Комментировать

28 Мар, 2025

Хыпар 23 (28340) № 28.03.2025

Каялла чакман, малаллах талпăннă

Владимир Шуверов, Етĕрне районĕнчи Палтай ялĕнче çуралса ӳснĕскер, хăй вăхăтĕнче кӳршĕри «Заветы Ильича» хуçалăха ăнăçлă ертсе пынă. Унăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен вулакансене паллаштарма кăмăл турăмăр.

«Пире лаша кӳлсе пар»

— Владимир Борисович, ял ачи ĕçпе пиçĕхсе çитĕнни паллă. Вăтам шкул хыççăн Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне вĕренме кĕрес тени çакăнпа сăлтавланчĕ-и?

— Çапла, эпĕ 1991 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухрăм, инженер специальноçне алла илтĕм. Ун хыççăн пĕр вăхăт Тимирязев ячĕллĕ хуçалăхра, тăван колхозра, тĕп инженерта тăрăшрăм. — Иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсем йывăр килнине пурте пĕлетпĕр: Совет Союзĕ арканчĕ, хуçалăхсем панкрута тухма, саланма тытăнчĕç… Эсир вара çав çулсенче колхоз председателĕ пулма килĕшнĕ. Шикленмерĕр-и?

— Мана юнашар хуçалăх специалисчĕсем, ĕçченĕсем чĕнсе илчĕç те пухура хăйсен колхозĕн ертӳçи пулма сĕнчĕç. Паллах, малтан шиклентĕм. Юлташсем те: «Мĕн тума каятăн унта?» — терĕç. Вĕсенчен хăшĕпĕри ял хуçалăхĕнче ĕçлеме пачах пăрахрĕ. «Эпир ĕçрен каятпăр, эсĕ вара унта пуçна чикетĕн. Хăрамастăн-и?» — текенсем те пулчĕç. Манăн хама тĕрĕслесе пăхас килчĕ пулас. Паллах, пуçра тĕрлĕ шухăш явăнчĕ. Çавах та хам шухăшран каялла чакмарăм.

— Ĕçе мĕнрен пуçларăр?

— «Ĕçлеме пуçларăм тăк çанă тавăрсах вăй хумалла», — теттĕм хама хам. Малтанхи çулсенче хуçалăхра дисциплина хавшакчĕ. Мана утă уйăхĕнче ĕçе илчĕç. Тепĕр 2-3 эрнерен вырмана тухмалла. Унсăр пуçне выльăх апачĕ хатĕрлемелле, ĕççи пырать. Çавна май ĕç йĕркине хытармалла. Çавăнпа та хуçалăха аталантарма пĕрешкел шухăшлă çынсем тупма тĕв турăм. Йышра тĕрлĕ ĕçчен пур: пĕри колхоз арканасран пăшăрханать, тепри — алă сулать. Çамрăк та чылайччĕ. Тăван хуçалăхра тĕп инженерта ĕçленĕ вăхăтра вăтам шкулта пулас механизаторсене те вĕрентрĕм. Шăпах вĕсемпе пĕрле ĕçлеме калаçса татăлтăмăр. Унсăр пуçне шкулта пĕрле вĕреннĕ юлташсем те пурччĕ. Ĕçе ял халăхĕпе, хуçалăхпа паллашнинчен пуçларăм. Ютран килнĕ çынна килĕштерменни вăрттăнлăх мар. «Мĕн тума килтĕн пирĕн колхоза? Сан пеккисем хамăрăн та пур», — текенсем те пулчĕç. Çав хушăрах кĕвĕçсе вĕчĕрхенекенсем те.

— Пĕрле ĕçлес текенсем пулчĕç-и? Вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма тӳрех май килчĕ-и?

— «Заветы Ильича» хуçалăха маларах ертсе пынă Вячеслав Александров ун чухне тивĕçлĕ канураччĕ. Вăл РСФСР тата Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ агрономĕ пулнă. Ăна колхозăн пуласлăхĕ питĕ пăшăрхантаратчĕ. Пĕррехинче ман пата килчĕ те: «Владимир Борисович, ĕçлемеллех», — терĕ. Хăйĕн ĕçĕхĕлĕпе паллаштарчĕ. Хăй пек ватă çынсене, ĕçченсене пухса уй-хире пăхса çаврăнма, ĕçри çитменлĕхсене палăртма сĕнӳ пачĕ. Пĕрле ĕçлеме, пулăшма шантарчĕ. Эпĕ çакăншăн питĕ хĕпĕртерĕм. Вĕсене уй-хир тăрăх çӳреме çăмăл машина уйăрса пама пултăм. «Машина кирлĕ мар, эсĕ пире лаша кӳлсе пар. Ăçта çитсе курмаллине, кампа калаçмаллине эпир хамăрах лайăх пĕлетпĕр», — терĕ Вячеслав Александрович. Ун чухне ушкăнлăх ĕç йĕрки пулнă, халĕ вара уйрăм харпăрлăх тени аталанать — уйрăмлăх питĕ пысăк. Укçана хĕлле те ĕçлесе илме пулать…

— Хуçалăх пысăкчĕ-и? Вăл миçе яла пĕрлештеретчĕ?

— Питĕ пысăкчĕ, 8 яла пĕрлештеретчĕ. Вăл вăхăтра пур яла та çутçанталăк газĕ çитменччĕ. Ун чухне патшалăх хушăвĕсемпе ĕçлесе пыман, хуçалăхсем тĕрлĕ ĕçе хăйсем йĕркелесе пынă. Çавна май халăх ялсене газ кĕртмешкĕн хăй сĕнӳ пачĕ. Çапла вара кĕске вăхăтрах сакăр яла «сенкер çулăмпа» тивĕçтертĕмĕр. Пĕтĕмпех хуçалăх укçи-тенкипе. 90-мĕш çулсенче çакна тума çăмăл пулман. Паллах, ун чухне хуçалăх хăйĕн укçине расхутласан каялла тĕрлĕ вексельпе, хутпа тавăрса паратчĕç. Газ кĕртнĕ хыççăн ял çыннисем асфальт çул пирки шухăшлама пуçларĕç. «Владимир Борисович, пире те такăр çул кирлĕ. Асфальт сарма май килмĕ-ши?» — терĕç. «Хăтланса пăхăпăр», — хуравларăм кĕскен. Малтан Пăчанар ялĕнче çул турăмăр. Машинăсемпе, тракторсемпе Çĕмĕрлерен вак чул турттартăмăр. Çапла майпа пĕтĕм яла асфальт çулпа тивĕçтертĕмĕр. Каярах тĕп урамсене çул сарас ĕçе пуçăнтăмăр. Пĕрлех ял хуçалăх производствине те аталантарма тăрăшрăмăр. Ун чухне республикăра 5 пин литр сĕт сăвакан дояркăсен клубне йĕркеленĕччĕ. Ун пеккисем пирĕн хуçалăхран та пурччĕ. Эпир малтан 4 пин литр сĕт сăвакан дояркăсен шутне кĕтĕмĕр, каярахпа — 5 пин сăваканнисен йышне. Ун пек хуçалăхсем сахалччĕ. Вĕсен йышĕнчи хăш-пĕр доярка Раççей шайĕнчи тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнма пуçларĕ. Сăмахран, Татьяна Григорьева машинăпа сĕт сăвакан дояркăсен Раççейри ăмăртăвĕнче 4-мĕш вырăна тухнăччĕ. Çакăн пек çитĕнӳсем хыççăн халăх хĕпĕртени палăрма пуçларĕ. Пурнăç та лайăх енне улшăнни курăнчĕ. Аш-какая, сĕте, çĕр улмине, пахча çимĕçе тĕрлĕ хулара вырнаçтарма вырăнсем тупрăмăр. Вĕсем пире таваршăн чĕрĕ укçа паратчĕç. Çавна май шалăва укçан тӳлеме тытăнтăмăр. Ял çыннисем пĕррехинче вырăнти тулли мар вăтам шкул çурчĕ кивелни пирки сăмах хускатрĕç. Чăн та, Кăкшăмри шкул хавшанăччĕ ĕнтĕ. Ăна халь-халь хупма пултаратчĕç. Ял халăхĕпе калаçса татăлнă, унтан-кунтан укçа тупнă хыççăн шкул туса лартрăмăр. Вăл паян кун та ĕçлет. Тепĕр чухне мероприятисене мана та йыхравлаççĕ.

— Эсир ĕçленĕ вăхăтра хуçалăхăн тыр-пул тухăçĕ еплерехчĕ?

— Республикăра кашни гектартан вăтамран 17-18 центнер тырă пухса кĕртнĕ. Эпир ун чухне 28-33 центнер илсен те питĕ хĕпĕртеттĕмĕр. Анчах çурçĕр енчи районсенче пысăк тухăç илме хĕнрехчĕ. Паллах, çак тухăç çителĕклĕ тесе шухăшламан. Мĕншĕн тесен ют çĕршывсенче кашни ĕнерен 10 пин литр сĕт сăватчĕç, гектартан 70-шер центнер тырă пухса илетчĕç. Çак çĕршывсене хамăр кайса курнă, кăтартусене хамăр курса ĕненнĕ. — Хăш çĕршывсене кайса курма май тупрăр?

— Германире, Финляндире пултăмăр. Унти пурнăçпа хамăрăннине танлаштартăмăр, технологие курса тĕлĕнтĕмĕр. «Кун пек технологие пирĕн патра пурнăçа кĕртме пулмасть», — теттĕмĕр малтан. Тĕлĕкри евĕр туйăнатчĕ. Вăхăт иртнĕ май хамăр тăрăхри хуçалăхсем те гектартан 70-80 центнер тырă туса илме пуçларĕç. Халĕ 10 пин литр ытла сĕт суса илеççĕ. Эппин, ун чухнехи шухăшĕмĕтсем паян пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Эпир те тыр-пул тухăçĕ, выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерес, аш-какай туса илес енĕпе республика шайĕнче малта пыракан хуçалăхсен шайне çĕкленме пултартăмăр.

— Эппин, хастарлăхăра, пултарулăхăра кура сирĕн авторитет самаях ӳснĕ курăнать…

— Специалистсен ăсталăхне аталантарса пынă май хуçалăхра тĕрлĕ сĕнĕве пурнăçа кĕртме тытăнтăмăр. Сăмахран, инженерсем пуçтарăнтăмăр та хамăр проектпа çăнăх авăртмалли арман турăмăр. Конструкци те хамăрăнахчĕ. Унăн технологийĕ питĕ кăткăс: тырра тасатмалла, хуппине сӳмелле, вĕтетмелле… Армана таврари ялсенчен те килетчĕç. Ун чухне хуçалăхсенче теплицăсем çукрахчĕ. Уйрăмах — кăмпа çитĕнтерекеннисем. Район администрацийĕн пуçлăхĕнчен Леонид Софроновран ирĕк илсе Чулхула тăрăхĕнчи каска кăмпи /вешенка/ çитĕнтерекен хуçалăха кайса куртăмăр. Ун хыççăн хамăр та теплица турăмăр. Пĕрремĕш çулах вăл тупăш вăйлă пама пуçларĕ. Сысна самăртса тунă ашран та ытларах. Тавара тĕрлĕ çĕре вырнаçтартăмăр. Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров пирĕн пирки çапла каланăччĕ: «Укçана хĕлле те ĕçлесе илме пулать, кăмпана вара çак вăхăтра ӳстереймĕн», — теççĕ халăхра. «Заветы Ильича» хуçалăхра хĕлле те кăмпа çитĕнтерме пуçланă». Ĕçлесен темĕн тума та пулать. Пире тĕрлĕ курава йыхравлатчĕç — хутшăнаттăмăр.

Ĕçлеме те, савăнма та пĕлмелле

— Кăмпа çитĕнтерме специалистсем кирлĕ пулнă-çке. Вĕсем ятарлă пĕлӳ илнĕ-и?

— Чăваш Республикинче ун чухне микробиологи енĕпе специалистсем хатĕрлекен факультетсем пулман. Çавна май 4-5 çамрăка Чулхулари ял хуçалăх институтне вĕренме ятăмăр. Вĕсем пĕлӳ илнĕ вăхăтра строительсем цех йĕркелесе ячĕç. Специалистсем вĕренсе килнĕ хыççăн тӳрех ĕçлеме пуçларĕç. Тепĕр уйăхран эпир продукци туса илсе сутма пуçларăмăр. Кăмпа çитĕнтерни хуçалăхшăн тупăшлă ĕç пулчĕ. Чĕрĕ укçа кĕчĕ.

— Хуçалăх ура çине çирĕп тăнă хыççăн маларах «мĕн тума каятăн унта?» тенĕ юлташăрсене мĕн каларăр?

— Пĕрле пуçтарăннă чухне юлташсене çав сăмахсене аса илтереттĕм. Паллах, ĕçе пуçăниччен хам та шикленнĕ малтан. Анчах каялла чакас килмен, малаллах талпăннă. Вунă çул вăй хунă хыççăн мана Етĕрне районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕн — ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕн ĕçне шанса пачĕç.

— Ĕçченсене эсир мĕнле хавхалантарнă?

— «Çын ĕçленĕ чухне тăрăшса вăй хутăр, савăннă чухне чунран хĕпĕртетĕр», — теттĕм ялан. Кашни уяврах мероприятисем йĕркелеттĕмĕр, кăтартусене пĕтĕмлететтĕмĕр. Пултаруллисене премисемпе, тĕрлĕ наградăпа чыслаттăмăр. Эпĕ колхоз ертӳçинче вăй хунă вăхăтра 8 çын «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçрĕ. Вĕсене пурне те ĕç кăтартăвне кура панă. Маттур специалистсем санаторие канма каймашкăн путевкăсем те тивĕçнĕ. Хуçалăх юхăниччен кашни ялтах «хĕрлĕ кĕтес» пулнă. Эпĕ ĕçлеме пуçланă çулсенче вĕсем хупăннăччĕ. Халăхпа пĕрле юсаса ĕçе кĕртрĕмĕр, вĕсенче тĕрлĕ мероприяти ирттерме пуçларăмăр. Çыннăн ĕçлеме те, савăнма та пĕлмелле. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Валерий СЕМЕНОВ: «Малти вырăнта – çын пурнăçĕ…»

«3-мĕш стройтрест» — республикăра кăна мар, унăн тулашĕнче паллă строительство организацийĕ. Чылай çул ăна мал курăмлă тата мал шухăшлă чăваш арĕ Валерий Семенов ертсе пырать. Валерий Пименович кĕçех черетлĕ çавра çулне паллă тăвĕ. Анчах чунĕпе-юнĕпе Чăваш çĕрне парăннăскерпе курнăçма тепĕр сăлтав та хистерĕ: Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе ăна Туслăх орденĕпе наградăланă.

Мĕн тума килет этем тени çĕр çине? Малашлăхшăн ĕçлес, тăван халăха усă кӳрес, йăх тымарне çирĕплетсе малалла аталантарас, килес ăрусем валли çул уçса парас тесе пурăнма е хăй ырлăхĕшĕн кăна тăрăшас-ĕçлес тĕллевпе, ыранхи пирки пуç ватмасăр пурăнма кăна? Çак тата ытти ыйту тавра чуна уçса калаçма тăрăшрăмăр эпир сумлă строительство пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕпе, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕпе, Канаш хулин хисеплĕ гражданинĕпе В.П.Семеновпа.

— Валерий Пименович, сирĕн ĕç каçалăкне пăхатăп та — студент çулĕсем хыççăн эсир маçтăр, прораб, тĕп инженер, производство пайĕн пуçлăхĕ, управляющи çумĕ пулнă. 1992 çултанпа вара – халиччен пурте пĕлсе çитнĕ 3-мĕш строительство пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ. 30 çул ытла! Аялти картлашкаран пуçласа чи çӳллĕ шая çĕкленнĕ. Хăвăрăн вăй-хала, пултарулăха пула кăна-и е пулăшакан-çĕклекен те пулнă? Ăçтан пуçланнă сирĕн тĕрлĕ енлĕ пурнăçăрта карьера тени?

– Пуçламăшĕ – пархатарлă Канаш çĕрĕшывĕнчен пырать. «Стройтрестра» ĕçлеме тытăннă вăхăта хальхи пекех астăватăп. Еплерех хавхалану пулнă! Ара, мана, çамрăк инженера, ун чухнех хисепе тивĕçнĕ пĕрлешĕве ĕçе илнĕ, должноç шанса панă… Социаллă тытăмри обĕектсемпе пĕрлех промышленноç предприятийĕсем – заводсем, комбинатсем те – хăпартнă эпир. Канаш, Çĕмĕрле, Улатăр, Етĕрне… – çак хуласенчен тухма пĕлмен темелле. Чи пĕлтерĕшлĕ обĕ ектсене пире шанса панă. Паллах, çăмăл пулман… Акă ăçтан пуçтарăннă опыт тени. Кун çути курнă хула – Канаш – яланах вăй парса тăнă. Халĕ те çавах. Строительство «лавне» шăпах унта кӳлĕннĕ. Кам пулăшнă? Атте-анне халăха ырă тума пил панă, çавă пулăшса пырать ахăртнех.

– Пурăнмалли çĕр-çĕр çурт, часавайчиркӳсем, шкулсемпе ача сачĕсем хăпартнă çак таранччен эсир ертсе пыракан пĕрлешӳ. Вокзалсем тата! Чăваш патшалăх филармонийĕн чылай çул юсав хыççăн уçăлаймасăр тăнă çуртне те эсир «тăна кĕртсе» çитертĕр. Халĕ, акă, çӳллĕ шайри чылай мероприяти шăпах илемлĕ те хăтлă çак керменте иртет. Филармони залĕсем пĕр кун та пушă тăмаççĕ. Мĕн тери паха парне турăр эсир республикăна… – Юрĕ, ытлашши сăпайланса-турткаланса тăмăп. Паллах, ертӳçĕрен те чылай килет. Анчах эпĕ нихăçан та коллектив çинчен манман, мĕншĕн тесен шăпах вĕсем – кашни рабочи, кашни строитель… – пурнăçлакан ĕç вышкайсăр пысăк тесе шухăшлатăп. Çавăнпа – тав вĕсене!..

– Темле пулсан та Туслăх орденне, «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» ордена, Валерий Пименович, пурне те памаççĕ. Паллах, сирĕн стройтрест унччен те япăххисен шутĕнче пулман…

– Унчченхи директорĕсем те вăйлă строительсем пулнă: Николай Болдыш, Владимир Смородченко, Анатолий Пантыкин. Эпĕ – тăваттăмĕшĕ. Пулăшакан-çĕклекен пулнă-и терĕр маларах. Ман умĕнхи директортан – Анатолий Павлович Пантыкинран – уйрăмах нумай вĕрентĕм-илтĕм. Строитель тата… поэт! 15 çул ертсе пычĕ вăл пирĕн пĕрлешĕве. 11 çул унпа пĕрле «тар кăларма» тивнĕшĕн савăнатăп кăна, мĕншĕн тесен шăпах çав çулсенче эпĕ те прорабран гендиректор çумне çити çĕклентĕм, строитель ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă кашни вак япалана вĕренсе пытăм. Сăвăсем те çыратчĕ Анатолий Павлович… – тĕрлĕ енĕпе аталаннă çын, чăн-чăн наставник!

– Валерий Пименович, 90-мĕш çулсем – йывăр та кăткăс çулсем. Эсир вара шăпах çав вăхăтра – 1992 çулта – «генеральнăй» пулса тăратăр. Пурте астăватпăр: пирĕн республикăра та вĕрентекенсем, ача сачĕсенче ĕçлекенсем таран забастовкăна тухрĕç… Сире те ансат пулман-тăр. Пăрахса каяс шухăш çуралман-и?

– Çапла, 90-мĕш çулсем пирки хăйне евĕр тĕрĕслев тапхăрĕ пулчĕ темелле. Пăрахас шухăш? Çук, унашкалли пуçа пырса кĕмен. Епле-ха? Эпĕ – строитель, ку – манăн тивĕç, юратнă ĕç. Хыçра – коллектив, вĕсен çемйисем… Мĕн тумалла? Эпир те Мускава, ун çывăхĕнчи хуласене, ытти региона – Коми таранах – çӳренĕ. Унта та, сăмах май, чылай обĕект хăпартма тивнĕ пирĕн. Вахта… Çемьесем кунта… Саккасĕсем те çав тери пысăк укçаллăскерсем марччĕ. Чăтаканни чăтнă, пăрахса каякансем те пулчĕç. Кунта тепĕр енĕ те пур: коллектив çирĕпленчĕ, тата та туслашрĕ. Пур çĕрте те çапла пулĕ – йывăрлăхсем е аркатса-сапаласа яраççĕ, е пĕрлештереççĕ-чăмăртаççĕ. Темле пулсан та манăн ертӳçĕ пулнă май чи малтан рабочисен, кашни уйрăм çын пурнăçĕ çинчен пуç ватмалла тесе шухăшлатăп. Пур енĕпе те…

– Эсир хăвăр трестра ĕçлекенсене хисеплени, вĕсене упрама тăрăшни сисĕнет. Сирĕн 3-мĕш строительство пĕрлешĕвĕнче патшалăх наградисене, тава тивĕçлĕ ятсене илнисем нумай.

– Чăннипех те мăнаçланмалăх пур пирĕн строительсемпе. Еплерех династисем! Хăшĕпĕрин пĕрлехи ĕç стажĕ 100 çула яхăн, тен, ытларах та. Опыт, яваплăх тата çамрăклăх – акă мĕн хаклă, пĕлтерĕшлĕ пирĕншĕн. Шăпах çавсене пула та кăтартусене тата та ӳстерсе, вăйлатса пыни куçкĕрет. Сăмах май, хамăрăн партнерсенчен те çавнах кĕтетпĕр. – Сире чылай çул пĕлекенсем эсир, хăвăрăн ентешĕр Çеçпĕл Мишши пекех, таса чунлă пулнине, тĕрĕслĕхшĕн тăнине, çын нушине ăнланма пултарнине, йывăрлăхра пулăшма тăрăшнине калаççĕ. Чăваш çыравçисене те, акă, пĕрре кăна мар регионсене, районсене тухса çӳреме транспорт уйăрса патăр… – Кама чăннипех те пулăшу кирлине ăнланма вĕрентрĕ ĕнтĕ çичĕ теçетке патнелле уттаракан пурнăç çулĕ. Паллах, «çук, пулмасть, май çук…» теме те пулать. Анчах общество умĕнчи яваплăха май пур таран пурнăçлама тăрăшмаллах пирĕн. Кашнийĕн. Çавăншăн килетпĕр те эпир çак тĕнчене. Малашлăхшăн ĕçлес, тăван халăха усă кӳрес, йăх тымарне çирĕплетсе малалла аталантарас, килес ăрусем валли çул уçса парас тесе… <...>

Лидия ФИЛИППОВА калаçнă.

♦   ♦   


Пĕччен мар…

Тĕлĕнмелле сăпайлăскер вăл, çынпа калаçма ухатаскер, республикăри кардиологи центрĕнче тăрăшаканскер, хăйĕн ĕçне чунтан парăннăскер. Надежда Дадюкова хĕр чухнехи хушамачĕ Золотникова Елчĕк округĕнчи Аслă Елчĕкре пилĕк ачаллă çемьере виççĕмĕш пепке пулса çут тĕнчене килнĕ. Кун çути кăтартнă çывăх çыннине питĕ юратни, хисеплени Надежда Федоровнăн сăмахĕнченех палăрса тăрать — калаçура вăл амăшĕ патне тăтăшах таврăнать. «Анне çапла калатчĕ, анне çакăн пек вĕрентетчĕ…» — юратнă çыннин сăмахĕсене тăтăшах аса илет вăл.

Амăшĕн çулĕпе

Çавăнпах-тăр шкултан вĕренсе тухнă хыççăн малалла ăçта каясси пирки шухăшласа пуç ватман. Амăшĕ ялта фельдшерта ĕçленĕ. Пĕчĕк Надя ун патне ача чухне тăтăшах çӳренĕ, мĕн ĕçленине сăнанă. Юн пусăмне виçни — ун чухне хальхи пек электрон тонометрсем пулман-ха, сурансене çыхни тата ытти те питĕ килĕшнĕ ăна. Çавăнпах хĕр пĕр шухăшласа тăмасăр И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне çул тытнă. Ах, анчах! Экзаменсене ăнăçлах панă-ха вăл, шел те, пысăк конкурс витĕр тухса студентсен йышне лекмешкĕн пĕр балл çитмен. Мĕн тумалла? Шкулта пĕрле вĕреннĕ тантăшĕ, вĕсем документсене пĕрле панă, яла таврăнас темен, медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Надьăна вара амăшĕ район больницине ĕçлемешкĕн вырнаçма сĕннĕ. Çулталăкран татах документсем пама пулать. Амăшĕ каланине итлеме хăнăхнă хĕр çапла тунă та. Хăй калашле, Елчĕк больницинче «çулталăк мунчала сĕтĕрнĕ» вăл. Анчах та кунпа çырлахман, вĕренме кĕмешкĕн тĕплĕн хатĕрленнĕ, тĕрĕслев ĕçĕсем çырнă. Шел те, иккĕмĕш хутĕнче те ăнăçу ун енче пулман. Çакăн хыççăн Надежда хатĕрленӳ курсĕнче ăс пухнă, унта экзаменсем ăнăçлă тытса хăй суйланă факультета пурпĕрех вĕренме кĕнĕ. «Тухтăр профессийĕ тĕлĕнмелле килĕшет, — каласа кăтартать Надежда Федоровна. — Анчах ку ĕçе тата тарăнрах пĕлес килетчĕ. Çавăнпа виççĕмĕш курсра медицина сестринче ĕçлеме вырнаçрăм. Çапла тума ирĕк паратчĕç пире. Чăн та, маншăн ку пĕлтерĕшлĕ урок пулчĕ, юн тымарĕнчен тирме те, система лартма та хăнăхрăм. Мĕнле медицина ĕçченĕ пулам-ха унсăрăн — çак ĕçсене те тума пĕлмесен?» Васкавлă пулăшу больницин урологи уйрăмĕнче медицинăри пĕрремĕш утăмĕсене тăвать вăл. Чирлисен хушшинче — тĕрлĕ çын. Шалти чулсене пула васкавлă илсе пынисем ыратнине чăтаймасăр кăшкăраççĕ, студентка тепĕр чухне çĕрĕпе куç хупманни те пулать, çапах та çак тапхăра Надежда Федоровна пархатарлăн аса илет. Вĕренме кĕмешкĕн районтан тĕллевлĕ направлени панăмĕн, анчах хĕр тăван тăрăха таврăнасси пирки иккĕленнине ун чухнех палăртнă — качча тухĕ те хуларах юлĕ. Çапла пулса тухнă та. Республика больницинче ординатура тухнă вăхăтра Надежда пурнăçĕнчи пĕлтерĕшлĕ çак утăма тунă. Çемьеллисене вара Шупашкарта хăварнă. Надежда, халĕ ĕнтĕ Дадюкова, Чапаев ячĕллĕ завод больницинче участок терапевтĕнче ĕçлеме пикеннĕ. «Анне каланине яланах асра тытнă, — сыпăнать калаçу. — Пӳлĕме пациент кĕрсен пĕтĕм ĕçе пăрахса ун çине пăхма вĕрентетчĕ çывăх çыннăм. Мĕнле утса кĕрет, мĕнле сывлать, куçĕнче мĕн çырăннă? Тепĕр чухне çакăн тăрăхах çур диагноз лартма пулать». Участок тухтăрĕнче тăхăр çул тăрăшать вăл. Çăмăл пулман. Çапах та вĕрентсе пыракансем пуррине кура йывăрлăхсене парăнтарма хăнăхать çамрăк тухтăр. «Вĕрентекенсем тенĕрен, ку енĕпе ăннă пире, — палăртать Надежда Федоровна. — Студент çулĕсенче пулăшса, çул уçса пынăшăн Владимир Саперов профессора тав тăвас килет. Вăл мĕнле ăс пани халĕ те асрах. Ĕçлеме пуçласан аслă юлташсем сĕнӳсемпе пулăшатчĕç». Пĕр вăхăт Чантăрта вырнаçнă реабилитаци центрĕнче вăй хурать вăл. Йĕри-тавра йывăç-курăк ешерет, кайăксем юрлаççĕ, сывлăшĕ таса… «Пире халĕ эмел таврашĕ пачах кирлĕ мар», — тенĕ операци тӳссе ирттернисем. Хальхи вăхăтра Надежда Дадюкова кардиологи диспансерĕнче физиотерапевтра тăрăшать. Итлеме те, калаçма та «Çынсем больницăна сипленме, кунта хăйсене пулăшасса шанса килеççĕ, — тет Надежда Федоровна. — Тимлĕн итлеме кăна мар, вĕсемпе калаçма та пĕлмелле. Манăн ĕçе питĕ пĕлтерĕшлĕ темелле те мар пуль, хирургсем, авă, çынна пурнăç парнелеççĕ… Калăпăр, ӳпке юн тымарне юн кĕвелĕкĕ хуплама пултарать. Кун пек чухне çынна питĕ хăвăрт пулăшсан çăлса хăварма май пур. 3-4 уйăх каялла çамрăк арçынна илсе килчĕç — тромб вырăнтан тапранса ӳпке юн тымарне лекнĕ. 36 çултискере, виçĕ ача ашшĕне, медицина пулăшăвĕпе хăвăрт тивĕçтерсе вилĕм аллинчен туртса илчĕç». Çапах та сăпайлăхне кура Надежда Федоровна хăйĕн ĕçĕ çинчен каласа çитереймест-тĕр. Калăпăр, вĕсем пациентсене операцие хатĕрленме пулăшаççĕ, чирлисем хирург çĕççи айĕнчен тухсан вĕсем пулăшнипех малалла хăйсем тĕллĕн сывлама хăнăхаççĕ. Операци вăхăтĕнче организма искусствăлла сывлав çине куçарнине пула ӳпке лапчăнсах ларать. Ăна туллин хăй тĕллĕн ĕçлеттерсе ямаллине шăпах Надежда Федоровна ăнлантарать, инструктор вара хусканусене кăтартать – физиотерапи мелĕ шăпах вырнаçуллă пулса тухать. Кирек мĕнле операци те – теветкеллĕх. Аппендикса касса илнĕ чухне те усалли пулма пултарать. Кунта вара юн тымарĕсемпе, чĕрепе çыхăннă. Çакна ăнланса хăшĕ-пĕри ниепле те хăйне алла илеймест, лăпланаймасть. Кун пек чухне те физиотерапевт сиплевĕ питех те пĕлтерĕшлĕ — лăплантарас тĕллевпе чирлисене электричество мелĕпе çывăратаççĕ. Надежда Федоровна хăй те операцие хатĕрленекенсем валли те, ун хыççăн та чирлисемшĕн шăпах кирлĕ сăмах тупма пĕлет. Тăванлăх Надежда Федоровна йăх-несĕлĕ çинчен те каласа кăтартрĕ. Сăмах май, вĕсен йăхĕнчен тухнă Иван Золотников 1946-1951 çулсенче Чăваш АССР финанс министрĕнче ĕçленĕ. Хушамат историне те аван пĕлет хĕрарăм — çакна каллех амăшĕ каласа кăтартнă. Тахçан-малтан ялта вĕсене Фомкин хушаматпа пĕлнĕ. Урама выляма тухсан ача-пăча Хумкка тесе витленĕ. Çакăншăн питĕ тарăхнă-мĕн мăн аслашшĕ, ӳссе çитсен хушаматне улăштарма тĕв тунă. Çав вăхăталла Патреккел ялне Илья Ульянов пынă. Шкула тавçăруллă ачасене пухнă. Илья Николаевич хăма çине задача çырнă, ăна шутлама вырăнти вĕрентекен шăпах Илья Фомкина чĕнсе кăларнă. Ача тухать, хăма çине пăхать — çырмашкăн пĕвĕ çитмест. Илья Николаевич çакна асăрхаса ачана хăй ларнă пукан çине çĕклесе тăратать. Шĕвĕркке задача тупсăмне хăвăртах шĕкĕлчесе кăларать. «Мал золотник, да дорог», — ачана мухтаса пуçĕнчен шăлать хайхискере Ленин ашшĕ. Мĕн вăл — золотник? Мухтанă — апла пулсан лайăх сăмахах. Çапла вара вырăс сăмахне ӳссе çитичченех асра тытса каярахпа йăх хушаматне çавăрать — Фомкинсем Золотниковсем пулса тăраççĕ. Йăх-тăванлăхпа çыхăннă тĕслĕх нумай çырăнса юлнă хĕрарăмăн асĕнче. «Василий Давыдов-Анатри ялсем тăрăх чăваш юррисене пуçтарса çӳренĕ, — каллех амăшĕн аса илĕвĕ патне таврăнать Надежда Федоровна. — Пирĕн яла пырсан ăна мăн асаттепе паллаштарнă. Сăвăçпа иккĕшĕ çĕрĕпе калаçса ларнă. Мăн асатте хăнана юрласа кăтартнă, анчах юрра хăй çырнине каламан. Халĕ вара «Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать» чăваш халăх юрри пулса тăнă». Ĕненӳ Надежда Федоровна сăмахĕнче тăтăшах Турра асăнать. Паллах, çакăн сăлтавĕпе кăсăкланмасăр чăтаймарăм. «Пире анне мĕн пĕчĕкрен Турра ĕненме вĕрентнĕ, — каласа кăтартрĕ вăл. — «Çӳлти аттемĕре», сăмахран, ачаранпах пĕлнĕ. Çынна усал ан ту, ырă сун, Турра тав тума ан ман — çакна эпир пĕчĕкрен вĕренсе çитĕннĕ. «Сылтăм алă мĕн панине сулахаййин пĕлмелле мар, ыррине ту та — манса кай, çаврăн та ут. Туррăн икĕ ампар кĕнеки пур: пĕрне — лайăххине, теприне япăххине çырса пырать», — вĕрентсе ӳстернĕ пире. «Турăçăм, пӳлĕхçĕм, пулăшсам», — çапла пуçлатчĕ ĕçе аннем. Çывăх çыннăмăрсем иккĕшĕ те тĕлĕнмелле сăпайлă çынсем пулнă. Атте, колхоз бригадирĕ, вăрçă ветеранĕ, чунран тăрăшса ĕçлетчĕ. Вăл атеист пулнă, çавăнпа анне пире шăппăн ĕненме вĕрентетчĕ. Çакăн çинчен кăшкăрса çӳремелле мар вĕт. Атте, ырă та çемçе чунлăскер, пĕрлешӳллĕ ĕçшĕн хăйĕн юлашки çи-пуçне хывса пама хатĕрччĕ. Хăмла лартнă вăхăтра килти шалчасене пуçтарса колхоза илсе кайни асра. Ĕç вăхăтĕнче киле те таврăнмастчĕ, анне апат пĕçерсе паратчĕ те ун валли илсе каяттăмăр. Тĕлĕнмелле килĕшӳллĕ пурăнатчĕç вĕсем». Мĕн пĕлнипе çырлахмасть Надежда Федоровна, вĕçĕмех вĕренет, çав шутра — пациентсенчен те. Халăхра сарăлнă тĕрлĕ сиплеве ăша хывать вăл, сиплĕ курăксене те тĕпчет. Сăнĕпе питĕ çамрăк курăнать хĕрарăм. Çакă чунра килĕшӳпе çураçу хуçаланнипе те çыхăннă-тăр. Пурне те ырă сунать вăл, пулăшма тăрăшать. Çутçанталăк пулăмĕсене ăнланса, вĕсемпе çыхăнса пурăнать. Çакă нумай чиртен сыхланма пулăшнине çирĕплетет. Турра ĕненни, тав тума манманни, унăн хăватне шанни — çакă пурнăçра тĕревленине палăртать. Тăватă çул каялла вара вăл дача туяннă. Çакă та чунчĕрере килĕшӳ туйăмне тымар яма пулăшнине çирĕплетет. Малтанах çумăртан кĕрсе пытанмалăх çурт кăна пулнă. Майĕпенех пĕчĕк сарай ӳссе ларнă, ун çумне — мунча, уçă сывлăшра чей ĕçмелли кĕтес, утса çӳремелли вырăнсене тирпейленĕ. Кӳршисем унран тĕлĕнеççĕ — пĕчченех мĕнле ĕлкĕрет, вăй çитерет йăлтах? «Эпĕ пĕччен мар вĕт, — йăл кулать хĕрарăм. — Турăпа, атте-аннепе пĕрле». <...>

Рита АРТИ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.