Комментировать

13 Дек, 2024

Хыпар 137 (28313) № 13.12.2024

Вутпа çулăм витĕр

«Хыпар» Издательство çуртĕнче регионсен хушшинчи «Донбасс доброволецĕсен союзĕ» общество организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи Сергей Николаев хăнара пулчĕ, журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

Хăйĕн ирĕкĕпе

Вăл — СВО ветеранĕ. Унта 2022 çулхи çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнче хăйĕн ирĕкĕпе кайнă, Новочеркасск хулинче доброволец контрактне алă пуснă. Херсон облаçне хÿтĕлеме утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче кĕнĕ, Днепр юхан шывĕ урлă каçса вырнаçнă, 20-мĕш «Барс» отрядăн «Гром» батальонĕнче çапăçнă. Ун чухне контракт икĕ уйăхлăха çирĕплетнĕ, ăна тата икĕ уйăха тăсма май пулнă. Контракт условине пурнăçласа Сергей Николаева тата юлташĕсене çав çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче фронтран илсе тухнă. — Днепрăн сулахай енне каçарсан чĕррисем сахаллăн юлнăран батальона салатса çĕнĕрен йĕркелеме йышăннă, — терĕ 61 çулти СВО ветеранĕ. — Вĕсен 90% тепĕртакран унта иккĕмĕш хут кайрĕ. Эпĕ Шупашкара авăнăн 7-мĕшĕнче таврăнтăм, икĕ эрне каннă хыççăн каллех фронта каяс ĕмĕт çуралчĕ. Шел, ăна çитереймерĕм — çапăçура аманнăскер Шупашкарти госпитальте сиплентĕм. Пуç ыратнине ирттерме май килчĕ, врачсем ура çине тăратрĕç. «Ĕнтĕ халĕ юлташсене пулăшма СВОна каятăпах», — тесе Дон çинчи Ростова çитме билет та туянтăм. Анчах Шупашкарти кардиологи диспансерне лекрĕм — çула тухаймарăм. Сиплентĕм пулин те СВОна иккĕмĕш хут хутшăнма чире пула тивĕçлĕ пулаймарăм. Доброволец Днепрăн сылтăм çыранĕ енче Херсон облаçне тăшманран хÿтĕлесе хаяр çапăçусене хутшăннине аса илчĕ. Унăн батальонĕ пирĕн позицисене малтан — Николаев хули енчен тапăнакансенчен, каярахпа реактивлă снарядсен «Солнцепек» системине хÿтĕленĕ, хыççăн Днепропетровск тăрăхĕнче тăшмана штурмлама хутшăннă. Пĕррехинче 20-мĕш «Барс» унпа 12 сехет ытла пĕр чарăнмасăр çапăçнă. Бандеровецсем вăл çĕре чавса çирĕпленнĕ позицие тÿрĕрен те, сулахай тата сылтăм енчен те тапăнса кĕме, доброволецсене çапса ывăтма хăтланнă. — Пирĕн подразделение неонацистсен 4 бригади ªполяксен спецназĕ, тинĕс пехотин 35-мĕш бригади, Раççейре террористсен йышне кĕртнĕ «Айдар» батальон, территори хÿтĕлевĕн чаçĕсемº тапăнчĕ, — каласа пачĕ Сергей Николаевич. — Ăна хамăр позицие кĕртмерĕмĕр, тытса чарман тăк Днепрăн сылтăм çыранĕ енчи пирĕн 40 пин çынна пĕрлештернĕ «Днепр» ушкăн «хурана» лексе пысăк çухату тÿсес хăрушлăх пурччĕ. Чăн та, унăн 2022 çулхи авăн-юпа уйăхĕсенче каялла чакма, чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕччен сулахай çырана каçса тăшманран лайăхрах хÿтĕленмелли позицие йышăнма тиврĕ. Паллах, Херсон облаçĕнчи хÿтĕленÿ вырăнĕсене хăварма пурне те йывăр пулчĕ. Облаçăн çурçĕр енчи пирĕн чаçсене натовецсем Николаев хули енчен çав çулхи утă уйăхĕнче атакăлама тытăнчĕç. Вĕсене тытса чарма 20-мĕш «Барс» отряда хушнă. Эпир Спартăн 300 воинĕ пек икĕ эрне хÿтĕлентĕмĕр, пирĕнтен позицие виçĕ кун та пулин тытса тăма ыйтнă пулин те. Çав хушăра «Барса» хытах лăскарĕç, çапах вăл задание пурнăçларĕ. Утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче ăна вăй пухма тата лайăхрах хĕç-пăшалланма вăхăтлăх пункта кăларчĕç, ун вырăнне сывлăш-десант çарĕн чаçĕсем йышăнчĕç. Пуçĕнчен амантнă «Барс» йышĕнче çапăçнă 9 ентешрен 7-шне Днепрăн сылтăм çыранĕ енчи территорие хамăр алăра тытса тăнă чухне паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн РФ Оборона министерствин «Хăюлăхшăн» медалĕпе наградăланă. Çав йышра Сергей Николаев та пур. Вĕсене наградăлама çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче документсем тăратнă, ăна Хĕç-пăшаллă Вăйсен Аслă тĕп командующийĕ Владимир Путин 2023 çулхи нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче алă пуснă. Çав шутран 3-шне çав çулхи çу уйăхĕнче Шупашкарта республика Пуçлăхĕ Олег Николаев, ыттисене округсенче çар комиссарĕсем панă. Вĕсен хушшинчех — госпитальте сипленнисем те. Иккĕшĕ Çĕрпÿ округĕнчен. С.Николаев кăкăрĕ çинче «Хăюлăхшăн» медальпе пĕр ретре «Царьград» обществăн IV степень Царьград хĕресĕ çиçет. Ăна çапăçури хастарлăхшăн тивĕçнĕ, 2022 çулхи авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче Çĕнĕ Каховка ялĕнче 20-мĕш «Барс» боецĕсен умĕнче Донбасс доброволецĕсен союзĕн ертÿçи, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партирен РФ Патшалăх Думине суйланнă, штурмлакан тата разведка тĕллевĕсене пурнăçлакан Çветтуй Георгий ячĕллĕ 7-мĕш бригада командирĕ Александр Барадай панă. Çак награда хăйĕншĕн — чи хисепли тата пĕлтерĕшли. 20-мĕш «Барс» Николаев хули енче хÿтĕленнĕ чухне Сергей Николаевич пуçран йывăр аманнă. Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче бандеровецсем черетлĕ атака пуçланă, «Барс» боецĕсене хÿтĕленекен позицирен виçĕ хут хĕссе кăларнă, мĕншĕн тесен вĕсен йыш пĕчĕкрех, хĕç-пăшалпа боесаппас сахалрах пулнă, çапах хайхи «москальсем» çĕнĕ вăйпа штурм пуçласа хÿтĕлев тăрăхне тăшманран кашнинчех туртса илнĕ. — Натовецсем «Барс» çине икĕ енчен кĕрсе кайнăран пирĕннисен пĕр ушкăнĕ, çав шутра Шупашкарти Виталий Емельянов майор та, «хурана» лекнĕ, — палăртрĕ Сергей Николаевич. — Эпир катари штаб патнелле чакрăмăр, унта хÿтĕлентĕмĕр. Командир пире, тăватă боеца, çывăхри нацистсем çине çулăм вĕçĕмсĕр пĕрĕхтерсе тăма хушрĕ. Çак задание тăшмана пăчлантарас тĕллевпе пурнăçларăмăр. Пĕр чарăнмасăр персе тăнăран вăл пеме мар, пуçне окопран та çĕклеймерĕ. Командир штабăн икĕ енне — пулемет, варрине тăватă автоматчика тăратрĕ. Эпĕ варринчеччĕ. АКран персе сакăр магазина пушатрăм та каллех авăрлама икĕ метр каялла чакрăм, каскăна хывса хутăм, хам çумри пĕтĕм патрона унта силлерĕм, магазина чикме тытăнтăм. Пĕрне тултарнăччĕ, теприне авăрлама пикенесшĕнччĕ. Çав самантра пирĕн çине гранатăсем ÿкме тытăнчĕç — тăшман танкпа кĕрешмелли РПГран та пенине ăнлантăмăр. Кунта Çĕрпÿ округĕнчен Александр Мироновпа Сергей Иванов та пурччĕ. 10 çынран 5-шĕ аманчĕ. Эпĕ бронежилетпаччĕ. Граната ванчăкĕ пуçа сулахай енчен пырса çапрĕ, пит тăрăх юн юхма тытăнчĕ. Юлташсем сурана çыхрĕç, ыратнине ирттерекен эмелпе укол турĕç, машинăпа госпитале леçрĕç. Хирург сурана пăхрĕ те ванчăк пуç купташкине ватайманнинчен тĕлĕнчĕ. «Эсĕ кĕпепе çуралнă, пуç ÿтне çĕмĕрни хăрушă мар-ха — икĕ эрнерен ÿтленет», — терĕ хавхалантарма тăрăшса. «Апла тăк мана чаçе ярăр!» — ыйтрăм унтан. Вăл госпитале хурасшăн пулчĕ, çапах чаçе хамăр машинăпах таврăнтăм. Мана Ротибор комбат кĕтсе илчĕ, хăйĕн блиндажне кĕрсе çывăрма хушрĕ. Çĕр каçсан, ирхине, хамăн батальона, çапăçу пыракан вырăна, çитрĕм. Чăн та, суран вырăнĕ шыçрĕ, шыçă виçĕ эрнерен çеç чакрĕ. Аманнă вырăна бритвăпа хырнă чухне ÿт айĕнчи хытă мăкăле пÿрне тăрăннине асăрхарăм. Ачасем те хыпашласа пăхрĕç, «тимĕр ванчăкĕ» терĕç, хăйсемех кăларма хăтланчĕç — тухмарĕ. Пулăшу ыйтма хамăр медчаçе кайрăм. Ыратнине ирттерекен эмелпе укол турĕç те çурăк туса туртса кăларчĕç, инфекцирен сĕрсе çыхрĕç. Суран сывлăха хавшатмасăр иртмерĕ, Шупашкара таврăнсан пуç хытă ыратма пуçларĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Преступлени – пинпе, çухату – миллиардпа

Ултавçăсем телефонпа шăнкăравласа, интернет урлă çыхăнса ют укçана вăрламалли çĕнĕрен те çĕнĕ мелсемпе усă кураççĕ те — Шалти ĕçсен министерствинче пресс-конференци ирттерсе вĕсемпе журналистсене паллаштарчĕç.

Ним хăварми тăпăлтараççĕ

Информаципе коммуникаци технологийĕсемпе правăна хирĕçле усă курассипе кĕрешекен пай пуçлăхĕн çумĕ Динар Садриев палăртнă тăрăх, республикăра юлашки çулсенче асăннă йышши преступленисен шучĕ пысăк хăвăртлăхпа ÿссе пынă. Пĕрлех — ултавçăсем вăрланă укçа калăпăшĕ те. 2018 çулта 1,6 пине яхăн преступлени пулнă, 69 миллион тенкĕ вăрланă. Пĕлтĕрхи тĕслĕхсен шучĕ виçĕ хута яхăн пысăкрах — 4,5 пин преступлени. Сиен виçи вара чылай ытларах хушăннă — 1117 миллион тенкĕлĕх. Чăн та, кăçал преступленисен шучĕ пĕлтĕрхинех çитеймест-тĕр — кăрлач-чÿк уйăхĕсенче 3,8 пин преступление регистрациленĕ. Анчах ку лăпланмалли сăлтав мар — ултавçăсем кÿнĕ сиен 11 уйăхра 1 миллиард тенкĕрен иртнĕ ĕнтĕ. Полици майорĕ палăртнă тăрăх, преступниксем хăйсен ĕç мелне улăштарнă: паян вĕсем пĕрре çулăхнă çынран тÿрех хăпмаççĕ — пĕр пуссăр хăвараççĕ, кредит илтереççĕ, пурлăхне суттарма та пултараççĕ. Вĕсем çынна витĕм кÿме пултарнине çирĕплетекен тĕслĕх вара пайтах. Тепĕр чухне ĕç-пуç çынсем хăйсене такамсем вăрланă пек кăтартасси патне те çитет. Ултавçăсем вĕсене хăйсем пурăнакан вырăнтан тухса тарма ÿкĕте кĕртеççĕ — преступниксем тупасран сыхланма çапла тумалла имĕш. Çын вара ют çĕртен видео ÿкерсе ярать: ăна такамсем вăрланă имĕш. Иртнĕ çултанпа çынсен хваттерĕсене вăрланă тĕслĕхсем те пулма пуçларĕç. Каллех ĕнентереççĕ: хваттере сутмалла имĕш — унсăрăн ăна тÿрĕ кăмăллă мар çынсем ярса илĕç. Халь ФХС сотрудникне сутмалла та — кайран, преступниксене сиенсĕрлетсен, вăл тăваткал метрсене хуçине каялла тавăрса парĕ тесе ĕнентереççĕ. Пĕр тĕслĕхре ултавçăсем пирĕн ентеше виçĕ талăк телефонран вĕçертмен — урăх никампа та калаçтарман. Мучисемпе кинемейсем кăна мар Ытларах чухне ватăсем улталанаççĕ тетпĕр, анчах ку тÿрре тухмасть иккен. 30-60 çулсенчи çынсем вăлтана çакланаççĕ. Ку ватăсем тĕлĕшпе вĕсен таврашĕнчи çынсем тимлĕ пулнипе те çыхăннă-тăр: калăпăр, кинемей е мучи банка укçа илме пырсан, çав вăхăтрах такампа телефонпа калаçать тĕк — ку ыттисене ун тĕлĕшпе тимлĕ пулма хистетех. Çакнашкал тĕслĕх те пулнă: телефонпа такампа укçа çинчен калаçакан пенсионера лавккана пухăннă çынсем пысăк ушкăнпа ултавçăсене укçа куçарса парасран асăрхаттарса ÿкĕтленĕ — лешĕ пурпĕр итлесшĕн пулман. Вăтам çулсенчи е çамрăк çын хăйне çапла тытни вара аплах сисчĕвлентермест. Çак çулсенчи çынсем хăйсене шанчăклă туйни те витĕм кÿрет — пирĕнтен нумайăшĕ ыттисем улталансан та пирĕнпе унашкалли пулма пултараймасть тесе шутлать. Çакă, шел те, чылай чухне тÿрре тухмасть. Чăн та, çав вăхăтрах ачасем, пенсионерсем вăлтана çакланнă тĕслĕх те, паллах, нумай. Çапла, çынсенчен нумайăшĕ паян кашни шăнкăрава ĕненмест ĕнтĕ. Хăйсемпе ФХС, Следстви комитечĕн, банк сотрудникĕ тесе паллаштаракансем каланине ытларахăшĕ шанмасть. Çавăнпа преступниксем çĕнĕ мелсемпе усă кураççĕ. Ултавçăсем паян мессенджерсене тапăннă. Ĕнентерÿллĕ пултăр тесе паллă актерсен сăн ÿкерчĕкĕсемпе те усă кураççĕ. Нумаях пулмасть пĕр арçынна çулăхнă. Вĕсене укçа куçарса парас тĕллевпе банка кайнăскер унта кĕрес умĕн хайхи сăн ÿкерчĕкри çынна таçта курнине аса илнĕ. Хăйĕнпе телефонпа çыхăннă ултавçă ан систĕр тесе банк ĕçченне хут çырса панă — хăйне улталасшăн пулни çинчен систернĕ, полиципе çыхăнма ыйтнă. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Çĕрпÿ округĕ: халăхпа пĕрле, аталану çулĕпе…

Çĕрпÿ муниципалитет округĕ халăх пурнăçĕн тĕп сферисенче — вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕ, культура — аталану çулĕпе утать: çулсем сараççĕ, сиплев учрежденийĕсем хута яраççĕ, коммуналлă хуçалăх çĕнелет, общество вырăнĕсем хăтлăланаççĕ…

Халăх кăмăллакан вырăн 2024 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕ Çĕрпÿ округĕшĕн кăна мар, Чăваш Республикин культура отраслĕшĕн паллă кун пулса юлчĕ: Культура аталанăвĕн центрĕ уçăлчĕ. Нарăс уйăхĕнче çĕнĕ учрежденипе Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин паллашнăччĕ. Çĕрпÿри центр — Раççейри тăххăрмĕш, Чăваш Енри пĕрремĕш культура заведенийĕ. Çурта «Культура» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн хута янă. «Правительство пур енлĕн пулăшса пынăран строительство ĕçĕсене тухăçлă пурнăçларăмăр. Культура çуртне çынсем яланах кăмăлласа çÿреççĕ. Кунта ачасем валли те, аслисем валли те тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Кружоксем ĕçлеççĕ. Аслă ÿсĕмрисем пĕрле пухăнса калаçса лараççĕ. Кашниех центрта кăмăла каякан заняти тупма пултарать», — каласа кăтартрĕ округ пуçлăхĕ Алексей Иванов.

Тăван çĕршыва юратса çитĕнер

Ачасен сывлăхне çирĕплетекен «Звездный» лагерьте кăçал çар-спорт хатĕрленĕвĕн тата патриотизм воспитанийĕн «Воин» центрăн «Çамрăк геройсен вăхăчĕ» смена ĕçлерĕ. Республикăри ялсемпе хуласенчен килнĕ 465 хĕрпе каччă виçĕ эрне тактика хатĕрленĕвĕн мелĕсене вĕреннĕ, пилотсăр аппаратсене вĕçтерме, пĕрремĕш пулăшу пама, пăшалтан пеме хăнăхнă. «Пирĕн лагерь Тăван çĕршыва хÿтĕлеме хатĕр пуçаруллă ачасем юратакан вырăн пулса тăрасса, кунта пĕлĕве тарăнлатма, шанчăклă юлташсем тупма килес текенсем йышлансах пырасса шанатпăр», — терĕ Алексей Иванов. «Звездный» ача-пăча лагерĕ çитĕнекен ăрăва патриотлăх воспитанийĕ памалли хăйне евĕрлĕ лапам пулса тăчĕ. Чăваш Ен округĕсенчи çамрăксем унта çар ĕçне вĕренеççĕ, вĕрентÿ сборĕсене йĕркелеççĕ. Тăван çĕршывăн пулас хÿтĕлевçисене хатĕрлеме кирлĕ условисем çултан-çул лайăхланса пыраççĕ. Алексей Иванов пĕлтернĕ тăрăх, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Правительствисем пулăшнипе лагерьте 2023-2024 çулсенче çĕнĕ виçĕ корпус хута янă. Кăçал 330 миллион ытла тенкĕлĕх реконструкци ĕçĕсене пурнăçланă. Çавна май кунта тата та нумайрах ача канса сывлăхне çирĕплетме пултарĕ. «Реноваци учреждени ĕç-хĕлне çÿллĕ шая çĕклеме, ăна çулталăкĕпех ĕçлеттерме май парĕ», — терĕ Алексей Иванов.

Наци премине тивĕçнĕ Çĕрпÿ хулинчи Культура çурчĕн территорине хăтлăлатмалли проект Раççейри пĕчĕк хуласене аталантармалли наци премийĕн конкурсĕнче çĕнтернĕ. Çак тупăшура мала тухни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Проекта ĕçе кĕртнĕ май Çĕрпÿ хули хитреленĕ, общество вырăнĕсем хăтлăланĕç. Çавăн пекех пĕчĕк бизнеса тата туризма аталантарма условисем пулĕç. Çакă пĕтĕмпех хула тата округ çыннисен пурнăçĕн пахалăхне ÿстерме пулăшать.

Икĕ ФАП уçăлчĕ

Раштавăн 5-мĕшĕнче Çĕрпÿ округĕнче харăсах икĕ фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлеме пуçларĕ. Çĕньялти тата Михайловкăри сиплев учрежденийĕсене Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушнипе тунă. Çĕршыв ертÿçи Чăваш Ене килсе кайнă хыççăн медицина учрежденийĕсен строительствине Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне модернизацилемелли программăна кĕртнĕ. Сиплев учрежденийĕсен малтанхи çурчĕсем хальхи вăхăт ыйтнипе килĕшсе тăман. Михайловкăрине — 1960 çулта, Çĕньялтине 1974 çулта хута янă. Михайловкăри ФАП тăватă ял халăхĕн, Çĕньялти пилĕк ялти çынсен сывлăхне пăхса тăрĕ. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА хатĕрленĕ.

♦   ♦   ♦


Ухтер мучи халăх асăнче

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн ĕçченĕсен ырă йăла пур: хăй вăхăтĕнче кунта вăй хунă, каярахпа пурнăçран уйрăлса кайнă çынсене асра тытаççĕ вĕсем. Нумаях пулмасть РСФСР тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артисчĕ, К.С.Станиславский ячĕллĕ РСФСР патшалăх премийĕн лауреачĕ Геннадий Терентьев çуралнăранпа 95 çул çитнине халалласа театрта асăну каçĕ иртрĕ.

Радиора — халапçă, диктор…

Геннадий Терентьевич 1929 çулхи юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче Тăвай районĕнчи Кивĕ Пуянкасси ялĕнче çуралнă. Ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайсан 12 çулти Геннадий шкул пăрахса амăшне пулăшма тытăннă: йăмăкĕ-шăллĕне пăхнă, почтальонра ĕçленĕ. Килсерен салтак çырăвĕсене валеçнĕ. Вăрçă хыççăн каччă механизатора вĕренсе тухнă, ĕçлеме тытăннă. Пултаруллăскер 6 çултах купăс калама вĕреннĕ. Шкулта пĕлÿ илнĕ вăхăтрах спектакльсенче тĕрлĕ сăнар калăпланă, çав шутрах «Нарспири» Сетнере те. 1947 çулта Геннадий Терентьева Тăвай районĕнчи культура çурчĕн илемлĕх ертÿçине суйланă. Пулас артист ял халăхĕпе пĕрле спектакль-концерт йĕркеленĕ. Çартан таврăнсан каçхи шкулта 10 класс пĕтернĕ. Çавна май ăна Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски салине Патшалăх хăрушсăрлăх комитетне /КГБ/ ĕçлеме янă. Анчах ку ĕç çамрăкшăн ют пулнă. Çавăнпа та вăл Шупашкарти музыка училищине вĕренме кĕнĕ. Укçа-тенкĕ çитсе пыманран вĕренĕве пăрахма тивнĕ. Каччă Тăвайри культура çуртне каялла таврăннă. Шăпах унта ĕçленĕ чухне Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем спектакльпе пырса çитнĕ. Геннадий Терентьевич ăна куç сиктермесĕр пăхнă. Пултаруллăскер Николай Степанов, Дарья Столярова, Борис Марков, Виктор Родионов артистсемпе туслашнă. Лешсем ăна Шупашкара театрта ĕçлеме чĕннĕ. «Пире шăпах сан пек çын, салтакра пулнăскер, кирлĕ», — тенĕ вĕсем унăн кун-çулĕпе кăсăкланнă май. Çав вăхăтрах кĕркунне студи уçăлни пирки те пĕлтернĕ. 1953 çулта Геннадий Терентьевич Чăваш драма театрĕ çумĕнче уçăлнă студие вĕренме кĕнĕ. Пĕрлех унта пулас мăшăрĕ Елена Константиновна та пĕлÿ илнĕ. Театрта ĕçлеме пуçласан пултаруллă икĕ çамрăк çемье çавăрнă. Еленăпа Геннадий Терентьевсем икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Сăмах май, кĕçĕн хĕрĕ Лариса ашшĕ-амăшĕн çулне суйласа илнĕ. Халĕ Вырăс патшалăх драма театрĕнче ĕçлет. Вăл — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ. Геннадий Терентьевича сцена çине тухма Константин Иванов режиссер чылай пулăшнă. Хăй те тăрăшнă паллах. Вăл 200-е яхăн сăнара куракан умне кăларнă. Пĕри тепринчен кăсăклăрах: Николай Айзманăн «Кай, кай Ивана» камитĕнчи Хĕветĕр, Валентин Распутинăн «Чуна кивçен илеймĕн» пьесинчи Куçма, Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр» драминчи Элентей, Константин Ивановăн «Нарспи» пьесинчи Сетнер ролĕсене калăпланă. Унсăр пуçне вăл 10 ытла пьеса авторĕ те: «Энĕш хĕрринче», «Çĕмĕрт шап-шурă çеçкере», «Савниçĕм, сан пĕлесчĕ», «Эльпуçĕнчи Нарспи»… Геннадий Терентьев радиора тата телекуравра кăларăмсем хатĕрлеме те пулăшнă: ачасем валли чăвашла юмахсем вуланă, «Ухтер мучи юррисем» кăларăмра юрă-кĕвĕ шăрантарнă — тĕрлĕ енлĕ пултаруллă çын пулнă. СССР халăх артистки Вера Кузьмина ăна пĕрремĕш хут курнă хыççăн çапла аса илнĕ: «Геннадий Терентьевич — яштака, пултаруллă, сарă каччăччĕ. Юрлать, ташлать, юлташĕсемпе калаçать. Эпир, сĕтел хушшинче лараканскерсем, шалтах тĕлĕнтĕмĕр: «Мĕнле талант!» Унăн тусĕ Анатолий Большаков артист вара сăвăласа çапла çырнă: «Радиора — халапçă, диктор, Çав хушăрах эс — драматург. Эс купăс каласа юрлатăн, Кунта вара сан пекки çук…» <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Вутра-шывра хурçăланнă çынсем

Малтанах Аляккав Сантăрĕпе хăйĕнпе паллаштарма тивет, мĕншĕн тесен пирĕн вулакансем ăна, тăхăр кĕнеке авторне, пурте астуса юлайман. Ячĕ-ĕçĕ пирки каланисем интернетра та, энциклопедисенче те пур.

Кĕскен палăртса хăварăпăр: Александр Михайлов /Аляккав Сантăрĕ/ Пушкăртстанри Йĕкенпуç ялĕнче /Васильевка/ 1937 çулта çуралнă, Айгуль ялĕнче ÿснĕ. Çак кăрлачра 88 çул тултарать. Яш чухне Салават хулинче сварщикре вăй хунă: çар хĕсметĕнче тăнă, çамрăксен каçхи вăтам шкулĕнче пĕлÿ илнĕ. Свердловскра юриста вĕренсе тухнă хыççăн Чăваш Республикинче прокуратурăра ĕçленĕ, унтан тăван Салаватра тивĕçлĕ канăва тухичченех тăрăшнă. Вăл — хастар тавра пĕлÿçĕ. Чăваш наци академийĕн пайташĕ. Пушкăртстанри чăвашсен юррисене, ваттисен сăмахĕсене çунатлă каларăшсене пухса чăвашла-вырăсла кĕнекесем кăларнă. Эпĕ унпа 2001 çулта «История села Айгуль» кĕнеке кăларсан паллашрăм. Халĕ чĕрĕк ĕмĕр пухнă çывăх пĕлтерĕшлĕ сăмахсен /синонимсен/ словарьне пичете хатĕрлет. Чăваш тĕпчев институчĕпе çыхăнса çак сăмахсара çутта кăларасшăн. Ăна якатма хăйсен ял çынни Юрий Виноградов чĕлхеçĕ, пичетлесе кăларма Анатолий Аксаков депутат пулăшсан аванччĕ. Аляккав Сантăрĕ тăххăрмĕш кĕнеке — чăтăмлă, сăпай, ĕçлĕ те паттăр ентешĕ çинчен «Хурçăран çирĕп чунлă чăваш» /Новосибирск, «Академкнига», 2024/ — кăларчĕ. Ку Пушкăртстанри Йăван Кăвалат /Ивано-Кувалат/ ялĕнче çуралса ÿснĕ, пурăннă чăваш çынни Григорий Павлов /1922-2005 çулсем/ хăй пурнăçĕ çинчен виçĕ кассетăлăх каласа панă чăн пулнин халайĕ /повесть-быль/. Пушкăртстанра çар тата ĕç Геройĕсен ятне илнĕ чăвашсем йышлă. Григорий Павлов вĕсен ретĕнчен мар. Кĕнекере унăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденне те, медалĕсене те асăнман пулмалла. Асăрхамарăм. Çивĕч пуçлă ача, тĕреклĕ ял çамрăкĕ. Çут çанталăк художник пулма талант панă этеме. Кам пуласси ача чухнех палăрнă. Энгельс хулинчи училищĕре летчика вĕреннĕ. 20 çулта вут-çулăма лекнĕ. Фронтра летчик мар, минометчик, связной пулса çапăçнă. Çамрăк коммуниста политрук çумне суйланă. Хайлав геройĕ пин-пин çынран пĕри кăна, советсен мĕльюнсемлĕ пĕрлĕхĕн пĕр хурçă татăкĕ. Григорий Никитич пурнăçĕ урлă пĕтĕм ăру сăн-сăпачĕ, шăпи, шухăш-ĕмĕчĕ, ĕçĕ-хĕлĕ тухса тăрать. Ку ăрăвăн пурнăçĕ пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче иртнĕ, 1937 çул хăрушлăхĕпе касăлнă, Аслă Чалтан вăрçи вучĕ витĕр тухнă. Совет Союзне юнпа хÿтĕлесе, темиçе хут вилсе чĕрĕлнĕ хурçă салтак-ветеран юлашки çулĕсене те чăтăмлăн, шухăшлăн, тирпейлĕ пурăнса ирттерет. Малашнехи ачасем 20-мĕш ĕмĕрти асатте-асаннесен вутри-шыври кунĕсене, вĕсен çĕршыв телейĕшĕн ялкăшнă чунĕсене ăнланайĕ-ши е çук-ши? Анчах ку хайлавра каласа пани истори тĕпелĕнче ĕмĕрлĕхех курăнуллă чăнлăх пулса юлчĕ. Кĕнекене вуланă чухне калас килчĕ: чăваш чĕлхи пĕтсе пырать тетпĕр. Чăваша пăтратакан, чăвашла пĕлмен çын нумайланса пырать. Чĕлхе пурăнать çеç мар, çĕршывĕпех аталанать. Пушкăртстан, Тутарстан, Чĕмпĕр, Иркутск тăрăхĕсенче тата таçти-таçти чăвашсем, курăсăн, Шупашкарта, Питĕрте, Мускавра, Хусанта, Самарта, Пелепейре сăвăюрă, калав-повесть, хаçат-журнал пичетлеççĕ. Сайра усă куракан тата вырăнти сăмахсемпе тăван чĕлхене пуянлатса пыраççĕ. «Хурçă мĕнле хĕрнĕ» е чăн-чăн этем Маресьев летчик çинчен калакан хайлав та ахальтен мар аса килет Аляккав Сантăрĕн кĕнекине вуланă чухне. Тĕп герой Кĕркури Павлов çирĕп характерĕпе, кĕлетке пиçĕлĕхĕпе, ăслă пуçĕпе, пултарулăхĕпе тыткăнлать вулакана. Хайлаври чăн пулнă ĕçсем астарса тăраççĕ. Унта йĕрсе ямалла тискер ÿкерчĕксем, кулăшла самантсем сиксе тухаççĕ. Кĕнекен кирек хăш сыпăкне илсен те унта ĕçсем мĕнле пулса иртнине çыхăнтарса панă. Пĕр утăм хыççăн тепĕр утăмĕ мĕнле пулĕ-ши тесе вулатăн. Тата тепĕр йĕр кăсăклантарать: «штатра тăман» хыпарçă-журналист хаçат валли очерк çырас тесе ватă салтака шыраса тупнă та канăç памасть. Анчах лешĕ текех ачалăхĕ, ликбез шкулĕсенче вĕренни, хитре тавралăх, ял пурнăçĕ, ашшĕ-амăшĕ, колхозри яшлăх, амансан ăçта-ăçта лекни çинчен вăрах та тĕплĕ сăмахлать. Хаçатçăпа пĕрле «салтакри паттăрлăхĕ çинчен, орденсемпе медальсем илни çинчен хăçан калама пуçлать-ши?» тесе пăшăрханса ларатăн. <...>

Виталий СТАНЬЯЛ.

♦   ♦   


«Йăхра паллă çын пурри мăнаçлантарать»

Чăваш фольклористикине пуçараканĕ, чăваш этнографийĕпе, историйĕпе тата тавра пĕлÿ енĕпе çырнă ĕçсен авторĕ, çыравçă, публицист, куçаруçă, литературовед, чĕлхеçĕ, педагог, философ, историк, чăваша çутта кăлараканĕ Гурий Комиссаров [Вантер] çырăвĕнче хăйне мăшăрĕпе пĕрле тăван тăрăха илсе килсе пытарма ыйтнă. Сăмах май, Гурий Иванович Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ăна Киров облаçĕнчи Санчурск хулинче арăмĕпе Валентина Михайловнăпа юнашар пытарнă. Чăваш халăхĕшĕн нумай тăрăшнăскерĕн халалне пурнăçа кĕртме мĕншĕн май килмен? Кун пирки унăн йăмăкĕн хĕрĕнчен Зинаида Сорокинăран ыйтрăмăр. 88 çула пуснă пулин те, Зинаида Григорьевна редакцие хăех килчĕ.

Куприян ята килĕштермен

— Гурий Ивановичăн аслашшĕн ашшĕне Вантер тесе чĕннĕ. Гурин шăллĕсем виççĕн пулнă. Вĕсем уйрăлса тухса пĕр тăкăрлăкрах пÿртсем лартнă. Вĕсене Комиссар таврашĕ тенĕ. Комиссаров хушамат пирки калас тăк унăн аслашшĕ Кавказра çарта тăнă. Ун чухне хĕсметре нумай çул пулнă. Вăл ту тăрринчен анакан сивĕ Терек шывĕ урлă каçнă чухне шăнса чире кайнă. Вара ăна киле яраççĕ. Вĕсем Актай ятлă пĕчĕк ялта пурăннă. Чухăн ял пулнă. Пĕррехинче пушар тухнă. Кил-çурчĕ вут-çулăмра кĕлленнĕ. Гурий Ивановичăн ашшĕ Патăрьеле ĕçлеме çÿренĕ. «Хĕрлĕ автан» алхаснă хыççăн вĕсем Патăрьеле куçса килнĕ. Хуçа /кам патне ĕçлеме çÿренĕ/ çамрăклах вилнĕ. Гурий Ивановичăн ашшĕ унăн арăмне качча илнĕ. Матрена Порфирьевна ятлă пулнă вăл. Иванпа Матренăн 5 ача пулнă: Роман /1879/, Гурий /1883/, вĕсен хыççăнхи икĕ ачи вилнĕ, унтан Екатерина /1889/, Мария /1894/. Унтан пирĕн анне — Мавра – çуралнă. Ятсене питĕ интереслĕ хунă ун чухне. Ачасене çуралсанах, пĕр-ик эрнеренех, тĕне кĕртнĕ. Чиркÿре ят панă. Килте ят хуман. Анне çуралнă кун Мавра кунĕ пулнă. Çавăнпа Мавра пултăр тенĕ. Гурий Иванович çуралнă кун, юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче, Куприян кунĕ пулнă. «Тен, амăшĕ килĕшмест ăна кун пек ят хунипе. Кайса ыйтăр-ха», – сĕнет пачăшкă хреснашшĕне. Ыйтаççĕ те, чăнах та, Куприян ят килĕшмест иккен — Гурий ят кăмăла килет. Çапла «çĕнĕ кайăк» Гурий ятлă пулса тăрать, – пуçларĕ калаçăва Зинаида Григорьевна. Ун чухне ачасене пачăшкăсем вĕрентнĕ, йĕрке çирĕп пулнă. Тимĕрçĕ лаççинче тимĕрпе ĕçленĕ хыççăн ванчăксем юлаççĕ. Итлемесен е айăпа кĕрсен ачасене урисемпе çавсем çине пустарнă-мĕн. «Мана та пĕрре наказать турĕç», – тесе çырнă Гурий Иванович кĕнекинче. — Шкулта нимех те пулман. Грифель хăмине, кăранташкĕнекене килтен илсе каймалла пулнă. Йăлтах укçалла туянма тивнĕ. Комиссаровсем питĕ хытă ĕçлекен çынсем пулнă, пысăк хушма хуçалăх тытнă. Гурий çурални лайăх — арçын ачасене кăна çĕр панă. Çак саккун вăл çуралсан тухнă. Вĕсене виçĕ пай çĕр тивнĕ. Тыр-пул акса тунă. Икĕ лаша, ĕне, сыснасем, сурăхсем, чăх-чĕп усранă, вĕлле хурчĕсем тытнă. Амăшĕ питĕ ĕçчен пулнă, ал ĕçне лайăх пĕлнĕ. Çыхма, çĕлеме, тĕрлеме пултарнă. Гурий кĕçĕннисене пăхнă, 4 çулта чухнех выльăха, чăх-чĕпе апат, шыв лартса пама тытăннă. Саккăрта чухне çăпата тунă. 25 çăпата туни пирки çырать кĕнекинче. Вăл çăм чавма, арлама вĕреннĕ. Ĕçчен çемье ачисене вĕрентме майсем тупнă. Нуски, чăлха çыхас ăсталăха алла илнĕ. Пĕтĕм ĕçе тума пултарнă. Пĕр ĕçрен те юлман. Гурий икĕ çул çурăра чухне амăшĕ тепĕр ача çуратнă. Ĕлĕк кăкăр нумайччен ĕмĕртнĕ. Амăшĕ пепкене кăкăр çитерсе ларнине курсан Гурий макăрса янă — çывăх çынни хăйне тытманшăн хурланнă. Шăпах кукамăшĕ килнĕ пулнă. Вăл вулама пĕлнĕ. Арçын ачана «Азбуковедение» кăтартнă. «Буки» «веди» теме тытăнсан Гурий интересленсе кайнă. Чĕчĕ çинчен маннă вара. Пиччĕшĕ Роман унран 4 çул аслă пулнă. Вăл вĕреннĕ чухне Гурий итлесе ларма юратнă. Унпа пĕрлех сас паллисене, çырма, вулама вĕреннĕ. Арифметикăпа кăна начартарах пулнă. Темĕн çине те çырнă вăл. Картасене, витесене йăлтах çырса тултарнă. Хĕлле юр çине çырнă. Ашшĕ-амăшĕ унăн вĕренес туртăмĕ пысăк пулнине асăрханă. Мал ĕмĕтлĕ ачана тетрадь илсе панă. Шкула кайнă чухне çырма-вулама пĕлнĕ. Чиркÿ çумĕнчи земство училищинче 4 çул вĕренмелле пулнă. Унта ытларах вырăс пачăшкисем ĕçленĕ. Роман унта 4 çул пĕлÿ илнĕ, Гурий 4 çул программипе 3 çул хушшинчех вĕренсе пĕтернĕ. Училищĕне арçын ачасем иккĕшĕ те мухтав хучĕпе вĕçленĕ. Кайран Гурий Элĕк шкулне вĕренме каять. Роман та вĕренме питĕ каясшăн пулнă — ашшĕ-амăшĕ яман: «Килте ĕçлекен кирлĕ» тенĕ. Учительсем Романа Хусанти учительсен семинарине ярасшăн пулнă. Тĕрĕссипе, Гурие те пĕлÿ илме ярасшăн пулман. Анчах вăл çине тăнă. Маларах тата çакна калам: Екатеринăпа Мария та вĕреннĕ. Вĕсене Гурий Иванович хăй учителе тухсан Етĕрне тăрăхĕнчи Пĕрçырлана илсе кайса вĕрентет. Манăн анне Мавра та шкула çÿренĕ, – калаçăва тăсрĕ Зинаида Григорьевна. <...>

Роза ВЛАСОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.