Комментировать

6 Ноя, 2024

Хресчен сасси 43 (3033) № 06.11.2024

Шкулта 70 çулччен ĕçленĕ

Красноармейски округĕнчи Яманакра пурăнакан Анастасия Викторова 100 çул тултарчĕ.

Анастасия Васильевна шкулта 70 çулччен ĕçленĕ. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ — 42 çул. 1943 çулта вăл Çĕрпӳри педагогика училищине вĕренсе пĕтернĕ те Чатукасси шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентнĕ. 1946 çулта Яманак шкулĕнче ĕçлеме тытăннă. Кунта вăл пионервожатăйра, шкул библиотекарĕнче, комсомол организацийĕн секретарĕнче вăй хунă. Общество ĕçне те хастар хутшăннă. Анастасия Васильевна 10 ытла выпуск вĕрентсе кăларнă. Паянхи кун та ачисем ăна манмаççĕ. Юбилейпе саламлама Надежда Антонова та килнĕ. Вăл та пĕрремĕш вĕрентекенрен тĕслĕх илсе учитель профессине суйласа илнĕ. Пурнăç çулĕ çине тăратнăшăн, ăс-тăн панăшăн тав сăмахĕ каларĕ. «Çăмăл пулман. Шкулта кăмака хутнă. Чернилпа çырнă. Уроксем хыççăн колхоза пулăшма кайнă. Темле йывăр пулсан та ачасене вĕрентме, çын тума тăрăшнă», — аса илчĕ юбиляр. Нумай çул тӳрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Анастасия Васильевна «РСФСР çут ĕç халăх отличникĕ» палла тата «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн», «Ĕç ветеранĕ» медальсене тивĕçнĕ. Иван Викторовпа пĕрлешсе 3 хĕр çуратса ӳстернĕ, аслă çул çине тăратнă. Шел, 70 çул урлă каçсан мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Хĕрĕсем Розăпа Рита Шупашкарти педуниверситетри физикăпа математика факультетĕнче вĕреннĕ, кĕçĕн хĕрĕ Нина суту-илӳ енне суйласа илнĕ. Халĕ Анастасия Васильевна 3 мăнукĕпе тата 5 кĕçĕн мăнукĕпе савăнса пурăнать. Ял-йышра хисеплĕ çын, ялти сумлă ватăсенчен пĕри. <...>

Ирина ПАРГЕЕВА.

♦   ♦   ♦


«Патшалăх пулăшнине туйма кăмăллă»

Республикăри катастрофа медицинин тата васкавлă пулăшу центрĕ пĕлтернĕ тăрăх, çулсерен коллектива çамрăк специалистсем килеççĕ.

Акă, сăмахран, 2018 çулта «Земство тухтăрĕ» тата «Земство фельдшерĕ» программăсем пулăшнипе район подстанцийĕсене 82 çын ĕçлеме вырнаçнă. Кăçал тата 2 фельдшер хушăннă. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса тухтăрсем — 1 миллион, фельдшерсем 500 пин тенкĕ илме пултараççĕ. Тĕслĕхрен, 47 çулти Николай Андреев медицина колледжĕнче пĕлӳ пухнă хыççăн малтанах Чăваш Енре, унтан Мускавра ĕçленĕ. Чунĕ çав-çавах тăван енне туртнă ăна. «Аттепе-анне Муркаш тăрăхĕнче пурăнаççĕ. Эпĕ Етĕрнери васкавлă медицина пулăшăвĕн подстанцине ĕçе вырнаçрăм. Кунта «Земство тухтăрĕ» программăна хутшăнма сĕнчĕç, ми нистерствăра ман кандидатурăна ырларĕç. Ял тăрăхне ĕçлеме килекенсене патшалăх пулăшнине туймашкăн кăмăллă», — пĕлтерет Николай Андреев. «Николай Всеволодович пысăк опытлă специалист, хăйĕн ĕçне аван пĕлет. Çамрăк специалистсемшĕн – чăн-чăн наставник», — теççĕ ун пирки Етĕрнери васкавлă медицина пулăшăвĕн подстанцийĕнче ĕçлекенсем. Сăмах май, районти подстанцисенче ĕçлес текенсемшĕн ваканси çителĕклĕ. Медицина учрежденийĕсем вĕсене «Земство тухтăрĕ» тата «Земство фельдшерĕ» программăсемпе те йышăнма хатĕр. Виçĕ çул каялла Муркаш округĕнчи Мăн Хураçка ялĕнчи фельдшерпа акушер пунктне «Земство фельдшерĕ» программăпа Вера Смирнова ĕçлеме килнĕ. Вера Ивановна — 3 ача амăшĕ. Декрет хыççăн чи кĕçĕннине ача садне вырнаçтарнă та тепĕр хут ĕçе пикеннĕ. Çак хушăра вырăнти ФАПа тĕпрен юсанă. Кунта халĕ ĕçлеме те кăмăллă та хăтлă. <...>

Вера МИХАЙЛОВА.

♦   ♦   ♦


Çемье ăшшине нумай çул упраса пурăнаççĕ

Элĕк округĕнчи Пĕчĕк Карачурари Иванпа Раиса Кузьминсене ку тăрăхра аванах пĕлеççĕ. Ĕçченлĕхĕпе, общество ĕçĕнче хастарлăхпа палăрнăран хисепе тивĕçнĕ мăшăр. Виçĕ çул каялла вара вĕсем хăйсен ылтăн туйне паллă тунă. Пĕр-пĕрне хисеплекенсем паян та туслă пурăнаççĕ, кил таврашĕнчи ĕçсене килĕштерсе пурнăçлаççĕ.

Кил хуçи Иван Кузьмич вырăнти культура çуртĕнче вун пилĕк çул ĕçленĕ. Унăн биографийĕ çапларах: шкул хыççăн пилĕк çул Свердловск хулинче ĕçлесе пурăннă. Тăван кĕтесе таврăнсан Ассакасси шкулĕнче хуçалăх ĕçĕсене йĕркелесе пынă. Карачура ял совечĕн председателĕнче 5 çул тăрăшнă. Ассакасси шкулĕнче ачасемпе ĕç урокне ирттернĕ. Унтан Карачурари культура çуртне ĕçе вырнаçнă. Ăна палăртнине пурнăçа кĕртмешкĕн, çутă ĕмĕт-тĕллев патне çирĕппĕн утмашкăн юрă-ташăпа туслă пулни питех те пулăшнă. — Халăхпа пĕрле чух чун уçăлнă, вăй кĕнĕ. Культура тытăмĕнчи ĕç пуçа усма паман, малалла талпăнма хистенĕ. Ял çыннисен канăвĕшĕн тăрăшасси тĕп тĕллев пулса тăнă. Эпĕ Карачурари культура çуртĕнче тимленĕ тапхăрта тĕрлĕ кану каçĕсем час-часах йĕркелесе ирттернĕ, çавăн пекех юрă-ташă ушкăнĕпе районта тата республикăра иртекен фестиваль-конкурссене хутшăнса дипломсене пĕрре мар тивĕçнĕ. Концерт программипе çывăхри ялсене те çитнĕ. Культура çуртне çĕнетессине те пысăк тимлĕх уйăрнă, — терĕ Иван Кузьмич. Халĕ вăл сакăр вуннă урлă каçнă. Çавăнпа та сцена çине тухмасть. Апла пулин те Карачурари культура çурчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе интересленсех тăрать. Юратнă мăшăрĕ Раиса Кузьмина вара пурнăçăн ытларах пайне агроном ĕçĕпе çыхăнтарнă. Вăл Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухсан «Авангард» колхозра агрономра тимлеме пуçланă. Паха вăрлăх аксан çеç пысăк тухăç илме май пуррине кĕске вăхăтра ăнланса илнĕ. Хуçалăхра 22 çул ĕçленĕ хыççăн районти вăрлăх инспекцийĕн пуçлăхне куçнă. Пысăк опытлă специалист Элĕкри тырă продукчĕсем туса кăларакан предприятире те, Шупашкарти уйрăм çын тытакан арманта та, «Рабия» хуçалăхăн директорĕн заместителĕнче те вăй хунă. Кирек хăш ĕçре те тăрăшулăхпа палăрнă. Раиса Михайловна агроном ĕçĕ пархатарлă пулнине аван ăнланнă. Вăл кун каçа ăçта кăна çитмен-ши? Кампа курса калаçман-ши? Кашнинпе пĕр чĕлхе тупма пултарнă. Пур çĕрте те ĕç пирки калаçнă. — Эпĕ колхозра агрономра ĕçленĕ вăхăтра тыр-пултан çулсерен тенĕ пек пысăк тухăç илнĕ. Мĕншĕн тесен лайăх кăтарту тăвассишĕн чунтан тăрăшнă, çавăнпах хĕрӳ тапхăрта уй-хиртен татăлма пĕлмен тесен те юрать, — терĕ Раиса Михайловна. Ĕçри хастарлăхшăн ăна «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чысланă. Çавăн пекех «Хисеп палли» ордена тивĕçнĕ. — Тивĕçлĕ канăва тухсан, ĕçрен уйрăлсан тем çитмен пекех туйăнатчĕ. Çавах та килти пурнăçа та майĕпен хăнăхрăм. Мăшăр юнашар пулни те чĕрери тунсăха сирме пулăшрĕ,— пĕлтерчĕ Пĕчĕк Карачура хĕрарăмĕ. Иртни патне таврăнас пулсан, каччăпа хĕр çамрăк чухне ăнсăртран тенĕ пек паллашнă. Якунекасси пики Раиса Михайловна, Шупашкарта ĕçлесе пурăнаканскер, яла автобуспа килме тухнă. Çул çинче Пĕчĕк Карачура ял йĕкĕчĕпе калаçу пуçарнă. Чарăнура ăна япаласем йăтса антарма та пулăшнă. Çавăн чухне Иван каçхине хĕр патне пырассине пĕлтернĕ. Раиса хирĕçлемен. Çапла вара каччă канмалли кунсенче Якунекассине велосипедпа васканă. Çумăр çусан çуран утма та ӳркенмен. Иккĕшĕ пĕр-пĕринпе тĕл пулсан нумайччен калаçса ларнă. Каччă хĕре ăшă сăмахсем калама именмен. Çапла майпа унăн кăмăлне çавăрнă. Вăхăт шунăçемĕн вĕсем юрату авăрне кĕрсе ӳкнĕ — пĕр-пĕринсĕр пурăнма май çуккине аван ăнланса илнĕ. Çулталăкран кĕр мăнтăрĕпе чăваш туйĕ кĕрлеттерсе çемье йĕркеленĕ. Унтанпа Кузьминсем халĕ алă виçĕ çул пĕрле пурăнаççĕ. Апла пулин те паян та пĕр-пĕрин çине ăшшăн та юратуллă куçсемпе пăхаççĕ. Пĕри те пĕри юнашар мар чухне тунсăх пуснине аван туяççĕ. <...>

Юрий КОРНИЛОВ.

Элĕк округĕ.

♦   ♦   


Хăвăрт утса тĕрлĕ дистанцие парăнтарать

Вăрнар округĕнчи Ярмушка ялĕнче пурăнакан Надежда Лаврентьевăна спортпа туслă пулни хавхалану кӳрет, вăй-хал хушать. Ăмăртусем уншăн уяв пекех. Спортшăн вăл укçитенкине те, вăхăтне те хĕрхенмест.

Надежда Алексеевнăна физкультура учителĕ Геннадий Сорокин спорт çулĕ çине тăма пулăшнă. «Вăл мана ялан ырлатчĕ, хавхалантарса тăратчĕ, çавăнпа манăн тата лайăхрах пулас килетчĕ. Шкул хыççăн Шупашкарти планпа экономика техникумне вĕренме кĕтĕм. Унта çăмăл атлетика ăмăртăвĕсенче туслашнă Надя Ильинапа Лидия Степанова пĕлӳ илетчĕç. Канаш районĕн хĕрĕсен тренерĕ Станислав Егоров мана хăй хӳттине илчĕ. Тренировкăсене хĕпĕртесех çӳреттĕм, тĕрлĕ дистанцие чупассипе спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçларăм. Анчах авари хыççăн спортран вăхăтлăха уйрăлма тиврĕ. Техникумран вĕренсе тухсан çемье пурнăçĕ пуçланчĕ. Икĕ ача çуратсан тепĕр хут спорта таврăнтăм. Пĕчĕкскерсене пĕрле илсе çӳреттĕм. 80-мĕш çулсенче пирĕн районта полиатлон вăй илнĕччĕ. Александр Сазонов тренер пулăшнипе спортăн çак тĕсĕпе туслашрăм. Вăлах мана пăшалтан пеме вĕрентрĕ. Республикăри чылай ăмăртăва хутшăнса мала тухрăм. Спартакиадăра пĕрремĕш вырăн йышăннăччĕ», — иртнине аса илчĕ хĕрарăм. Ветерансен йышне кĕрсен 8 çул каялла вăл хăвăрт утма тытăннă. «Малтан техникăна алла илес тĕллевпе интернетри материалсене шĕкĕлчерĕм. РСФСР тава тивĕçлĕ тренерĕпе Виктор Семеновпа паллашни пысăк витĕм кӳчĕ. Вăл мана паянхи кун та вĕрентсе пырать. Хусанта иртнĕ турнир маншăн пĕрремĕш пулчĕ. Унтанпа тĕрлĕ хулари ăмăртусене хутшăнтăмăр. Çак тапхăрта тус та йышланчĕ. Муркашри Зинаида Тепеева, Çĕнĕ Шупашкарти Альбина Судеркина, Куславккари Лев Петров, Хĕрлĕ Чутайри Людмила Михуткина юлташсем пулса тăчĕç. Вĕсене курни, вĕсемпе калаçни кăмăл-туйăма çĕклет», — терĕ Надежда Алексеевна. Спорт ветеранĕн наградăсен пухмачĕ пуян. Кăçал вăл Раççей чемпионачĕпе кубокĕнчен тăватă медальпе таврăннă. «Ăмăртусене 50 ытла регионтан килеççĕ. Тĕрлĕ хула — Челябинск, Тольятти, Хусан... — спортсменĕсемпе тупăшатпăр. Çĕршыв кубокĕнче 800 метра чупса тата 5 çухрăм утса пĕрремĕш пултăм. Старта тухас умĕн тĕрĕс апатланмалла, унсăрăн кăтарту лайăх пулмасть. Çăмăл апат çимелле. Ытларах чухне рационта — чейпе печени», — пĕлтерчĕ спортсменка. Çавăн пекех пирĕн ентеш кăçал Беларуç Республикинче иртнĕ чемпионатра кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Надежда Лаврентьева культура тытăмĕнче 36 çул вăй хурать. Вăл — ялти клуб ертӳçи. «Унччен эпĕ суту-илӳре ĕçленĕ. Партком секретарĕ Валентин Тимофеев, кайран вăл колхоз председателĕ те пулчĕ, сĕннипе ку тытăма килсе лекрĕм. Ӳкĕнместĕп. Хамăн ĕçе юрататăп. Культура çуртĕнче виçĕ коллектив: «Шурăмпуç» фольклор ансамблĕ, ватăсен «Утмăл турат» ушкăнĕ, ачасен ансамблĕ. Мана пулăшса пыракансем пурри савăнтарать: Эльвира Балыковăпа, Алина Илларионовăпа, Вениамин Ивановпа, шкул директорĕн канашçипе Любовь Максимовăпа пĕрле килĕштерсе ĕçлетпĕр. Канмалли кунсенче, уявсенче мероприятисем йĕркелетпĕр, районтисенчен те юлмастпăр. Кăçал ВДНХна кайса килтĕмĕр. Пирĕн клуба теннис, бильярд выляма килеççĕ», — каласа кăтартрĕ ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.