Комментировать

16 Окт, 2014

Форум çинчен - ентешсен шухăшĕ

Юрий ПОПОВ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ:

Пĕтĕм тĕнчери форум пĕтĕм республикăна ыйхăран вăратрĕ тейĕн. Çав кунсенче Шупашкарти кашни çын пĕлтерĕшлĕ пулăмăн сывлăшĕпе сывларĕ: пĕрисем «çăлтăрпа» пĕрле зарядкăна тухрĕç, теприсем ГТО нормативĕсене пурнăçлассишĕн тăрăшрĕç, виççĕмĕшĕсем спорт мероприятийĕсене çитсе курма васкарĕç. Палăртмалла: форума Чăваш Енре ирттерме шухăшлани ахальтен мар. Юлашки çулсенче массăллă спорта аталантарассипе пирĕн республикăра чылай ĕç тунă, Европа тата тĕнче шайĕнчи ăмăртусем йĕркелес енĕпе те пысăк опыт пухнă. Çак пĕлтерĕшлĕ пулăм кашни çын асĕнче юласса, сывă пурнăç йĕркине пăхăнма хавхалантарасса, çĕнĕ çитĕнÿсем тума çунат хушасса шанатăп.

Алина ИВАНОВА, Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 8-мĕш спорт шкулĕн директорĕ, тĕнче чемпионки:

Форум çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм парнелерĕ, малтанхи кун çанталăк уйрăмах лайăх пулни савăнтарчĕ. Чăваш Енре пĕрремĕш хут Пĕтĕм тĕнчери утмалли кун иртрĕ, чылай çын çак акцие хутшăнса физкультурăпа спорт кашнин пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине çирĕплетсе пачĕ. Пин-пин çын кÿлмек хĕррипе утнине халĕччен курманччĕ. Пурте кулаççĕ, хаваслă, пĕрисем çавăтăнса пыраççĕ, теприсен аллинче - хăмпăсем, ялавсем... Курăмлă тепĕр пулăм вăл - спортсменсен парачĕ. Хĕрлĕ тÿремпе республикăри паллă спортсменсем, ветерансем, федераци ертÿçисем утса тухрĕç. Эпир çĕр-шыв ялавне йăтса утрăмăр. Иккĕмĕш кун эпĕ спорт резервне хатĕрлес ыйтăва халалланă конференцие хутшăнтăм, хам валли çĕннине нумай пĕлтĕм. РФ спорт министрĕн шухăшĕсем уйрăмах килĕшрĕç. Манăн шухăшăмпа, форум халăхшăн чăн-чăн пысăк уяв пулчĕ.

Сергей Волков, РФ ШĔМĕн Патшалăх автоинспекцийĕн тĕп управленийĕн ятарлă центрĕн пай пуçлăхĕ, полици полковникĕ:

Пĕтĕмĕшле хаклас тăк - спорт форумĕ йĕркеллĕ иртрĕ. Хăнасем ăна лайăх хак пачĕç. Пире форума килнĕ Раççей Президентне Владимир Путина кĕтсе илме, ертсе çÿреме тиврĕ. РФ Шалти ĕçсен министрĕ Владимир Колокольцев та, ыттисем те кăмăллă юлчĕç. Пысăк çынсене ытти мероприятире те йышăнма тивнĕ, анчах хăнасем Шупашкара, унта пурăнакансене хальхи пек питĕ килĕштернине курман. Кунти тасалăхпа тирпейлĕх те, çынсен хаваслăхĕпе тараватлăхĕ те, спортпа туслă пулни те тыткăнларĕ вĕсене. Тăван тăрăха, пирĕн ĕçе çакăн пек хаклани мана, Чăваш Енре çуралса ÿснĕскере, паллах, хавхалантарать.

Владимир Андреев, Олимп вăййисен бронза призерĕ:

«Раççей - спорт çĕр-шывĕ» форум пĕтĕмĕшле лайăх иртрĕ. Чăн та, килĕшрĕ вăл мана. Ара тĕп хуламăрта 50 яхăн Олимп чемпионĕ пулса курчĕ те! Уйрăмах мана пĕлтерĕшлĕ çак мероприятие халăх нумай хутшăнни савăнтарчĕ. Апла тăк - халăх кăмăлĕ лайăх еннелле улшăнса пырать. Çынсем сывă пурнăç йĕркине хăнăхса пыраççĕ. Республика ертÿлĕхĕ çитес çулсенче вĕсен йышне тата та ÿстерме палăртать. Ытларах мĕн килĕшрĕ тетĕр-и? Паллах, Утакансен кунне пуçласа Шупашкарта паллă туни. Çак кун /юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче/ 20000 ытла çын кÿлмек тавра утса çаврăнчĕ. Ирхи зарядка та çÿллĕ шайра иртрĕ. Спортсменсен парачĕ те куракансемшĕн хитре, асра юлмалли уяв пулчĕ. Спорт форумĕнче тĕссен вылявĕ, илемпе хитрелĕх, капăрлăх, тирпейлĕхпе ырă кăмăл, хаваслăх пĕрлешсе чунра ырă туйăм вăратрĕ. 3 кун тăршшĕпе ура çинче пулни те, маларах хĕрсех хатĕрленÿ ĕçне хутшăнни те хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Палăртнине лайăх пурнăçланипе ывăннине те туйман. Çитменлĕхсем пирки вара çÿлтисем калаçчĕç. Пирĕн, спортсменсен утасси, чупасси - тĕп вырăнта.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.