Чăваш хĕрарăмĕ 50 (1380) № 26.12.2024
Нумай «ачаллă» Юр кĕлеткесен çемйине ăсталанă
Шупашкар округĕнчи Ивановсем пурнăçа кăсăклă тума пĕлеççĕ. Хĕллесерен кил умне асамлă лапама çавăраççĕ вĕсем. Кунта тĕрлĕ чĕр чун, кĕлеткесем вырăн тупаççĕ. Веçех — юртан ăсталанăскерсем.
Çулсеренех юр ларнă хыççăн Ираида Вениаминовнăпа Николай Иванович тăрмашма пуçлаççĕ. Ĕç чăннипех вĕреме пуçлать кунта. — Кăçал юр сахал çурĕ, пурри те ирĕлсе пĕтрĕ темелле. Çавăнпа кӳршĕ-аршăран тазсемпе юр туртатăп. Çанталăк ăшăтсан хатĕр юр кĕлеткесем ирĕлсе илемсĕрленчĕç, кайран çĕнĕрен ăсталама тиврĕ. Кăмăл пăсăлчĕ пулин те алă усмарăмăр. Мана мăшăр пулăшать. Каçхине 10 сехетре клубран таврăнать те пĕрле ĕçлетпĕр, — кăмăллăн калаçрĕ хастар çемье пуçĕ. Николай Иванович ача чухнех юртан тем те пĕр купалама кăмăлланă-мĕн, çитĕнсен чаплăрах кӳлепесем ăсталама шухăшланă. Мĕнех, пурнăçа кĕртнĕ вăл ĕмĕтне. Пулас мăшăрне пĕрре курсах килĕштернĕ, Ираида та ăна куç хывнă. Вĕсем пĕр сукмакпа утма пуçланăранпа çитес çулхи кăрлач уйăхĕнче 42 çул çитет. Пӳрнисене ылтăн çĕрĕ тăхăннă хыççăн пуçланă та кил таврашне капăрлатма вĕсем. Çĕнĕ кайăксем вĕçсе килсен вара пушшех хавхаланнă. Виçĕ ывăл çитĕнтернĕ Ивановсем, икĕ кин кĕртме ĕлкĕрнĕ. Халĕ мăнукĕсемпе савăнаççĕ, вĕсем килсех çӳреççĕ. Шăпăрлансем валли аслашшĕ-асламăшĕ чаплă тăвайкки купалать, кăçал та мăн сăрт евĕр çĕкленет вăл. — Темле çын та пур вĕт: кĕвĕçекенни те, тиркекенни те. Унашкаллисен шухăшне пуçа илместпĕр. Хамăр килĕшнĕ ĕçе пурнăçлатпăр. Эпир ял вĕçĕнче пурăнатпăр, кунтан машинăсем кĕреççĕ. Яла килекенсене кăмăллă пултăр тесе тăрăшатпăр, пултарнă таран кил-çурта Çĕнĕ çул умĕн илемлететпĕр, — сăмах хушрĕ ăш пиллĕн кил хуçи арăмĕ. Ӳркенмен мăшăр кашнинчех çывхарса килекен çулталăк хуçине — чĕр чуна — ăсталать. Кăçал акă Çĕлен вырăн тупнă кунта. Вăл йывăç тăрăх явкаланса хăпарнăн туйăнать. Каçхине вара тĕрлĕ тĕслĕ гирлянда çутипе ялкăшать. Гирлянда тенĕрен, вĕсемпе Ивановсем кил-çуртне, ун таврашне, урамри чăрăша илемлетнĕ. Кăçал çĕршывра Çемье çулталăкĕ пулнине шута хурса Юр кĕлеткесен çемйине ăсталанă. Ултă «ачаллă» вĕсем, пĕр пепкине, чи кĕçĕннине ĕнтĕ ашшĕ алă çинче йăтнă. Хăйне евĕрскерсене калпак, атă-пушмак тăхăнтартнă, шарф çыхтарнă… Тĕлĕнмелле! — Çак Юр кĕлеткесене пăхса мăшăрсене ача ытларах çуратма хавхалану килтĕр терĕмĕр, — йăл кулчĕ Ираида Вениаминовна. — Çынсене савăнтармашкăн кăмăл пур, упăшкапа чун ыйтнипе çак ĕçе пуçăнатпăр. Клубра ĕçленĕ май хама çамрăк туятăп. Иксĕмĕрĕн те чунсем ватăлман-ха, малаллах тинкеретпĕр. Кил таврашне илемлетес енĕпе округри конкурсра мала тухни те хавхалантарать. Пĕлтĕр 1-мĕш вырăна тухса 20 пин тенке тивĕçрĕмĕр. Унччен тĕрлĕ парнене выляса илнĕ: çатма та, гирлянда та… — калаçрĕ 32 çул ялти культура çурчĕн ертӳçинче тăрăшаканскер. <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
♦ ♦ ♦
«Йышлă çемьесене пулăшассине тĕпе хуратпăр»
Иртнĕ эрнере Раççей Президенчĕ Владимир Путин йăлана кĕнĕ йĕркепе пресс-конференци тата «тӳрĕ лини» ирттерчĕ. Ыйтусене маларахах йышăнма пуçланă та — икĕ миллион ытла ыйту пухăннă. Тăватă сехет çурă ытла тăсăлнă калаçура Владимир Владимирович 76 ыйтăва хуравларĕ.
Экономика — çĕршыв аталанăвĕн никĕсĕ
Раççей паянхи лару-тăрура хăйĕн ӳсĕм çулне мĕнле майпа упраса хăварма пултарать? Калаçу çак ыйтуран пуçланчĕ. Владимир Путин пĕтĕмпех экономика çинче никĕсленнине çирĕплетрĕ. Вăл вара тулашран витĕм кӳнине пăхмасăр малалла аталанать. Кăçал экономика ӳсĕмĕ 3,9% танлашмалла. Тен, 4% та пулĕ. Çав вăхăтрах еврозонăра ку кăтарту 1% шайĕнче кăна. Анчах çакă лăпланмалли сăлтав мар. Еврозона тĕлĕрет тĕк — аталанăвăн ытти центрĕсем пур, çавăнпа та пирĕн малаллах ăнтăлмалла. Çĕршывра ĕçсĕрлĕх пысăк мар — рекорд шайĕнчи пĕчĕк кăтарту, промышленноç ӳсĕмĕ 4,4% танлашнă. Чылай отрасль кăтартăвĕ тата та пысăкрах. Чылай ют çĕршыв компанийĕ пирĕн патран пăрахса кайнинче вара Президент япăххипе пĕрлех ыррине те курать: çакă пире импорта хамăрăн продукципе улăштарас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлеме пулăшрĕ — ку енĕпе кăтартусем курăмлă. Граждансене апат-çимĕç хакĕсем пăшăрхантараççĕ — вĕсем ӳсни куç умĕнче. Раççей ертӳçи çĕршыв апат-çимĕç нумайрах та нумайрах туса кăларнине палăртрĕ. Çав вăхăтрах аш-какай, сĕт юр-варĕ туянасси ӳсет — производство çак ӳсĕме ĕлкĕрсе пыраймасть. Правительствăн, ун шучĕпе, уйрăм отрасльсен аталанăвĕ тĕлĕшпе тимлĕрех пулмалла. Хаксем ӳсни — кăмăлсăр пулăм, çапах макроэкономика туртăмĕсем аван, эппин, хаксемпе çыхăннă лару-тăрăва та йĕркелĕпĕр. Ял хуçалăхĕ ăнăçлă ĕçлени те çапла калама май парать. Пĕлтĕр тыр-пул тухăçĕ рекорд шайĕнче пулнă, кăçал та лайăх. Раççейĕн ял хуçалăх продукцийĕн экспорчĕ ӳссех пырать. Яла аталантармалли программа пур. Чи кирли — ялта пурăнакансен пурнăç шайне çĕклени, унти ĕç укçине пысăклатни. Ку ыйтусем — кун йĕркинче. Халăх йышне ӳстермелле Демографи ыйтăвне Президент Раççейшĕн чи пĕлтерĕшлĕ ыйту тесе хакларĕ. Тепĕр тесен, ку мĕн пур çĕршывшăн пĕлтерĕшлĕ. Совет Союзĕнче çын шучĕ çуллен 2% пысăкланса пынă. Шел те, халь апла мар — йыш чакать. Чылай çĕршывра çапла — вĕсен лару-тăрăвĕ тата та йывăртарах. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче, Совет Союзĕ аркансан кăтартусем тăруках чакнă. Халь те ансат мар. Çавăнпа патшалăх ача çуратассине ӳстерессине, нумай ачаллă çемьесене пулăшассине тĕпе хурать, ку енĕпе малашне те çăмăллăхсем пулĕç. Президент ку енĕпе Чечен тата Тува республикисене тĕслĕх вырăнне хучĕ — унта демографи кăтартăвĕсем лайăх. 35 регионта вара ача çуратасси çĕршыври вăтам кăтартусенчен пĕчĕкрех — вĕсем валли лару-тăрăва лайăхлатас тĕлĕшпе уйрăм программа йышăнни вырăнлă. Шăпах нумай ачаллă çемьерен çемье ипотекине илейменнипе çыхăннă ыйту пулчĕ те — Владимир Владимирович çемьен çак йывăрлăхĕ çинчен «йĕркесĕрлĕх» тесех каларĕ. Кунашкал çемьесене ипотека парас тĕлĕшпе нимĕнле лимит та пулмалла мар — «çакна тĕрĕслĕп». Çийĕнчен пĕчĕк процентлă ял ипотеки пирки те сăмах пуçарчĕ. Вăл питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ — шăпах ялсенче çурт-йĕр тăвас енĕпе кăтартусем пысăк. Çавăнпа та çемье, ял ипотекисем упранса юлаççех. Çивĕч ыйту — çынсене телефонпа шăнкăравласа улталани, вĕсен пысăк укçине вăрлани. «Мĕнле-ха банксем 18 пин тенкĕ пенси илекен ватă çынна нимĕнле документ ыйтмасăр пысăк кредитсем пама пултараççĕ?» — чунне ыраттарса ыйтрĕ Тутарстан хĕрарăмĕ. Президент палăртнă тăрăх, Украина территорийĕнчен кăна пирĕн граждансен 250 миллиард ытла тенкине вăрланă. Çавăнпа та Владимир Владимирович çапла сĕнчĕ: 50 пин тенкĕ таран кредитсене банксем тӳрех паччăр, унтан пысăкрах кивçен тĕлĕшпе вара темиçе сехетлĕх те пулин тăхтав пулмалла, 200 пинрен те пысăкрах тăк — темиçе кун. Ку ыйтусене Патшалăх Думинче те тишкереççĕ, йĕрке тумаллах. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Çĕленсем мана лăплантараççĕ»
Сосновка поселокĕнче кун кунлакан Антоновсен çĕлен курма зоопарка каяс нуша çук. Ара, çак çăткăн вĕсен килĕнчех пур-çке-ха! Пĕрре кăна мар, виççĕ. Çĕлене çемйипех кăмăллаççĕ тени тĕрĕсех пулмĕччĕ. Ăна уйрăмах кил хуçи арăмĕ Кристина килĕштерет. Мăшăрĕ Алексей вара сивĕ чĕр чунран питĕ шикленет, апла пулин те хваттерте пурăнаканскерсене хăнăхса çитнĕ. Çапах çывăха пымасть-мĕн.
3 метр тăршшĕ питон та пур 31 çулти Кристина мĕн ачаранпах çĕленсене кăмăлланă. Сунарçă пулнă кукашшĕ тăтăшах киле е çара çерçие, е хурăн пуçлă çĕлене йăтса килни те витĕм кӳнĕ, ахăртнех, хĕрачана. Çывăх çынни кирек мĕнле чĕр чуна та юратнă. — Пысăк çĕлен усрама ĕмĕтленеттĕм. Ӳссе çитсен ĕмĕте пурнăçлас патнех çитнĕччĕ, анчах пĕр самант чарчĕ: ун чухне çĕлен валли чĕрĕ апат çеçчĕ: шăши, йĕке хӳре, кролик… Эпĕ вĕсене çитерме пултараймассине ăнлантăм, çакна тума та кăмăл çукчĕ, тĕрĕссипе. Халĕ ку енчен аванрах — шăнтнă апат туянма май пур. Ăна ăшăтмалла çеç, — пуçарчĕ калаçăва çамрăк хĕрарăм. Хăйне евĕр ĕмĕтне вăл нумаях пулмасть çеç, кăçалхи ака уйăхĕнче, пурнăçланă. Ун чухне вĕсен килĕнче пĕрремĕш чĕр чун — Император çĕленĕ — тупăннă. Каярах çак ăратри иккĕмĕш рептилие туяннă. Пĕри — ама, тепри — аçа. Тепĕртакран виçĕ метр тăршшĕ /!/ Тигр питонĕ те туслă çемьере пурăнма пуçланă. Император çĕленĕсем çамрăк-ха, вĕсен тăршшĕ 2 метр ытла пулма пултарать. Рептилисем ятарлă террариумсенче пурăнаççĕ. Вĕсене маларах оборудованипе тивĕçтермелле, çирĕплетмелле. Хулăн кантăк лартмалла. Апат панă чухне çĕлен ун çине сиксе ӳкет, çак самантра вăл террариума аркатма пултарать. Вăл мĕн чухлĕ çирĕпрех, çавăн чухлĕ шанчăклăрах. Кристина каласа кăтартнă тăрăх, унта сывлăш температурипе нӳрĕклĕхе тĕрĕслесех тăмалла. Террариумăн пĕр кĕтесĕнче 20-25 градус сивĕ, тепĕр вĕçĕнче 33 градус таран ăшă пулмалла. Пӳлĕме вăл ятарлă хатĕрпе ăшăтать. — Çĕлен усрама йывăр мар. Ку чĕр чун наян çынсем валли тесе шухăшлатăп. Террариум тĕлĕшĕнчен çеç кăткăслăхсем тухма пултараççĕ. Мĕншĕн йывăр мар тетĕп-ха? Йытă-кушака, ытти выльăха кунсеренех апатлантармалла пулсан, çĕлене сайра апат памалла. Сăмахран, çур çултине — эрнере пĕрре, çулталăкран иртнине — çирĕм кунра пĕрре çитермелле. Çитĕннĕ çĕлене вара уйăхне пĕрре çеç апат кирлĕ. Питона çак режимпа кролик тушкипе апатлантаратăп. Чи пĕчĕкки йĕке хӳре çурипе те тăранать. Чĕрĕ шăши-кролик памастăп — вĕсем çĕлене суранлатас хăрушлăх пур. Кунпа çеç мар. Шел вĕт-ха. Ачасене те кăтартас килмест вăйсăр чĕр чунсем асапланнине. Сăмах май, пирĕн аслă хĕр пĕрчи те мана хывнă. Унăн шăши, попугай пур. Вĕсене хăех пăхать. Кĕçĕнни те чĕр чунсене лăпкăн йышăнаймасть, кăмăллать. Çĕленсенчен вуçех шикленмеççĕ, — калаçрĕ Кристина. <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...