Комментировать

18 Окт, 2014

Проектăн малашлăхĕ пур

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Раççей перекет банкĕ» АУО вице-президенчĕпе, «Универсаллă электрон карта» АУО федераци уполномоченнăй организацийĕн президенчĕпе Алексей Поповпа тĕл пулнă. Ĕçлĕ калаçăва республикăри Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисем хутшăннă.

Тĕл пулура «Раççей перекет банкĕ» АУО Чăваш Енре процессингпа биллингăн пĕрлехи центрне тума сĕннине тишкернĕ. Унта пурăнмалли çурт-йĕр управленийĕн тÿлевĕсене шута илмелли тата ресурссемпе тивĕçтерекен организацисемпе коммуналлă пулăшăвĕсемшĕн татăлмалли расчетсен даннăйсен пĕрлехи бази пулĕ. Алексей Попов шухăшĕпе пĕрлехи даннăйсен базине тата пĕрлехи расчет тытăмне йĕркелени, управляющи компанисен тăкакĕсене оптимизацилени, расчетсен уççăнлăхĕ, укçа-тенкĕпе тĕллевсĕр усă курнине пĕтерни асăннă проектăн малашлăхĕ пуррине кĕске вăхăтрах кăтартса парĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Перекет банкĕн ертÿлĕхне тачă çыхăнса ĕçленĕшĕн тав тунă, республика территорийĕнче процессингпа биллингăн пĕрлехи центрне тăвас ыйту Çĕнĕ Шупашкарти çакăн евĕрлĕ центр хăй мĕнле ĕçлеме пултарнине кăтартнă хыççăн уçăмланассине палăртнă. «Ку енĕпе пирĕн ĕçлемелле, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшăвĕн тÿлевне палăртнă чухне унăн уççăнлăхĕшĕн, тĕрĕслĕхĕшĕн тата халăхшăн тăрăшмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.

ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин «Раççей перекет банкĕ» АУО пĕрле тăвакан контакт центрĕн проекчĕпе паллашма сĕннĕ. Чăваш Ене ăна пурнăçа кĕртме экономикăн тăнăçлă аталанăвĕпе ăна модернизацилени, аслă тата вăтам професси пĕлĕвĕн учрежденийĕсен пысăк хăвачĕ тата квалификациллĕ специалистсем çителĕкли пулăшĕ.

«Раççей перекет банкĕ» АУО вице-президенчĕ Алексей Попов çак сĕнÿпе банк правленине паллаштарма шантарнă.

Ю.СТЕПНОВ

Автор: 
CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.