Çамрăксен хаçачĕ 11 (6562) № 27.03.2025
«Хама урăх енĕпе тĕрĕслес килчĕ»
ВĂЛ ФИНАНС, ЭКОНОМИКА ЕНĔПЕ ВĔРЕННĔ. УНĂН ПРОФЕССИЙĔ ПУЛТАРУЛĂХПА ПАЧАХ ÇЫХĂНМАН, АНЧАХ КУ ЕНĔПЕ ХАЛĔ ÇИНЕ ТĂРСАХ АТАЛАНАТЬ. ТАТЬЯНА АБРАМОВА — ЮРĂÇ ТАТА МОДЕЛЬЕР. КУНСĂР ПУÇНЕ ВĂЛ — АЛĂ ĂСТИ, ТАШЛАМА ТĔРЛĔ КАПĂРЛĂХ ХАТĔРЛЕТ.
Пĕрремĕш юрă
— Татьяна, сана чăтăмлăха, илеме, тăрăшулăха, паллах, çывăх çыннусем парнеленĕ. Калаçăва аçу-аннӳрен пуçлар-и?
— Атте халĕ тивĕçлĕ канура. Вăрмарта связистра чылай вăхăт вăй хучĕ. Унăн алли, чăн та, ылтăн. Ĕç хыççăн пушă вăхăтра ял çыннисене телевизор, радио, телефон юсаса паратчĕ. Халĕ те ку енĕпе ĕçлеме чăтăмлăх çитерет. Эпĕ атте пекех: пуçланă ĕçе вĕçне çитермесĕр лăпланаймастăп. Тумтире вĕтĕ шăрçапа хитрелетме тытăнсан çур çĕр иртнине те сисместĕп. Маншăн вăхăт чарăнса ларать тейĕн. Анне мана хăйĕн ачашлăхне, çепĕçлĕхне панă. Вăл мана 7 уйăхра çуратса çын тунă. Асли пулнăран манран ялан çирĕпрех ыйтнă. Чунпа вăйлă пулсан та тепĕр чухне кино курса куççульленетĕп. Анне качча тухиччен Хусанта ĕçленĕ, унтан хамăр ялти кирпĕч заводĕнче чылай çул тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва тухиччен садикре хуралçăра вăй хучĕ. Халь иккĕшĕ те кил хуçалăхĕнче тăрмашаççĕ. Аннепе çĕр çырли ӳстеретпĕр. Пирĕн пахча тулли чечек. Кĕл чечексем çитĕнтеретпĕр. Аттепе анне умлăн-хыçлăн виçĕ ача çуратнă: икĕ хĕр, чи кĕçĕнни ывăл. Йăмăкăм Вероника — бизнесвумен, 4 хĕрача амăшĕ. Данила Ленский шоумен йĕркеленĕ проектсенче пикесене илем кӳрет. Шăллăм Евгений мăшăрĕпе Вăрмарта пурăнать, Мускава ĕçлеме çӳрет. Вăл — икĕ ача ашшĕ.
— Эсĕ юлашки вăхăтра тăрăшсах пултарулăхра аталанатăн. Эпĕ çырнă «Чечексем» сăвва юрра хывса сцена çине тухрăн. Модельер пулса тăтăн, çутçанталăк панă илеме подиум çинче кăтартатăн. Хăвах тум, тĕрлĕ эреш, корона ăсталатăн. Санăн ĕç пӳлĕмĕнчи чӳрече янахĕ çинчи фиалкăсемпе орхидейăсем килен-каякана савăнтараççĕ. Кала-ха, хăвна хăш чечекпе танлаштарма пултаратăн?
— Кĕл чечекпе тата пионпа. Кăмăл çаврăнсан вара хама шурă чечек пек те туятăп.
— Эсĕ — чечек хушшинче çитĕннĕ хĕр пĕрчи. Çавăнпа чуну юрласшăн пулнинчен тĕлĕнместĕп те.
— Ачаранпах юрлама, ташлама кăмăллатăп. Музыка тĕнчи илĕртетчĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне Вăрмарти музыка шкулĕн пирĕн ялти филиалĕнче 5 çул ăс пухрăм. Юратнă вĕрентекен Анна Яковлева чылай вăрттăнлăха уçса пачĕ: баян, фортепиано, сольфеджио мĕнне ăнлантăм. Анчах шкул хыççăн аннене итлесе Канашри финанспа экономика колледжне вĕренме кĕтĕм. 20 çул ĕнтĕ налук тытăмĕнче вăй хуратăп. Халĕ ертсе пыракан специалист-экспертра ĕçлетĕп.
— Хăш самантра пултарулăх илĕртме пуçларĕ?
— Налук тытăмĕнче ĕçлекенсем те ахаль çынсемех. Вĕсем те савăнма пĕлеççĕ. Хамăр организацире иртекен уявсене май килнĕ таран хутшăнатăп. Уяв сценарине те çырма тивет. Пĕр евĕрлĕ ĕç ывăнтарать. Хама урăх енĕпе те тĕрĕслес килчĕ. 6 çул каялла хĕр тусăм мана Марина Тимукова ертсе пыракан «Тайны Востока» ушкăна ташлама чĕнчĕ. Пĕр-икĕ заняти хыççăн тусăм çӳреме пăрахрĕ. Эпĕ вара ташă ăшне пуçĕпех кĕрсе ӳкрĕм. Каярахпа хĕрсемпе сцена çине тухрăм. Халь аса илме питĕ интереслĕ. Ун чухне вара хумханнипе алă-ура вĕттĕн-вĕттĕн чĕтрерĕ. Çак туйăма çĕнтертĕм, конкурссене хутшăнма пуçларăм. Ĕç хыççăн ташлама урасене çĕре перĕнтермесĕр чупаттăм. Мăшăрăм манăн чун киленĕçне аванах йышăнчĕ. Мана ăнланать, пулăшать. Эпĕ килнĕ çĕре ачасем те тутă, ман валли те сĕтел çинче вĕри яшка пăсланса ларать.
— Паллă ӳнерçĕпе, чăваш историне тĕпчекен Дмитрий Мадуровпа çемье çавăрнă психолог Русалина Селентай чăваш тĕнчине çăмăллăн кĕчĕ. Шăпах вăл «Чечексем» юрра кĕвĕлерĕ.
— Чун туртăмĕнчен иртме çук. Русалина Селентайпа паллашнă хыççăн юрă тĕнчине çĕнĕрен кĕрсе ӳкрĕм. Вăл ирттернĕ концертра Марина Тимукова ертсе пыракан ушкăнпа ташлама килĕшрĕм. Русалинăна пула чăваш ташшисене ташлама пуçларăмăр. Ушкăнпа Екатеринбурга, Мускава та çитрĕмĕр.
— Эсĕ хĕвел тухăç тата чăваш ташшисене ташлатăн. Мĕншĕн шăпах вĕсене килĕштернине пĕлес килет.
— Вĕсене çыхăнтараканни – вĕтĕ тенкĕсем. Тенкĕсем шăнкăртатни чуна выртрĕ. Шăпах ташă мана масмак ăсталама хистерĕ. Çапла пуçланчĕ ку ĕç. Тенкĕсемсĕр пуçне вĕтĕ шăрçасемпе, хăюсемпе, тĕрĕсемпе, пластикран тунă йăлтăрккасемпе усă курма пуçларăм. Юлашки вăхăтра коронăсем, ятарлă кĕпесем ăсталама тытăнтăм. «Тайны Востока» ташă ушкăнĕ валли 10 корона ăсталарăм. Вĕсем — эксклюзив, ниçта та сутăнмаççĕ.
— Модель ĕçĕ мĕнпе илĕртрĕ тата?
— Ача чухнех аннен тумне тăхăнса тĕкĕр умĕнче авкаланаттăм. Алла микрофон тытнă пек те тăваттăм, ташлаттăм, мода кăтартнă пек утаттăм… Урамра тантăшсемпе кӳршĕаршă валли концерт лартма пуçларăмăр. Пĕтĕм урам пире курма пухăнатчĕ. Кайран ялти клуба çӳреме тытăнтăм. Хĕвел тухăç ташшисене ун чухнех килĕштернĕ эпĕ. Вăрмарта район шайĕнче иртекен конкурссене хастар хутшăнаттăм. Шкулта пĕр уяв та мансăр иртместчĕ. Çаксем мана модель пулма хавхалантарнă та.
Çумра — чăн-чăн туссем
— Хĕр пурнăçĕ хăналăх теççĕ…
— Колледж хыççăн хамăн профессипех аслă пĕлӳ илес тĕллевпе Мускаври гуманитарипе экономика университечĕн финас тата кредит уйрăмне вĕренме кĕтĕм. Ура çине çирĕп тăтăм. Унтан тин качча тухрăм, 5 çула яхăн тĕл пулнă каччăн мăшăрĕ пулса тăтăм. Мăшăрпа умлăн-хыçлăн икĕ ачана кун çути кăтартрăмăр: Анастасия тата Максим. Настя студире ташлама вĕренчĕ, унтан бокспа кăсăкланчĕ. Чармарăм. Хăйне шыраса пăхтăр терĕм. Кадет шкулĕнче вĕренчĕ. Дисциплина енчен пит çирĕп вăл. Хореографипе те интересленчĕ. Халь медколледжра ăс пухать. Пуласлăхра косметологи енĕпе хăйĕн ĕçне йĕркелесшĕн. Куншăн савăнатăп, пур енлĕн пулăшса пырăп. Ывăлăм та маттур. Лайăх вĕренет, яваплăха туять. Вăл программист пулĕ тесе шухăшлатăп. Хăй тĕллĕн компьютер пуçтарчĕ.
— Модель профессийĕ патне таврăнар-ха…
— Ачасем çитĕнсен хам кичемрех пурăннине ăнкартăм. «Кун пек май килмест-ха», — терĕм. Артистсемпе сцена çине ташăсемпе тухма пуçларăм. Юбилейсене, уявсене ташлама çӳрерĕм. Паллакан пулса çитрĕç. Чĕнеççĕ. Данила Ленский шоумен та мана асăрхарĕ. «Чăваш Енри чи ăнăçлă тата хитре хĕрарăмсен ТОП-100» проекта хутшăнма йыхравларĕ. Кубок çĕнсе илтĕм. «Раççей супермоделĕ — 2024» интернет-конкурса хутшăнма сăн ӳкерчĕк ярса патăм та «Супер модель» ята тивĕçрĕм. Вера Павликава ертсе пыракан «Атмосфера» модельсен шкулне çӳреме пуçларăм. Тусăм Надежда Сергеева юрăç манăн куратор пулса тăчĕ. Пурнăçăм тĕпрен улшăнчĕ. Юрать, мăшăрăм тĕрек пулчĕ. Модель вăрттăнлăхĕсене ăса хывсан хĕр туссемпе Глазов хулине тум кăтартма кайрăмăр. Киле çĕнтерӳпе таврăнтăмăр. Отпуск вăхăтĕнче тепĕр конкурса чĕнчĕç: «Раççей /Чăваш Ен/ топ-моделĕ – 2024». Пĕр шухăшламасăр килĕшрĕм. Иккĕмĕш вице мисс ята тивĕçрĕм. Ӳнер музейĕнче иртнĕ конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăнтăм. <...>
Альбина ЮРАТУ калаçнă.
♦ ♦ ♦
«Мана аса илеççĕ тесе чуна йăпатрăм…»
2022 çулхи çу уйăхĕнчи хĕвеллĕ кун Çĕрпӳ округĕнчи Кăнарти лавккана палламан çын хыпаланса кĕнĕ. Надежда Павлова, лавкка хуçи, вăл ăçта питĕ васканине ыйтнă. «Луганска çитмелле, контракт çыртăм. Сирĕн кӳршĕ ялти тусăмпа сыв пуллашса ĕлкĕрмелле», — хуравланă арçын.
Палламан çынна шыранă
— Тăр-ха! — тытса чарнă ăна сутуçă. — Сана кам хăвалать, нуша килнĕ-и?
— Никам та, унта — манăн туссем, эпир мар тăк — кам?
Надежда Леонидовна — мĕн ачаран патриот воспитанийĕ илсе ӳснĕ ăрури çын. Пĕр хутчен самантлăха курнă пач палламан арçын сăмахĕсем унăн чунне çав тери тарăннăн кĕрсе юлнă. Пахчара ĕçленĕ чухне те пуçрах çаврăннă. Унпа тепĕр хутчен тĕл пулса калаçас, мĕнпе те пулин пулăшас килнĕ. Вара пуçланă вăл ятне те ыйтса юлма ĕлкĕрейменскере шырама. Вăл кӳршĕ яла кам патне килнине пĕлнĕ. Хайхи салтак Андрей ятлă, Çĕнĕ Шупашкартан иккен. Кӳршĕ ял арçыннипе Мускавра пĕрле ĕçленĕ те туслашнă. Унăн хушаматне, ашшĕ ятне тӳрех палăртайман. Надежда Павлова ăна 3 уйăх шыраса Çĕнĕ Шупашкарти, Çĕрпӳри çар комиссариачĕсене çитнĕ. Анчах даннăйсене унтан йăпăр-япăр ыйтса илме çуккине ăнланнă. Кĕркунне тулли мар мобилизаци пуçланнă. Ятарлă çар операцине тухса каякансем кирлĕ япаласене, çи-пуçа кашни харпăр хăй илсе кайнине кура Надежда Леонидовнăн вĕсене çав тери пулăшас килнĕ. Аппăшĕпе, йăмăкĕпе канашланă вăл. Тăванĕ панă, хăйĕнчен хушнă укçапа 15 пин тенкĕлĕх çăм туяннă та халăха салатса панă. «Кӳршĕ ялсенчи çынсем урлă, почтальонсемпе калаçса нуски çыхакансене шырарăм. Çыхма пĕлни кăна мар, пулăшас тени чунран тухни пĕлтерĕшлĕ вĕт. Ун чухне волонтер ушкăнĕсем чăмăртанманччĕ-ха. Çыхнă нускисене ăçта кайса памаллине те пĕлмен. Çĕрпӳ округĕн администрацийĕ мобилизаципе каякансем валли япаласем хатĕрленине пĕлтĕм. Çĕрпӳри культура центрне 300 ытла мăшăр нуски илсе çитертĕмĕр те вĕсене салтаксем валли хатĕрленĕ кашни хутаçа чикрĕмĕр. Мобилизаци вĕçленичченех çак ĕçе пăрахмарăмăр. Кайран мĕн май килнĕ, çавна пуçтарма тытăнтăмăр. Халăх пирĕн паталла туртăнчĕ. Мăшăрăмпа Юрий Ивановичпа хамăрăн машинăна «Лада Ларгуса» лăк туличченех тиесе Шупашкарти «Зов Чувашии» волонтерĕсем патне темиçе хутчен те апат-çимĕç, тумтир леçрĕмĕр. Назаровсен çемйи вĕр çĕнĕ тăлăпсем, пушмаксем илсе килчĕ. Адреслă посылкăсем ятăмăр, ещĕкĕещĕкĕпе консерваци хатĕрлерĕмĕр, шыв тата ыттине ăсатрăмăр. Халăх укçа илсе килме тытăнчĕ, вĕсемпе нускисем, апат- çимĕç… туянтăмăр», — каласа пачĕ Кăнарти «кĕмĕл» волонтер.
Больницăран наçилкка ыйтнă
Çулталăкран каллех çав лавккана хăлтăртатса палламан икĕ арçын кĕрсе тăнă. Хутсемпе пикенсех ĕçлекен сутуçă вĕсем çине тӳрех пăхман та. «Надежда…» — тесен кăна пуçне чалт! çĕкленĕ. Ун çине салтак форми тăхăннă арçын пăхса тăнă. «Эсĕ мана палламарăн-и?» — тенĕ хайхискер вырăсла. «Пăхса тăрсан-тăрсан чĕре хырăм тĕпне анса кайрĕ… «Андрей!» — кăшкăрса ятăм эпĕ. Иртнĕ тĕлпулуранпа вăл чылай аслăрах курăнчĕ. Чăвашах иккен, эпир унпа вырăсла калаçнăччĕ. — Андрей, Андрей! Мана епле шыраса тупрăн? — Эсир мана шырани пирки каларĕç. Пĕлетĕр-и, мĕн тери паха пулчĕ вăл маншăн! Ман çинчен те шухăшлаççĕ, аса илеççĕ тесе чуна йăпатрăм. Вăл куç умĕнче чĕрĕ-сывă тăнăшăн хĕпĕртенипе хама пĕлĕт çинчи пек туйрăм. Прилавок енчен тухса ыталарăм. Арçын чутах ӳкетчĕ. Пăхрăм та — икĕ ури те çук. Шăлавар пĕççи çакăнса тăрать, икĕ костыльпе, протез лартма ĕлкĕреймен... Андрейран Çĕнĕ Шупашкарти «Чебурашки» волонтерсен ушкăнĕ çинчен пĕлтĕм. Вĕсем салтаксем валли апат типĕтеççĕ. Эпир те унта пахча çимĕç турттарма тытăнтăмăр. Çула май хулана каймалла тăк тулли михĕсем хурса каятпăр. Тăварланă хăяр, кавăн, кишĕр, типĕтнĕ ешĕл çимĕç… пĕтĕмпех халăх илсе килет. Унччен эпĕ пускăчлă телефонпа кăна усă кураттăм. Сенсор экранлипе ĕçлеме пĕлмен — кирлĕ пулман та вĕренмен. Упăшка хальхи йышши телефон туянса пачĕ. Унпа ĕçлеме хăнăхрăм, мессенджерти чатсене кĕтĕм, пĕлтерӳсем ятăм. Çынсем тата ытларах пулăшма тытăнчĕç. Ăçта май килнĕ — Шупашкара, Çĕнĕ Шупашкара — гуманитари пулăшăвĕ пухса леçрĕмĕр. 2023 çул вĕçĕнче Надежда Афанасьева пуçарнипе «Çĕрпӳ» волонтерсен ушкăнĕ йĕркеленчĕ те ытларах унта илсе кайрăмăр. Çĕнĕ Шупашкарти Сăваплă Николай чиркĕвне çавах леçме пăрахмарăмăр. Ытти округран та пахча çимĕç илсе пырса параççĕ унта. Çынсем пĕчĕк урапасемпе пыра-пыра илеççĕ те пахча çимĕçе килĕнче типĕтеççĕ. Андрей патне хваттернех пырса паратпăр. Вăл ятарласа электросушилка туянчĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ СВОна хутшăнакансем валли салă тăварлаççĕ, консерваци хатĕрлеççĕ... Мĕн кăна пуçтарман-ши эпир? Çулла ятарласа милĕк касма кайрăмăр. Волонтерсен «Çĕрпӳ» чатне килнĕ заявкăсене тултарма пулăшатпăр. Сăмахран, салтаксем наçилккасем ыйтнă та маркетплейсра саккас патăм. Укçа часах пухăнмасть. Волонтерсем гуманитарка леçме тухса кайиччен ĕлкĕрмеллеччĕ. Тăвансенчен ыйтрăм, Зоя аппа Питĕртен ярса пачĕ. Çапла пĕрчĕнпĕрчĕн укçа пухса заявкăна хупрăмăр. Манăн аппа Аля Çĕрпӳ районĕн тĕп больницине кĕрсех ыйтнă. «Васкавлă медпулăшура» ăна икĕ наçилкка тупса парса янă. Госпиталь валли минтер, матрас, утиял, вырăн таврашĕ чылай пухрăмăр. Çамрăксене те волонтер ĕçне явăçтартăмăр. Тутайкассинчи Сергей Архипов — ку енĕпе лидер. Хаваспах пулăшма килĕшрĕ. Вĕсен унчченех «Маттурсем» ятлă ушкăн пулнă та пĕтĕм ĕçе ун урлă йĕркелеççĕ. Çамрăксем пикенсех ĕçе тытăнчĕç. Укçа та, гуманитарка та пухса параççĕ. Пысăк заявкăсем пулсан пĕрле тултаратпăр. Кам мĕнпе пултарать, çапла пулăшать ял халăхĕ. Акă Алена Емельянова почтальонка тивĕçлĕ канăва тухрĕ те пĕрремĕш пенси илсен тӳрех салтаксем валли укçа пачĕ. Çавăн пек çынсем пурришĕн чун савăнать», — палăртрĕ Надежда Леонидовна. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
«ДНК» пĕртăвансене шыраса тупма пулăшнă
«40 çула çитсен пĕртăвансем тупăнсан пĕлĕт çинчен ырлăх йăтăнса аннăнах туйăнать. Иртнĕ çул НТВ телеканалпа пыракан «ДНК» кăларăм пире, виçĕ пĕртăвана, пĕр-пĕрне тупма пулăшрĕ. Пирĕн аннесем расна, атте — пĕрре. Çакна ДНК анализĕ çирĕплетсе пачĕ. Халĕ эпĕ — пуянран та пуян хĕрарăм», Савăнăçлăн пĕлтерчĕ Шупашкарта пурăнакан Анна Ефимова.
Пушăн 8-мĕшĕ — хурлăхлă кун Анна Ефимова /хĕр чухнехи хушамачĕ — Бортникас/ Çĕнĕ Шупашкар хулинче 1982 çулта çуралнă, 10-мĕш вăтам шкулта пĕлӳ пухнă. Унтан 9-мĕш училищĕре бухгалтер профессине алла илнĕ. Бортникассен çемйинче икĕ ача çитĕннĕ. Аннăн пиччĕшĕ Андрей пулнă. «Пирĕн çемье килĕштерсе пурăнатчĕ. Атте — Виктор Юргисович, анне — Галина Васильевна. Вĕсем Çĕнĕ Шупашкар хулине хута янă чухне стройкăна ĕçлеме килсен паллашнă. Пĕрлешнĕ чухне атте — 33 çулта, анне 27-ре пулнă. «Туя пире те чĕнмен, иккĕшĕ Атăл тăрăх теплоходпа ярăнма кайнă», — тесе каласа паратчĕ кукамай. Атте питĕ хитре, çӳллĕ те кĕрнеклĕ арçынччĕ. Ĕçкĕ-çикĕре кирек мĕнле ушкăна илем кӳретчĕ. Юрлама ăстаччĕ. Ним мар сăвă çырса хуратчĕ. Хĕрарăмсем питĕ кăмăллатчĕç ăна. Хăй вара ачасене çав тери юрататчĕ. Манăн юлташсене пурне те ятран пĕлетчĕ. Пĕрле пуçтарăнсан кашнин пурнăçĕпе интересленетчĕ. Çемьере мана, те хĕрача пулнăран, пиччерен ытларах юратнă пек туйăнатчĕ. Пĕр самант асра. Анне аттепе иксĕмĕре лавккана килте çӳремелли кĕпе туянма ячĕ. Унта çитсен чĕнтĕрлĕ хитре кĕпе куç тĕлне пулчĕ. Ăна туянса пама ыйтрăм. «Эсĕ манăн принцесса вĕт», — терĕ атте. Тăхăнса пăхрăм та, ăна хывмасăрах аннен ĕçне çитрĕмĕр. Çак кĕпене туяннăшăн кăмăлсăрланчĕ вăл. Кашни канмалли кун анне питĕ тутлă кукăль пĕçеретчĕ. /Çав йăлана халĕ эпĕ те тытса пыма тăрăшатăп./ Уявра яланах сĕтел тутлă апат-çимĕçрен йăтăнатчĕ. Анчах 1996 çулхи пушăн 8-мĕшĕ пирĕн çемьешĕн хурлăхлă кун пулса тăчĕ. Ун чухне анне яланхи пекех сĕтел çине кукăль кăларса хучĕ те… Телефон янăраса кайрĕ. Анне кăшкăрса макăрнипе пурте ун тавра пуçтарăнтăмăр. Атте вилни çинчен пĕлтернĕ иккен. Вăл уяв умĕн юлташĕсемпе эрех ĕçнĕ, тахăшĕ суррогат илсе пынă. Ăна ĕçнисем пурте вилнĕ. Эпĕ 13 çул та тултарманччĕ. Манран пĕр çул аслăрах пиччепе çурма тăлăха юлтăмăр. Атте пире яланах пĕр сăн ӳкерчĕк кăтартатчĕ. Унта унпа пĕрле хĕрарăм тата икĕ ачаччĕ. «Ку сирĕн аппăрпа пиччĕр Иннăпа Юра», — тетчĕ. Çапла аттен малтан çемье пулнине пĕлтĕмĕр. Ытла çамрăк пулнă-çке ун чухне, тĕплĕнрех ыйтма та ăнкарман. Эпир çитĕнсен анне вилчĕ. Çавăн хыççăн аттен ачисене шыраса пăхрăм. Ара, ячĕсене пĕлетĕп-çке. Тата Бортникас хушамат та сайра тĕл пулать. Шыраса тупрăм, анчах ун чухне пирĕн сăмах сыпăнмарĕ», — каласа кăтартрĕ Анна. Ачисене парса хăварнă Иртнĕ çул вара Анна патне Мускавран, «ДНК» телекăларăмран, çитнĕ. Унăн çемйипе паллашнă, ДНК тума анализ илнĕ. Анна малтан ашшĕн малтанхи çемйинчи ачисемпе тăванлăха çирĕплетме анализ илеççĕ тесе шухăшланă. Вĕсем пирки кăштах пĕлнĕ-ха вăл. Вĕсем — йĕкĕреш Иннăпа Юра Бортникассем, Краснодар крайĕнчи Ейск хулинче пурăннă. Инна çапла каласа кăтартнă: «Аттене — Витас, аннене Валентина тесе чĕннĕ. Атте, чăнах та, Анна каланă пек, питĕ чипер арçын пулнă. Кирек мĕнле ушкăнра та ертсе пыракан пулнă. Эпир Юрăпа 1971 çулта çуралнă. Атте иксĕмĕре садике илсе çӳренине астăватăп. Илме те вăлах пыратчĕ. Эпир кăнтăрла çывăрса тăнă çĕре Юрикăн вырăнĕ çинче — çемçе упа выртатчĕ, манăн вара – пукане. Ах, епле ăмсанатчĕç пире ачасем. Аттепе анне питĕ килĕштерсе пурăннă пек туйăнатчĕ. Каярахпа кукамай аттепе анне епле пĕрлешнине каласа пачĕ. Вĕсем ташă каçĕнче паллашнă. «Аçу аннӳне кашни кун тенĕ пекех ĕçрен чечек çыххипе кĕтсе илетчĕ. Туйне икĕ кун ирттерчĕç вĕт. Ун пекки сахал пулнă», — тетчĕ кукамай. Анчах вĕсен çак илемлĕ тапхăрĕ эпир 5 çул тултариччен кăна тăсăлнă. Анне кăмăлĕпе лăпкăн юхакан шыв пек пулнă, атте – вут-çулăм. Илемлĕ, пултаруллă пулни ăна хĕрарăмсен умĕнче хăпартлантарнă. Атте юттисем çине пăхма пуçланă. Çемье арканнă. Анне аттене машинăна илсе кайма, хăйне ачасене парса хăварма каланă. Текех ачасемпе тĕл пулмастăп тесе ăна сăмах партарнă. Çапла атте тухса кайнă. Кайран эпир Эстоние пурăнма куçрăмăр. 13-ре чухне пирĕн пата атте пырса кайнине астăватăп. Анчах нумайлăха мар, пĕр çур сехет тăчĕ те кайрĕ. Урăх эпир ăна курман. Аттене мĕн чухлĕ кӳренменши эпĕ? Мĕншĕн вăл пур çĕрте çурма тăлăх ӳсетпĕр-ши тесе шухăшлаттăм. Кайран аттен аппăшĕ Римма пире атте 1996 çулхи пушăн 8-мĕшĕнче вилни çинчен каларĕ. Çавăнтанпа эпĕ çак куна юратмастăп. Аня мана социаллă сетьре шыраса тупрĕ, малтанах пирĕн сăмах лармарĕ. 2008 çулта манăн йĕкĕреш хăраххи Юрик Египетра ăнсăртран вилсен пурнăç пĕтнĕнех туйăнчĕ. Эпир пĕр-пĕрне чунпа туяттăмăр, ăнланаттăмăр. Мана унсăр çав тери йывăр пулчĕ. Çавăн хыççăн аннерен аттен тата ачасем пурри-çукки пирки ыйтрăм. Çирĕплетрĕ. Анна тăван пулнине чунпа туяттăм. Ку кăларăма та çав тĕллевпе килтĕм». Чи аслă хĕрĕ Бортникассен çемйин уççихуппине пĕлме Иннăпа Анна та мар, Виктория Дугина ятлă хĕрарăм «ДНК» кăларăмран пулăшу ыйтнă. Вăл Амур тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ, халĕ Мускав облаçĕнче пурăнать. «Эпĕ аттене куçа-куçăн нихăçан та курман. Ун пирки ыйтсан анне питĕ çилленсе каятчĕ. Унăн ятне аса илме те хушмастчĕ. Аттен ятне эпĕ пĕлнĕ. Вăл — литовец, Витас Юргисович Бортникас. Мĕншĕн айăпланине пĕлместĕп, анчах 1967-1969 çулсенче ăна Амур тăрăхĕнчи колони-поселение янă. Çавăн чухне вăл манăн аннепе паллашнă. Анне йывăр çын пулсан атте ним каламасăрах тухса кайнă. Текех хăйĕн çинчен нимĕн те пĕлтермен. Анне пурпĕрех хĕрача çуратнине пĕлтерсе аттен тăванĕсем патне çыру янă, анчах хурав килмен. Çавăн пек пулса тухнăшăн аттене айăплатчĕ. Анне икĕ хутчен качча тухрĕ. Малтанхи тăван мар атте питĕ лайăх çынччĕ. Унпа 4 çул пурăнтăмăр. Тепри вара аçа та çиçĕмччĕ. Мана питĕ кураймастчĕ, час-часах кӳрентеретчĕ. Анне ман хута кĕрсен ăна та лекетчĕ. Кукамайсем патĕнче кăна хама аван туяттăм. «Атте тупăнсан мана кӳрентерме памĕччĕ-ха та», — тесе мĕн чухлĕ йĕмен-ши? Ӳссен ăна шыраса тупатăпах тесе тĕллев лартрăм. Унăн тата ачасем пулмаллах тесе шухăшлаттăм. Темшĕн унăн хĕрачасем пур пек туйăнатчĕ. Пĕрре тĕлĕкре аттене куртăм. Эпĕ ăна палламастăп та-çке, нихăçан та курман. Вокзалта тăратăп пек. Радиопа вокзалти информаци стойки патĕнче мана атте кĕтни çинчен пĕлтерчĕç. Васкаса çавăнта утрăм. Пăхатăп: умра хура тумланнă çӳллĕ арçын тăрать. Ман енне çаврăнчĕ çеç – вăранса кайрăм. Çавăнтанпа аттене шыраса тупас шухăш пуçран тухмарĕ. «ДНК» кăларăмран пулăшу ыйтрăм. Анне, паллах, питĕ хирĕç пулчĕ. Вăл ку ыйтăва никампа та сӳтсе явмассине пĕлтерчĕ. Çавна пулах унпа урлă пултăмăр. Мĕн тăвас тетĕн? Пурнăç шав малаллах шăвать. Мĕншĕн пирĕн ку тĕнчере пурăннă чухне вăрттăнлăхсене пĕлмелле мар? Аслисем пĕр-пĕрне ăнланса пĕтерейменнинче ачасен айăпĕ çук-çке. Аппасемпе шăллăм тупăннăшăн савăнатăп çеç», — терĕ Виктория. Кăларăма ашшĕн аппăшĕ Римма Марисина та пынă. Вăл нумай ыйтăва уçăмлатрĕ. Чăнах та, çак хĕрсен ашшĕне литвалла Витас тесе чĕннĕ. Раççейре вăл хăйне Виктор тесе çыртарнă. Унăн хĕрĕсем пурте — Викторовна. Римма хĕрсене питĕ хавас пулчĕ, Витас-Викторăн пурнăçĕнчи хăш-пĕр самант пирки каласа пачĕ. Техникум пĕтернĕ хыççăн Риммăна направленипе Благовещенск хулине ĕçлеме янă. Унта вăл хăйĕн шăллĕне Витаса та илсе кайнă, фабрикăна ĕçе вырнаçтарнă. Унта ĕçленĕ чухне çамрăксем çапăçса кайнă. Айăплисене суд туса колони-поселение янă. Вĕсен йышĕнче ВитасВиктор та пулнă. Çапла вăл Амур тăрăхне пырса тухнă, Викторийăн амăшĕпе паллашнă. Хĕр йывăр çын пулсан каччă тарнă, аппăшĕ патне çитнĕ. Ашшĕ вилсен иккĕшĕ те Ейска таврăннă. Шăпах çавăнта Римма патне Викторийăн амăшĕ çырнă çыру çитнĕ. Шăллĕне кун çинчен каланă, лешĕ алă çеç сулнă. Çавăнпа Римма ку чăн пулнине ĕненмен. Каярахпа Витас-Виктор Ейскра Валентинăпа паллашнă, çемье çавăрнă. Анчах çемье арçын кăмăлĕ вылякаланнине пула арканнă. Виççĕмĕш хут авланнă вăл. Çĕнĕ Шупашкарта ĕçлекен Галинăпа пĕрлешсе Андрейпа Аннăна кун çути кăтартнă. Галинăпа пурăннă чухне вăл сарăмсăр вилнĕ. Римма хальччен шăллĕн икĕ çемйинчи ачисемпе те çыхăну тытнă. Халĕ шăллĕн чи аслă хĕрĕ тупăннăшăн савăнать. Юнпа пыракан талант таçтан та шăтарса тухать теççĕ. Витас-Викторăн хĕрĕсем пурте пултаруллă. Ашшĕ пекех ларма-тăма пĕлмеççĕ, пур çĕре те ĕлкĕреççĕ, темпе те кăсăкланаççĕ. Ейскра пурăнакан Инна туристсем валли сувенирсем тунисĕр пуçне юмахсем çырать, юрăсем хайлать. Унăн хĕрача мăнукĕсем кукашшĕ пекех: музыкăпа кăсăкланаççĕ, юрăсем çыраççĕ, ют чĕлхесем вĕренеççĕ, тĕрлĕ музыка инструментне калаççĕ. Арçын ача мăнукĕсем вара спортра хастар. Вĕсен йышĕнче спорт мастерĕн кандидачĕсем те пур. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
Культура вучахне вут хурсах тăраççĕ
Ялта ĕç пит суйламалăх çук, çавăнпа ăçта чĕнеççĕ — çавăнта каятăн. Канаш округĕнчи Энтриялти клуба Наталия Александровăна ертсе пыма шансан малтанах вăл шикленнĕ. 7 çул иртсен вара: «Эпĕ хама кунта тупрăм», — тесе çирĕплетет.
Вăл ертсе пыракан культура çурчĕ те, ĕçченĕсем те çулсеренех тĕрлĕ конкурсра палăраççĕ. Наталия Владимировна хăй те 2022 çулта професси пултарулăхĕн республика шайĕнче иртнĕ «Культурăри чи лайăх çамрăк ĕçчен» конкурсра «Çамрăк ал ăсти» номинацире çĕнтернĕ. Ал ĕçĕ уншăн ачаран юратнă чун киленĕçĕ пулнă. Амăшĕн Тамара Кузьминан та çавнашкал пултарулăх пур. Пĕр вăхăт «топотушки» /конус евĕрлĕ, ураллă тетте/ пуканесем модăна кĕнĕ те Наташа çак мелпе теттесем ăсталанă. Халĕ вăл декораци топиарийĕсем, елкăсем, атлас хăюран тунă кĕл чечек композицийĕсем, интерьер пуканисем тăвать. Çакăн пек ăста çын клубра та кружок йĕркелемесĕр пултарайман. «Пирĕн таврари илем» ят панăскере ытларах шкул ачисем çӳреççĕ. «Хитрелĕхе асăрхама пĕлни пурнăçа илем кӳрет кăна мар, лайăх кăмăл, ырă шанăç çуратать», — терĕ культура ĕçченĕ. Мĕн кăна ăсталама вĕрентмест-ши ачасене Наталия Александрова? Вĕтĕ шăрçаран капăрчăксем те хатĕрлеççĕ, пусма таткинчен пуканесем те ăсталаççĕ… Культура ĕçченĕн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ пулнинчен тĕлĕнмеллиех çук-ха. Наталия Владимировна яшшисене те, ваттисене те ташлаттарма пултарать. Клубра ачасен — «Незабудки», çамрăксен — «Тинейджер», аслă ăрурисен «Салам» ушкăнĕсем ĕçлеççĕ. «Интернетран пăхса вĕренетĕп, хам та шухăшласа кăларатăп. Коллективсене фестивальсемпе конкурссене хутшăнтаратăп. Малти вырăнсене те йышăнатпăр», — каласа кăтартрĕ хореограф пултарулăхне туптаканскер. Хăш-пĕр ташша тĕпе хурса вĕсем клип та ӳкереççĕ. Видео ӳкермешкĕн çутçанталăка тухаççĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, çĕнĕлле ĕçлеççĕ, культура вучахне вут хурсах тăраççĕ. Ял çыннисем кунта хастар. Хĕрарăмсем «Пинер» фольклор ушкăнне юрлама çӳреççĕ. Ветерансем «Салам» ансамбльте чун йăпатмăшĕ тупаççĕ. Çак коллективсене Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Александр Никоноров ертсе пырать. Энтриялта сцена çине тухакан та, вĕсене курма килекен те пур. Хăйсемех концерт лартаççĕ, халăха пухса савăнăç парнелеççĕ. Наталия Владимировна качча кайиччен Канашри колледжра ăс пухнă, компьютер техникĕн специальноçне алла илнĕ. Кайран та çак хуларах пурăннă, лавккара сутуçăра тăрăшнă. Хĕр кукамăшĕ Лидия Михайловна патĕнче хваттерте пурăннă. Ку тĕслĕхре мăнукĕ — ялтан, кукамăшĕ — хуларан. Чылай чухне тепĕр майлă пулать-çке. Лидия Михайловна халĕ ку тĕнчере çук ĕнтĕ. Вăл Вăрнар районĕн хĕрĕ пулнă. Çитĕнсе çитсен Канашра ĕçлеме тытăннă. Качча кайса пурнăçне хулара пурăнса ирттернĕ. Ашкакай комбинатĕнче те, чукун çул çинче те пилĕк авнă. «Лавккара ĕçленĕ чухне пулас упăшкапа Павелпа паллашрăм. Пĕр-пĕрне килĕштерсе çемье çавăртăмăр. Тӳрех упăшка патне яла пурăнма куçрăм. Вăл ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пӳрт хăпартма тытăннăччĕ. Декрета кайиччен Канаша ĕçе çӳрерĕм. Ача çуралнă тĕле, 2013 çулта, çĕнĕ пӳрте кĕтĕмĕр», — пурнăçри паллă саманчĕсемпе паллаштарчĕ çамрăк хĕрарăм. Александровсен килĕнче виçĕ ăру пурăнать. Наталия — виçĕ ача амăшĕ. Хунямăшĕпе хуняшшĕ мăнукĕсене пăхма пулăшаççĕ. Павел вахта мелĕпе ĕçлеме çӳрет. Александровсем кайăк-кĕшĕк, сысна усраççĕ. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Киле пырсах кĕнеке вулаттараççĕ
Шупашкар округĕнчи Тутаркассинче çуралса ӳснĕ Ольга Максимова шкулта вĕреннĕ чухнех килпе çывăх ĕçе çӳреме ĕмĕтленнĕ.
«Шăпа темĕнле аякка илсе çитерсен те çыннăн яланах тăван тăрăхне чун туртать. Хăшĕ-пĕри çакна чылай çултан тин ăнланать. Ахальтен мар ĕнтĕ ватлăхра киле таврăнаççĕ. Эпĕ вара ача чухнех тăван ялшăн усăллă пулма, кунти халăхшăн ĕçлеме палăртса хутăм, — мĕншĕн яла юлнине ăнлантарчĕ çамрăк специалист. — Хулара çынсем транспортпа çӳресе мĕн чухлĕ нушаланаççĕ. Ăна кĕтсе хăшкăлаççĕ, вăхăта ирттереççĕ. Ĕçе кайнă-килнĕ чухне лăк тулли салонра пичкери килька пулă пек пыраççĕ. Студент чухнех çак хĕвĕшӳрен ывăнтăм. Ĕçе транспортпа çӳрес марччĕ, килтен инçе ан пултăрччĕ тесе картса хутăм». Оля та, йăмăкĕ Лиза та И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра филолога вĕреннĕ. Хулара вĕсем хваттер тара тытса пурăннă. Ольга Максимова тăван килте ашшĕ-амăшĕпе пурăнать, çемье çавăрман-ха. 8 çул каялла хăй ĕмĕтленнĕ пекех чуна килĕшекен ĕç тупнă: вăл — ялти библиотекарь. Хальхи вăхăтра ку професси çыннисем кĕнекепе кăна ĕçлемеççĕ, ниçта тухмасăр тăватă стена хушшинче лармаççĕ. Вĕсем артист та, психолог та, педагог та, информаци технологийĕсем енĕпе специалист та… Куллен тĕрлĕ мероприяти планне хатĕрлеççĕ, вĕсене пурнăçа кĕртеççĕ. Конкурссене вара Раççей шайĕнчи таран хутшăнаççĕ. Библиотекарĕн хаваслă, чĕрĕ, кăсăклă пулмалла. Ольга Максимова шăпах çавăн пек туйăнчĕ те. Ĕçтешĕпе Ольга Николаевăпа вĕсем килĕштерсе ĕçлеççĕ. «Манăн яланах çынсене пурнăçа интереслĕрех тума пулăшас килетчĕ. Пирĕн вулавăшра аслисем те, кĕçĕннисем те вăхăта кăмăллă ирттереççĕ. Хальхи йышши темĕнле чаплă технологисем те кĕнекене улăштараймаççĕ. Алăри телефон кирек хăш вырăнта та, хăть мĕнле хайлав тупса вулама май парать. Анчах çынсем пурпĕр библиотекăна килеççĕ. Кĕнекесен чунĕ, хăйсен историйĕ пурри илĕртет», — вулакансен йышĕ ӳснине палăртрĕ çамрăк специалист. Паянхи кун кунта 1700-е яхăн çын кĕнеке илме çӳрет. Ольга Максимова районти конкурсра «Ялти чи лайăх библиотекарь» ята та тивĕçнĕ. Вăл уйăхра пĕрре /çулласăр пуçне/ Юртукассинчи, Тутаркассинчи килтен тухса çӳреймен ватăсем патне кĕнекесем илсе каять. Халăх вулама ан пăрахтăр тесе библиотекарь нумай тăрăшать. Вулавăша илĕртес тĕллевпе ачасем валли ăсталăх лаççисем, викторинăсем… ирттереççĕ. Библиотекăра ал ăстисен кружокĕ те пур. Унта поселокри хĕрарăмсем çӳреççĕ, хăйсен опычĕпе пайланаççĕ. Çамрăксен — «БиблиоМАКСИМУМ», волонтерсен — «Паттăрсен тăхăмĕсем», шăпăрлансен «Почемучки» клубĕсем ĕçлеççĕ. Çулсеренех тĕрлĕ темăпа интереслĕ проектсем пурнăçлаççĕ. Вулавăш ĕçченĕсем — вырăнти ертӳлĕхĕн пĕрремĕш пулăшуçисем. Общество ĕçне вĕсем пек хастар хутшăнакан таврара çуках. Субботник, ял уявĕ, Физкультурник кунĕ ирттермелле-и — ĕç кам çине ытларах тиенет? Паллах, вĕсем çине. <...>
Алина ИЛЬИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...