Комментировать

27 Сен, 2024

Холбай ЧАРИЕВ: «Мана анне ырă ĕçсем тума çуратса устернĕ!»

«Аслă вырăс халăхĕн чĕлхипе Ленин калаçнăран ăна вĕреннĕ пулăттăм», — тенĕ Владимир Маяковский. Эпĕ хам вырăсла пĕлнĕшĕн чăннипех те савăнатăп», — терĕ Холбай Чариев.

Вырăсла вĕренме — Украинăна

…1966 çулхи ака уйăхĕн 26-мĕшĕ. 5 сехет те 23 минут. Ирхи тутлă ыйхăран вăранса çитеймен Ташкент халăхне çĕр чĕтренни ура çине тăратнă. Çĕр пичĕ хускални хула варринчи çуртсене уйрăмах вăйлă аркатнă. Вунă тăваткал ытла километрлă лаптăк сиенленнĕ. Ташкентра пурăннă пĕр миллион çурă ытла çынран 300 пинĕшĕ е 78 пин çемье çурт-йĕрсĕр тăрса юлнă.

«Çавăн чухне пĕтĕм Совет Союзĕ Ташкента пулăшма пикенчĕ. Хулана виçĕ çултан юсаса йĕркене кĕртрĕç, — аса илчĕ Холбай Байбуриевич. — Ташкент çыннисене вырăсла вĕрентме шантарчĕç. Çапла майпа эпĕ те виççĕмĕш юхăмпа Украинăри Винница хулине лекрĕм, педагогика институтĕнче вĕренме пуçларăм. Вырăсла пĕр сăмах та пĕлместĕп. Пĕрремĕш çулне пире чĕлхене вĕрентрĕç. Тăватă çултан вырăс чĕлхипе литературин учителĕн дипломне алла илтĕм».

Институтра вĕреннĕ чухнех вăл пулас мăшăрне — чăваш хĕрне — тĕл пулнă. Холбай Байбуриевич çак саманта ăшшăн аса илсе куç умне кăларчĕ: «Çуллахи каникул вăхăтĕнче Кавказа канма каймашкăн шут тытрăм. Абхазири Çĕнĕ Афон хулинчи курорта путевка пачĕç. Унта Галинăна тĕл пултăм. Пĕрре курсах чăваш хĕрĕ мана питĕ килĕшрĕ, чĕрене юрату çавăрса илчĕ. Нумай шухăшласа тăмарăм — качча тухма ыйтрăм».

Холбай Байбуриевичпа Галина Викторовна 1972 çулта çемье çавăрнă. Кил хуçи институтра вĕреннĕрен вĕсем Винница хулинче пурăннă. Диплом илсен Узбекистана таврăннă, Сурхандарья облаçĕнчи Ангор поселокĕнче тĕпленнĕ. «Мăшăрăм унта кулинари техникумĕнче пĕлӳ илчĕ. Кайран ачасене узбек чĕлхипе апат-çимĕç ăсталăхне вĕрентрĕ. Вăл, сăмах май, пĕр çулталăкра узбекла калаçма хăнăхрĕ. Йăхташăмсем ăна питĕ юрататчĕç. Ют çынсен хушшинче пулсан та Галина хăйне ют туйман», — каласа кăтартрĕ çĕнĕ пĕлĕшĕм.

Кил хуçи Ангор поселокĕнчи 1-мĕш шкулта ĕçлеме пуçланă, ачасене пуçламăш çар пĕлĕвĕ парас енĕпе тăрăшнă. «Шкулта 28 çул ĕçлерĕм. 1100 ача вĕреннĕ, 110 учитель ĕçленĕ. Пĕлӳ çуртне 13 наци ывăлĕхĕрĕ çӳренĕ. Çулсерен 70-шер ача аттестат илетчĕ. «А» тата «Б» классенче узбексем вĕренетчĕç. «В» класра вырăссем пулнă, — аса илчĕ Холбай Байбуриевич. — Эпĕ хам вырăсла пĕлнипе чăннипех мăнаçланатăп. Çавăн пекех чĕлхе тасалăхĕшĕн тăрăшатăп. Лавкка, общество чарăнăвĕсен ячĕсенче, ытти вырăнта çырнисенче йăнăш асăрхасан тӳрех тӳрлетме ыйтатăп. Акă Шупашкара пурăнма куçсанах пулнăччĕ ку. «Ровесник» культура çурчĕ патĕнчен иртсе пыратăп. «Ровестник» тесе çырнă. Мĕн ку? Чăтаймарăм, кассир патне пытăм. «Пуçлăхсене йăнăша тӳрлетме калăр! Мĕншĕн вырăс чĕлхине намăс кăтартатăр?» — терĕм.

Холбай Чариев вырăс чĕлхине юратма пуçланине хăйĕн вĕрентекенĕпе çыхăнтарать. Вăл узбек çемйинче ӳснĕ вырăс çынни пулнă. Сурхандарья облаçĕнчи Джар-Курган районĕнчи ялти колхоз председателĕн çемйине вăрçă вăхăтĕнче лекнĕ. «Эпĕ ăна питĕ хисеплеттĕмччĕ. Манăн ун пек пулас килетчĕ. Çавăнпа унăн йĕрĕпе кайрăм», — терĕ пĕлĕшĕм.

Çулсем иртсен те хастарлăх çухалмасть

Чариевсем виçĕ ача çуратса ӳстернĕ. «Икĕ хĕр те пĕр ывăл пирĕн. Асли Мавлюда ятлă. Ку ята Галина суйларĕ. Иккĕмĕшне Наталия ят патăмăр. Мана Лев Толстойăн «Война и мир» романĕнчи Наташа Ростова питĕ килĕшнĕрен çакăн пек ятлă пулчĕ вăл. Ывăл валли интернационаллă ят тупрăмăр: Назар. Сакăр мăнук пирĕн. Вĕсен хушшинче студентсем те, шкул ачисем те пур. Кĕçĕн мăнук Варварушка кĕçех пилĕк çул тултарать», — çемйи пирки сăмах пуçарсан пĕлтерчĕ Холбай Байбуриевич.

Шел те, Галина Викторовнăна ачисемпе тата мăнукĕсемпе савăнса пурăнма шăпа пӳрмен. Йывăр чире пула вăл аллă çултан иртсенех пурнăçран уйрăлнă. «Совет Союзĕ аркансан ачасем амăшĕ çуралса ӳснĕ тăрăха таврăнас терĕç. Тĕрĕссипе, Чăваш Ен вĕсемшĕн ют мар. Виççĕшĕ те Шупашкарта çуралнă. Çавăнпа эпĕ вĕсене чăвашсем тесе шутлатăп, — калаçăва тăсрĕ Холбай Байбуриевич. — Шкулта пирĕн ачасем вырăс класĕнче вĕреннĕ. Эпĕ вĕсене пĕчĕк чухнех каланă: «Вырăсла вĕренĕр. Вăл тĕрлĕ халăх чĕлхи, нацисен хутшăнăвĕн чĕлхи». Узбекла вĕсем ачаран калаçса ӳснĕ. Аслисем Узбекистанра институт пĕтерчĕç. Кĕçĕнни Шупашкарта юридици факультетĕнче пĕлӳ илчĕ».

Чариевсем 2004 çулта Чăваш Ене куçса килнĕ. Çулталăк çурăран Холбай Байбуриевичăн мăшăрĕ çĕре кĕнĕ. «37 çул пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнтăмăр. Хăйĕн çуралнă кунĕнче пирĕнтен яланлăхах уйрăлчĕ. Ачасемпе çывăх çынсен тимлĕхĕ, юратăвĕ мана йывăр хуйха чăтса ирттерме вăй-хал пачĕ», — шывланнă куçне шăлса илсе калаçрĕ пĕлĕшĕм. Пысăк çухату хыççăн Холбай Байбуриевич Шупашкартах юлма шут тытнă. Аэропорта ĕçе вырнаçнă. Унта 15 çул хурал службин пуçлăхĕнче вăй хунă хыççăн «Ровесник» культура çуртне куçнă. Çав вăхăтрах общество ĕçне кӳлĕннĕ. «Çулсем иртнине пăхмасăрах хастар пуласшăн-ха», — тет.

Çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх

Вун ултă çул каялла Шупашкарта Узбек культура центрĕ йĕркеленнĕ. Общество организацине никĕслеме Абдували Ергашевпа пĕрле Холбай Чариев та курăмлă тӳпе хывнă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ, Чăваш Енри Халăхсен ассамблейин ертӳçи Леонид Черкесов узбексен пĕрлĕхĕн ĕç-хĕлне пысăк хак панăччĕ. «Чăваш Енри чи хастар тата туслă наци культура пĕрлешĕвĕсенчен пĕри вăл. Коллектив нумайлăха асра юлакан мероприятисем йĕркелет. Çак ĕç, паллах, организаци председателĕ Абдували Ергашев тăрăшнипе тухăçлă пулса пырать. Вăл хăйĕн халăхĕн йăли-йĕркине хисеплет, упраса хăварассишĕн, аталантарса пырассишĕн тăрăшать», — тенĕччĕ Леонид Ильич.

Холбай Чариев — Узбек культура центрĕн ертӳçин заместителĕ. Вăл çамрăк ăрăва патриотизм воспитанийĕ парассишĕн, тăван халăхĕн культурине юратма вĕрентессишĕн яваплă. Хальхи вăхăтра Шупашкарта 2 пин ытла узбек пурăнать. Холбай Байбуриевич кашнинпе тенĕ пек хутшăнма, çыхăну йĕркелеме тăрăшать.

«Манăн тăван тăрăхран Чăваш Ене килекен çамрăксене яланах асăрхаттаратăп: «Кунти халăхсен культурине, йăли-йĕркине хисеплĕр. Шупашкарта хăвăр хăна пулнине ан манăр. Ĕçлеме, пурăнма килсен те эсир — хăнара. Хăнана вара харпăр хăй сăмаварĕпе çӳремеççĕ, харпăр хăй саккунĕсене çырмаççĕ. Яланах ырă кăмăллă пулăр. Ырă ырăпа таврăнать». Эпĕ салтакра чухне Улан-Удэ хулинче танк çарĕсен ретĕнче служба кунĕсене ирттернĕ. Унта тĕрлĕ наци çыннипе тĕл пулма тӳр килнĕ. Вырăссем пек çилĕ тытса çӳременнисене вара курман. Тавлашмалли, вăрçăнмалли тупăнкалатчĕ. Вырăсран каçару ыйтсан: «Пулать ун пекки. Тем мар», — тетчĕ те пулни-иртнине манатчĕ. Çакăн пирки йăхташăмсене час-часах каласа паратăп», — калаçăва тăсрĕ Холбай Байбуриевич.

Общество ĕçĕн хастарне уйрăмах пăшăрхантараканни — çамрăксене пурнăçра тĕрĕс çул тупма пулăшасси. Шел те, вĕсен ăсĕ-тăнĕ вылянчăк, ăçта лайăх, ăçта япăх — тепĕр чухне уйăрса илме йывăртарах. «Хальхи саманара пушшех çамрăк ăрăва пăтратма пултаракан хăрушлăх нумай, — терĕ вăл. — Çавăнпа тĕлпулусенче кун пирки час-часах калаçусем пуçаратăп. «Тимлĕ пулăр. Иккĕлентерекеннине мĕн илтетĕр — мана пĕлтерĕр. Ăнланса илме, Раççей саккунĕсене пăсасран сыхланма пулăшăп. Усал ĕç туса тăван халăх ятне ан ярăр», — тетĕп хĕрсемпе каччăсене. Япăх çын çуралмасть. Унăн кăмăлĕ ӳснĕçемĕн улшăнать. Чи малтан хăвна юратмалла. Вара ыттисене те юратма пуçлатăн. Пĕр-пĕрне хисеплесен кăна лайăх пурăнма пулать».

Центр çулсерен йĕркелекен мероприятисенчен чи пысăкки — Навруз. Холбай Байбуриевич палăртнă тăрăх, унта ачасемпе çамрăксем те, аслисем те хаваспах хутшăнаççĕ. Уява ытти халăх çыннисене те йыхравлаççĕ, вĕсене хăйсен юрри-ташшине кăтартаççĕ, апат-çимĕçĕпе хăналаççĕ. Наци уявĕсене пĕрле паллă туса пĕр-пĕрин культурипе паллашни, тараватлăх йăли-йĕркине ăса хывни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çавна май узбексен наци культура центрĕ халăхсен хутшăнăвĕсене çирĕплетекен хăйне евĕрлĕ туслăх кĕперĕ пулса тăрать.

Холбай Байбуриевич узбек халăхĕн ырă йăли-йĕркине тытса пыракансем малашне те пулччăр тесе тăрăшать. Кăçал вырсарни шкулĕ уçнă. Унта Холбай Байбуриевич Чăваш Енре çуралнă узбек ачисене тăван чĕлхепе калаçма вĕрентет. Çак ĕçе вăл мăнукĕсем узбекла калаçма пĕлменрен пуçарнă. «Тăван тăрăха кайрăмăр та… Мăнуксем чĕнмесĕр тăраççĕ, тăвансемпе хутшăнаймаççĕ, — терĕ вăл. — Раççейре пурăнсан та вĕсен ашшĕамăшĕн чĕлхине пĕлмеллех тесе шутлатăп. Ачасем чĕлхене пĕлмесен те узбек халăхĕн культурипе кăсăкланаççĕ. Интереслĕ вĕсене. Тăван чĕлхене вырăс чĕлхипе танлаштарса вĕрентетĕп. Занятисенче тунсăхласа ан ларччăр, кăсăклă пултăр. Вĕсем хальлĕхе вырăсла шухăшлаççĕ, кайран тин узбекла куçараççĕ. Аслисене хисеплеме вĕрентетĕп. Узбек халăхĕн йăлипе çын пĕр уйăх кăна кĕçĕн пулин те унăн манпа «эсир» тесе калаçмалла. «Эсĕ» тени вырăнлă мар».

Ят-сумлă, тус-юлташлă

Чăваш Республикин тĕп хулинче 20 çула яхăн пурăнса Холбай Чариев тус-юлташ та нумай тупнă, ят-сума та тивĕçнĕ. Унăн юлташĕсен хушшинче чăвашпа тутар та, вырăспа ытти халăх çынни те пур. «Мана Шупашкарпа çыхăнтараканни — юрату, — терĕ Холбай Байбуриевич. — Чи малтан чăваш хĕрне юратрăм. Кайран вара — хулана. Тĕрĕссипе, Шупашкар манăн куç умĕнче ӳссе сарăлчĕ. Узбекистанра пурăннă çулсенче эпĕ кунта час-часах килнĕ. Акă, паян та куç умĕнчех: чукун çул вокзалĕ хыçĕнче пушă хирччĕ. Унтанпа вăхăт нумай та иртмерĕ — çуртсем çĕкленсе ларчĕç. Кунта ĕçчен, пултаруллă, уçă кăмăллă çынсем пурăнаççĕ».

Çаксем пушă сăмахсем мар, пурнăçри ырă ĕçсемпе çирĕпленнĕскерсем. Холбай Байбуриевич çынсене яланах ырă тума тăрăшать. «Урăхла пултараймастăп. Анне мана çавăн пек пулма çуратса ӳстернĕ», — тет вăл час-часах.

Калаçу çăмхи сӳтĕлнĕ май сăмах чылай çул каяллахи пĕр пулăм патне пырса тухрĕ. Ун чухне депутатсен суйлавĕ иртмелле. Кандидатсен йышĕнче Елена Бадаева та пулнă. «Çăкăр завочĕн лавккине çынсем çырма урлă каçса çӳреççĕ. Ӳксе суранланакансем те пулнă. Çавăнта кĕпер хывма май çукши?» Холбай Чариев кандидат патне çакăн пек сĕнӳпе тухнă. Тепĕр уйăхран кĕпер туса панă. Халĕ ун урлă каçса çӳрекенсем кашнинчех Холбай Байбуриевича тав тăваççĕ.

Вăл кӳршĕсемпе те туслă пурăнать. Унран час-часах сĕнӳ-канаш ыйтаççĕ. Акă нумаях пулмасть картиш уявне йĕркеленĕ. «Совет саманинче мĕнле пурăннине аса илтĕмĕр. Ачасене ун чухнехи вăйăсене выляттартăмăр», — каласа кăтартрĕ вăл.

Çавăн пекех Холбай Байбуриевича патшалăхăн влаç органĕсем куçару ĕçне явăçтарнă. Ăна тĕп хулан Калинин, Мускав тата Ленин управисен администрацийĕсем час-часах документсемпе ĕçлеме йыхравлаççĕ.

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.