Комментировать

17 Апр, 2025

Чăваш хĕрарăмĕ 14 (1394) № 17.04.2025

Мăнкунра чăваш çи-пуçĕ тăхăнса хăнана çÿреççĕ

Мăнкунра чăвашсем авалтанпах килĕрен килле хăнана çӳренĕ, рет кĕртнĕ. Хăш-пĕр ялта çак йăлана тытса пыракансем халĕ те пур. Сăмахран, Йĕпреç округĕнчи Эйпеç ялĕнче асатте-асаннесен йĕрки упранса юлнă. Кун пирки вырăнта пурăнакан Венера Денисовăпа калаçрăмăр.

Авалхи йăлапа «Хунямапа хуняçа Юльăпа Порфирий Денисовсем 1953 çулта Мăнкунра пĕрлешнĕ, — пуçларĕ сăмахне Венера Александровна. — Çак уявра рет кĕртес йăла-йĕркене вĕсем тытса пынă. Эпир те 2000 çулта мăшăрланнă хыççăн явăçрăмăр унта. Аслисем каланă тăрăх, малтанхи çулсенче тăван-пĕтен килтен киле эрнипех çӳренĕ. Халĕ эпир Мăнкунăн пĕрремĕш кунĕнче çеç пуçтарăнатпăр. Уяв умĕн кил- çурта çуса тасататпăр, мунча хутса кĕретпĕр. Кулич, кукăль, çăмарта пĕçеретпĕр, тутлă апат-çимĕç хатĕрлетпĕр. Çăмартана сăрласа илемлететпĕр. Рет кĕртекенсем ирех кашни киле кĕрсе хăнана чĕнсе тухаççĕ. Çак ĕçе хĕвеле майлă тăваççĕ. Мăнкуна йыхравлакан пĕрремĕш хăна пулсан ăна минтер çине лартатпăр, çăмарта тыттаратпăр. Кил хуçи палăртнă пекех хăнана вăхăтра каятпăр. Кучченеç, эрех-сăра илместпĕр. Хуçа мĕн хатĕрленине ĕçсе çиетпĕр. Ытти ратнерен эпир чăваш кĕпи тăхăннипе уйрăлса тăратпăр. Çак кун арçынсем те, хĕрарăмсем те наци çи-пуçне тăхăнатпăр. Çакна эпĕ пуçарса ятăм. Пĕрремĕш Мăнкуна ратнепе пĕрле пирĕн патра 2010 çулта ирттертĕмĕр. Хăнана пурне те чăваш кĕпипе килме каларăм. Çемье валли тумтире хамах çĕлерĕм, ача-пăчана та тăхăнтартрăм. Çакăн хыççăн пирĕн ратне Мăнкунра чăвашла тăхăнать. Уявра ытти çын пекех юрлатпăр, ташлатпăр. Пирĕн хушăра купăсçă та пур. Çавăн пекех пĕрпĕринпе çăмарта шаккатпăр — камăн вăл çĕмĕрĕлмест çав «паттăр». Ăна парне паратпăр. Пирĕн ратнере питĕ сумлă, кăмăллă çынсем. Пĕрпĕринпе калаçатпăр, савăнатпăр, унтан киле саланатпăр. Иккĕмĕш хут хăнасене 2023 çулта пуçтартăмăр. Чăн та, Мăнкунра халĕ рете тухасси ялта пĕтсе пырать. Мĕншĕн тесен ваттисем пурнăçран уйрăлаççĕ, çамрăксем унчченхи йăла-йĕркене явăçсах каймаççĕ. Унсăр пуçне ятарлă çар операцийĕ те ял-йыша витĕм кӳрет. Хăш-пĕр çемьере ывăлĕ е кил хуçи унта пулнăран савăнăçлă уявсенчен пăрăнаççĕ, паллах. Пирĕн ушкăн хальлĕхе тытăнса тăрать-ха. Ман шухăшпа, ку йăлана пăрахăçа кăлармалла мар. Мĕншĕн тесен вăл тăвансене çывăхлатать. Вунă çулта пĕрре тăван-пĕтене пуçтарма пулатех-тĕр тетĕп». Картиш тулли выльăх Вулакана Денисовсен çемйипе çывăхрах паллаштарас кăмăл та пур. Вĕсем пур енĕпе те пултаруллă, ĕçчен. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. «Эпир нихăçан та выльăхсăр пурăнман. Эпĕ качча тухсан атте-анне, авалхи чăваш йăлипе, пире ĕне, пăру, сурăх панă. Пурнăç çавăнтан малалла аталаннă. Каярахпа выльăх йышне ӳстерсе пытăмăр, хуçалăх валли трактор тата ытти хатĕр-хĕтĕр туянтăмăр», — терĕ кил хуçи арăмĕ. Паянхи кун пилĕк ĕне сунине пĕлтерчĕ вăл. Мăшăрĕ Мускавра вахтăра чухне кил тĕрĕшри пур ĕç те хĕрарăм çине тиенет. Паллах, ачисем те пулăшаççĕ ăна. Çĕр лаптăкĕ те чылай. Унта нумай çул ӳсекен курăк, кăшман, кавăн çитĕнтереççĕ. Выльăх апачĕ туса илмешкĕн техника çителĕклĕ. Утă хатĕрлес ĕçе пурте пĕрле пурнăçлаççĕ. Паллах, трактор туяниччен мĕн пур ĕçе алă вĕççĕн тунă. Мотоблок та ял çыннине чылай пулăшу кӳнине асăнчĕ хĕрарăм: «Ăна лаша пек хĕлĕпе апат çитерес çук. Çулла вара ĕçре усă куратăн: бензин яр та чупать. Тепĕр чухне хам та кĕрлеттеретĕп». Мăшăрĕ Валерий Порфирьевич çĕр ĕçне питĕ юратать. «Эпĕ ăна «дипломсăр агроном» тетĕп, — малалла сӳтĕлчĕ калаçу çăмхи. — Вăл ку енĕпе пĕлӳ илмен, çапах пурне те чухлать. Пахча сухаланă хыççăн юлнă шăйрăксене те асăрхать. «Пăх-ха, тăм тухнă вĕт. Мĕншĕн суха кассине çав еннеллех çаптараççĕ? Капла хура тăпра пĕтет-çке», — тесе чунне ыраттарать. Ял хуçалăх енĕпе аслă пĕлӳ илменнишĕн час-часах сăмах тивет ăна манран. Ăс-тăнĕ çитет пулсан та водителе çеç вĕреннĕ вăл». Валерий Порфирьевичпа Венера Александровна 25 çул пурнăç çулĕпе алла-аллăн утаççĕ. Икĕ хутлă кермен пек çуртра кун кунлаççĕ вĕсем. Хулари хваттер айккинче тăтăр, пĕтĕм услови пур унта. Туслă мăшăр хĕрпе ывăл çуратса ӳстернĕ: хĕрĕ Арина И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă, пĕлтĕр кӳршĕ ял каччипе мăшăрланнă. Ывăлĕ Егор вырăнти шкулта 11-мĕш класра ăс пухать, отличник. Унсăр пуçне Денисовсем ача çуртĕнчен икĕ хĕрачана хăйсен хӳттине илнĕ. Лера халĕ 6-мĕш класра вĕренет, Вика вара ялти садике çӳрет, çитес вĕренӳ çулĕнче шкула кайĕ. «Эсĕ манăн анне сăнлă…» «Хуняçа пирĕнпе пĕрле пурăнатчĕ. Вăл вилчĕ те кил-çурт пушансах юлчĕ. Ачасем çитĕннĕ май килтен тухса каясси шиклентерчĕ. Çавна май ача усрава илме шухăш тытрăм. Кун пирки упăшкана пĕлтертĕм. Вăл малтанах хирĕçлерĕ. Шухăша пурнăçлас тĕллевпе Канашра ятарлă курсра вĕрентĕмĕр иксĕмĕр те. Мăшăрăн шухăш-кăмăлĕ çакăн хыççăн, чăн та, улшăнчĕ, вăл текех хирĕçлемерĕ. Çапла вара 2018 çулхи юпа уйăхĕнче Йĕпреç больницинчен 7 уйăхри Викăна илсе килтĕмĕр. «Пĕчĕкскере епле ӳстермелле-ши?» — тесе малтан шиклентĕм. Валерка вара ун пирки шухăшлама та пултараймарĕ, вăл питĕ савăнчĕ. Вика ашшĕне юратать. Ăна ӳсме кичем ан пултăр тесе пурăннăçемĕн тепĕр ача илме шухăшларăм. Ара, ун чухне Егор çитĕннĕччĕ, унпа вылямасть. Урамра Вика валли тантăш çукчĕ. Пĕррехинче район администрацийĕн опекăпа попечительлĕх уйрăмĕнчен шăнкăравларĕç. Тепĕр хĕрача тăлăха юлни çинчен пĕлтерчĕç. Эпĕ хирĕçлемерĕм, пĕчĕкскере шеллерĕм. Çав вăхăтрах ачасемпе, упăшкапа калаçрăм. Вĕсем те хирĕç пулмарĕç. Çавна май хĕрачан кун-çулĕпе паллашмасăрах ăна киле илсе килтĕм, ялти шкула вырнаçтартăм. Лера — хăюллă хĕрача. Мана пĕрремĕш кунранах «анне» тесе чĕнме тытăнчĕ. Тăван амăшĕ вилнине пĕлсех. «Мана Венера аппа тесе чĕн», — сĕнтĕм ăна. «Çук, эсĕ манăн анне сăнлă, санăн çӳçӳ те унăнни пекех. Çавăнпа сана «анне» тетĕп», — терĕ вăл. Ун чухне Лера 2-мĕш класра вĕренетчĕ. Вĕренӳре питех ĕлкĕрсе пырайман, уроксене сиктернĕ. Çакăн пирки шкултан панă характеристикăра та çырса кăтартнă. Эпĕ вара ăна пăхман та. Халĕ вăл «4» тата «5» паллăсемпе çеç вĕренет. Малтан ăна пурте пулăшса пыраттăмăр. Халĕ уроксене пĕчченех хатĕрленет. Шанатăп: икĕ çак хĕр пĕрчине çитĕнтеретпĕрех. Эпĕ пĕччен мар, ку ĕçре мана пурте пулăшаççĕ. Ачасене ĕç те воспитани парать. Эпир çемйипех пахчара пĕрле ĕçлетпĕр, кĕтӳ кĕтетпĕр, уявсенче савăнатпăр, кил- çурт тирпейлетпĕр», — терĕ кăмăллăн Венера Александровна. Денисовсем 2009 çулта «Çулталăк çемйи» республика конкурсĕн районти тапхăрĕнче «Хăйне евĕрлĕ çемье» номинацире мала тухнă. «Çулталăк çемйи — 2021» район шайĕнчи конкурсра çĕнтерсе республика тапхăрне хутшăннă. Ун чухне коронавирус сарăлнине шута илсе ăна онлайн мелпе йĕркеленĕ. Çак çулах вĕсем «Атăл тăрăхĕнчи ăнăçлă çемье», «Çемье ăшши» конкурссене хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартнă. «Сăн ӳкерчĕк чылай пуçтартăмăр. Ку тĕлĕшпе эпир, чăн та, маттур. Сăн ӳкерме те, ӳкерĕнме те кăмăллатпăр. Паллă саманта асра хăварма тăрăшатпăр», — савăнса пĕлтерчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Венера Александровна ялти культура çуртне юрлама çӳрет. Пĕчĕк хĕрĕ Вика та амăшĕ пекех пултаруллă. Республика, район конкурсĕсене хутшăнса çĕнтерет. Лера та «Вифлеем çăлтăрĕн çути», «Астăвăм çурти» фестивальсенче малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Егор вара тĕрлĕ олимпиадăра палăрать. Вăл Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине те илме тивĕçнĕ. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   


 «Пурнăçăм такам çырнă пек йĕркеленет»

Унăн пултарулăхĕ чикĕсĕр анлăн туйăнать. Юрăç та вăл, актриса та… Кунсăр пуçне художница, модель, преподаватель, композитор. Сăмахăм Саратов тăрăхĕнчи Ольга Муртаева пирки. Вăл чăваш хĕрарăмĕ пулнăран ун пирки хаçатра çырмашкăн пушшех кăмăллă.

Сайра тĕл пулакан саслă хĕр

Ольгăн ашшĕпе амăшĕ чăвашсем. Ашшĕ Иван Петрович — Саратов облаçĕнчи Шняево салинче, амăшĕ Римма Кузьминична Патăрьел районĕнчи Алманчăра çуралса ӳснĕ. Вĕсем Римма Кузьминичнăпа вĕренсе пĕтернĕ хыççăн распределенипе Саратов тăрăхне ĕçлеме килсен паллашнă. Ольга мĕн ачаранах юрă-кĕвĕ тĕнчине иленнĕ. Ăна çутçанталăк илемлĕ те хăйне евĕрлĕ, сайра тĕл пулакан сасă, лирико-колоратурнăй сопрано панă. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах хĕрача сăвă илемлĕ вуланă, концертсене хутшăннă. — Çитĕнсен кам пуласса эпĕ ачаранах пĕлнĕ: юрăç. Ку манăн чи пысăк ĕмĕтчĕ. Çавăнпах музыка шкулĕнче домра калас тата юрлас енĕпе пĕлӳ илтĕм. Каярахпа — музыка училищинче, консерваторире вĕрентĕм, — пуçарчĕ калаçăва çамрăк хĕрарăм. — Çемьере мусăкçăсем ç ук, анчах юрлама пурте юрататпăр. Ача чухне каникулта Алманчăна кайсан кашнинчех чăваш юррисене итлеттĕм. Кĕвĕллĕскерсем питĕ килĕшетчĕç. Ахăртнех, чăваш культури те манăн пултарулăха витĕм кӳнĕ. Шкулпа сыв пуллашсан Ольга — Саратоври музыка училищинче, хыççăн Л.В.Собинов ячĕллĕ консерваторире пĕлӳ илнĕ. Шăпах училищĕре преподавательсем хĕрачан сайра тĕл пулакан сасă пулнине палăртнă. Хĕр пултарулăхне аталантарма пуçланă. Студентлăхра Саратоври чăвашсен диаспорин йышне кĕнĕ, пĕрлешӳ йĕркелекен концертсенче юрланă. Хастарскер вырăнти «Чăваш пики» конкурса та хутшăннă, вице-мисс ята тивĕçнĕ. Консерваторипе сыв пуллашсан çамрăк артистка пĕр вăхăт «Поволжье» концерт организацийĕнче ĕçленĕ, Волгоградри музыка театрĕнче те тăрăшнă. Çав тапхăрта ăна Италире пурăнакан пĕлĕшĕ Пĕтĕм тĕнчери юрă-кĕвĕ конкурсне хутшăнма сĕннĕ. Ольга хаваспах килĕшнĕ. Тупăшу Италире иртни вуçех шиклентермен ăна… Конкурсра пике Гран-при çĕнсе илнĕ. — Консерваторире итальян чĕлхине вĕрентетчĕç. Мĕншĕн тесен вăл юрă-кĕвĕ чĕлхи, итальянсемех музыка паллисене шухăшласа кăларнă. Вĕсен юрри-кĕввине, оперине, хайлавĕсене ăса хываттăмăр. Çак çĕршыв культурипе паллашнă май хăçан та пулсан унта кайса курас, пĕр-пĕр вокал конкурсне хутшăнса курас ĕмĕт пурччĕ. Çак ĕмĕте пурнăçлама май тупăнсан иккĕленмерĕм. Инçе çула пĕчченех тухрăм. Мана конкурс представителĕсем кĕтсе илчĕç. Анчах унта телефон çыхăнăвĕ ĕçлеме пăрахрĕ. Çакна пула çывăх çыннăмсем мана вăхăтлăха çухатнă, — каласа кăтартрĕ пултаруллă артистка. — Тупăшу Римини хулинче иртрĕ. Итали театрĕн сцени çине тухма пултартăм, арисем юрларăм. Итальян юрăçи Моника Боскетти, тӳре пулнăскер, ырă сăмахпа савăнтарчĕ. Сăмах май, вăл Рим папин юратнă юрăçи. Çавăнпа унăн сăмахĕсем уйрăмах хавхалантарчĕç, артисткăн ăсталăх класне те хутшăнса куртăм ун чухне. Йĕкĕреш çуратма ĕмĕтленнĕ Италирен таврăнсан Ольга Мускава пурăнма куçнă. Музыка шкулĕнче вокал енĕпе вĕрентме пуçланă, тепĕртакран вара ăна Мускаври çар ансамбльне чĕннĕ. Паянхи кун та унăн солистки вăл. Пултаруллă ушкăнпа чылай çĕршывра гастрольпе пулнă хĕр: Турци, Итали, Франци, Китай, Узбекистан, тĕнчен ытти кĕтесĕнче куракансене савăнтарнă. Çар ансамблĕн йышĕнче хĕрӳ точкăсене те çитнĕ. Çавна май Ольга çар çапăçăвĕсен ветеранĕн ятне тивĕçнĕ. Пĕр вырăнта ларма хăнăхман çав хастарскер — пĕрмай гастрольсем, концертсем… Ăна тĕрлĕ телекăларăма ӳкерĕнме чĕнеççĕ, ун пирки чылай хаçат-журналта çыраççĕ. Мĕнле ĕлкĕрет-ши тульккăш? Тĕлĕнмелле вăй-хал тапса тăрать тейĕн çак чăваш хĕрарăмĕнче. Çакăн пек тулли те кăсăклă пурнăçа хăнăхнă Ольга. Урăхла пурăнни уншăн кичем пек туйăнать. Малашне тĕрлĕ çĕршыва çул çӳреве каяс кăмăлĕ пур. Ĕçри тата пултарулăхри çитĕнӳсем, паллах, пĕлтерĕшлĕ. Анчах кирек мĕнле хĕрарăмшăн та çемье пĕрремĕш вырăнта. Ольгăшăн вара чи пысăк çитĕнӳ унăн йĕкĕреш ывăлĕсем Ярославпа Станислав. Вĕсем, пилĕк çулта çеç пулин те, амăшĕнчен тĕслĕх илеççĕ-тĕр, пултарулăх еннелле туртăнаççĕ. Уйрăмах ӳкерме кăмăллаççĕ, çак енĕпе тĕрлĕ конкурса та хутшăнаççĕ. Ольга каланă тăрăх, илемлĕ юрлаççĕ. — Ача кĕтнине командировкăна кайсан самолетра ăнсăртран пĕлтĕм. Малтан ĕненмерĕм-ха. Çав командировкăна кайнă чухне темшĕн тӳпери пĕр пĕлĕт татки куç умне пулчĕ, вăл çемçе упа теттене Мĕнле пурăнан, аякри тăван? «Пурнăçăм такам çырнă пек й.ркеленет» Унăн пултарулăхĕ чикĕсĕр анлăн туйăнать. Юрăç та вăл, актриса та… Кунсăр пуçне художница, модель, преподаватель, композитор. Сăмахăм Саратов тăрăхĕнчи Ольга Муртаева пирки. Вăл чăваш хĕрарăмĕ пулнăран ун пирки хаçатра çырмашкăн пушшех кăмăллă. аса илтеретчĕ. Тетте вара вăл ачалăхпа çыхăннă. Манăн та пĕчĕк чухне юратнă çемçе упа пурччĕ. Больницăна УЗИ тутарма кайсан çие юлнине çирĕплетрĕç. Варта пĕр ача пуррине пĕлтерсен кăштах кăмăлсăрлантăм, ара, эпĕ йĕкĕреш пирки ĕмĕтленеттĕм-çке. Вăхăт иртсен паллă пулчĕ: чĕре айĕнче икĕ пепке иккен! Халĕ ывăлăмсемпе савăнса пĕтерейместĕп. Вĕсем валли ахальтен çавăн пек ятсем суйламарăм — унта пĕрешкеллĕх, тымар, Слава ят пур. Сăмах май, пирĕн йăхра йĕкĕреш пĕртăвансем темиçе те, — терĕ телейлĕ амăшĕ. — Ывăлăмсем çитĕнсен ман пекех çар ансамблĕнче юрласса шанатăп. Декрет отпускĕнче Ольгăна, паллах, кичем пулнă. Хăй каланă тăрăх, пĕрмай килте ларнăран хăйне чул пек туйнă. Çапах ун чухне те онлайн-конкурссене хутшăнма тăрăшнă. — Эпĕ нимĕн туса та ĕлкĕрейместĕп пек туйăнать. Анчах тепĕр чухне сисетĕп: пурнăç такам ăна маларах çырса хунăн йĕркеленсе пырать. Паллах, манăн çитĕнӳсенче аттепе аннен тӳпи те пысăк. Вĕсем мана ачасене пăхма пулăшнă, пулăшаççĕ те. Май тупăнсанах çемьепе Саратова вĕçтеретпĕр. Пушă вăхăтра вара ачасен юратнă вырăнĕсене, аквапарка çитме тăрăшатпăр. Вăхăта пĕрле ирттернине нимĕн те çитес çук, — чунне уçрĕ хĕрарăм. Ольга модель пек те çитĕнӳ тăвать. Пĕлтĕр, сăмахран, «UNIVERSAL QUEEN - FASHION KING» илем конкурсне хутшăнса Гран-при çĕнсе илнĕ. Кĕркунне вара Ольга Мода эрнинче подиум тăрăх утнă, кунсăр пуçне телеканалти модăпа çыхăннă тĕрлĕ шоура ӳкерĕннĕ. Хăй чăваш хĕрĕ пулнине те манмасть пултаруллăскер, Мускаври чăвашсен диаспоринче тăрать, мероприятисене хутшăнать. — Манăн пурнăçăмра ăнсăртлăх чылай. Тĕслĕхрен, Estet Fashion Week мода кăтартăвне шухăшламан-тĕллевлемен çĕртен лекрĕм. Унчченхи илем конкурсĕнче Гранприе тивĕçсен жюрисенчен пĕри Estet Fashion Week тупăшăва хутшăнма сĕнчĕ. Унта Марина Подлесных дизайнерăн тумĕсене кăтартрăм, — кăмăллăн калаçрĕ Ольга. — «Модный приговор» телекăларăмра ӳкерĕнни те ăнсăртлăх. Çак кăларăмăн кастинг-директорĕнче тăрăшакан пĕлĕш унта хутшăнма сĕнчĕ. Вĕсем кăсăклă пурăнакан героиньăна шыранă. Ун чухне эпĕ çар ансамблĕнче ĕçлеттĕм те час-часах формăпа çӳреттĕм. Кăларăмра манăн çи-пуçа романтика стилĕпе улăштарчĕç. МУЗ-ТВ телеканалти «Скорая модная помощь», ТВ-Ц тата ытти каналти кăларăмсене те хутшăнтăм. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.