Чăваш хĕрарăмĕ 13 (1393) № 10.04.2025
Çĕнтерÿ кунĕнче пĕрле савăнар
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине Раççей чыслă паллă тума хатĕрленет, çав шутрах — Чăваш Ен те. Çавна май çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкарта пĕрремĕш хут «Çĕнтерӳллĕ май» масштаблă проект пурнăçланĕ.
Асанне арчинчи чăваш кĕпи
Вăл «Çĕнтерӳ сасси», «Çĕнтерӳ моди», «Çĕнтерӳ вальсĕ» тата ытти ятарлă проектсене пĕрлештерĕ. «Çĕнтерӳ моди» проекта кашниех хутшăнма пултарать. Çемйипех явăçсан тата та аван. Кăмăл тăвакансен чи малтан Шупашкар хула администрацийĕн сайтĕнче регистрациленмелле. Специалистсем вĕсемпе репетицисем ирттерĕç, иртнĕ ĕмĕрти 40-50-мĕш çулсенчи модăна тишкерĕç, çав хушăрах прическăна та. Сăмах май, хулари вулавăшсен çумĕнче ятарлă клубсем йĕркелеççĕ. Унта ал ăстисем ентешсене чĕнтĕр йĕппипе çуха, манжет çыхма, çав вăхăтри модăпа кĕпе çĕлеме вĕрентĕç. Паллах, ун чухнехи кĕпе-тумтире асанне арчисенче те тупма пулать. Сăмахран, ял çыннисенчен ытларахăшĕ Аслă Çĕнтерĕве чăваш кĕписемпех кĕтсе илнĕ. Эппин, йăлана пăхăнса вĕсене те тăхăнма юрать. Арçынсем çар тумĕпе пулсан та аван. Чи кирли — Çĕнтерӳ уявне пĕрле паллă туни, пĕрле савăнни, уяв туйăмне пĕрле пайлани. Çакна та палăртма кăмăллă: Шупашкарти культура учрежденийĕсем «Çĕнтерӳ моди» проекта кăмăлласах хутшăнма палăртнă. Çак куна нумайлăха асра хăварас тĕллевпе фотозонăсем те йĕркелĕç уявра. «Çĕнтерӳ вальсĕ» проект вара пурне те ташша чĕнĕ. Унта пурте хутшăнма пултараççĕ. Вĕсен те малтан Шупашкар хула администрацийĕн сайтĕнче регистрациленмелле. Мĕншĕн тесен ятарлă репетицисем ирттереççĕ. Çитес вăхăтрах тĕп хулари «Салют» тата Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕсенче те репетицисем йĕркелĕç. Вĕсем тӳлевсĕрех пулĕç. Салтак сăнарĕнче — халăх шăпи Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артисчĕсем те уява хапăлласах хутшăннине пĕлтерчĕ Дмитрий Михайлов тĕп режиссер. «Вăрçă хыççăнхи тумтире тăхăнни, çак вăхăтри атмосферăна кăтартни питĕ пĕлтерĕшлĕ, — терĕ вăл. — Мĕншĕн тесен Аслă Çĕнтерӳ питĕ пысăк уяв. Эпир ăна туйман, пĕлместпĕр. Пирĕн атте-аннесем, вăрçă ачисем, йывăр вăхăта тӳссе ирттернĕ, Çĕнтерӳ пĕлтерĕшне те лайăх ăнланаççĕ. Манăн атте Вячеслав Михайлов, Элĕк округĕнчи Чăваш Сурăмĕнче пурăнаканскер, чылай çул шкул директорĕнче, партком секретарĕнче вăй хунă. Çамрăк ăрăва пĕлӳ, тĕрĕс воспитани пама тăрăшнă. Ахальтен мар ăна вĕренекенĕсем хисеплеççĕ, тав тăваççĕ». Дмитрий Михайлов палăртнă тăрăх, Çамрăксен театрĕ çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче куракансене «Эхо войны» баллада сыпăкĕсемпе паллаштарĕ. Унсăр пуçне артистсем Владислав Николаевăн пьеси тăрăх лартнă «Уйăпсем те шăнса хытрĕç» спектаклĕн сыпăкĕсене те кăтартĕç. Сăмах май, сценăна тĕп хулари суту-илӳ çурчĕ таврашĕнче йĕркелĕç. Çамрăксен театрĕпе пĕрлех Чăваш патшалăх пуканесен театрĕ те хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарĕ. Вăл «Петрушка против Гитлера» спектакль кăтартĕ. «Эхо войны» баллада уйрăм авторсен сăввисенчен тăрать. Унта 17 поэтăн 17 сăвви вуланать: Константин Симоновăн, Анна Ахматовăн, Роберт Рождественскин, Федор Суховăн… Авторсен сăввисемпе пĕр салтак шăпине сăнласа пани кăсăклă. «Çак шухăш Аслă Çĕнтерӳ пулнăранпа 75 çул çитсен пырса кĕнĕччĕ, — терĕ Дмитрий Вячеславович. — Малтан сăвăлла программа тума шухăшланăччĕ эпĕ. Сăвăсене вĕреннĕçемĕн куç умне сюжет йĕрĕ тухрĕ: пĕр сăвă вăрçă пуçланни пирки, тепри — фронта ăсатни, виççĕмĕшĕ — çапăçу хирĕнче кĕрешни, тăваттăмĕшĕ — тыткăна лекни… Çĕнтерĕве кĕтсе илни, киле таврăнни. Кашни сăвва майлаштарса пынă май сюжет йĕркеленчĕ: салтак сăнарĕ тухса тăчĕ. Роле хамах калăплама шухăш тытнăччĕ, анчах ковид пуçланчĕ. Халĕ вара Аслă Çĕнтерӳ пулнăранпа 80 çул çитнĕ май çак тема патне каллех таврăнтăм. Пĕр салтак сăнарĕпе халăх шăпине кăтартрăм. Спектакльте икĕ артист /дублер тĕлĕшпе/ вылять: Николай Миронов тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Леонид Яргейкин. Вĕсен ӳсĕмĕсем расна. Мĕншĕн тесен фронта аслисемпе пĕрлех çамрăксем те кайнă. Вăрçă, Çĕнтерӳ çыннăн сăн-сăпатне епле улăштарнине кăтартса парас килчĕ манăн. Сăмахран, çамрăкăнне тата пурăнса курнă çыннăнне. Спектакль тăршшĕпех вăрçă темипе кĕвĕ янăрать. <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
«Госпитальте хама пĕлтерĕшлĕ çын пек туйса илтĕм»
«Ятарлă çар операцине кайма тулли мар мобилизаци пуçлансан манăн юратнă çыннăма та, саппасри офицера, повестка пачĕç. Çавăн чухне ăнлантăм: СВОри лару-тăру ансат мар, окопра ирттернĕ кашни кун салтакшăн юлашки пулса тăма пултарать. Савнийĕм хăйсен ирĕкĕпе Тăван çĕршыва хӳтĕлекенсен БАРС отрядраччĕ. Унпа çыхăну çукпа пĕрехчĕ. Палламан телефон номерĕсенчен СМСпа чи хаклă сăмахсем çеç вĕçсе çитетчĕç: «Чĕрĕ. Сывă. Питĕ юрататăп», — пуçарчĕ калаçăва хастар та çирĕп чунлă Анна Кольцова волонтер.
Çамрăк хĕрарăма шăпа пуçран шăлман, пурнăç тутимасине пайтах астивме ĕлкĕрнĕ вăл. Етĕрне тăрăхĕнчи Мăн Йĕкĕт ялĕнче çуралнăскер район центрĕнчи шкулта пĕлӳ илнĕ. Ун хыççăн та алă усса ларман, вĕреннĕ. Аннăн пурĕ виçĕ специальноç, икĕ хĕрлĕ диплом. 2000 çулта вăл Чулхулана вĕренме кайнă, унтах юлнă. Малтанлăха пурнăçĕ ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман темелле: Анна çемье çавăрнă, хĕр çуратнă. Анчах… мăшăрĕ сарăмсăр вилсен йăлтах улшăннă. Çамрăк арăм çулталăк та тултарман хĕрĕпе юлнă. Декрет отпускĕнче пулнă май укçа ĕçлесе илеймен вăл, пурнăçне аран сыпăнтарса пынă. Çапах хуçăлман. «Çав лару-тăру мана чылай япалана вĕрентрĕ: тӳсĕмлĕх, çирĕплĕх туптанчĕ, хам шухăшран пăрăнмасăр çине тăма, çынран пулăшу кĕтмесĕр хама çеç шанма хăнăхрăм… Тăхăр çултан иккĕмĕш хут качча кайрăм, тата тепĕр хĕрпе ывăл çуралчĕç. Анчах çемье пурнăçĕ вăраха пымарĕ — тăватă çултан упăшкаран уйрăлтăм. Коронавирус алхаснă тапхăрта эпĕ производство мастерĕнче ĕçлекен компани хупăнчĕ. Икĕ эрне хушшинче рекрутсене вĕрентекен /çынсене ĕçе илес тĕлĕшпе тăрăшакансем — Ред./ ятарлă курсра вĕрентĕм те дистанци мелĕпе ĕçе вырнаçрăм. Мускаври строительство компанийĕнче делопроизводительте ĕçлерĕм», — пулни-иртнине куç умне кăларчĕ Анна Алексеевна. Мобилизаци пуçланиччен вăл Санкт-Петербургри ыр кăмăллăх фончĕн координаторĕ пулнă, каярахпа Анна Мускаври фондсене те пулăшма пуçланă. Хăйĕн волонтер ушкăнне йĕркеленĕ, мĕн пур пушă вăхăтне çак ĕçе халалланă. Пурăна киле хĕрарăм хăйĕн волонтер юхăмне Етĕрне тăрăхĕнчи Пĕрçырлана куçарнă. 1251-мĕш полкри чăваш салтакĕсене пулăшма пуçăннă вĕсем. «Халĕ çав вăхăта ăшă кулăпа аса илетĕп. Шкул ачисемпе ял çыннисене маскировка тетелĕ çыхма, наçилкка, тепловизортан хӳтĕлекен утиялпа пончо ăсталама вĕренни… куç умĕнче. Хам ун чухне Ростоври пĕр техникумра кĕçĕн медицина сотрудникне вĕрентекен курссене кĕтĕп. Тактика медицинине алла илтĕм. Лента леш енне гуманитари тиевĕ леçме те пĕрре мар кайнă. Техникумран хĕрлĕ дипломпа тухсан практикăна Мускав облаçĕнчи госпитале ячĕç. Пĕрремĕш ĕç кунĕнчех ку лару-тăруран айккинче юлмалла маррине тепĕр хут ăнланса илтĕм. 2023 çулта госпитале Бахмутри салтаксене илсе килчĕç. Нарăс уйăхĕнчен пуçласа пуш уйăхĕн варриччен кунсеренех вĕсемпе тĕл пулаттăм: пĕрле чей ĕçсе пĕлтерĕшли çинчен калаçаттăмăр, юрă-кĕвĕ каçĕсем те йĕркелеттĕмĕр. Нумайăшне çывăх çынсене тупма пулăшрăмăр. Шăпах госпитальте хама пĕлтерĕшлĕ çын пек туйса илтĕм», — тăсрĕ сăмахне волонтер. Госпитальте вăл Тăван çĕршывăн воинĕсен çемйисен комитечĕ пирки пĕлнĕ. Тепĕртакран çак организацин Чăваш Енри уйрăмĕн ертӳçипе Ольга Владимировăпа паллашса пĕрле ĕçлеме пуçланă. «Пире гуманитари миссийĕ пĕрлештерчĕ, — терĕ Анна Алексеевна хавхаланса. Пĕрле салтаксене кăна мар, çĕршывăн çĕнĕ регионĕсенче пурăнакансене те пулăшу-тĕрев парас енĕпе тĕрлĕ проекта хута ятăмăр. Мелитопольти ача çуртне кайса килнĕ хыççăн вара пушшех тачă çыхăнса ĕçлеме пуçларăмăр». <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
♦ ♦ ♦
Ĕçчен çемьере татулăхпа ăнлану çеç хуçаланаççĕ
Шупашкар округĕнчи Хăймалакассинчи Порфирьевсен килти пӳлĕмĕсем — картина гелерейи тейĕн. Ара, стенасене вун-вун илемлĕ ӳкерчĕк капăрлатать-çке! Унта тем те сăнланнă: акăшсем, чипер пике, çеçкесем, хĕвел хĕрелсе анни, каçхи тӳпере уйăх çутатни, тĕрлĕ тискер чĕр чун… Картинăсем — сăрăпа ӳкернисем мар. Кил ăшши управçи вун-вун сехет тĕрлесе хатĕрленĕскерсем вĕсем. Пушă вăхăт тупăнсанах алла тĕрлĕ тĕслĕ çип, йĕп тытать Надежда Николаевна.
Вăл Элĕк тăрăхĕнчи Яккушкăнь ялĕнче вĕрентекенсен çемйинче çитĕннĕрен-ши сăпайлă та ĕçчен ӳснĕ. Ашшĕ — физикăпа математика, амăшĕ — вырăс чĕлхипе литературипе ачасене паллаштарнă. Шкулта лайăх ĕлкĕрсе пыракан Надежда амăшне вĕренекенĕсен тетрачĕсене тĕрĕслеме пулăшнă. «Анне мана уроксенче хăйĕн хĕрĕ тесе ыттисенчен уйăрман, пушшех çирĕпрех ыйтнă. Мĕншĕн тесен манăн тĕслĕх пулмалла-çке-ха», — аса илет паян Надежда Николаевна. — 8-мĕш класс хыççăн Экономикăпа технологи техникумне вĕренме кĕтĕм. Бухгалтер профессине алла илтĕм. Виçĕ çултан вĕренсе пĕтертĕм те çулталăкран Пир-авăр комбинатне вырнаçрăм. «Аттепе анне пек вĕрентекен пулас килместчĕ-и?» — ыйтрăм Надежда Николаевнăран. «Тĕрĕссипе, эпĕ тетрадь тĕрĕслесе ывăннă», — шӳтлесе йăл кулчĕ вăл. Ашшĕпе амăшĕ киле таврăнсан та ĕçпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва сӳтсе явнă. Çемьешĕн шкул пурнăçăн пĕлтерĕшлĕ пайĕ пулни каламасăрах паллă ĕнтĕ. «Иккĕмĕш сыпăкри аппа та асăннă техникумра вĕреннĕччĕ. Професси суйлама вăхăт çитсен çакă та витĕм кӳчĕ-тĕр. Бухгалтер профессийĕн кирлĕлĕхĕ пирки те калатчĕ вăл, — терĕ Надежда Николаевна. — 2009 çулта Пир-авăр комбиначĕ хупăнма, штата кĕскетме пуçласан уйрăм çын тытса тăракан пĕр фирмăна вырнаçрăм. Мана унта килĕшмерĕ. Çавна май «Универбазăна» ĕçе кĕтĕм, тĕп экономистра çичĕ çул ĕçлерĕм. Хыççăн вара пурнăçра улшăнусем пулчĕç — аттене хамăр пата илсе килтĕмĕр. Вăл ялта пĕчченех кун кунлатчĕ. Анне 2002 çулта чире пула çĕре кĕчĕ… 2016 çулта аттене илсе килсен ĕçрен кайма шухăшларăм. Маларах ăна хулана илсе килнĕччĕ, анчах шавлă пурнăçа кăмăлламарĕ вăл — яла кайрĕ. Ĕçсĕр ларма хăнăхман-çке-ха. Çапла эпир Шупашкар округĕнчи Хăймалакассине куçрăмăр. Атте кичемленсе ан лартăр тесе пилĕк сурăх туянтăмăр. Ун валли те, пирĕн валли те ĕç тупăнчĕ. Халĕ Романовски ăратĕнчи 100 ытла сурăха усратпăр. Вĕсем валли хамăр урамрах пушă çĕр лаптăкĕ çинче ятарласа хупмалли вырăн турăмăр. Чăх-чĕп те, хурпа кăркка тытатпăр. Инкубаторта чĕпĕсем кăларатпăр». Порфирьевсен туслă çемйинче татулăхпа ăнлану хуçаланаççĕ. Надежда Николаевна мăшăрĕпе Валериан Геннадьевичпа хĕр тусĕн туйĕнче паллашнă. Пĕр-пĕрне пĕрре курсах килĕштернĕ çамрăксем. Икĕ эрнерен вара каччă пикене мăшăр пулма ыйтнă. Надежда тӳрех килĕшмен — шухăшлама вăхăт кирлĕ-çке-ха. Юлашкинчен вара: «Килĕшетĕп», — тенĕ. Пулас мăшăрĕ лăпкă та шанчăклă, пурнăç çынни пулни хĕр кăмăлне çавăрнă. Çулталăкран ывăлĕ Андрей, каярахпа хĕрĕ Таня çуралнă. Халĕ мăнукĕсем те пур, пĕчĕкскерсем тунсăхлама памаççĕ, час-часах килсе çӳреççĕ. Ĕçчен мăшăр çирĕп хуçалăх тытса тăрать. Сурăх çăмне Канашри фабрикăна параççĕ. Унта çăматăсем, ăшă пушмаксем хатĕрлеççĕ. Çăма фабрика хăех илсе каять. Çĕр ытла сурăх çăмне илмешкĕн ятарлă машинка пулăшать. Унсăрăн ĕç вăраха тăсăлĕччĕ. <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
♦ ♦ ♦
Пĕр кун шкула каяттăм, тепĕр кун — лашасем пăхма
Аннем Перасковия Шарикова хăйĕн ĕмĕрĕнче сахал мар хура-шурне курнă. Апла пулин те йывăрлăхсене çĕнтерме вăйхал çитернĕ.
Тылра та — фронтри пекех
Вăл 1911 çулхи юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче Муркаш тăрăхĕнчи Москакасси ялĕнче çуралнă. Пĕчĕклех ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă. Тăлăхскере Ахманери Софья Ивановнăпа Трофим Степанович Петуховсем усрава илеççĕ. Хăйсен вара виçĕ ывăл пулнă. Çавăнпа вĕсем Праские юратса пăхса ӳстернĕ. Петуховсен ывăлĕ Андрей Петтоки аннешĕн пиччĕшĕ вырăннех пулнă /вăл чăваш поэзийĕнче тарăн йĕр хăварнă, çамрăк сăвăç литература ĕçне иртнĕ ĕмĕрти 20-мĕш çулсенче тытăннă. Ялта «Ленинский путь» колхоз йĕркелесе ертӳçĕре тăрăшнă/, аннене тĕрлĕ енлĕн пулăшнă, ĕçе хăнăхтарса ӳстернĕ. Çавна май кил хуçалăхĕнчи ĕçсене те хутшăннă вăл — пахчара çĕр улмипе ытти пахча çимĕç лартса ӳстерме, ĕне-выльăх валли апат хатĕрленĕ. Пурăна киле ĕçчен те тăрăшуллă хĕре Тереç ялĕнчи Порфирий Шариков хресченĕн ывăлĕ Унтри куç хывать. Ун чухне Праски çак ялти Евдокия Бурдина патне ларма çӳренĕ. Çапла вара çамрăксем паллашса чăвашсен ырă йăлипе туй туса çемье çавăраççĕ. 1920-1930 çулсенче çĕршывра уйрăм хресчен хуçалăхĕсене пĕрлештерсе ял хуçалăх артелĕсем йĕркелеççĕ. Çавăн пек пĕрлештернĕ «Красный Октябрь» хуçалăх 1931 çулта Тереç ялĕнче те вун икĕ хресчен хуçалăхĕнчен чăмăртанать. Унтрипе Праски те пăрăнса юлмаççĕ. Колхоза кĕрсен вĕсене лаша тата урапа параççĕ. Унтри ăста платник пулнă. Ялти вăй питти арçынсемпе пĕрле вăл общество ĕçĕсене, выльăх-чĕрлĕх валли ферма тума та хутшăннă. Ял çыннисене илемлĕ чӳрече хашакĕсем те ăсталаса панă. Унăн ĕç хатĕрĕсенчен хăшĕ-пĕри халĕ те тирпейлĕ упранать. Вĕсемпе вара вăл е ку вак-тĕвек ĕçсене пурнăçлама питех те меллĕ. Çамрăк мăшăр та ыттисем пекех малашлăхшăн ĕçленĕ, ырă ĕмĕтпе пурăннă. Çемьере Еленăпа Виссарион çуралнă. Анчах та 1941 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕнче Совет Союзне фашистла Германи вăрçăпа сĕмсĕррĕн тапăнса кĕрсен лăпкă пурнăç арканнă. Тăван çĕршывăмăра тăшманран хӳтĕлеме пирĕн ялтан вăрçă хирне 42 çын, вĕсен ретĕнче Андрей Шариков та, тухса каять. Мăшăрĕ унăн амăшĕпе, икĕ ачипе тата кĕç-вĕç çут тĕнчене килмелли хырăмри пепкипе тăрса юлать. Вăл ашшĕ вăрçă хирне тухса кайсан виçĕ эрнерен çуралать. Ăна Галя ят параççĕ. Вăрçă хĕрсе пынă тата тăшман çĕршывăмăр çĕрĕ çине шалтан шала тапăнса кĕнĕ май тылрисене те терт-нуша тивнĕ. Анне те пĕчĕк Гальăна хунямăшĕпе хăварса ялти хĕрарăмсемпе тата аслăрах çулсенчи ачасемпе колхозри тĕрлĕрен ĕçре ырми-канми тăрăшнă, хушнă ĕçсенчен пăрăнса юлман, вăхăтра пурнăçланă. Ун чухне никама та çăмăл килмен. Тăшман Мускав патне çывхарса пынă май чăваш çĕрĕ çинче Сăр хӳтĕлев чиккине тума йышăннă. Йывăр ĕçе анне те хутшăннă. Вăл 1941 çулхи раштав уйăхĕнче виçĕ ачине хунямăшĕпе хăварса хӳтĕлев чиккине тума тухса кайнă. Унпа пĕрле хамăр ялтанах Ксения Сорокина та йывăр ĕçе пуçăннă. Вăл вăхăтра хĕл питĕ сивĕ тăнă. Апла пулин те хӳтĕлев чиккине тума хутшăннисем парăнман. Колхоза таврăнсан ытти наряда та пурнăçлама хутшăннă. Пĕр тĕллевпе, тăшмана çĕнтерессишĕн, вăй-хала шеллемесĕр ĕçленĕ. «Шартлама сивĕ çанталăк тăрать-и е асар-писер çил-тăман алхасать-и — ниме пăхмасăр çĕр чаваттăмăр. Ĕç хатĕрĕсем те чаплах пулман. Çапах та чăтнă. Çăкăр-тăварне пĕрле пайланă, тиркемен», — çапла каласа паратчĕ анне хӳтĕлев сооруженийĕсемпе окопсем чавма хутшăнни çинчен аса илнĕ май. Андрей Шариков çапăçусенчен пĕринче йывăр суранланать. Сывлăхне çирĕплетме ăна вăхăтлăха тăван киле яраççĕ. Кăштахран, суранĕсем тӳрленсен, вăл фронта тухса каять. Çавăн чухне сыв пуллашнă май пĕчĕк Гальăна кăкăрĕ çумне ачашшăн çупăрласа тытать те вăрçă мĕнне ăнкарнă салтак аннепе уйрăлас умĕн çапла калать: «Вăрçă мĕнне лайăх пĕлетĕп. Унта вилĕм çири кĕперен те çывăхрах. Эсĕ, Праски, ачасене нихăçан та ан пăрах, юрат вĕсене…» Вăрçă çухатусăр пулмасть. Вăхăт иртсен Андрей Шариков тан мар çапăçура каллех йывăр аманать. 1944 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕнче 1707-мĕш номерлĕ Эвакуаци госпиталĕнче суранне пула ĕмĕрлĕхе куçне хупать. Ăна Смоленск хулинчи тăванла масара пытарнă. Ывăнма пĕлмен Вăрçă çулĕсенче ял çыннисем вăрман касма тата торф кăларма хутшăннă. Вăл вăхăтра пĕчĕк ача амăшĕсене те нимĕнле çăмăллăх паман, ĕçрен хăтарман. Çавăнпа Праски нихăш ĕçрен те пăрăнса юлман. Пĕчĕк Гальăна хунямăшĕпе хăварса ĕçе тухса кайнă. Пĕррехинче вăл килне таврăнсан хĕрача хытă макăрнине асăрхать. Апат çитернĕ хыççăн та йĕме чарăнман вăл. Сăпкари ача мачча çинелле пăхса выртнă хушăра хăма хушшинчи çӳпĕ унăн куçĕ çине ӳкнĕ-мĕн. Çакна вара ватă асламăшĕ асăрхайман. Кăштахран пĕчĕк Гальăн пĕр куçĕ шăтса юхнă. Çапла вăл пĕчĕклех хăрах куçсăр юлнă. «Çав ирсĕр гитлеровецсен вăрçине пулах хĕрачана ĕмĕрлĕхе хăрах куçпа хăвартăм вĕт!» — çапла тарăхатчĕ анне ахăр саманана аса илсе. Аки-сухине лашапа тунă, тырра çурлапа вырса пухса кĕртнĕ. Фронта тĕрлĕ енлĕ пулăшнă, ăшă тумтир, алсиш-чăлха хатĕрлесе панă. Çавăн пекех тыр-пул, сĕт-çу, какай тата ыттине те фронтри салтаксем валли ăсатнă. Пирĕн ялтан Тăван çĕршывăмăра хӳтĕлеме кайнисенчен 22-шĕ пуç хунă. Вăрçăран Çĕнтерӳпе таврăннисем тата тылри хастарсем юхăннă хуçалăха йĕркелес ĕçсене пĕр тĕллевпе кӳлĕннĕ. Лашапа ака-сухине те тунă. Тыр-пул акнă, ăна çурлапа вырнă. Кĕлтесене ял йĕтемĕ çине лашапа леçнĕ. Хыççăн тырра авăн çапса тĕшĕленĕ, çил çинче арпаран тасатнă. Вăрлăх тата çимешкĕн хатĕрленĕ. Шупашкара патшалăх валли те илсе кайнă. Колхоз выльăхĕ валли утă çулса тирпейленĕ. Хĕл кунĕсенче фермăсенчи тислĕке кăларса, çуна çине тиесе уй-хире кăларма та хутшăннă. Пире, ачисене, кĕçĕн çулсенчех ĕçе юратма вĕрентсе тата хăнăхтарса ӳстерчĕ анне. Вăл колхоз ĕçне хутшăннипе пĕрлех бригадăри лашасене нумай çул пăхрĕ. Мана 5-6 çулсенчех янаварсене тимлеме ял çывăхĕнчи улăха пĕрле илсе каятчĕ. Вăл хушнă кирек мĕнле ĕçе те Калистрат пиччепе тĕплĕн тата вăхăтра пурнăçлаттăм. «Саша çумне куршанкă çыпçăннă», — çапла калатчĕ картари ĕçрен кĕнĕ чухне кӳршĕри Петр Архипович мучин арăмĕ Ксени кинемей пирĕн çине ăшă кăмăлпа пăхса. Вăрçă чарăнсан анне тивĕçлĕ канăва тухиччен, ун хыççăн та колхоз ĕçĕсене хастар хутшăнчĕ. Сывă та патвар кĕлеткеллĕскер ытти çынпа пĕрле Шашкар çывăхĕнчен Атăл тăрăх антарнă сахалтан та 6 метр тăршшĕ хырпа чăрăш пĕренисене лашапа колхоз валли сахал мар турттарнă. Астăватăп-ха: эпĕ пĕчĕк чухне тыр-пула çурлапа выратчĕç. Каярахпа жаткăпа та усă курма пуçăнчĕç. Пурăна киле ял хуçалăхне «хурçă утсемпе» «хир карапĕсем» килме пуçларĕç. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче пирĕн ялăн анлă уйхирĕсенче акса ӳстернĕ тырра пухса кĕртме «Колос» комбайн килсе çитрĕ. Бункера пухăннă тырра колхозниксем миххе тултарнă та кантрапа çыхса çĕр çинех тирпейлĕн пăраха-пăраха хăварнă. Ку тĕлĕшпе «хир карапĕ» çинче ятарлă икĕ çын тăрăшнă. Çавăн пек тулли те йывăр михĕсене анне тата ытти лавçăсем урапа çине тиесе йĕтем çине хĕвелпе типĕтме, хыççăн сăвăрса тирпейлеме турттарнă. Çапла ир пуçăнса каçченех хĕрӳ ĕç çинче вай-хала шеллемесĕр тар тăкнă. «Хăш-пĕр михĕсем 70-шер килограмран та ытларах таятчĕç. Çĕнĕ тырă уйран йĕтем çине мĕн чухлĕ килнине кĕлет тарасипе виçсе йышăнатчĕç те кашни миххе хамăрах йăтса пушататтăмăр, — аса илетчĕ анне. — Ывăнма пĕлмен, выçă-тутă пулнине те туйман, уйрах çăкăра сĕт-турăхпа çырткаласа чĕре сури тунă…» Анне хастар ĕçĕпе ял-йышра хисепре, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулнă. Пулăшу ыйтсан вăл çынсем патĕнче кил-çурт çуса тирпейлеме те хирĕçлемен. Çăпатапа тата хăйăрпа тĕплĕн çуса тасатнă. Çавăн пек ĕçре те сахал мар вăй хурса тар тăкнă. Кашни хĕрарăмах кунашкал ĕçе анне пек пурнăçлайман. Çавăншăн хисеплетчĕç ăна ял çыннисем. <...>
Александр ШАРИКОВ, Раççей журналисчĕсен союзĕн членĕ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...