Комментировать

30 Янв, 2025

Тантăш 3 (4924) № 30.01.2024

Хоккейла та вылять, вăрлăх сухан та ӳстерет

«Ĕç çынна илем кӳрет», — тесе ахальтен каламан ваттисем. Ку каларăш хăйĕн пĕлтерĕшне нихăçан та çухатассăн туйăнмасть. Чăваш халăхĕ ывăл-хĕрне мĕн пĕчĕкрен тĕрлĕ ĕçе хăнăхтарнă. Арçын ачан алла пуртă-пăчкă, хĕрачан йĕппе çип тытма, апат янтăлама пĕлмеллех пулнă. Пĕчĕккĕллех ĕçе хăнăхнăскер çитĕнсен пурнăçра хăйĕн вырăнне тупасси паллă. Ун пек çын нихăçан та çухалса каймĕ, темле йывăрлăха парăнтарса та малалла утĕ. Комсомольски тăрăхĕнчи Хирти Ĕнелти Нестеровсем тĕпренчĕкĕсене мĕн пĕчĕкрен ĕçпе çитĕнтереççĕ, çакна хăйсен çутă тĕслĕхĕпе çирĕплетеççĕ. Çемьере чи асли — Артемий. Вăл хăй те шкул ачи çеç пулин те, йăмăкне Викторине тата шăллĕне Дениса тĕрĕс çул кăтартса пыракан.

Çуллахи кунсенче — вăрлăх сухан уйĕнче

Тăххăрмĕш класра вĕренекен Артемийĕн килте тума пĕлмен ĕç çук пулĕ. Уроксем пурнăçланă хыççăн вăл тӳрех выльăх патне васкать: шăварать, тислĕк тасатать. Кайран картише тирпейлет. Виççĕмĕш класри шăллĕне те çак ĕçсенех хăнăхтарать. Арçын ачасем амăшне выльăх патне кăлармаççĕ те. Хуçалăхра мĕн тĕрлĕ кăна техника çук-ши Нестеровсен: МТЗ-82, Т-30 тракторсем, çавăн пекех культиватор, косилка тата ытти те. Вĕсемсĕр уй-хирте пĕр ĕç те тăваймăн çав халь. Машина-трактор çĕмĕрĕлсен Артемий ашшĕне пулăшма васкать. Алли пырать унăн, вăл пушă мар е ĕçпе кайнă чухне техникăна пĕчченех юсать. Нестеровсем 10,5 гектар çинче вăрлăх сухан, 3 гектар çинче сухан, тепĕр 3 гектар çинче утă туса илеççĕ. Çуллахи вăхăтра çемье ыйхă пирки манать тесен те йăнăш мар. Ара, касă вĕçĕ те курăнмасть те хирте. Çимĕç хăйне хăй çитĕнмест çав. Артемий çу кунĕсенче ир-ирех ашшĕпе пĕрле уй-хире васкать. Вăрлăх сухан çитĕнтересси çăмăл мар: имçамламалла, çĕре кăпкалатмалла, çум-курăкран тасатмалла тата ытти те. — Паллах, ĕçленипе кăна çырлахмастпăр эпир, канма та вăхăт тупатпăр. Ачасене каникулта Хусана аквапарка, Шупашкара илсе каятпăр. Çемьепе театра çӳреме юрататпăр, — вăхăта усăллă ирттерни пирки каларĕ амăшĕ Галина Васильевна. Лайăх вĕренет, хоккейла вылять Артемий шкулта «4» тата «5» паллăсемпе кăна вĕренет. «Пĕрремĕшсен юхăмĕнче» тăнă май пур мероприятие те хастар хутшăнать, ытти вĕренекене ырă тĕслĕх кăтартать. Пĕчĕкренех коньки çине тăма хăнăхнăскер Комсомольскине хоккейла выляма çӳрет. Маттурскере команда капитанĕ пулма шаннă. Удмуртие юлташлăх матчне те кайса килнĕ арçын ача. Тĕрĕссипе, ку çемьере пурте конькипе ярăнаççĕ. Амăшĕ Галина Васильевна та хоккейла вылять. Ахальтен Нестеровсем «Спортпа туслă çемье» конкурсра округра пĕрремĕш, республикăра тăваттăмĕш вырăнсем йышăнман ĕнтĕ. Викторипе Денис та Артемийрен юласшăн мар. Акă, йăмăкĕ Комсомольскинчи музыка шкулĕн Нĕркеçри филиалĕнче аталанать, пианино лайăх калать, чăвашла, вырăсла кăна мар, акăлчанла та хитре юрлать. Пĕчĕк Денисăн та алли çыпăçуллă, вăл та пиччĕшĕпе пĕрле техника патне туртăнать, унпа пĕрле картишре, выльăх витинче вăй хурать. <...>

Елена АТАМАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.