Комментировать

19 Дек, 2024

Çамрăксен хаçачĕ 49 (6550) № 19.12.2024

«Пухнă пĕлӳпе тăван халăхшăн усă курас килет»

Вăл пĕр вырăнта тăма хăнăхман. Кашни çулталăкĕ пĕлтерĕшлĕ пулăмсемпе тулса тăкăнать унăн. Çĕрпÿ округĕнчи Вăрманкас Кĕçтемĕрте çуралса ÿснĕ Мальвина Петрова иртсе каякан çулталăка вулакансемпе пĕтĕмлетме килĕшрĕ.

Тусем ытларах илĕртнĕ

— Мальвина, эсĕ кăçал Сочире çу каçрăн. «Контактра» социаллă сетьре санăн страницуна сăнаса тăнă май унта канма кайманнине ăнлантăм. Мĕнле тĕллев пулнă санăн?

— Пĕлетĕр-ха ĕнтĕ, 2023 çулта эпĕ хамăр округ администрацийĕнче культура, çамрăксен политики, спорт тата архив ĕçĕн секторне ертсе пытăм. Ĕçĕ питĕ килĕшетчĕ. Интереслĕ самант чылай пулчĕ. Вăт çавăн чухне олимпиецсене пулăшакан фонд тата Раççейри Халăхсен хушшинчи Олимп университечĕ (РМОУ) йĕркелекен конкурса хутшăнтăм. Заявка ятăм та «ăнăçсан — ăнăçать, çук тăк — çук» тесе ун çинчен мантăм. Эпĕ студент чухнех професси шайĕнче спортпа туслашнине, хăвăрт утас енĕпе тĕнче класлă спорт мастерĕ пулнине пĕлетĕр-ха ĕнтĕ. Пĕлтĕр çулла ман пата конкурс йĕркелӳçисем шăнкăравларĕç, онлайнсобеседовани ирттерчĕç. Авăн уйăхĕнче вĕренме тытăнтăмăр. Ун чухне отпуск илсе «разведкăна» кайса килтĕм. Мана килĕшрĕ те юпа уйăхĕнче ĕçе пăрахрăм, олимпиецсемпе пĕрле Сочире вĕренме тытăнтăм. Кун пек май ĕмĕрте пĕрре пулать вĕт!

— Тӳлевсĕр вĕрентĕн-и?

— Çапла, тӳлевсĕрех вĕрентрĕç, пурăнтарчĕç. РМОУ спорт менеджменчĕ енĕпе специалистсем хатĕрлет. 2014 çулта хĕллехи Олимп вăййисем валли çĕкленĕ объектсемпе паллашрăмăр. Пире Мускаври профессорсем, пысăк шайри чиновниксем управлени, право, менеджмент, маркетинг ĕçне ăса хывтарчĕç. 14-мĕш хутри аудиторире хамăн шĕвелнĕ мимене май пур таран «çăралантартăм». Вĕренме çăмăлах марччĕ, мĕншĕн тесен пĕр чӳречинчен пăхатăн та — шурă шлепкеллĕ тусем, тепĕр енне çаврăнатăн та — кăпăкланса выртакан кăн-кăвак тинĕс… Çулталăк тăршшĕпех тинĕс хĕрринчи 5 çăлтăрлă хăна çуртĕнче пурăнтăм. Пире кĕске вăхăтрах питĕ\нумай пĕлӳ пачĕç. Юрать, эпĕ студент пулнă, администрацире ĕçлесе курнă, спорт мĕнне пĕлетĕп. Журналистикăра ĕçлени те нумай пулăшрĕ. Вĕренӳ ĕçне хăвăрт пурнăçласа пыма пултартăм. Хăшĕ-пĕри çухалса каятчĕ. Ку енчен мана çăмăлччĕ, анчах чунра йывăрччĕ. Мĕншĕн тесен эпĕ — çемьеллĕ çын. Нумайăшĕ — ĕнерхи студент, ĕнерхи чемпион. Вĕсене карьера кăна интереслентерет.

— Хура тинĕсре тăраниччен шыва кĕтĕн-и?

— Мана тинĕсрен ытла тусем çывăхрах пулнине ăнлантăм. Аудитори чӳречинчен Фишт ту курăнатчĕ. Унта хăпарса юр шыраса çӳреттĕм. Ахун тăвĕ çине тренировкăна чупма çӳреттĕм. Иртен пуçласа каçчен вĕреннипе вăхăт иртни те сисĕнмерĕ. Хĕвел унта питĕ хăвăрт анать. Сăн ӳкерес тесе телефона хатĕрленĕ хушăра тарса пытанать вăл. Вырăнти çынсем канлĕ пурăнма хăнăхнă. Уйрăмах Олимпиада иртнĕ хыççăн туристсем йышлă, вĕсене çурт-йĕр тара парса ĕçлемесĕрех тупăш тăваççĕ. Паллах, эпир лекцире кăна ларман, «Сириус» вĕренӳ центрĕнче пултăмăр, çула май Абхазие кайрăмăр. Сочири мĕн пур музея кĕрсе куртăм. Çапах пĕлетĕп: тĕнче тата аслăрах. Курмалли пайтах-ха манăн. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   


Туй халăхне çăра çакнă çурт кĕтсе илнĕ

Вĕсем ял хуçалăх институтĕнче паллашнă: Нина – пĕрремĕш курс студентки, Дмитрий – Омскра аслă пĕлӳ илсе таврăннă çамрăк преподаватель. Амăшĕ аварие лексе хытах аманнăран хĕр çулталăк та вĕренеймен, института пăрахса киле таврăннă. Шкула çӳрекен шăллĕйăмăкне, выльăх-чĕрлĕх пăхмалла пулнă унăн.

Интеллигентсен йăхĕнчен

Пĕр кунхине Нина Дмитрий Германовичран çыру илнĕ. Преподаватель унăн пурнăçĕпе кăсăкланнă, хăçан вĕренме килессине ыйтнă. Хĕр ăна хуравланă. Çамрăксем пĕр-пĕрин патне çырусем вĕçтерме тытăннă. Амăшĕ больницăра çулталăк выртнă. Çак хушăра Нина института чунĕ туртманнине ăнланнă. Шупашкарта пурăнакан пиччĕшĕ ăна Агрегат заводне ОТК контролерне — ĕçе, общежитие пурăнма вырнаçтарнă. Преподавательте ĕçлекен савнийĕ ун патне пырса курма ирĕк ыйтсан хĕр хирĕçлемен. Тĕлпулусем тăтăш пулнă, каччă яла та пырса курнă. «Нина мĕнле чаплă каччă тупнă!» – шлепкепе, папахăпа çӳрекен интеллигент йĕкĕте пăхса тĕлĕннĕ çынсем. Нина Мефодьевнăпа Дмитрий Германович 1968 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче çемье çавăрнă. Çырăннă хыççăн мăшăр туй халăхĕпе Шупашкар районĕнчи Чăрăшкассине кайнă. Анчах унта вĕсене çăра çакнă сивĕ пӳрт кĕтсе илнĕ. «Митя хулара пурăнатчĕ, ашшĕ-амăшĕ çамрăклах вилнĕ те çурт хупă тăнă. Тăванĕсем кăмака хутрĕç. Сĕтел ĕçме-çимепе наччасра тулчĕ. Ĕлĕк пускилсемсĕр пĕр ĕçкĕ те иртмен, вĕсемсĕр пĕр курка сăра та ĕçмен. Ялĕпех пире саламлама килчĕç. Виçĕ кун туй тунă хыççăн Çĕнĕ çул кĕтмешкĕн манăн тăван яла кайрăмăр», – аса илчĕ Нина Мефодьевна. Серебряковсен çурчĕ çĕнĕ пулнă. Амăшĕ виличчен ăна купалаттарса хăварнă. Кун хыççăн вăл чирлеме тытăннă. Омскра пурăнакан аслă ывăлĕ ăна унта илсе кайнă. Шел те, хĕрарăм сывалайман. Дмитрий Германович пĕрремĕш ăрури интеллигент мар, унăн ашшĕ те, амăшĕ те учительте ĕçленĕ. Çемьере вĕсен 6 ывăл çитĕннĕ. Пурте вĕренсе тухса пысăк çынсем пулнă. Асли Ким, сăмахран, Хусанти авиаци институтне пĕтернĕ хыççăн Омскри заводра тĕп конструкторта ĕçленĕ. Тăван килне амăшĕ Митьăна парса хăварнă. Хулара ĕçлесе пурăннă каччă 27-ре авланнă хыççăн амăшĕ нушапа хăпартнă çурта пурнăç кĕртес тесе мăшăрĕпе яла таврăннă. Çулталăкран вĕсен Андрей çуралнă, кайран, çулталăк та икĕ уйăхран – Светлана. «Переворот» тунă «Тек вĕренме кайманшăн кулянмастăп. «Икĕ ăслă çынна пурăнма йывăр», – çапла шӳтлерĕ упăшка. Эпĕ ялти çĕвĕ цехне вырнаçрăм, кайран ялти КБО уйрăмне нумай çул ертсе пытăм. 5 ача çуратрăм. Хальхи хĕрарăмсем пек декретра ларайман эпир, садик пулман. Пĕчĕк ачасене хĕлле килте питĕрсе хăварнă. Çулла хăйсем тĕллĕн урамра çӳретчĕç. Кӳршĕри кинемейсем хăйсем патне кĕртсе çитеретчĕç. Тепĕр 6 çултан Алена çуралчĕ, çулталăк та 20 кунран – Саша. Вĕсем йĕкĕреш пек ӳсрĕç. Аслисем шкула çӳреме тытăнчĕç. Хамăр ĕçе кайнă чухне кĕçĕннисене питĕрсе хăвараттăм. Таврăннă çĕре çаппа-çарамас ларатчĕç. Пӳртре «переворотчĕ». Пĕррехинче Саша хута питĕ вĕтĕ вакласа аппăшĕн сулахай хăлхине туп-тулли мăкланă. Ниепле те кăларса пĕтереймерĕм. Тепĕр кунхине ачан хăлхи ыратма тытăнчĕ те Шуркассине фельдшер пунктне кайрăмăр. Сашăна та хăвармарăмăр. «Ан макăр, ыратмасть», – Аленăна лăплантарчĕ пĕчĕкскер. Фельдшер хăлхана аран-аран тасатрĕ, çур кун ăшталанчĕ», – аса илӳ çăмхине тăсрĕ нумай ачаллă амăшĕ. Мăшăрĕ 5-мĕшне кĕтнине пĕлтерсен Дмитрий Германович: «4 ача ӳснине 5-мĕшĕ те çитĕнет! Нимĕнле калаçу та çук!» – тенĕ çирĕппĕн. Вăл хăй йывăр вăхăтра выçăллă-тутăллă ӳсни пирки аса илтернĕ. Ура тăхăнмалли пулманран пиччĕшĕ ăна хĕлĕпе шкула çунашкапа туртса çӳренĕ. Çапах 6 ачаран пурте аслă пĕлӳ илнĕ. Надя çут тĕнчене килсен вăл ӳснĕ тĕле ялта çĕнĕ садик, шкул çĕкленнĕ. Пăхма пулăшакан пулманнипе ачисем пĕчĕк чухне питĕ йывăр килнĕ. Юрать-ха, тем хăрушши курасран Турă хăтарнă. Ачасене пĕччен пăрахса хăварсан темĕн те курма пулать вĕт. Çăвĕпе вĕсем плотина хĕрринчен кайма пĕлмен. «Шала ан кĕрĕр», — тенине ачапча итлет-и? Шкула кайма пуçласан вĕсем килти ĕçсене хăйсем çине илнĕ. «Алена кĕçĕн класра чухнех çĕр çине ларса ĕне суни куç умĕнче. Патак пек çинçе урисене тăсса хунă та чăр! чăр! тăвать. Ĕне утса каясран хам та хăрама пĕлмен-ши? Ĕçрен килсен хуçалăхра ăшталанмалли тупăнсах тăнă çав. Хальхи ырлăхсем пулман: шывне çырмаран ăснă, кăмакине хутнă...» – сыпăнтартăмăр калаçăва «Амăшĕ Героиня» ордена тивĕçнĕскерпе. «Пирĕн вăхăтра ялта садик пулмасан та эпир хамăра пăрахса хăварнă пек туйман. Пурте пĕр-пĕрне пулăшнă, пăхнă. Урамĕпех — нумай ачаллă çемьесемччĕ. Пĕрле выляса, ĕçлесе ӳснĕ. Пире, ачасене, аслисене хисеплеме, итлеме вĕрентнĕ. Анне кукăль пĕçерсен те пĕччен пурăнакан кӳршĕ хĕрарăмне кайса çитеретчĕ. Мунча хутсан та çăвăнма чĕнетчĕ. Пурте пĕр пысăк çемьери пек. Ĕмĕртен çапла пурăннă ялта. Çавăнпа ачалăха эпир çутă та ырă, хаваслă вăхăт пек аса илетпĕр», — хушса хучĕ аслă хĕрĕ Светлана Дмитриевна. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


«Сартакпа» «Череп» мана иккĕмĕш пурнăç парнелесе хăварчĕç

«Эпĕ — чăн-чăн чăваш ачи. Анне çамрăк чухне темшĕн Рустам ята килĕштернĕ. Çавăнпа мана çак ята панă. Çемьере виçĕ ывăл çитĕннĕ эпир. Ыттисен — анлă сарăлнă ятсем», — калаçăва пуçларĕ СВОран аманса таврăннă Рустам Широков.

Тӳрех çар комиссариатне кайнă

Рустам Кӳкеç поселокĕнче 1996 çулта çуралнă. 13-ре чухне вăл ашшĕсĕр тăрса юлнă. 9-мĕш класс хыççăн Рустам Шупашкарти экономикăпа технологи колледжне вĕренме кайнă. 2016 çулта ăна çара илнĕ. Мускав облаçĕнче Сывлăш-космос вăйĕсен çарĕнче çулталăк службăра тăнă хыççăн тăван тăрăхне таврăннă. Ун хыççăн пурнăç ăна таçта та илсе çитернĕ. Повар та пулнă вăл, строитель те... Экскаваторщик профессине алла илнĕ хыççăн çурçĕрте, Якутире, виçĕ çул ĕçленĕ. Рустам пĕчĕк чухнех тĕрлĕ енлĕн аталаннă ача пулнă. Ӳкерме çав тери юратнă, ӳнер шкулне çӳренĕ. Çывăх çыннисем вăл пурнăçне çак профессипе çыхăнтарать тесе шухăшланă. Рустам пĕр хушă театр кружокне çӳренĕ, спортпа та туслă пулнă, бокса кăмăлланă. Салтакран таврăнсан вăл Мускавра поварсен курсĕнче вĕреннĕ. Паянхи кун та апат пĕçерме юратать. Кунсăр пуçне вăл — ăста пулăçă. Халĕ сунарçăсен обществине кĕресшĕн, кирлĕ хутсене пухать. Рустам ятарлă çар операцине хăйĕн ирĕкĕпе хутшăннă. «2022 çулхи авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче тулли мар мобилизаци пуçланни çинчен пĕлтерсен тӳрех çар комиссариатне çул тытрăм. Мана çара илме ыйтрăм. Авăнăн 26-мĕшĕнче повестка пачĕç. Хампа пĕр класра вĕреннĕ Алексей Ивановпа пĕрле кайрăмăр. Мухтав Турра, вăл чĕрĕ-сывă. Часах отпуска килмелле. Малтан Ульяновск хулинче виçĕ уйăх вĕренӳре пултăмăр. 2023 çулхи кăрлачăн 6-мĕшĕнче ятарлă çар операцине илсе кайрĕç. Хам валли «Широкий» позывной илтĕм. Малтан пире Угледар еннелле илсе кайрĕç. Унта танк взводĕнче водитель-моторист пултăм. Малтанхи çапăçăва нихăçан та манмăп. Çĕр чĕтренчĕ пуль. Кăнтăр кунĕнче хĕвел курăнмасть: те çĕрле, те кăнтăрла. Сывлăшра — самолетсем, çĕр çинче — артиллери. Снарядсен сасси хăлхана хупларĕ. Сивĕ тар тапса тухрĕ. Те пĕр минут иртет, те иккĕ… Кĕтекеншĕн вăл ĕмĕр пек туйăнать. Каярахпа хăвна пĕчĕккĕн алла илме тытăнатăн. Сиксе тапакан чĕре майĕпен лăпланать те малалла хăвăн мĕн тумаллине аса илетĕн. Е тăшман сана тĕп тăвĕ, е эсĕ — ăна. Шăла çыртса малалла каятăн. Кайранхи çапăçусем ытлах хăрушă мар. Донецк облаçĕнчи ялсемпе хуласене ирĕке кăлартăмăр. 2023 çулхи çĕртме уйăхĕнче темиçе полкри салтаксене пĕрлештерсе штурмовиксен ушкăнне туса хучĕç. Çапла «Чебурашки» батальонăн штурмовиксен ушкăнне лекрĕм. Манăн хамăн машинăччĕ. Унпа салтаксене малти линие штурма илсе каяттăм. Тĕрлĕ çар комплектне леçме тиветчĕ. Аманнисене, вилнисене илсе тухаттăм. Чӳк уйăхĕнче çапăçура манăн БМПна сиенлетрĕç. Хам та амантăм. Госпитальте пĕр уйăх сипленнĕ хыççăн хамăн вырăна таврăннăччĕ кăна – Новомихайловка енне штурма каймаллине пĕлтерчĕç. Мана хăварасшăнччĕ, мĕншĕн тесен БМПна юсаса çитерейменччĕ. Юлма сĕнчĕç. Юлташсенчен епле тăрса юлăн-ха? Апла çĕнĕ машинăпа усă курмашкăн вĕренме ыйтрĕç. СВОна лекиччен гусеницăллă техника çине ларса курнăччĕ. Çавăнпа пĕр-икĕ сехетре çĕнĕ машинăна хăнăхрăм. Юлташсене те унпа усă курма вĕрентрĕм. Раштавăн 16-мĕшĕнче пире Новомихайловка еннелле пысăк задание пурнăçлама ячĕç. Ун пек чухне эпир пĕчченшерĕн çӳреместпĕр. Задание каякан штурмовиксемпе пĕрле çар комплекчĕсене те леçмелле-çкеха. Ушкăна, çар хатĕрĕсене малти рете темиçе хут çитерсе каялла таврăнтăм. Виççĕмĕш каçхине командир чĕнсе илчĕ. Малти рете пулăшу илсе каймаллине, аманнисене илсе тухмаллине каларĕ. Ирхине тул çутăличченех хускалма хушрĕ. Кайма тӳрех килĕшрĕм, мĕншĕн тесе хам кайса çӳренĕ çула питĕ лайăх пĕлеттĕм. Манпа пĕрле тепĕр юлташ, Байкал тăрăхĕнчи вырăс ачи Андрей, «Малыш» позывнойпа çӳрекенскер, БТРпа пыма килĕшрĕ. Ирхине çула тухрăмăр. Пирĕн машинăсем çинче çар комплекчĕсемсĕр пуçне салтаксем те пурччĕ. Анчах неонацистсем эпир çав çулпа тепре килессе кĕтсех тăнă: минăсем лартса тухнă. Эпĕ чи малта пыраттăм. Чи малтан манăн машина сирпĕнчĕ. «Малыш» айккинчен иртсе каяс терĕ пулмалла — тепĕр взрыв кĕрлесе кайрĕ. Манăн машинăра 18 салтакчĕ. Вĕсем тĕрлĕ еннелле саланчĕç. Взрыв тата пулма пултарать-çке. Унтан 5-шĕ килсе мана туртса кăларчĕç. «Сартак» тата «Череп» позывнойпа çӳрекен салтаксем наçилкка çине хурса медпулăшу килмелли вырăна йăтса тухма тытăнчĕç. Тул çутăлса килетчĕ. Капла эпир тăшмана алă тупанĕ çинчи пекех курăнатпăр-çке-ха. «Атьсем, мана граната парăр та çакăнтах пăрахса хăварăр. Унсăрăн пурте пĕтĕпĕр», — терĕм. Вĕсем часах пулăшу çитессине каларĕç. Чăнах та, вăхăт нумай та иртмерĕ — пирĕн танк тата тепĕр икĕ БМП курăнчĕç. Мана БМПпа госпитале илсе тухрĕç. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


«Упăшка вилсен хама тамăкран çăлăннă çын пек туйрăм»

Хуларан яла таврăннă чухне автобусра манпа юнашар пĕр хĕрарăм ларчĕ. Хаш та хаш сывласа пынăран чăтаймарăм — мĕн пулнине ыйтрăм. Тен, мĕнпе те пулин пулăшайăп? Вăл тӳрех йĕрсе ячĕ. Ним тума пĕлменнипе унăн аллине чăмăртарăм. Юлашкинчен ассăн сывласа илчĕ те çапла каларĕ: «Хуларан таврăнатăп. Онкологи центрĕнче пултăм. Манăн рак пулнине çирĕплетрĕç…» Малтанах ăна лăплантармалли сăмах та тупаймарăм. Ара, хам пĕлекен çынсенчен нумайăшĕ çак чире пула çут тĕнчерен ир уйрăлчĕ. Çапах хĕрарăма лăплантарас тесе хальхи медицина çултан-çул аталанса пынине, чире çийĕнчех тупса палăртсан сывалас шанчăк пысăк пулнине каларăм. Эпĕ ăш пиллĕн калаçнипе пулĕ вăл ăшĕнче тулса çитнине каласа кăтартма пуçларĕ.

Вăрласа кĕнĕ

«Тĕрĕссипе, манăн çак тĕнчере пурăнмасан лайăхрах та пулĕ. Эпĕ çуралнăранпах çут тĕнчери çынсемшĕн ытлашши пулнă. Халĕ эпĕ — 60 çул урлă каçнă çын. Анне мана качча каймасăр 30-та çуратнă. Атте камне пĕлмен эпĕ. Ыйтман та. Ман пек ачасене ун чухне хисеплесех те кайман пулĕ. Е мана кăна çапла туйăннă. Пĕчĕк чухне «вĕлтрен тăрри» тесе кӳрентеретчĕç. Кӳршĕре манран 5-6 çул аслăрах хĕрача пурăнатчĕ. Хăй манпа вылятчĕ, анчах ятран чĕнсе курман. Аннене мана çапла каласа кӳрентерни çинчен калаттăм та, вăл чĕнместчĕ. Те кӳршĕсенчен хăранă вăл, те çапăçса çӳрес темен. Эпĕ ача садне кайса курман. Вăл пирĕн ялта пулман та. Шкула çӳреме тытăнсан та пĕрле вĕренекен ачасем мана хăйсемпе хутшăнтарма тăрăшмастчĕç. Эпĕ вĕренӳре аван ĕлкĕрсе пыракансен йышĕнче пулман. Çавăнпах пулĕ ытла та чĕмсĕр ӳсрĕм. Улттăмĕш класра вĕреннĕ чухне йывăр чирлерĕм. Тухтăрсем чĕре ревматизмĕ терĕç. Больницăра час-часах выртма тиветчĕ. Вĕренӳрен чылай юлнипе мана пĕр çул кĕçĕнреххисемпе хăварчĕç. Вĕсемпе кăна хама çын ретлĕ туйма пуçларăм. Унта мана уйăрмастчĕç, кулмастчĕç. Пурнăçăмра чи лайăх самант та çавăн чухне çеç пулнă пулĕ. Пĕчĕккĕн чир паллисем тамалчĕç. 10-мĕш класс пĕтертĕм. Вăтам ĕлкĕрсе пынăран малалла вĕренме каймашкăн шухăшламан та. Тӳрех ĕне фермине пăру пăхма вырнаçрăм. Çулталăк ĕçлейрĕм-ши? Мана кӳршĕ ялти Коля валли вăрласа кайрĕç. Ун чухне хĕллеччĕ. Фермăна ирех тăрса каяттăмăр, каçхине кая юлса таврăнаттăмăр. Ахаль чухне киле йышпа кайма тухаттăмăр. Çав каçхине манăн темшĕн юлма тиврĕ. Пăхрăм та — вите умĕнче çуна кӳлнĕ лаша тăрать. Мана ӳппĕнтеппĕн çав çуна çине хучĕç те кӳршĕ яла илсе кайрĕç. Ман хыççăн пыракан никам та çук. Çапла пĕр йĕкĕтпе калаçса курмасăрах качча тухрăм. Лайăх яшăн юратнă савнийĕ пулмаллах ĕнтĕ. Кольăпа вара ялĕнче нимле хĕр те çӳресшĕн пулман иккен. Авланма вара çулĕ çитнĕ. Вăт хĕр вăрласа килнĕ ун валли. Пĕрлешсен пĕр-икĕ уйăх аванах пурăнтăмăр. Унтан пуçланчĕ ахăр самана. Упăшка фермăра скотникре ĕçлетчĕ. Эпĕ те çав фермăнах ĕçе вырнаçрăм. Иксĕмĕр пĕрле тухса каяттăмăр, пĕрлех килеттĕмĕр. Анчах киле çитсен ăçтан-муртан кĕвĕçмелли сăлтав шыраса тупатчĕ-ши? Хăш чухне ĕçкелесен алли тӳрех çӳле çĕкленетчĕ. Йывăр çын пултăм. Ача çуралсан улшăнать пулĕ-ха тесе шухăшлаттăм. Ăçта унта улшăнма? Кĕвĕçмелли сăлтав тата нумайрах тупăнса пычĕ. Ма ытларах ачупа çăрăлатăн? Ма ăна тума ĕлкĕреймен? Уйрăлас шухăш та пулнă. Анчах анне ялан тытса чаратчĕ: «Çынсем мĕн калĕç? Ачаллă çын кайран кама кирлĕ пулĕ?» Чăтрăм. Турри шеллерĕ пулĕ мана, икĕ ача çеç çуратрăм. Асли – ывăл, кĕçĕнни – хĕр. Виççĕмĕшĕпе йывăр çын пулнăччĕ. Пĕррехинче тăвансем патĕнчен ĕçкĕрен килсен упăшка кĕвĕçнипе çапăçма пуçларĕ. Хырăмран тапрĕ. Çав каç юн кайнипе аптăраса ӳкрĕм. Анчах вăл васкавлă медпулăшу чĕнме шухăшламарĕ. Ирччен нушалантăм. Ирхине ĕне сума та тухаймарăм. Ачасем кӳршĕ хĕрарăмне чĕнсе каçсан кăна больницăна ăсатрĕç. Хырăм ӳкрĕ. Ун хыççăн çие урăх юлмарĕ. Хĕлле мунчара çывăрни те, аслăк тăрринче, çĕр улми йăранĕ хушшинче çĕр каçни те чылай пулнă. Юрать, ачасене тивместчĕ. Анчах вĕсем хамран юлмастчĕç. Малтанхи çулсенче хунямапа хуняçа та пурăнатчĕç. Çапăçнă чухне вĕсен хушшине кĕрсе выртни те чылай пулнă. Упăшка ашшĕпе амăшне тивместчĕ, анчах вĕсене ним чухлĕ те итлеместчĕ. Хуняçапа хуняма нумай пурăнаймарĕç, пĕр-пĕрин хыççăн пурнăçран уйрăлчĕç. Вĕсем вилсен хам та нумай пурăнаймастăп пуль тесе шухăшланăччĕ. Пурăнтăмха ку таранччен. Ачасем мĕн чухлĕ тарăхман-ши? Çĕр варринче килтен виççĕн тан тухса тараттăмăр. Малтан кӳршĕсем патне чупаттăмăр. Çур çĕрте çынсене тутлă ыйхăран вăратасси, ай-яй, аван мар. Çулла хăть кил хушшинчех хӳтлĕх тупма пулать. Хĕлле вара питĕ йывăр. Çавăнпа каçхинех пурин валли те ăшă тумтир хатĕрлесе хураттăм. Аслă ывăл ӳссе çитессе питĕ кĕтеттĕм. Ун чухне вăл мана кӳрентерме памасса шанаттăм. Пĕррехинче колхоз кăшманне кăларса пĕтертĕмĕр. Каçа юлтăмăр. Эпир киле çитнĕ çĕре ашшĕ ӳсĕр. Тӳрех хирĕçме тытăнчĕ. Чашăк-тирĕк вĕçме тытăнсан виçсĕмĕр те тухса тартăмăр. Вăл та пирĕн хыççăнах картише вирхĕнсе тухрĕ. Пирĕн килтен инçех мар шыв юхса иртет. Унччен тарăн пулнăскер вашăхланса юлнăччĕ. Виçсĕмĕр çав çырма тĕпне епле çитсе выртнине астумастăп. Ун чухне ывăл 5-мĕш класра вĕренетчĕ. «Çапла нушаланса пурăниччен вилни аванрах пулĕ», — терĕ ун чухне вăл. Хăраса кайрăм. Пĕчĕк ача çапла калать тĕк шухăшĕнче те пулма пултарнă вĕт-ха. «Нумай юлмарĕ. Часах ӳссе çитсе тухса каятăр, ку нушана курма пăрахатăр», — терĕм. «Сана та пĕрле илсе каятпăр», — терĕ ывăлăм. Ку манăн тахçанхи ĕмĕтĕм пулнине ачасем ун чухне пĕлмесĕрех юлчĕç. Хам пурпĕрех чĕре тĕпĕнче упăшка улшăнасса шанаттăм. Çук, нимĕн те улшăнмарĕ. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   


«Эпир иккĕн икĕ хут вăйлăрах»

Йĕкĕреш аппăшĕпе йăмăкĕ ирĕклĕ кĕрешӳ енĕпе çитĕнӳсем тăваççĕ

Анастасийăпа Надежда Яндушкинăсем — йĕкĕреш. Настя Надьăран 2 минут маларах çут тĕнчене килнĕ. Вĕсем расна сăнлă, анчах кăсăкланăвĕ пĕр пек. Яндушкинăсем ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе пысăк çитĕнӳсем тăваççĕ.

Пур ĕçе те пĕрле пурнăçлаççĕ Яндушкинăсем шкула çӳреме тытăнсанах спортпа туслашнă. Ирĕклĕ кĕрешӳпе вĕсем 10 çул ытла кăсăкланаççĕ. Иккĕшĕ те Раççей спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ. Настя — 3 çул каялла, Надя иртнĕ çул çак норматива пурнăçланă. Настьăпа Надя Шупашкарти Олег Беспалов ячĕллĕ 7-мĕш шкулта пĕлӳ илнĕ. Йĕкĕреш хĕрсем пур ĕçе те яланах пĕрле пурнăçлама тăрăшаççĕ. Кашнинех хăйĕн интересĕсем пур. Настя шкулта вĕреннĕ чухне гуманитари наукисене кăмăлланă. Надя вара тĕрĕс наукăсене шĕкĕлчеме, ӳкерме юратнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех вĕсене тĕрлĕ спорт ăмăртăвне илсе çӳренĕ: армрестлинг, мас-рестлинг, çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ тупăшусене хутшăннă. Хĕрсем вĕренӳре те, спортра та лайăх ĕлкĕрсе пыраççĕ. Настьăпа Надя Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине темиçе хутчен тивĕçнĕ. Черчен те çепĕç кăмăллă хĕрсем ирĕклĕ кĕрешӳпе мĕнле туслашнă-ха? «Пирĕнпе пĕрле вĕренекен хĕрача ирĕклĕ майпа кĕрешме çӳретчĕ. Вăл пире те хăйĕнпе пĕрле занятисене пыма чĕнетчĕ. Унăн амăшĕ çав спорт шкулĕнче тренерта ĕçлетчĕ. Эпир малтанах иккĕленеттĕмĕр, мĕншĕн тесен ун чухне ташлама çӳреттĕмĕр. «Пĕр хут кайса килер апла. Килĕшмесен урăх çӳремĕпĕр», — терĕмĕр те занятие çырăнтăмăр. Пĕрре кайса килтĕмĕр, унтан иккĕ, виççĕ… Ирĕклĕ кĕрешӳ пире килĕшме пуçларĕ», — иртнине аса илчĕç Яндушкинăсем. Унтанпа 10 çул иртнĕ. Хĕрсем ирĕклĕ майпа кĕрешес ăсталăха Раççей спорт мастерĕ Елена Жирнова патĕнче туптаççĕ. Настьăпа Надя 5-мĕш класра вĕреннĕ чухне ун патне Олимп резервĕсен В.Н.Кочков ячĕллĕ 5-мĕш спорт шкулне çӳреме пуçланă. «Елена Александровна пирĕншĕн иккĕмĕш анне вырăнĕнче. Вăл çамрăк чухне ирĕклĕ майпа кĕрешнĕ. Анчах спорт карьерине ир вĕçленĕ. Вăл халĕ тĕнче шайĕнче, ют çĕршывсенче иртекен ăмăртусене судья пулса хутшăнать», — малалла калаçрĕç Настьăпа Надя. Надя премие тивĕçнĕ 9-мĕш класс пĕтерсен Яндушкинăсем кашни хăйĕн çулĕпе кайнă. Настя спортра аталанма ĕмĕтленнĕ. Вăл Олимп резервĕсен Шупашкарти В.М.Краснов ячĕллĕ спорт училищине вĕренме кĕнĕ. Надя кукашшĕн çулĕпе кайнă. Валериан Иванович ĕмĕр тăршшĕпе пушар хуралĕнче вăй хунă. Надя ун пек пулас тесе Шупашкарти экономикăпа технологи колледжне çул тытнă. Кун хыççăн Настьăпа Надя Чăваш патшалăх аграри университетне вĕренме кĕнĕ. Халĕ вĕсем ветеринари медицинипе зоотехника факультетĕнче 3-мĕш курсра ăс пухаççĕ. Диплом илсен аппăшĕпе йăмăкĕ чĕр чунсем валли клиника уçма ĕмĕтленеççĕ. Вĕсем — ветеринарипе санитарин пулас эксперчĕсем. «Эпир уйрăм графикпа вĕренетпĕр. Ку пирĕншĕн меллĕ, спортпа вĕренĕве шайлаштарса пыма пулăшать. Кунне 2 хут — ирхине тата каçхине — тренировкăна çӳретпĕр. Кашни эрнере вырсарникун канатпăр. Пирĕн ятарлă режим пур, ăна пăхăнатпăр. Çителĕклĕ çывăрма тăрăшатпăр. Спортăн ку тĕсĕнче тимлĕ пулни кирлĕ. Ăмăртусем умĕн ятарлă диетăна пăхăнатпăр», — каласа кăтартрĕç спортсменкăсем. Яндушкинăсем ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе кашни çулах çитĕнӳсем тăваççĕ. Настя Раççей первенствин çĕнтерӳçи тата темиçе хут призерĕ, Европа первенствин 2 хут бронза призерĕ пулнă. Вăл тĕнче чемпионатĕнче те хăйне тивĕçлипе кăтартнă. Настьăшăн ку чи пĕлтерĕшлĕ ăмăрту пулнă. «Кашни спортсмен тĕрлĕ тапхăр витĕр тухать: малтан хăйне — Раççей, унтан — Европа, каярахпа тĕнче шайĕнче кăтартать. Унтан Олимпиадăна хутшăнма çул уçăлать. Ку вара — манăн ĕмĕт. Шел те, тĕнче шайĕнчи ăмăртура 5-мĕш вырăн кăна йышăнтăм. Çапах ку маншăн пысăк çитĕнӳ пулчĕ. Сăмах май, ун чухне çак ăмăрту Раççейре пĕрремĕш хут, Пушкăрт Республикинчи Ĕпхӳре, иртрĕ. Тупăшу Тăван çĕршывра иртни тата ентешсем хавхалантарни мана питĕ пулăшса пычĕ», — малалла каласа кăтартрĕ Настя. Кăçал çу уйăхĕн 20-26-мĕшĕсенче Бакура ирĕклĕ кĕрешӳ енĕпе Европа первенстви иртнĕ. Настя унта хутшăнса пысăк çитĕнӳсем тунăшăн пĕр хутчен паракан премие тивĕçнĕ. Унăн тренерне Елена Жирновăна та ун пек премипе хавхалантарнă. Надя та спортра çитĕнӳсем тăвать. Вăл юниорсен хушшинче иртнĕ Раççей первенствинче бронза медале тивĕçнĕ, Пĕтĕм Раççейри ăмăртура çĕнтерӳçĕ тата призер пулнă. Халĕ Яндушкинăсем тепĕр ăмăртăва хатĕрленеççĕ. Çитес çул кăрлач уйăхĕнче Красноярскра Иван Ярыгина халалласа ирĕклĕ кĕрешӳ енĕпе Пĕтĕм Раççейри турнир иртĕ. Çĕнтерӳçĕсен Европа чемпионатне хутшăнма çул уçăлĕ. Ăмăртусенче пĕр-пĕрне хавхалантараççĕ Настьăпа Надя тĕрлĕ виçе категорийĕнче тупăшаççĕ. Пĕчĕкрех чухне аппăшĕпе йăмăкĕ кам вăйлăрах тесе пĕрпĕринпе тупăшнă, халĕ вара ăмăртусенче пĕр-пĕрне хавхалантарма тăрăшаççĕ. «Пĕри — пĕрремĕш, тепри иккĕмĕш вырăн йышăнсан кулянмастпăр. Яланах кĕтнĕ пек пулса тухмасть çав, выляса яма та пĕлмелле. Кун хыççăн хуçăлса ӳкмелле мар, мĕншĕн выляса янине тишкерсе тепрехинче çак йăнăшсенчен хăтăлма тăрăшмалла. «Пăшăрханма кирлĕ мар», — тетпĕр те малалла хатĕрленетпĕр», — калаçăва савăнăçлăн малалла тăсрĕç Яндушкинăсем. Çывăх çыннисем те вĕсене хавхалантарса тăраççĕ. Ку вара, паллах, аппăшĕпе йăмăкне вăй парса тăрать. «Чылай чухне çынсем эпир ирĕклĕ кĕрешӳçĕсем пулнине каласан ĕненмеççĕ. Шӳтлеме тытăнаççĕ. «Суймастăр-и? Ирĕклĕ кĕрешӳпе туслă çынсен «мышца купи» пулмалла мар-им вара?» – теççĕ. Спортăн ку тĕсĕпе ытларах арçынсем туслă. Анчах, эпир сăнанă тăрăх, ирĕклĕ кĕрешӳпе кăсăкланакан хĕрсем арçын евĕр курăнмаççĕ, пурте илемлĕ кĕлеткеллĕ», — малалла калаçрĕç хĕрсем. <...>

Юлия ИВАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.