Хыпар 25 (28342) № 04.04.2025
Ÿсĕм çулне пĕрле шыраççĕ
Шупашкар округĕнчи «Ленин ячĕллĕ колхоз» ял хуçалăх производство кооперативĕнче çамрăксем йышлăн ĕçлеççĕ.
Ăна çулталăк ертсе пыракан Анатолий Григорьев та 42 çулта çеç. Пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче вăл ЯХПК членĕсен умĕнче хуçалăхăн иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен отчет тунă. Доклачĕпе манăн та паллашма тӳр килчĕ. Коллектив 2024 çула япăх мар кăтартусемпе вĕçленĕ. «Çапах та пысăк ӳсĕм сахалрах-ха», — терĕ çулталăкри ĕçĕпе çырлахман председатель. Апла-и, капла-и — çурхи тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене вăхăтра, çу уйăхĕнче, акса хăварнă, минерал удобренийĕпе апатлантарнă, ӳсентăрана сиенлекен сăтăрçăсемпе çийĕнчех кĕрешнĕ, тырра çанталăк йĕпене кайиччен пухса кĕртнĕ, выльăх валли апат çителĕклĕ хатĕрлесе хăварнă. Çавна пула ăна ăнăçлă хĕл каçарнă. Апат тепĕр тухăçчен çитет. 2024 çулта çур аки çăмăл пулмарĕ. Çу уйăхĕн пĕрремĕш çурринче тăпрана çумăр йĕпетсех тăнăран колхоз механизаторĕсем уйра кунĕпех ĕçлеймерĕç. Апаш тăрăхĕ çырма-çатраллă. Тăпра пиçсе çитнĕçемĕн вăрлăха сăртри лаптăксене — маларах, айлăмрисене каярах варăнтарнă. «Трактористсем пĕчĕккĕн акрĕç, йывăрлăх чылай пулчĕ, çапах ака планне тултартăмăр. Тĕллеве пурнăçлама çăмăл марччĕ, пирĕн усă куракан çĕр 2500 гектар таран», — аса илчĕ ертӳçĕ. Вăл Çĕрпӳ техникумĕнче — «Выльăх фермисен техникĕ», Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче «Автомобиль. Автомобиль хуçалăхĕ» специальноçсене алла илнĕ, ял хуçалăх трактор-машинине, вăл е ку уйра техникăпа епле усă курмаллине лайăх пĕлет. «Агроном тăпра кушăрханине сăнасах тăчĕ. Унта е кунта пулса çитсенех трактормашина уя кĕчĕ, — ăнлантарчĕ Анатолий Григорьев. — Вăрлăха «Амазония» ака комплексĕпе варăнтартăмăр, ăна «Кировец» туртса пырать. Вăл хăвăрт чупать, механизаторĕ — республикăн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Виктор Викторов, хуçалăхра нумай çул тăрăшаканскер. Тивĕçлĕ канăва кайма та пултарать, анчах кооператива çăмăл мар тапхăрта татах пулăшма шантарчĕ. Тракторне лайăх пăхать. Механизаторсенчен уя пĕрремĕш кĕрет, парка юлашкинчен таврăнать. «Кировеца» çур акине кăларма хатĕрлесе çитернĕпе пĕрех. Комплекс вăрлăх акнипе, çĕре минерал удобренийĕ хывнипе пĕрлех тăпрана тикĕслесе пырать. Вăл ĕçленĕ уя аякран пăхатăн та — тип-тикĕс». Республика Технадзорĕн инспекторĕ ертсе пынипе округ комиссийĕ кооперативăн çурхи уй-хир ĕçĕсене хутшăнакан техникине тĕрĕсленĕ — трактор-машина акана тухма хатĕр. Хуçалăхра акана ирттерме тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Бензин-дизтопливо, минерал удобренийĕ янтăласа хунă ĕнтĕ. Иртнĕ çул кĕрхи тырра 249 га акса хăварнă. Кăçал çурхи тулă — 309, урпа 534 га варăнтарма палăртнă. Çитĕнтернĕ пĕтĕм тырă ĕне выльăха çитерме каять. Нумай çул çитĕнекен курăк 731 га йышăнать, унран сенаж, утă хатĕрлеççĕ. Кăçал унăн 60 га лаптăкне çĕнĕрен акса çĕнетесшĕн. 2024 çулта ЯХПКра Çĕрпӳри аграрипе технологи техникумĕнче ял хуçалăх техникине вĕренекен, тракторист правине илнĕ 3 студент практикăра пулнă, çуркунне трактормашинăна юсама хутшăннă. Каярах çĕртмене культивацилесе кăпкалатнă, акнă тырă лаптăкне катокпа пусăрăнтарнă. Ку тăрăхра, Шăнкасра, çуралнă Даниил Гурьев вара хуçалăхра паян та ĕçлет. Пĕлтĕр вĕтетнĕ курăка тракторĕпе таптаттарса сенаж хывнă, фермăсене уйран утă-улăм турттарнă. Техникăран хăрамасть, хушнине тĕплĕн тăвать, ял хуçалăхĕнчи кирек хăш трактор-машинăпа та ĕçлеме пултарать. Иртнĕ хĕлле Шăнкас тата Мăштавăш ялĕсенчи çула юртан тасатнă. Сăмах май, юра Апашра Виктор Викторов хырнă. Даниил Гурьев студент çурхи ĕçсене хатĕрленсе «ХТЗ-150» трактора юсанă. Вăл техникумăн кăнтăрлахи уйрăмĕнче пĕлӳ илнине шута илсе ЯХПК ăна экзамен-зачет пама стационара ярать. Кăçал диплом илет. Çамрăксенчен тепри — Шăнкас ферминче машинăпа ĕне сăвакан оператор Любовь Дорожкина. Ольга Макарова — Шăнкас фермин коллективĕн ертӳçи. Вăл, маларах хуçалăхăн ĕçлеве хӳтĕлекен специалисчĕ пулнăскер, ертсе пынипе сăвăм хăпарсах пырать. ЯХПК завода куллен 8,5-9 тонна сĕт ăсатать. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче кĕрхи культура калчине минерал удобренийĕпе апатлантарма Артем Николаев сеялкăпа тухнă. «Кăçал акана пĕлтĕрхинчен икĕ эрне маларах тухасси халех курăнать, — терĕ ертӳçĕ. — Çумăр çуса механизаторсене чăрмантармасан икĕ эрнерех акса хăварăпăр». Машина-трактор паркĕнче ĕçлекенсен шалăвне шутлама, экономистра ĕçлеме хуçалăха Анастасия Григорьева вырнаçнă. Апаш ферминче Марина Серапионова пăру пăхать, çамрăк выльăха хăех ĕне суса сĕтпе тăрантарать. Унăн мăшăрĕ Михаил та фермăра ĕçлет. Вăл тата Валентин Камасьев витесене агрегатпа кĕрсе апат валеçеççĕ. Шăнкас ферминче Олегпа Вячеслав Титовсем тата Николай Федоров, Эсеккасси ферминчи Иван Москвичев — выльăх пăхакансем, хăйсен тивĕçне лайăх пурнăçлаççĕ. Çӳлерех асăннисем 45 çула та çитмен-ха. «Коллективра нумай çул ĕçлекенсем те пур. Вĕсем тата çамрăксем кооператив лавне пĕрле туслăн туртнăран малаллах каятпăр, — çирĕплетрĕ Анатолий Геннадьевич. — Колхоз ветеранĕсенчен пĕри Клавдия Фирсовна Игнатьева 2025 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче 80 çул тултарчĕ. Вăл Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн зоотехника факультетне пĕтернĕ, ĕçлеме колхоза таврăннă. 1961-1968 çулсенче — Апаш фермин дояркинче, 1972 çултанпа заведующийĕнче вăй хунă, 1982 çулта «Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята, медальсене тивĕçнĕ. Клавдия Фирсовна — ЯХПК членĕсемшĕн ырă тĕслĕх, çамрăксене выльăх пăхма, унран ытларах продукци илме вĕрентет. Аслă ăрурисем тата вĕсенчен кĕçĕнреххисем техника паркĕнче те килĕштерсе ĕçлеççĕ, пĕр-пĕрне пулăшаççĕ, ӳсĕм çулне пĕрле шыраççĕ». Владимир Григорьев, Валерий Кузнецов, Владимир Егоров, Борис Улюкин, Василий Николаев тата ыттисем хуçалăхра нумай çул ĕçлеççĕ. ЯХПК тилхепине пухура Анатолий Григорьева шанса панăранпа ĕçлекенсен шалăвĕ ӳссе пырать. Председатель ăна тĕллевлĕн пысăклатать, сăлтавне пытармасть. Апаш Кӳкеçрен, Шупашкартан инçе мар — кунти çынсен унта ĕçе вырнаçма та май пур. Паллах, председатель çынсене кооперативрах ĕçлеттересшĕн, çавăнпа шалăва хăпартать. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Чăваш юрри ялан янăратăр»
«Эпĕ чăвашлăхшăн çунакан çын. Çавна май чăваш юррисене юрлатăп», — терĕ чăваш эстрада юрăçи Виталий Иванов. Çут- çанталăк панă таланчĕпе вăл тăван халăх культурине аталантарма туллин усă курать.
Виталий Иванов — Красноармейски тăрăхĕнчи Кĕçĕн Шетмĕрен. Вăл пултарулăх çыннисен çемйинче ӳсмен пулин те пĕчĕкрен юрă-кĕвĕпе туслă пулнă. Мĕншĕн тесен амăшĕ те, кукамăшĕ те питĕ нумай юрă пĕлнĕ, ялта юрă ăстисем шутланнă. «Эпĕ садика çӳренĕ чухнех юрлама пуçланă. Шкулта пĕлӳ илме пуçласан музыка урокне уйрăмах чăтăмсăррăн кĕтеттĕм. Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артистне Виталий Петров юрăçа асăнса йĕркеленĕ конкурса кашни çулах хутшăннă. Çавăн пекех «Шетмĕпе Çавал кĕввисем» конкурс та маншăн чи юратни пулса тăчĕ. Унта хутшăнса кашни çулах лауреат пулнă, — аса илчĕ Виталий. — Шел те, музыка енĕпе ятарлă пĕлӳ илеймерĕм. Çак ăсталăха хам тĕллĕн вĕрентĕм. Пултарулăха аталантарма, сăмах май, республикăри паллă артистсем нумай пулăшрĕç». Виталий аслă юлташĕсен йышĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕсене Виктор Петрова тата Виталий Адюкова уйрăммăн палăртать. «Виктор Аркадьевичпа юлташланса кайрăмăр. Унăн кашни концертне хутшăнатăп, — терĕ Виталий. — Манăн анне 1997 çулта сарăмсăр çут тĕнчерен уйрăлчĕ. Виталий Иванович «Лар, тăванăм, çумма» юрра юрланине илтсен анне сăнарĕ куç умне тухса тăрать. Унăн юррисем нихăçан та кивелмеççĕ. Аслă ăрурисем те, çамрăксем те пултарулăхне хисеплеççĕ. Тĕрлĕ инструментпа калама пултарать. Таланчĕ чăннипех те пысăк». …Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнче 11-мĕш класра вĕреннĕ чухне Виталий Иванов Красноармейскинчи культура çуртĕнче Петр Ермолаевпа Андрей Шадриковăн концертне йĕркеленĕ. Ку юрăçсемпе вăл хăйсен ялне концертпа килсен паллашнă. «Унта хам та юрларăм. Анчах ун чухне манăн юрă çукчĕ. Çавăнпа караоке кĕввипе «Çурхи вăрманта» юрра шăрантартăм», — аса илчĕ пĕлĕшĕм. Халăх умне пĕрремĕш хут вăл Сергей Марков композитор Владимир Рыбкин сăввипе ун валли ятарласа кĕвĕленĕ «Ан ятла мана, анне» юрăпа тухнă. Халĕ ĕнтĕ унăн юррисен шучĕ вуннăран та иртнĕ. «Хам та юрăсем çыратăп. Манăн тата çакăн пек пултарулăх пур: килĕшекен сăвă куратăп та юрлатăп, композиторсем вара мана итлесе кĕввине çыраççĕ, — терĕ Виталий. — Кашни концертрах Шетмĕ Михалин сăввипе хам кĕвĕленĕ юрра шăрантаратăп. Вăл тăван тăрăх, çуралнă ял, Шетмĕ шывĕ çинчен. Ку юрă хыççăн куракансем питĕ тăвăллăн алă çупса хавхалантараççĕ. Кăмăл-туйăм çĕкленет вара. «Мана мар», «Хитре хĕрача» юрăсене халăх лайăх йышăнать. Çавăн пекех юрату, тăванлăх пирки юрлама кăмăллатăп». Кĕçĕн Шетмĕ шкулне пĕтернĕ хыççăн Виталий Иванов Вăрнарти ял хуçалăх техникумне агронома вĕренме кĕнĕ. Унта пĕлӳ илнĕ вăхăтра та сцена çинчен кайман. Вăрнар тăрăхĕнче, ахăртнех, çав тапхăрта вăл çитмен ял та юлман. Каярахпа Шупашкарти пысăк сценăсем çинче ентешсене пултарулăхĕпе савăнтарма пуçланă. Республика тулашне те час-часах тухса çӳрет. «Тутар, Пушкăрт республикисенче пултăмăр. Ытларах чухне çуллахи вăхăтра çула тухатпăр. Пĕр хулара кунне икшер-виçшер концерт йĕркелени те пулнă. Йăхташсем питĕ лайăх кĕтсе илеççĕ, — каласа кăтартрĕ Виталий. — Çутçанталăк мана юрăç пулма пилленĕ тĕк — мĕншĕн çынсене савăнтарас мар? Тĕрлĕ ял-хулана çитсе хамăн репертуарти юрăсемпе паллаштарма кăмăллă. Манăн пурнăç питĕ интереслĕ иртет. Кашни кун — çĕнĕ хутшăнусем, çĕнĕ тĕлпулусем. Хамăн пултарулăхпа çавăн пекех социаллă сетьсенче паллаштарма тăрăшатăп». Виталий Ивановăн тепĕр енлĕ талант та пур. Вăл концертсем йĕркелеме ăста. Чылай юрăç унран çак ĕçе пурнăçлама пулăшу ыйтать. Юлашки вăхăтра Чăваш Ен çыннисем ятарлă çар операцийĕнчи ентешсене пур енлĕн пулăшма тăрăшаççĕ. Пĕрисем апат-çимĕç типĕтеççĕ, теприсем хӳтĕлев тетелĕ çыхаççĕ, виççĕмĕшсем ăшă япаласем хатĕрлеççĕ… Пултарулăх çыннисем те ку ĕçе тӳпе хываççĕ: республикăн тĕрлĕ районĕнче çуралса ӳснĕ артистсем ыр кăмăллăх концерчĕсем йĕркелеççĕ. Вĕсене кура Виталий Ивановăн та шухăш çуралнă: «Трак енсем мĕнрен кая?» Ку ыйтăва вăл Красноармейски округĕн ертӳлĕхĕпе тата çак тăрăхран тухнă юрăçсемпе сӳтсе явнă. Елена Енжей, Иван Архипов, Любовь Афанасьева, Фаина Васнар, Кристина Софронова, Сергей Петров, Зоя Кириллова, Григорий Павлов, Людмила Терентьева, Надежда Степанова, Сергей Королевский, «Заволжское» магистральлĕ линисен производство управленийĕн клубĕнчи «Раштав» ансамбль /ертӳçи — Андрей Тюмеров/, Красноармейски районĕн культура çуртĕнчи халăх хорĕ /ертӳçи — Николай Никоноров/ пуçарăва хапăл туса йышăннă. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Валентина ТРИФОНОВА: «Эсир мана культура министрĕ пулма сĕнесшĕн-и?»
Паллах, эпĕ, театра юратаканскер, Чăваш халăх артистне, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артистне В.И.Трифоновăна чылай çул пĕлетĕп. Журналист-çыравçă пулнă май вара унпа куçакуçăн тĕл пулса ларса калаçни те пулнă. Çапла пĕр интервьюра, 1995 çултахчĕ пулас, «Валентина Ивановна, сире культура министрне лартас пулсан чи малтан мĕн тунă пулăттăр?» — тесе ыйтнине те астăватăп. Вăл вара, ун чухнех халăх чысхисепне тивĕçнĕскер, нумай шухăшламарĕ: «Мана культура министрĕ пулма сĕнесшĕн-и? Чи малтан-и? «Мана ку ĕçрен хăтарма-кăларма ыйтатăп, мĕншĕн тесен актриса пулсах ĕçлес килет» текен заявлени çырнă пулăттăм», – тесе хуравланăччĕ.
Акă ĕнтĕ уншăн черетлĕ паллă кун çывхарса килнĕ май каллех Валентина Ивановнăпа тĕл пулма май тупрăмăр. Еплерех пурăнать-ха паянхи саккăрла кăна мар çаптаракан пасар саманинче пин-пин ентешĕмĕрĕн юратнă артисчĕ? Йĕркеллех иккен. Çулсем шелсĕррĕн малаллах чупаççĕ пулин те çав-çавах илемлĕ те вашават кăмăллă Валентина Трифонова. Калаçу, паллах, театрпа çыхăнса пычĕ… – Валентина Ивановна, театр, сцена, артистсем… Мĕн-ши вăл сирĕншĕн К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ? «Чуна-юна кĕрсе вырнаçнă пĕтĕм пурнăç», – теме пултаратăр-и? Тĕлĕкре, тĕслĕхрен, тĕлленет-и театр?.. – Театр маншăн – чуна тыткăнлакан ылтăнахах кермен. Кашни кунах унта уява çӳренĕ пек çӳреттĕм. Сцена вара – асамлăран та асамлă вырăн. Унта эпĕ кĕске вăхăтрах тĕрлĕ çын пурнăçне пурăнса ирттернĕ: савăннă та хурланнă, юрланă та ташланă… Вăл маншăн кураканпа куçа курăнман тĕрлĕ тĕслĕ хумпа çыхăнтаракан, чуна хумхантаракан, çунтаракан асамат кĕперĕ евĕр пулнă. Артистсем – сцена çинчи асамçăсем. Партнерсемпе ĕçлеме мана яланах кăмăллă пулнă. Эпĕ вĕсене чунтан хисепленĕ, хакланă. Халĕ те çавах. Паллах, театр ман чуна-юна кĕрсе вырнаçнă тесе çирĕппĕнех калама пултаратăп. Анчах, хăшĕ-пĕри килĕшмесен те пултарать пулĕ, пурпĕрех вăл пĕтĕмĕшле пурнăçăн пĕр енĕ кăна. Тепĕр енĕ вăл – çемье, мăшăр, ачасем, мăнуксем. Вĕсем пурте манăн пурнăçра яланах пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса тăнă. Калăпăр, спектакльте вылянă чухне эсĕ сăнар пурнăçĕпе кăна пурăнатăн. Килте вара сана тата урăхла пурнăç кĕтет. Сăнартан пĕтĕмĕшле тухайман, пуçĕпех хăтăлайман самантсем те пулнă. Хăш чухне сăнар сана йĕрлесех пырать тейĕн, сан хыççăнах чупнă пек те туйăнать тата. Тĕлĕкре-е-е? Çапла, пулкалать ун пекки те. Тепĕр чухне тĕлĕкре те сцена çинче вылятăп пек. – Хăвăрăн пурнăç çулне çапла йĕркелесе-майлаштарса пынăшăн, çак çула суйласа илнĕшĕн пăшăрханмастăр-и? Сцена ăсти, преподаватель, бизнес-пике, çыравçă та эсир халĕ – пьесăсем çыратăр… Тата мĕн туса çитереймен пек туйăнать? – Кашни çыннăн хăйĕн шăпи. Çавах та пурнăç сукмакĕ те пĕрре кăна мар-тăр. Турă пӳрнинчен иртеймĕн, теççĕ. Эппин, манăн пурнăç çулĕн те çавăн пек çулпа чуптармалла пулнă. Театрта 35 çул чуна парса, хама шеллемесĕр ĕçленĕ те ĕçленĕ хыççăн, тен, мана çӳлти хăватсем тата тепĕр енлĕ аталантарса пăхас терĕç пулас. Çавă та çынсемшĕн, уйрăмах çамрăксемшĕн, кирлĕ ĕç пулса тăчĕ. 2006 çулта манăн алла «Культура здоровой жизни, культура как глобальный ресурс оздоровления мира» ятлă журнал лекрĕ. Çав журнал программине Раççейри паллă çынсем хутшăннăччĕ. Вĕсен хушшинче пĕтĕм тĕнче пĕлекен Ирина Роднина фигуристка та пурччĕ. Манăн та çак программăна хутшăнас кăмăл çуралчĕ. Часах вăл маншăн хăйне евĕр çĕнĕ мисси пулса тăчĕ. Хама тепĕр енлĕ аталантарас тесе вĕренме пуçларăм, çĕнĕлĕхсем шырарăм, çĕнĕ пĕлӳпе ыттисене, çамрăк ача амăшĕсене паллаштарма тăрăшрăм. Мускавра кăсăклансах нутрициологие вĕрентĕм. Бизнес-пике тетĕр те, ку пайта-тупăш илесси мар, ытларах халăха пулăшас тени-тĕр. Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищин вокал ăсталăхĕн уйрăмĕнче преподаватель пулса тăрăшнă чухнехи самантсене, хамăн студентсене вара чăннипех те юратнă. Вĕсемпе халиччен те мухтанатăп, çитĕнĕвĕсемшĕн хĕпĕртетĕп. Училище хыççăн хăшĕ-пĕри малалла вĕренме кайрĕ, Раççейри чи паллă аслă шкулсенче пĕлӳ илчĕ. Вĕсем те мана манманни, уявсемпе саламлани, паллах, савăнтарать. Эппин, чуна парса ĕçлени сая кайман. Унсăр пуçне, чунпа-юнпа артист пулсан та, эпĕ яланах çутçанталăк, илем еннелле туртăннă. Тĕслĕхрен, сад пахчинчи улмуççисене, çырла тĕмĕсене, пахча çимĕçе хамăрăн алăсемпех тата химисĕрех çитĕнтерме тăрăшатпăр. Çапла шайлашăнса пырать вăл пурнăç тени артистсен те. – Хыçалалла, çав темиçе теçетке çул еннелле çаврăнса пăхсан, мĕн ытларах пулнă пек туйăнать – лайăххи е япăххи, савăнăçли е хурлăхли?.. – Пулнă-пулнă-пулнă… Лайăххи те, пăшăрхантараканни те. Темле пулсан та ырă, ăшă, çутă, савăнтаракан самантсем ытларах. Пурнăç саккунĕсем çапларах ĕнтĕ. Çемье чăмăртасан – ачасемшĕн, вĕсен пуласлăхĕшĕн кам шухăшламан, кам тăрăшман? Аттепе анне çак çут тĕнчерен уйрăлса кайсан кулянман çын пур-и тата? Яланлăхах вĕсен хӳтлĕхĕсĕр тăрса юлнине ăнланма, йышăнма питĕ йывăр… Эс çак тĕнчере пурăнни, тĕрĕс-тĕкел утса çӳрени, çутçанталăкпа киленме пултарни… – тем пек пысăк телей! Ачасем, мăнуксем юратни, хисеплени, тус-юлташпа, тăвансемпе çыхăну тытни, куракансем сана халиччен те манманни-хисеплени… – акă вăл, пурнăç! Çумра – юратнă, шанчăклă, ялан пулăшма хатĕр мăшăр. Пĕр-пĕрне ăнланса пурнăç çулне пĕр теçетке кăна мар, 55 çул пĕрле такăрларăмăр. Изумруд туйне те туса ирттересчĕ-ха… Пурнăç чăннипех те питĕ хăвăрт улшăнса- çĕнелсе пырать. Хăш-пĕр пулăм фантастика шайĕнчи пек туйăнать тата. Çав «пурнăç урапинчен» ниепле те ӳксе юлас килмест. Эппин, пĕтĕмпех малаш! <...>
Лидия ФИЛИППОВА калаçнă.
♦ ♦ ♦
«Ветерансене пулăшма май пурри — пысăк чыс»
«Вăхăтра тухтăр патĕнче пулни куç çивĕчлĕхне упраса хăварма пулăшĕ. Юлашки çулсенче глаукома тата катаракта чирĕсем çамрăксене те шар кăтартма тытăннине асăрхарăмăр. Çавна май вăхăтра тĕрĕсленмелле. Çулталăкне пĕр хут куç тухтăрĕ патĕнче пулмаллах. Çулланнă çынсен — пушшех», — тет Республикăн офтальмологи клиника больницин тĕп врачĕ, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман тĕп офтальмологĕ Ирина Васильева. Унпа куçа упрасси, куç чирĕсенчен сыхланасси çинчен калаçрăмăр.
Алăксем уçă
— Республикăн офтальмологи клиника больницинче ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вĕсен çемйисем валли уçă алăксен кунĕсем иртеççĕ. Пациентсем мĕнле пулăшу илме пултараççĕ?
— Уçă алăксен кунне 2023 çулхи çу уйăхĕнчен пуçласа уйăхсерен «Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем» фондпа пĕрле йĕркелетпĕр. Пĕлтĕр 700-е яхăн çыннăн куç çивĕчлĕхне тĕрĕсленĕ. Çав шутра ятарлă çар операцине хутшăннă 30 çынна тата вĕсен çемйисенчи 80 çынна операци тунă. Кăçал уçă алăксен кунне виçĕ хут ирттернĕ, 100 ытла пациента пулăшу панă. Палăртмалла: ытти регионпа та тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Унтан килнисене те май килнĕ таран пулăшатпăр, никама та хирĕçлеместпĕр. Пулăшу ыйтакан кашни çынпа тимлĕ. Малтанах диагностика ирттеретпĕр, куç çивĕчлĕхне тĕрĕслетпĕр, 40 çултан аслăраххисен куç пусăмне виçетпĕр. Тухтăр диагноз лартнă хыççăн сиплев палăртать. Ытларах чухне пациентсене катаракта чирĕ канăçсăрлантарать. Уçă алăк кунне лекес тесессĕн маларах телефонпа çырăнмалла. Çумра паспорт, страхлав медицина полисĕ, СНИЛС пулмалла. Нумаях пулмасть ятарлă çар операцине хутшăннă салтакăн ашшĕпе амăшне — Яршевичсене — катарактăран операци турăмăр. Ашшĕн Сергей Олеговичăн куçĕ 40% çеç курнă пулсан халĕ 100% танлашать, амăшĕн Людмила Валериановнăн куç çивĕчлĕхне 10-ран 60% тавăрма пултартăмăр. Халĕ вăл иккĕмĕш куçне операци тума хатĕрленет.
Çĕнĕ регионсене те тĕревлетпĕр
— Çĕршывăн çĕнĕ регионĕсене пулăшас ĕçре те больница айккинче тăмасть. Запорожье облаçĕнчи Чăваш Ен шефа илнĕ Бердянск районĕнче эсир темиçе хут пулнă. Çак çул çӳрев пирки каласа парсамăр.
— Унта тухтăрсен бригадин йышĕнче 2023- 2024 çулсенче пулма тӳр килчĕ. Ушкăнра эндокринолог, педиатр, акушер-гинеколог, хирург пулнă. Эпĕ куç тухтăрĕ пек кайнă. Хамăрпа пĕрремĕш пулăшу памалли мĕн пур оборудование илнĕ. Пирваях центрта, унтан аякри ялсенче пурăнакансене пулăшу патăмăр. 2023 çулта çав тăрăхра икĕ эрне пулнă, 700-е яхăн çыннăн куçне тĕрĕсленĕ, çав шутра 150 ачана. Нумайăшне куçлăх çырса пама тиврĕ, операци тумаллисем те йышлă пулчĕç. Хыççăн 2024 çулта пĕр эрнелĕхе кайса килтĕм. Ку хутĕнче 300 çынна, 50 ачана пулăшу панă, 47-шне операци тума сĕннĕ. Çул çӳрев чăнласах усăллă пулчĕ. Пациентсен хушшинче чир шала кайнисем чылайччĕ. Сăмахран, 65 çула çывхаракан хĕрарăмăн икĕ куçĕнче те катаракта чирне тупса палăртнă. Телее, унăн куç вичкĕнлĕхне тавăрма пултартăмăр. Унпала çыхăну çухатман: шăнкăравланă, сывлăхĕпе интересленсех тăнă. Тепĕр пациентăн пĕр куçĕ суккăрчĕ, тепĕр куçĕ 10% çеç куратчĕ. Ăна та операци туса сыватнă. Каламалла: офтальмологи пулăшăвĕ çак районсенче хальлĕхе çителĕксĕр-ха.
— Ирина Вячеславовна, 2024 çулта диабетпа чирлĕ пациентсем валли Республикăн офтальмологи клиника больницинче ятарлă кабинет уçăлнă. Кун йышши пулăшу кирлине мĕнле туйса илтĕр?
— Статистикăна сăнанă тăрăх, юлашки çулсенче диабет чирне пула куç чирĕсем йывăрланнине, çакă инвалидлăх патне илсе çитернине палăртрăмăр. Ку чирпе çамрăкрах пациентсем те чирлеме пуçларĕç. Кабинетра ятарлă оборудовани вырнаçтарнă, куç тĕпне сăн ӳкерчĕк тума та май пур. Кашни пациентăн архивне йĕркелетпĕр. Улшăнусене çийĕнчех сăнаса тăратпăр. Куç тĕпĕнчи улшăнусем куç вичкĕнлĕхне витĕм кӳме пултарни вăрттăнлăх мар. Диабетпа чирлисем валли те уйăхсерен уçă алăксен кунне ирттерме пуçларăмăр. Унта Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман тĕп эндокринологне Татьяна Якимовăна йыхравлатпăр. Республикăра диабетпа чирлисен пĕрлешĕвĕ ĕçлет. Вĕсемпе те тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Чире малтанхи тапхăрта тупса палăртни вăл малалла аталанасран сыхланма, вăхăтра сиплев ирттерме май парать. Паянхи кун больницăра çĕнĕ йышши сиплев майĕсемпе тата хальхи вăхăтри хатĕрсемпе туллин усă куратпăр. Лазерпа, хирурги мелĕпе операцисем ирттеретпĕр. Çак ĕçе малалла та йĕркелесе пырасшăн. Пациентсем валли памяткăсем хатĕрлетпĕр, лекцисем вулатпăр. Паянхи кун диабетпа чирлĕ 200 çынна пулăшу панă.
Технологисенче — малашлăх
— Çĕнĕ технологисем медицина специалисчĕн ĕçне самай çăмăллатаççĕ. Калăпăр, телемедицина федераци тата регионти клиникăсемпе çыхăнма, консультаци илме май парать. Ку мелпе час-часах усă курма тӳр килет-и?
— Йывăр пациентсене сипленĕ чухне федераци центрĕсемпе çыхăнма май пурри лайăх. Округсенчи куç тухтăрĕсем регион шайĕнчи специалистсенчен сĕнӳ-канаш ыйтаççĕ. Куç тухтăрĕ вырăнта тĕрĕслев ирттерет, ларутăрăва ăнлантарать, хамăр енчен пулăшу мелĕсене сĕнетпĕр. Калăпăр, 2024 çулта телемедицинăпа 59 хут усă курнă: 31 хут — районсемпе, 28 хут федераци центрĕсемпе çыхăннă. Пациентсен йышĕнче йывăр диагнозлисем, ватăсем тата тухса çӳрейменнисем чылай. Çакна та палăртмалла: пĕлтĕртен Бердянск районĕнчи медицина учрежденийĕсен специалисчĕсемпе телемедицинăпа консультаци панă. Унсăр пуçне сиплев тата диагностика хатĕрĕсене çĕнетсе тăратпăр. Пуласлăхра глаукома кабинетне уçасшăн. Ку — каварлă чир. Ăна пула çын суккăрланса юлма пултарать.
— Округри куç тухтăрĕсемпе мĕнле хутшăнса ĕçлетĕр? Специалистсем çителĕклĕ-и? Çамрăксем пур-и?
— Пирĕн клиника 20 çул ытла ординаторсене вĕрентекен никĕс шутланать. Кунта тĕллевлĕ майпа вĕренекенсем пĕлӳ илеççĕ. Хыççăн ытти клиникăсене ĕçлеме каяççĕ. Ытларах — муниципалитетсене. Кашни округра куç тухтăрĕ пурри савăнтарать. Ĕçлеме пуçласассăн та çамрăк специалистсене пăрахмастпăр, пулăшатпăр, кашни тухтăра куратор çумне çирĕплететпĕр. Специалистсем те ăсталăхне пĕрмай ӳстереççĕ, пĕтĕм Раççейри конференцисене хутшăнаççĕ, куç чирĕсене сиплемелли çĕнĕ технологисене алла илеççĕ. Çулсерен пирĕн поликлиникăра «Чĕрĕ хирурги» ятпа конференци иртет. Икĕ кун пырать. Пĕлтĕр Шупашкара 20 регионтан тухтăрсем килнĕ, икĕ кунра 24 операци тунă. Çакă малалла ӳсме хистет.
Вăхăтра тĕрĕсленмелле
— Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлавĕн министерстви Çĕнтерӳ пулнăранпа 80 çул çитнĕ ятпа «Тимлĕ пул — сывлăха упрама вĕрент» проект пуçарнă. Тухтăрсенчен тăракан йыш ветерансен сывлăхне тĕрĕслемешкĕн эрнесерен округсене çула тухать.
— Çапла. Ку йышра куç тухтăрĕ те пур. Тухса çӳреймен ватăсене килте пăхатпăр. Хамăрпа пĕрле портативлă оборудовани илсе çӳретпĕр: куç вичкĕнлĕхне, куç пусăмне, куç тĕпне тĕрĕслетпĕр. Диагноз лартнă хыççăн сиплев палăртатпăр. Паянхи кун тĕлне 6 округра пулма ĕлкĕртĕмĕр. Акă, сăмахран, Сĕнтĕрвăрри округĕнче пациента пăхни аса килет. Вăл 94 çулти кинемей. Икĕ куçĕнче те катаракта чирĕ. Куçĕ 10% çеç куратчĕ. Тăванĕсемпе, округри куç тухтăрĕпе сӳтсе явнă хыççăн икĕ эрнерен операци тутарма килчĕç. Паллах, хумхантăмăр. Çулĕсем те пур, пусăм та тăруках хăпарса кайма пултарать. Операцие çăмăллăнах ирттерсе ячĕ. Савăнăç куççулĕ те тухрĕ, 10-ран 60% куракан пулчĕ. «Мĕнле сывлăхсем?» — тесе ыйтсан операци тунă куçĕ пирки шарламасть, тепĕр куçăн çивĕчлĕхне тавăрассишĕн çунать. Çав- çавах çын хăйне урăхларах тытать, сăн-пичĕ, кăмăл-туйăмĕ улшăнать. Ватăсене пулăшу пама май пурри савăнтарать. Вĕсене операци хыççăн та сăнаса тăратпăр. Йĕпреç округĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă 100 çулти ветерана пулăшу пани маншăн чыс пулчĕ. Вĕсем пирĕн пуласлăхшăн пысăк ĕç тунă. Ветерансене кăштах та пулăшма май пурри чунăма ăшăтать. Мучин пĕр куçĕ курман, тепри 10% кăна курнă. Катаракта чирĕ пурри палăрчĕ, операци тума хирĕç маррине пĕлтерчĕ. План тăрăх, кашни кĕçнерникун çула тухатпăр, кашни округа çитме палăртатпăр. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
«Çывăх çын çинчен каласа пама йывăр»
«Калас сăмаха асаттерен пуçлас килет. Вăл Алексей Чернов ятлă пулнă. Асанне Мария ятлăччĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче асатте колхоза кĕнĕ. Вĕсен хуçалăхĕ çирĕп пулнă. Лаша усранă. Вăл колхоза кĕнĕ чухне пĕри çапла кăшкăрнă: «Чернов колхоза кĕрсе пурлăхне çăлса хăварасшăн!» Мĕншĕн çăлса хăвармалла мар пулнă-ха пурлăхне? Ăна вĕсем пĕрчĕнпĕрчĕн тунă. Ун чухне асаттен аттине, сăмаварне илсе тухса кайнă. Çуртне туртса илнĕ. Эпĕ астăвасса çав çуртран клуб тунăччĕ. Кайран клуба пăсса фельдшер пункчĕ хăтларĕç. Эпĕ çакна курса ӳснĕ. Асатте çемйине усрама çĕр пӳрт лартнă. Каярах вăл аслă ывăлĕпе Антунпа ĕçлеме каясси çинчен пĕлтернĕ. Атте ун чухне 14-15-сенче пулнă. «Эсĕ килте асли пулса юлатăн», — тенĕ ăна асатте. Вĕсем Мускав тăрăхне тухса кайнă. Укçа ĕçлесе илсе килсен йывăç çурт лартнă. Эпĕ çав çурта астăватăп. Кайран унта Антун тете çемйипе пурăнатчĕ. Çулсем иртсен вăл ăна пăсса кирпĕч çурт лартрĕ», — çапла пуçларĕ калаçăва Юлия Силэм çыравçă ашшĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине пĕрремĕш кунĕнчен пуçласа вĕçне çитиччен хутшăннă паттăр, çинчен каласа пама редакцие ятарласа килнĕскер.
Георгий Жукова курнине асĕнче тытатчĕ Унăн ашшĕ Александр Чернов Патăрьел округĕнчи Çĕнĕ Ахпӳрт ялĕнче çуралса ӳснĕ. Александр Алексеевич 1917 çулта çут тĕнчене килнĕ, революци тантăшĕ пулнă. Маларах кайса çакна калам: ашшĕ 1972 çулта, 56-ра чухне, пурнăçран уйрăлнă. «Атте 1938 çулта Хĕрлĕ çар ретне тăнă. Вăл ун чухне авланнă пулнă. Анне Анфиса Григорьевна Смирнова пĕчĕк хĕрĕпе Маргаритăпа юлнă. Атте çав тери çивĕч, вĕри çын пулнă. «Ку ачана авлантармалла, темскер сиктерсе кăларма пултарать», — тенĕ ун пирки асатте. Ăна вун саккăртах авлантарнă. Вĕсем хĕр пăхма Елчĕк тăрăхне кайнă. Ĕлĕк юрланине пăхса мар, мĕнле ĕçленине кура качча илнĕ. Курнавăшра пĕр киле кĕреççĕ. Хĕрĕ çав самантра чуста çăрнă. «Анфис, эсĕ чуста çăрнине куртăм. Эсĕ мана пĕрре курсах килĕшрĕн. Ку пурнăç çынни тесе шухăшларăм», — тенĕ каярах атте аннене. Атте лашапа вăйлă çӳренĕ. Çарта 3-мĕш гварди кавалери корпусĕн 14-мĕш дивизийĕн 92-мĕш полкне лекнĕ. Вăрçă пуçланиччен киле килмелле пулнă. «Кăшт тăхтăр-ха», — тенĕ вĕсене. Вăрçă тухас сас-хура çӳренĕ. 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Атте тепĕр куннех фашистсене хирĕç çĕкленнĕ», — калаçăва сыпăнтарчĕ проза ăсти. Александр Чернов Сталинград патĕнчи çапăçусене хутшăннă, паттăрлăхĕпе, хастарлăхĕпе палăрнă. Пĕррехинче вăл хуралта тăнă. Унта пĕр пысăк çар пуçлăхĕ пырса тухнă. Чăваш салтакĕ ăна честь панă. «Ну мĕнле унта, салтак?» — тесе ыйтнă вăл унран. Александр Алексеевич: «Йĕркеллех!» — тесе хуравланă. Çак çын Георгий Константинович Жуков пулнă. Атте çак саманта асĕнче чи хаклă пулăм вырăнне хурса упратчĕ. Атте вăрçă çинчен каласа кăтартма юратмастчĕ. «А зори здесь тихие» кино кăтартатчĕç. Ун чухне халăх ун çинчен калаçатчĕ. «Эсир ку кинона ан ĕненĕр. Вăрçă вăл кинори пек мар. Унти пек пулмасть вăл. Вăрçăра вĕлереççĕ. Унта хăрушă, хăрушă, хăрушă», — терĕ атте. Халĕ вăрçă çинчен каласа параççĕ, ĕлĕк ун пирки калама юратман. Тĕрĕссипе, сăмах ваклама юратаканĕсем вăрçă «хӳрине» кăна лекнĕ. Атте пеккисем, пуçласа вĕçне çитиччен хутшăннисем, каласа памастчĕç. Çывăх çыннăм аманнă хыççăн, 1945 çулта, киле килсе кайнă. Пăла урлă каçнине каласа кăтартатчĕ. Ун чухне хальхи пек кĕперсем пулман. Çуркунне лашапа мĕнле ишсе каçни çинчен калатчĕ. Тăшмана çапса хуçса 1947 çулта тин яла таврăннă. Вăрçă хыççăн Владимир, Валерий, Антонина, эпĕ, Николай, Таисия çуралнă. Халĕ эпир пурăнаканнисем — Антонина, Таисия тата Коля. Анне 76 çула çитиччен пурăнчĕ. Вăл ĕмĕрне колхозра ĕçлесе ирттерчĕ. Çывăх çыннăм йывăр вăхăта пула вĕренеймен. Атте 4 класс пĕтернĕ. Шухăшлатăп та, çав çынсем çыравçă çуратса ӳстернĕ», — калаçу çăмхине сӳтрĕ Юлия Александровна. Александр Чернов вăрçă хыççăн «Родина» колхозра бригадирта ĕçленĕ. Кайран Патăрьелте «Заготскотра» нумай çул вăй хунă. Асăннă организаци ялсенчен выльăх пуçтарнă. Пуснă, аш-пăша хуласене ăсатнă. Александр Алексеевич икĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, «Сталинграда хӳтĕленĕшĕн», «Берлина илнĕшĕн», «Кенигсберга илнĕшĕн», «Паттăрлăхшăн» медальсене тивĕçнĕ. Вĕсене вăл питĕ хакланă, докуменчĕсемпе пĕрле типтерлĕн упранă. «Мĕнле телейлĕ эсĕ, Санькка!» «Аттен вăрçăра пĕрле пулнă юлташĕ Алексей Каштанов хамăр ялтанахчĕ. Алексей Федотович пире вăрçă хыççăн нимĕç чĕлхине вĕрентетчĕ. Вăл та вăрçă çинчен каласа пама юратмастчĕ. Вăрçă вут-çулăмне хăйсен чунĕ витĕр кăларнă вĕсем. Аттепе иккĕшĕ питĕ туслăччĕ. Пĕр-пĕрин патне çӳретчĕç. Алексей Федотовичăн ача çукчĕ. Пирĕн — сак тулличчĕ. «Мĕнле телейлĕ эсĕ, Санькка!» — тетчĕ вăл аттене. Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитет. Вăл çапăçу хирĕнче пуçламăшĕнчен вĕçне çитичченех пулни, паллах, пире мăнаçлантарать. Атте лаша пур çĕрте ĕçлеме тăрăшнă. Киле лашапа таврăнатчĕ. Анне атте килессе яланах сисетчĕ. «Ачасем, аçу килет. Лаша тăпăртатнă сасă илтĕнет. Тухăр, хапхана уçса хурăр», — тетчĕ. Атте вара тăпăртăк-тăпăртăк тутарса картише пырса кĕретчĕ. Вăл лашана юратнипе, уншăн чунне пама хатĕр çын пулнипе асра юлнă. Ĕçе кайнă чухне яловăй аттине тасататчĕ. «Аçăр аттине якатрĕ ĕнтĕ», — васкататчĕ пире анне. Атте аттине якатрĕ тĕк пирĕн васкамалла пулнине пĕлнĕ эпир. Эх, хыпаланаттăмăр вара. Хут-кăранташ илме Патăрьеле аттепе пĕрле ларса кайнă. Атте пĕррехинче вăрçăра лашине çухатнă. Вăл Мардиган учĕшĕн питĕ куляннă. Урăх лашапа çӳренĕ пулсан та малтанхине манайман. Кăштах вăхăт иртсен вăл штаба хут леçме кайнă. Лашине кăкарнă та кĕме тăнă. Çав вăхăтра Мардиган кĕçеннине илтет. «Ара, ку манăн лаша вĕт», — палласа илет ăна хайхи. Пăхать те, чăнах та, унăн лашине кăкарнă. Çамрăк арçын чупса пырать те Мардиганне ыталаса куççульпе йĕрет… «Эсĕ кунта иккен!» — тет. Каярах лашине çĕнĕ хуçинчен илсе килет. Çав утран тек уйрăлман. Атте çинчен питĕ нумай калас килет. Анчах темшĕн пире нумай каласа кăтартман вăл. Ун çинчен кĕнеке çырас тесе шухăшласа çӳрерĕм. Кĕнеке сăнарĕ пулма тивĕç вăл. Анчах çывăх çын çинчен çырма йывăр. Питĕ йывăр. Атте наградисене çакса çӳренине нихăçан та курман. Ун чухне çынсем сăпайлă пулнă. Çапах та ун çинчен çырнă калав пур кĕнекемре. Унăн лаши Мардиган çинчен вăл. Атте 7 ачине те юратнă. Мана уйрăмах кăмăллатчĕ — сивĕ сăмах каланине астумастăп. Шăтарас пек пăхса илетчĕ те — йăлтах ăнланнă. Атте 1957 çулта пысăк çурт лартрĕ. Çав çулах шăллăм Николай çуралнă. «Атте çуртне пĕтерместĕп», — терĕ шăллăм. Пурнăç унта малалла пырать. Ăна пысăклатрĕ, лайăхлатрĕ. Шăллăм атте ĕçне малалла тăсать. Мăшăрĕпе пĕрле 3 ача пăхса ӳстерчĕç. Кĕçĕн ывăлĕ тĕпкĕч пуласса, хăйсен ĕçне малалла тăсасса шанаççĕ. Мăнукĕсен хушшинче те шăпине ялпа çыхăнтараканĕ пуласса ĕмĕтленеççĕ. Атте чĕртнĕ вучаха пирĕн сӳнме памалла мар», — шухăшне тăсрĕ Юлия Александровна. Юлия Силэм пĕлтернĕ тăрăх, вĕсен çемйинче кашни ачан хăйне май пултарулăх пур. Аслă аппăшĕ Маргарита тĕлĕнмелле хитре тĕрленĕ. Володя йывăç каскалама юратнă. Валерин те алли ылтăн пулнă: каскалама кăмăлланă, платник ĕçне пултарнă. Юлия Александровнăна вăл Марфа Трубина тесе хавхалантарнă. Тоня та ал ĕçне кăмăлланă, çыхма юратнă. Таисия çыхать, тĕрлет. Николай газ, электричество ĕçне ăста. Чаплă механик. Çитмĕле çитет пулин те Патăрьелти автошкулта ĕçлет. Юлия Александровна 5-6-мĕш классенчех «Авангард», «Пионер сасси» хаçатсене çырма пуçланă. Унăн 1-мĕш хайлавĕ 8-мĕш класра чухне «Пионер сасси» хаçатра пичетленнĕ… Юлия Силэмăн хĕрĕ Инна питĕ хитре ӳкернĕ… «Эпĕ çĕрлеччен çырса лараттăм. Пĕррехинче лампа çутипе атте тăчĕ. Ман пата пычĕ те алăран шăлчĕ: «Ачам, çак пӳрнесемпе çыратăн-и? Вырт, вырт, хĕрĕм. Ыран ирхине шкула каймалла. Каяймастăн вĕт», — терĕ. «Манăн статьяна çырса пĕтермелле. Ыран кая юлать», — терĕм. Кӳршĕ хĕрарăмĕ типографире наборщицăра ĕçлетчĕ. Атте пӳрнесенчен сĕртĕнни маншăн пил пани пекех пулчĕ. Атте çапла вĕрентни ăшăтса тăчĕ. Пĕрре анне хурсене апат пама каларĕ. Эпĕ тухрăм та хапха умĕнчи пылчăк çине тăкса патăм. Атте çавна курчĕ. Мана пăхрĕ те: «Ачам, мĕн тăватăн эсĕ?» — терĕ. Çакă маншăн ĕмĕрлĕхех урок пулчĕ. Тетесене питĕ юрататтăм. Валери пĕрремĕш ĕç укçипе хăмăр джемпер илсе пачĕ. Ăна çĕтĕлсе, сӳсленсе кайиччен тăхăнтăм. Вăл Шупашкартан шариклă пĕрремĕш ручка ярса пани те асрах. <...>
Роза ВЛАСОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...