Комментировать

6 Дек, 2024

Хыпар 135 (28311) № 06.12.2024

«Сирĕн пулăшăва туятпăр»

Раççейри Ырă тăвакансен (волонтерсен) кунĕ умĕн Чăваш наци музейĕнче куçса çÿрекен «Волонтерсем пулăшма васкаççĕ» курав уçăлчĕ. Ăна «Пĕрле» аталану фончĕпе Чăваш Енри Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ йĕркеленĕ.

— Ку проект кăçалхи нарăсра уçăлнă «Хыçра — Тăван çĕршыв» куравăн тăсăмĕ шутланать, — паллаштарчĕ выставкăпа музей директорĕ Ирина Меньшикова. — Унтанпа пирĕн волонтерсем чылай ĕç пурнăçларĕç. Çавăнпа та вĕсем çинчен туллинрех каласа кăтартас тĕллевпе çак курава йĕркелерĕмĕр. Вăл раштавăн 16-мĕшĕнче Патăрьел округне каять. 2025 çулта вара, Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкĕнче, пур тăрăха та çитĕ. Сăн ÿкерчĕксене, вĕсене пурне те телефонпа ÿкернĕ, волонтерсем хăйсем ярса панă. Çак ĕçе репортаж теме те пулать. Мĕншĕн тесен сăн ÿкерчĕксем çинчен çырса кăтартни те пур. Асăннă куравра вĕрентÿ учрежденийĕсенчи çамрăксемпе, «кĕмĕл» волонтерсемпе, хастар ентешсемпе паллаштаратпăр. Сăмах май, пирĕн республикăра 36 волонтер организацийĕ. Кăçалхи утă уйăхĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа Шупашкарта гуманитари миссийĕн волонтерĕсене хатĕрлекен центр ĕçлет. Чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнчен вара — волонтерсене хатĕрлекен регион центрĕ. 2022 çулхи нарăсран пуçласа паянхи кунччен республика ятарлă çар операцине квадрокоптерсем, антидрон пăшалĕсем, тепловизорсем, çĕрле курма май паракан приборсем, автомобиль валли саппас пайсем, дизель генераторĕсем, транспорт техники тата ыт. те ăсатнă. Гуманитари пулăшăвне 200 ытла хут леçнĕ — пĕтĕмпе 150 млн ытла тенкĕлĕх. «Пĕрле» фонд волонтер организацийĕсене, çар çыннисене пулăшакан ушкăнсене пĕрлештерет. Çавăн пекех кашни муниципалитет округĕнче çак ĕçпе тăрăшса вăй хуракан хĕрарăмсен канашĕсем пур. Вĕсем пурте пĕр тĕллевпе ĕçлеççĕ. «Кĕмĕл» волонтерсен хастарлăхне те палăртса хăвармалла. Çулсеренех 200 ытла ыр кăмăллăх акцине хутшăнаççĕ вĕсем: сиплĕ курăк пухаççĕ, кĕпе-йĕм, ятарлă минтерсем çĕлеççĕ, маскировка сетки, нуски çыхаççĕ… Курава уçма республика Пуçлăхĕ Олег Николаев, Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Наталья Николаева, «Пĕрле» фонд ертÿçи Наталья Колыванова, волонтерсем, Чăваш Ен хастарĕсем хутшăнчĕç. — Çакнашкал тĕлпулусене эпĕ яланах тав сăмахĕнчен пуçлатăп. Эпир кунсеренех ĕçе çÿретпĕр, уншăн шалу илетпĕр. Пурне те пĕрлештерекен ĕçре вара кану кунĕсĕр, талăкĕпех тăрăшатпăр, — терĕ Олег Алексеевич. — Пире пурне те туслăх, пĕр тĕллев чăмăра пухать, çĕнтерÿ патне ăнтăлни пĕрлештерет. Эпир халĕ каллех салтаксем патне черетлĕ пулăшу яма хатĕрленетпĕр. Вăл ентешсене питĕ кирлине туятпăр. Çĕнĕ çул умĕн салтаксем уяв савăнăçне туйччăр тесе тăрăшатпăр. Пĕрлĕхре — вăй. Ахальтен мар ваттисем: «Пĕччен хулă хуçăлать», — теççĕ. 2025 çул Çĕнтерÿ çулĕ пуласса шанатпăр. Хамăр мĕн тума пултарнине йăлтах пурнăçлăпăр. Чăваш полкĕн разведка ротин командирĕ, «Феликс» позывнойлăскер, фронта пулăшнăшăн республикăра пурăнакансене тав турĕ. Волонтер юхăмĕ хăватлă вăй пулнине каларĕ. «Сирĕн пулăшăва туятпăр, вăй-халăра малашне те ан хавшатăр. Дистанцие чупса тухас умĕн юлашкинчен хăвăртлăха тăруках ÿстерме тăрăшмалла. Туятпăр: çар операцийĕнче пирĕншĕн çав самант çитрĕ», — пĕтĕмлетрĕ вăл шухăшне. Сăмах май, унран салтаксем валли гуманитари пулăшăвĕ парса ячĕç. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Уй-хир, фермăсем çамрăк ĕçченсене кĕтеççĕ

Канаш округĕнчи С.Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн коллективĕ 2024 çула ăнăçлă вĕçлеме тăрăшать. Çĕнĕ çула мĕнле кăтартусемпе кĕтсе илет?

Çуркунне тарăхтарнă

— Паллă ĕнтĕ, вегетаци тапхăрĕнче çанталăк ÿсен-тăрана кирлĕ пек тăрсан ял хуçалăх культурисем пысăк тухăç параççĕ, çумăр çумасан лайăх çитĕнеймеççĕ. Кăçал шăпах çапла пулчĕ, çавăнпа тырă тухăçĕ пирĕн те пĕлтĕрхинчен пĕчĕкрех, — терĕ ЯХПК председателĕ Герман Владимиров. — Хресчен çут тĕнчене пăхăнать, продукцие çанталăк еккипе туса илет. Çурла уйăхĕн пĕрремĕш çурринче çумăр куллен çурĕ, комбайнсем чарăнса тăчĕç. Мĕнле пуçтарса илмелле? Ыйту самаях хăратрĕ. Йĕпере шÿнĕ пучах хуралчĕ, тĕшĕ пахалăхĕ пĕчĕкленчĕ, пучахран тырă тăкăнкаларĕ. 300-е яхăн тонна тырра сушилкăра типĕтме тиврĕ. Пухса кĕртни 1500 пуç ĕне выльăха ăнăçлă хĕл каçарма, коллектива ĕç укçи пама, производствăпа çыхăннă ытти ыйтăва татса пама çитет. Вырмана ваттисен йăлипе çĕнĕ тырă пăттине астивнинчен пуçланă. Тыр-пула тăккаламасăр тата кĕске хушăра пуçтарса илме механизаторсене Шăхасан тата Атнаш чиркĕвĕсен настоятелĕсем Александрпа Петр пил панă, кĕлĕ туса вырмана ăнăçлă ирттерме Турăран хал ыйтнă. Çумăра пула техника уя кĕреймен, сухалайман, йĕпе-сапара кĕрсен дизтопливо ытларах пĕтернĕ. Çурла уйăхĕн иккĕмĕш çурри кăвак тÿпери сарă хĕвел тавралăха ăшăтнипе пуçланчĕ, çĕр ĕçченĕсен пичĕсенче йăл кулă çиçрĕ, çанă тавăрсах ĕçе пикенчĕç. Вырмаçăсем кĕлĕ туни харама кайман. «Акрос» комбайнсем иртен пуçласа сывлăм ÿкичченех вырса çапнă, машинăсем тырра Шăхасанти типĕтмелли комплекса, 4 çул каялла хута янăскере, турттарнă. Унпа хывăх-хылчăкран тасатаççĕ, типĕтеççĕ, вăрлăх хатĕрлеççĕ. Вăл кăçал та лайăх ĕçленĕ. Çу уйăхĕн 1-12-мĕшĕсенчи çумăр тата сивĕ çур акине вăхăтра ирттерме кунта та кансĕрленĕ. — Çурхи ĕçсене ака уйăхĕнчех пуçларăмăр, акма та тухнăччĕ, — аса илчĕ председатель. — Çумăр шапăртаттарма тытăнчĕ те — уйра ĕç чарăнса тăчĕ, уйăхăн пĕрремĕш çурринче нумай акаймарăмăр. Иртнĕ çул çав хушăра çĕрлеччен ĕç вĕресе тăнă, Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне çурхи тĕш тырă культурисене варăнтарса пĕтернĕ. Акана çу уйăхĕн 31- мĕшĕ тĕлне, пĕлтĕрхинчен чылай каярах, вĕçлерĕмĕр. Малтан — сăрта, кайран айлăма акрăмăр. Çапах ака çĕртме уйăхне кĕрсе каймарĕ. Уйăхăн иккĕмĕш çурринче сывлăш 20 градус таран ăшăнчĕ, культурăсемшĕн чухахчĕ, шăрăх марччĕ, сиенлĕ хурт-кăпшанкă ĕрчемерĕ. Акнă вăрлăхăн 30% элита тата 1-мĕш класс пулнă, ку — начар мар кăтарту. Çĕнĕ вăрлăх, çав шутра урпа, килес çул та акасшăн. Варăнтарма кирлин 30% çуллен çĕнетесшĕн. Люцерна савăнтарнă Асăннă кунсенче, çĕрле, темиçе градус сивĕ тăнăран 300-е яхăн га çинчи нумай çул çитĕнекен курăк çулçи шăнса хуралнă тата пĕтĕрĕннĕ, кăнтăрла та ăшăтманран ÿсмен — минерал удобренийĕпе апатлантарнă пулин те. Ертÿçĕ ăна пăхма агрономпа пĕрле уя çитнĕ. — «Тен, çулса пăрахар? Иккĕмĕш хут шăтнине удобренипе апатлантарсан лайăхрах çитĕнес шанăç пулĕ», — тенĕ Герман Владимиров. — Кăштах кĕтрĕмĕр. Ăшă кунсем пуçланчĕç те — курăк ÿсме тытăнчĕ. Хаш! сывласа ятăмăр. Сĕт туса илекен хуçалăхшăн люцернăран сенаж, утă хатĕрлесси питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шанăç тÿрре тухрĕ: люцерна пĕрремĕш хут çулнă чухне пысăк тухăç пачĕ. Çу каçиччен тата икĕ хут çулса пуçтартăмăр. ЯХПК кăçал культурăсене апатлантарма минерал удобренийĕ 160 тонна туяннă. Танлаштарма: пĕлтĕр — 120 т. Анчах çĕртме-утă уйăхĕсенчи шăрăх пĕлтĕрхи пекех тухăç илме паман, çавăнпа удобренин усси 2023 çулхипе танлашайман. Шăрăх сăтăрçăсене аталанма кунта та май туса панă. Вĕсемпе мĕнле кĕрешнĕ? — Çу уйăхĕнче сиенлĕ нăрă-хурт сахалччĕ, çĕртмере йышĕ нумай хушăнчĕ. Ăна-кăна тата çум курăка пĕтерме хими им-çамĕ 3 млн тенкĕлĕх е пĕлтĕрхинчен 900 пине яхăн тенкĕлĕх нумайрах туянтăмăр, — ăнлантарчĕ ертÿçĕ. — Унпа 285 га çинчи куккуруса сиенлекенсене те пĕтертĕмĕр, вăл тухăç пĕлтĕрхинчен пысăкрах пачĕ. Ĕнесене ăна ытларах çитерме тытăннăранпа продуктивлăх ÿсрĕ. Çу каçиччен выльăх апачĕ — 12 пин тонна сенаж тата силос — çулталăк çурăлăх, кунсăр пуçне пăрусемпе сăвакан ĕнесем валли утă çителĕклех янтăларăмăр. Монокорм тума машинăна силос, сенаж, улăм, дробина тиетпĕр, унпа вĕтететпĕр, пăтрататпăр, выльăх умне куллен тăкатпăр. Кăçалхи 9 уйăхра 2325 тонна е 2023 çулхи çав тапхăртинчен 3,2% нумайрах сĕт сунă. Раштавăн 2-мĕшĕнче Атнаш ферминче кашни ĕнерен вăтамран — 18, çулталăк каялла — 14, Шăхасанта кăçалхи палăртнă кун тĕлне — 17, çулталăк каялла 12 кг суса кăтартăва чылай лайăхлатнă. Хуçалăха нумай çул ертсе пынă Раççей ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Андреев пуçарнипе Атнаш ялĕнче 2013 çулта çĕнĕ ферма туса пĕтернĕ, производство тата ĕç условийĕсене лайăхлатнă. Ун чухне проекта пурнăçа кĕртес ĕçе Герман Владимиров йĕркеленĕ. Иртнĕ çулсенче тата кăçал Шăхасан фермине 5 млн тенкĕлĕх модернизациленĕ: йывăç урай вырăнне бетон янă, ĕнесене тăмалли резина кавир сарнă, шăвармалли пăрăха улăштарнă, ĕне выльăха апатлантармалли хатĕр тунă, вентиляци вырнаçтарнă. Халĕ витене трактор кĕрсе ĕнесен умне вĕтетнĕ апат машинăран тăкса тухать. Унти сывлăш уçăлса тăрать, çавна пула выльăх сивве чăтăмлăрах. Халĕ икĕ ферма урайĕ те резина кавиртен. Вăл йывăçран нумай хут çирĕпрех. 2013 çулччен иккĕшĕнче те пĕр нуша пулнă — çĕрĕшсе пĕтнĕ йывăç урая икĕ-виçĕ çултан улăштарма тивнĕ, çĕнетме 800-900 пин тенкĕ янă. Сăмахран, Атнаш ферминче резина кавирпе 5 çул усă курнă. Председатель Шăхасан ферминчи урайне те 5 çултан çеç улăштарасса, малашне вăл тăкак сахалрах кÿрессе шанать. Ĕне выльăха уçăлтармашкăн кăларма картара тимĕр-бетон плита сарнă. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Ывăлĕ госпитальте сипленет

Шупашкарти Ф.М.Лукин ячĕллĕ 5-мĕш музыка шкулĕн директорĕн Валентина Климовăн ывăлĕ Тăван çĕршыва хÿтĕлеме ятарлă çар операцине хутшăнать. Чăн-чăн патриота çитĕнтернĕ амăшĕ «Хыпар» ыйтăвĕсене хуравлама килĕшрĕ.

— Шкула тăваттăмĕш çул ертсе пыратăп, кунта 700 ытла ача музыкăн пуçламăш пĕлĕвне илет. 9-мĕш класс хыççăн — музыка училищинче, 11-мĕш класс хыççăн Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вăл е ку профессие вĕренме пултараççĕ. Паллă композиторсен, çав шутра Филипп Лукинăн, произведенийĕсене музыка инструменчĕсемпе калама хăнăхтаратпăр. Унăн репертуарĕ вĕрентÿре чăваш композиторĕсен хушшинче пĕрремĕш вырăнта. Пирĕн флейта, гобой, труба, сĕрме купăс, виолончель, фортепиано, балалайка, домра, аккордеон, баян, гитара класĕсем, фольклор уйрăмĕ пур, хорпа юрлама вĕрентетпĕр. Шкултан пĕлÿ илсе тухнисем каярахпа республикăра, федерацире тата чикĕ леш енче паллă музыкантсем пулса тăраççĕ. Ăна 1970 çулта уçнă, 2011 çултанпа Ф.М.Лукин ячĕпе хисепленет. — Валентина Александровна, тавах шкулпа паллаштарнăшăн. Унăн ертÿçи пулнипе пĕрлех эсир — салтак амăшĕ те. Ывăлăр СВОна хăçан кайрĕ? — РФ Оборона министерствипе контракт çирĕплетесси çинчен нумай шухăшларĕ. Эпир ывăла: «СВОна ан кай», — темен, вăл хăй кайма йышăнчĕ. Çавăн çинчен пире контракт çирĕплетнĕ хыççăн çеç пĕлтерчĕ — йĕрсе ятăм. Çапах вăрçа куççульсĕр, киле чĕрĕ таврăнасса шанса ăсатрăм. 18 тултарсан çар хĕсметĕнче çулталăк тăнăскере ыттисемпе пĕрле çапăçма пĕр уйăх ытла вĕрентрĕç. Бандеровецсене Донецк халăх республикинчен хĕссе кăларассишĕн штурмовиксен ушкăнĕнче çапăçрĕ. Ывăлăн хушма ячĕ — «Гречиха». «Мĕншĕн?» — терĕм. «Мана хура тул килĕшет», — терĕ. Штурмовиксем тата спецназ пĕрле задани пурнăçланă хыççăн тепĕр вырăна куçнă чухне, кăçалхи чÿк уйăхĕн 23-мĕшĕнче, вăл аманнă: ура айĕнче пехотăна пĕтермелли «Лепесток» мина çурăлнăран ура лаппин шăмми 6 тĕлте хуçăлнă, ура ÿтне тăпăлтарнă. Халĕ госпитальте, киле иккĕмĕш кун шăнкăравларĕ. «Эсĕ туянса панă çирĕп пушмак урана сыхласа хăварчĕ», — терĕ. — Пирĕннисем патне ăна камсем илсе çитернĕ? — Хăех çитнĕ. Ыттисем аманман. Хăйĕн боесаппасне юлташĕсене парса янă, пĕр магазинлă автоматпа çеç юлнă. «Ачасем ала пек шăтăк пушмака хыврĕç, ура тунинчен резина шгутпа туртса çыхрĕç, суранлă урана бинтпа яврĕç, ыратма чармалли эмелпе укол турĕç. Пирĕннисем мана хăçан шыраса тупасси паллă марччĕ. Çанталăк çиллĕччĕ — дронсем вĕçейместчĕç: тÿперен мана атакăлакан çукчĕ. Эпĕ каялла таврăнмалли çула астуса юлнăччĕ. Подразделение хам тĕллĕнех çитме тĕллев лартрăм. Унталла шăматкун тата вырсарникун тĕттĕм чухне кана-кана шурăм, вырăна иккĕмĕш кун çитрĕм. Кĕскен: нуль рубежĕнчен хăвăрт тухрăм», — пĕлтерчĕ ывăл. — Вăл «хăвăрт» тенĕ-ха. — Хăвăрт мар çав. Хăрах ури сĕтĕрĕнсе пынă, икĕ аллипе, тепĕр урипе малалла туртăннă. Темиçе метр шусан канса выртнă, татах шунă. Çапла икĕ çĕр тапаçланнă. Тăшман дронран ан асăрхатăр тесе иртен пуçласа каçчен вăрман тăрăхне пытаннă, ури ыратма пуçласан укол тунă. Хăй мĕн тÿссе ирттернине тÿрех каласа памарĕ, иртнĕ эрнере телефонпа калаçмассерен пĕчĕккĕн пĕлтерчĕ. Сывă мар — нумай калаçаймасть, çапах малтанхи пекех патриот. Сывлăхĕшĕн, чун-чĕрине хăват патăр, ан хуçăлтăр тесе куллен Турра кĕлтăватăп. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


Елена НИКОЛАЕВА: «Театр тĕнчи питĕ интереслĕ»

Паянхи театрăн ĕçĕ спектакль лартнипе кăна вĕçленмест. Юлашки çулсенче çитĕнекен ăрăва сцена искусствипе кăсăклантарасси те, театр ĕçченĕсене хатĕрлессипе драматургие аталантарасси те тĕп тивĕçсен шутне кĕчĕç. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн кулленхи ĕçĕ-хĕлĕ, малашнехи тĕллевĕсем çинчен унăн директорĕпе Елена Николаевăпа калаçрăмăр.

— Елена Васильевна, кăçалхи сезонра юратнă театр куракансене мĕнле çĕнĕ спектакльсемпе савăнтарĕ-ха? — Ку пултарулăх сезонĕнче пирĕн куракан умне ултă спектакль кăлармалла. Пĕрремĕшĕ «Салампи» мелодрама пулчĕ. Иккĕмĕшĕ – «Василисса» юмах. Вăл Раççейри çамрăк режиссерсене пулăшмалли «Сцена пуласлăхĕ» программăпа килĕшÿллĕн хатĕрленĕ ĕç пулчĕ. Çак программа, сăмах май, Чăваш, Тутар, Донецк республикисенче пурнăçланать. Унăн пĕрремĕш тапхăрĕ утă уйăхĕнче иртрĕ. Чăваш Енре проекта Борис Манджиев ертсе пычĕ. Вăл шăпах çак тапхăрта «Аманнă шăпа» спектакль хатĕрлетчĕ. Пирĕн театра çамрăк режиссерсем килчĕç, хăйсен пулас спектаклĕсем пирки каласа пачĕç. Вĕсен ĕçне хаклама консилиум йĕркелерĕмĕр. Унта эпĕ те, театрăн илемлĕх ертÿçи Валерий Яковлев та хутшăнтăмăр. Алена Савельева «Василисса» спектакльпе пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Ачасемпе çамрăксем валли пулса тухрĕ вăл. Шел те, вăхăт сахалран вырăсла лартма тиврĕ. Паллах, чăвашла куçармаллаччĕ. Нумаях пулмасть Хусан хулине кайса килтĕм. Кÿршĕ регионти ĕçтешсем Г.Камал ячĕллĕ театр режиссерĕнче, илемлĕх ертÿçинче нумай çул ĕçленĕ Марсель Салимжанов çуралнăранпа 90 çул çитнине паллă турĕç. Тĕлĕнмелли акă мĕн пулчĕ: мероприяти вăхăтĕнче пĕр вырăс сăмахĕ те илтĕнмерĕ. Пире те сцена çине тухма тутарла чĕнчĕç. Вĕсенчен пирĕн ку енĕпе тĕслĕх илмелле. «Лайăхран тĕслĕх ил», — ăс паратчĕ атте. Тухса çÿресен япалана курма, вĕренме пулать. Сцена çине кăларма палăртнă тепĕр спектакль — Геннадий Терентьевăн «Çимĕк каçĕ». Хăй вăхăтĕнче вăл оперетта пулнă. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче нумай çул пычĕ. Халĕ ăна репертуартан кăларнă. Пирĕн театрта юрлакан артист чылай. Çавна май ку спектакле хамăрăн сцена çинче кăтартма шут тытрăмăр. Ăна лартаканĕ — Чăваш халăх артистки Наталия Сергеева. Çĕртме уйăхĕнче куракан умне «Куйкăрăш» спектакль кăларасшăн. Ăна çыраканĕ — Валентина Мишанина. Мордва халăх театрĕнче ăна нумай çул кăтартрĕç. Çамрăксен театрне те илсе килнĕччĕ. Çав тери чаплă ĕç. Эпир ку спектакле çамрăксем валли стилизаци мелĕсемпе чăвашлатса хатĕрлесшĕн. Лартаканĕ — Борис Манджиев. Классиксене те манмалла мар. Жорж Фейдăн «Дамский портной» камитне чăвашла куçарса лартасшăн. Унпа кам ĕçлĕ — хальлĕхе палăртман-ха. — Театрта паллă çынсен юбилейĕсене паллă тăвасси йăлана кĕчĕ. Нумаях пулмасть акă РСФСР Патшалăх премийĕн лауреачĕ Виктор Родионов çуралнăранпа 100 çул çитнине уявларăмăр… — 107 çул ĕçлекен театрта, чăнах та, пултаруллă артистсем нумаййăн вăй хунă. Вĕсене асра тытасси — пирĕн тивĕç. Кăçал РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕн Геннадий Терентьевăн 95 çулĕ çитрĕ. Вăл юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче çуралнă, юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче паллă турăмăр. Чăваш драма театрĕн никĕслевçисенчен пĕри Петр Осипов çуралнăранпа 125 çул çитнине кăрлач уйăхĕнче уявлăпăр. Çавăн пекех Леонид Романовăн, Алексей Ургалкинăн 115 çулĕсене паллă тăвассине ĕç планне кĕртнĕ. Константин Ивановăн 135 çулне халалласа Çамрăксен форумне ирттересшĕн. Çавăн пекех «Нарспи» спектакле сцена çине кăларасшăн. Чăваш Республикин грантне тивĕçрĕмĕр. Унпа ĕçлеме пуçларăмăр ĕнтĕ. Спектакле лартакансене Мускавран чĕнсе илтĕмĕр. Вĕсем — ГИТИСран вĕренсе тухнă çамрăк специалистсем. Хамăрăн артистсем те пулăшаççĕ. Музыка училищинчи Людмила Петухова ертсе пыракан ушкăнпа тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Йăла-йĕркене, юрăсемпе ташăсене вĕсемпе пĕрле хатĕрлетпĕр. «Нарспи» пысăк ĕç пулмалла. Ку поэма пирĕншĕн «Ромео тата Джульетта» трагеди пекех пĕлтерĕшлĕ. Халăх патне ăна йĕркеллĕ илсе çитересчĕ. Питĕ хумханатпăр. — Чăваш драма театрĕнче 2024 çул Валерий Яковлев çулталăкĕ пулчĕ теме те юрать. Кăçал илемлĕх ертÿçипе çыхăннă питĕ нумай мероприяти йĕркелерĕр… — Чăнах та, Валерий Николаевич 85 çул тултарнине театрта кăна мар, республикăра питĕ анлă паллă турăмăр. Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче — Валерий Николаевич çут тĕнчене килнĕ кун — вăл çуралса ÿснĕ Шăмăршă тăрăхне кайрăмăр, унăн тăван килĕнче пултăмăр. Питĕ лайăх кĕтсе илчĕç. Юбилей мероприятийĕсен ярăмне çавăнтан пуçларăмăр. Кăнтăрла ачасемпе тĕл пултăмăр. Район центрĕнче каçхине спектакль лартрăмăр. Залра халăх лăк тулли пулчĕ. Валерий Николаевича тăван тăрăхĕнче çав тери сума суни тÿрех курăнчĕ. Манăн округ пуçлăхне, культура ĕçченĕсене питĕ чаплă уяв йĕркеленĕшĕн тав тăвассăм килет. Вĕсем çынсене хавхалантарса пыраççĕ, паллă ентешĕсене манма памаççĕ. Юпа уйăхĕнче сумлă ĕçтешĕмĕрĕн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан курав уçрăмăр, вăл лартнă спектакльсен фестивальне ирттертĕмĕр. Программăна хăй хатĕрлерĕ. Çамрăксен форумне йĕркелерĕмĕр. Пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе, çемйипе çыхăннă викторинăна 500 яхăн ача, 300 ытла вĕрентекен хутшăнчĕ. Сочинени нумай килчĕ. Валерий Николаевич тата нумай çул ĕçлесе хăйĕн пуян опытне пире пама пултартăр. Унпа пĕрле эпир малалла та хавхаланса утма хатĕр. «Аттепе анне пур чухне эпир ачасем», — тетпĕр. Вăл пирĕн театрта атте вырăннех. Унпа юнашар эпир хамăра хÿтлĕхре туятпăр. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.