Комментировать

3 Ноя, 2023

Туслăхпа çыхăннă ваттисен сăмахĕсем кивелмеççĕ

Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ тĕлне республикăри Туслăх çурчĕн пуçлăхĕпе Юрий Токмаковпа тĕл пултăмăр. Калаçура туслăхпа çыхăннă ваттисен сăмахĕсем нихăçан та кивелменнине палăртрĕ вăл. Тĕслĕхрен, «Укçапа пуйиччен туспа пуй», «Шанчăклă тусăн хакĕ çук», «Юлташ пуçа çăлнă» каларăшсем мĕнешкел тарăн шухăшлă. Халăхсен туслăхĕн çурчĕн ĕç-хĕлĕ çинчен хаçатра тăтăш çыратпăр. Тĕрлĕ наци çыннисем акцисене хастар хутшăнаççĕ, уявсем йĕркелеме ÿркенмеççĕ. Çапах Чăваш Енре пурăнакан халăхсем çинчен ытларах пĕлни ытлашши пулмĕ.

— Юрий Алексеевич, республикăри нацисен пĕрлешĕвĕсем çинчен каласа кăтартсамăр. Вĕсен йышĕ пысăк-и?

— Халăхсен туслăхĕн çуртне уçнăранпа ултă çул çитрĕ. Çакăнтах Чăваш Республикинчи халăхсен ассамблейи ĕçлет. Сăмах май, ăна 2016 çулта йĕркеленĕ. Хальхи вăхăтра 20-е яхăн наци хăйсен пĕрлешĕвне туса хунă. Чи йышлисем — чăваш, тутар, вырăс, мăкшă, мари çыннисем. Ытти çĕртен килсе пирĕн тăрăхра хăтлăх тупнисем — эрменсем, азербайджансем, узбексем, туркменсем, таджиксем — сахалрах. Араб çĕршывĕсенчен Чăваш Ене вĕренме килнĕ çамрăксене, тĕслĕхрен, Бассам доктор пĕр пĕрлешĕве пухрĕ. Унсăр пуçне республикăра ĕмĕртенех пурăнакан тĕрлĕ нацие йыша илчĕ. Сирирен килнисен пĕрлĕхĕнче — 100-е яхăн çын.

— Пĕр йыша чăмăртанни инçе çула кĕскетсе пирĕн тăрăха çитнисене мĕнле ыйтусене татса пама пулăшать-ши?

— Эпир республикăра аслă пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсемпе çыхăнса ĕçлетпĕр. Халĕ кашнинчех урăх çĕршывран килнĕ студентсем пур. Вĕсене Халăхсен туслăхĕн çурчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаратпăр, уявсене чĕнетпĕр, пултарулăха кăтартмашкăн май туса паратпăр. Малтанхи вăхăтра çамрăксене кунта пурăнакан халăхсен чĕлхине пĕлменни ура хурать. Çапах пĕчĕккĕн вĕренсехăнăхса пыраççĕ. Пĕрлешĕвĕн йышĕ вĕсен пурнăçĕпе кăсăклансах тăрать. Пурăнмалли вырăнпа çыхăннă ыйтусене татса пама та пулăшаççĕ. Вĕренме килсенех вĕсем общежитири пÿлĕмсенче пурăнаççĕ. Капла хăйсене те меллĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн çамрăксем уйрăм хваттере куçас шухăш тытаççĕ.

— Аякран килнисем кунта шăпа пÿрнине тупаççĕ. Вĕсем çемье çавăрнă тĕслĕх нумай-и?

— Мăшăрланакан, чăнах та, чылай. Бассам доктор çемйинех илер. Унăн мăшăрĕ — Патăрьел тăрăхĕнчен. Вĕсем Мускавра вĕреннĕ вăхăтра паллашса пĕрлешнĕ. Кайран Чăваш Енре тĕпленнĕ. Шупашкарта пĕлÿ илекен нумай студент çапла майпа мăшăр тупать. Араб çĕршывĕсенчен килнисен чĕлхисем пĕрешкелрех, çавăнпах вĕсене калаçăва сыпăнтарма çăмăлрах. Туслăх çуртĕнче йĕркелекен уявсенчи ташă-юрă, апат-çимĕç хăтлавĕ, куравсем нацисене пĕр-пĕринпе çывăхрах паллашма май параççĕ. Кăçал, тĕслĕхрен, Татьяна Петрова ал ăстин ĕçĕсен куравне йĕркелерĕмĕр. Египет студенчĕсем чăваш тĕрринче хăйсен наци эрешĕпе пĕр пек паллăсем тупрĕç. Апла тăк халăхсене авалтан куçакан культура та пĕрлештерет.

— Наци пĕрлешĕвĕсенчен хăшĕсем хастартарах ĕçлеççĕ?

— Пирĕн республикăра хăйсен пĕрлешĕвне нумай çул каялла туса хунисем пур. Тĕслĕхрен, узбексен культура центрне /ертÿçи Абдували Ергашев/ йĕркеленĕренпе пĕлтĕр 15 çул çитрĕ. Кăçал таджиксем, марисем общество организацийĕсене çĕнĕрен регистрацилерĕç. Туркменсем пĕр ушкăна чăмăртаннăха, анчах хăйсен пĕрлешĕвне йĕркелемен. Çитес вăхăтра вĕсен организацийĕ те пулĕ. Шупашкарта аслă пĕлÿ илнĕ Чингиз Тахырова ертÿçе çирĕплетме палăртнă. Сăмах май, унăн ашшĕ, Шупашкарта пурăнаканскер, аслă ÿсĕмре пулнине пăхмасăр ятарлă çар операцине кайса килнĕ. Узбексен культура кунне тинтерех ирттертĕмĕр. Яланхи пекех хăна нумай пухăнчĕ. Урăх çĕршывран килнисенчен эрменсем хастарлăхĕпе палăраççĕ. Çĕнĕ ертÿçĕ килнĕренпе вĕсем малтанхинчен те курăмлăрах ĕçлеме пуçларĕç. Пĕлтĕр эрменсен культура кунне пысăк йышпа ирттерчĕç. Кăçал вĕсем хăйсен уявне раштав уйăхĕнче йĕркелеме палăртнă. Пуш уйăхĕнче перс тата тĕрĕк чĕлхисемпе калаçакан халăхсен Наврус уявне ирттерессине йăлана кĕртнĕ.

— Республикăра пурăнакан тĕрлĕ наци çыннисем ятарлă çар операцине хутшăнакансене мĕнле майпа пулăшаççĕ?

— Чăваш Енрен ятарлă çар операцине тухса кайнисем валли гуманитари пулăшăвĕ ăсатаççĕ, укçа-тенкĕ пухса параççĕ. Ку енĕпе пур пĕрлешÿ те хăйĕн тÿпине хывать. Донецк, Луганск халăх республикисенчен тарса килнисене те пулăшма тăрăшаççĕ. Общежитие вырнаçтарнисене малтанхи уйăхсенчех узбексем улма-çырла пыра-пыра пачĕç. Çапла майпа вĕсене уяв туса пачĕç. Азербайджансем, сăмахран, «Пĕрле» фонда 100 ытла пин тенкĕ куçарчĕç. Раççейри халăхсен çурчĕн пуçлăхĕ Анна Полежаева Чăваш Енри узбексен культура центрĕн ертÿçине Абдували Ергашева гуманитари пулăшăвĕн акцине хастар хутшăннăшăн Тав çырăвĕпе те хавхалантарчĕ. Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакансене халалласа сăн ÿкерчĕксен куравне йĕркелерĕмĕр. Çитес вăхăтра ăна пысăклатасшăн. Грузин, чеченингуш халăхĕсен пĕрлешĕвĕсем ятарлă çар операцийĕ пынă вырăна кайса килчĕç. Кĕреçерен пуçласа квадрокоптер таранах леçрĕç, пахча çимĕç те тиесе кайрĕç. Пирĕн çĕршыв, çав хушăрах Чăваш Ен те, тĕрлĕ халăх çыннисемпе пуян. Эпир кар! тăрса тăшманпа кĕрешме хăнăхнă. Çакна республикăра пурăнакансем хăйсен тĕслĕхĕпе кăтартаççĕ.

— Паян Туслăх çуртĕнче Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ тĕлне «Пĕр çемьери пек» фестиваль иртет. Унта тĕрлĕ наци çыннисен пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнаççĕ. Сцена ăстисемпе паллаштарсамăр.

— Чăвашсен тĕрлĕ ÿсĕмрисен пултарулăх ушкăнĕсем ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнчех. Чечен-ингуш культура центрĕ «Дети гор» ансамбль /ертÿçи Висраил Хаманаев/ йĕркеленĕ. Вĕсем Кавказ халăхĕсен ташшисене кăтартаççĕ. Эрменсен союзĕн «Адана» хореографи ансамблĕ /ертÿçи Арпине Агавелян/ пĕр çултах ырă ят çĕнсе илчĕ. Узбексем хăйсен юрри-кĕввипе куракансен кăмăлне тупаççĕ. Уява килсен пурне те курма пулать. Фестивальте кашни халăх наци хăйне евĕрлĕхĕпе паллаштаракан курав йĕркелет. Уява килекенсем наци çи-пуçне тăхăнни яланах килĕшÿллĕ. Çакă та халăхсем хăйсен культурипе мăнаçланнине, йăли-йĕркине упранине кăтартать.

— Уявсене республика ертÿлĕхĕ хутшăнниех Чăваш Еншĕн, çĕршывăн ытти регионĕнчи пекех, туслăх малти вырăнта пулнине çирĕплетет вĕт?

— Чăнах çапла. Эпир халăхсем килĕшÿре пурăнччăр тесе ĕçлетпĕр. Тĕрлĕ тăрăхран килекен хăнасем те Чăваш Енре лăпкăлăх хуçаланнине тÿрех асăрхаççĕ.

— Кăçалхи пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен хăшĕсене асăннă пулăттăр?

— Раççей кунĕ тĕлне «Чăваш Ен — пирĕн кил» этнокультура фестивальне ирттертĕмĕр. Малтанхи çулсенче çак уява «Туслăх асамат кĕперĕ» ятпа йĕркеленине каласа хăвармалла. Республикăн тĕрлĕ округĕнче пурăнакан наци ушкăнĕсене чĕнтĕмĕр. Жюри членĕсем 30-а яхăн номере гала-концерт программине кĕртрĕç. Этнокультура фестивалĕ яланах Туслăх çурчĕн лапамĕнче иртет. Иртен-çÿрен те юрă-ташă ăстисен пултарулăхĕпе киленет. Эпир саксем те лартса паратпăр. Чăваш Енри Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалласа ачасемпе çамрăксен хушшинче наци пултарулăхĕн «Дерзай-твори!» конкурсне ирттертĕмĕр. Çĕнтерÿçĕсене юпа уйăхĕнче чысларăмăр. Наци теттисен «Пуканелле вылятпăр» конкурсне те нумаййăн хутшăнчĕç. Тем тесен те, хăйĕн аллипе тунă япала такамшăн та хаклă. Çĕнтерÿçĕсен ĕçĕсемпе Туслăх çуртĕнчи куравра паллашма пулать. Шупашкарти ача садне çÿрекенсем, шкул ачисем наци çи-пуçĕллĕ теттесене курма ятарласах килеççĕ. Манăн та ачалăхра пуканелле вылянине аса илмешкĕн май пулчĕ. Кураври теттесенчен ытларахăшне чăваш çи-пуçне тăхăнтартнă. Çакăнтах тĕттĕм ÿтлĕ пуканесене те кăтартнă. Çыхнă тетте Африкăри халăхсен хăйне евĕрлĕхне сăнлать. Испан хĕрарăмне, грек арçыннине аса илтерекен пуканесем те килĕшÿллĕ пулса тухнă. Ку ĕçе арçын ачасем те, хĕрачасем те хутшăннă. Туслăх çурчĕн ĕçченĕ Петр Наумов тĕрлĕ технологипе хатĕрленĕ пуканесем çинчен каласа кăтартрĕ.

Марина ТУМАЛАНОВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.