Хресчен сасси 7 (3047) № 26.02.2025
«Маскировка тетелĕ салтаксене хÿтĕлетĕр»
«Ик алла пĕр ĕç», — теççĕ. Куславкка округĕнчи Энтри Пасар ялĕнче пурăнакансене те пĕр ĕç пĕрлештерет, вĕсем маскировка тетелĕ çыхаççĕ. Ку ĕçе ял çыннисем 2024 çулхи çуркунне пуçланă.
Окоп çуртисем тунă
— Юрий Зорин депутат сетка çыхмалли материалсене тупса пачĕ, территори уйрăмĕн пуçлăхĕ пулнă Александр Григорьев пуçарнипе йывăç кăшкар турĕç. Малтанхи вăхăтра 30 яхăн çын тухатчĕ, ачасем те пурччĕ, халь çитĕннисем кăна çыхаççĕ, — пĕлтерчĕ ялти шкул учителĕ Алена Турганова. Унăн ĕçтешĕсем Вера Соколовăпа Кира Иванова та эрнере пилĕк кун культура çуртне тетел çыхма çӳреççĕ. «Окоп çуртисене тума шкул ачисене те явăçтартăмăр, — калаçăва малалла тăсрĕ Алена Петровна. — Салтаксем патне çырусем, открыткăсем яратпăр. Çар çыннисемпе тĕлпулу ирттертĕмĕр. Тĕрлĕ акцие те хутшăнатпăр. Ашшĕамăшĕпе пĕрле салтаксем валли посылкăсем хатĕрлетпĕр. Ĕçре ывăнатпăр пулин те тетел çыхма каймасан чун вырăнта мар пек. Ыр кăмăллăх ĕçĕ ял çыннисене пĕрлештерет, çывăхлатать. Кунта эпир юрлатпăр, калаçатпăр, çуралнă кунсене паллă тăватпăр. Малтан çăмăлрах мелпе çыхаттăмăр, халĕ — кăткăсраххипе. Унччен икĕ сехетре икĕ сетка тăваттăмăр, халĕ пĕрререн ытла пулмасть. Кашни клеткăна вăрçă пĕттĕр тесе çыхатпăр, пирĕн тетелсем темиçе çынна та пулин çăлса хăварасса шанатпăр. Кунта çӳрекенсенчен чылайăшне СВО пырса тивет, çавăнпа пĕр ӳркенмесĕр килеççĕ: камăн ывăлĕ, камăн кĕрӳшĕ, камăн çывăх тăванĕ тăшманпа кĕрешет», — куççульне шăлчĕ Алена Турганова. Энтрипасарсем ку таранччен 170 ытла тетел калăпланă. Сеткăпа спанбондне туянма халăх укçа пуçтарать. Александр Константинов водитель материалсене хуларан илсе килет. Хатĕр тетелсене «Зов Чувашии» фонда леçеççĕ, уйрăм çынсенчен те парса яраççĕ. Ĕçе Альбина Иванова йĕркелесе пырать. «Салтаксем патне куллен кирлĕ япаласем те пухса ярса паратпăр. Пурин патне те çитеççĕ. Пахча çимĕçсене типĕтмешкĕн Куславккана леçетпĕр», — каласа кăтартрĕ Альбина Владимировна. Унăн ывăлĕ ятарлă çар операцине мобилизаци вăхăтĕнче лекнĕ. Тетеле икĕ сменăпа çыхаççĕ. Кăнтăрла аслă ӳсĕмрисем тăрăшаççĕ, ыттисем каçхине ĕç хыççăн тухаççĕ. Ырă ĕçе Энтрипасарсем кăна мар, кӳршĕ ялсем те хутшăнаççĕ. Тĕслĕхрен, Алена Аникинăпа Нина Егорова Кармал ялĕнчен икĕ çухрăм утаççĕ. Индюковсем, Трофимовсем, Тимофеевсем тетел çыхма икшерĕн çӳреççĕ. Алсиш-нуски çыхаççĕ Кăнтăрлахи сменăра ватă çынсем /8-10 çын/ ытларах. Вĕсем ку ĕçе иртнĕ çулхи ноябрьте пуçăннă. Акă Людмила Владимировăпа Ольга Федорова Çĕньялтан килеççĕ. «Килте ахаль ларас вырăнне салтаксене пулăшни пĕлтерĕшлĕрех. Кунта килсен çынпа калаçатăн, уçăлса çӳретĕн», — терĕ 76-ри Ольга Михайловна. Вăл ялти «Заря» совхозра, райпора бухгалтерта вăй хунă. Людмила Фадеевна Энтри Пасар ял советĕнче 27 çул секретарьте тăрăшнă. 5 ача çуратса ӳстернĕскер халĕ пĕчченех пурăнать. «СВО хăвăртрах пĕтессе кĕтетпĕр, салтаксене усă пултăр тетĕп», — терĕ вăл. Людмила Владимирова салтаксем валли алсишнуски те çыхать. Тĕслĕхрен, пĕр эрнере 5 мăшăр нуски çыхнă. Пушă вăхăтра кинемей кĕнеке вулама юратать, ал ĕç тăвать. «Халь унчченхи пек выльăхчĕрлĕх нумай усрамастпăр, чăх-чĕппе хур-кăвакал кăна тытатпăр. Аван пурăнатпăр, хуларинчен пĕрре те кая мар. Çулсем туса панă, шыв килех кĕрет, çурта газпа хутса ăшăнатпăр. Ку енĕпе Чăваш Енре питĕ нумай ĕç тунă, ытти регионта апла мар. Ял халăхĕпе пухăнса пĕтĕм ĕçе тăватпăр. Ак шыв башни çĕмĕрĕлчĕ те юсарăмăр», — кăмăлне ирĕке ячĕ 74 çулти хĕрарăм. Унăн аппăшĕ Фея Павлова та ыркăмăллăх ĕçĕнчен юлмасть. «Йывăр ĕç мар ку. Пулăшу пултăр, ентешсем çĕнтерӳпе таврăнччăр хăвăртрах», — терĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Фея Фадеевна Энтри Пасар шкулĕнче 40 çула яхăн вырăс чĕлхипе литератури вĕрентнĕ. Сăмах май, икĕ пĕртăван Вăрмар районĕнчи Шăплат ялĕнче çуралнă, ашшĕ вилсен çемье Энтри Пасарне куçса килнĕ. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Театра çÿреççĕ, экскурсире пулаççĕ
Муркаш округĕнчи агропромышленноç отраслĕнче нумай çул вăй хунисем ял хуçалăх аталанăвне пысăк тӳпе хывнă. Тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те вĕсем хавхаланăва çухатмаççĕ, АПК ветеранĕсен союзĕн ĕçне хастар хутшăнаççĕ.
Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Вязов ертсе пыракан вырăнти организаци йĕркелекен мероприятисенчен юлмаççĕ. «Малта пыракан предприятисене кайса куратпăр, хирсемпе паллашатпăр, «Уй кунне» пуçтарăнатпăр. Тутарстанри Сиктĕрме ялне кайса килнĕччĕ, Хусана темиçе хут çитсе куртăмăр, ытти хулара экскурсире пулнă. Театрсене те хаваспах çӳретпĕр. Пĕлтĕр ВДНХпа паллашнăччĕ. Тухса çӳресен кăмăл-туйăм çĕкленет, пурăнма вăй-хал хушăнать», — терĕç ветерансем. Кашмаш ялĕнче пурăнакан Екатерина Замятина та АПК союзĕн хастарĕ. Вăл ял хуçалăх тытăмĕнче чылай çул тăрăшнă. «Муркашри вăтам шкул хыççăн Чулхулари автозаводра ĕçлеме кайрăм. Унти ĕç килĕшетчĕ. Çамрăк пулин те çирĕплетнĕ плана тултарса пынă, çавăнпа ярасшăн та марччĕ, анчах ют вырăнта пит пурăнас килместчĕ — тăван ене таврăнтăм. Хулара бухгалтерсен шкулĕнче пĕлӳ илтĕм. «Свобода» хуçалăхра бухгалтерине ĕçлеме чĕнсе илчĕç. Бухгалтерта, кассирта, тĕп бухгалтер заместителĕнче вăй хутăм. Çав вăхăтрах Улатăрти техникумра вĕрентĕм. Ун чухне пĕр уйăх пурăннă унта. Çемьеллĕччĕ ĕнтĕ, ачасем пĕчĕкчĕ, упăшка пĕчченех пăхрĕ. Апат та пĕçернĕ, кĕпе-йĕм те çунă. Картиш тулли выльăхчĕ», — аса илчĕ Екатерина Эрастовна. 1992 çулта ăна тĕп бухгалтера çирĕплетнĕ, çак должноçра 2013 çулччен ĕçленĕ. «Пирĕн хуçалăхра ăратлă сыснасем çитĕнтеретчĕç. Раççейри племзаводсен ассоциацийĕнче тăраттăмăр. Йышра 125 хуçалăхчĕ. Бухгалтери отчечĕсене Мускава кайса памаллаччĕ, çавăнпа инçе çула час-час тухма тиветчĕ. Унта 4-5 кун пурăнаттăмăр. Ассоциаци хуçалăхсене укçапа нумай пулăшатчĕ. Пирĕн совхоз ВДНХри курава та хутшăнма тивĕç пулнă, пĕр çулхине автомашина парнеленĕччĕ. Çавăн пекех совхоз уйĕсенче пахча çимĕç те лартса ӳстернĕ: купăста, кишĕр, хĕрлĕ кăшман... Çĕрулми 320 гектарччĕ. Хăмла çырлипе çĕр çырли те ӳстернĕ. Вĕсене Шупашкарти пасара сутма çӳреттĕмĕр. Республикăри тĕрмесене пахча çимĕçпе тивĕçтереттĕмĕр. Анчах кайран лару-тăру йывăрланчĕ. Халĕ хуçалăхра ĕнесем тытаççĕ, тыр-пул çитĕнтереççĕ», — каласа кăтартрĕ ĕç ветеранĕ. Муркашри Галина Васильева та шут ĕçĕн специалисчĕ пулнă, бухгалтер-экономист тивĕçĕсене пурнăçланă. 1953 çулта Çеçмер ялĕнче çуралнăскер Улатăрти ял хуçалăх техникумĕнче професси ăсталăхне вĕреннĕ. «Çавăн чухне самолетпа пĕрремĕш хут вĕçсе курнăччĕ. Киле чун туртатчĕ, йĕнĕ те пулĕ, анчах пĕрмай кайса çӳреме май çукчĕ», — çамрăклăха куç умне кăларчĕ Галина Зосимовна. 1972 çулта диплом илсен вăл Муркашри «Ял хуçалăх техники» предприятие бухгалтера вырнаçнă, çулталăкран «Гигант» хуçалăха куçнă. 1975 çулта çемье çавăрсан «Ял хуçалăх техникине» каялла таврăннă. Унтан районти ял хуçалăх управленийĕнче экономист, тĕп бухгалтер тивĕçĕсене 18 çул туса пынă. «Пĕтĕм хуçалăхри бухгалтери хучĕсене тĕрĕслемеллеччĕ, министерство валли пĕрлехи отчет тумаллаччĕ. Çав тапхăрта Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче аслă пĕлӳ илтĕм», — калаçу çăмхине сӳтрĕ хĕрарăм. Çавăн пекех вăл комбикорм тăвакан предприятире тĕп бухгалтерта 7 çул ĕçленĕ. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ.
♦ ♦ ♦
«Майĕпен йăл илчĕ пĕчĕкçĕ кăвайтăм»
Епле илемлĕ янăраççĕ, чуна хĕмлентереççĕ çак йĕркесем! Вĕсем Василий Эктел çыравçăн чĕринче шăранса тухнă. Унăн сĕтеклĕ те тарăн чĕлхи вулакана паян та тыткăнлать. Василий Петровичăн таланчĕ тĕрлĕ енлĕ пулнă: сăвăç, прозаик, журналист, художник... Вăл тăван литература çӳпçине ача-пăча сăввисемпе, лирикăллă хайлавсемпе, тарăн шухăшлă повеç-романпа пуянлатнă. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ çуралнăранпа паян 75 çул çитрĕ.
Василий Сидоров /1950-2005/ Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпара кун çути курнă. Ялти ытти ача пекех мĕн пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхсе ӳснĕ, ашшĕамăшне килти хуçалăхра пулăшнă, колхоз уй-хирĕнче, сад пахчинче вăй хунă. Унăн пиччĕшĕ Петр Сидоров ăна нихăçан та асран кăлармасть. — Вася ман пекех физкультурăпа спорта юратса ӳсрĕ. Çуллахи вăхăтра çерем çинче мечĕк хăвалаттăмăр, тăршшĕне е çӳллĕшне сикеттĕмĕр, пĕр-пĕринпе кĕрешеттĕмĕр, ăмăртса чупаттăмăр. Пирĕн тус-тăванла тупăшусене кӳршĕри юлташсем те хутшăнатчĕç. Хĕл ларсанах çывăхри пĕвере конькипе ярăнаттăмăр, хурăн йывăçĕнчен ăсталанă йĕлтĕр çине тăрса пăрланнă юхан шыв тăрăх Тутиел ялĕ патне çитиех каяттăмăр. 1958 çулхи январь уйăхĕнче аслăрах юлташсем чăнкă çыранра юр купаласа трамплин турĕç. Пуçларăмăр тупăшма — кам йĕлтĕрпе аяккарах сикет. Вася çичĕ метра яхăн сикрĕ те йĕлтĕрсем хĕресленсе кайнипе мелсĕр ӳкрĕ, сылтăм урине хуçрĕ. Шăллăма киле пысăк çунашкапа туртса кайрăмăр, Елчĕк больницине ăсатрăмăр. Вăл пĕр уйăх гипспа выртрĕ. Çав тапхăрта Вася кĕнеке нумай вуларĕ, сăвăсем хайлама тытăнчĕ, альбома ӳкерчĕксемпе тултарчĕ, — Василий Эктелĕн ачалăхĕ çинчен каласа кăтартрĕ Петр Петрович. Пĕртăван Сидоровсем шкулта Роман Чепунов вĕрентекен йĕркеленĕ литература кружокĕнче пултарулăха туптанă, алăпа çырса «Сунтал» журнал кăларса тăнă. Василин пирвайхи сăввисем 1965 çулта районти «Колхоз ялавĕ» хаçатра пичетленнĕ. Тепĕр çул çамрăк авторăн хайлавĕсем «Пионер сасси» хаçат страницинче кун çути курнă. Çавăн пекех яш шкулти стена хаçатне ӳкерчĕксемпе илемлетнĕ. Унăн ĕçне «Капкăн» журнал редакцийĕнче те кăмăлласа йышăннă. Лаш Таяпа ачи Николай Енилин, Юрий Ксенофонтов, Иван Элмек пек ăста художниксенчен тĕслĕх илнĕ. Вĕсем хавхалантарнипех Вася Сидоров шкул хыççăн педагогика институчĕн ӳнерпе графика факультетне çул тытнă. Петр Петрович каланă тăрăх, Василий Эктел «Нарспи» авторне Константин Иванов сăвăç-художника питĕ кăмăлланă. Диплом ĕçне те ăна халалланă: поэмăри «Пусă умĕнче» картина ӳкернĕ. Аслă шкулта вĕреннĕ вăхăтра вăл ЧПУри «Çилçунат» литература пĕрлешĕвĕн хастарĕ пулнă. Раиса Сарпипе, Любовь Мартьяновăпа, Николай Кушмановпа, Герман Желтухинпа тата ыттисемпе пĕрле сăвă-калав çырас вăрттăнлăхсене ăса хывнă. Çамрăк авторсен произведенийĕсем «Çеçпĕл çеçкисем» кĕнекене кĕнĕ. 1970 çулта çамрăк поэтсен конкурсĕнче Василий Сидоров иккĕмĕш вырăн йышăннă. Василий Эктел Мускаври Литература институтĕнче те пĕлĕвне тарăнлатнă. Унăн хайлавĕсем тăван çĕршывăн тĕп хулинче тухса тăнă хаçат-журналта, альманахсемпе сборниксенче тухнă. СССР Писательсен союзĕн членĕ вулакансене «Иртнĕ кун çути», «Шавкăн», «Пархатар», «Лили», «Сăвăр çырми», «Тĕлĕнтермĕшсем», «Самана сăнĕсем», «Çĕре тăнлатăп», «Чи хитри», «Юлашки хĕрлĕ çулçă ташши», «Грачиный город» кĕнекесем парнеленĕ. Вăл А.Милли ячĕллĕ тата «Тăван Атăл» журналăн премийĕсене тивĕçнĕ. <...>
Андрей МИХАЙЛОВ.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...