Комментировать

17 Дек, 2024

Çăлав ĕçне ырă чĕреллисем хутшăнаççĕ

Кирек хăш регионти пекех Чăваш Енре те çăлав службисем пур. Инкек сиксе тухсан вĕсем çав самантрах унпа кĕрешме, çынсене пулăшма васкаççĕ. Анчах тепĕр чухне çул кĕске мар пулнăран е ытти чăрмав тухнăран часах çитейменни те пулаять. Ун пек чухне ыркăмăллăхçăсем пурри самай çăмăллăх кÿрет.

Пушар хуралĕнчи волонтерсене тав турĕç

Раштавăн 5-мĕшĕнче Раççейĕпех Ыркăмăллăхçă /волонтер/ кунне паллă турĕç. Раççей МЧСĕн Чăваш Енри управленийĕ вара ырă сăлтава пула ăна паллă тăвассине тепĕр эрнене куçарчĕ. Мĕншĕнне раштавăн 13-мĕшĕнче уява пухăннисене Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн ертÿçи Валерий Зеленин ăнлантарчĕ. Çĕмĕрле округĕнчи Хутар ялĕн чиркÿ настоятелĕ Алексей протоиерей /вăлах пушар хуралĕн хăйĕн ирĕкĕпе йĕркеленнĕ командин ертÿçи Алексей Чумерин/ Раççей МЧСĕн Пĕтĕм Раççейри смотр-конкурсĕнче 2-мĕш вырăн йышăннă. Раштавăн 5-мĕшĕнче ăна Мускавра чысланă.

Иртнĕ эрнекун Раççей МЧСĕн тĕп управленийĕнче Ыркăмăллăхçă кунне халалланă мероприятие кăçал лайăх кăтартусемпе палăрнă, ведомство конкурсĕсенче çĕнтернĕ волонтерсем пухăнчĕç. Вĕсене уяв ячĕпе саламланă май ведомство ертÿçи Валерий Зеленин çак тивĕçе хăйсем çине илекенсем мĕн тери яваплă утăм тунине палăртрĕ. «Республикăн аякри ялĕсенче пурăнакан ыркăмăллăхçăсем инкек тухсан чи йывăр ĕçе хăйсем çине илеççĕ, профессионал çăлавçăсем килсе çитиччен çулăм çулне пÿлеççĕ. Хăйсен ирĕкĕпе йĕркеленнĕ пушар хуралĕн командисем кăçал 15 вырăнта çулăма чарнă, 300 пушар сÿнтернĕ çĕре хутшăннă. Чĕре ыйтнипе çулăмпа кĕрешекенсем çавăн пекех профилактика мероприятийĕсем те ирттереççĕ», — терĕ Валерий Викторович.

Çак кун чи хастар волонтерсене чысларĕç. Йĕпреç округĕнчи Березовка ялĕн пушар хуралĕн ирĕклĕ командин ертÿçине Вячеслав Раевские Раççей МЧСĕн Хисеп грамотине пачĕç. «Çăлав ĕçне пропагандăланăшăн» Раççей МЧСĕн медальне Чăваш Енри ВДПОн Улатăрти уйрăмĕн канашĕн председателĕ Сергей Злодеев тивĕçрĕ. Пушар хуралĕн ĕçне хăйсен ирĕкĕпе хутшăнакан Александр Гаврилова /Сĕнтĕрвăрри округĕ/, Евгений Никитина тата Сергей Васильева /Сĕнтĕрвăрри хули/ Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн ертÿçи Тав çырăвĕ пачĕ.

Наци радиовĕн хумĕсем çинче «Путешествие в страну безопасности» кăларăм тухма тытăннăранпа виçĕ çул çитрĕ ĕнтĕ. Ăна Алина Герасимовăпа Виктор Дмитриев журналистсем, Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн ГИМС центрĕн аслă инспекторĕ Сергей Аршинов, Кÿкеçри хавшакрах сывлăхлă ачасене пĕлÿ паракан интернат шкулăн преподавателĕ Валерий Галямин тата Шупашкарти 4-мĕш гимнази вĕренекенĕ Анастасия Нягина ертсе пыраççĕ. Нумаях пулмасть ачасене хăрушсăрлăх йĕркине ăса хывма хăнăхтаракан кăларăм РусГидро ирттерекен «Энергия воды» Пĕтĕм Раççей конкурсĕнче 3-мĕш вырăн йышăннăччĕ. Халăхра хăрушсăрлăх йĕркине анлă сарассипе ĕçленĕшĕн тата çăлавçă ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнăшăн пултарулăх ушкăнĕ Раççей МЧСĕн Тав хутне илчĕ.

Мероприяти вăхăтĕнче «Пушар хуралĕн хăй ирĕкĕпе йĕркеленнĕ команди» республика смотр-конкурсĕнче мала тухнисене те чысларĕç. Пĕрремĕш вырăнта — Çĕмĕрле округĕн Хутар ялĕн команди, иккĕмĕшĕнче — Сĕнтĕрвăрри округĕн «Карапаш» команди, виççĕмĕшĕнче — Етĕрне округĕнчи Качикасси ялĕн ыркăмăллăхçисем. «Хăйĕн ирĕкĕпе хутшăнакан чи лайăх пушарнăй» конкурсра вара Алексей Чумерин /Çĕмĕрле округĕнчи Хутар ялĕ/ çĕнтернĕ. 2-мĕш вырăнта — Петр Артемьев /Сĕнтĕрвăрри округĕнчи «Карапаш»/, 3-мĕшĕнче — Сергей Антонов /Етĕрне округĕнчи «Качикасси»/.

Ыр кăмăллăх команди йĕркеленĕ

Алексей протоиерей çынсен чунĕсемшĕн çеç мар, вĕсен хăрушлăхсăр пурнăçĕшĕн те тăрăшать. Çĕмĕрле округĕнчи Хутар ялĕнчи чиркÿ настоятельне республикăра çеç мар, çĕршывĕпех пушар хуралĕн ирĕклĕ командине йĕркелекенĕ пек пĕлеççĕ халĕ. Маларах палăртрăм ĕнтĕ, пушар хуралĕн ыркăмăллăхçисен конкурсĕнче вăл кăçал Раççей шайĕнче иккĕмĕш вырăна тухнă. Çапах та çак ĕçе мĕнле пуçăннă-ха вăл? Çакăн пирки Алексей атте тĕплĕнрех каласа пама килĕшрĕ.

«Вунă çул каялла эпир юлташпа Александр Шлифановпа пĕрле пушар хуралĕн ирĕклĕ командине йĕркелеме шухăшларăмăр. Юлташăн хăйĕн гараж пур, унта пушар хуралĕн чаçĕ пултăр терĕмĕр. Егоркино ялĕнче икĕ хутчен пушар тухнăччĕ. Çĕмĕрлерен ку яла çитме çул çинче çур сехет иртет. Çавăнпа çакнашкал команда пулăшăвĕ кирлине туйса тăтăмăр.

Чи малтанах эпир Çĕмĕрлери 23-мĕш пушар хуралĕн чаçне кайрăмăр. Вĕсем пирĕн шухăша çÿлерехрисемпе сÿтсе явма шантарчĕç. Унтан ВДПОн Çĕмĕрлери уйрăмне çитрĕмĕр, кайран — Шупашкарти уйрăма Светлана Сергеева патне. Хамăрăн шухăша пĕлтерсен Светлана Леонидовна малтан шанман пекрех пулчĕ. Кайран эпир ыйтнипе раштавăн 31-мĕшĕнче урăх ялти пушар машинине пирĕн пата туртса килсе лартрĕç. Унăн моторĕ те ĕçлеместчĕ. Хĕл иртиччен машинăна сÿтсе юсарăмăр, хамăр укçапа йĕркене кĕртрĕмĕр. Манăн юлташ Саша пушар чаçĕнчен 150-200 метрта пурăнать — çакă та лайăх ĕнтĕ. Малтан пирĕн командăра виçĕ-тăватă çын çеçчĕ. Унтан çамрăксем килчĕç те вун тăватă-вун пилĕк çынна çитрĕ», — аса илчĕ Алексей атте.

Хутар ялĕнче пушар хуралĕн ирĕклĕ командине йĕркеленĕренпе вунă çул та иртрĕ ĕнтĕ. Çак вăхăтра ыркăмăллăхçăсем çĕр ытла пушара сÿнтерме тухнă. Пĕтĕмпе вĕсем пилĕк яла пăхса тăраççĕ. Хутар варринерех вырнаçнăран пурин патне те çитме вăтамран пĕрешкел вăхăт каять. Тĕпрен илсен, Çĕмĕрлерен килекен пушарнăйсенчен икĕ хут хăвăртрах çитеççĕ теме пулать.

Паллă ĕнтĕ, чиркÿре служба ирттернĕрен Алексей атте кашни пушара тухма пултараймасть, пушă пулсан — çитме тăрăшать. Ун пек чухне Александр Шлифанова яланах шанма пулать. Çавăн пекех юнашар ялсенче те пушар сÿнтерме хăйсен ирĕкĕпе хутшăнакансем пур. Çулăм сÿнтерме васкамалла чухне Алексей атте вĕсене шăнкăравласа чĕннине пĕлтерчĕ.

«Ака уйăхĕнче типĕ курăк çунма пултарать, ăна сÿнтерме те васкатпăр эпир. Е мунча çунни час-час тĕл пулать. Çакăн сăлтавĕ – мăрьене тĕрĕс мар вырнаçтарнинче е кăмакине тĕрĕс мар тунинче. Тепĕр чухне пирĕн команда ытти яла та çитсе пулăшма васкать», — терĕ Алексей атте.

Пушар тухсан хăйсемпе мĕнле çыхăнмаллине пушар хуралĕн ыркăмăллăхçисем халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче пĕлтерсе тухнă та ĕнтĕ. Кирлĕ номере нумайăшĕ пăхмасăрах пĕлет. Хутар шкулĕнче ачасемпе час-часах тĕлпулусем йĕркеленине палăртрĕ Алексей атте. Унта вăл ачасене пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине аса илтерет.

Пушар хуралĕн ирĕклĕ командисем валли йĕркелекен конкурссене Алексей Чумеринпа унăн команди темиçе çулах хутшăнать. Малтан вĕсем республика шайĕнче мала тухнă. Кайран федерацин Атăлçи тăрăхĕнче 19 хула йышĕнче ăмăртса тивĕçлĕ вырăна тухнă. Александр Шлифанов хăйĕн ăсталăхне кăтартса уйрăм ăмăртура иккĕмĕш вырăн йышăннă. Кайран коронавирус пандемийĕ вăхăтĕнче конкурса тÿррĕн хутшăнма май пулман, çакнашкал ăмăртусене онлайн мелĕпе ирттернĕ.

«Раççей МЧСĕн тĕп управленийĕнчен килсе эпир мĕнле ĕçленине видео ÿкерчĕç, Чулхулана ярса пачĕç. Малтан Чăваш Енре мала тухрăмăр, унтан федерацин Атăлçи тăрăхĕнче. Раççей шайĕнче вара кăçал сакăр регион хушшинче 2-мĕш вырăн пачĕç. Ăмăртусен вăхăтĕнче пирĕн унчченхи çитĕнÿсемпе паллашаççĕ. Çавăн пекех хамăрăн ăсталăха кăтартмалла», — каласа кăтартрĕ Алексей атте.

Совет Союзĕн вăхăтĕнче кашни ял хуçалăхĕн хăйĕн пушар машини пулнине аса илчĕ вăл. Колхозсем саланнă хыççăн вĕсем пĕр ял хуçалăхĕнче те юлман. Анчах та вăл кирлĕ. «Çавăнпа та çак ĕçе хамăр йĕркелес терĕмĕр. Йывăр ĕнтĕ, нимĕн те каламастăп. Бензин хакĕ те ÿссе пырать. Тăкаксене саплаштарма ял тăрăхĕнче пухăнса канашларăмăр, укçа пухма тăрăшрăмăр. Анчах та халĕ ялсем пушанса пыраççĕ, çамрăксем хулана туртăнаççĕ. Çавăнпа та укçа çитерме кăткăсрах. Гаража та ăшăтса тăмалла», — мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулнине пĕлтерчĕ Алексей атте.

Хутар чиркĕвĕнче 1998 çултанпа ĕçлет вăл. Унччен маларах Çĕмĕрле хулинче служба ирттернĕ. Палăртмалла: Хутар чиркĕвне 1806 çулта никĕсленĕ. 1961 çулта хупăннă вăл, 1991 çулта ăна каллех уçнă. Алексей атте вара ку тăрăха Патăрьел районĕнчен килнĕ. Çав вăхăта аса илсе акă мĕн каласа кăтартрĕ вăл:

«Эпĕ Патăрьел районĕнчи Пăлакасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ача чухне Тăрăн чиркĕвне çÿреттĕмĕр. Шкул хыççăн Канашра ДОСААФра вĕрентĕм те салтака кайрăм. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе Чехословаки çĕрĕ çинче пурнăçларăм. Унтан таврăннă чухне Çĕмĕрле хулинче чиркÿ тăвас ĕçсем пыратчĕç. Эпĕ унта пулăшма хутшăнтăм. Малтан водительте ĕçлерĕм, унтан пачăшкă пулса тăтăм. Çĕмĕрлерех пулас мăшăрпа паллашрăм. Халĕ пирĕн вун пĕр ача: виçĕ хĕр те сакăр ывăл. Аслă ывăл ыр кăмăллăх командипе ятарлă çар операцийĕ иртекен вырăна кайса килчĕ. Кĕçĕннисем 8, 9, 10-мĕш классенче вĕренеççĕ. Пĕри нумаях пулмасть салтак атти тăхăнчĕ, Калуга облаçĕнче çар тивĕçне пурнăçлать. Аслă хĕрĕн упăшки те пачăшкă. Манăн тепĕр ывăл тĕн семинарийĕнче вĕренет».

Алексей атте шухăшĕпе, хальхи вăхăтра ачасене тĕрĕс воспитани пама питĕ йывăр, мĕншĕн тесен вĕсене илĕртекен япаласем нумай: компьютер, телефон… Çапах та ывăл-хĕрне тĕрĕс çул çине тăратма мăшăрĕпе иккĕшĕ май пур таран тăрăшаççĕ.

«Эпĕ е чиркÿре, е пушар хуралĕнче пулнăран килте сахалтарах тăратăп, ачасемпе ытларах манăн мăшăр ĕçлет, — терĕ Алексей атте. — Кашни вырсарникун ачасемпе чиркĕве çÿретпĕр. Сыхланакана Турă та упрать теççĕ-çке. Ирхине тăрсанах çак куна çылăхсăр, йĕркеллĕ ирттерсе яма кĕлĕ вуламалла. Каçхине вара кун лайăх иртнĕшĕн Турра тав тумалла. Вĕттинчен пуçласа ватти таранах вут-кăвартан асăрханмаллине асра тытасчĕ».

www.hypar.ru

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.