Комментировать

7 Мар, 2025

Хыпар 17 (28334) № 07.03.2025

Хурт-хăмăрçăсем Мускавра канашларĕç

«Çĕр чăмăрĕ çинче пыл хурчĕ пулман тăк çынсем те пулмастчĕç. Пирĕн сĕтел çинчи апатăн 80 проценчĕ ылтăн хуртсем тăрăшнипе пулать. Юлашки çулсенче Çĕр чăмăрĕ çинчи çанталăк пĕтĕмĕшле улшăннипе, уй-хире 1,2-мĕш класлă химикатсем, пестицидсем сапнипе, тĕрлĕ чир-чĕр нумайланнипе пыл хурчĕсен çемйисен шучĕ чакнă. Хурт-хăмăр отрасльне аталантарма тĕллевлĕ план тумалла. Паллах, патшалăх пулăшăвĕ те кирлĕ», – палăртрĕç Мускавра Союзсен çурчĕн Колонна залĕнче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери «Пыл хурчĕ тата çын: Раççей тата туслă çыхăну тытакан çĕршывсем» конгресра. Раççейĕн тĕп хулине 30 патшалăхри хурт-хăмăр пĕрлĕхĕсен хастарĕсем хутшăнчĕç.

Хĕрарăмсем арçынсенчен юлмаççĕ

Пурнăçне хурт-хăмăр тĕнчипе çыхăнтарнисем Китайран, Сербирен, Иранран, Иракран, Сауд Аравийĕнчен, Перуран, Эквадортан, Египетран, Камерунтан, Алжиртан, Зимбабверен тата ытти çĕршывран килнĕ. Паллă утарçă, республикăн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Пирожков ертсе пынипе конгреса Чăваш Енĕн 19 çынран тăракан хурт-хăмăрçăсен ушкăнĕ те хутшăнчĕ. Пухăннисене РФ ял хуçалăх министрĕн çумĕ Максим Боровей, Патшалăх Думин Аграри ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Владимир Кашин, коммунистсен фракцийĕн ертӳçи Геннадий Зюганов, Патшалăх Думин Экологи комитечĕн председателĕн çумĕ Олег Лебедев, «Агробиопром» директорĕ, Раççей хурт-хăмăрçисен ассоциацийĕн председателĕ Ольга Чупахина, Китай предпринимателĕсен Раççейри союзĕн председателĕ Чжоу Лицюнь, Патшалăх Думин депутачĕсем саламларĕç. Владимир Кашин академик хăйĕн докладĕнче хурт-хăмăр отраслĕн пысăк пĕлтерĕшне палăртрĕ, вăл Çĕр чăмăрĕ çинчи экологи лару-тăрăвĕн индикаторĕ пулни çинчен каларĕ. Форума хутшăннă 1000 ытла хуртхăмăрçăран çурри — хĕрарăмсем. Апла тăк унччен арçын ĕçĕ шутланнă хурт-хăмăр отраслĕ «хĕрарăмланса» пырать. Этемлĕхĕн черчен çуррин представителĕсем пыл конкурсне те хастар хутшăннă. Кубань тăрăхĕнчен килнисем медальсемпе парнесене тивĕçрĕç. Наукăра та çитĕнӳсемпе палăраççĕ. «Вĕркĕчпе кĕреçе яланах алăра пулнă» Конгресра коммунистсен лидерĕ Геннадий Зюганов та пулчĕ. Хăй те вĕлле хурчĕпе ĕçлет те — пухăннисене ăшшăн саламларĕ. Вăл хăй вăхăтĕнче КПРФ фракцийĕ хурт-хăмăра упрамалли саккун проектне хатĕрленине аса илтерчĕ — «анчах Ельцин команди ăна алă пусманччĕ. Каярах тĕрлĕ шайра тишкернĕ хыççăн Владимир Путин Президент, Михаил Мишустин премьер ырларĕç, саккун вăя кĕчĕ». Вăл хăй вăхăтĕнче çĕршывра пыл хурчĕсен 10 миллион ытла çемйи шутланнине аса илтерчĕ. Халĕ — 3 миллион ытла кăна юлнă — «пирĕн вĕсен шутне чакма памалла мар». Сăмах май, вăл 2016 çулта «На пасеке у Зюганова» кĕнеке те кăларнă. Ачалăх çулĕсенче вĕсен пахчинче 30 вĕлле пулнă, 100 кролик тытнă, пахча çимĕç, улма-çырла нумай туса илнĕ. Пурне те ĕлкĕрес тесе Геннадий Зюганов шуçăмчченех тăма вĕреннĕ. Çак йăла ăна паянхи кунчченех пурнăçра пулăшса пырать. Чăваш пылĕ «кĕмĕле» тивĕçрĕ Конгресăн иккĕмĕш кунĕнчи наука сессийĕнче отраслĕн çивĕч ыйтăвĕсене сӳтсе яврĕç. Хурт-хăмăр ĕçĕнчи хатĕр-хĕтĕрĕн, пыл хурчĕсене сиплемелли эмел препарачĕсен куравне йĕркеленĕ. Çавăн пекех тĕнчери чи лайăх пыла палăртас енĕпе «Пыл хурчĕ тата çын — 2025» ятарлă конкурс пуçарнă. Унта Раççейри 43 регионтан пылăн 579 тĕслĕхне тăратнă. Конкурса ют çĕршывсенчен 54 хурт-хăмăрçă хутшăннă. Дегустаторсемпе специалистсен пĕтĕмпе 633 тĕрлĕ пыла хак пама тивнĕ. «Виçĕ уйăх сирĕн пылпа пурăнтăмăр», – шӳтлерĕç вĕсем сцена çине тухсан. Çак тапхăрта кашни дегустатор 2-4 кг пыл çинĕ-мĕн. Çĕнтерӳçĕсене 12 номинаципе палăртрĕç. «Çăка пылĕ» номинацире 1-3-мĕш вырăнсене пĕтĕмпех пушкăртсем тивĕçрĕç. Чăваш Енри Етĕрне округĕнчи хурт-хăмăрçă Леонид Кудряшов вара «Караслă пыл» номинацире кĕмĕл медале тата парнене тивĕçрĕ. Ку пире, паллах, мăнаçлантарчĕ. Чăваш пылĕ тĕнчере чи лайăххисен шутĕнче. Сăмах май, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи çăкалăхра утар тытакан Николай Пирожков маларах Мускавра ирттернĕ кунашкал конкурссене пĕрре кăна мар хутшăннă, темиçе хут ылтăн медале тивĕçнĕ. Удмуртсем вырăнти ăрата упраса хăварасшăн Удмурт патшалăх аграри университечĕн преподавателĕ Светлана Воробьева профессор тăван республикин çурçĕр енчи пыл хурчĕсен генетика хăйне евĕрлĕхне тĕрĕсленĕ. Кез районĕнче вырăнти хуртсем /вăтам вырăс ăрачĕ/ ăрат паллине 97,1% упраса хăварнă-мĕн. Ытти района çак кăтарту — 70-88,6% танлашать. Удмуртсем вăтам вырăс ăратне упраса хăварасшăн — утарçăсене кăнтăртан бакфаст, карника, «узбечка» йышши хуртсене кӳрсе килессинчен пăрăнма ыйтаççĕ. Мĕншĕн тесен ăратсем хутăшма, чир-чĕр сарăлма пултарать. Светлана Леонидовна пĕлтернĕ тăрăх, Удмурт патшалăх аграри университетĕнче зооинженери факультетĕнчи кашни студентах хурт-хăмăр енĕпе хушма пĕлӳ параççĕ. Ку факультетра паян хĕрсем ытларах пĕлӳ илеççĕ-мĕн. Вĕсен хушшинче аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн кандидат диссертацине хӳтĕлекенсем те йышлă. Светлана Воробьева — 220 наука тата вĕрентӳпе методика ĕçĕн авторĕ. Ашшĕпе пĕрле 60 вĕллерен тăракан утар тытать. Вĕсем вăтам вырăс ăрачĕпе ĕçлеççĕ. Пыл хурчĕсене чăматанпа илсе кайма сĕннĕ Зимбабверен килнĕ Жаклинпа паллашрăмăр. Вăл Раççее килсе курма май килнĕшĕн питĕ хĕпĕртенĕ. Вырăсла калаçма вĕренмешкĕн ĕмĕтленет. «Эпĕ кунта килессине пĕлсен асанне чăматанпа пыл хурчĕсене чиксе кайма сĕнчĕ: «Раççейре Африкăри хуртсене курччăр». Шел, апла тума май çук. «Манăн вара Раççейрен мĕн илсе килес?» – ыйтрăм унран. «Раççей çав тери пуян çĕршыв. Пĕтĕмпех илсе çитерейместĕн. Эсĕ Мускавсене пирĕн пата килсе курма чĕнсе хăвар», – терĕ», – каласа пачĕ Жаклин. Жаклин пылран тĕрлĕ çимĕç тăвас енĕпе ĕçлет. Калăпăр, ирхи апатра ăша ямалли апат-çимĕç, пылак эрех кăлараççĕ. Кунсăр пуçне кремсем, çуртасем хатĕрлеççĕ. Жаклин хăйĕн бизнесне аталантарас тĕллевпе Раççейпе килĕштерсе ĕçлеме ĕмĕтленет. Мускав та, хула çыннисем те килĕшнĕ ăна. Вырăссем ырă кăмăлĕпе, тараватлăхĕпе палăрни çинчен каларĕ. Раççее вăл эрнелĕхех килнĕ-мĕн. Африкăри пыл хурчĕсем чăтăмлăхĕпе, тӳсĕмлĕхĕпе палăраççĕ пулин те варроа сăвăс вĕсем патĕнче те пур иккен. Çапах таса çимĕç илес тĕллевпе химипе сахалрах усă курма тăрăшаççĕ. Алжиртан килнĕ Мирьем Хаммаль те тыткăнларĕ. Вăл ют çĕршыв хурт-хăмăрçисене Раççее пухнăшăн тав турĕ: «Наука сессийĕнче çĕннине нумай пĕлтĕм. Пыл хурчĕсен амисене кăларас енĕпе ĕçлетĕп. Пирĕн патра пыл хурчĕн тĕрлĕ ăрачĕ пур. Ман шутпа, эпир хурт-хăмăр ĕрчетес енĕпе ĕçлесе этемлĕхе çăлса хăваратпăр. Çĕр чăмăрĕ çинчи çанталăк пĕтĕмĕшле улшăнса пырать пулсан та çунатлисем хăйсене пурăнма майсем шыраççĕ — адаптаци тени вăйлă. Пирĕн вĕсенчен тĕслĕх илмелле». <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


«Эпĕ кунĕпех юрлатăп»

Паян пирĕн патра хăнара — Леонид Захаров юрăç, купăсçă, педагог… Сцена çинче юрлать çеç мар, шкулта ачасене те вĕрентет, аслисен ансамбльне те ертсе пырать.

5 çултах купăс калама вĕреннĕ

— Леонид Вячеславович, шухăшсене малалла чуптариччен çак ыйтăва хуравлăр-ха: епле ĕлкĕретĕр?

— Эпĕ Шупашкарти 1-мĕш вăтам шкулта ачасене, 4-8- мĕш классенче вĕренекенсене, музыка вĕрентетĕп. Вырăсла та, чăвашла та юрлаттаратăп. Вĕсем хăйсемех чăваш юррисене вĕрентме ыйтаççĕ. Соцсетьсенчи страницăсене пăхаççĕ те манăн юрăсене итлеççĕ. Акă, сăмахран, аттепе Вячеслав Захаровпа çырнă «Шупашкар» юрра кăмăлларĕç. Унсăр пуçне эпир шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекенĕпе Татьяна Ильинапа тата 1-мĕш класс ачисене вĕрентекен Светлана Разумовăпа «Шевле» ансамбль йĕркелерĕмĕр. Иртнĕ çул Муркаш округĕнчи Калайкасси шкулĕнче иртекен конкурса та хутшăнтăмăр, Хисеп грамотине тивĕçрĕмĕр. Çавăн пекех Çĕрпӳ округĕнчи Пысăк Чăрăш ялĕнче «Çавал» ансамбле те ертсе пыратăп. Унта хĕрарăмсем çӳреççĕ. Вĕсемпе тĕрлĕ уява хутшăнатпăр. Паллах, чун туртнипе сцена çине те тухатăп. Ытларах аттепе пĕрле çырнă юрăсене шăрантаратăп. Вĕсене халăх кăмăлланине туятăп. Пĕтĕмлетсе каласан, пур çĕре те ĕлкĕрме тăрăшатăп: хăш чухне килтен ирхине 7 сехетре тухса каятăп та 23 сехетре çеç таврăнатăп. Кăштах канса илме вĕренӳ çулĕнчи каникулсем пур. Кунĕпех юрлатăп эпĕ, килте вара шăпланатăп.

— Вулакансене аçăрпа тĕплĕнрех паллаштарсамăр.

— Атте Вячеслав Захаров Елчĕк округĕнчи Анатри Тимеш ялĕнче пурăнать. Хăй вăхăтĕнче вăл Çĕрпӳри культурăпа çут ĕç училищинче вĕреннĕ, ĕмĕрĕпех ялти клубсенче, малтан — Анатри Тимешре, каярахпа — Тăрăмра, ĕçленĕ. 40 çул культура сферинче тăрăшнă. Ял çыннисене юрлаттарнă, ташлаттарнă. Ансамбль йĕркелесе ертсе пынă. Вăл — композитор, юрăç, сăвăç, виçĕ кĕнеке авторĕ. Тăваттăмĕш кĕнекене вара иксĕмĕр пĕрле кăларма шут тытрăмăр. Унăн юррисене мансăр пуçне Светлана Орешникова, Антонина Лукина юрлаççĕ. Хамăр ял тăрăхĕн гимнне аттепе Олег Александров çырчĕç. Халĕ ăна ял уявĕсенче шăрантараççĕ. «Тăванпа пĕрле» юрă сăввине атте çырчĕ, эпĕ кĕвĕлерĕм. Ăна эпир Ирина Лампасовăпа юрлатпăр. Атте мана 5 çулта чухнех купăс калама вĕрентнĕ. Ун чухне эпĕ çырма-вулама та пĕлмен. Каярахпа вăл çемье ансамблĕ йĕркелерĕ. Унта аттепе анне, икĕ аппа тата эпĕ хутшăннăччĕ. Александр Васильев юрăç «Янра, хут купăс» телекăларăм ӳкерме те килнĕччĕ пирĕн пата. Ун хыççăн çемье ансамбльне Шупашкара та чĕнсе илнĕччĕ. Пирĕн çемьере пурте юрлама юратаççĕ. Анчах икĕ аппа та аннен профессине, повар ĕçне, суйларĕç. Эпĕ вара атте çулĕпе кайрăм: Елчĕкре музыка шкулĕнчен вĕренсе тухрăм, унтан музыкăпа педагог класĕнче пĕлӳ илтĕм. Ун хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи музыкăпа педагогика факультетне çул тытрăм.

«Юрă-кĕвĕсĕр пурăнма пултараймастăп»

— Хут купăса юратни сире музыка тĕнчине илсе çитернĕ пулас.

— Çапла, хут купăса юрататăп. Унсăр пуçне гитара, пианино калатăп. Шкулта «Аккорд» гитара кружокĕ йĕркелерĕм. Ачасем унта кăмăлласах çӳреççĕ. Купăс калама вара вĕренесшĕнех мар, кăткăсрах пулнипе сăлтавлаççĕ. Сăмах май, халĕ хăш-пĕр ялта та купăсçă тупма çук. Çак пултарулăх халăхра çухалса пырать. Ахальтен мар Елчĕк тăрăхĕнче Олег Мустаев ячĕллĕ конкурс йĕркелерĕç. Вăл пĕлтĕр пĕрремĕш хут иртрĕ. Унта чылай купăсçă хутшăнчĕ, çамрăксем те пулчĕç. Педагогика университетĕнче вĕреннĕ вăхăтра эпĕ Зинаида Козлова ертсе пыракан «Юрай» тата «Уяв» ансамбльсене çӳренĕ. Ушкăнпа тĕрлĕ конкурсра, фестивальте пулнă. Тĕп хулара паллă çынсене кĕтсе илнĕ. Çавăн пекех «Играй, гармонь» телекăларăма та хутшăннăччĕ. Купăс калама пĕлни юрăçшăн питĕ пысăк «плюс» шутланать. Унсăр пуçне инструмент сасă туйăмне аталантарать. Юрăç тата юрăç-инструменталист хушшинче уйрăмлăх самаях. Çитменнине, чăваш халăхĕ купăса юратать. Эпĕ концертсенче чăваш халăх юррисен пуххине юрлама кăмăллатăп. «Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать» юрăран пуçлатăп та малалла шăрантаратăп.

— Пысăк сцена çине пĕрремĕш хут тухнине астăватăр-и?

— Паллах. Шупашкар тăрăхĕнчи Хыркасси шкулĕнче вăй хунă чухне, эпĕ унта воспитани енĕпе ĕçлекен директор çумĕнче тăрăшнă, Любовь Афанасьева юрăç билет сутма килчĕ. Эпир, учительсем, туянтăмăр. «Захарова сцена çинче пĕр юрă юрлама май туса парăрха», — тесе ыйтрĕ унран шкул директорĕ. Эпĕ ун чухне эстрадăна кĕменччĕ-ха. Лешĕ килĕшрĕ. Сцена çине тухма чылай хатĕрлентĕм. «Витре хăлăп хитре…» юрра суйларăм. Вăл çăмăлах мар. Хумханнăран куракансен умне тухнă май такăнкаларăм. Çакăн хыççăн «çамка çине картсах хутăм»: сцена çине тухма çăмăл е лайăх пĕлекен юрра суйламалла. Любовь Афанасьевăпа халĕ те концертсене пĕрле хутшăнатпăр. Вăл мана час-часах аса илтерсе: «Астăватăн-и, эпĕ сана пĕрремĕш хут сцена çине кăлартăм», — тет. Ун хыççăн эпĕ Антонина Лукинапа та пĕрле ĕçлерĕм. Унпа дуэт юрларăмăр. «Вăрттăн сукмакпа» юрра халăх лайăх йышăнчĕ. Каярахпа Александр Белов мана паллă ытти юрăçпа туслаштарчĕ. Хыркассинчи шкул ĕçне пăрахсан ерипен эстрадăна кĕрсе кайрăм. Юрă-кĕвĕсĕр пурăнма пултарайманнине чунпа туйрăм. Манăн пĕччен юрлас килчĕ. Çавна май «Уяв» ушкăнпа та сыв пуллашрăм. Унта эпĕ 13 çул çӳренĕ. Халĕ эстрада артисчĕсен союзĕнче тăратăп. Ăна Алина Федорова юрăç ертсе пырать.

— Хăвăр концертăра йĕркелес шухăш çуралмарĕ-и?

— Тĕрĕссипе, ăна аттепе иксĕмĕр йĕркелесен аванрах пулĕ. Кун пирки мана ытти юрăç та систерет. Мĕншĕн тесен эпир иксĕмĕр пĕрле ĕçлетпĕр. Халăха çывăх юрăсем çыратпăр. Анчах атте çичĕ теçетке çула çывхарнă май юлашки вăхăтра питех тухса çӳресшĕн мар. Халĕ вăл выльăх-чĕрлĕх пăхса йăпанать, сăвăсем çырать. Светлана Григорьева ертӳçĕ пире пĕлтĕр Хĕрарăмсен кунĕ тĕлне йĕркеленĕ концерта йыхравларĕ. Аттепе иксĕмĕр купăссене тăсса ярса «Тăванпа пĕрле» юрă шăрантартăмăр. Куракансем тăвăллăн алă çупрĕç. Хăш чухне сăвă йĕркисем пуçа килсен тӳрех аттене шăнкăравласа пĕлтеретĕп. Вăл ăна аталантарса малалла çырать. Тепĕр чухне килĕшмен йĕркесене тӳрлетме те тивет, çапах çывăх çыннăм мана кӳренмест. Çакна та палăртса хăварас килет: «Шупашкар» юрра Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Анатолий Музыкантовпа килĕшсе ташăпа илемлетрĕмĕр. Çавна май юрă тата та пуянрах пулса тухрĕ. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Культурăра та эстетика кирлех

Наци уявĕсем, йăла-йĕрке илемлĕх шайне ÿстерме хистеççĕ

Чăвашсем – тĕлĕнмелле пуян халăх. Хăш енĕпе тетĕр-и? Вăл хăйĕн ламран лама куçакан йăли-йĕркине, юрри-ташшине, сăмахлăхне, капăр тумне темиçе ĕмĕр упраса пирĕн вăхăта çитернĕ. Аслă Пăлхар патшалăхĕнче пурăннă йăх-несĕлĕмĕрсен пурин те пĕр культура пулнă тесе ăнлантараççĕ. Анчах лару-тăрăва пула халăх çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă. Çапла вара марисемпе, тутар-пушкăртпа юнашар пурăнни чăваш культурине хăйне евĕр витĕм кӳнĕ. Пур чухне те лайăх, ырă енчен-ши? Республикăн «Трактор тăвакансен культура керменĕ» халăх пултарулăх центрĕн ку енĕпе ĕçлекен пайĕн ертӳçипе Светлана Тяхмусовăпа тĕл пулнă май çак тата ытти ыйтăва хуравлама тăрăшрăмăр.

– Светлана Вячеславовна, пурнăç улшăнса пырать. Хăй вăхăтĕнче тĕрлĕ сăлтава пула тăван халăхăн чылай ырă йăли-йĕркинчен писрĕмĕр тесен те юрать...

– Çапла. Алă ĕçне промышленноç технологийĕсем хĕссе кăларчĕç. Çакă чи малтанах кĕпе-тумтир, капăр таврашĕ хатĕрлессине пырса тиврĕ. Савăнăçлă, чаплă лару-тăрура, уявсенче ятарлă çи-пуç тăхăнас, çакас йăла упранать-ха — лайăх пулăм тейĕпĕр, çав вăхăтрах тупăша кăна тĕпе хуракан «шоу-бизнес» тени аталанса кайрĕ. Ытларах, паллах, эстрадăра. Юрăçсем те куракан умне тухма, сцена çинче юрлама капăр тумсем çĕлеттерме пуçларĕç. Темиçе çул каялла Çĕнĕ Шупашкарти «Пике» фабрикăра тухьясем туса кăларатчĕç. Чылай культура учрежденийĕ хăй вăхăтĕнче вĕсене туянма ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Илемлĕ капăрпа мĕншĕн туллин усă курас мар тесе-ши аслă çулсенчи хĕрарăмсем те сцена çине тухья тăхăнса тухма пуçларĕç. Çитменнине тата хăш-пĕр вырăнта тăрнашкасăр тухьясем пулни çинчен вара пач манса кайрăмăр. Паянхи хĕрарăмăн капăрлăх хатĕрĕсене ăсталакансем те ытларах тăрнашкаллă тухья е анат енчи чăвашсен анлă сарăлнă хушпу вариантне туса сутма пуçларĕç. Хушпусен хӳрисене те е кĕскерех тăваççĕ, е пачах та тумасăр хăвараççĕ. Енчен те ĕлĕк тухьяна ытларах шăрçаран, хушпăва тенкĕсенчен ăсталанă пулсан халĕ çак уйрăмлăха курма та, уяма та пăрахрăмăр. Вырăнти йĕркесене пăхăнмасăр тухья-хушпăва куçа йăмăхтаракан шурă, кĕрен, шупка тĕслĕ шăрçасемпе илемлетме пуçларăмăр. Эрешĕсемпе те йăласене пăхăнса усă курма пăрахрăмăр.

– Юрра-ташша илес пулсан унпа мухтанма пулать-и тата?

– Эпир халăх юррисемпе йăли-йĕркине эстрада хĕссе кăларни çĕнĕ ĕмĕрĕн витĕмĕ пулнине ăнланатпăр-ха. Анчах та 60-70 çулсенчи кинемейсем сцена çинче фонограммăпа юрату çинчен юрланине ниепле те чун йышăнмасть. Ташши пирки те çавнах калама пулать. Попса кĕввипе акробатика е спорт хусканăвĕсем туса тринкки-тринкки сиккелесе илеççĕ те чăваш ташши тесе шутлаççĕ пулмалла. Ку мода-и е пĕр-пĕринчен юлас килменни-и? Калама хĕн… Юлашки вăхăтра çамрăксем ытларах компьютер вăййисемпе кăсăкланнă май кĕвĕ инструменчĕсене хатĕрлес, вĕсемпе калама вĕренес текенсен шучĕ чакса пыни куçкĕрет. Ламран лама куçса пынă тупрана упраса хăварасси йывăр лару-тăрăва кĕрсе ӳкрĕ.

– Ман шутпа, пирĕн, чăвашсен, кирек мĕнле тытăмра ĕçлесен те — культура ĕçченĕ-и, вĕрентекен-и – паянччен упраннă тупрана çитĕнекен ăрăва тĕрĕс те туллин парса хăварасси пурин те тĕп тĕллев пулмалла...

– Паллах. Тĕслĕхрен, тумтирпе тĕрлĕ капăрлăх хатĕрĕсене илер. Ĕлĕк те, халĕ те тум, кĕпе-йĕм, капăрлăх çыншăн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртатпăр. Ĕлĕк, паллах, кашни хĕрарăм хăйĕн çемйи валли вырăнти йăласене пăхăнса тум хăй çĕленĕ е ялти ăстасене хатĕрлеттернĕ. Халĕ çи-пуçа ăстасенчен, лавккара туянатпăр е ательесенче çĕлеттеретпĕр. Анчах та вĕсен пĕр тĕллев – куçа илĕртмелле туса, пысăк эрешсем лартса хаклăрах хакпа сутасси. Пирĕн, туянакансен е саккаспа çĕлеттерекенсен, чи малтан вырăнти йăласене тĕпе хумалла, вĕсене лайăх пĕлмелле. Çĕвĕçе хăвăрăн тăрăхра çакăн пек тĕслĕх пулнине ĕнентермелле, сĕнекен варианта çĕлесе пама çине тăмалла. Унсăрăн тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан чăвашсен уйрăмлăхĕсем пĕрлешсе кайма пултараççĕ. Пушкăрт, Тутар, Самар, Пенза, Оренбург чăвашĕсене тумне пăхса палламалла пултăр.

– Тум çеç-и вара? Тĕрлĕ тăрăхри чăвашăн хăйĕн юрри-ташши, йăли-йĕрки пур. Кĕвĕ-çемĕ тĕлĕшĕнчен те, калаçуран та, ритмика енчен те вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрса илме пулать...

– Анчах эпир ытларах чухне хамăр репертуара халăхра час-часах янăракан анлă сарăлнă юрăсене кĕртме тăрăшатпăр. Вĕсен шутĕнче – «Вăрманта çырлара», «Çурхи вăрманта», «Вăрмана кĕнĕ чух шăхăрса кĕр» тата ытти те. Хăш-пĕр чухне пĕр юррах сцена çинче пилĕк ушкăн таран юрланине илтме пулать. Ку пулăм килĕшӳллех мар. Сцена çинче чăвашсен «Алран кайми акисухи» гимнне час-часах шăрантараççĕ. Ку аван-ха. Мĕн ĕлĕкрен пĕр-пĕр ĕçе пуçăниччен кĕреке юрри юрланă. Анчах та тем сăлтавпа çак юррăн тĕп шухăшне пуçа хывма пăрахрăмăр.

– Ăсчахсем «Алран кайми аки-сухи» пирки çĕр ĕçченĕн гимнĕ теççĕ. Юрăра çӳлти, аялти тĕнчесене, эпир пурăнакан çут тĕнчене асăнатпăр. Унта тĕнпе çыхăннă сăваплă шухăш пытаннă. Шел, чылайăшĕ çакна пачах та ăнланмасть.

– Ĕлĕк ăна юрланă вăхăтра кашниех алла çăкăр тытса, кĕлĕ туса Турăпа çыхăнма тăрăшнă. «Алран кайми аки-сухине» кирек ăçта та юрламан, унăн хăйĕн йăли пулнă. Паян вара эпир мĕн куратпăр? Çак юрăпа сцена çине сухапуç илсе тухса инсценировкăсем те лартатпăр, çак юрăпах ташлатпăр та. Халăхăмăра чăваш ташшипе паллаштарма ятарлă кĕвĕ-çемĕ çук-им? Эпир çав териех чухăн культурăллă çынсем-им? Çапла хăтланни эпир хамăр йăла-йĕркене пĕлменнине пĕлтерет.

– Сăмах май, юлашки вăхăтра чылай регионта йăхташсем чăваш йăли-йĕркине чĕртме ăнтăлни кăмăла каять...

– Республикăн «Трактор тăвакансен культура керменĕ» халăх пултарулăх центрĕ ирттерекен «Чăваш ахах-мерченĕ» фольклор фестивальне Пушкăрт, Тутар, Самар чăвашĕсем тăтăшах хутшăнса вырăнти йăла-йĕркене кăтартнипе савăнтараççĕ. Чылай регионта çулла «Акатуй», кĕркунне «Кĕр сăри» уявсене ирттерме пуçлани те кăмăла çĕклет паллах. Анчах ячĕ пур та, шăнăрĕ çукки шухăша ярать. Сцена çине тухса хисеплĕ çынсем сăмах калаççĕ, унтан эстрада юррисем юрлаççĕ, кайран вăйă карти йĕркелеççĕ те... уяв вĕçленет. Хăш-пĕр чух регионсенче «Акатуй» ирттересси çурла уйăхĕчченех тăсăлать. «Кĕр сăри» пирки те çавнах каламалла. Пĕр уяв тепринчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть – ячĕ урăх тата ирттернĕ вăхăчĕ кĕркуннене лекет. Ĕлĕк-авал вĕсене мĕн тĕллевпе ирттернĕ-ши? Çакăн пирки режиссерсем те, уява йĕркелекенсем те шухăшламаççĕ. Вĕсемшĕн халăх хĕвĕштĕр те юрă-ташă сасси пултăр...

Лидия ФИЛИППОВА калаçнă.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.