Чăваш хĕрарăмĕ 46 (1376) № 28.11.2024
Ял çыннисемшĕн пĕлтерĕшлĕ проектсем ĕçлеççĕ
Çамрăксем ялта юлччăр тесен мĕн тумалла? Чăваш Енре автоклубсен йышĕ ӳснĕ-и? «Земство культура ĕçченĕ» программăран мĕн кĕтмелле? Çак тата ытти ыйтусене Республикăн культура министрĕ Светлана Каликова «Хыпар» Издательство çуртĕнче журналистсемпе иртнĕ тĕлпулура хуравларĕ.
Паянхи кун çынсен инçе çула тухмасăрах тĕрлĕ курава, спектакле, концерта çитсе курма май пур. Çакă «Культурăллă юнкун» проектпа килĕшӳллĕн пурнăçланать. Вăл ял çыннисемшĕн кирлĕ проектсенчен пĕри. Республикăра 2021 çултанпа культура учрежденийĕсене пĕрлештерекен 6 проект ĕçлет. «Культурăллă юнкун» кăçалхи юпа уйăхĕнчен хута кайнă. Çĕмĕрле тăрăхне пуçласа Çĕнĕ Шупашкарти экспериментлă театр çула тухнă. Хальхи вăхăтра çак проект Чăваш Енри 12 культура учрежденине пĕрлештерет. Ку шутра — театрсем, концертсем йĕркелекен организацисем тата музейсем. Икĕ уйăхра 83 мероприяти ирттернĕ, 62 спектакль кăтартнă, 21 курав йĕркеленĕ, проекта мĕн пурĕ 16 пин ытла çын хутшăннă. Ялсенче çак куна чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, ырăпа çеç асăнаççĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтак-ентешсем валли культура учрежденийĕсенче тетелсем çыхаççĕ, гуманитари пулăшăвĕ пухаççĕ. Республикăра 650 клуб ĕçлет, 330-шĕнче çак ĕçе йĕркеленĕ. «Шанса тăратпăр, ыр кăмăллăх проектне ытти культура учрежденийĕсем те хастар хутшăнĕç. Пуласлăхра ытти проект та пулĕ. Вĕсене хута яриччен малтанах çынсемпе сӳтсе явмалла», — палăртрĕ министр. <...>
Ирина ПАРГЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Япăх куракансемшĕн — чăн-чăн маяк
Кĕнеке вулакан çыннăн тавра курăмĕ анлă, ăс-тăнĕ çĕнĕ пĕлӳпе пуянлансах тăрать. Шел те, пирĕнтен кашниех ун пек майпа усă кураймасть çав — хăшĕ-пĕри куç вăйсăрлăхне пула пачах вулаймасть. Анчах вĕсен те кĕнекере çырнипе паллашас килет-çке. Шăпах та çакăн пек туртăмлисене Чăваш Республикин Л.Н.Толстой ячĕллĕ ятарлă библиотека пулăшать.
Çак уйăхра вулавăш ĕçлеме тытăннăранпа 65 çул çитрĕ. Çур ĕмĕр ытла ĕнтĕ вăл сывлăх енчен чăрмав пуррисене кĕнеке тĕнчипе паллашма пулăшать. Библиотека паянхи пурнăçпа тан утать. Япăх куракансем е пачах курманнисем валли кунта пĕтĕм услови пур. Çутă пӳлĕмсем, ăшă кăмăллă ĕçченсем… Сăмах май, библиотекăн 65 çулхи юбилейне халалланă мероприяти те кăмăллă лару-тăрура иртрĕ. Кунта алăк урлă каçсанах кашни хăйĕн чунĕнчи пĕтĕм ырă туйăма кăларать тейĕн. Залра ларакансенчен чылайăшĕ — аслă ӳсĕмри çынсем. Вĕсем кунта нумай çул çӳреççĕ ĕнтĕ. «Япăх куракансемшĕн çак вулавăш чăн-чăн маяк, информаци, пĕлӳ тата культура центрĕ пулса тăчĕ. Паян библиотекăра вĕсене хутшăнма, пултарулăхпа аппаланма тата хăйсене кăтартма çĕнĕ майсем пурри савăнтарать», — терĕ Чăваш Республикин культура министрĕн çумĕ Татьяна Казакова. Библиотека ĕçченĕсене Елена Денисовăпа Надежда Григорьевăна вăл Культура министерствин Тав хучĕпе чысларĕ. Çакна та палăртмалла: библиотека республикăри çыравçăсемпе тачă çыхăну тытать. Вĕсене час-часах тĕлпулăва йыхравлать. Пĕрле ĕçлесе кăларăмсем хатĕрлени те пулнă. Юбилей мероприятийĕ вăхăтĕнче «Нескучный тур «Чувашия на ощупь» çул кăтартăвĕн /путеводитель/ презентацийĕ иртрĕ. Çак кăларăм кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне çĕнсе илнĕ. Нумай форматлă çул кăтартăвĕпе çемьере хăшĕ те пулин япăх курать е пачах курмасть пулсан усă кураяççĕ. Вăл регионти пĕтĕм муниципалитетри паллă вырăнсем çинчен каласа кăтартать. Уява юрă-кĕвĕпе илем кӳрекенĕсем — ятарлă библиотекăн яланхи вулаканĕсем — Илья Михайлов, Роберт Цветков, Лидия Теслова, Надежда Пилипенко, Анатолий Попов ертсе пыракан «Тантăш» халăх ташă ансамблĕ. — Шкул саккинчен пуçласах /эпĕ ятарлă интернат шкулта вĕренеттĕм/ нумай çул ĕнтĕ çак вулавăша çӳретĕп. Халĕ 11 çул куç курманнисен Пĕтĕм Раççей обществин Чăваш Енри организацийĕнче ĕçлетĕп. Библиотека ĕçченĕсем пире пулăшма яланах хатĕр, пирĕн мероприятисем сирĕнсĕр иртмеççĕ те пулĕ. Вунă çул хушшинче эпир нумай социаллă проект хатĕрлерĕмĕр, ку тĕлĕшрен пире библиотека ĕçченĕсем пулăшрĕç. Сăмахран, пысăк шрифтлă кĕнекесем хатĕрлесе кăлартăмăр. Нумаях пулмасть вара «Хамăн Тăван çĕршывпа мухтанатăп» поэзи конкурсĕ ирттертĕмĕр. Библиотека ĕçченĕсем пире конкурсра мала тухнă ĕçсене пухса кĕнеке кăларма пулăшрĕç. Килес çул вара «Юбилей датисене кĕтнĕ май» проекта пурнăçлама грант çĕнсе илтĕмĕр – каллех библиотека пулăшнипе, — терĕ Олеся Гавриленко. <...>
Лариса ПЕТРОВА.
♦ ♦ ♦
Сцена çине гипсланă урапа та тухнă
Хаçатăн паянхи хăни — тунтикуна юратакан артист. Ăна кăмăлламашкăн Вырăс драма театрĕнче вăй хуракан Сергей Иовлевăн сăлтавĕ пĕрре çеç мар. Эппин, хăйне евĕр те кăсăклă шухăш-курăмлă театр ăстипе тĕплĕнрех паллашар-ха.
— Эсир паллă çынсен çемйинче çитĕннĕ [амăшĕ — Чăваш халăх артистки Елена Иовлева, ашшĕ — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Иовлев. — Авт.] Çакă мĕнлерех витĕм кӳчĕ?
— Пĕчĕкренех театр, сцена, гастрольсем мĕнне пĕлнĕ. Ман ачалăхра шкулта чăваш чĕлхи вĕрентместчĕç, килте вара яланах тăван чĕлхе янăранă. Аттепе анне ĕçрен таврăнсан чăвашла калаçатчĕç, спектакль репетицийĕсене те ирттернĕ. Вĕсем тăтăшах çемьеллĕ мăшăра е савнисене калăплатчĕç. Çавна май туйăмсене выляса кăтартмалла марччĕ, вĕсем чăннисем пулнă ĕнтĕ. Эпир йăмăкпа, хула ачисем, чăвашла лайăх пĕлетпĕр. Çынсем эпĕ чăвашла калаçнине илтсен савăнаççĕ те хăш районтан пулнипе кăсăкланаççĕ. Шупашкартан пулнине пĕлсен малтан ĕненмеççĕ. Тата эпĕ литература чĕлхипе калаçатăп, мĕншĕн тесен спектакльсенче унпа усă кураççĕ-ха та. Аттепе анне мана гастрольсене пĕрле илсе çӳретчĕç. Ачаллах хамăрăн республикăн пур кĕтесĕнче те пулса куртăм темелле. Гастроль вăхăтĕнче эпĕ артистсем лартакан пĕтĕм спектакле пăхмасăр вĕренсе çитеттĕм. Сцена çине кăларса тăратсан кирек хăш артист сăмахĕсене те калама пултарнă пулăттăм ахăртнех /кулать/. Мĕн пĕчĕкренех сцена йĕркине ăса хыврăм: постановка пынă вăхăтра кулисăна тĕкĕнме, чаршав хыçĕпе иртме юраманнине халĕ те çирĕп пăхăнатăп. Чаршава лекесрен питĕ асăрханатăп. Çакна та сăнанă эпĕ: темиçе хут лартакан пĕр спектакль кашнинчех тĕрлĕрен пулса тухать. Пĕрре пăхнă кинофильма тепре пăхас тăк хăш самантра мĕн пулнине пĕлсе тăратăн. Театр пачах урăхла. Вăл чĕрĕ. Çавăнпа çынсем халĕ те, кинопа киленмешкĕн май пур пулсан та театра çӳреççĕ. Хăй чĕрĕлĕхĕпе, артистсен кăмăл-туйăмĕсемпе тыткăнлать вăл куракана.
— Артиста çывăх çыннăрсем сĕннипе вĕренме кайрăр-и? Е чун ыйтнипе-и?
— Кулиса хыçĕнче çитĕнсе хам та артист профессийĕ пирки шухăшлама тытăнтăм. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра эстрадник, шӳткулăшçă пулас килетчĕ. Евгений Петросян, Леон Измайлов пек… Ун чухне вĕсене тăтăшах телекуравпа кăтартатчĕç. Пултарулăх кружокне çӳреттĕм. Шкулти уявсенче ертӳçĕ пулма шанатчĕç. Телекăларăмсенче илтнĕ шӳтсене каласа кăтартаттăм. Анчах артиста вĕренме каятăп тесе çирĕппĕн палăртса хуманччĕ. 10-мĕш класс хыççăн ăнсăртран Питĕрти музыкăпа кинематографи тата театр енĕпе вĕрентекен патшалăх институтне вĕренме илесси пирки пĕлтерӳ куртăм. Аттепе анне гастроле кайнăччĕ, килте çукчĕ. Эпĕ института вĕренме кĕнине кайран кăна пĕлчĕç. Кĕтмен парне пулчĕ ку вĕсемшĕн. Савăнчĕç. Эпĕ пукане уйрăмне кĕтĕм. Çак уйрăмри артистсем тĕрлĕ театрта выляяççĕ: хăть пукане, хăть драма театрĕнче те. Аттепе анне вара мана нихăçан та артист ĕçне алла илме хистемен. Пушшех тепĕр майлă. Мĕншĕн тесен пирĕн профессипе пĕр вырăнта лараймастăн, гастроле тухса çӳремелле — вырăнтан вырăна куçса çӳрекен халăх евĕр пурăнатăн.
— Карьерăна мĕншĕн Питĕрте пуçлас темерĕр?
— Институтпа сыв пуллашнă çулхинех Çĕнĕ Шупашкарта Эксперимент драма театрĕ уçăлчĕ, тăван тăрăхрах ĕç вырăнĕ тупăннă май таврăнтăм. Çулталăкран Вырăс драма театрне вырнаçрăм. Ун чухне, шăпах иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсемччĕ, йывăр тапхăр. Питĕрте чылай театр хупăннăччĕ. Стипенди пурăнма çитместчĕ. Вĕреннĕ вăхăтрах унта-кунта ĕçлерĕм — урам тирпейлӳçинче те, савăт-сапа çăваканра та… Атте-анне ярса панă укçана вăхăтра илме май çукчĕ, почта уйрăмĕнче укçа çукран пĕр уйăх ытла та кĕтни пулнă. Апат енчен те япăхрахчĕ ĕнтĕ, вăраха кайнă вар-хырăм амакĕ шăпах унта пуçланчĕ.
— Выçăллă-тутăллă çӳренĕрен вĕренес шухăш сĕвĕрĕлмерĕ-и?
— Çу-у-ук. Пурнăç романтики, энтузиазм, пысăк туртăм пулнă. Каçхи сакăр сехетре вĕренӳ вĕçленетчĕ, ун хыççăн общежитири спортзала каяттăмăр. Пурнăç вĕресе тăнă.
— Эсир мулкач ролĕнчен пуçласа следователь таранах вылянă.
— Ытларах комедире вылятăп. Ку хама та килĕшет. Сцена çинче чухне куракан куççульне мар, куллине курас килет. Вĕсене кантарас килет. Хам куракан вырăнĕнче пулнă тăк йывăр ĕç кунĕ хыççăн çăмăлрах спектакльсем курăттăм. Лутра пулнăран эпĕ 44 çулччен арçын ача ролĕсене калăпларăм. Аслă классенче хам çӳллĕ марришĕн кулянаттăм. Ара, хĕрсем лутрисене асăрхамаççĕ-çке-ха! Кайран, театрта ĕçлеме пуçласан, кĕлетке çӳллĕшĕ манăн хăйне евĕрлĕх пулса тăчĕ. Пуйăсри çӳлĕк çинче те, кравать çинче те меллĕн тăсăлса выртма пултаратăп, каштасемпе маччана перĕнместĕп. Питĕ меллĕ! <...>
Нина ЦАРЫГИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...