Комментировать

20 Мар, 2025

Çамрăксен хаçачĕ 10 (6561) № 20.03.2025

IT-дисциплинăсене алла илеççĕ

Шкулта вĕреннĕ чухне Георгий Соловьев ыттисенчен питех уйрăлса тăман. Ачасем унран тăрăхланă, вăл куншăн нумай макăрнă. Георгий пĕчĕк чухнех вилĕмрен хăранă, вăл çын пурнăçне мĕнле тăсма май пурри пирки чылай шухăшланă. Амăшĕ Турра питĕ ĕненнĕ, ывăлне те хăйĕнпе пĕрле мăнастирсене илсе çӳренĕ. Малтанах вăл тĕн пурнăçа вăрăмлатма пулăшнине ĕненнĕ. Анчах кайран ку «ĕçлеменнине» ăнланнă та ăслăлăхпа кăсăкланма тытăннă. Вăл тĕллевсене тĕрĕс лартса вĕсене пурнăçлама вĕреннĕ.

Онлайн-шкул та йĕркеленĕ

Георгий Шупашкарта çуралса ӳснĕ, 3-мĕш лицейра ăс пухнă. Вăл Skyeng онлайн-шкул йĕркеленĕ. Ачасем унта акăлчан чĕлхине кăна мар, ытти предмета та ăса хываççĕ. Skyeng — Раççейри пысăк вĕренӳ компанийĕ. Вăл Forbes версийĕ тăрăх Рунетри чи хаклă компанисен ТОП-30 йышне кĕрет. Онлайншкулта пысăк квалификациллĕ 15 пине яхăн педагог ĕçлет, унта 150 пин ытла ача ăс пухать. 2021 çулта çĕнĕ енпе ĕçлеме тытăннă: Skypro онлайн-университет йĕркеленĕ. Георгий Forbes 30 преми çĕнтерӳçи пулса тăнă. Пурăна киле вăл тăван хулинчи ачасене те пахалăхлă вĕренӳ парасси пирки шухăшланă. Çапла 2023 çулта Шупашкарта Singularity Hub шкул йĕркеленĕ. Вăл Шупашкарти электромеханика колледжĕпе тачă çыхăнса ĕçлет. Паянхи кун студентсемпе çамрăксем Singularity Hub шкулта хальхи вăхăтра кирлĕ IT-дисциплинăсене алла илеççĕ: веб-дизайн, даннăйсемпе ĕçлесси тата искусственнăй интеллект. Çак пĕлӳ пуласлăхра ăнăçлă карьера тума питĕ кирлĕ. Шкулта ăс пухакансем пысăк компанисенче стажировка тухаççĕ, аутсорс-специалистсем пек пĕчĕк тата вăтам бизнес валли коммерци проекчĕсене пурнăçлаççĕ. Çак кунсенче IT-колледж ĕçĕ-хĕлĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев паллашрĕ. «Виçĕ çул каялла çыхăнса ĕçлеме пуçларăмăр. Вăхăт эпир тĕрĕс çулпа кайнине кăтартрĕ. Çĕнсе илнĕ кăтартусем савăнтараççĕ, вĕсем малашне аталанма майсем туса параççĕ. Ку вĕренӳ проекчĕ питĕ хăйне евĕрлĕ, эпир хамăр енчен пулăшатпăр, малашне те пулăшăпăр. Пирĕн ачасем Чăваш Ен историйĕпе кăсăкланни пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем хăйсен аллипе пирĕн пуласлăха тăваççĕ», — палăртрĕ Олег Алексеевич. Кунта çамрăксем хальхи технологисем пулăшнипе приложенисем, чат-ботсем шухăшласа кăлараççĕ, роботсене программăлаççĕ. Тĕслĕхрен, 2-мĕш курс студенчĕ Степан Степанов виртуаллă музей хатĕрленĕ. Ятарлă куçлăх тăхăнсан хăвна чăн-чăн музейра утса çӳренĕ пекех туятăн. «Пуласлăхра килтен тухмасăрах тĕрлĕ музея, çав шутра ют çĕршыврисене те, виртуаллă мелпе кайса курма май тăвасшăн», — терĕ Степан. Центрта студентсене сумлă ăмăртусене хатĕрлеççĕ. Тĕслĕхрен, программировани енĕпе иртекен International Collegiate Programming Contest тĕнче чемпионатне, Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадине. Хальхи вăхăтра IT-колледжра 150 ытла çамрăк ăс пухать. Çавăн пекех Шупашкарти 44-мĕш лицейра 10-мĕш класра вĕренекен ачасем валли хушма вĕренӳ программи пурнăçланса пырать. Андриян Николаевпа çыхăннă проектсем Центрта пурнăçланакан тĕп проектсенчен пĕри — «Твои звезды над Шоршелами». Вăл Чăваш Енĕн Вĕрентӳ министерстви, Республикăри хĕрарăмсен союзĕ тата Перекет банкĕн Чăвашри уйрăмĕ пулăшнипе пурнăçланса пырать. Студентсем 5 проектпа паллаштарчĕç. Денис Степанов «Палăка ARтехнологи пулăшнипе чĕртни» проект пирки каласа кăтартрĕ. Вĕсем малтан хулари Андриян Николаевăн палăкне галограмма тăвасшăн: вăл унăн вĕçевĕ пирки каласа кăтартрĕ. Çакна çынсем мĕнле йышăннине сăнĕç, халăха килĕшсен ĕçе малалла аталантарасшăн. Никита Кисапов «Çăлтăрсем патне — çул» интерактивлă кĕнеке шухăшласа кăларнă. Вăл вăйă формипе космоса епле парăнтарни пирки каласа кăтартрĕ. Павел Кадкин «Тĕнче уçлăхĕн кочĕ» вăйă шухăшласа тупнă. Вăл информатика предметне интереслĕрех вĕренме тата космонавтикăна анлă сарăлма май парĕ. Вадим Вадимов шкул ачисем валли «Космос олимпиадине» хатĕрленĕ. Унти пĕтĕм задани Андриян Николаев космонавтпа çыхăннă. Студентсем ку проекта Чăваш Енре сарасшăн, кайран — унăн тулашĕнче. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

♦   ♦   


Ăна чикĕ леш енчи тинĕс мар, Çавал илĕртет

КРАСНОАРМЕЙСКИ ТĂРĂХĔНЧЕ ÇУРАЛНĂ НИКОЛАЙ СТЕПАНОВ ОТПУСК ВĂХĂТĔНЧЕ ТИНĔС ХĔРРИНЧЕ ХĔРТĔНСЕ ВЫРТИЧЧЕН СПОРТЗАЛТА ӲТ-ПĔВНЕ ПИÇĔХТЕРМЕ КĂМĂЛЛАТЬ. ЧИРКĔВЕ ТЕ ТĂТĂШАХ ÇӲРЕТ ВĂЛ, ЫР КĂМĂЛЛĂХ ĔÇĔСЕНЕ ТЕ ХАСТАР ХУТШĂНАТЬ.

Ачаранах спортпа туслă

— Тăван кĕтес — юратнă вырăн. Унта — тăвансемпе çывăх çынсем, çывăх юлташсем... Николай, калаçăва тăван тăрăху, çемйӳ çинчен пуçлас килет.

— Эпĕ Красноармейски районĕнчи Пайсупин ялĕнче çуралнă. 1984 çулта пирĕн çемье Упи ялне пурăнма куçнă. Атте Валерьян Зиновьевич колхозра ĕçлерĕ. Хуçалăхсем ун чухне вăйлă аталаннăччĕ. Колхоз пĕтсен атте ПМКра ĕçлерĕ. Анне Альбина Николаевна садикре воспитательте вăй хучĕ. Çемьере виççĕн çитĕнтĕмĕр. Эпĕ — чи асли. Ман хыççăн Полина çуралнă. Вăл çемйипе Канашра пурăнать. Мăшăрĕ халĕ ятарлă çар операцийĕнче Тăван çĕршыва хӳтĕлет. Вĕсен 4 ача çитĕнет. Тепĕр йăмăк — Лиля. Вăл Упи ялĕнче пурăнать. Эпир пĕр-пĕрне яланах пулăшма тăрăшатпăр. Йăмăксем хăйсене ачаранах хӳтĕлеме пĕлнĕ. Полина — ирĕклĕ кĕрешӳ енĕпе Чăваш Енĕн виçĕ хут чемпионĕ. Пирĕн çемьере пурте спортпа туслă. Упи шкулĕнче 9 класс вĕрентĕм. Пĕрремĕш учительница — Галина Аркадьевна. Унăн урокĕсене хаваспах çӳреттĕм. Хальхи вăхăтра Мускавра ĕçлетĕп. Хамăн фирма пур, строительство енĕпе ĕçлетпĕр, шкулсем, çуртсем хăпартатпăр. — Спортри пĕрремĕш утăмсене аса ил-ха.

— Спорт манăн пурнăçра пысăк вырăн йышăнать. Пĕрремĕш класра чухне ирĕклĕ кĕрешӳпе кăсăкланма тытăнтăм. Атте те хăй вăхăтĕнче спортăн çак тĕсĕпе туслă пулнă. Тренер Владимир Фролов пулчĕ. Эпĕ — ирĕклĕ кĕрешӳ енĕпе Чăваш Енĕн виçĕ хут чемпионĕ. «Вăйсăррисене кӳрентермелле мар, ватăсене пулăшмалла, атте-аннене хисеплемелле», — тесе вĕрентетчĕ пире Владимир Леонтьевич тренировка умĕн. Вăл пире, шкул ачисене, дисциплинăна пăхăнма вĕрентнĕ. Манăн шухăшпа, спортра чемпион пулни чи пĕлтерĕшли мар. Чи лайăххи — вăл çынна çирĕпрех пулма пулăшать.

— Спорт çулĕ çине тăма пулăшнă пĕрремĕш тренерпа паллаштартăн. Шупашкара килсен вара сана кам хăйĕн хӳттине илчĕ?

— 7-мĕш класс хыççăн Олимп резервĕсен Шупашкарти училищине вĕренме кĕтĕм. Чăваш Ен команди йышĕнче Раççей чысне хӳтĕлеме те кайнă эпĕ. 9-мĕш класс хыççăн Çĕрпӳри аграрипе технологи техникумĕнче механик специальноçне вĕрентĕм. Каярахпа çавăнтах пĕтĕмĕшле строительство ĕçĕсен мастерĕн дипломне илтĕм. Паянхи кун та вĕренетĕп, Чăваш патшалăх аграри университетĕнче «Бухгалтери учечĕ, анализ тата аудит» енĕпе куçăн мар майпа ăс пухатăп. Техникумра вĕреннĕ вăхăтра Николай Ремеслов тренер патне бокс енĕпе ăсталăха туптама çӳрерĕм. Николай Владимирович халĕ те сывă пурнăç йĕркине тытса пырать, спортсменсен çĕнĕ ăрăвне çитĕнтерет. Бокссăр пуçне ирĕклĕ кĕрешӳпе те туслă пулнă эпĕ. Халĕ те спортсăр пурăнаймастăп, спортзала ӳт-пĕве пиçĕхтерме çӳретĕп.

Йăнăшсем урок пулнă

— Яш чухнехи вăхăта аса ил-ха?

— Тĕрĕссипе, 1999-2004 çулсенчи самантсене хамăн пурнăçран сиктерсе хăварас килет. Çамрăк, айван пулнă, йăнăшсене ăнланман. Маншăн ку урок пултăр ĕнтĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне колхоза ĕçлеме çӳрерĕм. 4-мĕш класра чухнех çуллахи каникулта тырă вырма кайрăм. Эпир мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса çитĕннĕ. 7-мĕш класрах трактор юсама пĕлнĕ. Ун чухне колхоз председателĕнче Владимир Леонтьевич ĕçлетчĕ. Трактор юсанăшăн 150 тенкĕ паратчĕç. УПКран çамрăксем колхоза практикăна килетчĕç, вĕсенчен техникăна юсама вĕренсе юлнă эпир. Пĕлменнине аттерен те ыйтаттăм. Вăл тракторист-машинист пулнă. Шкулта вĕреннĕ чухне колхоз уйне çĕр улми пуçтарма яратчĕç. Мĕн тери интереслĕ вăхăтсем пулнă вĕт! Кăвайт чĕртсе çĕр улми пĕçерсе çиеттĕмĕр. Уйра апат тата тутлăрах вĕт. Столовăйĕнчен те килсе çитеретчĕç. Ăмăртса çĕр улми пуçтараттăмăр. Лайăх ĕçлекенсене грамота парса чыслатчĕç.

— Çемье çавăрма васкаман-ха эсĕ. Мĕншĕн?

— Хампа пĕр çултисенчен ытларахăшĕ 20 çултах авланчĕ. Хăшĕ-пĕрин халĕ хĕрĕывăлĕ çемьеллĕ ĕнтĕ. Хăшĕ-пĕри кукаçиасатте пулса тăчĕ. Кашнин хăйĕн вăхăчĕ ĕнтĕ. Эпĕ васкаман, лайăхраххине шыранă пулĕ. Хĕрĕм Женя пур. Вăл та спортпа туслă. Пилĕк çултанпа бокса çӳрет. Акробатикăра та ăсталăхне туптарĕ. Халĕ ирĕклĕ кĕрешӳ енĕпе ăмăртусене хутшăнать. Женя Упи шкулĕнче 4-мĕш класра ăс пухать.

Салтаксене тĕрев парать

— Эсĕ уявсене, спорт ăмăртăвĕсене йĕркелеме спонсор пек пулăшатăн. Мĕн хистет сана çакна тума?

— Тĕрĕссипе, кама мĕн туса пулăшни пирки калаçма юратмастăп. Сирĕн хаçата хисепленипе кăна интервью пама килĕшрĕм. Аттеанне пире сăпайлă пулма вĕрентнĕ. Эпĕ мĕн тунине Турă кăна пĕлтĕр. Манăн шухăшпа, хăвăн ĕçӳпе мухтанса çӳрени ĕç туманнипе танлашать. Халĕ ятарлă çар операцийĕ пырать. Халăх пĕрлешни сисĕнет. Салтаксене малалла та пулăшасчĕ. Ыр кăмăллăх ĕçне хутшăннăшăн «Пĕрле» фондăн Тав хутне пачĕç. Манăн ĕçе хаклакансем пурри, паллах, савăнтарать. Кама пулăшу кирлĕ — май пур таран алă пама тăрăшатăп. Спортсменсене те пулăшма тăрăшатпăр. Владимир Григорьев тренер Красноармейскинче ирĕклĕ кĕрешӳ енĕпе спортсменсене хатĕрлет. Эпир унпа яланах çыхăнура. Тренерсем спортсменсене ытти регионти ăмăртусене илсе каяс тесе хăйсен кĕсйинчен укçа кăларнине, пулăшу шыранине курса ӳснĕ эпĕ. Çавăнпа халĕ вĕсене тĕрев пама тăрăшатăп. Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен çемйисене пулăшатпăр. Упири ача садĕнче маскировка тетелĕ çыхмалли пункт уçнă. Вырăнти «Пинер» ТОС хастар ĕçлет. Йăмăкăм Лилия Борисова унта пулăшать. Ялти çынсем, ытларах хĕрарăмсем, ĕç хыççăн пухăнса маскировка тетелĕ çыхаççĕ. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансанах Лильăран пирĕн тăрăхра миçе çемьерен СВОна кайнине ыйтса пĕлеттĕм. Вĕсене укçа енчен тĕрев пама тăрăшаттăм. Пирĕн пĕр-пĕрне пулăшмаллах. Пĕрлĕхре — вăй. Пĕччен хулă хăвăрт авăнать, çыхха пухсан вара ăна хуçаймăн.

— Паянхи кун мĕнле шухăш-кăмăлпа пурăнатăн?

— Пирĕн пурин те туслă пурăнма тăрăшмалла. Япăх наци çук, начар çынсем кăна тупăнаççĕ. Раççейре тĕрлĕ халăх пурăнать. Тутар-и, пушкăрт-и вăл — пурин те пĕр тан пулмалла. Çынна вăл мĕнле чĕлхепе калаçнине кура хакламалла мар. Çакна çамрăксене ăнлантарас тесе тăрăшатпăр. Вĕсенче — пирĕн малашлăх. Ӳсекен ăрăва тĕрĕс çул кăтартасси — пирĕн, аслисен, тивĕçĕ. Çамрăксем сăмахпа каланине ăнланмаççĕ, вĕсене хамăрăн тĕслĕх кăтартмалла. Çапла эпир мĕн тунине сăнаççĕ, пирĕн пек пулма тăрăшаççĕ. Çамрăксем пурнăçра ман пек йăнăшсене ан туччăр тесе тăрăшатăп, хамăн опытпа вĕсемпе пайланатăп. Çын йывăрлăхпа куçа-куçăн тĕл пулмасăр каланă сăмахăн пĕлтерĕшне ăнланмасть. Çамрăк чухне хам та аслисем каланине итлемен. <...>

Юлия ИВАНОВА.

♦   ♦   


Ашшĕн кĕрĕкне нимĕçсене парас мар тесе кăмакара çунтарнă

«Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул эпĕ улттăри ача кăначчĕ. Анчах эпир питĕ ир çитĕнтĕмĕр», — тесе пуçларĕ хăйĕн сăмахне Шупашкар хулинче пурăнакан Надежда Лабузова.

Надежда Ивановна Смоленск облаçĕнчи Хиславичи поселокĕнче çуралнă. Вăл Беларуç чиккинче вырнаçнă. 1941 çулта Совет Союзне нимĕçсем тапăнса кĕрсен чи малтан вăрçă вутне Брест крепоçĕ кĕнĕ. Тăшмансем пысăк хăвăртлăхпа шалтан шала кĕрсе пынă. «Брест крепоçне нимĕçсем туртса илсенех фронт Смоленск патне куçнă, унта хулана сыхласа хăварассишĕн хĕрӳ çапăçусем пынă. 1941 çулхи авăн уйăхĕнче Смоленск фашистсен аллине куçнине пĕлсен пирĕн патра пăлхану пуçланчĕ. Колхозри выльăх-чĕрлĕх тăшман аллине ан лектĕр тесе вĕсене хĕвел тухăçнелле хăвалама тытăнчĕç. Тырпула çунтарма пуçларĕç, май пур пулсан çĕр алтса чикрĕç. Арçынсем вăрçă пуçлансанах фронта кайрĕç. Çавăнпа выльăх-чĕрлĕхе хăвалама ачасене хушрĕç. Каялла икĕ хĕрача кăна таврăнчĕ. Вĕсем те ăспа арпашма тытăннăччĕ. Мĕн пулнă çав ушкăнпа — эпĕ паянхи кун та тĕплĕн пĕлместĕп. Ялти çынсене те ыран эвакуаци пулать тесе килти выльăхчĕрлĕхе е пусма, е хăваласа кайма хушрĕç. Анчах ирхине тăтăмăр та — пирĕн поселока нимĕçсем илнĕ. 1941 çулхи авăн уйăхĕнчен пуçласа 1943 çулхи авăнччен тăшман аллинче пурăнтăмăр. Çав виçĕ çулĕ пирĕншĕн вăтăр çулпа танлашрĕ пулĕ. Атте Иван Яковлевич вăрçă пуçланнă кунах фронта кайрĕ. Унран пĕр çыру та, пĕр хыпар та илмен эпир. Çемьере тăваттăн юлтăмăр: анне, асанне, эпĕ тата вăрçă пуçланнă кун 5 уйăх тултарнă шăллăм Михаил. Нимĕçсем пире çын вырăнне хумастчĕç. «Руссиш швайн», нимĕçлерен куçарсан «вырăс сысни», тесе чĕнетчĕç. Мĕнле майпа чĕрĕ юлтăмăр-ши? Çăва тухсан вăрмантан тухма пĕлместĕмĕр, тĕрлĕ курăк пухаттăмăр, кăмпа тататтăмăр. Нимĕçсем хăйсем çинĕ юлашки апачĕсене кăларса тăкасса кĕтеттĕмĕр. Çавсемпе тăранкаласа пурăнтăмăр. Вăрçă пуçланнă çул эпир çĕр улми лартнăччĕ. Ăна та йĕркеллĕ кăлараймарăмăр. Ялăн тăватă енне те нимĕçсем хурал тăратнăччĕ. Кам мĕн туни килĕшмест — тӳрех автоматран шăтăртаттаратчĕç. Айăпсăр миçе çынна персе пăрахрĕç-ши? Хĕрарăмсем пурте хăйсен çулĕнчен ватăрах курăнас тесе çĕтĕк-çатăк тумпа çӳретчĕç, мĕншĕн тесен çамрăксене Германие хăваласа каятчĕç. Çапла çамрăксене миçе хутчен пухрĕç-ши? «Каллех Германие хăвалама килнĕ», — тесе пĕлтерсе çӳретчĕç. Тăрса юлнисене пытарса усратчĕç. Пирĕн кӳршĕсем патне кĕнине астăватăп. Вĕсен Нюрка ятлă хĕр пурччĕ. Çакскер пытанса ĕлкĕреймен. Ашшĕ Микола пичче йăпăр-япăр кăмака çине хăпарса выртнă та хĕрне ури айне пытарнă. «Эсĕ, мĕн, кăнтăр кунĕнче кăмака çинче выртатăн?» — ыйтнă унран полицай. «Пилĕк хускалчĕ, ăшăнма выртрăм», — тенĕ ашшĕ. Юрать, утиялне сирсе пăхман. Çапла хăтарса хăварнă Нюркăна. Ялта пурăннă çынсемех нимĕçсем патĕнче полицайра ĕçлетчĕç. Вĕсем вара фашистран та хăрушăрахчĕ. Ялти çынсене лайăх пĕлнĕрен вĕсем нимĕçсене ертсе çӳретчĕç. Пĕррехинче пĕр полицайĕ пирĕн пата ертсе килчĕ. «Ефросинья, сирĕн Иванăн кĕрĕкпе çăматă пурччĕ. Çавсене парса яр-ха. Нимĕçсене хуралта тăма сивĕ», — терĕ. «Çук вĕсем. Иван хăйĕнпе пĕрле илсе кайнă пуль», — тесе анне парса ямарĕ. «Тупсан хăвăрах япăх пулать», — тесе тухса кайрĕç. Аттен япалисене нимĕçсене пама-и? Вĕсем тухса кайсанах анне кĕрĕкпе çăматта кăмакара çунтарса ячĕ. Кĕлне те çĕре чавса чикрĕ. Каярахпа пирĕн патра та нимĕçсем вырнаçрĕç, пире килтен хăваласа кăларчĕç. Сарайĕнче пурăнма тытăнтăмăр. Хĕлле пӳрте кĕрсе алăк патĕнче выртма ирĕк паратчĕç. Хăйсем пурте диван çинче выртатчĕç. Таçтан тупса килнĕ вĕсене. Чӳрече çинче темле пăрăх тăратчĕ. Малтанах вăл мĕн пулнине пĕлмен. Аякрине кăтартакан пăрăх пулнă иккен. Çапла ялта мĕн пулса иртнине, кам ăçталла утнине нимĕçсем йăлт курса тăратчĕç. «Партизан, партизан!» — тетчĕç те персе пăрахатчĕç. Тепĕр самант та асра юлнă. Пĕр çамрăк нимĕç салтакĕ манăн çулталăкри шăллăма алли çинче сиктерет. Хăйĕн çавăн пек ывăл е шăллĕ пулнă-ши ĕнтĕ. Çакна аслăраххи курчĕ те вăрçса пĕтерчĕ. Текех ăна алла тытнине курмарăм. Пĕчĕк шăллăм ялан выçăпа йĕретчĕ. Çимелли çук. Пĕррехинче пĕр нимĕç шăллăма урама кăларса ывăтрĕ, унтан автоматне ярса тытрĕ те тĕллесе пеме хатĕрленчĕ. Анне чупса пырса шăллăма ыталарĕ. «Паносик, ан вĕлер тархасшăн», — тесе йĕчĕ. Темле майпа ун чухне нимĕç офицерĕ шăллăма вĕлермерĕ. 1943 çулта Совет салтакĕсем фашистсене каялла хăвалама тытăнчĕç. Анчах вĕсем парăнасшăн марччĕ. Тӳпере тăшман самолечĕсем хĕвел тухăç еннелле кайăк карти пек вĕçетчĕç. Пирĕн ялти нимĕçсем урсах çитнĕччĕ. Ним салтавсăрах ял çыннисене пере-пере пăрахатчĕç, çуртсене çунтарса яратчĕç. Нимĕçсем вырнаçнă пӳртсем кăна пурăнма юрăхлăччĕ. 1943 çулта пирĕн патра питĕ хĕрӳ çапăçусем пуçланчĕç. Пĕррехинче сарайĕнче пытанса лартăмăр. Снаряд ӳксен пирĕн сарай сирпĕнчĕ. Эпĕ ураран вăйлă амантăм. Больница çук. Тухтăрсем пурте фронта кайнăччĕ. Нимĕçсем пире сиплеместчĕç. Сурана çыхкаласа ячĕç. Пĕчĕккĕн-вăрттăн ял çыннисене вăрмана илсе кайма тытăнчĕç. Унта пирĕннисем окопсем, çĕр пӳртсем чавса хунăччĕ. Çавăнта пурăнма тытăнтăмăр. Окопра икĕ хĕл каçрăмăр. Нимĕçсене каялла хăваласа янă тĕле ялта пĕр йĕркеллĕ çурт та юлмарĕ. Тăшмана хăваласа янă хыççăн та яла часах таврăнаймарăмăр. Кайсан та ăçта пурăнмалла? Ачасем вăрçă пĕтсен çеç шкула каяйрĕç. Шкулĕн ячĕ кăначчĕ ĕнтĕ. Сарай темелле-ши? Вĕрентекен те пулман. Пĕлместĕп, учителех пулнă-ши вăл, анчах пĕр арçын вĕрентетчĕ. Ялан намăс сăмахсемпе вăрçатчĕ. Эпĕ 10 çул тултарсан кăна 1-мĕш класа каяйрăм. Аманнă урана малтан карчăксем сиплерĕç. Костыльпе çӳреттĕм. Атте 1947 çулта вăрçăран таврăнчĕ те мана больницăна илсе кайрĕ. Вăл тыткăнра пулнă, лагерьте нимĕçсене хирĕç йĕркеленĕ вăрттăн организацире тăнă. Вĕсем нимĕçсен тепловозĕсене юсанă çĕрте пулнă. Çак организаци ятарласа тепловозсене сирпĕтмелли япаласем хунă. Нимĕçсем кун пирки пĕлсен пĕтĕм лагере тĕп тума шухăшланă. Союзниксем пулăшнипе çеç тыткăнрисене Англие куçарма ĕлкĕрнĕ. Çапла чĕрĕ юлнă. Вăрçă пĕтсен Совет Союзне илсе килнĕ. Çапах тыткăнра пулнисене киле часах яман. Аттене Рига хулине янă. Унтан çыру çырма та юраман. 1947 çулта тин аттерен çыру килчĕ. Вăл та пирĕн çинчен нимĕн те пĕлмен-çке. Малтан çемйинчен кам та пулин чĕрĕ юлнипе юлманнине ыйтса çырса янă. Пурте сывă пулнине пĕлтерсен атте яла таврăнчĕ. Мана тӳрех Смоленскри больницăна илсе кайрĕ. Урари шăмăсем ванса пĕтнĕ иккен. Операци турĕç. Вăрçă хыççăн та пурнăç çав тери йывăрччĕ. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.