Комментировать

16 Окт, 2014

"Спортпа туслă çĕр-шывăн сим-пылĕ - ШУПАШКАР!"

"Атăлпа Урал хушшинче" проект Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать

Тупăшура кар тăрар!

Салам, туссем!

Пурсăра та ырлăх-сывлăх сунса - Темтепĕлейкинăн шăллĕ Тăрăшар. Иртнĕ эрнере эпир тĕлĕнмелле хитре те савăк уявра пултăмăр. Питĕ килĕшнĕрен, чун халĕ те вĕçсе тăнăран чăтаймарăм, юратнă хаçатра - «Тантăшра» - çакăн çинчен çырса кăтартасах терĕм.

Йĕркипе ăнлантарса парас-ха. Эпĕ 5-мĕш класра лайăх паллăсемпе кăна вĕренетĕп. Спортпа та туслă. Секцие çÿреме те вăхăт тупатăп. Шупашкарти спорт форумне ырми-канми хатĕрлентĕмĕр эпир. Питĕ тăрăшнине кура «çăлтăрпа» пĕрле ирттерекен пĕв-турамра (зарядкăра) пирĕн ушкăна халăх умнех тăратрĕç.

Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче эпир Илюкпа иксĕмĕр ирех Хĕрлĕ тÿреме кайрăмăр - 8 сехет тĕлне пурин те вырăнта пулмалла. Вĕренÿре те, спортра та дисциплина шутсăр кирлĕ, çавăнпа аслисем мĕн каланине итлемелле, ниçта кая юлмасăр çÿремелле, ĕçе вăхăтра пурнăçламалла. Мансах кайнă - эсир Илюк камне пĕлместĕр вĕт-ха. Вăл манăн иккĕмĕш сыпăкри тете, 6-мĕш класа каять. Вĕсем Патăрьел районĕнче пурăнаççĕ. Илюк форум уçнине курма Шупашкара ятарласа килчĕ.

Кайма тухрăмăр. Урам тулли ача-пăча. Пурте пĕв-турама васкаççĕ. Троллейбуса аран-аран кĕрсе вырнаçрăмăр пулин те кăмăл хăпарчĕ: туп-тулли салонра хаваслă ачасемпе хĕсĕнсе пыма мĕнле савăнăçлă!

Хĕрлĕ тÿремре халăх вĕçсĕр-хĕрсĕр тинĕс пек хумханать. Пынисем лапама пурте вырнаçаймарĕç те, нумайăшĕ театр çумĕнчи урамсенче тăчĕ. Пуçтарăннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Шупашкар мэрĕ Леонид Черкесов саламларĕç.

Зарядкăна ертсе пыраканĕ Мускав хăни, спорт комментаторĕ Дмитрий Губерниев пулчĕ. Пĕв-турамне вара фитнес-аэробика федерацийĕн президенчĕ Оксана Вербина ирттерчĕ. Зарядка вĕçленсен спорт парачĕ пуçланчĕ. Пире Раççей Федерацийĕн спорт министрĕ Виталий Мутко саламларĕ. Шупашкара Раççей Президенчĕ Владимир Путин килнине пĕлтерчĕ. Паллă спортсмен-ветерансем, Олимп чемпионĕсем ăш-пил сăмахĕ каларĕç. Парад тăк парад пулчĕ вара: Чăваш Енĕн спорт федерацийĕсем Раççей Федерацине хăйсен кервенлĕхне те мал утăмлăхне, чунташлăхне кăтартĕç. Юмахри пек тухрăмăр эпир парад çулĕпе. Хавхаланнăран та чун вĕçсе кайма хатĕртен мĕнле ярса пуснине те туймасăр утрăм (те чăнахах вĕçсе пытăм, кам пĕлет?). Шутламан та Шупашкартах çакăн чухлĕ çамрăк спортсмен тесе! Урхамахсем тăпăр-тăпăр ташласа, спорт машинисем кĕр-кĕр кĕрлесе пынăран Хĕрлĕ тÿрем çут тĕнче кăвапи пекех курăнчĕ.

Парадран эпир залив çыранне антăмăр. Шупашкарта утакансен Пĕтĕм тĕнчери кунĕ старт илчĕ! Çак уява пирĕнпе пĕрле Раççейри темиçе хула тухрĕ. Сочире, Красноярскра, Белгородра, Чĕмпĕрте утакан халăхпа çыхăнма телевидени кĕперне те карчĕç. 15 пин ытла çын утса çаврăнчĕ Шупашкар заливĕ тавра. «Спортпа туслашма васкар, тупăшура кар тăрар!» - тесе йыхравлас килет манăн «Тантăш» тусĕсене.

 

Спорт бульварĕ пурне те тыткăнларĕ

Форумăн ĕçлĕ канашлăвĕсенче, тĕл пулăвĕсенче ертÿçĕсем тата яваплă пуçлăхсем спорт аталанăвне çеç мар, çĕр-шыв мĕнле çулпа каяссине те палăртрĕç. Ахальтен мар ĕнтĕ форумăн пленарлă ларăвĕ «Спортри пĕрлĕх-ре - тĕнче тăнăçлăхĕ: пĕтĕм ĕçсен стратегийĕ» ятлă пулчĕ. Раççей Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канаш ларавĕ Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕнче иртрĕ. Аслисен хăйсен ĕçĕ ĕнтĕ, ачасен вара хăйсен савăнăçĕ - ăнланмалла.

Уяв курма тете юри килнĕрен секци тренерĕ мана интерактивлă лаптам куравне хутшăнмасан та юрать терĕ. Пирĕн ачасем пурте маттур, кашниех мастер класс ирттерме пултарать. Кăнтăр апачĕ хыççăн Карл Маркс урамĕнче тата Ленин проспектĕнче уçăлнă Спорт бульварĕпе паллашма тухрăмăр эпир Илюкпа. Мĕн кăна çук кунта, мĕн кăна курмарăмăр! Воробьев композиторсен урамĕн хĕресленĕвĕнчен тăвалла - хурçă урхамахсен кĕтĕвĕ. Спорт машинисем халь-халь моторĕсене тапратса ярас та таçта çити ыткăнас пек тăраççĕ. Юнашарах шахмăтçăсем пуç çĕмĕреççĕ. Республика тÿре- мĕнче курав комплексне хăпартнă. ГТО виçисене те çакăнтах пама пулать. Спорт гимнастики, спорт ташши, аэробика тĕнчинче пурăнакансем Шупашкара хĕл каçма вĕçсе килнĕ чĕкеçсем пек тем те хăтланаççĕ. Юнашарах - ринг. Ывăнма пĕлми кик-боксерсем тытăçу ăсталăхне кăтартаççĕ.

Малалла тăршшĕпех - Гагарин урамĕ хĕресленĕвĕ таранах спорт федерцийĕсем мастер класс лаптамĕсене йĕркеленĕ. Спортпа кăна мар, выляв-канупа çыхăннă аттракционсем те пур иккен бульварта. Улăп ачи-пăчине выляма юрăхлă мăйрашкана (рогаткăна) курсан чăтса тăраймарăмăр - темиçе те персе пăхрăмăр. Трепÿш (катапульта) пысăкăш пулин те мăйрашка чулпа пемест, мамăк тултарнă çемçе теттесем ыткăнтарать.

Сухаллă, йĕм-саппун тăхăннă çуйар (воин) патĕнче чарăнмасăр май çук. Айкидо федерацийĕн интерактивлă лап- тамĕнче эпир йывăç хĕç тытса куртăмăр. Тытăçу ăстаçи пире кăштах вĕрентрĕ, кĕске урок ирттерчĕ, вара эпир Илюкпа йывăç хĕçсем йăтса ăна хирĕç тухрăмăр. Тухăç кĕрешĕвĕсен ăсти икĕ-виçĕ хусканупах пире çĕнтерчĕ. Ухăпа та персе куртăмăр тепĕр лаптамра - спорт тĕкĕрçисем патĕнче.

Республика, Шупашкар кунĕ-сенче пуç тăрринче параплансем, дельтаплансем вĕçнине хăнăхнă пурте. Хальхинче вара Шупашкар Икарĕсем тÿ- пере вĕçсе çÿремерĕç, урамрах тăчĕç.

Спорт бульварĕнче çын нумай пулин те темĕн пысăкăш этем утни таçтан курăнать. Вăл ыттисенчен те пĕр пуç çÿлĕрех. Николай Валуев боксер пырать пире хирĕç. Кăшт тăрсан Александр Карелин кĕрешÿçĕне те тĕл пултăмăр эпир. Олимп чемпионĕнчен автограф илтĕмĕр.

Асамлăран асамлă урам - Спорт бульварĕ! Ахальтен мар сар хĕвел те чăтаймарĕ, тÿпене ялкăшса тухрĕ те шевлисемпе шурă Шупашкара çупăрларĕ.

 

Тăрăшар ТЕМТЕПĔЛЕЙКИН.

                     

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.