Хыпар 28 (28345) № 15.04.2025
Эпир ырăпа килекене тарават
Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра пурăнакансен йышĕ 1160 пин çынпа танлашнă – çулталăк каяллахи кăтартуран 0,6% сахалрах. Çак тата ытти цифрăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура ĕçлев министрĕ Алена Елизарова пĕлтерчĕ. Миграци лару-тăрăвĕ канашлăвăн кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри пулчĕ.
Министр палăртнă тăрăх, миграци республика экономикине те, социаллă сферăна та пысăк витĕм кӳрет. Пĕлтĕр Чăваш Енре халăх йышĕ миграцие пула чакасси 775 çынпа танлашнă. Юлашки çулсенче çак туртăм вăйсăрланни палăрать, çапах — пăшăрхантаракан самант. Ют çĕршывсен гражданĕсен Чăваш Енри йышĕ ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 5938 çынпа танлашнă. Çав шутра — 4 пин ытла студент. Вĕсем республикăри 17 вĕренӳ заведенийĕнче вĕренеççĕ. Ĕçлеме килнисем те пур — 1 пин ытла çын патентпа вăй хурать. Ытларах — çывăх чикĕ леш енчен килнисем. Çак йыш, Алена Геннадьевна шучĕпе, республикăн ĕçлев рынокне курăмлă витĕм кӳмест. Çынсем ют çĕршывсенчен кунта куçасси тĕлĕшпе тимлĕх пысăк пулмалла — çакă та халăх йышĕпе çыхăннă лару-тăрăва лайăхлатма пулăшмалла. Тивĕçлĕ саккунсем, йышăнусем пур — вĕсене пурнăçламалла. Çак майпа Раççейĕн ют çĕршывсенче пурăнакан гражданĕсем, вĕсен ачи-мăнукĕ, СССР йышĕнче пулнă патшалăхсен çыннисем усă курма пултараççĕ. Раççее куçнă май пурăнмалли вырăн тара илнипе çыхăннă тăкаксене малтанхи тапхăрта патшалăх саплаштарать — курăмлă пулăшу. Çав вăхăтрах мигрантсем Раççей саккунĕсене пăхăнасси çине те алă сулма юрамасть — çирĕп сăнаса тăмалла. Ку енĕпе халĕ право хуралĕн органĕсене, ытти тытăма ӳпкелеме сăлтав çук пек. Пĕлтĕр 2,7 ытла мероприяти ирттернĕ: рейдсем, тĕлпулусем... Ют çĕршывсенчен килнисем правăна пăснин 2,5 пин тĕслĕхне шута илнĕ. Судсем кунта саккунсăр пурăнакан çынсене Раççейрен кăларса ямалли çĕр-çĕр йышăну тунă. Хăйсен пирĕн çĕршыври статусĕпе çыхăннă ыйтăва татса паманнисене ятарлă реестра кĕртеççĕ. Статус ыйтăвне татса пама ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен вăхăт панă. Ĕлкĕреймесен вĕсен хăйсен тĕллĕн Раççейрен тухса каймалла. Реестртискерсем тĕлĕшпе нумай чару палăртнă — мăшăрланма тата автотранспорт рулĕ умне ларма юраманни таранах. Патшалăх тытăмĕсен вĕсене пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерме те юрамасть. Эпир ырăпа килекене тарават, киревсĕрлĕхе вара йышăнмастпăр. Çутçанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов экологи уйăхлăхĕ пирки сăмах илчĕ. Вăл пуçланнă ĕнтĕ — çу уйăхĕн 1-мĕшĕччен пырать. Пĕтĕмпе 1 пин ытла мероприяти палăртнă, вĕсене 38 пин çын хутшăнасса кĕтеççĕ. Министр йывăç лартмалли «Астăвăм сачĕ» тата «Вăрмана упрар» акцисене халăх уйрăмах хастар хутшăнасса кĕтет. Çак акцисенче вăрман фончĕн лаптăкĕсенче пĕтĕмпе 55 пин йывăç лартма палăртнă. Шупашкарта Çĕнтерӳ кунĕ ячĕпе çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче 80 кедр хунавне лартĕç. Вĕсен пĕр пайĕ тĕпрен çĕнелмелли «Çĕнтерӳ» астăвăм паркĕнче пулĕ. Ял-хула урамĕсене, ытти вырăна тирпейлесси паян тĕп ыйтусен шутĕнче пулнине Олег Николаев та пусăм туса палăртрĕ. Ку ыйтăва вăл иртнĕ эрнери планеркăрах çĕкленĕччĕ, анчах çанталăк сулхăн, йĕпе тăни чăрмантарчĕ. Ку эрне уяр — питĕ меллĕ пулмалла. Çавна май вăл муниципалитетсен, предприятисен, вĕренӳ заведенийĕсен ертӳçисене коллективсене субботниксене илсе тухма чĕнсе каларĕ. Мăнкун çывхарнă май тасатасси-тирпейлесси йăлана кĕнĕ — ăна уямаллах. Тепĕр енчен, умра — Çу уйăхĕн 9-мĕшĕ. Вăрçăра пуç хунисемпе çыхăннă вырăнсене тирпейлемелле, юсаса йĕркене кĕртмелле. Çӳп-çап тенĕрен, Олег Алексеевич тирпейлĕх инфратытăмĕ тĕлĕшпе тимлĕ пулма ыйтрĕ. Калăпăр, кирлĕ çĕрте урнăсем пур-и — çавна та тишкермелле: «Халь тирпейлĕпĕр, анчах урна çук тăк — кăшт вăхăт иртсенех каллех таса мар пулĕ. Ăçта икĕ хут татăкĕ, пушă кĕленче выртать — унта кĕçех виççĕмĕшĕ те пулĕ. Тасатни кăна мар, тасалăха упрани те хаклă». Хăй Етĕрне çулĕн хĕррипе ирсерен чупма тухнă май вăл унти çӳп-çапа пухнине аса илчĕ, ăна кура ыттисем те çаплах тăваççĕ-мĕн. Анчах унта çав çӳп-çапа пухма нимĕн те пулман-мĕн. Çакăн çинчен тивĕçлĕ тытăмсене каланă хыççăн контейнер пырса лартнă, анчах урнăсем çав-çавах çук. Халăх йышлă — велосипедпа ярăнаççĕ, чупаççĕ, уçăлса çӳреççĕ, çавăнпа та урнăсем кирлех. Унта кăна мар, ытти çĕрте те. Унсăрăн тирпейлĕх нихăçан та пулмĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Пилĕк çулти ÿсĕм 80% шайĕнче
Вĕркĕч çакнă дворник, авă, предприятин парад алăкĕ умĕнчи асфальт çинчи çулçăсене «хăваласа» çӳрет, тепĕр хĕрарăм васкавлăн стенана шăлса тусанран тасатать… Сумлă хăнасем килеççĕ вĕт — тирпейлĕ пулмалла. Республика Пуçлăхĕ çумĕнчи Экспорт канашĕн черетлĕ ларăвĕ ку хутĕнче Шупашкарти электроаппарат завочĕн площадкинче иртрĕ.
Пуçлăх кăмăллă
Унта регионăн 2024 çулхи экспорт ĕç-хĕлне тишкерчĕç, умри тĕллевсене палăртрĕç. Ларăва уçнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев экспорт аталанăвĕ савăнтарнине пытармарĕ. Çакă тупăш ытларах кĕни кăна та мар вĕт, сăмах пирĕн продукци паха пулнине, ăна чикĕ леш енче те хакланине çирĕплетет. Çак туртăма упраса хăвармалла, çĕнĕ вăй памалла — регион ертӳçи экспортпа çыхăннă тĕллевсене çакăнта курать. Вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕлтернĕ тăрăх, 2024 çулта Чăваш Ен хăйĕн продукцине 54 çĕршыва ăсатнă. Палăртма кăмăллă: пĕчĕк тата вăтам бизнес суб±екчĕсем ют çĕршывсемпе ĕçлессине вăйлатса пыраççĕ — вĕсен йышĕнчи экспортерсен шучĕ умĕнхи çулталăкринчен 1,2 хут ӳснĕ. Вĕсен чĕр таварпа тата энергипе çыхăнман экспорт калăпăшĕ 2% хушăнса АПШн 13,1 миллион долларĕпе танлашнă. Промышленноç экспорчĕ 50% пысăкланнă, агропромышленноç комплексĕн — 15%. Медицина пулăшу ĕçĕсен çак кăтартăвĕ вара 80% чухлех ӳт хушнă. Медицина тенĕрен, унăн пулăшу ĕçĕсен экспорчĕ ăнăçлă пуласса Дмитрий Иванович малтан хăй те шансах кайман-мĕн. Халь çак иккĕленӳ вырăнсăр пулни куçкĕрет — пушшех кăмăллă. Ют çĕршывсенчен килнĕ пациентсене республикăри 12 медучреждени пĕлтĕр 15 миллион тенкĕлĕх пулăшу кӳнĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ — федераци центрĕсем. Трактортан пуçласа чăх ури таран Промышленноç министрĕ Сергей Лекарев промпредприятисен пĕлтĕрхи экспорчĕ 269 миллион долларпа танлашнине пĕлтерчĕ. Чикĕ леш енне ăсатнă таварсен шутĕнче машиностроени продукцийĕ тĕп вырăн йышăнать. Унтан — хими, электротехника. Продукцие Киргизие, Беларуçа, Китая, Индие, ытти çĕршыва нумай ăсатнă. Тĕп экспортерсен йышĕнче — трактор завочĕ, «Химпром», «Абат», «Релематика» тата ытти компани. Умри тĕллевсем вара тата пысăк: 2030 çул тĕлне промышленноç экспортне 70% пысăклатмалла. Медицина пулăшу ĕçĕсен экспорчĕ пирки сăмах илнĕ вицепремьер — сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов та асăннă çул тĕлне ку енĕпе кăтартусене 2020 çулхинчен 2,5 хутран кая мар хăпартма тĕв тунине çирĕплетрĕ. Çак экспорт çамрăк-ха — 2019 çултанпа кăна ĕçлеме пуçланă. Анчах кăтартусем, куратпăр, аван. Травматологи, стоматологи, хирурги тата ытти те — пирĕн медицинăн чылай отраслĕ çывăх чикĕ леш енчи çĕршывсен çыннисемшĕн илĕртӳллĕ. Çакăн сăлтавне Владимир Геннадьевич юлашки çулсенче сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене çĕнетес, çĕнĕ оборудованипе тивĕçтерес енĕпе пысăк ĕç тунинче курать. Асăннă 12 учрежденирен 9-шĕ — пысăк технологиллĕ клиникăсем. Юлашки çулсенче кăна тĕрлĕ енĕпе çĕнĕ виçĕ теçетке ытла технологие ĕçе кĕртнĕ. Çийĕнчен отрасле ăста кадрсемпе тивĕçтерес енĕпе те ырă улшăнусем пур, çакă та медицинăри пулăшу ĕçĕсен экспортне тĕревлет. Ял хуçалăх министрĕн çумĕ Ольга Кудрявцева агропромышленноç экспорчĕ пĕлтĕр 44 миллион доллара çитнине çирĕплетрĕ. Татах та ӳсĕ. Калăпăр, Канашри элеватора реконструкцилени кăтартусене самай хушма пулăшмалла — унта паян ĕçсем пыраççĕ. Хăйсен продукцине чикĕ леш енне пĕлтĕр агропромышленноç комплексĕн 70 предприятийĕ ăсатнă. Чи пысăккисен списокĕнче — «Акконд», «Мега Юрма», «Волга айс», «Çĕр улмине мухтав», ыттисем. Çавна май ют çĕршывсене тиесе яракан продукци ассортименчĕ те анлă: кондитер изделийĕсемпе мороженăйран пуçласа качака сĕчĕпе чăх ури таран. Тырă, çăнăх, çу культурисем, тип çу, çĕр улми, севок тата ытти те — списока самай вăрăм тăсма пулать. Иртнĕ çул чикĕ леш енне — тăватă теçетке ытла çĕршыва /Китай, Беларуç, Пĕрлешнĕ Араб Эмирачĕсем, Азербайджан, Казахстан, Таджикистан тата ыттисем/ — АПК продукцине пĕтĕмпе 33 пин тонна ăсатнă. 2030 çул тĕлне АПК та экспорт калăпăшне 1,5 хут пысăклатма палăртать. Олег Николаев вара вĕрентӳ отраслĕн майĕсемпе туллин усă курманни çинчен сăмах пуçарчĕ — пирĕн унти пулăшу ĕçĕсем те чикĕ леш енĕшĕн илĕртӳллĕ пулмалла. Аслă вĕренӳ заведенийĕсене ӳпкелеме сăлтав çук-ха — вĕсенче ют çĕршыв студенчĕсен йышĕ самай пысăк. Вăтам ятарлă вĕренӳ заведенийĕсен вара ку енĕпе, ун шучĕпе, малалла туртăнмалла. Юлашки çулсенче республика ссузсен тытăмне çĕнетсе аталантарнине шута илсен — пушшех. Çывăх чикĕ леш енчен кунта профессисене вĕренме килес текенсем пуласси иккĕлентермест. Олег Алексеевич Вĕрентӳ министерствине ссузсемпе пĕрле ку ыйтупа çине тăрса ĕçлеме сĕнчĕ. Медицинăн та асăннă енĕпе аталанмалли майсем пур. Калăпăр, санаторисем пулăшу-кану пахалăхне çĕклесе ют çĕршывсен гражданĕсене ытларах йышăнма пултараççĕ. Çавăн пекех вăл электрон суту-илӳ площадкисен майĕсемпе те туллинрех усă курмалла тесе шутлать. Малтанлăха вĕсем урлă чикĕ леш енне мĕн тата мĕн чухлĕ кайнине тишкермелле — ку енĕпе те тулли ӳкерчĕк пулмалла. Тепĕр тесен, уçăмлăх çук тени вырăнсăр пулас. Дмитрий Краснов çийĕнчех пĕлтерчĕ: калăпăр, «Озон» маркетплейс урлă пĕлтĕр пирĕн 38 предприниматель хăйсен продукцине ют çĕршывсене сутнă. Кэшбек пулăшĕ Патшалăх экспорта пулăшасси пирки вара иккĕленме кирлĕ мар. Экономика аталанăвĕн министрĕ халĕ «экспорт кэшбекĕн» механизмне хатĕрлени çинчен пĕлтерчĕ. Малтанлăха палăртнă условисем тăрăх, экспортерсем 2025 çулта тунă экспорт кантракчĕсен хакĕн 5% таран пайне каялла тавăрма пултарĕç. Чăн та, ку çăмăллăх чикĕллĕ — 1 миллион тенкĕрен ытла мар. Субсидие заявкăсене тишкернин кăтартăвĕсем тăрăх конкурс никĕсĕ çинче парасшăн. «Нормăпа право акчĕн проекчĕ хатĕрлесе çитерес тапхăрта — кэшбек памалли йĕркене, условисене палăртмалла. Çав шутра — бизнес представителĕсен шухăшкăмăлне шута илсе. Халĕ вĕсен сĕнĕвĕсене пухатпăр. Пысăк мар компанисемшĕн ку курăмлă пулăшу пуласси куçкĕрет», — терĕ Дмитрий Иванович. Республикăра экспорт аталанăвне инфратытăм пулăшăвĕ аван тĕревлет. Раççей экспорт центрĕ кăçалтан регионсене укçапа пулăшма пăрахнă, анчах Чăваш Енĕн экспорта пулăшакан центрĕ пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх суб±екчĕсемшĕн самай çирĕп тĕрев пулса тăрать. 2024 çулта консультаци тата финанс пулăшăвĕ илнисен шучĕ 2,6 хут пысăкланнă — 500 компание çитнĕ. ЭПЦ пулăшса пыракан экспорт контракчĕсен шучĕ те 20% хушăннă. Центр Чăваш Енри компанисем тĕнче шайĕнчи 12 курава, 4 бизнес-миссие хутшăнассине йĕркеленĕ. Предпринимательсене ют çĕршывсен рынокĕсене тухма консультаци пани те вĕсемшĕн лайăх пулăшу пулса тăрать. Регионăн 2023-2030 çулсенчи экспорта аталантармалли программин енчĕкĕ 5,8 миллиард тенкĕпе танлашать. Çав шутра 3,8 миллиарчĕ — бюджет тулашĕнчи çăлкуçсенчен. Патшалăх пулăшăвне, тĕпрен илсен, чĕр таварпа тата энергипе çыхăнман экспорта вăй пама яраççĕ. Ют çĕршывсем тенĕрен, çывăх вăхăтра республика делегацийĕ Узбекистана кайĕ. Официаллă визит ака уйăхĕн 25-26-мĕшĕсенче пулĕ. Асăннă çĕршывăн Кашкадарья облаçĕпе тытакан çыхăнусене çирĕплетес тĕллевпе çула тухаççĕ. Пĕрлех пирĕн бизнес представителĕсем Пĕтĕм тĕнчери «Иннопром. Вăтам Ази» курава хутшăнĕç — вăл Ташкентра ака уйăхĕн 28-30-мĕшĕсенче иртет. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Вĕсем те çу уйăхĕн 9-мĕшне çывхартнă
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче республикăри нумай механизатора Хĕрлĕ çара илнĕ, вĕсен вырăнне хĕрсем, хĕрарăмсем йышăннă.
Çак ĕçе ВКП(б) Чăваш обкомĕ тата Халăх Комиссарĕсен Канашĕ ертсе пынипе 1941 çултах йĕркелеме тытăннă. Чăн та, техника патне питех туртăнманран, «трактор-машина — арçын ĕçĕ» тесе шухăшланăран вĕсене руль умне лартассишĕн самаях тăрăшма тивнĕ. Механизатора вĕрентме пропагандăпа агитаци пуçласа янă. Çакна çирĕплетме пĕр тĕслĕх: Чăвашрадиопа 1941 çулхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн студентки Т.А.Егорова республикăри хĕрсемпе хĕрарăмсене механизатора вĕренме чĕнсе каланă: «Институт çумĕнче курс уçрĕç, эпир паян унтан вĕренсе тухрăмăр, хам тракторист тата комбайнер специальноçĕсене алла илнĕшĕн савăнатăп. Мана шанса панă техникăпа колхозра тухăçлă ĕçлеме шантаратăп». Хĕр трактористсенчен пĕри — Елчĕк районĕнчи Тĕмер ялĕнчи Лидия Уткина. Вăл 1941 çулхи хĕлле, 18 çулта чухне, шартлама сивĕре 1 метр таран шăннă çĕре катса траншея-окоп чавнă. Çакăн çинчен Лидия Павловна мана, хаçатра ĕçленĕскере, 2003 çулта каласа панăччĕ. «Пĕррехинче пире, хĕрсене, колхоз правленине чĕнтерчĕç, — аса илчĕ вăл. — Механизатора вĕренмешкĕн Елчĕк МТСне кайма хистерĕç. Тантăшсем каясшăн мар, эпĕ тӳрех килĕшрĕм. Тĕмертен 4-ăн кайрăмăр: эпĕ, Нина Васильева, Евдокия Смирнова, Лидия Сорокина». Унта «СХТЗ» трактора çӳретме, юсама, ял хуçалăхĕн ытти техникине ĕçлеттерме вĕрентнĕ. 1942 çулхи ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче 2-мĕш категориллĕ удостоверени парса çӳлерех палăртнă модификаципе ĕçлеме ирĕк панă. Л.Уткинăна малтан МТСăн Тĕмерти бригадине янă, вăл П.Марков бригадин трактористне пулăшнă. Хĕрсене тӳрех «хурçă ут» шанса паман, пирвай пулăшма çирĕплетсе тĕрĕсленĕ, пултаруллисем çур çултан хăйсем тĕллĕн ĕçлеме тытăннă. Лида тракторпа ĕçлеме пултарнине кĕске хушăрах кăтартса панă. Çавăнпа ăна Тăрмăш бригадине куçарнă. Унта 5 трактор шутланнă, кашнине трактористпа плугаре çирĕплетнĕ. Бригадăра 22-ĕн вăй хунă: 20 хĕр тата Георгий Струнков бригадирпа Илья Лукиянов механик. Тракторсене хĕрсем хăйсемех юсанă. Вырмара И.Лукиянов комбайн штурвалĕ умне ларнă. Вăрçă çулĕсенче тракторсем талăкĕпех ĕçленĕ: сухаланă, сӳреленĕ, культивациленĕ, акнă... Кашни трактористкăн сменăри ĕç вăхăчĕ 12 сехете тăсăлнă. Куллен пурнăçлама норма çирĕплетнĕ, 12 сехетре вăл 6 гектарпа танлашнă. Лида 6,5-7 гектартан кая сухаламан. «Сухалама йывăрччĕ, — аса илнĕччĕ Литюк аппа. — Мана ытларах çĕрле сухалама шанатчĕç. Тракторăн фарăсем çукчĕ, суха анине пăхса пыма ун çине хунар çакса яраттăмăр. Пирĕн бригада Тăрмăш, Хĕрлĕçыр, Анатри Тимеш, Тӳскел ялĕсенче ĕçленĕ. Бригада сухаласа пĕтерсен тепĕр яла куçнă. Елчĕке, Аслă Шăхале, Хăвăлçырмана, Кӳлпуçе, ытти яла, Тутар АССРĕнчи кӳршĕ ялсене те ака-суха туса панă. Трактористкăсен çуркуннерен пуçласа хура кĕркуннеччен канăç пулман. Вĕсем кашни ялта çын патне хваттере кĕрсе пурăннă. Опыт пухса ĕлкĕреймен хĕрсем малтанхи тапхăрта çĕмĕрĕлнĕ тракторсене юсама хăтланса тарăхни те пулман мар. Вĕсене хускатса ярайманшăн пăшăрханса куççуль юхтарса йĕни те... Çĕнĕ вăйпа сиксе тăнă та двигательти кăлтăка шыранă, ăна тупсан е юсанă, е уя çитернĕ саппас пайне вырнаçтарса лартнă, мотор ĕçлесе кайсан ача пек савăннă. Лида хирте талăкĕпех куç хупманни те пĕрре çеç мар пулнă. Çак тĕслĕхе аса илчĕ: Хăвăлçырмара ĕçе пĕтернĕ те Тăрмăша килме тухнă, кĕтмен — тракторĕ шаккама тытăннă. Сӳтсе пăхсан подшипник çийĕнсе пĕтнине пĕлнĕ. «Мана бригадир ятларĕ, «маларах пăхмалла пулнă» терĕ, — аса илчĕ пенсионерка. — Ун чухне саккунсем çирĕпчĕ. Тракторсене ĕçлеттермесĕр пĕр самант та лартма юраман. Тăрмăша аран-аран çитрĕм, подшипника улăштартăм. Çавăн хыççăн техника пайĕсене тĕплĕнрех пăхма, çĕмĕрĕлме пултараканнисене палăртма тытăнтăм. Пĕррехинче картера 4 хут сӳтсе уçрăм, хамах юсарăм. Пулăшма эпĕ çынна чĕнмен. Манран Лукиянов механик тĕлĕнетчĕ. Тракторăн кабина çукчĕ, двигателе рукояткăпа çавăрса хускатнă, вăл каялла парса тарăхтарнă. Тĕмер хĕрĕ Нина рукояткăпа двигателе ĕçлеттерсе яма пикеннĕ те — лешĕ каялла тапса янă: çăварĕнчи малти шăлĕсене аркатса тăкнă». Г.Струнков ертсе пынă бригада Елчĕк МТСĕнче кăна мар, республикăра та мала тухнă. Л.Уткина кулленхи нормăна ирттерсе тултарнăшăн 1944 çулхи çу уйăхĕнче Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп хутне тивĕçнĕ. 1947 çулта вăл МТСран Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутатне суйланнă. «Халăх ыйтăвĕсемпе ĕçлемешкĕн Елчĕке çӳреме тытăнтăм, — хальхи депутатсем курман-пĕлмен пурнăçа аса илчĕ Лидия Павловна. — Эрне пурăнмалăх апат тултарнă йывăр кутамккапа 15 çухрăм утса çитеттĕм. Шупашкарах кайма вара атте Канаша лашапа леçетчĕ, малалла — пуйăспа. Депутат тивĕçне пурнăçланăшăн кашни уйăхра 300 тенкĕ паратчĕç — питĕ нумай пек туйăнатчĕ. Трактористра ĕçленĕшĕн тырăпа тӳлетчĕç, çулталăкра 150 пăт е 2,4 тонна тырă панă. Лидия Павловна тракторпа 1956 çулччен ĕçленĕ, Г.Струнков бригадира 32 çулта качча тухса ача çуратнă пирки «хурçă ут» çинчен манма тивнĕ. <...>
Николай АЛЕКСЕЕВ.
♦ ♦ ♦
Пĕр йышпа, пĕр тĕллевпе
Шупашкар округĕнчи Паçпак ялĕнче иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче çĕнĕ клуб уçăлнă. Ăна «Пуçаруллă бюджет» программăпа хута янă. Чĕрĕк ĕмĕр культура учрежденийĕсĕр пурăннă ял халăхĕ çакăншăн питĕ савăнать. Ял çыннисем халĕ унта пĕрле пухăнса уявсем йĕркелеççĕ, унсăр пуçне салтаксем валли маскировка тетелĕ те çыхаççĕ.
— Эпир ку ĕçе маларах алла илнĕ, — терĕ кĕмĕл волонтер Маргарита Семенова. — Клуб çуккипе малтан Апашсене пулăшса тăтăмăр. Çулталăк ытларах вĕсемпе пĕрле ĕçлерĕмĕр. Килсенче «бантик» хатĕрлеттĕмĕр, мăшăрпа Петр Николаевичпа вĕсене килĕрен пуçтарса Апашри волонтерсене леçсе параттăмăр. Хампа пĕрле 18 çын вăй хуратчĕ. Культура çурчĕ уçăлсан çак ĕçе хамăр патра йĕркелеме шухăш тытрăмăр. Кăçалхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче регистрацилентĕмĕр те 2-3 кунранах ĕçе тытăнтăмăр. Станока Виталий Григорьев, Евгений Григорьев, Александр Федоров, Дмитрий Григорьев, Павел Андриянов тата Илья Ильин пĕр кунрах ăсталарĕç. Ĕçе пуçарса яма Мăштавăшра пурăнакан Виктор Петров волонтер та пулăшрĕ. Вĕсене питĕ пысăк тав. Малтанхи тетеле çыхма укçа пуçтарса материал хамăр туянтăмăр. Паянхи куна эпир 5 хӳтĕлев хатĕрĕ çыхнă. Вĕсене салтаксем патне ăсатма та ĕлкĕртĕмĕр. Хĕрарăмсем 18 сехетре ĕçе тытăнаççĕ те 22-23 сехетченех клубра вăй хураççĕ. Пенсионерсемпе пĕрлех тĕрлĕ ĕçре тăрăшакансем те пур. Сăваплă ĕçе Маргарита Витальевнăн икĕ мăнукĕ — Арина Семенова тата София Яковлева — хастар хутшăнаççĕ. Вĕсем килĕсенче те «бантик» çыхаççĕ. Апашри вăтам шкулта 3-мĕш класра çеç вĕренеççĕ пулсан та аслисене самай пулăшаççĕ. Ахальтен мар нумаях пулмасть вĕсене Шупашкар муниципалитет округĕн администрацийĕн Тав хучĕпе чысланă. «Хӳтĕлев хатĕрĕсене 3х6 виçепе çыхатпăр, — малалла тăсăлчĕ калаçу. — Йышпа ĕç кал-кал пырать: икĕ енчен тăратпăр та хатĕр «бантиксене» сетка çумне вырнаçтаратпăр. Пĕр каçра пĕр тетел çыхма пултаратпăр. Пурте пĕр тĕллевпе — салтаксем киле ырă-сывă таврăнччăр тесе — ĕçлетпĕр. Кашни «бантика» çыхмассерен çакăн çинчен шухăшлатпăр: эпир тунă ĕç вĕсене усă кӳтĕр, пулăштăр. Пирĕн хĕрарăмсем чăннипех маттур. «Ыран та килетпĕр. Кăна паян çыхса пĕтересчĕ, тепĕр сетка çакасчĕ», — тесе хавхаланса ĕçлеççĕ». Çак йышрах ятарлă çар операцине хутшăнакан Андрей Александровăн амăшĕпе мăшăрне Маринăна тата икĕ хĕрне тĕл пултăм. «Ывăла 2022 çулхи юпа уйăхĕнче мобилизацилерĕç, — терĕ Нина Викентьевна. — Вăл — Запорожье тăрăхĕнче. Çулталăкра икĕ хутчен отпуска килсе каять. Черетлĕ отпускĕ çитес уйăхра пулĕ. Мăнуксем Аринăпа Камила ашшĕне пуринчен те ытларах кĕтеççĕ. Салтаксене ырă-сывă çаврăнса килме Турă пулăштăр. Маскировка тетелĕ çыхакансене те çирĕп сывлăх сунас килет. Вĕсем салтаксемшĕн мĕн тери пысăк ĕç тăваççĕ! Хӳтĕлев хатĕрĕпе çар техникине хупланине телевизорпа куратăп. Çав кăларăмсене пăхнă май куç шывланать, чун ыратать». <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Пултарулăха аталантарма тăван тавралăх пулăшнă»
Хамăр тĕпеле паян Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ, Чăваш Республикин халăх артисткине Людмила Семеновăна хăнана чĕнтĕмĕр. Вулакана унăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çывăхрах паллаштарма кăмăл турăмăр.
Çĕр улми шуратнă чухне те юрланă
— Людмила Ивановна, эсир мĕнлерех ача пулнă? Юрă-кĕвĕпе пĕчĕкренех туслашнă-и?
— Эпĕ Вăрнар районĕнчи Кивçурт Енĕш ялĕнче çуралса ӳснĕ. Питĕ вăтанчăк хĕрача пулнă. Юрлама юратнă пулин те сцена çине питех тухман. Вырăнти тулли мар вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Кĕçĕн Кипекри вăтам шкулта малалла пĕлӳ илнĕ. Шăпах çавăн чухне сцена çине кăштах тухма тытăнтăм. Анне Анастасия Семеновна Фадеева пире, пилĕк ачине, пĕччен çитĕнтернĕ. Эпир ачаллах ĕçлесе ӳснĕ. Анне выльăх чылай тытатчĕ, унсăр пуçне колхоза пулăшма та çӳренĕ. Ĕçрен пушансан та клуба тухман. «Сирĕн тĕрлемелле, нуски çыхмалла», — тетчĕ анне. Паллах, ăна çăмăл пулман. Çавăнпа та пире хытă тытма тăрăшнă вăл. Манăн питĕ юрлас килетчĕ. Çавна май килте яланах юрă шăрантараттăм. «Ан юрла-ха, хăлха ывăнса çитрĕ. Урама тухса юрла», — тетчĕ анне. Вара тухса каяттăм та уйра юрлаттăм. Унта сас ян! каять. Сасса çавăнта уçнă-тăр эпĕ. Касăва кайсассăн та савăнсах юрă шăрантараттăмăр. Пултарулăха аталантарма тăван тавралăх пулăшнах мана. Пирĕн анне те юрлама юратнă. Унăн сасси питĕ уçăччĕ. Паянхи пек астăватăп: пĕррехинче кукаçи хут купăс тытрĕ те анне юрă пуçларĕ. Хăй юрланăçемĕн макăрать. Нушаллă пурнăçне куç умне кăларса йĕнĕ вăл.
— Çапах та юрă-кĕвĕ тĕнчине еплерех кĕрсе кайрăр?
— Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкара килтĕм. Ăçта каймалла? Хам та пĕлместĕп. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне кайрăм — кĕреймерĕм, балл çитмерĕ. Акулина аппа, кулинари училищи пĕтернĕскер, мана та унтах кайма сĕнчĕ. Çапла вара икĕ çул вĕреннĕ хыççăн повар пулса тăтăм. Кулинари училищинче вĕреннĕ чухне те сцена çине тухаттăм. Концертсене хутшăннăран мана общежитире пӳлĕм пачĕç. Унта тăваттăн пурăнаттăмăр. Училище хыççăн Шупашкарти трактор тăвакансен завочĕн столовăйĕнче поварта ĕçлеме тытăнтăм. Çĕр улми шурататăп-и е аш-какай туратăп — яланах юрлаттăм. Производство ертӳçи Авраам Бурундуков композитора çакăн пирки пĕлтернĕ. Çакăн хыççăн Авраам Федорович ертсе пыракан хора çӳреме пуçларăм. Ун чухне халăх пултарулăхне аталантарас тĕллевпе тĕрлĕ мероприяти ирттеретчĕç. Пĕр конкурсра эпĕ пĕрремĕш вырăн йышăннăччĕ. Çавăнта юрланине итленĕ май Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн ертӳçи Юрий Васильев йыхравларĕ. «Альт — сайра тĕл пулакан, хăйне евĕрлĕ сасă. Кун пекки Клара Чекушкинăн тата санăн çеç», — терĕ вăл. Çакă маншăн калама çук пысăк çитĕнӳ пулчĕ. Эпĕ профессионал юрăç пулса тăтăм-çке. Паллах, Юрий Васильевич мана професси ăсталăхне алла илме нумай пулăшрĕ. Çакăншăн тав тăватăп ăна. «Мадам Калинка!»
— Эсир пысăк сцена çине тухма пуçланине аннĕр курса савăнма пултарчĕ-и?
— Аннене савăнтарма ĕлкĕреймерĕм. Çакăншăн пăшăрханатăп. Вăл 62 çултах çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ. Эпĕ Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамбльне ĕçлеме куçсанах анне вилчĕ. Эпĕ юрлама юратнине туятчĕ вăл.
— Концертсенче кăсăклă самантсем пулаççех ĕнтĕ. Вĕсемпе паллаштарсамăр…
— Эпĕ хама питĕ телейлĕ хĕрарăм тесе шухăшлатăп. Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче ĕçлеме тытăнсан манăн пурнăç 180 градуса улшăнчĕ тейĕн. Хитре кĕпесем тăхăнса халăх умне тухаттăмăр, куракан тăвăллăн алă çупса кĕтсе илетчĕ. Çавăн пекех чылай ют çĕршывра пулма тӳр килчĕ: Египетра, Бельгире, Румынире, Польшăра… Пĕррехинче Францире концерт кăтартрăмăр. Эпĕ унта «Калинка» тата «Кăвик-кăвик кăвакарчăн» юрăсене шăрантартăм. Куракансем питĕ лайăх йышăнчĕç. Тепĕр кунне Франци урамĕпе уçăлса çӳренĕ чухне иртсе пыракансем мана: «Мадам Калинка!» — тесе алă çупса ăсатрĕç. Паллах, сцена çинче темĕн те пулать. Сăмахсене манни те, пăлханни те. Текста манас мар тесе алă çине çырса тухаттăм. Пĕррехинче Шăмăршă тăрăхне концерт лартма кайрăмăр. Сцена вырăнне трактор прицепĕ лартса пачĕç. Эпĕ пĕр вырăнта тăма пĕлместĕп: юрлатăп, ташлатăп. Сасартăк ура айĕнчи хăма шатăрт! çурăлчĕ: хăрах ура çӳлте, тепри — аялта. Кĕвве-çемме чарса лартрĕç. Эпĕ çаплах юрлатăп. Медицина ĕçченĕсем ман пата васкаса чупса çитрĕç. Суран тĕлĕнче хăпарса тухрĕ, ăна çыхса ячĕç.
— Сирĕн репертуарта миçе юрă? Чи юратни пур-и?
— Юрăсене ятарласа шутламан. Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче ĕçленĕ чухнех 400 ытларахчĕ. Ун хыççăн çĕнĕ юрă чылай пулчĕ. Чуна пыракан юррăмсене халăх патне яланах кăларма тăрăшатăп. Хам юрлакан юрăсене пурне те юрататăп. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри халăхра анлă сарăлать, теприсем вара питех «пурăнаймаççĕ». Кашни юррăн хăйĕн кун-çулĕ. Вĕсене халăх умне кăларас тесе мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ тăкаклатăн! Те куракан йышăнмасть вĕсене, те хам çынсем патне кирлĕ пек илсе çитерейместĕп... Çапла, юррăн ĕмĕрĕ юрăçран та нумай килет. Сăмахран, «Ĕмĕр сакки сарлака», «Тăванлăх юрри» халăхăн пулса кайрĕç. Вĕсене пурте юратаççĕ.
— «Ĕмĕр сакки сарлака» юрă сирĕн ят-сума çĕклеме пулăшрĕ тесен те йăнăш мар.
— Çапла, унпа чылай çул сцена çине тухрăм. Концертпа унта-кунта кайсан куракан халĕ те ыйтать ăна. Авраам Бурундуков патĕнче «Укăлча умĕнче», «Уçланкăри палан» юрăсене шăрантараттăм. Ансамбльте ĕçлеме тытăнсан Юрий Васильевич репертуара çĕнетме сĕнчĕ. Хăй çавăнтах Юрий Григорьев композиторпа паллаштарчĕ. Вăл çак юрра саккаспа çырса пачĕ. Эпĕ ăна пĕрремĕш хут юрланă хыççăнах халăх хапăлласа йышăнчĕ. Паллах, Анатолий Кипеч çыравçа та тав тăватăп. Юрă сăмахĕсене вăл хайланă. Унпала эпир каярахпа та нумай юрă шăрантартăмăр. Ман шухăшпа, юррăн хăйĕн вăхăчĕ, саманчĕ пур. «Ĕмĕр сакки сарлака» юрра хальхи вăхăтра юрланă пулсан халăхра анлă сарăлаймастчĕ-тĕр. Мĕншĕн тесен халăха паян çăмăлттай юрăсем кирлĕ.
— Ман шухăшпа, пачах урăхла: «Ĕмĕр сакки сарлака» нихçан та кивелмест пек. Ăна эсир халĕ те халăхра сарма пултарассăн туйăнать.
— Тавах, паллах. Кашни юрă хăйне май çуралать. Уявсем, юбилейсем ирттернĕ май пĕррехинче «Шĕшкĕ, ан авăн» юрра илтме тӳр килчĕ. Ăна пĕр хĕрарăм юрларĕ. Манăн чуна хускатрĕ вăл. Пĕрре илтсех килĕштертĕм çак юрра. Каярахпа клип та хатĕрлерĕмĕр унпа. Каларăм ĕнтĕ, кашни юррăн хăйĕн вăхăчĕ пур. Савăнăçлă вăхăтра — савăнăçлисем, хуйхă-суйхăра хурлăхлисем çуралаççĕ. «Ĕмĕр сакки сарлака» юрланă хыççăн авторсем ман пата йывăр шăпаллă юрăсемпе килетчĕç. Манăн вара хаваслисене шăрантарас килетчĕ. Паллах, манăн репертуарта шухăшлисем те, савăнăçлисем те пур.
Пурне те мирлĕ пурнăç кирлĕ
— Хăш авторсемпе ытларах ĕçлетĕр?
— Юрий Григорьев, Анатолий Никитин, Юрий Жуков, Алина Михайлова композиторсемпе, Юрий Сементер, Анатолий Кипеч, Вячеслав Круглов, Альбина Юрату, Раиса Сарпи поэтсемпе тата ытти сăвăçпа. Хăшпĕр юрă гастрольте чухне çуралать. Акă Пушкăртстана кайсан Алина Михайлова мана валли юрă çырнине каларĕ. Вăл «Пурăннă чух» ятлă. Ăна юрласа пама ыйтрăм. Унта питĕ нумай «чух» сăмах. «Мана куракан ăнланса пĕтерĕ-ши?» — кăсăклантăм эпĕ. «Ан кулян, эсĕ темле юрра та туртса кăларăн», — терĕ Алина. Шупашкара килсен аранжировка тума патăмăр. Чăн та, «Эх, чух, пурăннă чух» юрра халăх килĕштерчĕ, халĕ те юрлатăп. «Чăн-чăн арçын» юрă та гастроле кайсан çуралчĕ. Сăввине — Елчĕк тăрăхĕнче пурăнакан Вячеслав Круглов, кĕввине Алина Михайлова çырнă. Ун чухне ятарлă çар операцийĕ пуçланманччĕ. «Хăш вăхăтра юрламалла-ши ку юрра?» — теттĕм. Халĕ вăл паянхи кунпа килĕшсе тăнăн туйăнать.
— «Ывăлăм» юрă шăпи пирки те пĕлес килет.
— Ăна Типшĕм Сашук çырса пачĕ. Хамăн ывăлăма халалланăскер. Вăл хальхи вăхăтра çемйипе Мускавра пурăнать. Мăшăрĕпе пĕр хĕр çитĕнтереççĕ.
— Май килсен хăвăр пурнăçа епле улăштарнă пулăттăр?
— Кашни çын çулсем иртнĕçемĕн «пиçсе пырать». Хăй шăпине тупма тăрăшать пулĕ. Паллах, пурнăçа улăштарма май çук. Çапах та хамăн шухăш-кăмăлпа вулакансене паллаштарса хăварас. Эпĕ пурнăçра хама тупаймасăр нумай вăхăт ирттертĕм. Мĕншĕн повара вĕренме кайнă-ха? Шкул хыççăн тӳрех музыка училищине çул тытмалла пулнă. Эпĕ Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамбльне ĕçлеме кĕнĕ чухне 27-28 çулсенче пулнă. Хамăра мĕн кĕтнине нимĕн те пĕлместпĕр. Столовăйĕнче ĕçленĕ чухне машиностроени техникумĕнче каçхи уйрăмра вĕрентĕм, экономист уйрăмĕнче ĕçлесе те куртăм. Каярахпа Питĕрти инженерипе экономика академийĕнче куçăн мар майпа пĕлӳ пухрăм. Унта-кунта вĕренсен те юрăç çулне суйласа илтĕм.
— «Ĕмĕр сакки сарлака» кăларăма та чылай çул ертсе пыратăр.
— Ку кăларăма 15 çул ертсе пыратăп. Пĕррехинче ЮТВ телеканал директорĕпе Юрий Гурьяновпа тĕл пултăмăр та мана пĕр-пĕр кăларăм ертсе пыма сĕнӳ пачĕ. «Хăтланса пăхма юрать, — терĕм эпĕ. — Чăвашла калаçма пултаратăп. Ирĕк парсассăн ĕçе тытăнатăп». Кăларăма хатĕрленĕ май кашни сăнар патне çитсе мĕнле пурăннипе, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланатăп. Чи малтан Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Василий Раймов юрăçпа тĕл пулса калаçнăччĕ. Пĕрремĕш кăларăма хатĕрленĕ чухне шиклентĕм паллах. Эпĕ журналист мар-çке. Халĕ хăнăхнă ĕнтĕ. Халăха çывăх чĕлхепе калаçнăран кăларăма килĕштернине пĕлтереççĕ. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...