ЯВĂНАКАН ШУР КУРĂК
Явăнакан шур курăка /переступень белый/ чылайăшĕ пĕлмест пулĕ. Вăл çырмасенче, юхан шывсем хĕрринче, тĕмсем хушшинче, пăхса тăман садсенче ӳсет. Наркăмăшлă пулин те сиплевре унăн пĕтĕм пайĕпе усă кураççĕ.
Курăкне чечеке ларнă тапхăрта /çĕртме-утă/, тымарне кĕркунне пуçламăшĕнче хатĕрлеççĕ. Тымарне лайăх çуса вĕтĕ вакламалла, духовкăра 40-50 градус ăшăра типĕтмелле. Хупă савăтра виçĕ çулччен упрама юрать.
Халăх медицининче явăнакан шур курăкпа ревматизмран, подагрăран, пуç ыратнинчен, ытти амакран сипленеççĕ.
Пуç ыратсан. Çур чей кашăкĕ вĕтетнĕ тымара çур литр шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле те вăйсăр çулăм çинче 5 минут тытмалла. Çулăм çинчен илсен 1 сехетрен сăрăхтармалла. Курс - ыратни иртиччен. Ӳсен-тăран наркăмăшлă пулнă май рецептри виçене çирĕп пăхăнмалла.
Подагра, аяк пĕрчисем хушшинчи невралги. 2 апат кашăкĕ тымара 100 миллилитр спирта ямалла, 2 эрне лартмалла, сăрăхтармалла. Настойкăпа ыратакан вырăнсене кунне 2 хут сăтăрмалла. Курс - сывлăх лайăхланиччен.
Ревматизм. 1 чей кашăкĕ тымара 100 миллилитр тип çăва ямалла. Куллен силлесе илсе 20 кун лартмалла, унтан сăрăхтармалла. Çак çупа ыратакан вырăнсене кунне 1 хут сăтăрмалла. Курс - ыратни иртиччен.
Асăрханăр! Явăнчăк курăк препарачĕсемпе ача кĕтнĕ вăхăтра, нефрит, юн кĕвелеслĕх пысăк, тромбоз чухне усă курма юрамасть. Юн пусăмĕ пĕчĕкки /гипотони/ аптратсан та асăрханмалла.