Комментировать

7 Ноя, 2024

Чăваш хĕрарăмĕ 43 (1373) № 07.11.2024

«Артиста асăрханса сĕнÿ памалла»

Дон Жуан та пулнă вăл, вĕри юнлă çемçе чун та… К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн вун-вун сăнара выляса куракана тыткăнлакан артисчĕ Валерий Карпов хальхинче пирĕн ума роль калăплама мар, чунне уçма тухрĕ.

«Яланах çынна сăнатăп»

— Валерий Владимирович, эсир 20 çул ытла сцена çинче. Çак тапхăрта çĕр-çĕр куракана пултарулăхăрпа куççульлентернĕ те, хаваслантарнă та… Çапах пĕрремĕш роль асран нихăçан та тухмасть пулĕ?

— Театра вырнаçсанах Николай Терентьевăн «Кайри мала хур кайăксем» пьеси тăрăх лартнă спектакльте çамрăк колхоз председатель сăнарне калăпларăм. Тӳрех тĕп сăнар шанса пачĕç вĕт. Хумханнă паллах. Артисчĕсем те, режиссер та палламанскерсемччĕ, асăннă пьесăна та ун чухне пуçласа вуларăм. Веçех тĕлĕкри пек иртрĕ. Режиссер хушнине те веçех туса çитереймерĕм-и, тен? Спектакле халăх умне кăларас умĕн пысăк инкек пулчĕ: икĕ кун маларах Чăваш халăх артисчĕ Иван Геннадьевич Иванов çĕре кĕчĕ. Вăл спектакльте пĕлтерĕшлĕ сăнара вылятчĕ. Капашсăр пысăк çухату… Çапах спектакль палăртнă кунах куракан умне тухрĕ. Кăмăла хытарма тиврĕ. Унашкал самантсенче хама вĕрентнĕ Раççей халăх артистки Тамара Лякина калани аса килет: «Ирхине аннем вилсе кайрĕ, манăн вара каçхине камитре выляма тиврĕ». Лару-тăрăва пăхмасăр мĕн пур çирĕплĕхе пухса сцена çине тухмаллах. Куракан пирĕн инкеке чухламасть, вăл пĕрех палăртнă вăхăта спектакль курма пухăнать. Унăн айăп çук.

— Кăмăл-туйăма айккине сирсе сцена çине ним пулман пек тухасси çăмăл мар-тăр.

— Психикăна та витĕм кӳрет çакă, чуна пусарать. Çапах артист профессийĕ çавăн пек — кирек мĕнле лару-тăрура та ĕçе тивĕçлĕн пурнăçламалла.

— Сцена çинче йĕме тивнĕ-и?

— Хăш-пĕр артист сцена çинче çăмăллăнах йĕреет. Анчах пирĕн тĕллев — сăнара витĕмлĕ кăтартса куракан чунне пăлхатасси. Вăл пĕрле пăшăрхантăр, йĕтĕр, култăр. Артист макăрни мар, куракан куççульленни пĕлтерĕшлĕрех. Паллах, хăш-пĕр сăнарта йĕмесĕр май çук, спектакльти чуна пырса тивекен самантсенче хама тытса чарма йывăр.

— Пурнăçра вара макăрнă самантсем пулнă-и?

— Арçынсем йĕмеççĕ тенине ĕненместĕп. Вĕсем чăтăмлăрах, çирĕпрех имĕш. Тен, вĕсем хĕрарăмран та чăтăмсăртарах-тăр. Ун пек те пулать. Пĕррехинче ятарлă çар операцине хутшăнакан тусăм отпуска килнĕччĕ. Кану вĕçленсен ăна ăсатма кайрăмăр, тăванĕсем, мăшăрĕпе ачисем пуçтарăннăччĕ. Уйрăлу саманчĕ çитсен куççуль хăех тапса тухрĕ, ним те тăваймастăн. Эпĕ артист пулнă май яланах çынна сăнатăп. Вăл профессин пĕр пайĕ пулса тăчĕ. Куç пĕрмай ăна-кăна сăнать. Пĕр-пĕр сăнара калăпланă чухне çав сăнавсемпе усă куратăп. Хайхи уйрăлу самантĕнче арçынсем пуçĕсене айккинелле пăрчĕç, хăшĕ-пĕри пăрăнса пирус тивертрĕ. Тапса тухнă куççуле арçын кăтартма тăрăшмасть кăна. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   ♦


«Манăн ĕмĕтсем çук, тĕллевсем кăна»

«Чăваш Ен масс-медиа илемĕ — 2024» конкурсра тупăшакансемпе малалла паллаштаратпăр. Пирĕн черетлĕ интервью хăни — Чăваш Республикин Хĕрарăмсен союзĕн Шупашкар округĕнчи уйрăмĕн председателĕ Наталия Ердукова.

Ĕçчен çемьерен

— Наталия Юрьевна, Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн тилхепине эсир кăçалхи пуш уйăхĕнче тытрăр. Мĕншĕн çак тивĕçе шăпах сире шанса пачĕç?

— Эпĕ яланах социаллă пурнăçра хастар пулнă. Чылай çынпа хутшăну йĕркелеме пĕлни, хам çуралса ӳснĕ Ишлей салине палăртас тĕллев Хĕрарăмсен союзне илсе çитерчĕç. Мана асăрхарĕç те ертӳçĕн çумĕн должноçне шанса пачĕç. Малтан çăмăлах марччĕ. Анчах нумаях та вăхăт иртмерĕ — ĕçе пуçĕпех кĕрсе кайрăм. Кăсăклă иккен. Тата тăрăшарах ĕçлеме пуçларăм, союз председателĕ Виктория Вышинская çакна асăрхамасăр хăвармарĕ. Унпа пĕрле тăрăшнă май çĕнĕлĕхсене ăса хыврăм, хавхалантăм, хамăн ĕç питĕ килĕшетчĕ. Виктория Анатольевнăн пурнăçри лару-тăрăвне улăштарма тивсен эпĕ пулăшу сĕнтĕм. Çавна май Шупашкар округĕнчи Хĕрарăмсен союзне ертсе пыма пуçларăм.

— Хĕрарăм блогерсемпе журналисткăсен хушшинче ирттерекен «Чăваш Ен масс-медиа» конкурсне хутшăнма мĕн хистерĕ?

— Ун пирки илтсен тĕплĕнрех пĕлмешкĕн тупăшăва йĕркелекен Анастасия Тимофеевăпа Ольга Викторовăран ыйтса пĕлтĕм. Мана конкурс пирки Шупашкар округĕнче пурăнакансене паллаштарма сĕнчĕç. Ыттисене ырă тĕслĕх кăтартас тĕллевпе ăмăртăва хутшăнма заявка ятăм. Нимрен те шикленмелле мар, яланах малалла утмалла. Çак проект мана улăштарнине туятăп, хама лайăхрах ăнланма пуçларăм. Эпĕ унта хутшăнни хăех çĕнтерӳ.

— Хăш тытăмра ĕçлеме ĕмĕтленеттĕр?

— Шухăшсем ӳсĕме кура улшăнатчĕç. Пĕчĕкрех чухне вĕрентекен ĕçĕ килĕшетчĕ, хам та ăна евĕрлесе выляма юрататтăм. Çитĕнерехпе алă ĕçĕ кăсăклантарчĕ — анне ман валли хăварнă пусма татăкĕсенчен тем те пĕр çĕлеттĕм. Ку туртăм, ахăртнех, асаннепе асаттерен Елизаветăпа Егор Мироновсенчен куçнă. Вĕсем профессионал çĕвĕçсем пулнă, тум çĕленĕ, ытларах сурăх тирĕпе ĕçленĕ. Таврари çынсене паха кĕрĕкпе тивĕçтернĕ. Аттепе анне те питĕ ĕçчен. Анне Елена Марковна хастар. Нумай çул бухгалтерта вăй хунă хыççăн предприниматель пулса тăчĕ. Атте Юрий Егорович газ компреслакан станцире операторта тăрăшрĕ. Пирĕн çемье ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман, никам та алă усса ларман. Эпĕ вăхăта ытларах чухне хам тĕллĕн ирттернĕ темелле, хамăн çула шыранă. Театр студийĕнче, музыка шкулĕнче пултарулăха аталантартăм. Библиотекăна çӳреме, кĕнеке вулама кăмăллаттăм.

— Аçăрпа аннĕр мĕнле хавхалантаратчĕç?

— 2001 çулта предринимательлĕх çулĕ çине тăтăм. Çак ĕç лайăх амăшĕ, мăшăр пулма нихăçан та чăрмантарман мана. Паянхи кун тĕлне ертӳçĕ пулма вĕрентĕм, манăн шухăша тимлеççĕ. Аттепе анне яланах тĕрев пулнă, халĕ те çаплах — çĕнĕ çитĕнӳсем патне талпăнма хавхалантараççĕ. Вĕсем йывăр лару-тăрура та нăйкăшнине курман эпĕ, тепĕр тесен — тем те чăтса ирттерчĕç: самана улшăнăвне, укçа ылмашăнăвне… Атте яланах çемьешĕн тăрăшнă, пире выçă лартман.

— Шкул хыççăн ăçталла çул тытрăр?

— Шупашкарти политехника техникумĕнче тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ăс пухрăм. Бухгалтераудитор профессине алла илтĕм.

— Ку професси кăсăклăччĕ-и?

— Çук. Мана пултарулăх илĕртетчĕ. Хам пултарулăх çынни пул- «Чăваш Ен масс-медиа илемĕ — 2024» конкурсра тупăшакансемпе малалла паллаштаратпăр. Пирĕн черетлĕ интервью хăни — Чăваш Республикин Хĕрарăмсен союзĕн Шупашкар округĕнчи уйрăмĕн председателĕ Наталия Ердукова. нине халĕ тата çивĕчрех туятăп.

— Бухгалтер ĕçне алла илни усăллă пулчĕ-и?

— Çапла. Ку пĕлӳ предприниматель пулса тăрсан питĕ кирлĕ пулчĕ. <...>

Татьяна УСТИНОВА калаçнă.

♦   ♦   


Вĕренме те, пилĕк авма та вăхăт тупнă

Хăй вăхăтĕнче строительство лапамĕсенче, уй-хирсенче, аякка çӳрекен пуйăссенче, больницăсенче, ача-пăча кану лагерĕсенче Студентсен строительство отрячĕсен хастарĕсем тăрăшнă. Вĕсемшĕн 2024 çул питех те пĕлтерĕшлĕ. «Студентсен строительство отрячĕсем» хăватлă юхăм йĕркеленнĕренпе 65 çул çитрĕ кăçал. Çак йĕркесен авторĕ çав хумсем çинче тăватă çул ишрĕ. Шăп та шай 40 çул каялла вăл Камчатка çур утравĕнчи Охот тинĕсĕ хĕрринче вырнаçнă Усть-Большерецк, Озерная поселоксенче чăваш хĕрĕсемпе каччисенчен тăракан «Земляне» отряд йышĕнче пурăнмалли çурт, больница, котельнăй корпусĕсене çĕклерĕ, пулă заводĕнче тар тăкрĕ, Амчигача юхан шывра горбуша тытрĕ, си-и-и-ивĕ тинĕсе чăмрĕ… Чăннипех те хаваслă та романтикăллăччĕ Совет саманинче — авăн-çĕртме уйăхĕсенче ăслăлăх гранитне шатăртаттарсах кăшланă, экзаменсенче чĕрисене «сусăрлатнă» студентсем кăкăр тулли ирĕклĕх сывлăшне сывласа илетчĕç те анлă çĕршывăн кĕтесĕсене тем тĕрлĕ ĕç пурнăçлама саланатчĕç. Ăна мăнаçлăн «виççĕмĕш семестр» тесе палăртатчĕç. Строительство отрядне чи маттуррисене, çивĕччисене, пултаруллисене çеç йышăнатчĕç.

«Çĕр пикисем»

Студентсен строительство отрячĕ – чăннипех те хăватлă вăй пулнине çак йĕркесен авторĕ 1983 çулта çырнă «ССО эмблемипе» фоторепортажри темиçе фактпа /журналист профессине алла илме хатĕрленнĕрен вĕсем çинчен хаçатсенче çырсах тăнă/ çирĕплетер: «Республикăра студентсен 118 строительство отрячĕ ĕçлетчĕ. Вĕсем çуллен строительствăпа монтаж ĕçĕсен тухăçне ӳстерсе пыраççĕ, 1979 çулта 5 миллион та 556 пин тенкĕ пулнă тăк, 1983 çулта – 5 миллион та 800 пин тенкĕ!» Ĕçшĕн çунакан чăваш студенчĕ хăйĕн хастарлăхне çуллахи каникулта çеç мар, авăн уйăхĕнче те кăтартатчĕ. Çĕршывăн студенчĕсене пĕр юлмиччен колхозсене пулăшма явăçтаратчĕç вăл вăхăтра: «Пурте çĕр улми çине!» Шел, халĕ иккĕмĕш çăкăра васкаса пуçтаракан студентсене курма çук уй-хирте. Çак статьяра эпĕ 24 хĕр-упраçран тăракан «Çĕр пики» отряд çинчен каласа кăтартасшăн. 1989 çулхи авăн уйăхĕ тыр-пул çитĕнтерекене хĕвеллĕ çанталăкпа савăнтармарĕ. Кас-кас çăвакан кĕрхи çумăр тăпрана часах ислентерсе ярать те çĕр улми тултарнă витрене мар, урари аттуна та йăтаймăн. Çавăн пек йĕпе-сапаллă вăхăтра килчĕ те ĕнтĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнчи студентсен ушкăнĕ Елчĕк районĕнчи Хĕрлĕçыр ялне. «Дружба» колхоз ертӳçи, Мартынов хушаматлăскер, пĕрремĕш тĕлпулурах çак хастарсенче пĕтĕм шанăç пулнине, çĕр улми вăрлăхне управа хурасси, ăна крахмал завочĕсене ăсатасси, пысăк хуласенчен килекен ЗИЛсемпе КамАЗсене тиесси вĕсен яваплăхĕнче пуласса пĕлтерчĕ. Чăваш ачи маттурах çав! Чун хавалĕпе те анлă! Кун йĕркипе, ирхи 6 сехетре вăранмалла, 6 сехет çурăра столовăя каймалла, 7 сехетре хире тухмалла. Принципĕ ансат: отряд командирĕн тата комиссарĕн звено пуçлăхĕсен хушăвĕсене вăхăтра пурнăçламалла, ертӳçĕсене пĕлтермесĕр отрядран, ялтан тухса каймалла мар. Ушкăн ячĕ пирки вара тавлашу тухрĕ. Пĕрисем «Хĕлхем» ят пама сĕнчĕç: «Эпир Çеçпĕл пек хĕмленсе тăракан çамрăксем», иккĕмĕшсене «Прометей» ят килĕшрĕ, виççĕмĕшсем «Данко» сĕнчĕç. Василиса Чернова лăпкăн кăна çапла хушса хучĕ: — Эпир — хĕрсем, атьăр-ха отряда «Çĕр пики» ят парар. Çĕр çинче ĕçлекен пикесем- çке эпир. Чăвашла та аптăрамасть янăрать. Ку сĕнӳ пурин кăмăлне те кайрĕ. Отряд ятне те, стена хаçатне те, вырăнта лартакан концерт программине те пĕр ятпах палăртма тĕв турĕç хастарсем — «Çĕр пики». Çапла çак ят вунă çуллăха ял хуçалăх отрячĕн логотипĕ пулса тăчĕ. «Пирĕнтен юлмаççĕ!» Хастаррăн кӳлĕнчĕ «Çĕр пики» ял хуçалăх лавне туртма. Çанталăк йĕркеленсен 12-14 сехет хирте тăрмашрĕ. Каçхи 7 сехетре, ывăннă пулин те, яла хаваслă кăмăлпа таврăнакан студентсене курсан вырăнти кинемейсем мăнаçланса: «Пирĕнтен юлмаççĕ!» — тетчĕç. Çак сăмахсенчен пысăкрах мухтав пулма пултарать-и вара? Вĕсем, вăрçă синкерлĕхне чăтса ирттернĕскерсем, шуçăмпа хире тухнă, сĕм çĕрле киле таврăннă. Ĕç хакне пĕлсе хавхалантарнă çамрăк ăрăва. «Çĕр пикисем» 10 кунра 3200 центнер çĕр улми пуçтарса тиерĕç. Отряда ырă кăмăллă та ĕçчен Лариса Кузьмина ертсе пычĕ. Машинăсене виçекен вырăнти, колхоз бухгалтерийĕнчи сводкăсемпе юлташĕсене вăхăтра паллаштарчĕ вăл, университетри Студентсен канашĕпе те çыхăну тытрĕ. Пĕр кунхине, ирхи планеркăра «Çĕр пики» республикăри отрядсен хушшинче ĕç кăтартăвĕсемпе чи малта пулнине пĕлтерчĕ. — Ур-р-ра! — янрарĕ тавралăх. Отряд штабĕн каçхи ларăвĕнче Саша Маковăпа Светлана Лисицина хресченсене кĕрхи ĕçсене мĕн вĕçличченех пулăшмашкăн «Çĕр пикисем» республикăри ял хуçалăх отрячĕсене «чĕнсе калани» çырма сĕнчĕç. Яваплăх пысăк пулин те пĕри те хирĕç пулмарĕ. Çырăва «Çамрăк коммунист» тата «Ульяновец» хаçатсем пичетлесе кăларнă хыççăн ĕçри «штурм» иккĕмĕш тапхăра куçрĕ. «Çĕр пикин» тепĕр хастарĕ — Людмила Майская. Халĕ вăл ЧПУ доценчĕ, Людмила Васильева. Унăн студент вăхăтĕнче çырса пынă кун кĕнекинчи аса илĕвĕсемпе те паллаштарас килет. «Романтикăн чăн-чăн хăватне Хĕрлĕçыр хирĕнче туйса илтĕм. Елчĕк енĕн хура çĕрне атă çумĕнчен тасатса пĕтермелле мар. Алă усса ларма минут мар, çеккунт та çукчĕ. «Авăн, 20. 18 сехет çурăра Шупашкартан 10 тонна тиев турттаракан КамАЗ çитрĕ. Пурте ывăннă. Водитель пире хĕрхенсе «Ыран тултаратăр пуль, — тет. Хĕр тусăм Лилия Лукина шухăшлăн: «Пĕлĕтлет, ыран çумăр пулать пулмалла», — терĕ. Командир çакна çеç кĕтнĕ тейĕн: «Тусăмсем, кайрăмăр», — тесе команда пачĕ те Лариса 12 литрлă икĕ витре илсе йăран пуçне тăчĕ. Çĕнĕ рекорд — 45 минутра çĕр улми пуçтарса машинăна тиеме пултартăмăр!» Людмила Александровнăн кун кĕнекинче ун пек факт чылай: «Паянхи куна тĕплĕн хатĕрлентĕмĕр. Ял хуçалăхĕнчи стахановецсем тейĕн. «Чĕнсе каланине» фактсемпе çирĕплетмеллех. Марина Васильевăпа лара-тăра пĕлмен Ирина Маркова шухăшĕпе ĕçе юрласа пурнăçласан унăн тухăçлăхĕ ӳсет иккен. Юрри, паллах, хаваслă та çĕкленӳллĕ пулмалла. Ун пек чухне ĕç те кал-кал пырать. Хире чăнах та «Юрату сăмсахĕ» юрăпа тухрăмăр. Кăмăл савăк. Ăмăрту пуçланчĕ: В.Гордеевпа Г.Волкова звенисем тупăшаççĕ. Машина хыççăн машина пысăк çул еннелле вĕçтерет. Кун кăтартăвĕ — 24 çын 530 центнер çĕр улми ăсатнă. Нормăна 233 процент пурнăçланă!» Райцентрпа çыхăнтаракан трассăна ахальтен мар Людмила Александровна «пысăк çул» тет. «Çĕр пикисем» пуçтарнă çĕр улми чăннипех те пысăк та вăрăм çула ăсаннă. Хĕрлĕçыр хресченĕсем çитĕнтернĕ иккĕмĕш çăкăр Елчĕк крахмал завочĕпе Шупашкарти пасара кăна мар, Калмăк, Коми республикисене, Архангельскри çар чаçĕсене те çитнĕ. <...>

Анатолий АБРАМОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.