Комментировать

1 Ноя, 2024

Порт тараватлăх индустрине тĕревлет

«Лайăхрах пултăр — туристсем ытларах килччĕр. Килччĕр кăна мар — кунта ытларах укçа хăварччăр», — çапла каласа пуçларĕ Шупашкар юхан шыв порчĕн директорсен канашĕн председателĕ Владимир Тимофеев туризм аталанăвне, тараватлăх индустрине аталантарассине тата кăçалхи навигаци кăтартăвĕсене халалланă тĕлпулăва.

Тĕрĕссипе, темиçе министерствăпа ведомство ертӳлĕхĕ, туркомпанисен представителĕсем хутшăннă калаçу юхан шыв порчĕн пысăк тĕллевĕсем тавра йĕркеленчĕ, вĕсем вара, паллă, шăпах туризма пырса тивеççĕ – пĕри тепринпе тачă çыхăннă. Владимир Тимофеев пĕлтернĕ тăрăх, порт кăçал 728 карапа — 103 пин çынна — йышăннă. Хальччен пулман кăтартусем! Çавна май хальхи портра тăвăр — карапсемшĕн те, çынсемшĕн те. Çавăнпа аталанассисарăласси — вăхăт хистевĕ. Реконструкципе çыхăннă плансем пысăк. Çĕнелнĕ порт территорийĕнче çуран çулсен зони кăна 4,5 километра тăсăлмалла. Пĕр хутлă галерейăра кассăсемсĕр пуçне суту-илӳ лаптăкĕ те пысăк пулмалла: аптекăсем, лавккасем, ытти павильон… Хăнасене илĕртмелли продукци туса кăларакан темиçе компани, кунти лаптăксене йышăнма тивĕçскерсен, ячĕсене халех асăнчĕç: «Шупашкар трикотажĕ», «Акконд», «Дикий лось». Çак список, паллах, вăхăт иртнĕ май чылай вăрăмланĕ. Вак-тĕвек пек туйăнакан, чăннипе вара пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусем çине те алă сулман. Калăпăр, 4,5 тăваткал метр йышăнакан лаптăксен 500 метрне туалетсем валли уйăрма пăхнă – пĕтĕмпех çӳллĕ шайра пулмалла. Атăлăн Хусан тата Мускав çыранĕсене автоçулпа çыхăнтармалли хăйне евĕрлĕ йышăну — тоннель чавасси. Çакă нумай чăрмава сирме тивĕç. Чи пĕлтерĕшли — тата икĕ причал тăвасси. Причал стенки самай вăрăмланĕ — Хусан çыранĕпе тата 350 метр тăсăлĕ — шăпах круиз карапĕсем валли. Çапла вара хальччен 6 карап кăна вырнаçнă порт реконструкци хыççăн малашне пĕр харăс 12 карапа йышăнма пултарĕ. Çакăн валли Атăл шывĕн пĕр пайне «туртса илесшĕн». Урăхла каласан порт тип çĕр çине шалалла кĕрсе сарăлмĕ — унта вырăн çук, юхан шыв еннелле тухĕ. Турагентствăсен ертӳçисене ахальтен чĕнмен — çĕнелекен портри лаптăксенче мĕнмĕн пулмалли пирки вĕсенчен те сĕнӳсем кĕтеççĕ. Чăн та, вăрах мар. Сĕнӳсене йышăнса тишкернĕ, шута илнĕ хыççăн вăраха ямасăр ĕçе пуçăнасшăн. Çитес çулах. Çĕнелнĕ-пысăкланнă порт 2026 çулхи çу уйăхĕнчех ĕçлесе каймалла — навигацие çĕнĕ хăватпа тата майсемпе пуçламалла. Улшăнусене çул памаллине портăн генеральнăй директорĕ Ванифатий Шайкин цифрăсемпе усă курса çирĕплетрĕ. 2021 çулта Шупашкар порчĕ 428 карапа йышăннă. 2022 çулта Шупашкарта 512 карап чарăннă, пĕлтĕр — 656. Йышăннă çынсен шучĕ те çакнашкал шайлашупах пысăкланса пынă. 2024 çул кăтартăвĕсем тата пысăкраххи çинче çӳлерех каларăм. Паллă сăлтавсене пула кăçал çынсене Атăлăн сулахай çыранне илсе каçассине çĕртме уйăхĕнче çеç пуçланă — маларах пуçăннă тăк çак навигаци цифрисем тата та пысăкрах пулатчĕç. Çитес çул вара, иккĕленмест Ванифатий Васильевич, ку кăтартусем татах ӳсмелле. Çав шутра — Хусантан Шупашкара «Метеорсем» çӳреме пуçлассине кура та. Карапсем Шупашкарта чарăнса тăнин вăтам вăхăчĕ пĕлтĕр 5,5 сехетпе танлашнă. Кăçал ку вăхăт кĕскелнĕ — 4,5 сехет. Сăлтавне порт гендиректорĕ уçăмлатрĕ: ытти карапа йышăнма тивнине, причалсенче вĕсем валли вырăн пушатмаллине кура васкатма тивнĕ. Ку çеç те мар: Шупашкарта чарăнмалли 85 карап кунта… чарăнмасăрах иртсе кайнă. Мĕншĕн тесен портра вĕсем валли вырăн пулман. Унтан та ытла — «Метеорсене» йышăнмашкăн пирĕн хамăрăн карапсене рейда хăваласа кăларма тивет. Ку вара — хушма тăкаксем, вăхăт çухатăвĕ». Вице-премьер – экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов, отпускра пулнине пăхмасăр тĕлпулăва килме вăхăт тупнăскер, юхан шыв порчĕ рекордсене çĕнетнине пысăка хурса хакларĕ. Республика пĕтĕмĕшле илсен те туризмăн курăмлă аталанăвне тивĕçтерме пултарни савăнтарать. Анчах, ун шучĕпе, малалли ӳсĕм çулĕ çинче тумхахсем те çук мар. — Туристсем Шупашкара, Чăваш Ене курни кăна çителĕксĕр, — терĕ Дмитрий Иванович. — Туризм тени республика экономикине те хăйĕн тӳпине хывтăр. Çавăнпа та туристсен кунти тăкакĕсен «вăтам чекĕн» хакне те тишкермелле — ăна, хăнасем кунта хăваракан укçа виçине, ӳстерме тăрăшмалла. Çапла пултăр тесен туриста суйласа илмелли майсемпе тивĕçтермелле. Шăпах çакăнта юхан шыв портĕнчен нумай кĕтетпĕр. Портăн реконструкципе çыхăннă тĕллевĕсем çак «нумай кĕтнипе» килĕшсе тăни куçкĕрет. Порт таврашĕн аталанăвне министр пирĕншĕн интереслĕ ĕç тесе хакларĕ. Ку, паллах, республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çитес ултă çуллăха палăртакан комплекслă планĕнче те сăнланмалла. 2030 çул тĕлне туризмăн регионăн шалти продуктĕнчи тӳпи 4% танлашмалла. Транспорт министрĕн çумĕ Юрий Арлашкин та юхан шыв порчĕ сывлăш çавăрса ярассипе — шыв транспорчĕн инфратытăмне тата юхан шыв тăрăх пассажирсене илсе çӳрессине аталантармалли плансемпе — кăмăллă. Чăваш Енĕн виçĕ «Валдай» пур ĕнтĕ — юхан шыв портне оперативлă управление панăскерсен пассажирĕсен шучĕ пысăк. Чулхуласен, Тутарстанăн вара федераци центрĕ пулăшнипе халь «Метеорсем» те пур — çакă та Шупашкара килекенсен, кунтан кӳршĕ регионсене çӳрекенсен шутне пысăклатĕ. Çавăнпа та вăл порт реконструкцийĕн проекчĕ кирли пирки нимĕн чухлĕ те иккĕленмест. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнчи Общество канашĕн ертӳçи Наталия Партасова çĕнелекен порт инфратытăмĕпе навигаци вĕçленнĕ хыççăн та усă курассине шута илме сĕнчĕ — «навигаци пилĕк уйăха тăсăлать. Кайран вара мĕн?» Павильонсем, залсем пушă лармалла мар — ĕçлемелле. Владимир Тимофеев порт ĕçне йĕркеленĕ май ăна республикăри пĕлтерĕшлĕ пулăмсен календарĕпе çыхăнтарассине шантарчĕ — ку хайхи календаре пуянлатма та, порт ĕçне тухăçлăрах тума та пулăшмалла.

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.