Комментировать

23 Окт, 2024

Чăваш хĕрарăмĕ 41 (1371) № 24.10.2024

Лаша вырăнне суха пуç туртнă

Елена Дорогова пилĕк ачаллă хресчен çемйинче кун çути курнă. Чиркӳпе прихут шкулĕнчен вĕренсе тухсан хĕр вун пилĕк çул аслăрах Александр Дорогова качча тухнă.

17 çулта çамрăк арăм пĕрремĕш пепкине çуратнă, кайран умлăнхыçлăн çемьене çĕнĕ кайăксем вĕçсе килнĕ. Анчах сакăр ачаран тăваттăшне çеç пурăнма шăпа пӳрнĕ. Елена Матвеевнăн ĕмĕрĕ вăрăм пулнă, 99 çула çитнĕскер çĕршыври тата тĕнчери пĕлтерĕшлĕ пулăмсене курнă. 1917 çулхи кĕрленĕ революцие те, колхозсем йĕркелеме пуçланине те… Хĕрарăм — колхозра, мăшăрĕ хăйсем пурăнакан Пăрачкав тăрăхĕнче пĕрремĕш электростанци тунă çĕрте тăрăшнă. Çав тапхăр, ахăртнех, вĕсен пурнăçĕнчи чи тăнăççи пулнă. Анчах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тухсан йăлтах арканнă. Елена Матвеевна аса илнĕ тăрăх, арçынсене хĕсмете илсе кайнă, унтан — тăшмана хирĕç кĕрешме. Ялта, Кудеихăра, хĕрарăмсемпе ваттисем тата ачасем çеç юлнă. Колхоз лашисене те фронта ăсатнă. Вĕсем кавалеристсен транспорчĕ çеç пулман, утсемпе тупăсемпе ытти çар хатĕрне турттарнă. Вăрçă пуçлансан та колхозра ĕç чарăнман, яланхиллех ирсерен бригадирсем — хĕрарăмсем — наряд хушнă. «Эпĕ Сăр юхан шывĕ хĕрринчи хӳтĕлев чиккисене тунă çĕре хутшăнтăм. Çав çулсенче хĕлсем питĕ хаяр тăчĕç. Эпир блиндажсемпе дотсем тăваттăмăр. Шăннă çĕре малтан кирккапа таккаттăмăр, кайран кĕреçепе чаваттăмăр. Йывăçпа вара аслă ӳсĕмри арçынсем ĕçлетчĕç. Вĕсене пăртак çăмăлрахчĕ пуль, мĕншĕн тесен салтак паекне паратчĕç. Пире вара кунне пĕрре пăтă çеç çитеретчĕç, — иртнине куç умне кăларнă Елена Матвеевна. — Вăрçă вăхăтĕнче пĕр татăк çăкăр та тем пекех хаклăччĕ. Пĕрре эпĕ лихорадкăпа чирлесе ӳкрĕм. Кăнтăрла тытса пăрахатчĕ. Çавăнпа бригадир ĕçе тухма чарчĕ, маншăн паек çеç тăкаклама тивет имĕш. 500 грамм çăкăр кăна пама пуçларĕç. Капла пурăнма май çук-çке-ха, çемьене тăрантармалла. Чылай çĕрте ĕçлесе пăхрăм. Улăм купи салатрăм, кĕлте çыхма вĕрентĕм. Ваттисем кăтартса пычĕç. Тем те тунă: çум çумланă, утă çулнă, алсиш-нуски çыхнă, тырă вырнă, кĕтӳ те кĕтнĕ. Ытти хĕрарăма та çăмăл килмен, пурте пурăнас тесе тăрăшнă. Суха пуçне те хамăрах туртаттăмăр, иккĕн-виççĕн тăраттăмăр та черетпе пахча сухалаттăмăр. Вăкăрсемпе çул çитмен ачасем ĕçлетчĕç, шеллеттĕм вĕсене. Вăл кутăн выльăх вĕт, уй варринчех выртатчĕç те ниепле те тăратаймастчĕç. Хӳрине пăрса та, хăлхинчен туртса та пăхатчĕç — лешсем хăнк та тумастчĕç. Ĕçлеме çын çитместчĕ. Ачаллă хĕрарăмсене каçхи сменăна кăлармастчĕç, хĕрсене вара шутсăр йывăр килетчĕ. Уйрăмах колхоза патшалăха çăкăр пама хушнă чухне. Çĕрле авăн çапаттăмăр, ирхине вара лавсем хатĕрлеттĕмĕр. Çиме апат та пулман пирĕн. Çĕрĕк çĕр улмипе, хир суханĕпе, мăянпа хырăма улталама тиветчĕ. Фронтшăн нимĕн те хĕрхенместĕмĕр, ăшă япаласем те ăсататтăмăр, хӳтĕлев фондне укçа хываттăмăр». <...>

Наталья КИРИЛИНА.

♦   ♦   ♦


«Виçĕ талăк çывăрманни те пулнă»

Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан вăл тулли мар мобилизаци йĕркипе Тăван çĕршыва хӳтĕлеме тухса кайнă. Чăваш салтакĕн позывнойĕ те чăвашларах янăрать — «Шелби».

«Повестка илсен тарас, пытанас шухăш пулман манăн. Эпĕ МЧС тытăмĕнче вăй хураттăм, çакă мана çапăçу хирĕнче пулăшса пырать. Çакнашкал профессире чун çирĕпленет. Йăвашраххисемпе çемçе кăмăллисене СВОра йывăр килет. Отпуска килсен юратнă çынпа çемье çавăртăм. Савнипе пĕрлешмешкĕн эпĕ çулталăк пуçламăшĕнчех шухăшласа хутăм. Ăна пĕчĕк çыру патăм. «Мана качча тухатăн-и?» — çыртăм унта. Вăл килĕшрĕ. Аттепе аннепе тăвансем, тус-юлташ тата юратнă мăшăр хавхалантарни салтакшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ун чухне кирек мĕнле чăрмавпа йывăрлăха та парăнтараятăн. Талăкĕпе куç хупман пулсан та малаллах ыткăнатăн, мĕншĕн тесен пĕлетĕн — çывăх çынсен шанăçне тӳрре кăлармалла. Ятарлă çар операцийĕнче эпĕ юлташсен пурнăçĕшĕн те явап тытатăп. Малтанхи вăхăтра çухалса кайнă самантсем те пулкаланă. Анчах аманнă тусăма пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ пани, вăл сывалса тав туни чуна ăшăтать. Çапла майпа малалла та çарти юлташсене пулăшатăн. Отпускран СВО пыракан çĕре таврăннă чухне пире çынсем кураççĕ те тав тăваççĕ. «Эпир лăпкăн çывăратпăр, эсир вара пире сыхлатăр», — теççĕ. Малалла ĕçлетпĕр! Эпир çĕнтеретпĕрех!» — каласа кăтартать вăл. Палăртма кăмăллă: çапăçу хирĕнчи паттăрлăхшăн паттăр ентешĕмĕр Жуков медальне тивĕçнĕ. «Тăван çĕршыв хăрушлăхра чухне ăна хӳтĕлемелле», — тет СВОна хутшăнакан «Мороз» позывнойлă снайпер та. Вăл Волгоградра çуралса ӳснĕ. Пĕррехинче ĕçпе Чăваш Ене килнĕскер пулас мăшăрне тĕл пулнă та кунтах юлнă. Вун тăватă çул ĕнтĕ вăл Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать. Пурнăçне арçын çарпа çыхăнтарнă. Хăрушсăрлăх службин федерацийĕнче ĕçленĕскер Чечняри, Абхазири хирĕç тăрусене хутшăннă. «1993 çултанпа снайпер эпĕ, винтовкăна алран яман тесен те юрать. Чăваш Ене килсен пулас мăшăрăма пĕрре курсах килĕштертĕм, тӳрех кунта куçса килтĕм. Мăшăрлантăмăр, венчет тăтăмăр. СВОна кайиччен эпĕ куçман пурлăх агентствине тытаттăм. 2022 çулхи авăн уйăхĕнче хамăн ирĕкпе тăшмана хирĕç кĕрешме кайрăм. Арăм гуманитари пулăшăвĕ пухас енĕпе тăрăшать халĕ. Кашни виçĕ уйăхра ман пата маскировка тетелĕсем, типĕ душ, окоп çуртисем, çумăртан хӳтĕленмелли плащсем тата ыттине илсе килет. Тăшмансене хирĕç пĕрле кĕрешекен салтаксемпе пĕрпĕрне шанатпăр, çакă пире пулăшса пырать. Вĕсем вăйлă та харсăр çынсем, нимрен те хăраманскерсем», — тет çар çынни. «Мороз» ят салтак çумне пĕр кăсăклă самант хыççăн çыпăçнă. Пĕчĕк хĕрача ăна, шур сухаллăскере, Хĕл Мучи тесе чĕннĕ те... «Снайперăн тӳсĕмлĕхĕ тимĕр пек çирĕп пулмалла. Виçĕ талăк çывăрманни те пулнă, засадăра выртса куç илмесĕр тавралăха сăнатăн. Вăрманта пулсан йĕр шырамалла, кашни сас-чĕве тимлемелле. Тăшмансем снайперсене чи малтан тĕп тума тăрăшаççĕ. Çавна май эпир пĕр-пĕрне хӳтĕлемешкĕн ушкăнпа ĕçлетпĕр. Шикленӳ ниçта та çухалмасть, анчах ăна сиретĕн, тăрă ăс-тăнпа тивĕçе пурнăçлатăн». <...>

Александра СИДОРОВА.

♦   ♦   ♦


Ÿсĕрнипех… шăмă хуçăлать

Ун пирки «шăп» чир теççĕ. Усал шыçăпа, чĕрепе юн тымарĕсен амакĕпе танлаштарсан, остеопороз çинчен сахал çыраççĕ. Патологи çын кĕтмен çĕртен шалт аптăратать. Мĕнле чир вăл — остеопороз? Кун пирки Чăваш Енĕн тĕп эндокринологĕпе Татьяна ЯКИМОВĂПА калаçрăмăр.

— Татьяна Васильевна, чăннипех те хăрушă чир-и вăл?

— Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн /ВОЗ/ пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, остеопороз инвалида тухассин тата вилессин сăлтавĕсен хушшинче 4-мĕш вырăн йышăнать. Хальхи вăхăтра тĕнчере остеопорозпа 200 миллион хĕрарăмпа 120 миллион арçын аптăрать. Раççейре вара 14 миллион çыннăн çак чир пуррине тупса палăртнă. Латин чĕлхинчен куçарсан «остеопороз» «хавшак шăмăсем» тени пулать. Ку чир этеме сасартăк çулăхать. Çак диагноза ытларах чухне шăмăсем хуçăлма тытăннă хыççăн кăна çирĕплетеççĕ. Чи хăрушши — хуçăлнă хыççăн суран йăл илеймест. Тĕслĕхрен, пĕçĕ шăммине хуçнисен 20 проценчĕ çулталăк хушшинче вилет, 40 проценчĕ ятарлă туясăр утаймасть. Остеопороз шăмă патракланнипе çыхăннă чир. Унăн тытăмĕн ĕçĕ пăсăлнипе, шăмă пĕчĕкленнипе пулать вăл. Кун пек чухне вăл кăштах суранлансанах е аманмасăрах хăвăрт хуçăлать.

— Остеопорозпа кам ытларах чирлет?

— Климакс чăтса ирттернĕ хĕрарăмсем ытларах асапланаççĕ. Пĕтĕмлетӳсем палăртнă тăрăх, 50 çултан иртнĕ кашни виççĕмĕш хĕрарăм шăмă хуçăлнипе нушаланать. Çавăнпа остеопорозпа чирлĕ пациентсен 80% — аслă ӳсĕмри хĕрарăмсем. Палăртмалла: имшеркке хĕрарăмсен менопауза хыççăн шăмă тĕртĕмĕ ытларах çухалать. Самăртараххисен вăл 10% ытларах. 70-тен иртнĕ арçынсен те çак чире парăнас хăрушлăх пур. Вĕсене çут çанталăк çирĕпрех шăмă панă, çавăнпа хуçăласси сайрарах пулать. 50 çултан иртсен шăмă тĕртĕмĕ çулсерен 0,3-0,5% çухалать. Хĕрарăмсен — 35 çултан, арçынсен 45-рен шăмă виçи чакса пырать.

— Çыннăн пурнăç йĕрки, вăраха кайнă чирсем остеопороза аталанма витĕм кӳреççĕ-и?

— Пирус туртакан, эрех-сăрапа айкашакан хĕрарăмсен менопауза иртерех пулать. Алкоголь çавăн пекех шăмăсене çĕнелме чăрмантарать. Эрех ĕçекенсем йĕркеллĕ апатланмаççĕ. Çавна май организма питĕ кирлĕ витаминсем, белок, çу, кальци, магни, фосфатсем çитмеççĕ. Анчах çу çитменни кăна мар, ытлашши пулни те сиенлĕ. Кальци, Д витамин чылай вăхăт çитменни, сахал хускални чире аталанма витĕм кӳреççĕ. Остеопороз тĕрлĕ чире пула япаласен ылмашăнăвĕ пăсăлсан та пулать. Эндокрин тытăмĕн чирĕсем, гормонсемпе, гепаринпа сипленни витĕм кӳреççĕ. Çавăн пекех сахăр, ӳпке чирĕсем, ревматоидлă артрит чухне хăрушлăх пур. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   


«Тĕлĕкре хăть курасчĕ ывăлăма»

Ялта ăна Каля тесе чĕнеççĕ. Калерия Шатаевăна ашшĕ Галина ят хурасшăн пулнă, чиркĕве кайсан вара ăна Калерия тесе çыртарнă. Амăшне вăл астумасть те темелле, мĕншĕн тесен вăл хĕрĕ пĕчĕк чухнех çĕре кĕнĕ. Хĕрача аппăшĕпе çурма тăлăха юлнă. Ашшĕ тепĕр хĕрарăмпа, Анна Смирновăпа, пурăнма пуçласан ачасене амаçури пăхса çитĕнтернĕ. Калерийăн икĕ шăллĕ çуралнă. Шел, пĕрин пурнăçĕ кĕске пулнă, вăл çак çĕр çинче çук ĕнтĕ. Халĕ Калерия Ивановна 64 çулта, çемьеллĕ вăл, виçĕ ывăл амăшĕ. Тивĕçлĕ канурискер мăшăрĕпе кăштăртатса пурăннă, мăнукĕсемпе савăннă, анчах пĕррехинче вĕсен килĕнчен инкек шакканă…

Хунямăшĕ килĕштернĕ

— Эпĕ Етĕрне тăрăхĕнчи Йӳçпан ялĕнче кун çути куртăм, саккăрмĕш класс хыççăн, кукка пулăшнипе, Кӳкеç поселокĕнчи «Паха тĕрĕ» фабрикăна вырнаçрăм. Вăл та унтах тăрăшатчĕ. Эпĕ кавир тĕртнĕ çĕрте вăй хутăм. Ĕçрен хăраман эпĕ, пире атипе апи мĕн пĕчĕкрен пилĕк авма хăнăхтарнă. Шкултан таврăнаттăмăр та тӳрех колхоз ани çине чупаттăмăр, çум çумланă, утă пуçтарнă-тавăрнă… Алă усма вăхăт пулман, — пуçларĕ сăмах çăмхине сӳтме хĕрарăм. — Эпĕ тăтăшах пĕве хĕррине кĕпе-йĕм чӳхеме анаттăм. Çавăнта мана пĕр хĕрарăм асăрханă-мĕн — пулас хуняма. Мана курсан яланах çапла калатчĕ: «Сана кин тăвас килет-ха манăн, тульккăш ывăл салтакран таврăнман. Кĕç-вĕç киле çаврăнса çитĕ», — тетчĕ. Тепĕртакран чăннипех унăн ывăлĕ хĕсметрен таврăнчĕ. Кăрлач уйăхĕччĕ ун чухне. Эпĕ салтак курма тесе вĕсем патне кайрăм. Йĕкĕт çăварне шыв сыпнă пек ларчĕ, манпа пĕр сăмах хушса калаçмарĕ. Вара эпĕ тухса кайма тапрантăм. «Ан кай, ан кай, вăл санран шикленет ĕнтĕ. Пăртак тăхта, çиччас сăмах хушать», — терĕç хăнасем. Пуш уйăхĕнче мана çураçма килчĕç, çулла вара туй кĕрлеттертĕмĕр. Вовăна пĕрлешиччен хĕсметрен таврăнсан çеç курнă, тек тĕл пулманччĕ эпир. Ыталанман, чуптуман, алăран тытман. Çапла эпĕ юратман йĕкĕте качча тухса çемье çавăртăм. Питĕ лайăх пурăнса кайрăмăр, халĕ те çаплах. Мăшăр вăрçса, çапса курман ку таранччен. Мана хуняма качча илчĕ темелле. Вăл питĕ лайăх çынччĕ, усал марччĕ. Ачасене пăхма та пулăшрĕ, мана нихăçан та сивĕ сăмах каласа кăмăла хуçман. Пилĕк ача çуратса çитĕнтернĕскер дояркăра ĕçлетчĕ, питĕ правурскерччĕ. Малтанхи вăхăтра эпир пĕрле пурăнтăмăр, аслă ывăл Сергей çуралсан вара уйрăлса тухма шухăшларăмăр. Шупашкар районĕнчи Чăрăшкассине куçрăмăр. Мăшăрпа Куйбышев ячĕллĕ колхоза вырнаçрăмăр. Эпĕ малтан — столовăйра, кайран дояркăра мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕçлерĕм. Фермăра тăрăшнă вăхăтра çĕр кĕскеччĕ, ирхи виçĕ сехетре ĕçе утнă. Юрать, ĕнесене ятарлă аппаратпа сăваттăмăр. Ăна çунă, тирпейленĕ. Сĕт суса илессипе эпир тăтăшах малта пынă. Халĕ Карантайкассинче кун кунлатпăр. Аслă ывăл хыççăн тата икĕ тĕпренчĕке — Алексейпе Радике — пурнăç парнелерĕмĕр. Сергей питĕ лăпкă, йăваш ачаччĕ. Пĕве кĕрсен те кăмăлĕ улшăнмарĕ. Эрех-сăра ĕçсе, çапăçсахирĕçсе çӳремен вăл. Спортпа туслăччĕ, тĕреклĕ хул-çурăмлăччĕ. Шкул хыççăн училищĕре тракториста вĕренчĕ, кайран строительсен бригадипе тĕрлĕ хулана ĕçлеме çӳрерĕ. Ĕçлемесĕр пурăнман. Çемьеленсен Кӳкеçри алăксем тăвакан фабрикăра тăрăшрĕ. Пĕлтĕрхи авăнăн 15-мĕшĕнче ывăлăмăр хăй ирĕкĕпе ятарлă çар операцине тухса кайрĕ… Пире кулянтарас мар тесе кун пирки маларах пĕлтермен. Çамрăк чухне хăрах куçне амантнипе вăл япăх куратчĕ, çакна пула хăй вăхăтĕнче салтак ретне тăраймарĕ Сергей. <...>

Нина ЦАРЫГИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.