Комментировать

21 Ноя, 2024

Чăваш хĕрарăмĕ 45 (1375) № 21.11.2024

16 ача çуратса ырă-сывă çитĕнтернĕ

Качча тухсан Римма Антонова турăш умĕнче кĕлтуса чĕререн çапла ыйтнă: «Мана Турă ача патăр. Хамăн та, мăшăрăн та пĕртăван çук, ачасен пултăр». Çӳлти хăватсем çак сăмахсене илтнĕ ахăр... Риммăпа Николай Ивановсем вун ултă пепкене пурнăç парнелесе ура çине тĕрĕс-тĕкел тăратнă. Тĕлĕнмелле мар-и-ха? «Пĕрне те пăрахман, пурне те кун çути парнелерĕмĕр», — терĕ нумай ачаллă амăшĕ. Вун çиччĕн çитĕнĕччĕç те-и, анчах иккĕмĕш пепки вăхăтсăр çуралнăран икĕ эрнерен ытла пурăнайман. Сакăр хĕрпе сакăр ывăл ырă-сывă çитĕннĕ. Вĕсем чирленине астумасть 85-ри Римма Ивановна, пепкисемпе больницăра сипленмен. Вун улттăшĕ те çирĕп, ĕçчен, тӳрĕ кăмăллă. Ашшĕ-амăшĕ вĕсене ачашласа çитĕнтермен, мĕн пĕчĕкренех ĕçе явăçтарнă.

«Ан пăх ăна, вилтĕр»

Римма Ивановнăн шăпи хăйне евĕрлĕ килсе тухнă. Йăлтах ачаранах пуçланнă пулĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Питĕркассинче çуралнăскер çемьере пĕччен çитĕннĕ. Ун умĕн çут тĕнчене килнĕ арçын ачан вара пурнăçĕ кĕске килнĕ. Выçлăх хуçаланнă тапхăрта ӳснĕ Римма. Таврара ача нумай вилнĕ. «Манăн ăраскал пулчĕ-тĕр, сывă юлтăм. Апи мана мамакпа хăварса Чулхула облаçне ĕçлеме тухса кайнă. «Ан пăх ăна, вилтĕр», — çапла сыв пуллашса çула тухнă мана пурнăç панă хĕрарăм. Атине вăрçа илсе кайрĕç. Мамак выçса вилме памарĕ, ун чухне чылай çын килĕрен апат-çимĕç ыйткалатчĕ. Вăл та çапла çынран çăкăр татăкĕ тупкаласа мана çитеркеленĕ. Пĕррехинче мăнакка мана Чулхула облаçне апи патне илсе кайнине кăштах астăватăп. Анчах нумай усрамарĕç унта, каялла яла кӳрсе ячĕç. Ачана пăхмалла-ха та», — калаçу çăмхине сӳтме пикенчĕ «Амăшĕ героиня» ята тата тĕрлĕ степеньлĕ «Ача амăшĕн мухтавĕ» орденсене тивĕçнĕскер. Амăшĕ сывă çĕртех тăлăх ача пек çитĕннĕ вăл. Каярахпа ашшĕн пиччĕшĕн Илюк мучăшĕн çемйипе пурăннă. Вăрçăран йывăр аманса таврăннăскерĕн хăрах купарчи вуçех пулман. Хăйсен пепке çуккипе Риммăна çывăх çыннисем тăван тĕпренчĕкĕ пекех юратнă. Вишенер ялне куçса килсе тĕпленнĕ вĕсем: «Ку ял пĕтĕмпех таврари ялсенчен куçса килнĕ çемьесенчен чăмăртаннă. «Шăлса пухнă Вишенер», — тетчĕç ун пирки». Вăрçă вĕçленнĕ, анчах Римма ашшĕне кĕтсе илеймен. Амăшĕ те яла килме васкаман, Чулхула хулинче стройкăра пилĕк авнă. Уйăхне 300 тенкĕ тӳленĕ. Çакна Римма Антонова ăçтан пĕлет? Вăл çитĕнсен амăшĕ тăван тăрăха килсе çӳреме тытăннă-мĕн. «15 çул тултарсан анне арçынпа килчĕ те мана хулана илсе кайрĕç. Паспорт илме пулăшасшăнччĕ, вĕренме кĕртмешкĕн тĕллевлĕччĕ. Паспорт илтĕм-ха, анчах вĕренме кĕреймерĕм. Вырăн пулман-ши — пĕлместĕп. Унта çулталăк пек кун кунларăм, тус-юлташ та тупнăччĕ ĕнтĕ. Пĕр кунхине Илюк мучи килсе çитрĕ. Яла илсе каясшăн-мĕн. «Санăн хĕр мар вăл. Эпĕ çитĕнтертĕм, эсĕ çуратаканни анчах», — терĕ аннене. Вишенере таврăнтăмăр», — иртнине куç умне кăларчĕ хисеплĕ ватă. Римма çак ял каччипе Николайпа пĕрлешнĕ. Çĕнĕ кин халь пурăнакан çурт вырăнĕнче вырнаçнă урамалла икĕ чӳрече пăхакан пӳрте качча килнĕ. Шăпа çамрăксене ахальтен пĕрлештермен-тĕр: яш та çемьере пĕчченех çитĕннĕ. Вăл амăшĕпе çеç пурăннă. Ашшĕ вăрçăра тăшмана хирĕç çапăçса пуç хунă, хыпарсăр çухалнă. Ытларахăшĕ килте çуралнă «Качча кайрăм, ачасем çуралчĕç. Вĕсем ӳссе пынă май апи тени килсе çӳреме тытăнчĕ. Пулăшкаларĕç. Аслă хĕре Любăна хулана пĕрле илсе кайса вырнаçтарчĕç, ĕç тупмашкăн пулăшрĕç», — амăшне çилленмест, ӳпкелемест Римма Ивановна. Çемье йышланнă май мăшăр пысăкрах çурт лартнă. Ĕç алăран кайман. Ача кĕтнĕ вăхăтра та кил хуçи арăмĕ ахаль ларман, канман. Пахчара, колхозра, хуçалăхра пилĕк авнă. Мĕн çăмăлланичченех ĕçленĕ. Пепкисенчен нумайăшĕ çут тĕнчене килĕнче, мунчара килнĕ. Пĕрремĕш ачапа çеç амăшĕ больницăра çăмăлланă. «Ялта тухтăр пурччĕ. «Паян çурататăн, хырăму аннă», — тетчĕ. Кунĕпе тар тăкаттăм, каçхине çăмăлланаттăм. Ачасем имшеркке, хавшак пулман. Вĕсен чирлемешкĕн вăхăт çук-ха. Çулла çара уран, çара кутăн чупатчĕç. Колхозра лаша кĕтĕвне пăхнă вăхăтра уйра ут утланса ярăнатчĕç. Арçын ачасем кăна мар, хĕрĕмсем те. Лашисем лăпкăччĕçке, ачасене хăнăхнăскерсемччĕ», — калаçрĕ Римма Ивановна. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   ♦


«Ывăлăм чĕрĕ маррине чĕрем йышăнмасть»

«Хам туслă çемьере çитĕннĕренех качча тухса ачасем çуралсан вĕсемшĕн тĕслĕх пулма, лайăх воспитани пама ĕмĕтленеттĕм. Мăшăрпа виçĕ пăхаттире пурнăç парса ура çине тăратрăмăр. Вĕсем пĕр-пĕриншĕн тĕрев пулччăр тесе тăрăшрăмăр», — пуçарчĕ калаçăва Сĕнтĕрвăрри округĕнче пурăнакан Жанна Фомченко.

Хуларан — яла

Вăл — хула хĕрĕ. Пĕве кĕриччен Çĕнĕ Шупашкарта пурăннă, пĕлӳ илнĕ. Шкултан вĕренсе тухсан Химипе механика техникумĕнче, хыççăн Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче ăс пухнă. Аслă шкулта бухгалтер-экономист профессине алла илнĕскер халĕ суту-илӳре вăй хурать. Ача чухне те, çитĕнерехпе те Жанна Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Туппай Сĕмел ялĕнче кун кунлакан кукамăшĕ патне тăтăшах кайса çӳренĕ. Черетлĕ каникул пуçланнă çеç — яла вĕçтернĕ вăл. Унтах пĕррехинче Владимир Фомченкăпа паллашнă… Çамрăк чĕресем пĕрре тĕл пулсанах пĕр-пĕрин патне туртăннă. Жанна Вова унăн çынни пулнине тӳрех туйнă, каччă та хĕре куç хывнă. Яш вун тăватă çул аслăрах пулни пĕр-пĕрне ăнланма чăрмантарман. Темиçе çул туслă çӳренĕ хыççăн вĕсем пĕр çемье пек пурăнма пуçланă. «Ачасем çураличчен çурт лартас терĕмĕр, çавна май хĕрсех ĕçе пуçăнтăмăр. Пирĕн çĕр пайĕ пурччĕ, унта пулас кĕтесĕмĕр валли никĕс ятăмăр, стенасене купалама пикентĕмĕр. Эпĕ ун чухне пĕрремĕш пепкене кĕтеттĕм. Икĕ хутлă çурт çĕклеме палăртнăччĕ эпир. Ывăлăма хăтлă çĕрте, хамăрăн кĕтесре çитĕнтерес килетчĕ. Пĕрремĕш хута йăлтах йĕркелесе пĕтертĕмĕр. Унтан Сергей çуралчĕ. Иккĕмĕшĕ те ывăл пирĕн — Станислав. Вăл çут тĕнчене килсен çуртăн иккĕмĕш хутне хăпартрăмăр. Упăшка ун чухне Мускавра ĕçлетчĕ, çемьене тăрантармашкăн сахал мар укçа-тенкĕ кирлĕ çке-ха. Эпĕ вара ачасемпе лартăм. Килте рабочисем ĕçлерĕç, вĕсем валли апат хатĕрлеттĕм», — каласа кăтартрĕ кил хуçи арăмĕ. Жанна Николаевнăна, хăй каланă тăрăх, нимĕнле ĕç те шиклентермест. Хулара çитĕннĕ пулин те ĕçченлĕхĕпе пĕр-пĕр ял çыннинчен те ирттерет пулĕ. Унран тус-пĕлĕшĕ те тĕлĕнет. «Хăй вăхăтĕнче ĕне, сурăх усранă. Халĕ чăхчĕп, кăвакал тытатпăр. Яла куçасси ним чухлĕ те хăратман мана, кукамай патĕнче тăтăшах пулнă-ха та. Эпĕ — аттепе аннен пĕртен-пĕр хĕрĕ. Вĕсем ĕçе хăнăхтарса, тивĕçлĕ воспитани парса ӳстернĕ мана. Шел, халĕ çывăх çыннăмсем пирĕн хушăра çук. Пурăнмалли кунĕсем пурччĕ-ха. Иккĕшĕ те юн пусăмĕ пысăкланнипе аптăратчĕç, çавăнпах-ши ĕмĕрĕсем вăрăм пулмарĕç. Малтан анне, икĕ çултан атте çĕре кĕчĕç. Хам пĕччен ӳснĕренех-тĕр пĕр ачаран ытларах çуратас, пĕр-пĕринпе туслă çитĕнтерес килетчĕ. Пулас мăшăрпа пĕрлешме шут тытса яла куçма хатĕрленсен аттепе анне мана хăйсенчен уйăрасшăн марччĕ, пăшăрханчĕç. Епле-ха пурăнăп унта? Урăх условисенче… Çапах, мухтанса каламастăп, ялти пурнăç шиклентермерĕ мана. Çемьеленсен упăшка енчи тăванĕсем — вăкăр, манăн çывăх çыннăмсем вара тына пачĕç. Вара хам тĕллĕнех ĕне сума вĕрентĕм. Малтанлăха мăйракаллă выльăх çывăхне пыма шикленкеленĕха, пăртакран хăнăхрăм. Вырăссем калашле: «Кашкăртан хăрасан вăрмана ан кай». Çапла 20 çулта ĕне сума вĕрентĕм. Пĕрре лартăм, тепре… юлашкинчен сĕт витрене чарлаттарса юхма пуçларĕ-пуçларех. Унччен кукамай сунине курнă паллах, анчах хам выльăх патне пыман. Ял çыннисемпе те туслăн хутшăнатăп, эпĕ вĕсемшĕн пачах палламан этем мар. Пахчара ĕçлемелле чухне ачасене яланах пĕрле çавăтса тухаттăм. Виççĕшне виçĕ пай пайласа параттăм. «Уй, мĕн чухлĕ çум! Тен ыран çеç çумлатпăр?» — тетчĕ Сергей. «Çум курăк çывăрмасть, ыранччен тата ытларах ӳсĕ. Паянхи ĕçе ырана хăварар мар», — хуравлаттăм ăна. Яланах пĕрле ĕçлеттĕмĕр. Арçын ачасем пулсан та питĕ тирпейлĕ çӳретчĕç, вĕрентекенсем мухтатчĕç ывăлăмăрсене. Эпĕ кашнин валли пĕрер швабра туянса панăччĕ, хăйсемех урай, чашăк-тирĕк те çăватчĕç», — малалла сӳтĕлчĕ сăмах çăмхи. — Уйрăмах Сергей ку енĕпе маттурччĕ. «Эсир те манран ан юлăр, пите хĕретме ан тивтĕр», — вĕрентетчĕ шăллĕсене. Вĕсемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулнă вăл. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине те тивĕçнĕччĕ. Вăл вăхăтра ачасем шкула çуран утатчĕç, халĕ вара шкул автобусĕпе илсе çӳреççĕ. Вăл кадет класĕнче ăс пухрĕ. Унăн шкула ирхи 7 сехет валли çитмеллеччĕ, хĕлле кĕрт тăрăх ашнă, çавна май ирех вăранатчĕ. Тумĕ яланах типтерлĕччĕ — кĕпи-шăлаварĕ тап-таса, яп-яка. «Сергей яланах малта пыратчĕ. Вăл шкула манран маларах çитетчĕ», — мухтарĕ кĕçĕн классен вĕрентекенĕ Алевтина Васильева шкулпа сыв пуллашнă ятпа йĕркеленĕ уяв каçĕнче. Питĕ яваплăччĕ Сергей. Çар пурнăçĕпе кăсăкланатчĕ. Шкул хыççăн вăл И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче электромеханика факультетĕнче пĕлӳ илчĕ. Унтан Чулхулара хĕсметре тăчĕ. 2019 çулта ывăл РФ Оборона министерствипе контракт çырса служба тухрĕ». <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   


Ĕçĕсемпе ют çĕршывра та палăрнă

Аслă Пăла юхан шывĕн сулахай çыранĕ хĕрринче вырнаçнă пысăках мар Кавал ялĕн çыннисем иртнĕ ĕмĕр варринчех пирĕн республикăра чапа тухма пуçланă. «Хисеп палли», Октябрь революцийĕн, Тăван çĕршыв вăрçин тата Ленин орденĕсен кавалерĕ Илья Федоров ертсе пынă колхозра иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсен вĕçĕнче пĕр гектартан вăтамран 30 центнера яхăн тырă пухса кĕртнĕ, пĕр ĕнерен тăватă пин килограмм сĕт суса илнĕ, çĕр улми тухăçĕ те савăнтарнă.

Геннадий Волковăн тăванĕ РСФСР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ Алексей Васильев водитель, Чăваш Республикин ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем Валентина Изратова дояркăпа Владимир Анисимов механизатор тата Раççейри ветерансен союзĕн Елчĕк уйрăмĕн председателĕ Петр Анисимов, ЧАССР тава тивĕçлĕ зоотехникĕ Анатолий Николаев, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ Ардалион Теллин, кире пуканĕ йăтассипе тĕнче спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ Александр Павловпа Сергей Соловьев, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Татьяна Шаркова-Изратова тăван ял чапне тата çӳллĕрех шая çĕклерĕç. Çак хастарсенчен пĕринпе, Татьяна Шаркова тĕрĕ ăстипе, тĕплĕнрех паллаштарас килет. Юпа уйăхĕн вĕçĕнче çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Татьяна Васильевна 70 çулхи юбилейне паллă турĕ. Эпĕ унпа пуçласа шăп та лăп çур ĕмĕр каялла Шупашкарти ӳнер училищинче паллашнăччĕ. Кавалтан чăваш культурипе искусствине хисеплекен тата юратакан çын сахал мар тухнă. Çакна тахçанах ялти çуртсен тăррисене, чӳрече хашакĕсемпе хапхасене эрешлесе капăрлатни те çирĕплетет. Паянхи кунчченех пурăнакан ылтăн алăллă мучисен ĕçĕсем чуна тыткăнлаççĕ. Вĕсен йăхĕсене малалла тăсакан пирĕн ăрури хăшпĕр ентеше республика тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ираида Гаврилова çĕнĕ ĕмĕр пуçланнăранпа Ульяновск облаçĕнчи чăваш культурин центрне ертсе пырать. Чăваш АССР тава тивĕçлĕ агрономĕ Алексей Сорокин ăсчах-селекционер пăрçан «Чувашский» сортне шухăшласа кăларса производствăна кĕртнĕ. Татьяна Васильевнăн çуралнă кунĕнче эпир амăшĕ енчен çывăх тăванне, Аслă Елчĕкре çуралса ӳснĕ, чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлевăн кун-çулне тĕпченĕ Геннадий Волкова аса илтĕмĕр. Геннадий Никандровичăн аслашшĕпе Татьянăн кукамăшĕ Анастасия Евграфовна — пиччĕшĕпе йăмăкĕ. Академикăн аса илĕвĕнче çакăн пек йĕркесем пур: «Манăн асанне вырăнĕнче шутланнă Наçтук карчăк питĕ илемлĕ калаçатчĕ... тĕлĕнмелле хитре тĕрлетчĕ тата çĕлетчĕ. Вăл нихăçан та, никампа та вăрçăнман, унăн çепĕç сасси юрă пек шăранатчĕ...» Кукамăшĕнчен тĕслĕх илсе, ялти шкулта пĕлӳ илнĕ Таньăпа йăмăкĕ Галя ачаранах алă ĕçĕсемпе кăсăкланнă, уйрăмах килте тĕртнĕ пир çинче тĕрлеме юратнă. Вĕсене амăшĕ те, кӳршĕлле пурăннă аппăшĕ Анастасия Шилова та хавхалантарнă. Шел, ылтăн кĕркунне варринче тĕрленĕ картинăсемпе, сĕтел çивиттийĕсемпе, пит шăллисемпе капăрлатнă çурт хуçи Анастасия Николаевна пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. <...>

Владислав СИДОРОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.