Хыпар 3 (28320) № 17.01.2025
Тыткăнран тавăрнисен йышĕнче чăваш каччи те пур
Центрти телекурав хыпарсен кăларăмĕнче юнкун кăтартнă çак сюжет, паллах, пуриншĕн те савăнăçлă пулчĕ: репатриаци мелĕпе Раççейĕн 25 çар çынни Украинăри тыткăнран таврăннă. Çак йышра Çĕнĕ Шупашкар каччине Владислав Ярукова та куртăмăр та — уншăн, çывăх çыннисемшĕн уйрăмах савăнтăмăр.
Сюжетра Раççейĕн çын прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Татьяна Москалькова ирĕке кăларнă салтаксене саламлать, пĕрне, авă, мăшăрĕпе калаçма хăйĕн телефонне парать — куççуль тухмалли самант... Савăнăçлăскерсенчен пĕри Татьяна Николаевнăна ыталаса тав тăвать. Шăпах вăл — пирĕн Владислав... Владислав Яруков 1998 çулта Çĕнĕ Шупашкарта çуралнă. Ашшĕн тымарĕсем — Патăрьел округĕнче, çавна май ентешĕмĕрпе çыхăннă ырă хыпар республикăн нумай ял-хулишĕн вăрах, çулталăк та темиçе уйăх, кĕтнĕ савăнăç пулчĕ темелле. Владислав ятарлă çар операцине хăйĕн ирĕкĕпе 2022 çулхи авăн уйăхĕнче кайнă — контракт тунă. Аманнă май тăван енре отпускра та пулнă, сывалса çитсен каллех чаçе таврăннă. Ывăлĕ салтак тумĕ тăхăннă хыççăн çур çултан ашшĕ те çар ретне тăнă. Вĕсем тĕрлĕ çĕрте çапăçнă, анчах ашшĕпе ывăлĕ пĕр-пĕринпе çыхăну тытнă. 2023 çулхи юпа уйăхĕнчи пĕр кунхине вара Влад Авдеевка енче штурм вăхăтĕнче хăй йывăр аманни çинчен пĕлтернĕ, эвакуацилессе кĕтни çинчен каланă, çав вăхăтрах çывăх çыннисемпе сыв пуллашнă — çыхăну татăлнă... Унпа пĕрле пулнисем каччă вилни çинчен каланă. Анчах ӳчĕ çук — шанчăк тени çухалман-ха. Ашшĕ ывăлĕн ӳтне вилнисен хушшинче тупмашкăн ДНК анализне пама та хатĕрленнĕ. Анчах вăл кирлĕ пулман — кăштахран салтак амăшне пĕлмен номертен палламан çын шăнкăравланă. ВСУ сотрудникĕ имĕш — ывăлĕ тыткăнра пулни çинчен пĕлтернĕ. Ăна Украина салтакĕсемпе улăштармаллисен списокне кĕртмешкĕн укçа куçарма сĕннĕ. Виçине те пĕлтернĕ: Раççей çар çыннин шалăвне 10 çине хутламалла та — 2,6 миллион тенкĕ... Укçана икĕ траншпа куçармалла... Сăмахне çирĕплетме вырăн çинче выртакан салтакăн сăн ӳкерчĕкне те ярса панă. Укçа тӳлемесен тыткăнрискере тĕп тăвасси çинчен асăрхаттарнă. Хăй те çар службинчискер, Андрей ывăлĕн шăпишĕн куляннă май тĕлĕннине пытармасть: «Пирĕн офицерсем Украинăн тыткăна лекнĕ салтакĕсемшĕн çапла укçа ыйтасси пирки тĕлленме те пултараймастăп. Пирĕн тыткăна лексен вĕсемпе хамăра çынла тытатпăр — пулăшма тăрăшатпăр. Çывăх çыннисене тивĕçлĕ информаци паратпăр — çакă официаллă шайра пулса иртет». Çапах ĕç-пуç укçа тӳлесси патне çитмен — ентешĕмĕр ирĕкре. Малтан вĕсене Беларуç территорине илсе тухнă — тивĕçлĕ медицина тата психологи пулăшăвĕ панă, унтан Раççее илсе килнĕ. Пурте — аманнăскерсем, çавна май сипленме, реабилитаци витĕр тухма тивĕ-ха. Паллах, тивĕçлĕ тĕрĕслев те пулĕ. Анчах чи хăрушши хыçра ĕнтĕ — çакă паха. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Анатолий ДАНИЛОВ, журналист, коммуникацисен управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ:
«Чăнлăха суяран уйăрма хăнăхар»
Республикăн 2000 çулхи «Чăваш пичечĕн кунĕ çинчен» саккунĕпе килĕшӳллĕн кăрлач уйăхĕн виççĕмĕш вырсарникунĕнче Чăваш пичечĕн кунне çуллен паллă тăватпăр. Унпа тачă çыхăннă ыйтусене И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика кафедрин ертӳçи Анатолий Данилов хуравларĕ.
Медиавĕренӳ те кирлĕ
— Анатолий Порфирьевич, хут çине пичетленекен массăллă информаци хатĕрĕсем [МИХ] çынсем патне информаци вăхăтра çитерееççĕ-и?
— Ку ыйтăва вулаканăн та, журналистсен те, учредительсен те час-часах çĕклемелле. Хальхи вăхăтра МИХсем информаци питĕ нумай сарнине курса тăратпăр. «Унăн йышĕ ытлашши мар-ши, хыпар-хăнарпа усă куракан потребительсем, çав шутра ачасемпе çамрăксем, тепĕр чухне информацие вĕçĕмсĕр йышăннăран теветкеллĕ çул çине тăмĕç-ши?» — тетпĕр. Вăл пуçра куллен каплансан та тĕрĕс йышăну тума та пĕлмелле вĕт, унсăрăн çухалса каятăн. Ăнланса çитерейменрен çулланнă çынсем те йăнăш çулпа кайма пултараççĕ. Паян МИХсенче пĕр пулăм çинченех пач темиçе тĕрлĕ пĕлтернине асăрхатпăр.
— Потребителĕн вара хăшне ĕненмелле?
— Совет тапхăрĕнче массăллă информаци хатĕрĕсен учредителĕсем парти, патшалăх, профсоюз, комсомол органĕсемччĕ, вĕсем халăх патне тĕрĕс информацие çеç çитернĕ, суймалли майĕ те сахалччĕ ĕнтĕ. Халĕ вăл самай ытларах — соцсеть урлă, кĕсье телефонĕпе çынна улталамалли май нумайрах. Çапах та информаци нумаййипе сăлтавласа МИХсене аталантарма чарăнмалла мар, çине тăрсах вĕсен ĕçне çĕнĕ технологисене, искусствăлла интеллекта кĕртмелле, потребительсен вара информаци илмелли çăлкуçа тĕрĕс суйласа илме пĕлмелле. Вăл е ку кăларăм çынсен хисепĕнчен тухсан ăна ĕненмеççĕ, ун патне чун туртмасть, потребитель унран сивĕнет. Çулланнă çынсем хаçат-журналпа радио-телекуравах суйласа илеççĕ, вулама е итлеме-пăхма хăнăхнăскерсем вĕсенех шанаççĕ — улталаманшăн е сахалрах суйнăшăн. Апла тăк вĕсен ĕçĕ аслăрах ăрурисене çырлахтарать. Çамрăксенчен пысăкрах пайĕ хаçат-журналпа туслах мар, тен, телевизор та пăхмасть, интернетран информаци илет.
— Çамрăксем чăнлăхпа килĕшсе тăман информаци илсе йăнăшма пултараççĕ-и?
— Унăн çăлкуçĕ ăçтан пуçланнине, хыпархăнар «хуçисене» уçăмлатманран пултарать паллах. Калăпăр, соцсетьсем СВОпа çыхăнтарса фейк вырнаçтарма пултараççĕ, авторне те, адресне те кăтартмаççĕ. Халĕ соцсетьсенче суя информаци сарма май пур. Ашшĕ-амăшĕн çавна шута илсе ултавран хӳтĕленме ача чухнех вĕрентмелле. Медиавĕренӳ питĕ кирлĕ, чăн та, вăл пурнăçа кĕрсе пырать çеç. Общество, ашшĕ-амăшĕ ыйтнипе ăна вĕренӳ дисциплинисен йышне кĕртсен лайăх. Çапла пĕтĕмлетер: МИХсен чăнлăхне суяран уйăрма хăнăхар. Фейксем те курăнчĕç Калаçу пуçламăшĕнче лартнă ыйту патне таврăнса çапла калатăп: потребительсене паха информаципе туллин тивĕçтерме май çителĕклех, мĕншĕн тесен МИХсенче ĕçлекенсем те, технологи те пур. Мĕнле информаци сарасси вĕсем хăйсен умне мĕнле тĕллев лартнинчен те нумай килет. Республикăри влаç тĕлĕшпе оппозицире тĕк — ытларах чухне çитменлĕхсене çеç çутатаççĕ. Ăнланмалла ĕнтĕ: редакцин чи малтан оппозицири учредитель тĕллевĕсене пурнăçламалла. Предприятиорганизаци сайтĕнче е вĕсен соцсетьри страницисенче администрацие майлă информаци çеç вырнаçтараççĕ, критиклемелли сăлтав нумай пулсан та. Ку шайра та — учредитель шухăшĕ тĕп вырăнта.
— Республикăн ĕç тăвакан органне пăхăнса тăракан МИХсем йышлă. «Хыпар» Издательство çурчĕн тĕп учредителĕсем — Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата Цифра министерстви. Пирĕн вĕсен шанăçне тӳрре кăлармалла.
— Патшалăх МИХĕсем информацие вăхăтра çитерес тĕллеве мĕнле пурнăçланине вĕсем сăнаса хак парсах тăраççĕ. Тивĕçлĕ рейтинг хаçат-журнал тиражĕнче те, хыпар-хăнара телекуравпа радиоран илсе тăракансен йышĕнче те палăрать. «Сире шаннă тивĕçе лайăх пурнăçлатăр» тесен эсир малтанхинчен начартарах ĕçлеме пултаратăр, çавăнпа мухтамастăп. Хаклав кашни саманан хăйне евĕрлĕ, пĕтĕмпех, çав шутра информаци политики те, унтан тухса тăрать. Хальхи тапхăршăн вăл паллă ĕнтĕ, МИХсен хăйсен тĕллевĕсене пурнăçлассишĕн унпа килĕшӳллĕн ĕçлемелле. — СВОччен çĕршывра влаç органĕсем соцсетьсемпе тачă çыхăну йĕркеленĕччĕ — лайăх çеç. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă.
♦ ♦ ♦
Чĕмсĕр палăк вăрттăнлăхĕ
Пирĕн ял çăвинче хĕрлĕ çăлтăрлă палăк пур. Ялти ватăсем ăна авиакатастрофăра сарăмсăр вилнĕ летчиксен ячĕпе лартнине калатчĕç. Пĕчĕк чухне эпĕ ун çинчен аттерен те сахал мар илтнĕ. Анчах унта камсене пытарнă, çав инкек хăçан тата мĕнле майпа пулнă? Ăна никам та пĕлмен, мĕншĕн тесен палăк çине нимĕн те çырман.
77 çул иртнĕ хыççăн Ку ыйту мана нумай шухăшлаттарнă. Вăрçă чарăннăранпа миçе çул иртрĕ?! Чĕмсĕр палăк вара çаплипех ларать. Вăл юхăннăçемĕн юхăнса пычĕ: çум курăк, вĕтлĕх айне пулчĕ. «Нивушлĕ çак летчиксен ячĕ-шывĕ архивсенче, çар комиссариачĕсенче çук-ши?» — тесе шухăшлаттăм ялан. Çавна май эпĕ унта-кунта кайса пăхрăм — усси пулмарĕ. Кирлĕ пĕр документ та тупăнмарĕ. Кĕтмен çĕртен манăн çул уçăлчĕ. Пĕррехинче Лидия Афанасьевăпа Шупашкарти тĕп архивра ларнă чухне «Раççейри шырав юхăмĕн» Чăваш Енри уйрăмĕн ертӳçине Евгений Шумилова тĕл пулма тӳр килчĕ. Çакă маншăн питĕ телейлĕ самант пулчĕ. Эпĕ ăна палăк, ятсăр летчиксем çинчен каласа патăм. Вăл çийĕнчех пулăшма пулчĕ. Ку ĕç-пуç 2017 çулта пулса иртрĕ. Кĕтнĕ, савăнăçлă хыпар ман пата 2019 çулхи раштавра çитрĕ. Евгений Георгиевич Подольск хулинчи тĕп архива темиçе те çитсе килнĕ иккен. Ку таранччен вăрттăнлăхра упраннă, пире кирлĕ документсене тупнă. Эпĕ çийĕнчех унпа курса калаçрăм. Вăл мана авиакатастрофа çинчен калакан питĕ пысăк материал парнелерĕ. Çакăншăн калама çук савăнтăм. Унпа пĕрлех çамрăк летчиксен синкерлĕ шăпи çинчен шухăшласа чĕререн хурлантăм. Çĕнĕ Шупашкар хули çывăхĕнче Толик Хураски ялĕ пур. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çав ялта 14-мĕш авиашкул вырнаçнă. Унта çамрăк летчиккурсантсене вăрçа хатĕрленĕ. Курсантсем вĕçеве тăтăшах çӳренĕ. Вĕсен маршручĕ çапларах пулнă: Карапаш — Кукашни — авиашкул. Çакăн пек вĕренӳ 1943 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче те иртнĕ. Çур çĕр иртсен темиçе самолет вĕçеве тухнă. Кĕтмен çĕртен вăйлă çилтăвăл пуçланнă. Самолетсем аэропорта çийĕнчех таврăннă. 4-мĕшпе 26-мĕш экипажсем те Кукашни çывăхĕнчен каялла килме çаврăннă, анчах хăрушă инкек сиксе тухнă: самолетсем çапăннă. 4-мĕш экипаж тӳрех çунма тытăннă, Кĕтĕквар ялĕ çумĕнчи Тăрна Шорĕ патĕнче ӳксе арканнă. Летчиксем çăлăнайман, иккĕшĕ те çунса кайнă. Тепĕр самолечĕ хăрушă сасă кăларса Шĕнерпуçпе Уплер ялĕсен хушшине анса ларнă, çĕр çумне çапăннă. Икĕ летчик та вилнĕ. Пĕр тăхтаса тăмасăр шырав ĕçĕсем пуçланнă. Шупашкартан экспертсем килсе çитнĕ, икĕ летчика илсе кайнă. Вĕсене ăçта пытарни паянхи кун та паллă мар. Тăрна Шорĕ патĕнче çуннă икĕ курсанта Шуршăл çăвине пытарнă. Шупашкартан та, авиашкултан та çар çынни нумай килнĕ. Курсантсене чыслăн пытарнă, палăк лартнă. Анчах летчиксен ячĕсене палăртман. Ун чухне çак инкек çинчен пĕлтерме юраман иккен, ку вăрттăнлăх шутланнă. Аслă Çĕнтерӳ пулнăранпа 75 çул çитнĕ май вăрçăн вăрттăн докуменчĕсене уçма тытăнчĕç. Çавна пула эпир те Шуршăл çывăхĕнче пулса иртнĕ инкек çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлтĕмĕр. 2020 çулхи ака уйăхĕнче летчиксен палăкне юсаса çĕнетме шут тытрăмăр. Унччен ку ĕçе «Çутă çăл» пултарулăх ушкăнне çӳрекенсем туса пыратчĕç. Хамăртан укçа пухса пĕчĕк çеç табличка çакнăччĕ. Асăннă çулхи çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче палăк çине летчиксен ячĕсене çырнă асăну хăми çакрăмăр, вил тăприне тĕпĕ-йĕрĕпе тирпейлерĕмĕр. Ял-йыш, Шуршăлта вырнаçнă организацисем çакăн валли укçа пуçтарчĕç. Евгений Шумилов та пая кĕчĕ. Хамăр шухăшланă пекех — палăка çĕнетрĕмĕр, сăрларăмăр. Мрамор плита хурса чечек лартрăмăр. Хунавсене касрăмăр, çум курăка тасатрăмăр. Халĕ ăна ялти кĕмĕл волонтерсем, Шуршăл шкулĕнчи шырав отрядне çӳрекенсем тирпейлесе тăраççĕ. Çамрăк летчиксен чунĕсем савăнчĕç- тĕр. Халĕ иртен-çӳрен палăк умне апат- çимĕç хурса хăварать, хăшĕ-пĕри вĕсене чиркӳре те асăнтарать. Пĕтĕмлетсе каласан, ял халăхĕ летчиксене манмасть. Вĕсемпе мăнаçланать. 77 çул иртнĕ хыççăн летчиксен ячĕсем тинех уçăмланчĕç. Акă вĕсем: Виталий Рябков — 1923 çулта Иркутск облаçĕнче çуралнă. Ăна Шуршăл масарне пытарнă; Михаил Коноплев — 1920 çулта Смоленск облаçĕнче çуралнă. Вăл та Шуршăл масарĕнче канлĕх тупнă; Дмитрий Беленко — 1920 çулта Харьков облаçĕнче çуралнă, ăçта пытарни паллă мар; Андрей Баженов — хăçан, ăçта çурални, пытарни паллă мар. Летчиксене пурне те асра хăварас тĕллевпе ят-хушаматне Шуршăл масарĕнчи палăк çине çырса хутăмăр. Çамрăк курсантсен пурнăçĕ сарăмсăр татăлнă. Тăваттăшĕн те тепĕр икĕ-виçĕ кунран штурвал умне ларса тăшмана хирĕç çапăçма тухса каймалла пулнă. Анчах шăпа урăхла килсе тухнă. <...>
Алевтина ПЕТРОВА, Сĕнтĕрвăрри округĕ, Шуршăл ялĕ.
♦ ♦ ♦
Ырă ят ылтăнран хаклă
Чăваш Енĕн паллă пулăмĕсемпе çавра çулсен 2025 çулхи календарĕ сумлă юбилейпе уçăлчĕ: кăрлачăн 1-мĕшĕнче паллă ăсчах, педагог, тавра пĕлӳçĕ Виталий Никитин [Станьял] 85 çул тултарчĕ. Çавна май Чăваш наци вулавăшĕнче Виталий Петровичăн пултарулăх каçĕ иртрĕ.
«Кимĕ айĕнче çывăрса пурăнтăм»
Çапла, Виталий Станьялăн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ: вăл — литературовед, поэт, публицист, куçаруçă, филологи наукисен кандидачĕ, общество ĕçченĕ, Чăваш Республикин аслă шкулĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Н.Гарин-Михайловский, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премисен лауреачĕ, Шупашкар округĕн тата Канаш округĕнчи Çеçпĕл ялĕн хисеплĕ гражданинĕ. Çавăн пекех вăл «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне тивĕçнĕ. Виталий Петрович хăйне чи малтан педагог тесе палăртать. Ĕмĕр тăршшĕпех вĕрентӳ ĕçĕнче вăй хунă. Тĕрлĕ çулта Нурăсри ача çуртĕнче, Комсомольски, Шăмăршă, Шупашкар районĕсенчи вăтам шкулсенче, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ĕçленĕ. Çавăн пекех вăл чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем валли вĕрентӳ программисем, кĕнекесем, методика пособийĕсем хатĕрленĕ. Вăл — 100-е яхăн ăслăлăх ĕçĕн авторĕ. Виталий Станьял — Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă чи паллă çынсенчен пĕри. Çакăн пек сумлă ăсчахсем пĕлӳ илни вĕренӳ заведенийĕн ятне çӳллĕ шая çĕклеççĕ. «Виталий Петрович хăйĕн пултарулăхне асăннă институтран пуçланă, — терĕ филологи наукисен кандидачĕ Николай Осипов уявра сăмах илнĕ май. — Ăна малтан общежитире пӳлĕм те паман, унта чӳречерен кĕрсе çӳренине калатчĕ вăл. Çапах та пĕлӳ патне туртăннă. Институтран вĕренсе тухсан чăвашсене вĕрентсе пурăннă. Халĕ те чăвашлăх енĕпе ĕçлекенсене хавхалантарать. Студентсемпе тата Виталий Петровичпа Тутар, Пушкăрт тăрăхĕсенче, Пенза, Самар, Чĕмпĕр облаçĕсенче фольклор экспедицийĕнче пултăмăр. Аса илӳ чылай… Пушкăртстанри Кекен Васильевкăра, Константин Ивановăн аппăшĕ ĕçленĕ ялта, çĕр каçрăмăр, мунча хутса кĕтĕмĕр. Пире вĕрентсе пынăшăн сире, Виталий Петрович, çĕре çити пуç таятăп». Вĕрентекенĕн хăйĕн те каламалли нумай. «Мана общежити памарĕç. Çавна май эпĕ пĕр уйăха яхăн Атăл хĕрринче кимĕ айĕнче çывăрса пурăнтăм. Ман шухăшпа, çакă — паттăрлăх. Сăмахран, стипенди паманшăн Ульяновск ачи вĕренме пăрахрĕ. Педагогика институчĕ маншăн — питĕ хаклă вырăн. Эпĕ унта йĕр хăвараймарăм паллах. Çапах та мана хисеп тăваççĕ тĕк — пурнăçа харам ирттермен эпĕ», — терĕ вăл. Филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Александр Мефодьев çыравçă Виталий Станьялпа мĕнле паллашнине аса илчĕ. Вĕсен пĕрремĕш тĕлпулăвĕ 60 çул каялла пулса иртнĕ. Александр Иванович ун чухне Патăрьел районĕн «Авангард» хаçатĕнче ĕçленĕ, Виталий Петрович вара — Шăмăршă районĕнчи Пашьелти шкулта. Хĕллехи сивве пăхмасăр каччă редакцие пынă. Шăпах çакăнта паллашнă вĕсем. Каярахпа Шупашкарта педагогика университетĕнче пĕрле ĕçленĕ. «Виталий Петровича студентсем уйрăмах кăмăллатчĕç, — иртнине куç умне кăларчĕ çыравçă. — Вăл ытти профессор, доцент пек сарăхнă хут тытса заняти ирттерместчĕ. Студентсемпе куçран куçа пăхса калаçатчĕ. Çамрăксене кăсăклантарма пĕлетчĕ. Çитменнине, унăн килĕнчи архив питĕ пуянччĕ. Студентсене унпа паллаштаратчĕ, каласа кăтартатчĕ. Вăл — энциклопедист. Халĕ те çаплах». Филологи наукисен докторĕ Виталий Родионов та Виталий Станьял студентсене, шкул ачисене кăсăклантарма пĕлни çинчен каларĕ. «Çеçпĕл Мишши пултарулăхне тĕпчес ĕçре пысăк йĕр хăварчĕ вăл, — сăмах хушрĕ Виталий Григорьевич. — Çеçпĕл Мишшин Теччĕри тусне Павел Бекшанские кунта чĕнсе илчĕ, унпа ачасене туслаштарчĕ. «Çилçунатçăсем» халĕ те ăна астуса пурăнаççĕ. Хăйне евĕрлĕ, ытти çын туман ĕçе Виталий Петрович пурнăçларĕ». <...>
Валентина ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Галина ЕРТМАКОВА: «Манпа юнашар яланах пулăшма хатĕр çынсем пулнă»
«Пирĕн умĕн ĕçленисем архив службин çирĕп никĕсне хывса хăварнă. Çавăнпа паян пире аталанма çăмăлрах», — палăртрĕ Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕн директорĕ Галина Ертмакова учрежденин юлашки вăхăтри ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май.
— Галина Васильевна, эсир кун-çулăра архив ĕçĕпе çыхăнтарнăранпа кĕçех 40 çул çитет. Ку тытăма мĕнле майпа пырса кĕтĕр-ха?
— Професси пĕлĕвĕ илнĕ хыççăн пĕр çулталăк Новосибирск хулинче ĕçлерĕм. Отпуска тăван яла килсен хуçалăх хавшанине асăрхарăм. Анне чылай çул чирленĕ хыççăн ура çине тăма пуçланăччĕ, анчах ăна ĕçлеме йывăртарахчĕ. Аттене пĕччен хуçалăха тытса пыма çăмăл пулман. Вĕсене пулăшас тесе Елчĕке ĕçе вырнаçма шутларăм. Çĕнĕ пӳрт лартмаллине те куратăп… Çапла Елчĕк райканашĕн ĕçтăвкомĕн ĕç пайĕн ертӳçинче ĕçлеме пуçларăм. Республикăн халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕ валли çынсем суйлас енĕпе вунă çула яхăн вăй хутăм. 1985 çулта район архивĕн ертӳçи тивĕçлĕ канăва кайсан мана унта куçма сĕнчĕç. Хушнине тума хăнăхнă та — килĕшрĕм.
Галина Ертмакова ертсе пынă çулсенче Елчĕк районĕн ĕçтăвкомĕн архивĕн пурлăхпа техника бази палăрмаллах çирĕпленнĕ, çĕнĕ фондсемпе пуянланнă. 1987 çулта Атăл-Вятка регионĕнчи «Чи лайăх район архивĕ» смотр-конкурсра Галина Васильевна I степень диплома тивĕçнĕ. 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче учреждени республикăра малта пыракансенчен пĕри пулса тăнă
23 çул ытла Елчĕкре ĕçлесе пурăнтăмăр. Пĕррехинче Шупашкартан килнĕ архив специалисчĕ Елена Андреева калать: «Галина Васильевна, сирĕн валли кунта ĕç çитмест. Тĕп хулана куçмалла». Ун чухне унăн сăмахĕсене çывăха илмерĕм. Ачасем шкул пĕтерсе Шупашкарта вĕренме пуçласан вара кун пирки ытларах шухăшлама пуçларăм. Мăшăрпа канашларăм: «Шупашкара пурăнма куçмалла мар-ши? Ĕç тупма пулĕ… Çĕр илсен çурт лартăпăр. Тăвансем йышлă — пулăшĕç». Çапла иксĕмĕр пĕр шухăшлă пулса тĕп хулана килтĕмĕр. Делопроизводство тата ведомство архивĕсен фондне йĕркелекен служба ертӳçинче ĕçлеме пуçларăм.
Эпĕ яланах аслă пĕлӳ илес ĕмĕтпе пурăннă. Атăл-Вятка патшалăх службин академине вĕренме кĕтĕм. 2002 çулхи кăрлач уйăхĕнче истори архивĕн директорне куçарчĕç. Маншăн ку ĕç ют мар-ха ĕнтĕ. Районти архивра 13 çул ытла ĕçленĕ, майне пĕлетĕп. Анчах та кунта ĕçĕ тата та нумайрах. Республикăран кăна мар, унăн тулашĕнчен те ыйтусем килеççĕ. Ĕç условийĕсене лайăхлатса пымалла. Управсенче сивĕ. Вĕсене ăшăтмалла тумалла. Строитель пулнă май ăçта мĕн тумаллине, мĕн чухлĕ укçа кирлине пĕлетĕп. Документсене хатĕрлесе çитернĕ хыççăн архива министра чĕнтĕм. Вăл юсав валли укçа уйăрма килĕшрĕ. Тĕпрен юсанă пекех пулчĕ: çак çуртра стенапа никĕс кăна юлчĕç. Ыттине йăлтах çĕнетнĕ. Мĕн савăнтарать-ха? Ĕç тума шухăшласан ăна кирек хăçан та пурнăçлама пултарни. Тата — манпа юнашар яланах пулăшма хатĕр çынсем пулни.
— Çулсем иртнĕ май архив кивĕ документсене упракан учреждени кăна мар, историксене ăслăлăх ĕçĕсем çырма хавхалантаракан ӳсĕм вырăнĕ те пулса тăнă…
— Пирĕн сотрудниксем тĕрлĕ конференцисене, форумсене час-часах хутшăнаççĕ, докладсем тăваççĕ. Раççей шайĕнче вырăнсем те йышăннă. Хамăр ĕçе çынсен умĕнче кăтартмалла. Çак тĕллевпе хавхаланса çырнисен пуххисене кăларма пуçларăмăр. Акă юлашки вăхăтрисем пирки калас тăк — тĕп хулан 555 çулĕ тĕлне 6 томлă документсен пуххине хатĕрлерĕмĕр. Республика 100 çул тултарнă тĕле те кĕнеке кăлартăмăр. Мухтавлă ентешĕмĕр Андриян Николаев çуралнăранпа пĕлтĕр 95 çул çитрĕ. Юбилей тĕлне нумай мероприяти ирттертĕмĕр, кĕнеке-альбом кăлартăмăр. Раççейри архив ĕçченĕсем нумай пулăшрĕç. Вĕсем пире Андриян Николаев тĕнче уçлăхĕнчен калаçни таранах документсене пачĕç. Паллă ĕнтĕ, вăл наука ĕçченĕ пулнă, космоса аталантарассишĕн нумай ĕç тунă. Хăй аллипе тунă чертежсем те пур. Маларахри çулсенче, сăмах май, хамăрăн архиври документсемпе кăна усă курнă пулсан халĕ федераци шайĕнчисемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр.
Архивра йĕркелекен мероприятисене историксене, ăсчахсене час-часах йыхравлатпăр. Вĕсемпе калаçма вĕсен шайĕнче пулмалла. Çавăнпа аспирантурăна вĕренме кĕтĕм. 2006 çулта ЧАССР тĕп патшалăх архивĕн 1920- 1991 çулсенчи аталанăвне тишкерсе çырнă диссертаци хӳтĕлерĕм, истори наукисен кандидачĕ пулса тăтăм. Ĕçтешсене те ăслăлăхра ĕçлеме хавхалантарса пытăм. Вĕсем те диссертацисем çырчĕç. Яланах хамăрăн ĕçе çĕнĕрен çĕнĕ япаласем кĕртсе пырас тесе тăрăшнă. Видеофильмсем те ӳкеретпĕр. Çапла майĕпен ятлă-сумлă учреждени пулса тăтăмăр. Ытти регион пире тĕслĕх вырăнне йышăнма пуçларĕ. «Пĕчĕк республикăри пĕчĕк архив пысăк ĕçсем тăвать», — теççĕ. <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
♦ ♦ ♦
Городецра чăваш пĕремĕкĕ те пур
Тĕрлĕ хулана çитсе курăпăр — çакăн пек çĕнĕ ярăма тытса пырăпăр кăçалтан. Унта Чăваш Енри тата кӳршĕллĕ республикăсемпе облаçсенчи хуласемпе паллаштарăпăр. Пĕр кунра унта мĕн-мĕн курма пулать? Асăннă хулара туризма епле аталантараççĕ? Чăвашсемпе мĕн çыхăнтарать унта пурăнакансене? Çак ыйтусене çутатăпăр, пĕрпеклĕхсемпе уйрăмлăхсене тишкерĕпĕр.
Соня кинемейпе Перчик мучи
Çул çӳреве кӳршĕри, Чулхула облаçĕнчи авалхи Городец хулинчен пуçлăпăр. Пуян историллĕ тата йăла-йĕркеллĕ хула вăл. Городец Атăлăн сулахай çыранĕнче вырнаçнă. 1152 çулта никĕсленнĕ. Ăна Юрий Долгорукий кнеç никĕслени пирки çыраççĕ. 1170 çулсенче Городец хулинче мăнаçлă крепоç туса лартнă… Городец пире пуш уйăхĕнчи пек çанталăкпа кĕтсе илчĕ. 1 градус ăшă, çулсем шывлă тата пăрлак. Анчах ку чăрмав кӳмерĕ — кăмăл савăк. Пирĕн хулапа паллашма пĕр кун кăна. Çавăнпа чи интереслĕ, чи паллă вырăнсене çитме тăрăшрăмăр. Йывăç çуртсенчен тунă тĕлĕнмелле «Ăстасен хули» комплексра ăш пиллĕн кĕтсе илчĕç. Кунта хресченсен, купсасен çурчĕсемпе, кнеçсен керменĕсемпе паллашма пулать. Асăннă комплекс 76 метр тăршшĕ. Ăстасен хулине кĕрсен куç-пуç алчăрасах каять — çав тери илемлĕ те хăтлă! Кунта авторсен куравĕсем, мастерскойсем ĕçлеççĕ. Акă пĕринче тăмран шăхличсем тăваççĕ. Автан, качака, ытти чĕр чун евĕр вĕсем. Марина Павлова ăста, авă, ачасемпе çамрăксене шăхличсем ăсталама вĕрентет. Хатĕр шăхличсене илемлĕ эрешсемпе капăрлатаççĕ. Чулхула облаçĕнче кил тĕрĕшĕнчи япаласене, ĕç хатĕрĕсене, савăт-сапана ӳкерчĕксем туса илемлетесси анлă сарăлнă. Калăпăр, хĕр арчине, çăм арламалли кĕнчелине сюжетлă картинăсем туса капăрлатнă. Тепĕр мастерскойра вара йывăçран тем те пăр эрешлесе касса кăлараççĕ. Кунта — çынсен, чĕр чунсен кӳлеписем. Сăмавар, савăт-сапа, ывăссем — мĕн кăна çук! Туристсене йывăçран ăсталанă Соня кинемейпе Перчик мучи те хавас. Тепĕр мастерскойра пир тĕртмелли станок вырăн тупнă. Кунтах — кăмака, ĕлĕкхи савăтсапа, стенаран çакнă тĕкĕр, уйран çӳпçи, утюг, шкап, çăкаран ăсталанă сăпка... Тĕрĕссипе, хресчен пӳртне кăтартнă. Çакă йăлтах чăвашсен ĕлĕкхи çуртне аса илтерет. Апла тăк пĕр япаласемпех усă курнă чăвашсемпе Чулхула тăрăхĕнче пурăнакан вырăссем. Анчах кăштах уйрăмлăх та пур. Городец вырăсĕсем кăмакана, пир тĕртмелли станока, тĕкĕре эрешсем туса капăрлатнă. Вĕсем илеме юратни куçкĕрет. Пĕтĕм япалана илемлетме тăрăшнă. Çутă, илемлĕ, куçа илĕртекен тĕссене кăмăллаççĕ. Черетлĕ ăсталăх лаççинче ылтăн тĕслĕ çипсемпе тĕрленĕ çи-пуçа пахалама сĕнеççĕ. Чулхула облаçĕнче ылтăн тĕрĕ анлă сарăлнă. Ылтăн тумтире пуян та капăр кăтартать. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
«Йывăрлăхсем çынна вăйлатаççĕ»
Сергей Ермошкин Вăрнар округĕнчи Кĕçĕн Кипек вăтам шкул директорĕнче ĕçлеме пуçланăранпа çулталăк кăна çитет-ха. Вăл — республикăри вĕренӳ учрежденийĕсен ертӳçисен хушшинче чи çамрăкки. Çакă та — хăйне май пысăк яваплăх…
Ĕç биографине Сергей Александрович ачасен «Орленок» кану центрĕнче пуçланă. Тĕрĕссипе, кăнтăра вăл тинĕс курас тĕллевпе кайнă. «Пĕлĕшсем кану центрĕн столовăйĕнче савăт-сапа çума чĕнчĕç те — килĕшрĕм. Кăштахран повар ĕçне явăçтарма пуçларĕç. Каярахпа кондитер цехĕн смена бригадирне лартрĕç. Лагерьте канакан ачасем валли кондитер изделийĕсем пĕçерме пуçларăмăр. Талăкра 5-6 пин порци десерт хатĕрлеме тиветчĕ. Пуян опытлă наставниксемпе ĕçлени уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Вĕсем малашнехи пурнăçра кирлĕ пулнă повар ĕçĕн нумай вăрттăнлăхне алла илме пулăшрĕç. Апат-çимĕç хатĕрлесси — хăйне евĕрлĕ искусство. Эпĕ, сăмахран, юрлама е ӳкерме пĕлместĕп. Кондитер изделийĕсенче вара ӳнер ăсталăхне кăтартма май пур. Ку ĕçре çакă килĕшет мана. Икĕ кун ĕçлесе икĕ кун каннăран пушă вăхăт нумайччĕ. Тунсăх пусасран ресторанта хушма ĕç тупрăм, — аса илчĕ Сергей Александрович. — Ĕçлеме питĕ интереслĕччĕ. Лагерьте ачасем çулталăкĕпех канаççĕ кăна мар, вĕренеççĕ те. Вăхăтран вăхăта улшăнаççĕ кăна: пĕрисем каяççĕ, теприсем килеççĕ». Кану центрĕнче ĕçленĕ вăхăт — чун киленĕçĕ профессие куçнă тапхăр — çамрăкшăн хăйне майлă карьера ӳсĕмĕн пуçламăшĕ пулса тăнă. 2020 çул вĕçĕнче тăван тăрăха таврăннă хыççăн Сергей Александрович Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче производство мастерĕнче ĕçлеме пуçланă. Çав вăхăтрах студентсене экономика дисциплинисене вĕрентнĕ. «Манăн принцип çапларах: хăш самантра хăрушăрах — çавăн чухне сикмелле. Çак чăнлăх пурнăçра яланах пулăшать, — терĕ Сергей Александрович. — Техникумра ĕçлеме пуçласси маншăн питĕ хăрушă пек туйăннăччĕ. Вăрнар округĕн администрацине йыхравласан тата та хăрушăрах пулса кайрĕ. Çамрăксемпе ĕçлекен канашçă — çĕнĕ должноç. Чи малтанах никам та пĕлмен: унăн мĕн ĕçлемелле? Эпĕ çак профессире пуçласа ĕçлекен пултăм. Çак вăхăт маншăн хăйне евĕрлĕ усăллă тапхăр пулчĕ. Интереслĕ çынсемпе, ытти округри ĕçтешсемпе паллашрăм, вĕсен ĕçĕ-хĕлне курса опыта ӳстерсе пытăм. Паян та пĕр-пĕринпе туслă çыхăну тытатпăр». Кĕçĕн Кипек шкулĕн директорĕ пулма Сергей Ермошкина вĕрентӳ учрежденийĕ хупăнас хăрушлăх умĕнче тăнă тапхăрта çирĕплетнĕ. Шкул çуртне иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен варринче хута янă. Авалхи чиркӳ никĕсĕ çинче ларакан икĕ хутлă чул çурт вăхăт витĕмĕнчен иртеймест паллах. Вăхăтра юсаса тăрсан та кивелет, юхăнать. Икĕ-виçĕ çул каялла ăна капиталлă юсав программине кĕртнĕ. Строительсем ĕçе пикенсен çурт конструкцийĕнче юсама май çук пайсем тупăннă. Çавна май шкула хупас ыйту тухса тăнă. Анчах та ял çыннисем ку йышăнупа килĕшмесĕр республика ертӳлĕхĕ патне çырупа тухнă. Чăваш Республикин вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров Кĕçĕн Кипек çыннисемпе тĕл пулнă хыççăн пурне те тивĕçтерекен йышăну тума май килнĕ. Вăхăтлăха шкула Туçи Мăрат ялне куçарнă. Унтан Туçи Çармăс ялĕнчи шкул çуртне юсаса йĕркене кĕртнĕ хыççăн Кĕçĕн Кипек шкулне унта вырнаçтарма йышăннă. Туçи Çармăс шкулĕ 1994 çулта çĕнĕ икĕ хутлă кирпĕч çурта куçнă пулнă. 2006 çулта ăна Кĕçĕн Кипек шкулĕпе пĕрлештернĕрен хупнă. Çав вăхăтранпа çурт, тĕпрен илсен хăш-пĕр пӳлĕме ял тăрăхĕн администрацийĕ йышăннине шута илмесен, пушă ларнă. Çирĕм çула яхăн усă курман çурта йĕркене кĕртме укçа-тенкĕ кăна мар, ĕçе йĕркелекен те кирлĕ. Анчах çак тапхăрта вĕренӳ учрежденийĕн ертӳçĕ пулман. Унчченхи ĕçрен кайнă хыççăн пĕрне сĕннĕ, теприне — çăмăл мар лава туртма килĕшекен тупăнман… «Мана пĕлтĕр ака уйăхĕнче директор должноçне йышăнма сĕнчĕç. Шкула тĕпрен юсамалла пулнăран унта çивĕч ыйту нумаййи пирки тӳрех асăрхаттарчĕç, — терĕ Сергей Александрович. — Йывăрлăхсем пуррине пăхмасăр килĕшрĕм. Тăван тăрăхшăн çак вырăнта усăллă ĕçсем тăвас ĕмĕтпе хавхалантăм. Малтанхи вăхăтра, чăнах та, кăткăсчĕ. Директор та, строитель те, завхоз та… пулма тиврĕ. Коллектив, ашшĕ-амăшĕ, ачасем пулăшнипе шкула юсаса йĕркене кĕртрĕмĕр. Çĕнĕ вĕренӳ çулне çĕнелнĕ çуртра пуçларăмăр. Халь иртнисене аса илетĕп те, телефонри кивĕ сăн ӳкерчĕксене — арканнă стенасем, алăксăр пӳлĕмсем, çӳп-çап купиллĕ коридорсем — пăхатăп та… Хăрушă! Çапах та педагогсемпе пĕрле палăртнине пурнăçа кĕртме пултартăмăр. Çакă чи хакли». Хальхи вăхăтра Кĕçĕн Кипек вăтам шкулĕнче 40 ача вĕренет. Вĕсене Кĕçĕн Кипекрен, Çĕн Алтăшран, Мулакассинчен, Пăваялĕнчен, Тимĕрчкассинчен, Шуртанран, Кивĕ Сăрьелтен автобуспа илсе пыраççĕ. Ачасене вунă педагог пĕлӳ парать. Вĕсем пурте нумай çул вĕрентӳ сферинче ĕçлесе пысăк опыт пухнăскерсем. Темиçе çул шкулта 10-мĕш класс пулман. Кăçалхи вĕренӳ çулĕнче уçма май килнĕ. «9-мĕш класс пĕтернĕ ачасемпе калаçрăм та… Вĕсем тăван шкултах малалла вĕренме хирĕç пулмарĕç, — терĕ Сергей Александрович. — Техника енĕпе тарăннăн вĕренме шут тытрĕç. Çавна май вĕсене Вăрнар поселокне Цифра вĕрентĕвĕн центрне илсе çӳретпĕр». <...>
Валентина БАГАДЕРОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...