Комментировать

15 Ноя, 2024

Хыпар 128-129 (28304-28305) № 15.11.2024

Çĕнĕ налук режимĕ тăкаксене чакарĕ

Юнкун республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларура Министрсен Кабинечĕ çичĕ саккун проектне тишкерсе ырларĕ, ытти ыйтăва пăхса тухрĕ.

Ырă енĕ нумайрах Чăваш Ен территорийĕнче ятарлă «Налук хурассин автоматизациленĕ ансатлатнă тытăмĕ» режима вăя кĕртесси çинчен калакан саккун проекчĕпе пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков паллаштарчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, çак режима сăнав шайĕнче темиçе регионта ĕçе кĕртнĕ ĕнтĕ. Халь РФ Правительстви унпа çитес çултан федерацин мĕн пур субъектĕнче усă курма ирĕк панă. Çĕнĕлĕхе тĕрлĕрен хаклаççĕ пулин те, Михаил Геннадьевич шучĕпе, Чăваш Енре те бизнеса çак правăна памалла. Саккун проектĕнче çĕнĕ режима 2025 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ĕçе кĕртессине палăртнă. Унпа çулталăкра ĕçлесе илекен укçа виçи 60 миллион тенкĕрен иртмен, 5 çынран ытла мар ĕçлекен тытăмсем усă курма пултарĕç. Çĕнĕлĕх чи малтанах налук виçине пырса тивет — вăл предприятисем халь тÿлекеннинчен пысăкрах. Апла тăк бизнеса мĕнпе илĕртме пултарĕ? Пенси, страховани фончĕсемпе çыхăннă уйрăмлăхсем пур — çакă пĕлтерĕшлĕ. Çав вăхăтрах ку ĕçлекен çынсемшĕн нимĕнле чăрмав та кăларса тăратмасть, вĕсемшĕн нимĕн те улшăнмасть — кайран пенси пулмĕ тесе пăшăрханма кирлĕ мар. Çĕнĕ режимпа пухакан налукăн 54% федераци бюджетне каять, 46-шĕ — регион хыснине. Вырăнсенчи бюджетсенче нимĕн те юлманни ыйту çуратма пултарать. Михаил Ноздряков уçăмлатрĕ: «Вĕсен тухса ÿкекен тупăш пулчĕ тĕк — пулăшмалли мерăсем йышăнăпăр». Бизнесшăн лайăххи — тĕрлĕ тÿлеве шутласа палăртассипе, ăна хайхи фондсене куçарассипе çыхăннă расхутсенчен хăтăлни. Ку ĕç чылай ансатланать. Вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕчĕк тата вăтам бизнесăн мĕнле йышĕ çак режим çине куçма пултарас тĕлĕшпе прогноз туни-туманнипе кăсăкланчĕ. Пĕрремĕш вице-премьер ку режим условийĕсене тивĕçтерекеннисем республикăра 16 пин патнелле пулнине палăртрĕ. Паллах, пурте çĕнĕ режим çине куçмĕç. Тутарстан тĕслĕхĕ пур: унта бизнесăн асăннă категорийĕн 2,4% кăна çак йĕрке çине куçнă — нумай мар. Çав кăтартăва тĕпе хурас тăк — Чăваш Енре çĕнĕ режимпа усă куракансем 380 патнелле пулма пултарĕç. Çийĕнчен вăл Калуга облаçĕн опытне те тишкерме сĕнчĕ. «Кирек мĕнле сăнав та вăхăт иртнĕ май тÿрлетÿсем кĕртессипе çыхăннă. Режима ĕçе кĕртнин опытне кура — пăхăпăр», — терĕ Михаил Геннадьевич. Дмитрий Краснов вара татах лăпланмарĕ: бизнеса çĕнĕ йĕрке çине куçма хавхалантарни республикăшăн усăллă пулĕ-и? Финанс министрĕ хуравласа ĕлкĕреймерĕ — вице-премьерсен вăраха кайма пултаракан диалогне Олег Николаев пÿлчĕ, «укçа хуçин» енне тăрса экономикăшăн яваплине сĕнчĕ: «Ку ыйтăва вара налук органĕсемпе пĕрле ĕçлесе сирĕн хуравламалла...» Çĕнĕлĕхĕн чи пысăк «плюсне» вăл бизнес кăткăс отчетлăхран хăтăлассинче курать: «5 çын таран ĕçлекеннисем — шăпах ку енĕпе йывăрлăх тÿсекенсем. Налуксем кăшт пысăкрах, анчах ырă енĕсем те нумай. Çавăнпа та автоматизациленĕ режим çинчен ăнлантарса памашкăн вĕсем валли вебинарсем, семинарсем йĕркелени вырăнлă. Бюджет енĕпе çухату тÿсме пултаракан муниципалитетсене илес тĕк — эпир вĕсене ахаль те пулăшатпăр». <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Аваллăх техĕмĕ

«Кăçал СССР музейĕпе çыхăннă нумай ĕç пурнăçларăмăр: çурт тăррине майларăмăр, çĕнĕ залсем йĕркелерĕмĕр. Çак тĕллевпе 2 миллион тенкĕ тăкакларăмăр», — палăртрĕ музей йĕркелÿçи Николай Адер.

«СССРта туса кăларнă» залра, тĕслĕхрен, электротехника продукцийĕпе паллашма пулать. «Совет Союзĕнче микрохумлă кăмакапа усă курнине нумайăшĕ ĕненмест. Документ вара ку хатĕре 1978 çулта кăларнине çирĕплетет. Ăна 297 тенкĕпе сутнă», — пĕр экспонат тавра сăмах пуçарчĕ Николай Михайлович. Кăçал СССР шутлав /компьютер/ техникин музейне йĕркеленине каласа хăвармалла. Ăна Улатăр тăрăхĕнче çуралнă, Мускавра пурăнакан саппасри полковник Владимир Орлов пулăшнипе хута янă. Унăн юлташĕсем Луганскран, Германирен посылкăсем ярса панă. Владимир Николаевич Çăлтăр хуларан илсе килнĕ компьютера çутрĕ. Хĕрĕх çул каялла туса кăларнăскер çаплипех ĕçлет. Унти программăпа уçлăх аппарачĕн вĕçев динамикине йĕркелеме тата сăнама пулать. Владимир Орлов Шупашкарти çĕнĕ кăнтăр районĕ куç умĕнчех çĕкленнине аса илчĕ. 2021 çулта хулан палланă вырăнĕсемпе утса çаврăннă май СССР музейĕ тĕлне çитсе тăнă вăл. Паллах, шала кĕрсе экспонатсемпе паллашмасăр пултарайман. Каярах хăй те çак ĕçе хăйĕн тÿпине хывмашкăн тĕллев тытнă. Халĕ «Совет çарĕн историйĕн музейĕ» çĕнĕ экспозицие вырнаçтарассишĕн вăй хураççĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшмана çĕнтернĕренпе 80 çул çитнĕ тĕле хатĕрлесе çитересшĕн. Владимир Орлов ятарлă зала экспонатсемпе пуянлатассишĕн те тăрăшать. Сăмах май, музейре кăçал хÿтĕлевçĕсем валли ăвăсран 100 окоп çурти хатĕрленĕ. Çавăн пекех ятарлă çар операцийĕн зонине 100 килограмм пыл, 100 хĕрлĕ ялав ăсатнă. СССР музейĕнче чăвашсен сумлă ватăсен тĕп канашĕн пухăвĕ иртнине каласа хăвармалла. Çак пĕрлешĕвĕн ĕçне малалла та хальхи ертÿçе Николай Адăра йĕркелесе пыма шанчĕç. Сăмах илнĕ май вăл чăваш чĕлхин орфографийĕн хальхи правилисене пăрахăçламаллине палăртрĕ. Ку ыйтăва тĕрлĕ шайри конференцире çĕкленине аса илчĕ. Ведомствăсене çыру янине каларĕ. Вăл историе экспонатсем урлă кăтартас ĕçе хутшăннисене Хисеп хучĕпе чысларĕ. Пĕрремĕшне Тури Кăмашари шкулта вырăс чĕлхине вĕрентнĕ Галина Лосевăна пама йышăннă. Педагог тавралăха тĕпчес тĕлĕшпе те палăрнă. Чыс-сума тивĕçнĕ вунă çыннăн ятне СССР музейĕн Хисеп кĕнекине кĕртрĕç. Çав йышри Шупашкарти туризмпа информаци центрĕн ертÿçи Сергей Иванов аваллăх управçине çамрăк ăрăва совет вăхăчĕн техĕмне туйма май туса панăшăн тав турĕ. Николай Михайлович ку ĕçе укçашăн мар, чун ыйтнипе йĕркеленине палăртрĕ. Сăмах май, хĕрлĕ галстуклă пионерсен музее тÿлевсĕр кĕме май пур. Ачасене парнепе те хавхалантараççĕ. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   ♦


Андрей Петров: «Пире плуг, культиватор, суре, каток кирлĕ мар»

Вăрнар округĕнчи тулли мар яваплă «Санары» агрофирма» общество ял хуçалăх культурисене No-TILL ªнульº агротехнологийĕпе туса илет. Кăçалхи шăрăхра унпа тухăçлă усă курма май килнĕ-и?

Ятарласа кайнă

Ку технологие ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Роберт Игнатьевич Петров, агрофирмăна 2003 çултанпа ертсе пынăскер, 2012 çулта республикăра чи малтан çĕр ĕçне кĕртме тытăннă. Вăл паха опытпа паллашма Ставрополь крайĕпе Ростов облаçне ятарласа кайнă, çĕре сухаламасăрах тырă епле туса илнине тĕпченĕ. Вĕсенчен илсе таврăннă çĕнĕлĕхпе усă курса «Джон Дир-1590» сеялкăпа (сарлакăшĕ 6 м) çав çул — пĕрремĕш лаптăкра, каярахпа ыттинче те акнă. Тырра пач урăхла меслетпе çитĕнтерекен уйсем çуллен хушăннă. — 2012 çултанпа вĕсене пĕр хут та сухаламан, культивацилемен, — каласа пачĕ агрофирмăна ашшĕ хыççăн ертсе пыракан Андрей Петров. — Тыр-пула пухса кĕртнĕ хыççăн вакланнă пĕтĕм улăм выртса юлать. Вырма пынă чухне унăн хулăнăшĕ тĕрлĕрен, ыраш улăмĕн хулăнрах. Çапах вăл хĕл каçсан сеялкăпа вăрлăх лайăх акăнать. Хăйсем тĕллĕн çÿрекен «Туман-3» (сарлакăшĕ 28 м), прицеплă «Аmаzоnе UQ3000», «Туман-2» тата «Барс-3000» (кашнин сарлакăшĕ 24 м) опрыскивательсемпе мĕн пур лаптăкăн 1¹4 е 1¹5 пайĕнчи улăма çуллен çур акиччен çĕртессишĕн ятарлă препаратпа вырма хыççăнах сапатпăр. Вăл улăма çĕртекен бактерисенчен тăрать, пĕрĕхтерсен вĕсем çĕре куçаççĕ, ĕрчеççĕ. Кăçалхи вырмара уйра хăварнă улăм 2025 çулхи кĕркуннеччен çĕрсе пĕтет, тырă хăмăлĕ юр тытать, хĕл каçса калча тымарĕ патĕнчи нÿрĕке хăвăрт пăсланма памасть. Кăçалхи çĕртме-утă уйăхĕсенче те вăл тăпрари нÿрĕке хăвăрт пăсланса пĕтесрен упрарĕ, калчана лайăхрах çитĕнме пулăшрĕ. Улăм çĕрĕкĕ тăпрапа хутăшать, вăл — ăмансен юратнă апачĕ. Ăна çиме вĕсем тăпран çиелти сийне хăпараççĕ. Эпир «АгроИнновацисем» предприятипе тачă çыхăну тытса нумай çул ĕçлетпĕр. Унăн специалисчĕсем пирĕн патра час-часах пулса çĕр пулăхне тĕрĕслеççĕ, иртнĕ çулсенче кашни тăваткал метрта миçе ăман пухăннине шутлама килсех тăчĕç. Вăл агрофирмăра çĕре сухалакан хуçалăхринчен ытларах ĕрченине, унта сахаллансах пынине çирĕплетрĕç. Çав тĕпчев пирĕн çĕр пахалăхĕ лайăхраххине кăтартса пачĕ. «Эсир химикатсемпе нумай усă куратăр. Сирĕн тăпрара вĕтĕ чĕр чунсем пĕтсе пыраççĕ», — тенине фермерсенчен илткелетĕп. Пирĕн ăмансен йышĕ хушăнсах пырать, апла тăк сăтăрçăсемпе çум курăка пĕтермелли им-çам вĕсене сиенлемест. Ăмансем культурăсемшĕн хăш енĕпе усăллă? Вĕсем тĕрен шайĕнчи тăпрана кăпăшлантарма, ÿсен-тăрана кислородпа лайăхрах тивĕçтерме, плуг тĕренĕн тĕпне ªплужная подошваº, ун шайĕнче нумай çул сухаланăран хытнăскере, çĕмĕрме, гумус виçине пысăклатма пулăшаççĕ. Халĕ çирĕппĕнех çапла пĕтĕмлететĕп: нуль технологийĕпе усă курнăран пирĕн тĕрен тĕпĕ çук. Пирĕн шăтрĕç Çĕре плугпа çавăрса пăрахакан хуçалăхсенче вăл сухалакан тата тĕренрен те аяларах шайри шывпа сывлăш çаврăнăшне пÿлсе тата ÿсен-тăран тымарĕ патне аяларах шайран тутлăхлă япаласене хăпарма чарса тăрать. Агротехнологин ытти пункчĕсене лайăх пурнăçласан та ку — тухăçа пысăклатма чăрмантаракан сăлтавсенчен пĕри. Тĕпчевçĕсен шухăшĕпе, çĕре сухалакан хуçалăхсенче тухăç сахалрах илеççĕ. Нуль технологийĕн условийĕсенчен пĕри — пусă çаврăнăшне агрономи науки вĕрентнĕ пек йĕркелесе тăрасси. Хуçалăхра нумай çул ÿсекен курăксем хыççăн — тĕш тырă, вĕсем хыççăн — пăрçа йышши культурăсем, ун хыççăн çу юхтармалли çарăк ªвăррине чылай çул туса илеççĕº акаççĕ. Кунта ирттернĕ сăнавсем курăксен туналлă вăйлă тымарĕсем тĕрен тĕпне те çĕмĕрсе çемçетнине кăтартса панă. Çак технологи кăлтăкĕсенчен пĕри — уйра юр хулăнрах тытăннăран çуркунне çĕре сухалакан хуçалăхсенчен 3-4 кун каярах акса хăварма тивни. Çапах та ку пысăк çитменлĕх мар, ăна пула тухăçа çухатмаççĕ, ытларах илеççĕ çеç. 2019 çултанпа çак технологипе кашни уйрах усă кураççĕ, 1344 га çинче акса çитĕнтереççĕ. Кăçалхи çу уйăхĕн 1-12-мĕшĕсенче çумăр самай çунăран тăпрари нÿрĕк культурăсене шăтса вăй илмелĕх упранса юлчĕ. Çапах та республикăра çу уйăхĕ хăш-пĕр çул типĕ пулать, çавăнпа çĕре сухалакан хуçалăхсенче нÿрĕк çитменрен ÿсен-тăран çуркуннех аптăрама тытăнать. Агрофирмăра вара хăмăл юр тытнăран нÿрĕк ытларах пухăнса юлать терĕмĕр, çавна пула ăшă температурăра вăрлăх хăвăртрах тата маларах шăтать. Чăн та, сивĕ çумăра пула кунта та иртнĕ çур аки тăсăлнă. Ака уйăхĕнче çуртрисен лаптăкĕн 50% яхăн акнă хыççăн асăннă кунсенче агрегатсене чарса тăратма тивнĕ, çу уйăхĕн 12-мĕшĕ хыççăн, çанталăк ăшăтсан, 2023 çулхи çуркуннеринчен каярах акса хăварнă. Иртнĕ çулсенче, çанталăк аграрисемшĕн лайăх тăнă чухне, çу уйăхĕн пĕрремĕш çурринчех акса пĕтернĕ. Çулла шăрăх тăнăран тухăç кунта та пĕлтĕрхинчен пĕчĕкрех. Сăмахран, кĕрхи культура хăш-пĕр уйра кашни гектартан вăтамран пĕлтĕр — 70, кăçал — 50, уйрăммăн илсен кĕрхи тулă — 60, кăçал 40 центнер ытла панă. Куратпăр ĕнтĕ: 2024 çулта тухăç пĕчĕкрех. Сăлтавĕ — вегетаци тапхăрĕнче тырра нÿрĕк çитменни. Çапах та агрофирмăн вăтам кăтартăвĕ çĕре сухалакан нумай хуçалăхринчен пысăкрах. Çакна «Санары» вĕсенчен нумайрах нÿрĕк тытса хăварнипе те ăнлантармалла. — 2022 çулхи çурла уйăхĕ типĕ тăчĕ, кĕрхисене 20-25-мĕшĕсенче акрăмăр. Вĕсем парка шăтрĕç, 2023 çулта пысăк тухăç пачĕç, — аса илчĕ Андрей Робертович. — Вĕсене кăçал та çав уйăхсенчех варăнтартăмăр, çумăр çумарĕ, çанталăк типĕ тăчĕ. Апла пулин те пирĕн уйсенче нÿрĕк упраннăран калчасем шăтрĕç, хăш-пĕр хуçалăхăн шăтаймарĕç. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Программистран – журналист

Пăрачкавра пурăнакан 20 çулти Анна Россейкина Улатăрти чукун çул транспорчĕн техникумĕнче программиста вĕреннĕ. Алла диплом илнĕ хыççăн вăл ĕç тупас тĕллевпе темиçе собеседование çитнĕ.

Ĕç сĕнекенсемпе курнăçнă хыççăн пике «Раççейри ĕç» кадрсен центрне çитсе специалистсенчен пулăшу ыйтма шухăшланă. Карьера консультанчĕ тест ирттернĕ май Аннăн професси интересĕсене палăртнă. Специалист ĕç рынокĕнчи çĕнĕлĕхсене шута илсе пикене тĕрлĕ професси сĕннĕ. Çапла Анна вакансисене тишкернĕ хыççăн Пăрачкав район хаçачĕн корреспонденчĕ пулма кăмăл пуррине пĕлтернĕ. Çамрăк специалист ĕçсĕр пек регистрациленнĕ. Ăна ĕçе социаллă контрактпа килĕшÿллĕн вырнаçма май пуррине каласа кăтартнă. Паллах, ку шухăш унăн кăмăлне кайнă. Вăл кирлĕ документсем пухма тытăннă. «Редакцие «Раççейри ĕç» центр урлă вырнаçни пĕлтерĕшлĕ утăм пулчĕ. Çакă маншăн — паха опыт, хама урăх енчен кăтартма май пуррине ăнлантăм. Ĕçе социаллă контрактпа килĕшÿллĕн вырнаçни те самай пулăшу. Малтанах хăнăхма çăмăл марччĕ. Журналистика тата программировани — икĕ тĕрлĕ тытăм. Çапах икĕ профессин пĕр пеклĕх пур. Журналистикăра та, программированире те детальсене тимлĕх уйăраççĕ. Калăпăр, программа хатĕрленĕ чухне кодри йăнăша çийĕнчех тÿрлетме, хаçат ĕçĕнче вара статья валли илĕртекен ят тупма тăрăшаççĕ. Унта та, кунта та кирлĕ йышăну тума тивет», — палăртать Анна Россейкина. Çĕнĕ ĕçре опыт пухнă май пике хăй тĕрĕс суйлав туни пирки иккĕленмест, пуласлăхра карьера картлашкипе хăпарасса шанать. Вăл редакци ĕç-хĕлне хастар хутшăнать, хаçат валли çĕнĕ рубрикăсем сĕнет. Кунта ăна техника енĕпе илнĕ пĕлÿ те пулăшать. Канашри Арина Герасимова вара унччен банкра ĕçленĕ. Экономика енĕпе пĕлÿ илнĕскер бухгалтер тивĕçĕсене пурнăçланă. Нумаях пулмасть вăл хулари «Раççейри ĕç» кадрсен центрне çĕнĕ ĕç шырама пынă. Палăртмалла: кунта «Демографи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн квалификацие ÿстермелли программăсемпе анлă усă кураççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа центрта «Ĕç тупма пулăшасси» программăпа килĕшÿллĕн 65 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ. Арина та «Демографи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн тÿлевсĕр вĕренме, урăх специальноç алла илме май пуррине пĕлнĕ. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


Эп – пин чăваш!

1899 ç. чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши /Михаил Кузьмич Кузьмин/ çут тĕнчене çутă çăлтăр пек килсе тăван халăх чунне хăйĕн вут-çулăмлă, шĕл кăварлă сăввисемпе вăратрĕ. «Кăвар чĕре! Кăвар чĕлхеллĕ Чăваш ачи, сассуна пар!» сăмахсемпе тăван чĕлхене чунтан юратса унăн малашлăхĕшĕн кĕрешме чĕнчĕ, Çеçпĕл Мишши «Чăваш ачине» «Хурçă шанчăк» парса хăй хыççăн «хăюлăх юрри кĕвĕлеме» хушса хăварчĕ.

Чăваш литература аталанăвне пысăк витĕм кÿнĕ кăвар чĕреллĕ поэт, драматург тата прозаик Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнине чăваш халăхĕ анлăн паллă тăвать. 2023 ç. çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев 2024 ç. ку тĕлĕшпе ятарлă мероприятисем ирттерме Указ кăларнă, Министрсен Кабинечĕ мероприятисене хатĕрлеме тата йĕркелеме пуçару комитечĕ çирĕплетнĕ. Тĕп мероприятисем çулталăк тăршшĕпех черетленсе пычĕç: Чăваш патшалăх ÿнер музейĕ — ÿнер искусствин произведенийĕсен республикăри конкурсне тата куравне, Чăваш наци музейĕпе Наци конгресĕ сăвăçсен регионсен хушшинчи «Поэзи çеçпĕлĕ» конкурсне тата «Çеçпĕл ячĕпе» ятлă куçса çÿрекен курав йĕркелерĕç. Сăвăçсен нарăс-çу уйăхĕсенче иртнĕ конкурсне Раççейĕн 3 регионĕнчен, Чăваш Енри 16 муниципалитет округĕн 60 вĕрентÿпе культура учрежденийĕ, 4 çултан пуçласа 70 çулчченхи 100 çын хутшăнчĕ. Чăваш наци библиотеки «Сетьри Çеçпĕл вăрттăнлăхĕ» республика марафонĕ ирттерчĕ, студентсен республикăри «Культура мозаики» уçă фестивалĕ, ÿнерçĕсен плэнерĕ, Çеçпĕл палăкĕсене тирпей-илем кĕртесси т.ыт. мероприяти пулчĕ. Поэт юбилейĕ тĕлне унăн пурнăçĕпе пултарулăхне халалласа çĕнĕ кĕнекесем пичетленчĕç, куравсем иртрĕç. Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕ «Çеçпĕле вулатпăр» арт-проект пуçласа ячĕ. Çамрăксен театрĕ поэзи фестивальне ирттерчĕ, Марина Карягинăн «Çĕн Кун Ачи» пьеси тăрăх лартнă спектакле сцена çине кăларчĕ. Çав драмăнах автор уйрăм кĕнекен те пичетлерĕ. Мускавра Литераторсен тĕп çуртĕнче Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă асăну каçĕ иртрĕ. Марина Карягинăн «Çĕн Кун Ачи» пьесипе лартнă спектакльне халăх умне кăларчĕç. Пьеса авторне Раççей писателĕсен пĕрлĕхĕн правленийĕн председателĕ Николай Иванов «Литературăри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» хисеп палли парса çапла каларĕ: «Çеçпĕл пирки эпир «Раççей наци поэчĕ» тесе калатпăр, мĕншĕн тесен Раççейри кашни ят, уйрăмах наци ярăмĕнчи ят — ахах чул». Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Тутарстан Республикин наци библиотекинче те Çеçпĕл Мишши юбилейне халалласа литература каçĕ иртрĕ. Чăваш наци библиотеки Çеçпĕл юбилейĕ тĕлне поэтăн А.Червякова патне янă çырăвĕсенчен хатĕрлесе кăларнă уйрăм пĕчĕк кĕнекепе паллаштарчĕ. <...>

Людмила САЧКОВА.

♦   ♦   


«Çуралнă çĕршыв хăват парать»

Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕнче Инесса Алексеевăн «Край Канашский. Деревня Атыково» кĕнекине хакларĕç. Ăна архив фондĕнчи документсемпе усă курса çырнă, вĕсен йышĕнчех сăн ÿкерчĕксем те, картографи материалĕсем те пур. Кĕнекене Канаш округĕнчи Матьшÿ ялĕ йĕркеленнĕренпе 305 çул çитнине халалланă.

Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕнче Инесса Алексеевăн «Край Канашский. Деревня Атыково» кĕнекине хакларĕç. Ăна архив фондĕнчи документсемпе усă курса çырнă, вĕсен йышĕнчех сăн ÿкерчĕксем те, картографи материалĕсем те пур. Кĕнекене Канаш округĕнчи Матьшÿ ялĕ йĕркеленнĕренпе 305 çул çитнине халалланă.

— Эпĕ 40 çул Шупашкарта пурăнатăп пулсан та, кашни эрнерех яла çÿретĕп, — терĕ республикăн халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерессин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Инесса Алексеева. — Çуралнă тăрăха манмастăп, тăвансене те асран кăлармастăп. Çавна май хамăрăн йăх тымарĕсемпе кăсăклантăм. Ĕçе кукамай енчен /Ивановсен çемйинчен/ пуçлас терĕм. Истори архивĕнче мана çичĕ сыпăк таран тупса пачĕç. Çав вăхăтрах атте енчи /Дмитриевсем/ тăвансем пирки те пĕлес килчĕ. Ку тĕлĕшпе те мана истори архивĕнче пулăшрĕç, çичĕ сыпăк таран шыраса тупрĕç. Каярахпа вара кĕнеке кăларма шут тытрăм. Кăçал «Записки Инессы. Шаги к успеху» кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Унта тăван-пĕтен пирки сăмах пырать. Йăхнесĕле тĕпченĕ май ял çинчен те справкăсем, тĕрлĕ информаци, документсем тупăнчĕç. Çитменнине, тăван ял кăçал юбилейне паллă тума хатĕрленетчĕ. Çавна шута илсе те кĕнеке кирлех терĕм — сăваплă çак ĕçе камăн та пулсан пурнăçламаллах. «Эпĕ мар тăк кам тăвĕ-ши?» — тесе ĕçе тытăнтăм. Тăрăшса вăй хунăран кĕнеке юбилей тĕлне кун çути курчĕ. Тăван тăрăха, округа, республикăна питĕ юрататăп. Çуралнă çĕршыв мана вăй-хăват парать. Тăвансем, юлташ-пĕлĕш пур çĕрте те пулăшса пырать. Вĕсене пуриншĕн те тав. Кĕнекере Матьшÿ ялĕ çинчен 1795-1935 çулсенчи истори докуменчĕсемпе иллюстраци материалĕсем пичетленнĕ. Документлă свидетельствăсене метрика кĕнекисенче тата чиркÿ ведомоçĕсенче алă вĕççĕн çырса палăртнă. Кăларăма пурĕ 172 документ кĕртнĕ, вĕсенчен 80 проценчĕпе пĕрремĕш хут усă курнă. Унăн содержанийĕ ял летопиçне çĕнĕрен тума, йăх-кăк йывăçĕсем хатĕрлеме, ял çыннисене ĕмĕрлĕх асра тытма тата çемье кун-çулне пĕлсе тăма май парать. Эппин, ку кĕнеке ял-йыша питĕ кирлĕ. Унсăр пуçне ытти тавра пĕлÿçе, историке, шкул ачисемпе студентсене те. Сăмах май, «Край Канашский. Деревня Атыково» 250 экземплярлă тиражпа тухнă. Автор ăна хăйĕн укçипе кăларнă. Кĕнекене хаклама Патшалăх истори архивне истори, искусствăпа культура, литература, общество организацийĕсен ĕçченĕсем, Матьшÿ ял çыннисем, «Канашсем» ентешлĕхĕн пайташĕсем пухăнчĕç. Мероприятие архив директорĕ Галина Ертмакова ертсе пычĕ. Çак кĕнеке тавра пĕлÿ, генеологи тĕпчевĕсем тума, истори материалĕсем хатĕрлеме пулăшнине каларĕ. Канаш муниципалитет округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Валерий Чернов тата Çеçпĕл территори пайĕн пуçлăхĕ Алексей Ананьев кĕнекене кăларма пулăшнă çынсене тав турĕç. Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши Инесса Алексеевăна хастарлăхшăн, пултарулăхшăн Роза Шевлепи премине парассине пĕлтерчĕ. Чăваш халăх поэчĕ Раиса Сарпи çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче Матьшÿ ялĕн юбилейне уявланине аса илчĕ. Кĕнеке рецензенчĕ, истори наукисен докторĕ Иван Бойко тата тĕп архивист Янина Горская та кăларăма пысăка хурса хакларĕç. «Совет саманичченех çак ял тăрăхĕнче 8 артель ĕçленĕ. Вĕсен хăйсен банк та пулнă, — терĕ «Канашсем» ентешлĕх ертÿçи Юрий Тарасов. — Эппин, малашлăха курма пĕлекен халăх пурăннă унта. Матьшÿре аслă пĕлÿллĕ çынсем те пулнă. Паянхи кун вара вĕсен йышĕ 60 процентпа танлашать». <...>

Валентина ПЕТРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.