Комментировать

16 Окт, 2014

ЯТАРЛĂ ХУСКАНУСЕМ ПУЛĂШАÇÇĔ

Подагра аптратсан тĕп тĕллев ыратнине хĕтĕртекен шăк йÿçекĕн тăварĕсене ирĕлтересси пулмалла. Сиплев физкультурин çак комплексĕ ытлашши тăвара кăларма пулăшĕ.

Ура тупанĕ

Хăнăхтарăва пурнăçлама тĕпелте усă куракан йĕтĕр кирлĕ.

* Пукан çинче ларнă май йĕтĕре ура тупанĕсемпе хытăрах пусăрăнтарса пÿрнесенчен кĕлесем патнелле, унтан каялла кустармалла.

* Тăнă май йĕтĕре ура тупанĕсемпе черетлесе каллех каялла-малалла кустармалла. Йĕтĕре май килнĕ таран хытăрах пусармалла.

Çак хускану кашни шăмма, мышцăна, нерва, шăнăра лайăх витĕм кÿрет.

Пысăк пÿрне

Подагра час-часах уран пуç пÿрни ыратнинчен пуçланать. Ансат çак хускану унăн сыппинче тăвар пухăнасран хÿтĕлет. Паллах, ăна кунне пĕр хутран кая мар тумалла. Анчах чир вĕрĕлнĕ тапхăрта юрамасть.

* Алăпа пуç пÿрнене тытмалла, сывлава май килнĕ таран тытса тăмалла. çак вăхăтра пуç пÿрнине хуçлатмалла, тĕрлĕ еннелле çавăрттармалла.

Унсăр пуçне ыратма пуçласран хÿтĕленме куллен çуран уçăлса çÿремелле.

Пĕçĕпе чĕр куççи сыпписем

* Çурăм çине выртмалла, сылтăм урана чĕр куççире тÿрĕ кĕтеслĕх туса хуçлатмалла, сулахай урана тÿрĕ тытмалла. Унтан сулахай урана чĕр куççире хуçлатса кăкăр патнелле туртмалла та хăвăрт çÿлелле тăсмалла, каялла хумалла. Халĕ çак хусканăвах сылтăм урапа тумалла. Хăнăхтарăва 4-6 хут пурнăçламалла.

* Çурăм çине выртмалла, урасене тупанĕсене 15 сантиметр сарса тÿрĕ тытмалла. Сылтăм ура лаппине малтан шалалла çавăрмалла, унтан - тулалла. Çак вăхăтра чĕр куççисене тÿрĕ тытма тăрăшмалла. Асăннă хусканусене сулахай ура лаппипе те тумалла. 4-6 хут пурнăçламалла.

* Чĕр куççи сыппин мышца-çыхă тытăмне çирĕплетме. Урасене тÿрĕ тăсса выртмалла. Урана кăшт айккинелле ярса сылтăм чĕр куççине урайне перĕнтерме тăрăшмалла. Пĕçĕ мышцисене хытармалла. Васкамасăр пиллĕкчен шутламалла та мышцăсене çемçетмелле. Çакнах сулахай урапа тумалла. Хусканăва кашни урапа виçшер хут пурнăçламалла.

Ал лаппипе пакăлчак

* Çурăм çине выртмалла, урасене чĕр куççире тÿрĕ кĕтеслĕх туса хуçлатмалла, лапписене хул пуççи сарлакăшĕнче тытмалла. Темиçе хутчен кĕскен сывласа илмелле, сывласа кăлармалла. Унтан сывласа илмелле те тарăннăн сывласа кăлармалла, сывлавпа килĕшÿллĕн алăсемпе урасен пÿрнисене 10 хутчен хуçлата-хуçлата илмелле.

* Çурăм çине иртнĕ хăнăхтарури пекех выртмалла. Ал лапписемпе пакăлчак сыпписене 4-10 хут хуçлатса тÿрлетмелле.

* Пукан çинче ларнă май урасене чĕр куççире тÿрĕ кĕтеслĕх туса хуçлатмалла, ура тупанĕсене хул пуççисен сарлакăшĕнче тытмалла, алăсене чĕр куççисем çине хумалла. Ал лапписен тата пакăлчаксен сыпписене çÿлелле-аялалла хуçлатмалла.

* Малтанхи пекех выртмалла. Ура кĕлисем çине тĕревленсе лапписене май килнĕ таран çÿлерех çĕклеме тăрăшмалла. Унтан чĕрне вĕçĕсемпе тĕревленсе ура кĕлисене çĕклемлле.

* Çавнашкалах ларса урасемпе «утмалла».

Подагра артричĕ хытах сиенленĕ сыпăсене куллен массаж туни усăллă.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.