Комментировать

31 Окт, 2024

Чăваш хĕрарăмĕ 42 (1372) № 31.10.2024

«Шăннăран кĕлетке çине çăпан тухатчĕ»

Зинаида Тарасовăпа эпĕ тăватă çул каялла тĕл пулнăччĕ. Вăл, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннăскер, ун чухне 97 çултаччĕ. Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Енре шăпах, вĕсене, шартлама сивĕре çап-çамрăклах алла лум-кĕреçе тытса тар тăкнăскерсене, аса илмелли кун. «Ялта çамрăк чылайччĕ, клубра ларма вырăн çитмен. Ун чухне яш-хĕр хуланалла туртăнман. Вăрçă тухнă чухне эпĕ 18 тултарманччĕ-ха. Колхозри «полуторка» машинăна, лашасене малтанхи кунсенчех фронта ăсатрĕç. Тепĕртакран вăрман касма каймалли пирки сас-хура тухрĕ, список хатĕрленĕ. «Санăн Карапаша каймалла», — терĕ мана техник. Списокпа паллашрăм та председатель патне килне кайрăм. «Унта манпа тантăш никам та çук, эпĕ те каймастăп», — çапла каларăм ăна. Çӳллĕ пулнăран хам çулсенчен аслăрах курăнаттăм. «Питĕ çамрăк-и вара эсĕ? Апла тăк ан кай», — лăплантарчĕ председатель», — иртнине куç умне кăларнăччĕ Куславкка районĕнчи Варасăр ялĕнче çуралса ӳснĕ Зинаида Тарасова.

Киле тарасран сыхланă Вăрçă çулĕсенче Варасăр ялĕ çывăхĕнче тăшман танкĕсене чармалли канавсем чавмашкăн хĕрупраçпа яш-кĕрĕме пухнă. Зина та алла кĕреçе тытнă. Çав çулхине кĕркуннепе хĕлле сивĕ килнĕрен çĕр вăйлă шăннă, алăпа чавма май пулманран аммоналпа сирпĕтнĕ. Вăл сирпĕнес умĕн çамрăксем айккине тарнă, çĕр муклашкисем лексе амантма пултарнă. «Пире икĕ еврей сыхласа çӳретчĕ, хăйсем тăлăп тăхăннă. Эпир вара... çĕтĕк- çурăк тумланнă. Мĕн чуль çамрăк шăнса пăсăлса чире каймарĕ пуль? Хăшĕ-пĕри çавна пулах çĕре кĕчĕ. Шăннăран кĕлетке çине çăпан тухатчĕ. Аттене сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак пулнăран вăрçа илсе каймарĕç, вăл та окоп чаврĕ. Атте çав еврейсене хирĕç чĕнме хăрамастчĕ. Вăл колхозран термометр илсе килнĕччĕ, урамра 30 градусран сивĕрех тĕк мана ĕçе кăлармастчĕ. Эпĕ ыттисене калаттăм та вара окоп чавма тухмастăмăр. Колхозран çăкăр, пĕçернĕ паранкă илсе килсе çитеретчĕç. Эпир çынсем патне хваттере кĕтĕмĕр, атте уйрăммăн пурăнатчĕ. Вăл пире апат валеçетчĕ. Пĕр кунхине, пуш уйăхĕнче, каçхи тăхăр сехетченех окоп чавтарчĕç. Ун чухне атте таçта ĕçпе кайнăччĕ», — сăмах çăмхине сӳтнĕччĕ тыл ĕçченĕ. Тепĕр çулхине Зинаида Йĕпреç тăрăхне вăрман касма кайнă, пуйăссем валли вутă хатĕрленĕ. «Вăл вăхăтра кашни вунă минутран пуйăс çӳретчĕ, нумай пулнă вĕсем. Эпĕ хăть лашапа ĕçленĕ-ха. Ыттисем вара яра кун юр ашнă, паянхи кун та çав хĕрарăмсене шеллетĕп. Вăрман касса чутах Улатăра çитмерĕмĕр», — тенĕччĕ ветеран. Йывăр ĕçре тар тăкакансем баракра пурăннă: пĕр енче — хĕрарăмсем, тепринче — арçынсем. Хытă нарсем çинче çĕр каçнă. Киря поселокĕ çывăхĕнче ĕçленĕ чухне Зина хĕр тусĕсемпе хваттере кĕнĕ, тепĕр чухне çурт тăрринче те çĕр каçма тивнĕ. Унсăр пуçне лашапа тепĕр икĕ хĕр ĕçленĕ: Салтак Варварийĕпе Улайкка Лисукĕ. Кайран Валентин конюх килнĕ. Лавсене тиеме Юля ятлă хĕр пулăшнă, анчах ĕмĕрĕ кĕске пулнă унăн. Йывăр ĕçе пула, час-час шăнса пăсăлнăран вăл пурнăçран уйрăлнă. Сыхлакансем çамрăксем киле тарасран шутсăр хăранă, каçхине лаша урапин кустăрмисене кăларса илнĕ. Зина шанса панă ĕçрен нихăçан та пăрăнман. План тултармасан çителĕклĕ çитермен, çаплипех ĕçлеме тивнĕ. Хĕрсен канас та килнĕ, хăш чухне пасара кайма май тупнă вĕсем. Анчах «майралла» тумланнă Куславкка пикисене наччасрах палласа илнĕ те каялла хăваласа янă. Вĕсем лавккара туяннă пусмаран çĕленĕ кĕпе-тутăрпа çӳренĕ. Вăрман касма хĕр-хĕрарăмсем тĕрлĕ районтан пухăннă, кашнин çи-пуçĕ расна пулнă. Зинăпа тусĕсем чееленме хăтланнă, хваттер хуçинчен Маня аппаран тум ыйтса тăхăннă та пасара тухса утнă. Капла вĕсене бригадирсем палламан. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

♦   ♦   


«Эпĕ хĕрарăмсене хăйсене хаклама вĕрентетĕп»

Унран пулăшу ыйтакансем пурте куççульпе йĕреççĕ, чунне тавăрса кăтартаççĕ. Елена Харитоновăпа калаçнă хыççăн хăшĕ-пĕри хăйне çĕнĕрен çуралнă пек туять. Паян ăна, пысăк стажлă психолога, хаçат тĕпелне чĕнтĕмĕр.

Чун тухтăрĕ

— Елена, психолог ĕçне суйлама мĕн хистерĕ?

— Хаçатри чуна тивекен статья. «Аттен чĕри пăрланчĕ» ятлăччĕ вăл. Унта полицейскисем хĕлле урамра пĕчĕк арçын ачана тупнă пирки çырса кăтартнăччĕ. Вăл аялти тумпа кăна пулнă. Шăннăскере йĕрке хуралçисем больницăна илсе кайнă. Темиçе кунран ун патне ашшĕ килнĕ. Ачаран: «Мĕншĕн урамра майкăпа лараттăн?» — кăсăкланнă тухтăрсем. «Атте кăларса ячĕ. Эпĕ унран çимелли ыйтрăм… Тархасшăн калăр-ха ăна, эпĕ тек нихăçан та унран апат ыйтмăп. Вăл мана ан пăрахтăр кăна», — тенĕ пĕчĕкскер. Амăшĕ çĕре кĕнĕ-мĕн унăн, ашшĕпе кăна пурăннă вăл. Анчах лешĕ эрех-сăрапа иртĕхнĕ. Хăйне ашшĕ урама кăларса янă пулин те ача пĕрех ун патне туртăннă вĕт. Ашшĕпе амăшĕ кирек епле пулсан та ачасемшĕн вĕсем чи хакли. Çав статьяна халĕ те упратăп эпĕ. Психолог ĕçне алла илсен çитĕннисенчен ытла ачасене пулăшу кирлĕ тесе шухăшлаттăм. Вĕсене вăхăтра кирлĕ пулăшу парсан çитĕнсен психолог патне çӳреме тивмĕ.

— Эсир педагог профессине те илнĕ.

— Яланах хамран кĕçĕнреххисемпе выляма, вĕсене пулăшма юрататтăм. Хам пурăнакан çуртри хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ыйтнипе вĕсен пепкисене вăхăтлăх пăхаттăм. Ачасене пулăшас туртăм хистенĕренех социаллă педагог профессине илтĕм. Вăл ăнăçсăр, йывăр лару-тăрури çемьесемпе ĕçлет, вĕсем патне килне те кайса çӳрет. Психологипе пĕлӳ паракан Ирина Геннадьевна питĕ лайăх вĕрентетчĕ, психологи никĕсне ун патĕнче хыврăм. Ача-пăча реабилитацийĕн центрĕнче тата Ача çуртĕнче практика тухнă май шăпăрлансемпе хутшăннă хыççăн ăнлантăм: ачана çемьерен, ашшĕамăшĕнчен уйăрни кăна сахал. Чи пĕлтерĕшли — унăн чунне сиплемелле. Манăн шăпах çавнашкал ачасемпе ĕçлес, вĕсене пулăшас килчĕ. Колледжран вĕренсе тухсан та эпĕ Ача çурчĕ пирки манмарăм, унта волонтер пек çӳрерĕм. Мана унта ĕç сĕнчĕç. Çав вăхăтрах психологи енĕпе каçхи курссенче аслă пĕлӳ илтĕм. Канмалли кун та ĕçлеттĕм. Психологи килĕшнине туйрăм. Психолог вăл — чун тухтăрĕ. Пирĕнпе пулса иртни, ачана шӳтлесе ятлани те — «апăрша», «ашкăнчăк», «пуçтах» — çакнашкал сăмахсем те йăлтах йĕр хăвараççĕ. Пуçра программа пек пулса тăраççĕ. Çул çитмен хĕрачасене ашшĕ-амăшĕ: «Уй, епле мăнтăркка эсĕ, кулач çиме чарăн-ха», — тени те психика проблеми пулса тăрать. Çавнашкаллисем, халĕ вĕсем 25-30 çулсенче, ман пата килеççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем хăйсене юратма тата хаклама пĕлмеççĕ. Эпĕ хĕрарăмсене хăйсемпе кăмăллă пулма вĕрентетĕп. Çыннăн хăйĕн хаклăхне пĕлмелле. — Ача çуртĕнче сире, çамрăкскере, çăмăл килмен ахăр… Ашшĕ-амăшĕсĕр çитĕнекенсене шел марччĕ-и? — Психологăн шеллеме юрамасть, хĕрхенни лару-тăрăва пушшех япăхлатма пултарать. Ачасем çитĕннисене лайăх туяççĕ. Çавăнпа хĕрхенӳ туйăмне тӳрех сиреттĕм. «Çав вăхăтра пилотлă проект хута кайрĕ, унпа килĕшӳллĕн пирĕн ачана хӳтте илнĕ çемьесемпе ĕçлемеллеччĕ. Тăлăхсене хӳтлĕх панă ашшĕ-амăшĕсен шкулĕ евĕр проектчĕ вăл. Тĕрлĕ лару-тăру пулнă. Ытларах чухне ача çуртĕнче пурăнакан шăпăрлана ашшĕ-амăшĕ унтан илсе кайма шантарать, çавăнпа ют çемьене кайма хушмасть. Ача вара шанчăкпа пурăнать. Çывăх çыннисем сайра хутра килсе каяççĕ паллах. Пĕррехинче кĕçĕн çултисен ушкăнне пĕр арçын ачана илсе килчĕç. Унăн амăшĕ урăх хулана укçа ĕçлесе илме кайрĕ. «Эпĕ ăна кайран илсе каятăп», — терĕ ывăлĕ пирки. Темиçе çул иртрĕ ĕнтĕ, ачана усрава илме хатĕр лайăх çемье тупăнчĕ. Анчах çав вăхăтра шăпах тăван амăшĕ те çыхăнăва тухрĕ. Вăл, чăнах та, ывăлне пĕрле илсе кайрĕ. Эпĕ ача çуртĕнче ĕçленĕ хушăра кунашкал тĕслĕх тек пулман. Ачасем патне ытларах асламăшĕкукамăшĕ, кукашшĕ-аслашшĕ килсе çӳретчĕç. <...>

Нина ЦАРЫГИНА калаçнă.

♦   ♦   ♦


«Эсĕ ăна ан пăрах, нихăçан та ан йĕрт»

Çапла каланă чăваш хĕрарăмĕ ывăлĕ казах хĕрне паллаштарма илсе пырсан

«Пĕр-пĕрне килĕштерсен мĕн уйăрмалли пур? Çемье ăшшине упрасси чăваш е казах пулнинчен килмест», — теççĕ пĕр-пĕрин çине ăшшăн пăхса Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Сапияпа Владимир Усановсем.

«Пăх-ха, японка!»

Владимир Усанов Елчĕк районĕнчи Шăмалак ялĕнче çуралса ӳснĕ. Амăшĕ кӳршĕллĕ Патăрьел районĕнчи Начар Упирен пулнă. «Эпĕ унта час-часах кайнă. Тутар ачисемпе выляса ӳснĕ. Пирĕн кукамайсенчен çырма урлă тутар урамĕ пуçланатчĕ. Çавăнпа маншăн çынсене нацие кура уйăрасси çук. Пурте тан, пĕр пек. Ĕлĕкрен чăваш ирçепе, тутарпа, çармăспа юнашар пурăннă, пĕр-пĕрне пулăшса пынă», — терĕ Владимир Иванович. Сăмах май, Владимир Иванович питĕ хăйне евĕрлĕ йăхран тухнă. Унăн куккăшĕ Иван Сироткин геолог пулнă, Монголие виçĕ хутчен экспедицие кайса килнĕ. Начар Упи ялне Красный Май ят параканни те вăлах пулнă, Патăрьел районне йĕркелекенсенчен пĕри. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Ленинграда хӳтĕлеме хутшăннă. 1942 çулта, шел те, йывăр чире кайса вилнĕ. Кукамăшне Чăваш Енре чи пĕрремĕшсен шутĕнче «Амăшĕ героиня» ят панă. 13 ача çуратса ӳстернĕ вăл. 104 çула кайса çут тĕнчерен уйрăлнă. Ачисем те унăн вăрăм ĕмĕрлĕ пулнă. «Тиркемелле мар: чăваш-и эс, тутар-и. Пĕр-пĕрне сума сумалла. Манăн арăм акă казах хĕрĕ», — калаçăва тăсрĕ Владимир Иванович. Икĕ халăх ывăлĕ-хĕрне шăпа 1974 çулта Волгоградра тĕл пултарнă. Каччă унта милици шкулне пĕлĕвне ӳстерме кайнă. Сапия Волгоград облаçĕнчи Красный Октябрь салинче çуралса ӳснĕ. 10 класс пĕтерсен экономика техникумне пĕлӳ илме кĕнĕ. Сакăр ача ӳстерекен ашшĕ-амăшне хĕрне вĕрентме йывăр пулнă. Çавăнпа Сапия кăнтăрла Трактор заводĕнче сверловщицăра ĕçленĕ, каçхине вĕренме çӳренĕ. «Пире, милици ĕçченĕсене, Трактор завочĕн общежитине вырнаçтарчĕç. Эпир Желудев урамĕнчи 16-мĕш çуртра пурăнаттăмăр, хĕрсем — 18-мĕшĕнче, — аса илчĕ Владимир Иванович. — Нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕ. Совет Союзĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен уявĕ. Çав кун арçынсен общежитийĕнче ташă каçĕ йĕркелерĕм. Çамрăксем чылаййăн пухăнчĕç. Вăт пулас мăшăрăмпа çавăн чухне тĕл пултăмăр, паллашрăмăр, пĕр-пĕрне килĕштертĕмĕр. Вăл мăсăльман тĕнĕллĕ казах хĕрĕ, эпĕ христиан тĕнĕллĕ чăваш каччи пулнине пăхман — юратнă. Ун чухне эпир ун пекки çинчен шухăшламан. Совет Союзĕ арканнă хыççăн халăхсене уйăрма пуçларĕç». Паллашнă хыççăн нумай та вăхăт иртмен — Владимир Иванович савнине ашшĕ-амăшĕпе паллаштарма тăван ялне илсе кайнă. «Манăн çывăх çынсене куртăр, чăвашсем мĕнле пурăннине пĕлтĕр терĕм. Ун чухне Патăрьелтен Начар Упине автобус çӳретчĕ, — аса илчĕ кил хуçи. — Лартăмăр, пыратпăр. Çынсем пирĕн çине тинкереççĕ те пăшăл-пăшăл тăваççĕ: «Пăх-ха, пăх! Японка! Японка!» Сапияна калатăп та — йăл кулать. Вăл яппун мар, казах. Чăнах та, тухăç çыннисем сăнран пĕрешкелрех çав». Ашшĕпе амăшĕ çамрăксене хапăл туса кĕтсе илнĕ. Хĕре — пулас кинне ĕнтĕ — вĕсем тӳрех килĕштернĕ. «Пирĕн анне, ялтан ниçта та тухса курманскер, вырăсла каланине кăшт-кашт ăнланкалать-ха, анчах калаçма пĕлмест. Сапия вара чăвашла пĕр сăмах та ăнкармасть, — аса илчĕ Владимир Иванович. — Тĕпелте иккĕшĕ апат пĕçереççĕ. Вăрттăн сăнаса тăратăп. «Кин, кашăк пар-ха», — тет анне. Манăн арăм тăрать пăхса, нимĕн те ăнланмасть». Пирĕн калаçăва Сапия та хутшăнать: «Тăватă-пилĕк кунран пĕр-пĕрне ăнланма пуçларăмăр вĕт». Ăнланма кăна-и? Чăвашла та калаçма вĕреннĕ вăл. Халĕ казахла кăна мар, чăвашла та шакăртаттарса калаçать. Икĕ-виçĕ эрне Шăмалакра хăналаннă хыççăн Сапия Волгограда таврăннă. «Патăрьеле çитиччен ăсатрăм та киле килтĕм, — каласа кăтартрĕ Владимир Иванович. — Анне алăк умĕнче кĕтсе илчĕ. Пăлханчăк хăй. «Ывăлăм, ял хушшинче калаçаççĕ», — тет. «Мĕн сӳпĕлтетеççĕ-ха?» — ыйтатăп. «Эй, Вова çак хĕре качча илетши?» — теççĕ. Эпир ку хĕре килĕштертĕмĕр, юратрăмăр. Ĕçчен, ырă кăмăллă. Калаçма та пĕлет. Эсĕ, Вова, ăна ан пăрах, нихăçан та ан йĕрт», — терĕ анне пăшăрханса». Ывăлĕ вара ăна хирĕç çирĕппĕн хуравланă: «Анне, ун пек пĕрре те шухăшламан. Пĕрлешетпĕр. Пирĕн пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулĕ». Çапла пулнă та. Владимир Иванович амăшĕ умĕнче пушă сăмах каламан. Паян Усановсен çемйи çирĕп кăна мар, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх те. Анчах Сапияпа Владимир тӳрех туй туса пĕрлешмен-ха, унччен икĕ çул туслă çӳренĕ: пĕр-пĕрин патне кайнă, çыру çырнă, сăнанă, пăхнă… <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.