Комментировать

18 Окт, 2014

Çамрăк педагога пулăшас йăлана тавăрчĕç

Республикăн вĕренÿ тытăмĕнче 1082 организаци, вĕсенче 20 пине яхăн вĕрентекен ĕçлет. Пысăк çав ушкăнра чи çамрăккисем - 137-ĕн, кăçалхи вĕренÿ çулĕнче пуçласа педагог сукмакĕ çине ярса пуснисем. Малтанхи утăмсем вара пĕчĕк пепкешĕн кăна мар, пĕлÿ тĕнчине вĕрентекен пулса алăк уçакансемшĕн те йывăр.

Çакна ăнланса республикăри Вĕренÿ институчĕ çамрăк учительсене профессие хăнăхма пулăшмашкăн тĕв тунă. Асăннă тĕллевпе "Çамрăк педагог шкулĕ" проект хатĕрленĕ. Унăн пĕрремĕш тапхăрĕ - "Професси кÿртĕмĕ" - виçĕм кун савăнăçлă лару-тăрура старт илчĕ. Вĕрентекен каçалăкне кăçал йышăннисене саламлама хăнасем те йышлăн çитрĕç, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, республикăри вĕренÿ ĕçченĕсен проф­союзĕн ертÿçи Зинаида Степанова, ыттисем.

Республикăри шкулсенче вĕрентекенсен ÿсĕмĕ пысăкланса пынине пытараймăн, 35 çула çитмен педагогсем - мĕн пур йышăн 15 проценчĕ кăна. Çакнашкал лару-тăрура пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учреждение ĕçлеме килекен кашни çамрăкшăн хăй хĕпĕртенине палăртрĕ Михаил Игнатьев. Çав вăхăтрах чăн-чăн вĕрентекен пулас тесен материала пĕлни кăна çи­телĕксĕрри, пĕтĕм чуна парса куллен тăрăшмалли çинчен каларĕ.

- Паянхи ачасем пирĕнпе кăна мар, сирĕнпе танлаштарсан та - урăхларах ăру. Эппин, яваплăх - тата пысăкрах. Апла пулин те хăвăра тивĕçлĕ шайра тытсан - çитĕнÿ кĕттермĕ. Хăвăр суйланă профессипех малалла ĕçлемешкĕн хавхалану пулмасран ан шикленĕр. Республикăра патшалăх политикине паян çынна аталанма майсем йĕркелессине тĕпе хурса тытса пыратпăр. Сире, çамрăк вĕрентекенсене, мĕн шантараятпăр-ха. Пĕрремĕшĕнчен, ĕç условийĕсем лайăхланса пынине палăртмалла. Шкулсене юсассипе, пурлăхпа пуянлатассипе çине тăрса ĕçлетпĕр. Ан тив, кашни учрежденипех мухтанаймăпăр хальлĕхе. Анчах пĕлсе тăрăр - сирĕн хутлăха та ырлăх çитетех. Иккĕмĕшĕнчен, пурăнмалли условисене лайăхлатма тĕрлĕ майсем туса парассишĕн тăрăшатпăр. Акă ипотека кредичĕпе усă куракансен малтанхи тÿлевне субсидилессине, процентсен çулталăкри виçине 4 процент таран сахаллатассине çирĕплетрĕмĕр. Виççĕмĕшĕнчен, вĕренÿ тытăмĕнче ĕçлекенсен шалăвĕн виçине ÿстерсех пыратпăр. Çаксене пурне те шута илес тĕк - мотиваци çителĕклĕ, - тĕплĕн каласа ăнлантарчĕ Михаил Васильевич.

Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов, карьера сукмакне шăпах шкулта пуçласа пысăк опыт пухнăскер, çамрăксене педагогăн хăйне евĕр миссийĕ çинчен чуна пырса тивмелле калаçрĕ. Ачалăхĕнчи çамрăк учительпе çыхăннă саманта ăшшăн аса илчĕ,

- Пĕррехинче хими урокĕнчен класĕпех тартăмăр. Çамрăк вĕрентекен пире шкул çумĕнчи садра "тытрĕ"."Эпир сирĕн валли чечек пуçтарма тухнăччĕ", - тÿрре тухасшăн пултăмăр. Çаврăнăçуллă çамрăк вырăнтах, клумбăсен таврашĕнчех, чечексен тытăмĕ урлă хими тĕлĕшпе кăсăклă калаçу пуçларĕ. Çав кунран пуçласа ку предмета класĕпех юратса вĕренме тытăнтăмăр.

Владимир Николаевич "Çамрăк педагог шкулĕ" проект кирлĕлĕхĕ çинчен чарăнса тăчĕ. Содержанийĕпе вăл унчченхи "наставник шкулĕпе" пĕрех пулнине асăнчĕ. Мĕнех, тахçан пăрахăçланă ырă йăла çĕнĕлле хута кайса професси çулĕ çине тин тухакансене тĕрĕс аталанма пулăштăрччĕ.

Сăмах май, мĕн шиклентерет-ха çамрăк вĕрентекенсене. Çак ыйтăвăн хуравне шыраса проектпа килĕшÿллĕн ирттернĕ анкетăн кăтартăвĕсемпе кăсăклантăмăр. Вĕренÿ институчĕн ертÿçи Елизавета Казакова çирĕплетнĕ тăрăх - чылайăшĕ малтанах ачасен умĕнче хăйне хăтлă туйман-мĕн. Пурне те тенĕ пекех тĕрлĕ документ чылай çырасси хăратать иккен. Малтанхи кунсенчех мĕн савăнтарни пирки вара ытларахăшĕ вĕрентекенсен ушкăнĕ хăйне ăшшăн кĕтсе илнине, шкулта хальхи йышши оборудовани çителĕклĕ пулнине палăртнă.

Çамрăк педагогшăн методика никĕсĕ пуян пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Савăнăçлă пухăва килсе çитнĕ хăш-пĕр издательство ертÿçи çакна шута илсе пушă алăпа пыман. Акă "Учколлектор" директорĕ Николай Никитин кашни педагог валли парнесемлĕ хутаç хатĕрленĕ. "Чăваш кĕнеке издательствин” ертÿçи Валерий Комиссаров çамрăксене ырă суннă май пурăна киле вĕсен йышĕнчен те учебниксемпе меслет кăтартăвĕсен хастар авторĕсем "пиçессе" шаннине палăртрĕ.

Ирина ПУШКИНА.

Олег МАЛЬЦЕВ сăн ÿкерчĕкĕ

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.