Тантăш 13 (4934) № 10.04.2025
Раççей Геройĕпе тĕл пулчĕç
Ытларикун Раççей Геройĕ Николай Гаврилов генерал-лейтенант «Хыпар» Издательство çуртĕнче хăнара пулчĕ. Акт залĕнче унпа ăшă тĕлпулу иртрĕ. Кунта журналистсем, ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем, волонтерсем, ветерансем тата «Тантăш» тусĕсем хутшăнчĕç.
ÇАР ÇЫННА ПУР ЕНЛĔН ТĔРĔСЛЕТ
Раççей Геройĕ Николай Гаврилов «Хыпар» Издательство çуртĕнче — пĕрремĕш хут. Чи малтан вăл предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăçĕпе, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалланă куравпа паллашрĕ. Николай Федорович залра шкул ачисем ларнине курса патриотлăх ыйтăвне уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрчĕ. Хăйĕн кун-çулĕпе паллаштарнă май вĕренекенсене тăван тăрăхран хакли нимĕн те çуккине каларĕ. Генерал-лейтенант паянхи çар операцийĕнчи çĕршывăн сăваплă тивĕçне палăртрĕ, хăйĕн ачалăхне, çарти вăхăтне аса илчĕ, хальхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Уншăн пĕчĕк чухне Василий Чапаев начдив, Андриян Николаев космонавтлетчик тĕслĕх пулнă. «Çар çынна пур енлĕн тĕрĕслет. Кирек мĕнле лару-тăрура та чыса çухатмалла мар. Çакă чи пĕлтерĕшли. Чăвашсем ĕмĕрех çарта хăюлăхпа палăрса тăнă, кăткăс самантсенче паттăрлăх кăтартнă. Тата вĕсем шанчăклă, йывăрлăхра пăрахманнипе уйрăлса, палăрса тăраççĕ», — терĕ РФ тава тивĕçлĕ çар летчикĕ. Вĕренекенсемпе тĕл пулнă май Николай Федорович хăйĕн ачалăхне аса илсе çемьери воспитани ыйтăвне те хускатрĕ. «Эпир сĕтел айĕнче упаленнĕ чухнех мĕн лайăххипе мĕн япăххине уйăрма вĕреннĕ. Вăрçăра пулнă аттем юлташĕсемпе пĕрле фронтрине аса илме юрататчĕ. Сĕтел хушшине вырнаçатчĕç те калаçса ларатчĕç: «Çавă хăравçăччĕ, çавă вăрçă хирĕнчен алурине татса таврăннăччĕ». Паллах, аслисен калаçăвне хăлхана чиксе эпир çакăн пек пĕтĕмлетӳ тума вĕреннĕ: «Ята яма юрамасть, унсăрăн ял-йыш, атте-анне сивлет». Аслисем мĕн калаçнине пĕтĕмпех ăша хывнă, çапла майпа воспитани илнĕ эпир», — шкул ачисен куçĕнчен пăхса каларĕ çак сăмахсене Раççей Геройĕ.
СУМЛĂ ХĂНА АСРА ЮЛĔ
Вĕренекенсем Николай Гаврилов генерал-лейтенантран темĕн те ыйтса пĕлме тăрăшрĕç, хăюллансах пĕрин хыççăн тепри ыйту пачĕ. Шкулта епле вĕреннинчен пуçласа ача чухне кам пулма ĕмĕтленни, космонавта çитме мĕнле çитĕнӳсем тумалли таранах кăсăклантарчĕ. Николай Федорович тĕлпулăва мăшăрĕпе Татьяна Дмитриевнăпа пĕрле килнĕччĕ. «Герой мăшăрĕ пулма çăмăл-и?» — çак ыйтăва та пачĕç пирĕн çамрăк хастарсем. «Паллах, унпа пĕр хум çинче пулмалла ĕнтĕ», — терĕ ăшшăн Татьяна Гаврилова. Николай Федорович тĕлпулура ачасен асĕнче юлмалли нумай ăслă шухăш каларĕ, вĕсем çинче чарăна-чарăна тăчĕ. Пурнăçра чи малтан чăн-чăн çын пулма чĕнсе каларĕ. Сумлă хăна яланлăхах ачасен асĕнче юлĕ. Кун пек тĕлпулусем пĕрмай пулмаççĕ. Çакна вĕренекенсем лайăх ăнланчĕç. КĔНЕКЕСЕМ ĂСТАЛАТЬ Раççей Геройĕпе тĕл пулнă Шупашкарти 55-мĕш шкулти 4-мĕш класс вĕренекенĕсем — «Тантăш» хаçатăн чи çывăх тусĕсем. Тахçантанпах пĕрин хыççăн тепри хаçатра пичетленеççĕ, класĕпех пирĕн кăларăмсене çырăнса илеççĕ. Вĕсенчен пĕри — Аня Кулькова. Вăл — вĕренӳ отличникĕ, ыттисенчен хăйĕн аллипе кĕнекесем ăсталанипе уйрăлса тăрать. Çамрăк иллюстратор, ӳнерçĕ теес килет ун пирки. Кашни кĕнекене чун витĕр кăларса илемлетет вăл. Аня 3-4 çулсенче чухнех амăшĕпе пĕрле Шупашкарти Ачасемпе çамрăксен библиотекине çӳреме тытăннă, кашни каймассерен вун-вун кĕнеке илсе таврăннă. «Аня пĕчĕк чухне вулавăшран тухма пĕлместĕмĕр. Халĕ те питĕ туслă. Ачасемпе çамрăксен библиотекин кĕнеке фончĕ пĕрмай пуянланса тăнăран питĕ килĕшет. Унти ĕçлекенсем те кăмăллă. Урама уçăлма тухсан та вулавăша çитсе килмесен чун канмасть пирĕн. Эпир кашнинчех хитре ӳкерчĕксемлĕ тата интерактив кĕнекесем илме тăрăшаттăмăр. Çавă та пулăшрĕ тен, ача садĕнче чухнех, 5 çулта пуль, вулама тытăнчĕ Аня. Асăннă вулавăша çӳрени вĕренӳре пулăшать пире», — каласа кăтартрĕ амăшĕ Светлана Юрьевна. <...>
Елена АТАМАНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...