Тантăш 10 (4931) № 20.03.2025
Ача-пăча кĕнекин эрни
Кĕнеке — чи çывăх та шанчăклă тус. Вăл яланах çĕннине, ырра вĕрентет, тавра курăма, ăс-тăна аталантарать, шухăшлама хистет. Ачапăча кĕнекин эрни шкул çулне çитменнисемшĕн те, вĕренекенсемшĕн те пысăк уяв. Пĕрремĕш хут ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕ- нче, 1943 çулхи пуш уйăхĕнче, Мускаври Колонна залĕнче йĕркеленĕ. Çĕршывшăн йывăр вăхăтра та аслисем пĕчĕккисене савăнăç парнелеме май тупнă. Унтанпа вара ача-пăча кĕнекин эрнелĕхне кашни çул мĕн пур ял-хуларах ирттереççĕ.
ЧИ НУМАЙ КĔНЕКЕ ВУЛАКАН — АЛЬВИНА ГОРБУНОВА
Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотеки йĕркеленĕ уява ытларикун Чăваш Енри Халăхсен туслăх çуртĕнче уçрĕç. Ăна кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине тата Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин çулталăкне халалланă. Ку уяв Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекин тусĕсене — писательсене, вулакансене, библиотека ĕçченĕсене тата ачасене — пĕр чăмăра пĕрлештерчĕ. Вăл интереслĕ те пуян кĕнеке куравĕпе, квест-вăйăсемпе, писательсемпе тĕл пулнипе, чыслав саманчĕпе, илемлĕ юрă-ташăпа асра юлчĕ. Акцие Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалланă май уявра патриотлăх темине тимлерĕç. Библиотека ĕçченĕсем, «Воин» центр тата Иван Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи «Память» шырав отрячĕ ачасем валли интереслĕ куравсем йĕркелерĕç. «Ача-пăча кĕнекин эрни — 2025» акцие уçнă çĕре Чăваш Республикин культура министрĕн заместителĕ Надежда Павлова çитрĕ. «Çак уяв 80 çул ытла ĕнтĕ чылай ăрăва пĕрлештерет. Вăл пире çĕнĕлĕхсем, çирĕп пĕлӳ, лайăх кăмăл-туйăм парнелетĕрччĕ», — терĕ пухăннисене. Уявра Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекин чи нумай кĕнеке вулаканне те палăртрĕç. Вăл Шупашкарти 37-мĕш шкултан, иккĕмĕш класра вĕренет. Альвина Горбунова çулталăкра 112 кĕнеке вуланă. Хĕрача пĕрремĕш хут библиотекăна виçĕ çул çурăра чухне амăшĕпе килнĕ. Ун чухне вăл вулама та пĕлмен-ха. «Эпир пĕчĕккисене аталантаракан, ӳкерчĕксемлĕ тĕрлĕрен кĕнеке илеттĕмĕр. Вĕсем пире хăвăрт вулама вĕренме, мĕн шĕкĕлченине каласа кăтартма пулăшрĕç. Эпир çавăнтанпа пĕр вĕçĕм библиотекăна çӳретпĕр, пушă вăхăтра ялан кĕнекесем вулатпăр», — каласа кăтартрĕ Альвинăн амăшĕ Надежда Горбунова. Халĕ чылай шăпăрлан аллинче мĕн пĕчĕкрен гаджет пулсан, амăшĕ Надежда Алексеевна ачине кĕнекепе туслаштарать. Ку енĕпе вĕсене ачасемпе çамрăксен библиотекин пуян фончĕ пулăшать. Кĕнеке тусне «АнимаТус» анимаци студине вĕренме çӳремешкĕн сертификатпа чысларĕç. Вăл унта сценари çырма вĕренме, декорацисем ăсталама тата мультфильмсем валли персонажсем хатĕрлеме вĕренме пултарать.
«ÇЕМЬЕПЕ ВУЛАТПĂР» КОНКУРСРА ÇĔНТЕРНĔ
«Пирĕн уяв çулсерен питĕ нумай вулакана пуçтарать. Паллах, ку калама çук савăнтарать. Кăçал ача-пăча кĕнекин эрни валли эпир тĕрлĕрен интереслĕ мероприяти хатĕрлерĕмĕр. Пурне те библиотекăна йыхравлатпăр, хапăл тусах йышăнатпăр. Пирĕншĕн кашни вулакан хаклă», — терĕ Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекин директорĕ Татьяна Вашуркина. Татьяна Геннадиевна Канаш округĕнчи Федоровсен çемйине Тав хучĕпе чысларĕ, парнесем пачĕ. Вĕсем Пĕтĕм Раççейри «Çемьепе вулатпăр» конкурсра çĕнтернĕ. Унта çĕршыври 87 регионтан 13 пине яхăн çемье хутшăннă. Федоровсен туслă йышĕнче — пилĕк ача тата вунă мăнук. Елена Александровна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирки вулама юратать. Çакă унăн тăванĕсем çав хăрушă çулсенче çине тăрсах çĕршыва хӳтĕленипе те çыхăннă. Паян унăн çывăх çыннисем — ятарлă çар операцийĕнче. Уявра «Альберт Лихановăн произведенийĕсене вулатпăр тата ӳкеретпĕр» регионсен хушшинчи пултарулăх конкурсĕн çĕнтерӳçисене чысларĕç. Вĕсем чăваш писателĕсен — Юрий Сементер, Светлана Гордеева, Ара Мишши, Любовь Петрова, Владислав Николаев — аллинчен Тав хучĕсем илчĕç. Маттур та пултаруллă ачасене парнесемпе савăнтарма Чăваш Республикин прокуратурин ветерансен канашĕн председателĕ, çапăçусен ветеранĕ Анатолий Иванов тата прокуратура ветеранĕ, ятарлă çар операцийĕн волонтерĕ Николай Муллин çитрĕç. Уяв вĕçĕнче ачасем валли кĕтмен парне пулчĕ. Чăваш патшалăх пукане театрĕ Петĕр Хусанкайăн «Что на земле всего сильней?» спектакль сыпăкĕпе паллаштарчĕ. Пĕчĕккисене те, аслисене те шухăшлаттаракан сценкăна пурте хапăл туса йышăнчĕç. Çĕр çинче пуринчен те вăйлăраххи — тĕрĕслĕх! Суеçĕсем валли çул çук, çавăнпах патшана вĕçĕнче çапса аркатрĕç. <...>
Елена АТАМАНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...