Комментировать

18 Окт, 2024

Хыпар 117-118 (28293-28294) № 18.10.2024

Хăрушсăрлăхшăн чи малтан влаç яваплă

Шыва кĕмелли тапхăрта кăçал республикăра 28 çын путса вилнĕ — пĕлтĕрхинчен нумайрах. Çак тата шыв çинчи хăрушсăрлăхпа çыхăннă ытти кăтартăва Чрезвычайлă лару-тăруран сыхланас тата унăн сиенне пĕтерес енĕпе ĕçлекен комиссин ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче МЧСăн Чăваш Енри Тĕп управленийĕн çынсен шыв обĕекчĕсенчи хăрушсăрлăхне тивĕçтерекен пайĕн пуçлăхĕ Герман Майков пĕлтерчĕ.

Шывăн турачĕ çук

Вилнисенчен 5-шĕ — ачасем. 16-шĕ ӳсĕр е хĕрĕнкĕ пулнă, çапах Герман Майков айăпа вилнисем хăйсем, вĕсен çăмăлттайлăхĕ çине йăвантармарĕ — ку енĕпе влаç органĕсен яваплăхĕ пысăккине пусăм туса палăртрĕ. Çакă сăлтавсăр мар. Республикăра кăçал çуллахи вăхăтра шыв çинче канмалли 138 вырăн йĕркеленĕ. Çĕнĕ Шупашкарсене мухтарĕ: унта кăçал çын шыва путса вилнĕ пĕр тĕслĕх те пулман — «вĕсен опычĕ ыттисемшĕн те усăллă пулмалла». «Хура списокра» — Çĕмĕрле, Çĕрпӳ, Етĕрне... Малтан асăннă икĕ муниципалитетра 3-шер çын пурнăçĕ татăлнă, Етĕрне округĕнче вара пиллĕкĕн путнă. Çĕмĕрле округĕнче шыва кĕме ятарласа хатĕрленĕ пĕр вырăн та çук иккен. Çĕрпӳ енче «Асамат» кану çурчĕ инкексем кӳнĕ — унăн администрацине çынсен хăрушсăрлăхĕ кулянтармасть пулас. Етĕрнесен икĕ пляж та пулнă, анчах вĕсене çухатнă темелле. Пĕрне «кану вырăнĕ» тесе ят панă та — яваплăха сирнĕ пек туяççĕ-тĕр. Ытти муниципалитетăн та мухтанмалли çукрах. Сĕнтĕрвăрринче çынсем шыва кĕмелли вырăн пулнă, анчах причал çывăххине кура вырăнти администрацин ăна хупма тивнĕ. Туристсене илĕртессишĕн çунакан хулан ăна урăх вырăнта йĕркелемелле пек ĕнтĕ — çапла тăвасси асра та çук. «Çынсем вара унчченхи вырăнта пурпĕр шыва кĕреççĕ», — кăмăлсăрланчĕ Герман Геннадьевич. Шупашкарта та кăçал шыва кĕмелли тапхăрта 7 çын путнă. Пĕлтĕр хурлăхлă çак цифра пĕчĕкрехчĕ — 6 çын пурнăçĕ татăлнăччĕ. Çынсем шыв йĕлтĕрĕпе карапсем иртмелли вырăнсенех тухаççĕ, çĕрле тĕттĕм вăхăтра ярăнаççĕ, путасран сыхланмалли жилетсемпе усă курмаççĕ... Пай пуçлăхĕ ку енĕпе прокат станцийĕсенчен çирĕпрех ыйтма сĕнчĕ — саккуна хытарни те пăсмĕччĕ. Юрать, кăçал пĕчĕк карапсемпе çыхăннă инкексем пулман, анчах ĕç-пуç çивĕччине кура унашкалли пулма пултараймасть теме чĕлхе çаврăнмасть. Шыва кĕме юраманни çинчен калакан паллăсем лартнă вырăнсенче чăмпăлтатнăшăн административлă майпа явап тыттарма 33 материал хатĕрленĕ. Герман Майков протоколсен шучĕ çуллен пысăкланса пынине палăртрĕ, анчах вĕсем, тĕпрен илсен, пурте Шупашкарта çырнăскерсем. Ытти çĕрте никам та йĕркене пăсмасть тейĕн. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Лайăх ĕçленĕшĕн машина парнеленĕ

«Перспектива» тулли мар яваплă общество ĕçченĕсемпе Етĕрне тăрăхĕнчи Ирçе ялĕнче тĕл пултăмăр. Вĕсем Мир урамĕнче çул саратчĕç. Уй хапхинчен кĕрсенех ĕçлекенсен пысăк йышне курасса кĕтнĕччĕ. Апла мар иккен — пысăк ĕçе сахаллăнах пурнăçлама вăй çитерни тĕлĕнтерчĕ те.

Общество ертӳçи Валериян Еремеев КамАЗпа хăйăр турттарса килчĕ. Павел Яргутов çул-йĕр катокĕпе çӳрени аякранах курăнчĕ. Урама сăн кĕртнине ял çыннисем те курма тухнă. Вĕсем, паллах, çул сарасса тахçантанпах кĕтнĕ. «Перспектива» организацие 2016 çулта йĕркеленĕ. Малтан çулсене тасатас тĕлĕшпе ĕçленĕ. Çавăнпах хĕллехи вăхăтра ялти урамсене транспорт çăмăллăнах кĕрсе тухнă. Унтан çулсене йĕркене кĕртме пуçланă. Хăйăр, вĕтĕ чул сарса тикĕслени яла çĕнĕ сăн кĕртнине кам хирĕçлĕ? Урам хушши куç умĕнчех хитреленни кирек камăн кăмăлне çĕклĕ. — Ытларах Етĕрне округĕнче ĕçлетпĕр. Кашни ял тăрăхĕнчех çул сарнă тесен те юрать. Ирçере, тĕслĕхрен, виççĕмĕш урама çитрĕмĕр. Кăçаллăха çитмĕл контракт алă пусса çирĕплетрĕмĕр. Вĕсенчен 60 проценчĕ Етĕрне округĕнчи ĕçсемпе çыхăннă. Пĕр харăс пилĕк çĕрте çул саратпăр. «Перспектива» организаци йышĕнче — ултă çын. Ирхине вăранса çывăрма выртичченех ĕçпе çыхăннă шухăш пуçран тухмасть. Общество йышĕнчи çынсем хăйсен тивĕçне тулли кăмăлпа пурнăçлани хăват парать. Ял-йышра ырă ятлă пулас килет, — ăнлантарчĕ Валериян Юрьевич. Ертӳçĕ пулнине пăхмасăр кирек хăш транспорт рулĕ умне ларать вăл. Паян йывăр тиевлĕ машинăран аннă та экскаватора тапратнă. Сăр таврашĕнче хăйăр тиесе Ирçе салине çул тытнă. «Виçĕ машинăпа Чулхула облаçне вĕтĕ чул патне кайрĕç. Эпир иккĕн хăйăр турттаратпăр. Улттăмĕшĕ катокпа çула тикĕслесе тăрать», — калаçăва тăсрĕ пуçлăх. Ĕçлекенсен вăтам ӳсĕмĕ вăтăр пилĕк çулпа танлашнине те палăртмасăр иртмерĕ вăл. Организацире нумай çул вăй хуракан Павел Яргутова пĕлтĕр çăмăл машина парнеленĕ. Çакă, ахăртнех, ăна çĕнĕ ӳсĕм тума хавхалантарать. «Ку организацие киличчен экскаваторпа 9 çул ĕçлесе опыт пухрăм», — тет вăл. Тăрăшнине кура çамрăк «Перспектива» обществăра кĕске вăхăтрах хăйĕн вырăнне тупнă. Çăмăл машина пуррипе усă курса Яргутовсем кирлĕ çĕре туххăмрах çитеççĕ. Тĕпренчĕкĕсене ача садне, шкула леçни те тем пекех. Çемье ыйтăвĕсемпе инçе çула тухма лекнине те каласа хăварчĕ вăл. Тем тесен те, килти транспорт кулленхи пурнăçа хăтлăлатать. Кунта ĕçлекенсене кăнтăрла тӳлевсĕр апатлантараççĕ. Ĕç тумтирĕпе тивĕçтереççĕ. Специалистсем пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланни куçкĕрет. Çавăнпах йăлт палăртса хунă пек пулса пырать. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   ♦


«Вăрçăлла выляман, тренировка тунă», — тесе шутлетчĕ

Украинăри ятарлă çар операцине пĕр килтен иккĕн хутшăнакансем пур-ха, анчах виççĕн пулнине пĕлсех каймастăп. Тĕрĕссипе каласан, илтмен. Патăрьел округĕнчи Кивĕ Ахпӳртри Мария Куделинăн виçĕ ывăлĕ неонацистсемпе кĕрешет. Серафимпа Кирилл пĕрремĕш кунранпах унта, Георгий кăшт каярах кайнă. Амăшĕн чĕри вĕсемшĕн мĕнле пăшăрханнине каласа та, çырса та пама пĕлмелле мар.

Юлташĕсенчен уйрăлас темен

Кăçалхи çурла уйăхĕн вĕçĕнче Куделинсен çемйине хурлăхлă хыпар çитрĕ. Серафим çар заданине пурнăçланă чухне паттăрла вилнĕ. Каччă манăн куç умĕнче çитĕннĕрен çакна илтме питĕ йывăр пулчĕ. Унпа калаçнă самантсем, кулли пĕр вĕçĕм асра. Мирлĕ пурнăçра шăнана та кӳрентерсе курманскер тăшман аллинчен куçне ĕмĕрлĕхех хупрĕ. Серафим пирки малтанах çырма шухăшланăччĕ. Отпускра та, аманнă хыççăн пуш уйăхĕнче канма килсен, сăмах хускатрăм, анчах вăл кашнинчех хирĕçлерĕ. Ун чухне вăтанчăклăн çеç: «Çĕнтерӳпе таврăнатăп та — вара çыратпăр», — терĕ. Пĕр самант шăп тăнă хыççăн: «Эпĕ халь кăшт тĕшмĕше те ĕненетĕп пулĕ, малашлăх пирки ним те палăртса хурас килмест. Манăн çывăх юлташ Сергей пурччĕ. Вăл отпуска кайрĕ те мăшăрланчĕ. Вĕсен ачи те пулмаллаччĕ. Мана хреснашшĕ тăватпăр тесе тăратчĕç. Сергей ман куç умĕнчех вилчĕ. Ачи те çуралаймарĕ...» — тесе хушса хучĕ. — Пĕлетĕр-и, унта çап-çамрăк ачасем вилеççĕ, шел вĕсене. 21- 23 çулсенче кăна...— терĕ малалла калаçнă май. — Эсĕ хăв та кăрлачра 25 çул кăна тултартăн вĕт! — терĕм ăна чунри пăшăрханăва пытараймасăр. — Вĕсемпе танлаштарсан хама чылай аслăрах туятăп. Эпĕ нумайрах курнă, — терĕ шăппăн çеç. Украинăри лару-тăру пирки ыйтсан та кулса çеç: «Пирĕн питĕ лайăх», — тетчĕ. Унти йывăрлăхсем пирки пĕр сăмах та шарламастчĕ. Хăйĕн вара наградисем те çителĕклех: «Паттăрлăхшăн», «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Çарти туслăха çирĕплетессишĕн», «Хастарлăхшăн» медальсем, IV степень Çветтуй Георгий орденĕ. Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче республика Пуçлăхĕ Олег Николаев патне мотострелоксен икçĕрмĕш уйрăмĕн гварди бригадин командирĕнчен Роман Федоров полковникран Серафим Куделиншăн Тав çырăвĕ килнĕччĕ. Вăл унта Чăваш Ен каччин харсăрлăхне те палăртса хăварнăччĕ. Наградисене мĕншĕн панине ыйтсан татах кулса илчĕ те: «Вĕсенче пĕр манăн тивĕç çеç мар, службăра пĕрле тăнисен те нумай, — терĕ. — IV степень Çветтуй Георгий орденне Авдеевкăна илнĕшĕн пачĕç... Тата — чĕрĕ юлнăшăн». Çак сăмахсене илтсен чунра сӳ! туса кайрĕ. Шалти разведкăра пулнă май мĕн кăна курман-ши, тӳсмен-ши мăнтарăн ачи?! Темиçе хут та вилĕмпе куçа-куçăн тăнă: контузи пулнă, аманнă — пурпĕр çарти юлташĕсенчен уйрăлас темерĕ: «Унта — манăн туссем. Вĕсем мансăр мĕнле тăраççĕ?» — Пĕр ялта Серафимпа юлташĕсем ватă кинемее ĕçлесе пулăшнă, унтан каялла хăйсем вăхăтлăх пурăнакан вырăна кайнă. Кăштахранах çак хĕрарăмран инçех мар пурăнакан старик чупса пынă та карчăк вĕсене украинецсене сутнине каланă. Салтаксем вăшăл-вашăл пуçтарăнса урăх çĕре куçса пытаннă, вĕсем пулнă çурт вара тепĕр самантран сирпĕннĕ, — терĕ Серафимăн йăмăкĕ Ксения тетĕшĕ каласа панисене аса илнĕ май. — Засадăра ларнă чухне мăйне хӳтĕлекен хатĕре те вăхăтра çыхса ĕлкĕрнĕ. Вĕçсе килнĕ тăшман пульли шăпах çавăнта пырса тăрăннă. Çакна çирĕплетекен сăн ӳкерчĕк те пур. Серафим пульăна кăларса ларнине юлташĕсем ӳкерсе илнĕ. <...>

Ольга ПАВЛОВА.

♦   ♦   ♦


«Эпĕ унта – чĕре хушнипе»

Донецк халăх республикипе Запорожье облаçне черетлĕ хут гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă чухне Шупашкарта «Мороз» снайпер та сăмах каларĕ. Унпа çывăхрах паллашрăмăр.

Вăл ятарлă çар операцийĕнчи ентешĕмĕрсене пулăшнăшăн тав турĕ. Волгоград облаçĕнче çуралнăскер 14 çул каялла Çĕнĕ Шупашкара куçса килнĕ. Пĕррехинче ĕçĕпе спутник хулана килнĕ те пулас мăшăрĕпе паллашнă, ăна килĕштернĕ, вара пурăнма спутник хуларах юлнă. Куçми пурлăх агентствинче ĕçленĕ, анчах ятарлă çар операцийĕ пуçлансан айккинчен пăхса тăрас темен, 2022 çулхи авăн уйăхĕнче унта хăйĕн ирĕкĕпе кайнă. «Манăн укçа çителĕклех, — терĕ вăл. — Анчах СВОра уншăн мар. «Унта укçашăн каяççĕ», — тенине пĕрре çеç мар илтрĕм. Пурте укçашăн мар. Сăмахран, эпĕ — чĕре хушнăран. Тăван çĕршыв хăрушлăхра чухне хӳтĕлемеллех». Сухалĕ шап-шурă. Çавăнпа пĕррехинче çул çинче тĕл пулнă пĕчĕк хĕрача пӳрнипе тĕллесе ăна «Дед Мороз» ят панă, унтанпа тăшманпа «Мороз» хушма ятпа çапăçать. 1993 çултанпа Федерацин хăрушсăрлăх службинче снайпер пулнă. Çарти специальноçĕ СВОра та çавах. «Кунта чăтăмлăхăн тимĕр пекех пулмалла, — терĕ вăл. — Задание кайсан виçĕ талăк куç хупмасăр, хускалмасăр выртни час-часах пулать. Вăрманта-и, ытти çĕрте-и — пире неонацистсем хăварнă йĕр çеç мар, инçетре чупса иртни те, вĕсен сасси те кăсăклантараççĕ. Паллах, пирĕн ума ушкăнпа тухасса та кĕтетпĕр. Манăн чи вăрах рейд 51 талăка тăсăлчĕ, çав хушăра ВСУн 28 боецне леш тĕнчене ăсатма май килчĕ». «Мороз» заданисене пирĕн снайперсен ушкăнĕнче пурнăçланине, тăшман куçĕ умне пĕри лексен тепри вилĕмрен çăлнине, пĕр-пĕрне пулăшнине палăртрĕ. «Снайперсене пурте, çав шутра хамăр салтаксем те, питех юратмаççĕ. Мĕншĕн? Тăшман вĕсене чи малтан пĕтерме тăрăшать. Çавăнпа вĕсене асăрхасанах унта кăларса яма мина-снаряд шеллемеççĕ. Пире пĕтерни вĕсемшĕн лайăх-çке. Хăратать паллах. Чăн та, çак шухăш-туйăма хамран яланах хăвалатăп». «Мороз» икĕ хут аманнă. Пĕррехинче снайпер винтовкипе пĕр вырăнтан тепĕрне куçнă чухне ăна танк 9 хут пенĕ те снарячĕсем çывăхрах çурăлнă. Окопран тухнă салтаксем тăнне çухатнă «Мороз» чунне Турра пачĕ тесех шухăшланă, анчах лешĕ наçилкка çинче йăшăлтатнине асăрхасан «икçĕрмĕшсем» патне леçмен, хăвăртрах медчаçе йăтса çитернĕ. «Мороз» госпитальте сывалсан каллех чаçе таврăннă. Иккĕмĕш хут унта 2023 çул вĕçĕнче лекнĕ. «Ун чухне мана патрон е мина-снаряд ванчăкĕ амантнăран мар, — терĕ вăл. — Çав кун тăшман енне «сунара» кайма хамăр позицие пытăмăр, «арçури» тумтирне тăхăнтăмăр. Çав самантра пире çӳлтен ВСУ дронĕсем сăнаса ӳкернĕ иккен — минăсем унта-кунта çурăлма тытăнчĕç те — тăватсăмăр та окопа сикрĕмĕр. Дрон çав-çавах сĕрлесе пĕр вырăнта тăрать. Ку окопран тухса сулахайрине çитсе чăмрăм — кунта та минăсем ӳкрĕç, тухса сылтăмри окопа та сиксе пăхрăм — каллех юнашарах çурăлчĕç. Дронран пытанас тесе пурне те çывăхри çырмана чăмма команда патăм — хам урлă пуснăран чĕркуççи шăнăрĕсем татăлчĕç, ура хуçăлчĕ. Адреналина пула малтан ыратнине туймарăм, ачасем 7 километртан хӳтлĕхе йăтса тухрĕç». <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


«Килшĕн ман пек никам та тунсăхламасть»

Нумаях пулмасть Шăмăршăри тĕп вулавăшра ЧР вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Раççей журналистсен союзĕн членĕн Зинаида Ырпин [Зинаида Свекловăн] «Тăван сăмах сипечĕ» кĕнекин хăтлавĕ иртрĕ. Зинаида Ивановна пичет анине сухалама та, кĕнекесем çырма та вăхăт тупать. Паян вăл — «Хыпар» тĕпелĕн хăни.

Çыру нумай çырнă

— Хăвăрпа паллаштарăр-ха. Çырас ăсталăх ăçтан пырать сирĕн?

— Эпĕ Шăмăршă тăрăхĕнчи Анат Чаткас ялĕнче колхозник çемйинче çуралса ӳснĕ. Виçĕ пĕртăван ӳснĕ эпир. Тетепе шăллăм пур. Эпĕ — вăталăххи. Йăхра çыракан пулнă тесе калаймастăп. Атте-анне те, асанне те çынпа калаçма ăстаччĕ. Вĕсем ăслă каларăшсемпе усă курса пупленĕ. Сăмах ăстисем пулнă. Ача чухне хĕр тусăмсемпе шкулла выляттăмăрччĕ. 4-мĕш класра вырăс чĕлхин урокĕнче ӳссен кам пуласси пирки сочинени çыртарнăччĕ. «Учитель пулас килет», - тенĕччĕ эпĕ. 8-мĕш класранпа «Коммунизм çулĕ» /халĕ «Шăмăршă хыпарĕ»/ район хаçачĕ валли заметкăсем çырнă. «Пионер сасси» /«Тантăш»/ хаçатпа çыхăну тытнă. Астăватăп-ха, çул-йĕр правилисемпе «Хĕрлĕ, сарă, симĕс» конкурс ирттернĕччĕ. Унта çĕнтернĕччĕ. Питĕ хавхаланса кайнăччĕ. «Хатĕр пул!» журнала ӳкерчĕк те янăччĕ. Вăл 8-мĕш класра пичетленсе тухнăччĕ. Эпĕ туслăха хакласа ӳснĕ. Питĕ нумай юлташ пулнă манăн. Почтальонка та тĕлĕнетчĕ. «Сан патна чылаййăн çыраççĕ. Тек никам патне те çыру çавăн пек нумай килмест», — тетчĕ. Çыру шăрçалама юрататтăмччĕ. Кунне 5-шер çыру çырнă. Килти ĕçсене тусан хаçат валли пĕчĕк хыпарсем шăрçалаттăм. 8 класс хыççăн Канаша педагогика училищине вĕренме каясшăнччĕ. Пуçламăш классене вĕрентекен пулас ĕмĕтĕм пысăкчĕ. Анчах мана класс ертӳçи Татьяна Чиняева вĕренме ярасшăн пулмарĕ. Француз чĕлхине питĕ юрататтăм. Çав предметпа йĕркелекен конкурссене те хутшăннă. Француз чĕлхин учителĕ те пулас килетчĕ. Çапла, шкултах малалла вĕренес терĕм. 9-мĕш класра француз чĕлхи пулмарĕ. 10-мĕшĕнче нимĕç чĕлхине вĕрентме тытăнчĕç. Чăваш чĕлхине вĕрентекенсем улшăнса тăчĕç. 10-мĕш класра Олег Шайкин вĕрентрĕ. Вăл уроксене питĕ интереслĕ ирттеретчĕ. Ун чухне чăваш литературине юратса пăрахнăччĕ. Биологи те килĕшетчĕ. Çапах та журналистика енĕпе кайма шухăшларăм. Француз чĕлхине вĕрентекен сĕннипе хаçатра пичетленнĕ статьясене пуçтарса пыраттăм. 10-мĕш класра чухне «Пионер сасси» хаçат «Çамрăк журналист» конкурс ирттернĕччĕ. Конкурса ярса пама «Ӳсĕм çулĕпе» статьяна икĕ уйăх çыртăм. 8-мĕш класра вĕренекенсем пирки шăрçаланăччĕ. Сылтăм флангри отрядчĕ вăл. Класра 5 ача «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыратчĕ. Питĕ хастар, пултаруллă ачасемччĕ. Пĕри «2»-пе вĕренетчĕ. «Васкавлă пулăшу» йĕркелесе ăна пулăшнăччĕ. Эпĕ «Çамрăк журналист» конкурсра çĕнтертĕм, вĕренме кĕтĕм. Диплом ĕçне журналистикăпах çыхăнтартăм. Журналистика та, ачасемпе ĕçлесси те илĕртетчĕ. 1986 çулта вĕренсе тухрăм.

— Ĕçлеме ăçта ячĕç?

— Шăмăршă тăрăхĕнчи Палтиелти вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентрĕм. 32 çул ĕçлерĕм. Çак яла качча кайнă, çемье çавăрнă. Каярах пĕр вăхăт Васан тĕп шкулĕнче вăй хутăм. Унта мана чăваш чĕлхипе литературин, ĕç урокĕсене пачĕç. Истори те, вырăс чĕлхипе литературине те вĕрентрĕм. Обществознани те панăччĕ. Ăна та килĕштереттĕм.

— Ачасен пултарулăхне аталантарма кружок те ертсе пынă-тăр?

— Ĕçлеме пуçласанах «Çивĕч перо» кружок йĕркелерĕм. Икĕ класс, 5-мĕшсемпе 6-мĕшсем, çӳретчĕç. «Санăн кружок ачисем пирĕн уроксенче сăвă çыраççĕ», — тетчĕç учительсем. Сăвăсене «Пионер сассине», «Хатĕр пула» ярса параттăмăр. Пĕчĕк калавсем хайлатчĕç. Урокра мĕн вĕренетпĕр, сăмахран, «Сăпка юррисем», «Улăп юмахĕсем» — çавсене те çыртарса яртараттăм. Шкул ачисем «Коммунизм çулĕ», «Пионер сасси» хаçатсем ирттерекен семинарсене çӳретчĕç. 20-30 ача каятчĕ. Илпек Микулайĕн юбилей каçĕнче вĕренекенсем хăйсем çырнă сăввисене вуласа панăччĕ. Чăваш чĕлхин эрнисенче те хăйсем хайланă сăввисене вулаттарнă. «Ăнтăлу» ятлă стена хаçачĕ кăлараттăмăр. Тем тăршшĕччĕ вăл. Пирĕн районта стена хаçачĕсен конкурсне ирттеретчĕç. Унта эпир икĕ хутчен малти вырăнсене йышăнтăмăр. Кайран ирттерме пăрахрĕç. Вĕренекенсене сочинени конкурсĕсене хутшăнтараттăм. Пытармастăп: ĕçĕме чунтан юратнă. Палтиелте ĕçленĕ чухне 10-мĕш класс хĕрачи «Нарспи» çинчен çырнă сочиненипе республика конкурсĕнче 3-мĕш вырăна тухрĕ. Районта сочиненисен конкурсĕнче яланах çĕнтернĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   


Ачисене те йывăрлăхсене парăнтарма хăнăхтараççĕ

Шупашкарти Поповсен çемйи 2013 çулта чăмăртаннă. Владимирпа Екатеринăн шăпи спортпа çыхăннă, вĕсем çĕршывăн пĕрлештернĕ командин йышĕнче пулнă. Профессионал атлет карьерине вĕçленĕ пулин те спортран уйрăлмаççĕ. Ачисемпе пĕрле старт хыççăн старта тухаççĕ.

Пухмачра награда нумай

«Пĕр тренер патĕнче ăсталăха туптанă. Тренировкăсене пĕрле çӳреттĕмĕр, çав тапхăрта паллашса çывăхлантăмăр. Эпир спорта юрататпăр, ачасем те сывă пурнăç йĕркине тытса пыччăр тесе тăрăшатпăр. Йывăрлăхсене парăнтарма хăнăхчăр», — терĕ Екатерина Попова. Ывăлĕ Глеб 3-ре чухне çемье ăмăртăвĕсене хутшăнма тытăннă. Ун чухне Поповсем çăмăл атлетика эстафетинче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Унтанпа çак ăмăртуран пĕрре те юлман. 2023 çулта икĕ ачипе те старта тухса икĕ «ылтăнлă» пулнă. Кăçал 7-ри Марийăпа пĕрле ăмăртса чи лайăххисен йышне лекнĕ. Поповсен çулталăк календарĕ спорт мероприятийĕсемпе пуян: профсоюз ăмăртăвĕсем, ГТО фестивалĕ, Ял хуçалăх министерстви йĕркелекен «Спорт çĕрĕ» турнир, ял спорт вăййисем, наци кросĕ, тĕрлĕ эстафета — çак тупăшусенче палăрнă вĕсем. Çавăн пекех тĕрлĕ турнирта Шупашкар округĕн чысне хӳтĕлеççĕ. Амăшĕпе хĕрĕ кăçал «Симĕс марафон» чупăва хутшăннă, унта Екатерина тăватă çухрăма парăнтарса пĕрремĕш вырăн йышăннă. Екатерина Анатольевна пĕлтернĕ тăрăх, Мария ӳнер еннелле туртăнать, искусство шкулне çӳрет, 9-ти Глеб ишевçĕсен секцийĕнче пултарулăха аталантарать. «Ăмăртусене хаваспах хутшăнаççĕ, пĕрремĕш пулма тăрăшаççĕ, парне çĕнсе илсен питĕ хĕпĕртеççĕ. Пирĕнпе пĕрле стадиона тренировкăна тухаççĕ, турнирсене пĕрле хатĕрленетпĕр, — савăнăçне пытармарĕ вăл. — Унччен эпир «Олимпийский» стадионран тухма пĕлмен, халĕ унта сайра хутра пулатпăр. Раççей чемпионатне курма çӳретпĕр. Пирĕншĕн пысăк уяв вăл. Кунта спорт ветеранĕсемпе, сумлă тренерсемпе тĕл пулатпăр. Стадион спортри туссемпе курнăçмалли вырăн пулса тăчĕ. Европăран — «ылтăнпа» Екатерина Явăш шкулĕнче вĕреннĕ чухне спортпа туслашнă. «6-мĕш класра çĕнĕ учитель килчĕ. Вăл пире йĕлтĕрçĕсен, çăмăл атлетсен ăмăртăвĕсене илсе çӳреме тытăнчĕ. Атайкасси шкулĕнче те спорт секцийĕ пурччĕ. Спорта юратнипех алла диплом илсен педагогика университечĕн физвоспитани факультетне çул тытрăм», — иртнĕ кунсене аса илчĕ вăл. Унта вĕренме кĕрсен хĕре РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Валентин Давалов хăйĕн хӳттине илнĕ. Екатерина тĕрлĕ дистанцире хăйĕн вăйне тĕрĕсленĕ. Чăваш Ен, Атăлçи округĕн ăмăртăвĕсенче палăрнăскер Раççей кубокĕнче кросс чупса пьедестал çине хăпарнă. Будапештра иртнĕ Европа чемпионатĕнчен команда тĕп наградăпа таврăннă. 2014 çулта унăн Пĕтĕм тĕнчери Универсиадăн çулăм эстафетине хутшăнма тӳр килнĕ. Амăшĕ пулса тăрсан вăл профессионалсен спортĕнчен пăрăннă, малашнехи пурнăçне педагогикăпа çыхăнтарнă. Хальхи вăхăтра садик ачисемпе ĕçлет, вĕсем валли ăмăртусем йĕркелет. Турнирсенче хастарлăх кăтартакан шăпăрлансен йышĕнчен спортсменсем тухасса шанать. — Кăçал спорт туризмĕпе кăсăкланма тытăнтăм, — сăмаха малалла тăсрĕ Екатерина Попова. — Спортăн ку тĕсĕ пур енлĕн аталанма пулăшать, интереслĕ дистанцисемпе палăрса тăрать. Спортри юлташсемпе пĕрле Кузбаса кайса килтĕмĕр. Унта малти вырăнсене йышăнтăмăр, эпĕ уйрăм тупăшура иккĕмĕш пултăм. Спорт туризмне çемьене те явăçтарас килет. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.