Комментировать

21 Мар, 2025

Хыпар 21 (28338) № 21.03.2025

Спорт ырра вĕрентет

«Спортпа туслă пулни сывлăха çирĕплетет. Сывлăхлă çын — телейлĕ, пуян. Вăл пурнăçра хăйĕн вырăнне тупать, çитĕнӳ тăвать», — тет РФ çут ĕç халăх отличникĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Геннадий Быков.

Чемпиона çумăр айĕнче кĕтрĕмĕр

— Геннадий Викторович, хăвăр çинчен каласа парăр-ха. Мĕнле майпа педагог ĕçне суйласа илтĕр?

— Эпĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Хăмаркка ялĕнче çуралса ӳснĕ. Ялти сакăр çул вĕренмелли шкулта вĕреннĕ. Çемье пысăк пулнă. Атте-анне, кукамай тата 7 ача — виçĕ ывăлпа тăватă хĕр. Эпĕ — чи асли. Аттепе анне «Заря» колхозра ĕçленĕ. Пире мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Колхоза нумай пулăшнă. Çуллахи вăхăтра çывăрса выртман, 5 сехетрех ура çинче пулнă. Аслисем утă çулнă, эпир пуçтарнă, купасем тунă, лашапа çӳренĕ. Çитĕнсен хам та алла çава тытрăм. Вăтам классенче физкультура урокне кăмăллама пуçларăм. 1964 çулта шкула çамрăк вĕрентекен Николай Яковлев килсен спортпа ытларах хавхалантăм. Уроксем хыççăн йăпăр-япăр килти ĕçсене тунă та урама футболла выляма васканă, пăр çинче хоккейла вылянă, йĕлтĕрпе, тăвайккинчен çунашкапа ярăннă. Шкулта спортзал пулман. Çанталăк аван чухне уроксене урамра, йĕпе-сапапа çил-тăманра коридорта ирттернĕ. Хĕл кунĕсенче юнашарти вăрмана йĕлтĕрпе ярăнма çӳреттĕмĕр: унта хӳтлĕх, лăпкăлăх хуçаланатчĕ, сывлăшĕ те уçă та тасаччĕ. Ун чухне пластик пулман — йывăç йĕлтĕрпе ярăннă. Кăçатă тăхăннă та тухса ӳкесрен кантрапа çыхнă. Район шайĕнчи ăмăртусенче пĕрмай малтисем йышĕнче пулнă. Сакăр класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн физкультура учителĕ мана Канашри педагогика училищине физкультура уйрăмне вĕренме каймашкăн сĕнчĕ. Килĕшрĕм — унта кĕме заявлени патăм.

— Студент çулĕсем мĕнпе асра юлчĕç?

— Ун чухне кашни ача спортпа туслашнă. Конкурс пысăк пулнă: пĕр вырăншăн 8-9 çын тупăшнă. Ял ачисен хушшинче спортсменсем чылай тухнă. Пĕрисем — Шупашкарти педуниверситета, теприсем Канашри педагогика училищине вĕренме çул тытнă. Экзаменсене ăнăçлă тытнă хыççăн маншăн та студент пурнăçĕ пуçланчĕ. Вĕренме тата пурăнма кăмăллăччĕ унта. Каникул вăхăтĕнче Вăрнар районĕнчи «Ласточка» пионер лагерĕнче вожатăйра ĕçленĕ. Учитель профессийĕ манăн ĕçĕм пулнине лайăх ăнланнă. Педагогсем маншăн яланах ырă тĕслĕх пулнă. Иккĕмĕш курсра вĕренӳре те, спортра та хăюланса çитнĕ. Çăмăл атлетикăпа пире Равель Бичурин, йĕлтĕрпе Анатолий Табаков вĕрентнĕ. Иккĕшĕ те спорта парăннă çынсемччĕ. Ачасене юрататчĕç, вĕрентетчĕç, сĕнӳ-канашпа пулăшатчĕç. Кăшкăрнине, ятланине нихăçан та илтмен. Çирĕп те чăтăмлă пулнă. 1968 çулхи чӳк уйăхĕнче Мехикăран Олимп вăййисен чемпионне Валериан Соколов боксера кĕтсе илни асăмран тухмасть. Пуйăс кая юлса килнĕрен виçĕ сехет юрлă çумăр айĕнче тăтăмăр. Çын нумай пухăннăччĕ. Чăваш ачине, Олимп чемпионне, хисеп тунине курсан чунăм çав тери савăннăччĕ. Спорта юратас туйăм татах çирĕпленчĕ. Тренировкăсенче сахал мар тар юхтарнă. Хĕлле Канашран Шăхасан вăрманне çити çӳренĕ. Тепĕр чухне унта çĕршыв чемпионне Владимир Воронкова тĕл пулаттăмăр. Вăл спорта юратни çинчен Анатолий Табаков вĕрентекен мĕн кăна каласа кăтартман-тăр! Хам та йĕлтĕрпе чупса Канаш хулин чысне пĕрре кăна мар хӳтĕленĕ. Виççĕмĕш курсра вĕреннĕ чухне вунă студентран тăракан ушкăн Ульяновска, унтан Хусана велосипедпа кайса килнĕччĕ. 1967-1970 çулсенче Канашри педагогика училищинче вĕреннĕ вăхăтсем ĕмĕрлĕхех асăмра юлĕç. Училище хыççăн направленипе районти Мишеркассинчи вăтам шкула ĕçлеме ячĕç. Икĕ уйăх тăрăшнă хыççăнах çара кайма повестка килчĕ. Сывлăх çирĕп пулнăран Тинĕс çар флотне лекрĕм. Ултă уйăх Архангельск облаçĕнче вĕренӳре пулнă. Унтан — Мурманск облаçĕнчи Гаджиево хулинче. Çурçĕр флотĕнче хĕсметре пулнă. Икĕ çул çурă шыв ай киммипе ишнĕ. Тинĕсе 250 метр тарăнăш аннă, ишевсенче виçшер уйăх пулнă. Хĕсметре те спортран ютшăнман. Служба хыççăн тăван яла таврăннă, атте-аннепе калаçнă хыççăн Шупашкара килнĕ.

Педагогикăра — çур ĕмĕр ытла

— «Вĕрентекен — манăн ĕç» теме пултаратăр-и?

— Чăнах та, çаплах пулĕ. Хулана килсен 1973 çулта Шупашкарти 28- мĕш шкулта ĕçлеме пуçларăм. Ачасемпе хăвăртах пĕр чĕлхе тупрăм. Ун чухне вăр-вар, харсăр, лара-тăра пĕлменскер пулнă, пĕрмай тĕрлĕ ăмăртăва хутшăннă. Акă, сăмахран, «Пионер сасси» хаçат парнине çĕнсе илессишĕн ăмăртса яланах малтисен йышĕнчеччĕ. Хыççăн юлташ йыхравланипе тин çеç уçăлнă Шупашкарти 52-мĕш шкула ĕçлеме куçрăм /халĕ вăл 53-мĕш шкул/. Вăхăчĕ сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Паянхи кун та ачасемпе юнашар. Физкультура предмечĕпе 10 класра пĕлӳ паратăп. Ĕçĕме чунтан юрататăп. Кăçал педагогикăра ĕçлеме пуçланăранпа 55 çул çитнине ĕненес те килмест. Вĕрентекенсен хушшинче спортра пысăк çитĕнӳ тунисем те, физкультура учительне каяс текенсем те пулнишĕн савăнатăп. Эпĕ вĕрентнĕ ачасем мана паянхи кун та манмаççĕ, çыхăну тытаççĕ, хутран-ситрен шкула та кĕрсе тухаççĕ.

— Шкулта спортăн хăш тĕсне ытларах аталантаратăр?

— Юлашки çулсенче республикăри шкулсенчи спортзалсене юсаса çĕнетессипе çине тăрса ĕçлеççĕ, вĕсене хальхи вăхăт ыйтакан спорт хатĕрĕсемпе тивĕçтереççĕ. Халĕ ачасемпе çамрăксемшĕн спортпа туслашмашкăн майсем çителĕклĕ. Спорт секцийĕсене, кружоксене çӳреме май пур. Шупашкарти 53-мĕш шкулта ачасене пĕлӳ пама, аталанма икĕ спортзал, стадион пур. Спортзалсене 2021 çулта юсарăмăр. Занятисем ирттерме хăтлă та кăмăллă. Инвентаре те май килнĕ таран çĕнетме тăрăшатпăр. Кăçал тата стадион хута кайрĕ. Çакăншăн хытах хĕпĕртерĕмĕр. Унта искусствăллă сийлĕ футбол уйĕ, чупмалли çулсем, баскетбол тата волейбол площадкисем пур, тренажерсем вырнаçтарнă. Ачасем уроксем хыççăн та юлаççĕ. Паянхи кун футбол, волейбол, баскетбол, çăмăл атлетика енĕпе секцисем ĕçлеççĕ. Вĕсене хамăр педагогсем те, спорт шкулĕсенчен килнисем те ертсе пыраççĕ. Физкультура предметне вĕрентекенсен йышĕнче — педагогикăра нумай çул вăй хуракансем те, çамрăк специалистсем те. Вĕренекенсем çулсерен хула шайĕнчи олимпиадăра призерсем пулаççĕ. ГТО нормативне пурнăçлассипе те кăтартусем аван. Калăпăр, пĕлтĕр 300 ытла шкул ачи хутшăннă. Вĕсенчен 210-шĕ — «ылтăна», 65-шĕ — «кĕмĕле», 25-шĕ «бронзăна» тивĕçнĕ. Палăртмалла: 9-11-мĕш классенчи спортпа туслă кашни ачан ГТО палли пур. Çакă вĕсене вĕренме кĕнĕ чухне балсем парать. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   ♦


«Ялта выльăх шучĕ нумай чакрĕ»

«Мана ялта пурăнма питĕ килĕшет. Кунта юлнишĕн пĕрре те кулянмастăп. Хула пурнăçĕ студент çулĕсенчех кăмăла килмен», — тет вăл. Сăмахăм Патăрьел округĕнчи Пӳртлĕре пурăнакан Надежда Трофимова çинчен. Надежда Геннадьевна Аслă Арапуç ялĕнчи ветеринари лечебницин заведующийĕнче вăй хурать. Вăл хăйĕн ĕçне лайăх пĕлнипе, професси шайĕ пысăк пулнипе, яваплăха туйса ĕçленипе палăрать. Сиплевпе профилактика ĕçĕнче çĕнĕ, тухăçлă меслетсемпе усă курать. Надежда Трофимова яваплă территорире выльăхчĕрлĕхе тата кайăк-кĕшĕке ерекен чир сарăлнă тĕслĕх пулман.

6-мĕш класра ĕне сума тытăннă

Ветеринар ĕçĕ — хисеплĕ ĕç. Вăл професси кăна мар, чун туртăмĕ те. Вĕсем тав тумаççĕ пулсан та Надежда Геннадьевна «кĕçĕн тусĕсене» юратса сиплет. «Эпĕ Йĕпреç районĕнчи Чăваш Çармăс ялĕнче çуралса ӳснĕ. Çемьере 6 хĕр çитĕнтĕмĕр. Аттепе анне фермăра ĕçлетчĕç. Анне Лидия Евсеевна дояркăра вăй хуратчĕ, атте Геннадий Андреевич скотникчĕ. Эпĕ те вĕсене пулăшма çӳренĕ. Ун чухне фермăсене резина атăсăр кĕме çукчĕ. Килте те выльăх-чĕрлĕх нумайччĕ. Ĕне, пушмак пăру, хур нумай усраттăмăр. Çапла, выльăха мĕн пĕчĕкрен юратса ӳснĕ. Вĕсене апат параттăмăр, шăвараттăмăр. Аттепе анне фермăран килнĕ çĕре тислĕк хыраттăмăр, картишне шăлаттăмăр. Эпĕ 6-мĕш класра чухнех ĕне сума тытăннă. Çемьере асли пулнă май 7-мĕш класранах утă çулма вĕреннĕччĕ. Аттепе анне пирĕнтен уйрăлса кайнă ĕнтĕ. Йăмăкăмсем пурте çемьеллĕ. Кĕçĕнни тĕп килте пурăнать», — терĕ Надежда Геннадьевна хăйĕн çинчен каласа пама ыйтсан. Надежда Трофимова /ун чухне Перепелкина пулнă/ шкул хыççăн Улатăрти совхоз-техникумра техник-осеменатора вĕреннĕ. 1989 çулта диплом илнĕ. Унтан Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Пӳртлĕ ялĕн каччипе Петр Ивановичпа çемье çавăрнă. Вырăнти «Рассвет» хуçалăхĕн ĕне комплексĕнче техник-осеменаторта 7 çул ĕçленĕ. Зоотехник тивĕçĕсене те пурнăçланă. 1996 çулта вăл Аслă Арапуç ялĕнчи ветлечебницăна ветсанитара куçнă. Çав вăхăтрах Патăрьелти аграри техникумĕнче куçăн мар майпа ветеринари фельдшерне вĕреннĕ. 4-5 çул ĕçлесен Шупашкарти ял хуçалăх академине çул тытнă. Куçăн мар майпа ветеринари врачне вĕреннĕ. «Эпĕ ĕмĕр тăршшĕпех вĕреннĕ», — шӳтлет халĕ ветеринар. Мăшăрĕпе Петр Ивановичпа нумай çул пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнаççĕ. Петр Трофимов 40 çул ытла водительте вăй хурать. Арăмне хавхалантарса, пулăшса пырать. Икĕ хĕр пăхса ӳстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Хĕрĕсем хулара пурăнаççĕ. Амăшĕн çулне суйламан. Бухгалтерта, приставра вăй хураççĕ. Надежда Трофимова 2011 çултанпа Аслă Арапуç ялĕнчи ветлечебница заведующийĕнче тăрăшать. Хальхи вăхăтра кунта вĕсем иккĕн ĕçлеççĕ. Хăй вăхăтĕнче тăваттăн та пулнă. «Ĕçĕм питĕ килĕшет. Кăмăла килмесен кунта ĕçлейместĕн. Ветлечебницăра ĕçлеме тытăннăранпа кăçал 29 çул çитрĕ. Пĕтĕмĕшле стаж 36 çулпа танлашать», — пытармарĕ Надежда Геннадьевна. Ĕçре пуçарулăхпа, хастарлăхпа палăрнăшăн нумай наградăна тивĕçнĕ вăл: Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвĕпе Хисеп хучĕ, Раççей Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвĕ… <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   


«Тĕрĕ модăран тухмасть»

«Хыпăнуллă, васкакан саманара та çынсем ал ĕçĕ, пултарулăх тата чун киленĕçĕ валли вăхăт тупаççĕ. Çакă пире питĕ хĕпĕртеттерет», — шухăшне палăртрĕ Çĕнĕ Шупашкарти историпе ӳнер музей комплексĕнчи археологипе тăван тăрăх историйĕн уйрăмĕн заведующийĕ Анастасия Градова. Аваллăх управçинче хăйне евĕрлĕ «Киçтĕксĕр тата сăрăсăр» курав ĕçлет.

«Киçтĕксĕр тата сăрăсăр» курав кăçал 15-мĕш хут уçăлчĕ. Маларах унта Çĕнĕ Шупашкарсен ĕçĕсемпе кăна паллашма май килнĕ. Халĕ вара Шупашкарта, Сĕнтĕрвăрринче, ытти район центрĕнче пурăнакансем те хăйсен ĕçĕсене тăратаççĕ. Чăваш Енри ал ĕç ăстисем ку выставка çинчен пĕлеççĕ, хăйсен ĕçĕсене илсе килеççĕ. Курав Çĕнĕ Шупашкарти тĕрĕ ăстисен сĕнĕвĕпе çуралнă. Вĕсем хăйсен пĕрремĕш куравне уçнă, малтан ăна тĕрĕпе кăна çыхăнтарнă. Хутшăнакансем çуллен нумайланса пынă. Ĕçĕсем те ылмашнă темелле. — Кăçал 72 автор хутшăнма кăмăл турĕ. Ку, пирĕн шухăшпа, питĕ лайăх кăтарту. Пĕлтĕр 80 ытла çын пулнăччĕ. Кăçал чи кĕçĕнни — 5 çулта, чи асли — 78-та. Ачасемпе çамрăксем, аслăраххисем те пур. Хăшĕсем çемьесемпе хутшăнаççĕ. Халĕ ытларах вĕтĕ шăрçапа тĕрленĕ ĕçсене илсе килеççĕ. Алмаз тĕрри те анлă сарăлнă. Иккĕмĕшĕ ачасене те илĕртет. Кăçал тултарса тĕрленĕ ĕçсем çук. Ку тĕрĕ модăран тухса пырать темелле-и? Çапах темиçе çултан вăл пĕрех таврăнать. Макраме пек. Вăл пĕр вăхăтра питĕ анлă сарăлнăччĕ, кайран кăштах манăçнăччĕ. Халĕ каллех таврăнчĕ, — кураври ĕçсемпе паллаштарчĕ Анастасия Артемовна. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, куравра йывăçа эрешлесе касса тунă ĕçсем, макетсем, интерьера илемлетмелли япаласем те пур. Куракан йышлă килет-мĕн: «Паянхи кун алă ĕçĕ модăран тухмасть. Кăçал çĕнĕ 20 автор хутшăнчĕ. Ак ку стенана алмаз мозаикине халалланă. Витринăра теттесем, хутран тунă савăтсем, пĕчĕк макетсем. Кăçал пуканепе тетте питĕ нумай. Теттесенчен ырăлăх, ăшăлăх тапса тăрать. Килте тунă супăньсем те пур. Чăваш тематики пирĕн питĕ анлă сарăлнă. Кашни çулах пур вăл. Тухья, хушпу, масмак, мăй çыххисем куçа илĕртеççĕ. Ал ĕç ăстисен чи юратнă теми — çутçанталăк, чечексем, йытăсемпе кушаксем». Мана вара Павлово Посад тутăрĕсенчен ăсталанă сумкăсем питĕ кăмăла килчĕç. Сĕре илĕртӳллĕ, хăйне евĕрлĕ вĕсем. Сумкăпа пĕрле килĕшӳллĕ мăй çыххисемпе алкасем те пур. Вĕсем пĕр-пĕринпе килĕшсе тăраççĕ. Хăш-пĕр сумкăна хăюсемпе тĕрлесе капăрлатнă. Анастасия Градова пĕлтернĕ тăрăх, Е.Веселова, О.Карпец, Е.Норкина, Н.Можаева, Н.Николаева, Е.Александрова, Н.Васильева, О.Карпова курава çулсеренех хутшăнаççĕ. «Кăçал Надежда Васильева вĕтĕ шăрçапа тĕрленĕ 4 картина тăратрĕ. Çав тери паха ĕçсем. Ăста çуттанталăк темине ытларах килĕштерет — унран вăй илет. Надежда уçă кăмăллă, темĕнпе те интересленекен çын. Выставкăна кашни çулах хутшăнать. Ĕçĕсене курав валли тесе ятарласа тумасть. Тĕрĕ тĕрлесси уншăн чун ыйтни, чун киленĕçĕ. Çакă автор хăйĕн ĕçне илсе килсенех курăнать. Надежда Вениаминовна пирĕнпе çыхăну тытнăшăн савăнатпăр», — палăртрĕ Анастасия Артемовна. Музей комплексĕ шкул ачисемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Алăпа тунă ĕçсем ачасене интереслентернине кураççĕ, вĕсен хакĕ нихăçан та çухалманнине кăтартма тăрăшаççĕ. «Темĕнле техника шухăшласа тупсан та алăпа тунă ĕç урăхларах япала. Тĕрĕ тĕрлесси те модăран тухмасть», — çапла каласа ăсатрĕ мана музей ĕçченĕ. <...>

Роза АНАТОЛЬЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.