Комментировать

11 Окт, 2024

Сергей КИРИЛЛОВ: «Кире спорчĕ йывăрлăхсене парăнтарма хăнăхтарать»

Куславкка хулинче çуралса ӳснĕ Сергей Кириллов пурнăçне кире спортне халалланă. Вăл — Куславкка районĕн тата Санкт-Петербург хулин хисеплĕ гражданинĕ, тĕнче чемпионачĕн пилĕк хут çĕнтерӳçи, Раççейĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ тата спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, Пĕтĕм Раççейри кире спорчĕн федерацийĕн ертӳçи. Нумаях пулмасть Сергей Александрович тăван ене килсе кайрĕ.

Вăйлă ăру çитĕнтермелле

Сăлтавĕ те пысăкчĕ: хăйне спортпа туслашма пулăшнă çынна — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерне Иван Краснова 65 çул тултарнă ятпа саламлама çитнĕ. Иван Николаевич паянхи кун та арçын ачасемпе хĕрачасене хăйĕн пĕлĕвĕпе опытне парать, вĕсене кире спортне юратма вĕрентет. Пулас тĕнче чемпионĕ те виççĕмĕш класра вĕреннĕ чухне ун патне ăсталăха туптама пынă. Çавăнтанпа кире спорчĕ Сергей Кирилловшăн пурнăçăн уйрăлми пайĕ пулса тăнă. Тĕрлĕ ят-сума тивĕçнĕ ентешĕмĕр хальхи вăхăтра Раççейре тата ют çĕршывсенче спортăн асăннă тĕсĕ мĕнлерех аталанса пыни, вăл пулас ăрушăн мĕн тери усăллă пулни çинчен каласа пачĕ. — Физкультура ачана тĕрлĕ енлĕн аталантарма, ăна шкул тулашĕнчи пурнăç условийĕсене лайăх хатĕрлеме пулăшать. Пирĕн обществăн тĕллевĕ – ура çинче çирĕп тăракан çамрăксен вăйлă ăрăвне ӳстересси, кирек мĕнле йывăрлăха та тӳссе ирттерме вĕрентесси. Спорт залĕсенче тренировкăсем тунă май шăпах çакăн пек енсем аталанаççĕ: хăйне хӳтĕлеме, йывăр ларутăруран тухма пултарни, хăйĕн вăй-хал хăнăхăвĕсемпе усă курма пĕлни, чăтăмлăхпа çирĕплĕхе аталантарни, – терĕ Сергей Александрович. Пĕчĕк кружокран пуçланнă Вăл кире спорчĕ спортăн наци тĕсĕсен йышне кĕнине те асăнчĕ. Сергей Кириллов каланă тăрăх, тимĕр вăййи 19-мĕш ĕмĕрте шăпах Санкт-Петербург хулинче вăй илме пуçланă. 1885 çулта Владислав Краевский тухтăр атлетикăна юратакансем валли кире спорчĕн кружокне йĕркеленĕ. Тренировкăсенче йывăрлăхсене тӳссе ирттерни сывлăха тĕреклетнине, унăн кăмăл-сипет пахалăхĕсене çирĕплетнине кăтартса панă вăл. Владислав Францевич наука ĕçĕсем те çырнă. Унăн «Кире пуканĕсĕр тата кире пуканĕпе вăй-хала аталантарасси» кĕнеки пичетленсе тухнă. Ĕлĕкренпех ярмăрккăсемпе уявсенче арçынсем кам патвартараххине пĕлес тесе кĕрешме юратнă, вĕсем хăйсен вăйне спортăн тĕрлĕ тĕсĕнче тата йывăр япаласене çĕклесе тĕрĕсленĕ. Совет Союзĕ арканнă хыççăн кире спорчĕ тĕнчипех анлă сарăлнă. Халĕ 80 ытла çĕршывра кире пуканĕ йăтассипе занятисем ирттереççĕ. Раççей Федерацийĕн Спорт министерстви паянхи кун спортăн 180 ытла тĕсне аталантарать. Кире спорчĕ футболпа, хоккейпе тата волейболпа пĕр ретре тăрать. Унпа туслисен шучĕ пысăк, массăлăхпа палăрнипе вăл ТОП-20 йышне кĕрет. Спортсменсенчен нумайăшĕ пысăках мар залсенче кире пуканĕсемпе усă курса вăйхала тĕреклетеççĕ. Кире спорчĕ чăтăмлă тата тăрăшуллă пулма хăнăхтарать, кăмăл-туйăма çирĕплетет. Спорт министерстви кире спортне уйрăмах аталантармалли спорт тĕсĕсен йышне кĕртнĕ. Кунсăр пуçне Раççей Федерацийĕн оборона министрĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн кăçалхи утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче кире спортне Раççейри çар çыннисене хăйсен тивĕçне ăнăçлă пурнăçлама пулăшакан спорт тĕсĕсен переченьне кĕртнĕ. — Пĕтĕм Раççейри кире спорчĕн федерацийĕн президенчĕ пулнă май общественноçăн, тренерсен тата хамăн тĕп тĕллевсенчен пĕри — май пур таран ытларах çынна спортпа, çав шутра кире пуканĕ йăтассипе те, туслаштарасси тесе шутлатăп, – пĕлтерчĕ Сергей Кириллов. – Спорт пулăшнипе аталанакансем ĕçченлĕхпе, чăтăмлăхпа, ытти пахалăхпа палăрса тăраççĕ. Шăпах вĕсем тĕллевсене пурнăçлама, палăртнă çултан пăрăнмасăр утма пулăшаççĕ. Çын хăйне тытма вĕренет. Сăмахран, помост çине тухсан 10 минут ĕçлемеллине ăнланатăп. Çакăн пек самантра кире пуканне вăхăтсăр пăрахсан ăмăртура малти вырăнсене йышăнма пултарайманнине пĕлетĕп. Çак тĕслĕх нумай япалана кăтартать. Манăн тĕп тĕллевсенчен пĕри – ытларах ачана кире спортне явăçтарасси. Сывлăхшăн та усăллă Сергей Александрович палăртнă тăрăх, ачасемпе хĕрарăмсем те кире пуканне çĕклеме пултараççĕ. Тимĕр вăййипе туслашни ӳт-кĕлеткене çирĕплетет, çурăм шăмми кукăрăласран упрать. Спортăн ку тĕсĕпе кăсăкланакан хĕрарăмсене тренировкăсем яштака пулма пулăшаççĕ. Ача секцие пырсан чи малтан ăна шăмшака тĕреклетме май паракан хăнăхтарусем тутараççĕ, унтан тин вăл кире спорчĕн мелĕсене вĕренме пуçлать. Тимĕр вăййи ытларах хускалма пулăшать, ӳт хушассинчен упрать, юн çаврăнăшне лайăхлатать, юн тымарĕсен пиçĕлĕхне ӳстерет. Вăл профессире аталанма кăна мар, çыннăн организмне сыватма та юрăхлă. Хальхи çамрăксем физкультурăпа аппаланасшăнах мар, йывăрлăхсенчен пăрăнма тăрăшаççĕ. Тренировкăсене тĕрĕс йĕркелесен кире спорчĕ хăрушă мар.

— Тĕнчере питĕ кăткăс лару-тăру пулнă май спортăн нумай тĕсне е кăларса пăрахнă, е спортсменсем уйрăм статуспа ăмăртăва хутшăнаççĕ. Тĕрлĕ çĕршыв спортсменĕсем пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеме пăрахрĕç. Халĕ эпир Ази енне туртăнатпăр. Киргизире, Узбекистанра, Казахстанра, Китайра, Тайваньре, Корейăра, Сингапурта, Индире кире пуканĕ йăтакан йышлă, – каласа кăтартрĕ Сергей Александрович. – Унччен хĕвел анăç еннелле пăхаттăмăр, Европăра кире спорчĕ вăйлă аталанатчĕ. Австралипе Кăнтăр Америка пăхаттирĕсем уйрăмах маттурччĕ. Мĕншĕн тесен спорт хатĕрĕпе çăмăллăн усă курма пулать. Унта перекетлĕ çынсем пурăнаççĕ, вĕсем спорт комплексĕсемпе стадионсене тара илме пысăк укçа тăкакласшăн мар. Юлашки вăхăтра пирĕн патшалăх наци спортне аталантарассине пысăк тимлĕх уйăрать. Кире спорчĕ те çакăнтах кĕрет. Ăмăртусене çӳллĕ шайра ирттерме май пур. Пирĕн çĕршывра кире спорчĕпе интересленекен яшсемпе хĕрсене çар вĕренӳ заведенийĕсене, МЧС, ШĔМ тата ытти ведомство çумĕнчи училищĕсемпе академисене хаваспах вĕренме илеççĕ. Тĕслĕхрен, Йĕпреç тăрăхĕнчи Михаил Петров тренер чылай спорт мастерне ӳстернĕ. Нумайăшĕ вăй тытăмĕсен аслă вĕренӳ заведенийĕсенче пĕлӳ илнĕ, вĕсем хăйсен пурнăçри вырăнне тупнă. Пĕр пайĕ ятарлă çар операцине хутшăнать. Çакă патшалăхшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ, çавăнпа хальхи вăхăтра çамрăксене спортпа туслаштарасшăн, – каласа кăтартрĕ Сергей Александрович. Олимп юхăмĕн никĕслевçи Кубертен спорт валли виçĕ паха ен палăртнă: «Хăвăртрах, çӳллĕрех, вăйлăрах». Сергей Кириллов шухăшĕпе, кире спорчĕ çак чĕнӳпе килĕшсе тăрать. Спортăн ку тĕсĕ ăмăртусенче ăнăçу тума кăна мар, пурнăçа йĕркелеме тата сывлăха нумай çуллăха упрама пулăшать.

Татьяна УСТИНОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.