Кунта паянхи кунпа пурăнмаççĕ
Патăрьел районĕнче пĕр ялтан тăракан ял тăрăхĕ сахал. Тутар Сăкăчĕ шăпах вĕсен йышĕнче. 467 хуçалăхра 1350 çын пурăнать. Хăйсен тĕн йăли-йĕркине тытса пыма кунта тăхăр урамра виçĕ прихут /мехелле/ ĕçлет. Ял халăхĕн тĕрлĕ ыйтăвне тивĕçтерме фельдшерпа акушер пункчĕ, почта уйрăмĕ, райпо лавккисем, çăкăр пĕçерекен, сĕтел-пукан ăсталакан цех тата ытти те пур. Тутар Сăкăтсен чи пысăк мăнаçлăхĕ - 200 ача пĕлÿ илме пултаракан çĕнĕ вăтам шкулпа 40 вырăнлă ача сачĕ. Патшалăх парни ял халăхне кăмăла кайни каламасăрах паллă. Унăн малтанхи «çимĕçĕ» те куç умĕнче. Кăçал Тутар Сăкăтĕнче демографи лару-тăрăвĕ нихçанхинчен лайăхрах: çирĕм ача çуралнă, сакăр çын вилнĕ. Малашне те ял ÿсĕмĕ çакăн пекех пулсан, вырăнти вĕренÿ учрежденийĕнче пушă пĕр парта та пулмĕ.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Нагим Хабиулловичпа вырăнти влаç органĕн ĕçĕ-хĕлĕ, малашлăхĕ пирки сăмах пуçарсанах вăл сунтăхран харăсах темиçе проект туртса кăларчĕ: пĕри - виçĕ урама çул сарас ыйтупа, тепри - ял халăхне таса шывпа тивĕçтерессипе, виççĕмĕшĕ темиçе çул ял варринче юхăнса ларакан спорт залĕнчен культура çуртне тăвас тĕллевпе хатĕрленĕскер. Пурте экспертиза витĕр тухнă.
«Вырăнти халăх ыйтăвне тивĕçтерсе кашни çулах пĕрер проектпа тĕрлĕ шайри программăна хутшăнсан та начар мар. Пурте кал-кал пырсан ытларах та ĕçлеме май пулĕ», - малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ пуçлăх. Ĕмĕтпе пурăнакан хăйĕн тĕллевне пурнăçлатех. Хальхи вăхăтра утмăлмĕш çулсенчех туса лартнă культура вучахĕ самай урăхланнă темелле. Тутар Сăкăтсем çĕнĕ шкулпа юнашарах çамрăксемпе ватăсене те тивĕçтерекен клуб курасшăн. Çак тĕллевпех вĕсем çитес çул Чăваш Республикин 2014-2020 çулсенче культурăпа туризма аталантармалли программăна кĕресшĕн, пысăк ĕçе пикенесшĕн. Тăкакĕ, паллах, пĕчĕк мар: темиçе миллиона та кайса ларать. Пĕр пайĕ администраци бюджетĕнчен кайĕ.
Хальхи вăхăтра районта икĕ çĕрте - Тутар Сăкăчĕпе Ксыл Чишмара - гидротехника сооруженийĕ тăваççĕ. Çак ялти шыв управĕ вырăнти халăхшăн çеç мар, тавра ялшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни паллă. «Волгаресурс» тулли мар яваплă общество строителĕсем шантарнă тăрăх 2,3 миллион тенкĕ тăракан объекта çитес уйăх варринче вĕçлесшĕн. Сăмах май, Ксыл Чишмари ГТСа тĕпрен юсаканĕ хамăрăн «Стройкомфорт» маçтăрĕсемех. Паян кунта ĕç начар мар пырать, раштавăн 1-мĕшĕччен ăна та хута ярасшăн.
Вырăнти влаç органĕ халăхпа мĕнле ĕçленипе кăсăкланса кашни ял тăрăхнех çитме тивет. Н.Хасянов мĕн тунипе лăпланса лармасть. Ял пурнăçĕпе çыхăннă ыйтăва пĕччен е пĕчĕк ушкăнпа кăна мар, ялти хисеплĕ аксакалсемпе канашласа татса парать. Ахальтен мар ĕнтĕ депутатсен кашни пухăвне «халăх тарçисемпе» старостăсемсĕр пуçне прихутри имамсене, ялти организаци-учреждени ертÿçисене, фермерсене тата ыттисене те явăçтараççĕ. Ун пек чухне тĕрĕс пĕр шухăш патне тухма та çăмăл. Ку тĕлĕшпе Тутар Сăкăтсенчен тĕслĕх илмелли пурах. Сăмахран, темиçе çул ĕнтĕ вĕсем хăйсен вăйĕпе ирĕклĕ пушар командине ĕçлеттереççĕ. Çак тĕллевпе ытти чылай çĕрти пекех çулталăкне кашни çемьерен 300-шер тенкĕ пухаççĕ. Р.Сабитовпа Н.Хасянов водительсем ГАЗ-53 тата ЗИЛ-130 автомашинисене яланах юсавлă тытаççĕ, кирлĕ чухне кÿршĕ ялсенчи пушара сÿнтерме те хутшăнаççĕ. Сăмах май, çак ял тăрăхĕнче юлашки икĕ-виçĕ çулта вут-кăвар инкекĕ сехрене хăпартман. Асăрханакана вара Турă та сыхлать.
Çу кунĕ питĕ шăрăх килнĕ çулхине каллех халăх пулăшнипех икĕ кÿлĕ чавнă. Унпа çынсем паян кун та савăнсах усă кураççĕ: хур-кăвакал та çитĕнтереççĕ, пахча шăвараççĕ.
Ял вăл, тĕрĕссипе, пĕр пысăк çемье. Унта килĕшÿ, ăнлану пулмасан пурнăç ырă енне улшăнмастех. Çурăм хыçĕнче пăшăлтатакансем кашни ял тăрăхĕнчех тупăнаççĕ. Анчах та пуçлăх ниме пăхмасăр вырăнта тăнăç пурнăçа тытса тăни, çамрăксемпе те, ваттисемпе те пĕр чĕлхе тупса ĕçлени паха. Ку тĕлĕшпе ял пуçлăхне депутатсем çеç мар, Г.Сабитовапа Ч.Вахитова ертсе пыракан хĕрарăмсен тата çамрăксен канашĕсем те пысăк пулăшу параççĕ. Çĕнĕ шкул уçăлнă хыççăн çамрăксем тата ытларах физкультурăпа спорт енне туртăнни те кăмăллă. Пĕве кĕмен ачасемех наци кĕрешĕвĕн секцине йышлăн çÿреççĕ, сывлăха çирĕплетеççĕ. Ку тĕлĕшпе икĕ хутчен СССР чемпионĕ пулнă Т.Валеевăн ĕç опычĕ çителĕклĕ.
Альбина Егорова.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем