Комментировать

5 Фев, 2025

Хресчен сасси 4 (3044) № 05.02.2025

«Килти кукăле алла илсен салтак куçĕ çуталать»

Ырă та пархатарлă ĕç тăвакан хальхи вăхăтра та сахал мар. Унашкаллисем юлашки çулсенче, ятарлă çар операцийĕ пынă вăхăтра, уйрăмах нумайланчĕç. Куславкка округĕнчи Кутемер ялĕнче пурăнакан Сергей Солонин та çавсен йышне хушăннă. 75-ри арçын салтаксем патне гуманитари пулăшăвĕ илсе çӳрет.

Сергей Семенович Саратов облаçĕнче çуралнă. 1951 çулта Солонинсем Шупашкара куçса килнĕ. Вăл Чăваш Енре ӳссе çитĕннĕ, çемьеленнĕ, мăшăрĕпе хĕрпе ывăл пăхса ӳстернĕ. Сергей Солонин çамрăк чухне приборсем тата трактор тăвакан заводсенче ĕçленĕ. Кайран Çĕпĕре тухса кайнă. Унта вăл бур вышкисем тăвакан предприятире 15 çул ытла вăй хунă. «Çĕпĕрти пурнăçа пурте чăтаймаççĕ. 40-50 градус сивĕре ĕçлеттĕмĕр, çапах аптăраман. Çавăнпа кунти çанталăк маншăн ырлăх пекех туйăнать», — терĕ 75-ри арçын. Пенсие тухсан вăл çуралнă тăрăха — Саратова — çул тытнă, унта пĕр тапхăр пурăннă. Хĕрĕпе ывăлĕ, Шупашкарта тĕпленнĕскерсем, ăна Чăваш Ене килме сĕннĕ. «Çывăх çынсемпе юнашар пулас тесе виçĕ çул каялла кунта куçса килтĕм, Кутемерте çурт туянтăм. Ялти пурнăçа хуларипе танлаштарма çук, тăватă стена хушшинче ларас килмест ман: кунта сывлăшĕ уçă та таса, шăплăх хуçаланать, çыннисем те ырă кăмăллăрах. Çулла пахчара тăрмашатăп, хĕлле те ĕç тупăнсах тăрать. Ватă çынна урăх мĕн кирлĕ! Ачасемпе мăнуксем килсе çӳреççĕ. Пиччепе аппа та Шупашкартах. Саратовра та уйрăм çуртра пурăнаттăм, вĕлле хурчĕсем тытаттăм», — калаçăва малалла тăсрĕ Семеныч /ку тăрăхра ăна çапла чĕнеççĕ/. Пенсире чухне вăл Ханты-Мансийскри аслă шкулта юриста вĕреннĕ, анчах ку специальноçпа ĕçлеме тӳр килмен. 2023 çулхи февраль уйăхĕнчен пуçласа Сергей Солонин СВО зонине япаласем турттарать. — Çав çулхине ялти клубра ыр кăмăллăх концерчĕ иртрĕ. Эпĕ те унта кайса куртăм. Пĕр салтакăн арăмĕ упăшки патне япаласем илсе кайма машина кирлине пĕлтерчĕ. Манăн тимĕр урхамах пур, ăна 2012 çултах вĕллесене илсе çӳреме туяннăччĕ. Унта япала хумалли вырăн та çителĕклех. Эпĕ çула тухма килĕшрĕм. Пĕрремĕш хутĕнче эпир икĕ машинăпа кайрăмăр. Запорожье облаçĕнче пултăмăр. Уйсем çунса кĕлленнĕ, çулсене, кĕперсене сирпĕтсе пĕтернĕ — тăршшĕпе çакнашкал ӳкерчĕкчĕ. Мариуполь витĕр тухрăмăр. Ун чухне хула ишĕлчĕкреччĕ. Çунса хуралнă çуртсене, çĕмрĕк танксене курсан чун çӳçенчĕ. «Азовсталь» комбинат çумĕпе иртсе кайрăмăр. Блок-постра пире чăваш полкĕн салтакĕсем кĕтсе илчĕç. Унта çĕр каçнă хыççăн каялла килтĕмĕр, — икĕ çул каяллахи тапхăра аса илчĕ Сергей Семенович. Çул çинче виçĕ талăк иртет. Пĕр енне 1500-1700 километр каймалла, каялла таврăнма çавăн чухлĕ çухрăм парăнтармалла. Ăна Куславкка тăрăхĕнчи ялсенчен посылкăсем парса яраççĕ: маскировка тетелĕсем, окоп çуртисем, тумтир, апат-çимĕç тата ытти. Хăйсем те лавккара салтаксене кирлине туянаççĕ. «Пĕтĕмпех халăх вăйĕпе пулса пырать. Укçа-тенкĕ пуçтараççĕ. Пĕччен тумалли ĕç мар. Çул çинче те нумай укçа-тенкĕ тăккаланать: бензин, хăна çурчĕ… Хăшĕ-пĕринче тӳлевсĕрех çитереççĕ, çĕр каçнăшăн йӳнĕрех илеççĕ. Каялла таврăннă чухне отпускри салтаксене лартса килетпĕр. Беженецсем те ларса пыраççĕ, тăван тăрăха кайса кураççĕ. Малтанхи вăхăтра кăштах шиклĕх пурччĕ, халĕ хăнăхрăм», — терĕ вăл. Ку таранччен Кутемер çынни Донецкра, Мелитопольте, Токмакра, Бердянскра тата ытти хула-поселокра пулнă. Госпитальсене те гуманитари пулăшăвĕ илсе çитернĕ. Сергей Солонин каланă тăрăх, хальхи вăхăтра çапăçу пыман вырăнсенче строительство пырать: çулсене юсаççĕ, çĕнĕ çуртсем тăваççĕ, урамсем хăтлăланаççĕ, социаллă обћектсем çĕклеççĕ, çĕрсене сухаласа акаççĕ, тыр-пул ӳстереççĕ. — Салтаксенчен СВОра лару-тăру епле пулнине, мĕн кирлине ыйтса пĕлетпĕр. Пĕр-пĕрне палласа çитрĕмĕр, вĕсен те пирĕнпе курса калаçас килет. Пурте тăван еншĕн тунсăхлаççĕ. Телее, пирĕн ăру вăрçă курман, анчах хальхи çамрăксене çакнашкал шăпа килсе çаврăнчĕ. Салтаксене май пур таран пулăшмаллине ăнлантăм. Вĕсем пире кĕтеççĕ, вĕсене тăшмана çĕнтерме хавхалантарса тăмалла, — палăртрĕ Сергей Семенович. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Олег НИКОЛАЕВ: Пурте пĕрле йывăрлăхсене çĕнтерĕпĕр

Январĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарчĕ. Ăна итлеме Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне депутатсем, ĕç тăвакан влаç, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, общество пĕрлешĕвĕсен, тĕрлĕ предприяти-учреждени ертӳçисемпе представителĕсем, ыттисем хутшăнчĕç. Олег Алексеевич иртнĕ тапхăрти ĕçе пĕтĕмлетрĕ, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тĕллевĕсене палăртрĕ. Вулакансене Çырăвăн хăш-пĕр шухăшĕпе паллаштаратпăр.

Наци проекчĕсем

Çĕршывра пысăк пĕлтерĕшлĕ çĕнĕлĕхсем пулса иртрĕç. Вĕсене Раççей Президенчĕн хушăвĕсемпе килĕшӳллĕн пурнăçланă тата вĕсем пурнăçăн мĕн пур сферинех йĕркеллĕн аталантармашкăн пулăшма тивĕç. Çĕнĕ наци проекчĕсене хута янă, пĕлтĕр вĕçленĕ проектсен никĕсĕ çинче тата ĕçре тунă кăтартусене, пухăннă ыйтусене шута илсе хатĕрленĕ. Вĕсем çĕршыва технологи тĕлĕшĕнчен мала тухма, граждансен тупăшĕсене пысăклатма, çуратаслăха тата пурнăç тăршшĕне ӳстерме, пурнăçа лайăхлатма, кашнинех хăйĕн пултарулăхне туллин уçмалли майсем туса пама пулăшмалла. Юлашки 5 çулта сывлăх сыхлавĕн 291 об]ектне тунă тата юсанă. Вĕсенчен 207- шне – «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, 84-шне – республика бюджечĕн укçи-тенкипе çĕнетнĕ. Вĕрентӳ отраслĕнче 9 шкул тунă, 111 шкула, 38 ача садне, 3 техникума, 94 шкулти спорт залсене тĕпрен юсанă. Шкул çурчĕсене юсанисĕр пуçне эпир вĕсен территорийĕсене пĕтĕмпех йĕркене кĕртетпĕр, физкультура занятийĕсем, пултарулăх ĕçĕпе çыхăннă мероприятисем ирттерме майсем туса паратпăр, кану вырăнĕсем йĕркелетпĕр. Физкультурăпа спорта аталантарма тĕрлĕ калăпăшлă тата тĕллевлĕ 98 об]ект тунă тата çĕнетнĕ. Çав шутра Чăваш Енри чи пысăк спорт обћекчĕсенчен пĕрне – «Атăл» стадиона. Спортăн ишмелли тĕсĕсен центрĕнче строительство ĕçĕсем пыраççĕ, спортăн хĕллехи тĕсĕсен центрĕн роллерлă йĕлтĕр трасси, футбол манежĕ – хута ярас тапхăрта. Ятарлă çар операцийĕ Пирĕнтен кашниех салтаксене мĕн кирлипе туллин тивĕçтерессипе çыхăннă сăваплă ĕçе хутшăнать. Ку ĕçе эпир Çĕнтерĕве кĕтсе иличченех пурнăçласа пырăпăр. Пирĕн çĕр-çĕр ентеш Раççейри ытти халăх çыннипе çума-çумăн тăрса çак самантра çапăçу хирĕнче алла хĕç-пăшал тытса тăшманпа кĕрешет. Тăван çĕршыва хӳтĕлесе вĕсенчен хăшĕ-пĕри, шел те, пуç хучĕ. Эпир кашнинех асра тытăпăр. Вĕсен паттăрлăхĕ çитĕнекен ăрушăн гражданла тивĕçе парăннине тата Тăван çĕршыва юратнине кăтартакан ырă тĕслĕх пултăр тесе мĕн кирлине пурне те тăвăпăр. Эпир ятарлă çар операцине хутшăнакансене те, вĕсен çемйисене те пулăшу памалли майсене туллин пурнăçа кĕртрĕмĕр. Çапах, пăтта çу пăсмасть тенĕ пек, пулăшу нихăçан та ытлашши пулманнине асра тытмалла. Вĕсен ачисене уйрăмах тимлĕх уйăрмалла. Пирĕн тивĕç – çак çемьесене пур енлĕн пулăшса тăрасси. Ĕçлев министерствине «Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем» фондпа, муниципалитетсемпе пĕрле ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе, вĕсен çемйисемпе тĕл пулса тăма тата маларах тунă йышăнусене кирлĕ улшăнусемпе тӳрлетӳсене вăхăтра кĕртме е çĕнĕ пулăшу майĕсем палăртма ыйтатăп. Пуçаруллă бюджет, ТОС «Пуçаруллă бюджет» программа çынсен хастарлăхне, вĕсем хăйсем пурăнакан вырăнсене лайăхлатас шухăшлă пулнине кăтартать. Юлашки 5 çулта граждансен пуçарăвĕсем çинче никĕсленекен 5218 проекта пурнăçланă, вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 5 миллиард та 800 миллион тенкĕпе танлашнă. Çав шутра пĕлтĕр кăна 1477 проекта пурнăçланă. Кăçал конкурс витĕр 1555 проект тухнă. 2022 çултанпа республикăра территорири общество хăй тытăмлăхĕ аталанать. Общество пурнăçне хутшăнма, вырăнти ыйтусене татса пама пулăшать, халăх ырлăхĕшĕн тăвакан йышăнусене халăха явăçтарма майсем туса парать. Кунта чи кирли – укçа-тенкĕпе тивĕçтермелли тĕрлĕ çăлкуçа, çав шутра федераци гранчĕсене те явăçтарма пултарни. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацине Общество палатипе тата Муниципаллă пĕрлĕхсен канашĕпе пĕрле ТОСсене пулăшса пыракан ресурс центрне тата республикăри территорири общество хăй тытăмлăхĕсен ассоциацине туса хума хушатăп. Инвестици проекчĕсем Комплекслă программăра виçĕ пин ытла проекта пурнăçлама палăртнă, вĕсенчен 2400- шĕ инфратытăмпа çыхăннă, 600-шĕ – инвестици проекчĕсем. Кăçал республикăн инвестици программи шайĕнче кăна 170 ытла инвестици проекчĕ пурнăçланать. Чи пысăккисем: Атăл леш енчи, Шупашкар хулинчи, Патăрьелти тата Çĕрпӳ хулинчи тасатакан сооруженисем, Кӳкеç поселокĕнчи канализаци коллекторĕ. Сывлăх сыхлавĕнче – Шăхасанта тата Муркашра поликлиникăсем тăвас ĕçе вĕçлесси. Республикăн клиника больницине тума пуçласси. Çемье Çемьесене пулăшу памалли мелсене ĕçе кĕртесси е усă кураканнисене вăйлатасси çинчен çĕнĕ йышăнусем турăмăр. Акă виççĕмĕш ачашăн паракан регионти амăшĕн капиталне 200 пин тенкĕ таран ӳстернĕ, пилĕк е ытларах ачаллă çемьесене, тăлăх ачасене пурăнмалли çурт-йĕр уйăрса памалли черет палăрмаллах чакрĕ. Нумай ачаллă çемьесем валли çĕр лаптăкĕ вырăнне укçа пама тытăнтăмăр. Ку таранччен 250 пин тенкĕпе танлашакан сертификата 801 çемье илнĕ. Шупашкар, Çĕмĕрле, Канаш хулисенче тата Вăрмар поселокĕнче ĕçлекен нумай функциллĕ çемье центрĕсем хăйсен кирлĕлĕхне çирĕплетсе пачĕç. 2030 çулччен çакнашкал центрсем ытти муниципалитетра тумалла. <...>

♦   ♦   ♦


Клубсем çĕнелеççĕ

«Культура» наци проекчĕ пулăшнипе республикăра чылай ялта çĕнĕ клубсемпе культура çурчĕсем çĕкленĕ. Хĕрлĕ Чутай округĕнчи Тури Çĕрпӳкассинче те çĕнĕ клуб хута кайнă.

Çĕнĕ учреждени ял халăхĕн канăвне усăллă ирттермелли, пултарулăха аталантармалли, тĕрлĕ мероприяти йĕркелемелли майсем туса парать. Унта — куракансен залĕ, репетици ирттермелли пӳлĕм, ертӳçĕ кабинечĕ. Клуба çĕнĕ оборудованипе, сĕтел-пуканпа тивĕçтернĕ. Ун валли бюджетра 2,3 миллион тенкĕ уйăрнă. Культура çуртне тăвас енĕпе ял старости Виктор Устинов уйрăмах нумай тăрăшнă. Вăл пуçарнипе ял çултан-çул хăтлăланса пынине палăртаççĕ округра. «Пуçаруллă бюджет» программăпа нумай ĕç тунă. Акă вăрçă паттăрĕсене асăнса лартнă палăка çĕнетнĕ, урамсенчи çулсене вак чулпа хытарнă. Ял çывăхĕнчи çула та юсаççĕ, кăçал ялти ФАПа çĕнетесшĕн. Виктор Анатольевич каланă тăрăх, пархатарлă ĕçрен халăх та юлмасть, пур пуçарăва ырласа йышăнать, çĕнетӳ ĕçне хастаррăн хутшăнать. <...>

Михаил ПЕТРОВ.

♦   ♦   


Халăх çыравçи кăмпана çÿренĕ

Прозаик, драматург, актер, режиссер, сценарист, музыкант, тухтăр, ученăй, министр… Ку пĕтĕмпех пĕр çын çинчен. Сăмах — Чăваш халăх писателĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ врачĕ Петр Осипов пирки. «Епле тĕрлĕ енлĕ аталаннă талант пулнă унăн, çивĕч ăс-хакăлпа пултарулăх хăвачĕ унра тапса тăнă», — çапла палăртрĕç Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртнĕ асăну каçĕнче. Ăна Петр Николаевич çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă.

«Репетицисене пыратчĕ»

Петр Николаевичăн çамрăклăхĕ чăваш театрĕпе çыхăннă. Унта вăл артист, режиссер тивĕçĕсене пурнăçланă. Театр валли инсценировкăсем хатĕрленĕ, пьесăсене чăвашла куçарнă, драмăсем çырнă. Театр епле пуçланса кайнине вăл çапла аса илнĕ: «Эпир, чăваш çамрăкĕсемпе студенчĕсем, тĕрлĕ вырăнта пуçтарăнса калаçаттăмăр. Николай Никольский профессор патĕнче те пулаттăмăр. Чăваш ӳнерĕ, пичечĕ, историйĕ тата ытти çинчен сăмах хускататтăмăр. Пĕр калаçура чăвашла спектакльсем лартасси, чăваш драма кружокне йĕркелесси пирки сăмах пуçартăмăр. Иоаким Степанович, тахçанах çак ĕмĕтшухăшпа пурăннăскер, çунатлансах кайрĕ, ку ыйтупа ĕçлеме тытăнчĕ. Малтан пьесине шырарăмăр, унтан артистсене палăртрăмăр. Мана та роль шанса пачĕç». Петр Осипов театр валли 20 ытла пьеса хайланă. «Кушар», «Ылханлă ăру», «Çĕнĕ хум», «Икĕ каччăн пĕр шухăш» тата ыттисем халăх юратакан спектакльсем пулса тăнă. «Айдар» пьесăна сцена çине 11 хут çĕнетсе кăларнă. Вĕсем пурте театрăн ылтăн фондне кĕнĕ. «Петр Осипов Иоаким МаксимовКошкинскипе, Ольга Ырземпе тата ыттисемпе пĕрле 107 çул каялла пирĕн театра пуçарса янă. Унăн ятне паян та эпир, çĕнĕ ăру, асра тытатпăр. Пьесисем чылай çул сцена çинчен кайман. Пилĕк çул каялла унăн «Сурхури сăри» драмине чĕртсе тăратрăмăр. Вĕсенче пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хускатнă, çавăнпа хальхи кураканшăн та интереслĕ», — терĕ театр директорĕ Елена Николаева. РСФСР халăх артисчĕ Нина Григорьева Осиповсемпе туслă пурăннă. «Петр Николаевич репетицисене пыра-пыра ларатчĕ. «Кушар» пьесăпа ĕçленĕ чухне мĕнле юрламаллине, хамăра мĕнле тытмаллине ăнлантаратчĕ, хăй юрласа кăтартатчĕ. Çав юрăсем кайран радиопа янăрама тытăнчĕç. Спектакль хыççăн хăнана чĕнетчĕ. Мăшăрĕ Зинаида Федоровна вырăс хĕрарăмĕччĕ, пире ăшшăн та тараватлăн йышăнатчĕ. Вăл тирпейлĕ те ăслă çынччĕ. Петр Николаевич сывлăха упрама вĕрентетчĕ, сĕнӳ- канашпа пулăшатчĕ. Чирлесен ун патне каяттăмăр. Вăл пуç каçăртса мар, çĕрелле пăхса утатчĕ. Унпа пĕрле кăмпана çӳреттĕмĕр. Кăмписене аван пĕлетчĕ. Арăмĕ кăмпа тăварлама вĕрентетчĕ. Зинаида Федоровна тумтир енĕпе те сĕнӳ паратчĕ. Çуралнă кунсене пĕрле паллă тăваттăмăр», — аса илчĕ Нина Ильинична. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.