Комментировать

16 Окт, 2014

«Çĕр пайĕ пире кирлĕ мар», - теççĕ ватăсем. Унăн уссине çамрăксем те туймаççĕ

«Хыпарăн» 186-мĕш номерĕнче «Çĕрпе хăçан тухăçлăн усă курăпăр-ши?» çивĕч статья пичетленчĕ. Вăл мана самаях кăсăклантарчĕ, тарăн шухăша ячĕ.

«Тахçанах татса памалла та ăна, анчах васкавлă йышăну тума çĕр саккунĕн хăйне евĕрлĕхĕ-кăткăслăхĕ ура хурать», - тесе тĕрĕс çырать çĕр ыйтăвĕ пирки автор.

Ялта халĕ ытларах ватăсем пурăнаççĕ. Эпĕ те вĕсен йышĕнче. Пире пайсем кирлĕ мар. Ăна харпăрлăха куçарса халăх вăхăт нумай ирттерет, укçа тăкаклать.

Çĕр реформи чĕрĕк ĕмĕр пырать, анчах вĕçне тухасси курăнмасть. Ял хуçалăх предприятийĕсене аркатрĕ вăл, акăнман лаптăксене пысăклатрĕ. Вăй питти çамрăксем ĕçсĕр тăрса юлчĕç, нухрат тума хуласене саланчĕç те - ял пушанса юлчĕ. Ватăсемпе сусăрсем, çĕртен писнĕ ĕçкĕçсем тата ачаллă амăшĕсем çеç тăрса юлтăмăр. Вĕсемпе пайсене харпăрлăха куçарса тухăçлă усă курăпăр-ши? Темĕн, иккĕлентерет.

Пирĕн районта 17 пин çын пурăнать, АПК производствипе çыхăнни 300-400-тен ытла мар. Ватăсем пенсипе, çамрăксем кайса ĕçлесе, хăшĕсем выльăх ĕрчетсе те сĕт сутса пурăнаççĕ.

Паянхи хаксем тивĕçтерменни те çĕр лаптăкĕсенчен сивĕтет. Çакна темиçе тĕслĕхпе çирĕплететĕп. Тырă йÿнĕ. Гектартан вăтамран 20 центнер илсен те, кашни килограмне 7-8 тенкĕлле сутсан та 14-16 пин тенкĕ çеç пулать. Çунтармалли-сĕрмелли материал, саппас пайсем, удобрени, им-çам, налуксем... Тăкакĕ темĕн чухлех. Çынсене шалу тÿлеме кĕмĕл юлать-ши? Çав хушăрах техника туянма та нухрат кирлĕ. Вăл вара çав тери хаклă.

Калăпăр, «Дон» комбайн - 1,9-2, çĕр улми кăлармалли комбайн /ют çĕр-шывран кÿрсе килни/ - 3-4, урапаллă трактор 1 млн тенкĕ тăраççĕ. Вĕсене тырă е çĕр улми сутнипех туянма хĕн. Тырă пухакан пĕр комбайн илме 400-500 килограмлă 50 вăкăр сутмалла. 30-40 çул каялла патшалăха мăйракаллă шултра 6-7 выльăх леçнипех ăна туянма май килнĕ. Хаксен тан марлăхĕ ял çыннине ура хурать.

Патшалăх пулăшать-ха, анчах кивçен паракан укçан процент ставки пысăк. Иртнĕ ĕмĕрте ăна процентсăрах панă, вăхăтран-вăхăт каçарнă та.

Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ усă курман лаптăксем пысăккине çын каланă тăрăх мар, хамăр куçпа куратпăр. Элĕкрен Ишеке каякан çул хĕррипе ĕлĕк тыр-пул куç тулли ешернĕ, халĕ йăлтах хыт хура пусса илнĕ. Çак уйсен чăн-чăн хуçисем хăçан тупăнĕç-ши?

Вениамин АРХИПОВ.

Элĕк районĕ,

Мартынкасси

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.