Çамрăксен хаçачĕ 43 (6544) № 07.11.2024
Ӳкернĕ чухне йывăрлăхсене манать
Ача кĕтнĕ чухне Татьянăн куç вăйĕ чакса пынă, кăштахран вăл пачах курми пулнине сиснĕ. Кăкăрĕ айĕнче иккĕмĕш пепки аталаннă ун чухне. Çав тапхăрччен аван курнă, сывлăх тĕлĕшпе нихăçан та ÿпкелешмен, куçлăх тăхăнса курман.
Ача пăхас вырăнне — операцие
Тухтăрсем палăртнă тăрăх, 1-мĕш типлă сахăр чирĕ те куçа начар витĕм кӳме пултарнă. 20 çул ытла инсулинпа пурăнать вăл. Кайран, çăмăлланнă хыççăн, ача пăхса савăнса пурăнас вырăнне çине-çине, пурĕ 14 хутчен, операци чăтса ирттерме тивнĕ унăн. Куç вăйне упраса хăварас тесе тухтăрсем йăлтах тунă. Хăраххине сиплеме май килмен — вăл курма пăрахнă, тепри çывăхран кăна кăштах курать. «Ача пĕчĕк чухне пурте пулăшрĕç: упăшка, анне, хуняма… Операци хыççăн 3 килограмран ытлашши йăтма юрамастчĕ. Пепке ӳснĕ май йывăрланса пычĕ. Тухтăрсем кăкăр та çитерме чарчĕç», — аса илчĕ 1-мĕш ушкăн инваличĕ. Малтанхи вăхăтра çамрăк хĕрарăм нумай куççуль тăкнă. Анчах икĕ ача амăшĕ, упăшкаллă хĕрарăм хăйне хĕрхенсе алă усса ларайĕ-и? Чирне йышăнса пурăнма хăнăхмашкăн тивнĕ унăн. Килти ĕçсене хăйĕнчен сирмен. Хваттерте ăçта мĕн выртнине пĕлет те — ку уншăн йывăрах мар. «Эсĕ пĕртте суккăр пек курăнмастăн», — пурте çапла калаççĕ ăна. Таня — кăвак куçлă хитре хĕрарăм. Куç кăлтăкĕ палăрмасть те — хăй каламасан унăн нуши пирки никам та пĕлеймĕ. Çавна пулах тĕрлĕ лару-тăрăва лекет вăл. Пĕррехинче тĕттĕмлениччен киле çитсе ĕлкĕреймен те чутах çухалса кайман. Троллейбус номерне курманнипе ăçта лармаллине пĕлмен. Çывăхарах пырса пăхнă çĕре транспорт тапранса кайнă. Çавăн пек самантсенче çынсенчен пулăшу ыйтать. Анчах вĕсем те — тĕрлĕрен. Уйрăмах лавккасенче кăнттаммисене тĕл пулать. Тавар хакне курманран сутуçăран ыйтсан пĕрре мар сиввĕн хуравланине илтнĕ. Пасарта та кун пекки пулнă. Хак çырнă хута çывăхран пырса пăхнăскере сутуçă: «Мĕн шăршласа çӳретĕн?» — тесе кӳрентернĕ. Кун хыççăн унăн кăмăлĕ хуçăлать, йĕрес патнех çитет. Паллах, ырă çын та унăн тĕлне нумай лекет. Вĕсем пулăшма, ăнлантарма тăрăшаççĕ. Уçăлма тухсан ывăлне çухатнă Таня Иванова — пултарулăх çынни, художница. Вĕсем вара питĕ туйăмлă та черченкĕ, чĕре çывăхне йăлт илсе хытă кулянакан çынсем. Ыттисем курманнине асăрхама, туйманнине сисме пултараççĕ. Унăн ашшĕ шкулта рисовани вĕрентнĕ. Таня та унăн çулне суйланă — И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн ӳнерпе графика факультетĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. Диплом илсен училищĕре, ӳнер шкулĕнче преподавательте ĕçленĕ. Кайран сĕтел-пукан дизайнерĕ пулса тăнă. Декрет отпускне кайнă хыççăн вăл ĕçе таврăнайман. Пĕтĕмпех — куçне пула… Операцисем хыççăн вăл тĕтре ăшĕнчи пек икĕ çул пурăннă. Çывăхран та нимĕн те курман. Куç шăрçине улăштарнă хыççăн кă-ăшт курма тытăннă. Тĕкĕртен пăхнă та тĕлĕннипе хытса тăнă: икĕ çул хушшинче вăл хăйне питĕ ватăлнăн туйнă. Куçа пĕрмай хĕснĕрен пĕркеленчĕксем тухнишĕн пăшăрханнă. Сывлăх, йăла ыйтăвĕсем Татьянăна хăйĕн авăрне çăтса илнĕ. Ӳкересси пирки ун чухне шухăшламан та. Сăрă-киçтĕк çинчен манма тивессине çамрăк хĕрарăм питĕ лайăх ăнланнă. Ромăна садике вырнаçтарсан ăçта та пулин ĕçлеме вырнаçас шухăш та пулнă унăн. Анчах компьютер умне тек ларайман. Биржăра ăна, икĕ аслă пĕлӳллĕскере, юрăхлă ĕç тупса парайман. «Ачана садике леçесси, илсе килесси те маншăн ансатах марччĕ. Ывăлăма çул çинче çухатса хăварасран шикленеттĕм. Вăл утма тытăнсан ун хыççăнах çӳреме тиветчĕ. Урама ача-пăча лапамĕнче уйрăмах сыхламаллаччĕ ăна. Кăштах пăрăнсанах ăна курмастăм. Çухатни те пулнă. Шкул картишĕнче вăл стадионăн тепĕр енне чупнăччĕ. Çавăн чухне хытах хăранăччĕ эпĕ. Юрать, çынсем пулăшнипе хăвăртах тупăнчĕ. Ачапа уçăлма тухни те маншăн стресчĕ, ăна çавăтса çӳреме тиветчĕ. Халĕ ӳсрĕ ĕнтĕ. Йăлтах ăнланать. Хăй пулăшма тăрăшать. Урампа утнă чухне мана лупашка, шăтăк-путăк, картлашкапа бордюр пирки асăрхаттарать», — каласа кăтартрĕ Татьяна Николаевна. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Çĕр варринче те ĕçе тухса кайма тивет
Вăл республикăри «Чи лайăх халăх участковăйĕ» ята 4 хут илнĕ. Эппин, халăх ăна шанать. Сăмах — Раççей ШĔМĕн Канашри уйрăмĕн полици участокĕн аслă участковăйĕ Сергей Ипатьев пирки.
Шанчăклă «тимĕр урхамах»
Вăл Канаш районĕнчи Шуркассинче çуралса ӳснĕ, ача чухнех йĕрке хуралĕнче ĕçлеме ĕмĕтленнĕ. «Мана милиционер /халĕ полицейски/ тумĕ питĕ килĕшетчĕ. Ĕмĕтленнĕ пекех пулчĕ: Шуркасси шкулне пĕтерсен Раççей ШĔМĕн Чулхулари академийĕн Шупашкарти филиалне вĕренме кĕтĕм. 2012 çулта ШĔМĕн Канаш районĕнчи участокри уполномоченнăйсен тата çул çитмен ачасемпе ĕçлекен уйрăмĕн участоковăйĕн должноçне шанса пачĕç. Икĕ çултан аслă участковăя ĕçлеме куçрăм. Килсенех ялсене çаврăнса тухрăм, вырăнти халăхпа паллашрăм. Халĕ кунти çынсене пурне те паллатăп темелле», — калаçăва пуçларĕ Сергей Ипатьев. Участковăйĕнче вăл 12 çул ĕçлет, 17 ял-салари йĕркене тĕрĕслесе тăрать. Асхва тата Сухайкасси территори уйрăмĕсенче 8 пине яхăн çын пурăнать. Участокăн пĕр хĕрринчен тепĕр хĕррине çитме — 40 çухрăм. Сергей Ипатьевăн кунне темиçе теçетке километр парăнтарма тивет. Телее, шанчăклă «тимĕр урхамах» — УАЗ — пур. Çĕмĕрĕлсен те ăна вăл хăех юсама пултарать. Опытлă участковăй кирек мĕнле кăткăс ĕçе те уçăмлатма пултарать. Калăпăр, кама та пулин çаратнă е хĕненĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл аслă ĕçтешĕсенчен Эдуард Сергеевпа Альберт Харьковран паха опыт илнĕ. Халĕ полицин майорĕ ĕçри вăрттăнлăхсемпе çамрăк ĕçченсемпе пайланать. «Хăй вăхăтĕнче ШĔМĕн Канаш районĕнчи уйрăмĕнче практика тухрăм. Манăн наставниксем пулнă Эдуард Петрович çĕре кĕнĕ, Альберт Александрович тивĕçлĕ канăва тухнă ĕнтĕ. Вĕсенчен вĕренсе юлтăм», — малалла калаçрĕ Сергей Александрович. Тĕрлĕ ыйтупа пыраççĕ Сергей Александрович участковăйăн çынсемпе сăпайлă пулмалла, служба ĕçĕсене тĕплĕн тумалла тесе шухăшлать. «Кашни çыннăн ыйтăвне чун витĕр кăлармалла, çав вăхăтрах объективлă пулма тăрăшмалла», — тет вăл. Участковăй патне тĕрлĕ ыйтупа пыраççĕ. «Пĕррехинче Вăрнар тăрăхĕнче пурăнакан хĕрарăм Канашри пасарта сумка пăрахса хăварнă. Каялла таврăнсан вăл вырăнта çуккине асăрханă, полици уйрăмне пулăшу ыйтма килчĕ. Сумкинче документсем, укçа пулнă. Тепĕр кунхине видеокамерăсене пăхса вăрă вокзалтан мĕнле маршрутпа кайма пултарнине тĕпчеме тытăнтăм. Автобус хăш ялта чарăннă — çавăнта çитме тăрăшрăм. Пиллĕкмĕш яла пырса кĕрсен вăрра тупрăм. Хăйĕн айăпне тӳрех йышăнмарĕ. Вăл кун килте пулнине, ниçта та тухманнине ĕнентерме тытăнчĕ. Ăна çавах тăрă шыв çине кăлартăм. Юлашкинчен сумкăна пачĕ. Суд ăна штраф тӳлеттерме йышăннă», — аса илчĕ ĕçри самантсене Сергей Ипатьев. Полицейскин ĕçĕ яваплă та йывăр. Çумра ăнланакан çын пулсан вара çăмăлрах. Сергей Ипатьева ĕçрен мăшăрĕ кĕтсе илет. «Килтисем эпĕ çĕр варринче те ĕçе тухса кайма пултарнине ăнланаççĕ. Мăшăрăм Надежда çакна хăнăхнă ĕнтĕ. Эпир унпа çулталăк çурă пĕрле пурăнатпăр», — малалла калаçрĕ полици майорĕ. <...>
Юлия ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Пĕр палламан каччăпа пĕрлешсе унпа 55 çул пурăнать
«Чашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулмасть. Анчах ялан шăкăртатсан вăл çĕмĕрĕлет, юрăхсăра тухать. Çемьере те çаплах: ялан харкашу пулсан çемье тĕрекĕ пĕтет. Эпир нихăçан та пĕр-пĕрне кӳрентермен, çилĕ хăваласа çӳремен. Пирĕн ун пек тума вăхăт та пулман. Тен, çавăнпа эпир 55 çул пĕрле пурăнатпăр та», — калаçăва сыпăнтарма пуçларĕ Зинаида Терентьева.
Çитмен пурнăç
Зинаидăпа Николай Терентьевсем Патăрьел округĕнчи Пăлапуç Пашьел ялĕнче пурăнаççĕ. Пилĕк ача çуратса ӳстернĕ вĕсем. Паянхи кун 11 мăнукпа, 8 кĕçĕн мăнукпа савăнса пурăнаççĕ. Кĕçех 9-мĕш кĕçĕн мăнукĕ çут тĕнчене килмелле. Пирĕн калаçу ытларах Зина аппапа пулчĕ. Çемье ăшши хĕрарăмран нумай килет-çке-ха. Зина аппа çак тăрăхрах Упамса ялĕнче 1947 çулта Михаилпа Евдокия Кошкинсен çемйинче çуралнă. Ашшĕне ялта Милюк тесе чĕннĕ. Ăна, вăрçăран йывăр аманса таврăннăскере, 1945 çулта авлантарнă. Зина аппа ашшĕне, ачалăхне аса илсе çапла каласа пачĕ. «Аттен алă лаппинчен пуçласа чавса таран пĕр пысăк шăмми çукчĕ. Эпир, ачасем, çав вырăна стакан та лартаттăмăр, шыв та яраттăмăр. Шăпах пĕр стакан шыв вырнаçатчĕ унта. Эпĕ пĕчĕк чухне атте лесникре ĕçлетчĕ. Асли пулнăран мана картунра хăваратчĕç. Хĕвел çине тухса лараттăм вара. Ман пата хурăн пуçлă çĕлен шуса пыратчĕ. Унпа выляттăм. Мăй тавра йăваласа йăтса çӳреттĕм. Аттепе анне куншăн мана ятлатчĕç. Картунра пурăннă чухнехи пĕр самант асра юлнă. Тепĕр икĕ çуртра урăх çемьесем пурăнатчĕç. Анне йывăр çын пулчĕ. Çăмăлланма вăхăт çитсен аптăрарĕ, анчах больницăна илсе каякан çук. Атте вăрмана кайнăччĕ. Ачи урлă килнĕ иккен, анне ниепле те çăмăлланаймасть. Кӳршĕри икĕ хĕрарăм сак çине хăпарса тăчĕç те ăна кутăн тытса силлерĕç. Çапла шăллăм çут тĕнчене килчĕ. Анне 9 ача çуратнă. Иккĕшĕ пĕчĕк чухнех вилнĕ, пĕри 21 çул тултарсан чирлесе çĕре кĕчĕ. Паянхи кун пиллĕкĕн тăрса юлтăмăр. Вăрçă хыççăнхи çулсем çăмăлах пулман, çапах аттепе анне пире выçă лартман. Хамăр та пĕчĕклех ĕç çумне çыпăçнă. 8 класс пĕтернĕ хыççăн фермăна пăру пăхма кайрăм. Асли пулнăран малалла вĕренме кайма шухăшламан та. Ун чухне тăхăнмалли те çукчĕ. Атте çăпата туса паратчĕ, ан йĕпентĕр тесе тĕпне такан çапатчĕ. Фермăна ĕçе вырнаçсанах пăрусем вилме тытăнчĕç. Кăвакарнă утă çитереттĕмĕр, çамрăк выльăх çавна епле чăттăр ĕнтĕ? Ĕçе пăрахса ăçта та пулин кайма та шухăшланăччĕ. Анчах документ алла памарĕç. Çапах хамран аслăрах хĕрĕн докуменчĕпе Владимир облаçне торф кăлармашкăн кайма пултартăм. Укçа ĕçлесе илĕп тесе шухăшларăм. Ун чухне шăпах Гагарин космоса вĕçнĕ çулччĕ. Гусь-Хрустальный хулинче ĕçлерĕмĕр. Çав тери йывăрччĕ. Хĕрсем торф тултарнă йывăр карçинккасене йăтаймасăр тĕшĕрĕле-тĕшĕрĕле анатчĕç. Шурлăха мĕн чухлĕ кĕрсе ӳкмен-ши? Пурпĕрех чăтнă. Ара, укçа кирлĕ-çке. Пĕрре укçа панă хыççăн лавккана пусма-тавар илме кайрăмăр. Унта кĕсье вăрри нумайччĕ. Черете тăтăмăр. Манран кăшт маларах тăракан хĕрĕн сумкине вăрă лезвипе каснине куртăм. Пĕр хăрамасăрах хĕр патне пырса кун пирки пĕлтертĕм. Вăрă ман çине сиксе ӳкрĕ. Лезвийĕпе манăн пит-куçа чĕресшĕнччĕ. Эх, çапăçрăмăр иксĕмĕр. Юрать, çав вăхăтра лавккана милиционер кĕрсе тăчĕ. Вăл килмен тĕк куçсăр тăрса юлаттăм пуль. Вăрă тухса тарма ĕлкĕрчĕ. Кун хыççăн çав хĕр мана кашни курмассерен тав сăмахĕ каларĕ. «Эсĕ пулман тăк укçасăр юлаттăм вĕт», — тетчĕ. Тен, тата ĕçлеттĕм пулĕ. Анчах пирĕн килте пушар тухни çинчен пĕлтерчĕç. Эпир унччен те темиçе хутчен çуннăччĕ. Хальхинче килтисем çири кĕписемпе кăна тăрса юлнă. Яла таврăнтăм. Каллех фермăна ĕçе вырнаçрăм. Пăру та, ĕне те пăхнă. Ун чухне ĕçленĕшĕн укçа тӳлеместчĕç, ĕç кунĕ çырса пыратчĕç. Укçа-тенкĕ тăвас тесе Улатăрти махорка заводĕнче те ĕçлесе пăхрăм. Пурпĕрех колхозран ниçта та каяймарăм. Пĕррехинче кӳршĕ хĕрĕсем Пăлапуç Пашьелне çăм таптарма каяссине пĕлтĕмĕр. Унта вĕсен тăванĕсем пурăнатчĕç. Килтисем мана та вĕсемпе пĕрле кайма сĕнчĕç. Унта кайсан çав кунах килейместĕн, çĕр выртма тиврĕ. Ун чухне кӳршĕсем пĕр-пĕрин патне калаçмалла тесе каçса ларатчĕç. Эпир чарăннă хуçасем патне те кӳрши каçрĕ. Тем ĕç туса пулăшнă пулĕ эпир. Çакна вăл сăнаса ларнă тет. Çак арçынна эпĕ ĕçре вăр-вар пулни килĕшнĕ. Вара вăл пире хваттере янă хуçапа мана ывăлĕ валли вăрламашкăн калаçса татăлнă. Ывăлĕ 18 çула çеç кайнă. Арăмĕ чирлĕ, ĕçлеймест. Килте хĕрарăм алли кирлĕ пулнă вĕсене. Çапла мана икĕ арçын пĕрре те курман каччă валли вăрласа каçрĕ. Икĕ эрне ниçта кăлармасăр усрарĕç. Тула тухмалла пулсан та иккĕн сыхлатчĕç. Çук, мана пӳрнепе те тĕкĕнмен ун чухне. «Эх, киле çеç çитесчĕ. Ун чухне мана кунта урăх ямĕç-ха та», — тесе шухăшлаттăм. Икĕ эрнерен вĕсене анне патне илсе кайма ӳкĕте кĕртрĕм. Киле пырса кĕтĕмĕр, анне шăпах валашкара япала çăватчĕ. Аллинчи йĕпе япалипе мана çапма та хатĕрленнĕччĕ. Мана вĕсемпе урăх ан яр тесе йăлăнтăм. «Халĕ эсĕ — каснă чĕлĕ. Пĕр каснă чĕлĕ сыпăнмасть. Ял хушшинче мĕн калăпăр? Каялла кай», — тесе мана ăсатрĕ. Пĕрлешрĕмĕр. Туй туман эпир, «çĕнĕ хăта» туса ирттернĕччĕ. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
Шадриков пуçарулăхпа палăрнă, Моисеев артиста тухнă
Культура керменĕсенче концерт, спектакль сезонĕ пырать. Кĕрхи тĕксĕм каçсене çĕр çинче утса çӳрекен «çăлтăрсем» çутатаççĕ. Кам концертсене çӳресех каймасть — эстрада юрăçисене пирĕн хаçатра курма пултарать. Курма çеç мар, хăшĕ-пĕрин пурнăçĕпе те халех паллаштарăпăр.
Çак кунсенче «Контактра» социаллă сетьре Аидăн сăн ӳкерчĕкĕсемпе видеовĕсем кашни кун хыпарсен лентинче сике-сике тухрĕç. Вĕсем кăмăла çĕклеççĕ, хĕрарăм кĕлеткин илемĕпе киленме хистеççĕ. Пурнăçпа киленме пĕлет çав «Эс манăн сывлăш», «Эсĕ манăн пур» тата ытти хит авторĕ. Кашни кун мĕнле иртни пирки веçех пĕлтерсе тăнă Аида. Хăйĕн подписчикĕсене Египет кăмăллă, хĕрӳ, пысăк салам янă. Вăл Хургада хулинче иккĕмĕш хут ĕнтĕ канать. Çакăнти илемлĕ вырăнсем, сывлăш килĕшет ăна. Хĕрлĕ тинĕсе, унти илемлĕ коралсене, тĕрлĕ пулла, моллюсксене ытарма çук. Гороскоппа Аида хăй те Пулă-çке. «Çавăнпа питĕ юрататăп ишме, тинĕсе чăмса пулăсемпе выляма. Сарă куçлă, сар туталлă пуллисем вара пит хаяр, чĕпĕтсе илеççĕ, каçхине çыртаççĕ. Çавăнпа та 18 сехет хыççăн шыва кĕме юрамасть. Тинĕсрен темле чĕмере те ишсе килет çыран хĕрнелле. Кунта питĕ ăшă, 31 градус», — çырнă Аида. Вăл Парадайз утравĕнче вип-яхтăпа, «банан» çинче ярăннă, аквалангпа шыва кĕнĕ. Парне валли чей, парфюм туяннă чухне вăл ăнсăртран Питĕрти бизнесменпа паллашнă. Арçын ăна пляжри ташă каçне, тинĕс хĕрринчи çутăсен айĕнче ташлама, чĕннĕ. Туристсем валли лавккасем кунта çур çĕрччен ĕçлеççĕ. Аида кашни кун вĕсем тăрăх çӳренĕ. Хăйне кăна савăнтарассишĕн мар, юлташĕсем валли парне туянассишĕн те. Пляжри дискотека çур çĕр иртни 2-ччен пырать. Кăштах иккĕленнĕ хыççăн Аида унта тухнă. Бизнесменпа паллашăва малалла тăснă. Пĕрле аванах ташланă вĕсем. «Кăмăллă паллашу пулчĕ», — палăртнă стилист, парикмахер пулса ĕçлекен юрăç. Халĕ вара çул çӳреврен шăккалат тĕслĕ ӳтпе таврăннă Аида Египетран илсе килнĕ манго, персик, гранат тутиллĕ чейсемпе сăйланса ăшă аса илӳсемпе киленет. Унăн студине çӳç касма килекенсене те хăналать. Сăмах май, отпускри сăн ӳкерчĕксене халĕ те вырнаçтарать Аида. Профессионал фотограф ăна 800 сăн ӳкерчĕк ярса панă. Çулталăкĕпех пăхăпăр апла! Типшĕм Сашук пандеми пуçланнăранпа хăйĕн концертне ирттерменччĕ. Ятарлă çар операцийĕ пуçланнă хыççăн та сăпайланнă, унта пирĕн салтаксем тăшманпа хаяррăн кĕрешнĕ вăхăтра, халăха савăнтарма аван марланнă. Кăçал çурла уйăхĕнче юрăç 50 çул тултарчĕ. Юбилей ячĕпе концерт йĕркелессине вăл пĕлтĕрех палăртса хунă. Авăн уйăхĕн вĕçĕнче унăн пултарулăхне килĕштерекенсем валли чăн-чăн уяв пулчĕ темелле. Концерта юрăçăн çамрăк чухне çырнă юррисемпе пĕрле хальхи вăхăтрисем те пуянлатрĕç. Пурнăç мĕнле, юрăсем те çавнашкал тесе Типшĕм Сашук СВО темине халалласа юрă нумай çырать. Вĕсене халăх ура çине тăрса итлет. Сашукăн юлташĕсен хушшинче СВОра çапăçакан чылай. Вĕсем тачă çыхăну тытаççĕ. Сашук хăйĕн телеграм-каналĕнчи подписчикĕсене юбилей турне пуçлани пирки пĕлтернĕ. Концертсемпе вăл Чăваш Енри хуласемпе ялсене кăна мар, регион тулашне те тухма палăртнă. Ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисем унăн концертне тӳлевсĕр курма пултараççĕ. Алексей Шадрикова сцена çинче мар, Правительство çуртĕнче курни пĕртте тĕлĕнтермерĕ. «Чылай çĕрте çынсем «Ĕç кунĕ ирттĕр — шалу пырать» тесе ĕçлеççĕ, пуçарулăх кăтартмаççĕ. Эпĕ яланах хастаррисен йышĕнче пулнă», — палăртрĕ нумай хит авторĕ. Аса илтеретпĕр: халĕ юрăç Шупашкар округĕнчи санаторипрофилакторире пуçлăхăн заместителĕнче ĕçлет. Акă кăçал Алексей «Управлени команди» республика конкурсне хутшăннă. Бизнес, культура, наука, вĕрентӳ тытăмĕсенче ĕçлекенсенчен конкурса пурĕ 70 ытла заявка килнĕ. Çурма финала 60 çын тухнă. Вĕсен Шупашкар агломерацине кĕрекен округсем валли виçĕ кунлăх туризм маршручĕ хатĕрленĕ. Конкурс вĕçĕнче 5 çĕнтерӳçĕпе 20 финалиста палăртнă. Нумаях пулмасть вĕсене «çӳллĕ» çурта чĕнсе илсех чысларĕç. Çав йышра Алексей та пулчĕ. «Командăпа пухăнса пĕр-пĕр ыйтăва сӳтсе явасси — тĕлĕнмелле кăсăклă ĕç! Пуç мими «штурмĕ»! Эпир Сĕнтĕрвăрри округĕ валли туризм проекчĕ çыртăмăр. Муниципалитет администрацийĕсем ăна пурнăçа кĕртме пултараççĕ», — терĕ ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Пĕрисем общество ĕçĕнче хастарлăх кăтартаççĕ пулсан теприсем хăйсене çĕнĕ пултарулăхра тĕрĕслеççĕ. Дмитрий Моисеев юрăç, тĕслĕхрен, артиста тухнă. Вăл вылянине Шупашкарти камера театрĕ лартакан «Есенин. Испытание славой» спектакльте курма пулать. Дима мĕнле майпа артист пулса тăнă-ха? Çулла ун патне К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ Вася Васин шăнкăравланă. Мускавра режиссера вĕренекенскер спектакль лартма шухăшлани пирки пĕлтернĕ. Унта чĕрĕ кĕвĕпе пуянлатма çамрăк юрăçа чĕннĕ. Çапла çав, пултаруллисене тӳрех асăрхаççĕ! Дима Моисеев пĕр хушă иккĕленнĕ хыççăн, пулас режиссер ыррăн ыйтнине кура, килĕшнĕ. Театрта вылясси — уншăн çĕнĕлĕх. Вара вăл репетицисене çӳреме пуçланă. «Профессионал артистсен ĕçне шалтан курма питĕ кăсăклă пулчĕ. Мана вĕсем хăйсенчен уйăрмарĕç, кăмăллăн йышăнчĕç, усăллă сĕнӳсем пачĕç. Есенина унта виçĕ çын вылять: пĕрремĕшĕ — хăй, тепри — «хура çын» (поэтăн пурнăçĕнчи пĕр пайĕ), тата — эпĕ, Есенин чунĕн пĕр пайĕ. Манăн роль паянхи пурнăçра та поэтăн пултарулăхĕ вилĕмсĕррине кăтартать. Амăшĕпе Муза рольне Светлана Лукиянова вылять. «Пĕтĕм вăрттăнлăха каласа парсан постановкăна курма интереслĕ мар», — тет режиссер. Çавăнпа хăвăр килсе курăр», — спектакле чĕнчĕ Дима. Камера театрĕ капăрлăхĕпе ăна питĕ тĕлĕнтернĕ. <...>
Çăлтăрсен пурнăçĕпе Альмира ИЛЬМИНСКАЯ кăсăкланнă.
♦ ♦ ♦
«Алла тытсан вăл ытла та пĕчĕк пек туйăнчĕ»
Вăрмар округĕнчи Анаткас ялĕнче пурăнакан Елена Мишинăпа Александр Павлов ывăлĕ-хĕрĕ çитĕнсен ача опекăна илесси пирки шухăшлама тытăннă. Аслисем хулана вĕренме кайсан кĕçĕн ывăлĕ Данил та питĕ тунсăхланă.
Пĕртăвансем
Çемье пуçĕ Александр ĕмĕрĕпех учительте ĕçленĕ, Кĕлкеш шкулĕнче ачасене физикăпа математика предмечĕсене вĕрентнĕ. Халĕ Мускава вахта мелĕпе ĕçлеме çӳрет. Елена Мишина сутуçăра вăй хунă. Мăшăр 3 ача çуратса ӳстернĕ. «Пирĕн ачасем умлăн-хыçлăн çуралман. Пĕрремĕшĕ иккĕмĕшĕнчен — 4 çул, иккĕмĕшĕ виççĕмĕшĕнчен 9 çул аслăрах. Марина качча тухсан çемйипе хулара тĕпленчĕ. Максим вăл вăхăтра Шупашкарта вĕренетчĕ. Данил шкула çӳретчĕ. Хăшĕ-пĕри çулсене пăхмасăр хăйсем валли тепĕр ача çуратать. Эпир вара Данила пĕччен кичем ан пултăр, ун валли калаçмашкăн тус кирлĕ тесе ача опекăна илме шухăшларăмăр. Аслисем килтен тухса кайсан вăл питĕ тунсăхланине сисеттĕмĕр. Канмалли кунсене чăтăмсăррăн кĕтетчĕ, пĕртăванĕсене тепре куриччен миçе кун юлнине шутласа пыратчĕ. Марина банкра ĕçлет. Максим электрикре вăй хурать. Данил халĕ Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче ăс пухать. Аслипе вăтамми пире 3 мăнук парнелерĕç», — калаçăва пуçларĕ нумай ача амăшĕ. 8 çул каялла çемьере йыш хушăннă. Килте ывăл пулнăран Еленăпа Александр хĕрача илме шухăшланă. Ку ыйтупа Вăрмар округĕнчи опека органне çитнĕ, унта çемьене документсем пуçтарма хушнă, тăлăх хĕрача тупăнсан шăнкăравласа пĕлтерме шантарнă. Кĕçех Еленăпа Александр Аньăна çемьене илсе килнĕ. Унтан, çур çултан, Максим вĕсем патĕнче хӳтлĕх тупнă. Аньăпа Максим — пĕртăвансем. Анчах шăпа вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрнă: Максим Вăрмарти реабилитаци центрĕнче пулнă, Аня Шупашкарти ача çуртĕнче пурăннă. Амăшĕ вĕсене пĕчченех ӳстернĕ. Малтан хăех пăхкаланă, анчах кайран ăна амăшĕн прависĕр хăварнă. «Кирлĕ документсем хăвăртах хатĕрлесе çитертĕмĕр. Канаша ача опекăна илме палăртнă ашшĕ-амăшĕн шкулне вĕренме çӳрерĕмĕр. Унтан пирĕн пата Шупашкарти ача çуртĕнчен шăнкăравларĕç, икĕ çулти хĕрача пуррине пĕлтерчĕç. Тăван амăшĕнчен сас-хура пулман, тăванĕсем те ачапа кăсăкланман. Хĕрачан пиччĕшĕ пуррине каларĕç. Эпир хăçан килме пултарассине ыйтрĕç. Пиччĕшĕпе йăмăкне уйăрас темерĕмĕр. Вăхăта тăсмарăмăр, иккĕшне те çемьене йышăнма килĕшрĕмĕр. Виçĕ кунран Шупашкара çитрĕмĕр. Хĕрачана пирĕн пата паллашма илсе киличчен питĕ хумхантăмăр. Хамăрăн ачасем пысăкланнăран-ши — хĕрачана алла тытсан вăл ытла та пĕчĕк пек туйăнчĕ. Пĕр-пĕрне хăнăхмашкăн тесе пире пӳлĕмре ачапа кăна хăварчĕç. Вăл пачах ютшăнмарĕ. Ача пирки мĕн шухăшланине журнала çырмаллаччĕ. Çынсем мĕн çырнине пăхрăм: пĕрисем икĕ эрне е пĕр уйăх шухăшласа пăхатăп тенĕ, теприсем вара ачана илме килĕшмен... Эпĕ пĕр шухăшламасăрах «килĕшетпĕр» тесе çырса хутăм. Эпир пасара япала суйлама килмен вĕт! Ачана ашшĕ-амăшĕ кирлĕ. Ăна пăхса ӳстерĕпĕр терĕмĕр. Документсене хатĕрлесе çитерсе пире хĕрачана илсе кайма ирĕк пачĕç. Данил Аньăна чăтăмсăррăн кĕтрĕ. «Хăçан килет?» — тесе ыйтатчĕ пĕрмаях. Кайран Аньăн пиччĕшне те илсе килессине пĕлсен питĕ савăнчĕ. Хĕрача чĕрепе аптăранине заведующи çавăн чухнех асăрхаттарчĕ. Анчах ку мана хăратмарĕ. «Чĕрепе чирлекенсем те пурăнаççĕ вĕт», — терĕм хам ăшра. Аньăна 2-3 çул кашни çур çулта Шупашкарти больницăна чĕрине тĕрĕслеттерме илсе çӳрерĕмĕр. Тухтăрсем каярахпа чир-чĕр парăннине пĕлтерчĕç. Ачасем çемьене çăмăллăнах хăнăхрĕç. Максим унăн йăмăк пуррине пĕлнĕ, манман. Вĕсем илсе килсенех çывăх хутшăнма тытăнчĕç. Максим час-часах чирлетчĕ. Халĕ сывлăхĕ йĕркеленчĕ, больница тăрăх çӳреместпĕр. Илсе килнĕ чухне иккĕшĕ те калаçаймастчĕç. Аня хăйĕн ятне кăна калаятчĕ. Ачасем майĕпен çемьери лару-тăрăва хăнăхса, уçăлса пычĕç. <...>
Юлия ИВАНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...