хушă шухăшласа çитнĕ, кайма тĕплĕн хатĕрленнĕ. Фронтра тăхăнма тумтирпе ăшă атă туяннă. Ăна-кăна арăмĕ ан асăрхатăр тесе пытарса хунă. Пирвай Дмитрий Чечняри отряда çитнĕ, ыттисемпе пĕрле çапăçăва кĕме хатĕрленнĕ. «Унта чĕрĕ юлма йывăррине эпĕ ăнланнă, тăван тăрăха таврăнас шанăç пĕчĕккине пĕлсех тăнă. Анчах çирĕпленнĕ тĕллеве пуçран кăларса пăрахма пултараймарăм, каялла чакнă тăк хама хисеплеме пăрахăттăм», — пытарман кайран Дмитрий. Кременная патĕнче пулемечĕпе бандеровецсен атакисене сирме, диверсипе разведка ушкăнĕсене пĕтерме 3 уйăх хутшăннă. Контракт вăхăчĕ тухсан республикăна таврăннă, анчах Оборона министерствипе тепĕр контракт çирĕплетесси çинчен шухăшланă. Чĕре чикнипе аптăракан ашшĕ-амăшне куçран пăхсан хĕрхеннĕ, комиссариата кайман. Çитменнине, тăнăç пурнăçра психологи ыйтăвĕсем тухса тăнă. Ăна татса пама «Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем» фондăн Чăваш Енри уйрăмĕ пулăшнă — хăйĕн тытăмĕнче психологра ĕçлеме сĕннĕ. Чăн та, Дмитрий Анатольевич малтан килĕшмен. Уйрăм Сĕнтĕрвăрри округĕн администрацине ыйтупа тухнă, унăн ертӳçисем СВО ветеранне фондран пулăшу ыйтма ӳкĕте кĕртнĕ. «СВОран килсен вăхăта мĕнле ирттермеллине пĕлмерĕм, ĕçе пикенеймерĕм, мана такам тытса тăчĕ. Арăм каланă тăрăх, атте «ăна контузи пулман-и?» тесе те ыйтнă. Хампа мĕн пулса иртнине малтан ăнланман. Каярахпа тин йĕркене кĕрсе çитрĕм», — аса илнĕ Дмитрий Ефимов. Ятарлă çар операцийĕн паттăрĕсемпе тĕл пулса калаçни, культура мероприятийĕсене хутшăнни, пушă вăхăта çемьепе пĕрле ирттерни тăнăç пурнăçа хăнăхма пулăшнă. 2024 çулхи çу уйăхĕнче ăна çамрăксене çарпа патриот воспитанийĕ паракан «Авангард» вĕрентӳпе методика центрне ертсе пыма шаннă. Дмитрий Ефимов директор унăн ĕçне ăнăçлă ертсе пырать. Сăмах май, 2024 çулхи кĕркунне Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ Дмитрий Дюжев республикăра пулса унран интервью илнĕ, ăна Мускаври «Геройсем юнашарах» телекăларăмра кăтартнă. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Ертÿçĕ çемйи кĕнекепе тусли – пуриншĕн те тĕслĕх
«Хĕрарăмăн хĕрĕх тĕрлĕ ĕç тума та алă çитет», – теççĕ. Килĕшмесĕр тăраймăн. Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен союзĕ çакна çирĕплетет. Акă нумаях пулмасть Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекин ĕçченĕсем те хаваспах вĕсен йышне кĕчĕç.
Çак кунсенче асăннă вулавăшра ЧР Хĕрарăмсен союзĕн председателĕпе Наталья Николаевăпа Шупашкарти хĕрарăмсен канашĕсен кураторĕ Евгения Краснова «Çавра сĕтеле» хутшăнчĕç. Хăнасене малтан библиотекăри уйрăмсемпе учреждени ертӳçи Татьяна Вашуркина паллаштарчĕ. Библиотека республикăри культура ĕçченĕсен профсоюзĕпе пĕрле Президент фончĕн грантне çĕнсе илнĕ «Ачасемпе çамрăксем валли «Сăмах вăйĕ» литература лабораторийĕ» проекта пурнăçлать. Çавна май шкул ачисемпе тата студентсемпе тĕлпулăва аслă шкул преподавателĕсене, çыравçăсене йыхравласа çамрăксене литература, журналистика енчен пултарулăхне аталантарма майсем туса параççĕ. Иртнĕ çулхи кĕркунне кăна-ха кунта «Культура волонтерĕсем» Добро.Центр уçăлчĕ. Çапах та çамрăксем туххăмрах пуçтарăнчĕç, 135 волонтер ырă ĕç тума пикенчĕ. Сăмах май, республика прокуратурин ветеранĕсен канашĕпе пĕрле ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем валли гуманитари пулăшăвĕ пуçтарса пĕрре мар ăсатрĕç. Халĕ те «Хамăрăннисем валли: пĕрле Çĕнтерӳ патне!» акци пырать, çак кунсенче тепре тухса кайма хатĕрленеççĕ. Ку ĕçе шкул ачисем те ашшĕ-амăшĕпе пĕрле хастар хутшăнаççĕ, посылкăна пылак çимĕçсем чикеççĕ, салтаксене хавхалантарма çырусем шăрçалаççĕ. Палăртса хăварар: Добро.Центра аталантарма /сĕтел-пукан, техника туянма/ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев 1 миллион ытла тенкĕ парса хавхалантарнă. Наталья Алексеевна волонтерсен ĕçне хакласа Добро.Центр пирки ăшă сăмахсем çырса хăварчĕ. Библиотекăра ют чĕлхесен литературин секторĕ ĕçлет. Ачасем кунта хаваспах çӳреççĕ, ют чĕлхесене ăса хываççĕ. Тепĕр уйрăмра вара – абонементра – 80 пин ытла кĕнеке! Теми пуян – уйрăмах çарпа патриотизм енĕпе. Тавра пĕлӳпе наци литературин уйрăмне асăнмасăр мĕнле-ха? Кунта чăваш çыравçисем час-часах, кунсерен тесен те йăнăш мар, пулаççĕ, ачасемпе тĕлпулусем йĕркелеççĕ. Вулавăшра Книгоглотыч та пурăнать иккен. Ăна вара кĕнеке нумай вулакансем çеç курма пултараççĕ. Сăнар ачасене библиотекăна илĕртет, кĕнекене юратма вĕрентет. Вулавăш ĕçченĕсем «АнимаТус» студире шăпăрлансене мультфильм ӳкерме вĕрентеççĕ. — Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекинче пĕрремĕш хут пулса куртăм. Хĕпĕртемелли сăлтавĕ те пур: кунти 27 ĕçчен Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзне кĕме тĕв тунă. Вулавăшпа кăсăклансах паллашрăм, кĕнеке абонеменчĕ пуян. Унсăр пуçне ачасене аталантарма тĕрлĕ кружок ĕçлет. Добро.Центр çитĕнекен ăрăва ырă ĕç тума вĕрентет, – палăртрĕ Наталья Николаева. «Çавра сĕтелре» Татьяна Вашуркина презентаципе усă курса библиотека ĕçĕ-хĕлĕпе – пурнăçланакан проектсемпе, çитĕнӳсемпе – паллаштарчĕ. Хĕрарăмсен союзне кĕнĕ май вулавăш ĕçченĕсем республикăри библиотекăсенчи ĕçтешсен хушшинче волейбол ăмăртăвĕ ирттерессине йăлана кĕртме сĕнчĕç. Ăна Наталья Николаева ырласа йышăнчĕ. Тĕлпулура библиотекăри хĕрарăмсен канашĕн председательне те суйларĕç — çак тивĕçе директор çумне Наталия Мисинăна шанчĕç. Ăна тата Наталия Петроградскаяна Хĕрарăмсен союзĕн тав хучĕпе чысларĕç. Наталья Алексеевна регионти Хĕрарăмсен союзĕн ĕçĕпе паллаштарнă май чи хастаррисем çинчен каласа кăтартрĕ. Вĕсем республика аталанăвне пысăк тӳпе хывнине палăртрĕ. Организаци пурнăçлакан проектсемпе, конкурссемпе паллаштарчĕ. «Эпĕ – хĕрарăм» конкурс çинче чарăнса тăчĕ. Хĕрарăмăн хăйне хакламалли, çитĕнӳсене ыттисене кăтартмалли, çемьешĕн тĕслĕх пулмалли пирки каларĕ. Этемлĕхĕн черчен пайĕ пурнăçра пысăк ĕç тăвать. Конкурса çулсерен ытларах та ытларах хĕрарăм хутшăнса хăйне тĕрĕслет. Тупăшăва 18 çултан аслăрах хĕр-хĕрарăм хутшăнать. Пĕлтĕр чи асли 93 çулта пулнă. Наталья Николаева ытти конкурс пирки те каласа кăтартрĕ. «Хĕрарăма мухтар» конкурс та пĕрремĕш çул мар иртет. Организаци республикăри çамрăк çемьесемпе те хастар ĕçлет, ятарлă çар операцине хутшăнакансен мăшăрĕсемпе, çемйисемпе тĕлпулусем йĕркелет. <...>
Елена ЛУКИНА.
♦ ♦ ♦
Вĕсем – пĕрремĕшсем
Чăваш эстради… «Эх-х, мăнтарăн эстради» тесе каласан та йăнăш пулмĕ. Пурте юрласшăн… Сасă пур е çук – пăхса тăмаççĕ, сцена çине тухма талпăнаççĕ. Çакă питĕ япăх тесе каламăпăр, юрă ăсталăхĕ паян хăйне май аталанса пырать. Çапла-çапла, темле пулсан та çавах аталану паллисене курма пулать. Анчах «çакăн пек юрăçсем те пулин пулччăр…» тенипех çырлахмалла-и-ха пирĕн?
Мĕн тĕрлĕ юрă-кĕвĕ илтме, итлеме пултаратпăр эпир паян: фольклор, эстрада, опера — пурте пур. Чăваш юрă-кĕвĕ тĕнчи пирки те çавнах каламалла. Ку — паян. 1945-1950 çулсенче вара? Пулнă-и эстрада, опера юррисем? Паллах, çакăн çинчен «пĕрремĕшсем» пуринчен те тĕрĕсрех, уçăмлăрах каласа пама пултараççĕ ĕнтĕ. Хăй вăхăтĕнче Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе З.Ф.Денисова юрăçпа тĕл пулсан шăпах çак ыйтусем тавра пынăччĕ пирĕн калаçу-аса илӳ. Шел те, çук юнашар паян Зоя Федоровна, анчах вăл каланисем халĕ те асрах. — Саратов консерваторийĕнче чăваш студийĕ пур. 1949 çулта вун пĕрĕн вĕренсе пĕтерсе килтĕмĕр эпир унтан. Пĕрремĕш кăларăм, пĕрремĕш парти. Чăваш Республикин Министрсен Канашĕ çумĕнчи искусство управленине эпир пурте пĕлекен В.Т.Ржанов ертсе пыратчĕ. Питĕ чаплă кĕтсе илчĕç. Тӳрех пурне те Атăл леш енне канма каймашкăн путевка тыттарчĕç, — тенĕччĕ вăл. …Вăрçă хыççăнхи çулсен йывăрлăхĕ пуриншĕн те паллă ĕнтĕ. Çамрăк артистсене уйрăмах чăтăмсăррăн кĕтнĕ. — Вокалпа пĕрлех дирижерсен уйрăмне пĕтертĕм. Хамăр чăваш студиецĕсемпе хор йĕркелерĕм. Чăваш хорĕ. Тăххăрăнччĕ. Консерватори залĕнче концерт кăтартрăмăр. В.П.Воробьевăн «Шурă-шурă кăвакарчăн» /хĕр каччине çара ăсатать, каччи вилет…/ юррине шăрантартăмăр. Профессорсем куçĕсене шăла-шăла илеççĕ çав. …Чăваш хорĕ валли каллех Шупашкартан ятарласа çĕлеттернĕ наци тумĕ ярса параççĕ. Лешсем вара тата та хавхаланса каяççĕ. Шупашкара таврăнсан вĕсене тӳрех филармоние ĕçе илеççĕ, эстрада ушкăнĕ йĕркелеме ирĕк параççĕ. — Вăл вăхăтра ансамбльсем пулман, каярах пуçтарăннă. Çапла хамăр ушкăнпа концерт бригади туса хутăмăр. Çав тери ăшшăн йышăнатчĕç ялсенче, кĕтсе тăратчĕç. Халăх клуба вырнаçайманран концертсем урамрах иртетчĕç. /Сăмах май, ун чухне артистсем паянхи пек хăтлă автобуссемпе тухса çӳремен, ялан хăна çурчĕсенче çывăрман, хальхи пек «мĕн чухлĕ илĕп вăл гастрольтен?» тесе пуç ватса тăман. Хĕлле-çулла — тент карнă машина, пĕрлех — çĕр каçмалли хатĕрсем…/ Репертуарта Новиковăн «Ылтăн тулли», «Алла тытрăм балалайка», халăх юррисемччĕ. Ятарласа солистсем валли çырнисем пулман. …Пĕрре çапла клубра Зоя Федоровна аллине ялти пултарулăх коллективĕсем валли хатĕрленĕ кĕнеке лекет. «Ан манса кай» /«ан манса кай шап-шур çеçкеллĕ садсене…»/ юрра тӳрех кăмăллать хайхискер. Нотине çырса илет. Икĕ сасăпа юрламалла. Виççĕн, тăваттăн юрласа пăхаççĕ. Г.С.Лебедев иртсе пырать: «Мĕн юрлатăр, хĕрсем, кăтартăр-ха». Çапла йĕркеллех «унаса» çитереççĕ юрра. Ансамбль чăмăртас шухăш та çуралать акă. Квартет йĕркеленет. Анчах каллех квартет валли çырнă юрăсем çук. Лебедевăн юрăллă-ташăллă сюита пулнă. «Хĕрсен юрри» ятлă юрă хатĕрлесе парать те ăна сюитăна хутăштарса кĕртсе ярать. — «Хĕрсен юрри» — квартет валли çырнă пĕрремĕш юрă. Темшĕн уйрăм солистсем валли ятарласа пĕр-пĕр композитор çырнă юрă çукчĕ вара ун чухне. Хор валли кăначчĕ /«Куккурус такмакĕсем» евĕрлисем-тĕр ĕнтĕ/. Ак кĕçех Г.Хирбюн «Чĕре юрри» çуралчĕ. А.Асламас акапелла /музыка инструменчĕсĕр юрламалли/ валли вунă юрă çырчĕ. Каярах, шăпах Мефодий Денисов /Зоя Федоровнăн мăшăрĕ ĕнтĕ/, ыттисем вĕренсе таврăннă тĕлелле кăна, композиторсем пĕрин хыççăн тепри солистсем валли юрăсем шăрçалама тытăнаççĕ. Унччен халăх юррисемпех çырлахма тивнĕ. …1950 çул. Чăваш Республикине йĕркеленĕренпе 30 çул çитнĕ май оркестра, хора, солистсене Мускава Чăваш культурипе искусствин кунĕсене ирттерме чĕнеççĕ. Çапла вара Зоя Федоровна çĕршывăн тĕп хулинче пĕрремĕш хут пулса курать. Колоннăллă зала та кĕреççĕ чăваш хĕрĕсем. Тухьяпа, тĕрĕллĕ кĕпепе /пĕтĕмпех хăйсен аллипе хатĕрленĕ/, пушмакпа тухаççĕ сцена çине. 2-3 çулта ăсталанса çитнĕскерсем кунта та маххă памаççĕ, куракансене тĕлĕнтерсе хăвараççĕ. <...>
Лидия ФИЛИППОВА.
♦ ♦ ♦
«Вĕрискере киле çитиччен çисе ятăм»
Анне Елена Антоновна Маркова 1925 çулта Красноармейски районĕнчи Çĕньял Шетмĕ ялĕнче çуралнă, тыл ĕçченĕ пулнă, вăрçă çулĕсенче ялта мĕнле пурăннине лайăх пĕлнĕ.
Пĕччен акнă
Вăл 1940-1943 çулсенче Çĕрпӳри педагогика училищинче вĕреннĕ, районти Карай шкулĕнче ачасене 44 çул вĕрентнĕ. Тивĕçлĕ канура чухне Карай, ÇĕньялКарай, Çырмапуç, Кӳлхĕрри, Сурăмхĕрри ялĕсенчи фронтовиксем, тыл ĕçченĕсем тата вăрçă ачисем çинчен «Манăçми вăрçă çулĕсем» аса илӳ хатĕрлерĕ, ăна кашнинпе тĕл пулса калаçнă хыççăн çырчĕ. Пĕр пайĕпе вулакансене паллашма сĕнетĕп. Наталия Сергеева ª1916 çулта çуралнăº: «…Вăрçă çулĕсенче эпĕ суха тунă, кунтăк çакса тырă акнă, ăна çурлапа вырнă, вăрман каснă. Манпа пĕрле Митрофан, Унтриян, Павел тата Дмитрий Иванович ĕçленĕ. Вырмана Ринăпа пĕрле каяттăмăр, уя çитсен инçетрен шуçăм çути курăнатчĕ, киле сĕм çĕрле çеç таврăннă. Яманак кукринче çĕр каçсах вырнă. Хĕлле Йĕпреç вăрманне йывăç касма яратчĕç. «Ыран Йĕпреç районĕнчи Буинск вăрманне кайăпăр», — терĕç пире, каçхине Çырмапуçĕнчи хурал пӳртне хупса лартрĕç, унта çĕр каçрăмăр, сăлтавне халĕ те пĕлместĕп. Вăрмана иккĕмĕш кун çеç çитрĕмĕр. Хĕрарăмсене вăрман касма питĕ йывăрччĕ. Баракра çĕр каçнă, йĕп-йĕпе тумтире типĕтме вырăн çитместчĕ. Çĕрпӳ аэродромĕпе Етĕрне шоссине тума та хутшăнтăм». Татьяна Егорова: «Мана, 19 çулти хĕре, 1942 çулта бригадир пулма шанчĕç, 1946 çулччен ĕçлерĕм. Арçын колхозник сахалччĕ, тырă акма та çын çитместчĕ. Пĕччен эрне акса пĕр уя шуратса хăвартăм. Шутсăр йывăрччĕ пулин те хуçалăх уйĕсене вăрлăх варăнтармасăр хăварман». Антонина Степанова: «Эпĕ, 14 çулти хĕрача, 1944 çулта 7-мĕш класс пĕтернĕ хыççăн трактористсен Красноармейскинчи курсĕнче вĕрентĕм. Тимĕр кустăрмаллă тракторччĕ, двигательне тапратма хĕнччĕ. Ăна 3-4-ăн рукояткăпа çавăрса хускатнă. Радиатора тултарма шыв колхозниксем витресемпе йăтнă. Тракторпа уя кайсан яла 1-2 эрнесĕр таврăнман, çĕрĕпе-кунĕпе сухаланă е акнă. Фари çукчĕ, çавăнпа радиатортан краççынпа çунакан хунар çакса янă. Лампи хăрăмлансан тасатма çеç трактора чарнă. Ирхи апат хыççăн каллех ĕçе тытăннă». Евгения Соловьева: «1941 çул, çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕ. Халăх Трак пуххинче савăнать. Райкомран пыни кăнтăрла иртсен трибуна çине хăпарчĕ те вăрçă пуçланнине пĕлтерчĕ — çынсем килĕсене саланчĕç. Тепĕр кунне ялти 10 арçынна фронта кайма повестка панă. Арсене çара илсе кайсан бригадир пулма мана, 22 çулти хĕре, шанчĕç. Колхозра ĕçлеме мăн çын сахал пулнăран ачасене явăçтарнă. Фронта лашасене те илчĕç. 1941 çулхи кĕркунне вăй питти хĕрарăмсем Сăр хӳтĕлев тăрăхне тума кайрĕç, ĕçленĕ чухне шăн çĕре лумпа тăрăнтарсан сунталпа мăлатук сасси янăраса тăратчĕ. Пирĕн ялсем пĕр-пĕринпе икĕ уйăхран улшăнса чаврĕç. Çурхи ĕçсенче тата вырмара тĕп вăй хĕрарăмсемпе ачасемччĕ. Ял-йыша çăкăр тепĕр тухăçчен çитмен, хăшĕ-пĕрин çĕр улми хĕл варринчех пĕтнĕ. Бригадир ĕçе ирех хăваланă — пурте тенĕ пекех тухнă. Алă вĕççĕн акнă, тырра çурлапа вырнă, пучаха çапуççипе тĕшĕленĕ. Пухса кĕртнин пысăкрах пайне патшалăха панă, иккĕмĕш пайне — акма, виççĕмĕшне колхозниксем валли хăварнă. 1943-1944 çулсенче уйри тырра пăр çапса пĕтерчĕ, çапах Çĕньял-Карайсем выçлăха чăтса ирттерчĕç». Çăкăр çук Екатерина Михайлова: «1941 çулта 17 тултартăм. Колхоз ĕçĕнчен пĕр кун та юлман. Çĕмеле йĕтем çине турттарса капана хывнă, пучаха речĕ-речĕпе сарнă, ун çинче лашасене çавра çӳреттерсе аштарнă. Çанталăк шăнтсан пучаха çапуççипе те çапнă. 1941 çулхи кĕркунне Сăр хӳтĕлев тăрăхне тума кайрăм. Кăсăклă саманта аса илетĕп: пушă витре, наçилкка çукчĕ — окопри тăпрана пĕкĕрĕлнисен çурăмĕ çине хуратчĕç те, çӳлелле васкамасăр утса хăпараттăмăр, купа патне çитсен яш! тăраттăмăр та — çĕр çурăм çинчен юхатчĕ». Анне 1941-1945 çулсенче çăкăр питĕ хаклă тăни çинчен те каласа паратчĕ. «Колхозра тырă пулнă. Ăна чылай пухса кĕртнĕ, — çырнă вăл. — Анчах ăçта ăсатнă? Ытларах — патшалăха, фронта. Колхоз 2-3 норма планне тултарнă. Хам курни çинчен çыратăп, пуçран халĕ те пăчăртанса тухаççĕ. Пĕррехинче хам вĕрентекен ача шкула пымарĕ — сăлтавне пĕлме килне кайрăм. Кĕтĕм: виçĕ ача пĕçернĕ çĕр улми хуппине, тăвар сапнăскере, çисе ларать. Сĕтел çинче çăкăр çук. Ял-йыш тата мĕн çикелесе выçлăхран çăлăннă? Çĕр улмине терка витĕр кăларнă та çăнăхпа хутăш çăрса «çăкăр» пĕçернĕ. Колхозника кашни ĕç кунĕшĕн 5 кг тырă панă. Çăкăр, çĕр улми пĕтсен курăк ªсерте, вĕлтрен тата ытти теº яшки пĕçернĕ, унта пĕр-икĕ ывăç çăнăх янă, вăл çĕнĕ тухăçчен пĕтнĕ. Çуркунне, юр кайсан, ял-йыш куллен çĕрĕк çĕр улми пуçтарнă, унран икерчĕ пĕçернĕ. Çăкăр çук. Яла хуларан выçăпа аптăранисем çăкăра тумтирпе улăштарма килетчĕç, çĕр улми парсан та килĕшетчĕç. Çимелли ыйткалакансем мăйран пир хутаç çакса ялсенче тархасласа çӳретчĕç. Ял çыннисем вĕсене мĕн пуррине панă, эпĕ хăш-пĕр чухне çуршар хутаç пухнине курнă. Красноармейскинче салтаксем тăратчĕç, сахăр-супăне çăкăрпа улăштаратчĕç. Акă, вĕренекен килне кĕретĕп: икĕ хĕрача çĕр улми хуппине суйласа ларать, амăшĕ килсен шыв янă хуранра вĕретсе çиеççĕ. Темиçе сехетрен хырăм выççине ирттерессишĕн пахчари пӳрне пек пулнă кишĕре кăларса, сухан çеçкине татса кĕреççĕ. Акă, амăшĕ килчĕ. «Анне, хырăм выçрĕ», — теççĕ ачисем. «Выçрĕ пуль, выçрĕ пуль», — тет амăшĕ. — «Пĕр витре çăнăх кивçен кам та пулин парать-ши?» — тесе кайрăм та — пĕрин те çук. Курăк яшки пĕçерсе паратăп, çĕр улми кăштах юлчĕ». Ачасем шкула кăмакара пĕçернĕ çĕр улмине чиксе пыратчĕç. Вăл та пурин те пулман. Пĕррехинче çул çинче хулара ĕçлесе пурăнакана тĕл пултăм. «Манăн 2 кг çăкăр илмелĕх талон пур-ха, — терĕ вăл. — Пĕр буханки 1 кг таять. Хулари лавккара 5 сехет таран черетре тăрса илтĕм. 1 килограма 3 çынна пайласан буханка пĕр талăк пурăнма çитет». Уроксем хыççăн пĕр татăк çăкăра шывпа сыпса çирĕм те Çĕрпӳрен тăван Çĕньял Шетмĕне таврăнма çула тухрăм. Хам выçă, утма вăй çук. Чылай каймалла- çке. Киле мĕнле çитмелле? Çул хĕррине колхоз купăста лартнă. Пĕрин темиçе çулçине татса хутаçа чикрĕм, çул тăрăх чăмласа пыратăп — тепĕртакран вăй кĕчĕ! Пĕлĕшĕм çапла пĕлтерчĕ: «Паян столовăя тăван патне кĕтĕм, кухньăран пĕр çăпала пăтă янă турилкке илсе тухрĕ. Турă, çырлах! Икĕ хĕрарăм пычĕç те мана мĕн кăна каламарĕç пуль!» Йĕрсе çапла каласа пани асран тухмасть: «Шупашкара кайма ял хĕрринчи станцире пуйăса лартăм. Сумкăра 1 кг таякан çăкăр пурччĕ. Шыв ĕçме кайса килнĕ хушăра ăна такам вăрласа кайрĕ». «Чĕркуççине тăм илчĕ» Екатерина Лаврентьева: «1941 çулта эпĕ 11-те пулнă. Пирĕн çимелли-тăхăнмалли енĕпе начарччĕ. Аслă пичче çĕршыва фронтра хӳтĕленĕ, яла таврăнсан Болгарире чĕрĕ юлни çинчен çапла аса илетчĕ: «Тăшман тыткăнĕнчен тарсан хресченсем вилĕмрен çăлса хăварчĕç: малтан шăтăк чаврĕç те — унта анса выртрăм, ман çине улăм купаларĕç. Çакă айккинчен пăхсан капан пекех курăннă. Нимĕçсем тыткăнран тарнисене шыраса купасене штыкпа чике-чике пăхнă — мана тивертеймерĕç, чĕрĕ юлтăм». Нимĕçсенчен пытанса вăл фронт линийĕ урлă каçнă. 2003 çулта, вăл вилнĕ хыççăн, ун ячĕпе Оборона министерствинчен «Хăюлăхшăн» медаль ярса пачĕç. Эпĕ те хĕн-хур пайтах тӳсрĕм. Аннепе пĕрле колхозра ĕçленĕ, фронта пулăшнă, выçăллă-тутăллă пурăннă». Ольга Лаврентьева /1936 çулхи/: «Анне Олимпиада Никитина колхоз ĕçĕнчен пĕр кун та юлмастчĕ. Вăрман çумĕнчи уйра ĕçленĕ чухне киле хăрăк турат çĕклесе анатчĕ. Аннепе иксĕмĕр çуркунне Трак уйне çĕрĕк çĕр улми пухма кайнă. Ăна ыраш калчи çинче пуçтартăмăр — уйра никам та çукчĕ, тахăш самантра пирĕн паталла юлан утпа хуралçă çывхарнине асăрхарăмăр, хăраса Яманак вăрманне кĕрсе тартăмăр. Хытă хăранăран макăрма пуçларăм, анне мана лăплантарчĕ. Хуралçă эпир пытаннă вырăна та пырса пăхрĕ — тупаймарĕ. Çĕрĕк çĕр улмине йăтса яла таврăнтăмăр». Александр Порфирьев /1933 çулхи/: «Атте Порфирий Павлов 1941 çулта çара кайма повестка илнĕ. Сывлăхĕ начар пирки ăна фронта яман, çар тивĕçне Шупашкарта пурнăçланă. Анне 7 ачине мĕн пур ĕçе явăçтарнă». Михаил Прокопьев: «Пирĕн çемьере 5 ача пулнă. Выçăпа касăхни асран тухмасть. Колхозра ĕçлекенсене куллен çăкăр панă, ăна хуçалăхрах пĕçернĕ. Пĕррехинче çăкăр илме унта мана ячĕç. Буханки 1 кг таять. Чăтаймарăм, вĕрискере киле çитиччен çисе ятăм, хăраса пӳрте кĕтĕм. «Çăкăру ăçта?» — ыйтрĕç манран. «Çисе ятăм…» — хуравларăм шăппăн. Эх, пуçларĕç ятлама!..» <...>
Лилия МАРКОВА Красноармейски округĕ, Çырмапуç ялĕ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...