Комментировать

1 Окт, 2024

Хыпар 110 (28286) № 01.10.2024

Укçа пур, анчах унпа усă курасси уксахлать

Çулсем тăвасси, киввисене юсасси — çак ыйту тавра ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура тĕплĕ калаçу пулчĕ.

Транспорт тата çул-йĕр министрĕ Максим Петров палăртнă тăрăх, Çул-йĕр фончĕн калăпăшĕ кăçал 8,26 миллиард тенкĕпе танлашать. Тĕп пайĕ, 7 миллиард тенки — республика бюджечĕн тӳпи. Çулсем валли уйăрнă бюджета касса енĕпе пурнăçласси лайăх тееймĕн — хальлĕхе çурринчен кăшт ытларах пайне кăна ĕçе хывнă. Ку нацпроектсемпе килĕшӳллĕн уйăрнă укçана та пырса тивет. Пĕтĕмпе 2,9 миллиарда яхăн тенкĕпе усă курмалла, хальлĕхе 1,5 миллиард ытларах тенке кăна тăкакланă. Сăмах май, «Хăрушлăхсăр паха çулсем» нацпроектпа килĕшӳллĕн республикăра кăçал 43 об±ектри ĕçсене пурнăçламалла. Çав шутра çулсен 78 километрне юсаса нормативсемпе çураçтармалла, 6 кĕпере юсамалла. Регион программипе тумалли ĕç калăпăшĕ те пысăк: 58 километр тăршшĕ çулсене йĕркене кĕртмелле — 468 миллион тенкĕлĕх. Хальлĕхе çак укçан 55,7% кăна усă курнă. Ял-хула территорийĕсенче пурнăçлакан ĕçсем тĕлĕшпе те мухтанмалли çукрах. Ялсенче çулсем тумалли тăкаксен «касса енĕпе пурнăçлани» текен кăтартăвĕ 38,6% шайра кăна. Министр пусăм тусах палăртрĕ: çанталăк кăçал çулйĕр ĕçченĕсемшĕн лайăх. Анчах синоптиксем юпа уйăхĕн иккĕмĕш декадинче юр çума пуçласси çинчен калаççĕ — çулсем çинчи ĕçсем, тĕрĕссипе, çав кунсенче вĕçленĕç. Шел те, чылай подрядчикăн ĕç хăвăртлăхĕ тивĕçтермест. «Нуль шайĕнчи касса — юрăхсăр пулăм» тенĕ май Максим Михайлович хăш-пĕр тĕслĕхре уйăрма пăхнă укçана урăх об±ектсене яма пултарасси çинчен те асăрхаттарчĕ. Ĕçсем тăсăлса кайнин тĕп сăлтавне уççăн палăртрĕ: пĕр подрядчиксемех ĕçлеççĕ, вĕсем хăйсем çине темиçешер об±ект илеççĕ те — вăхăтра ĕлкĕреймеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Олег Николаев та кăмăлсăрлăхне пытармарĕ. Вăл юлса пыракан муниципалитетсен ертӳçисене ĕç-пуçа сăнламашкăн сăмах парсан, чăн та, касса енĕпе пурнăçланин кăтартăвĕ япăххи ĕçсене туманнине пĕлтерменни çирĕпленчĕ. Елчĕк округĕнче, авă, Курнавăш ялне каякан çулăн 3,7 километр тăршшĕ сыпăкне юсамалла пулнă. Округ пуçлăхĕ Леонард Левый пĕлтернĕ тăрăх, асфальта сарса пĕтернĕ, халь çул айккине çирĕплетес ĕçсем пыраççĕ. «Хура списокри» Шăмăршă, Шупашкар, Муркаш округĕсем пирки те çавнах каламалла: хăш-пĕр об±ектри ĕçсем вĕçленнĕ, ыттисенче те финиша çывхараççĕ. Çавна май подрядчиксемпе укçапа татăласси те вăрах кĕттермĕ. Апла пулин те Чăваш Ен Пуçлăхĕ муниципалитетсем ĕçсене çапла юлашки кунсене хăварнине ырламарĕ: «Юрать, кăçал çанталăк ĕçлеме май пачĕ. Анчах вăл тĕрлĕ пулать — теветкеллĕ çул çине тăма юрамасть. Çумăр, пылчăк пуçланать те — асфальт хума тытăнатпăр. Çынсем çакнашкаллипе тĕрĕс кăмăлсăрланаççĕ». Кун йĕркинчи тепĕр ыйту пĕрремĕшĕн тăсăмĕ пулчĕ теме те юрать. Шкул-садик юсавне, шкулсен территорийĕсене хăтлăлатассине тишкерчĕç — унта та çивĕч ыйту пайтах. Патăрьелĕнчи 2-мĕш шкулта юсав ĕçĕсене 94% пурнăçланă пулсан, Вăрмар округĕнчи Энĕшпуçра — 52% кăна. Çĕнĕ Шупашкарти 11 спорт залне юсама укçа уйăрнă, кадетсен лицейĕнче ку ĕçсем авăн уйăхĕн вĕçĕчченех тăсăлса кайнă. Лицей тенĕрен, юсав тĕлĕшпе кăрлачрах тивĕçлĕ килĕшӳ тунă, çав уйăхрах контракт алă пуснă... <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Çĕнĕ самана çынни хаçат вулать-и?

Информаци технологийĕсен ĕмĕрĕнче хаçатсем кирлех-ши? Интернет вăйлă аталанса пырать, илемлĕ произведенисене, ăслăлăх статйисене, çĕнĕ хыпарсене тĕнче тетелĕнче вулама пулать… Пичет кăларăмĕсен хакне пĕчĕклетекен çакăн евĕрлĕ калаçусем юлашки çулсенче час-часах илтĕнеççĕ пулин те хаçатсемпе журналсем кун çути кураççĕ-ха.

Интернета мухтакансене шухăшласа пăхма сĕннĕ пулăттăм: пичет кăларăмĕсем пур — апла тăк вĕсен хисепĕ чакман-ха. Хаçат кĕтекенсен хушшинче, телее, интернетпа усă курайман пенсионерсем кăна мар. Çак йышра студентсем те, политиксемпе бизнесменсем те, вĕрентекенсемпе медицина ĕçченĕсем те, ытти сферăра вăй хуракансем те пур. Акă Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесовран «куна хаçатран пуçлатăп» тенине пĕрре кăна мар илтнĕ. Пушă сăмахсем мар, мĕншĕн тесен ĕç пӳлĕмĕнчи сĕтелĕ çинче «Хыпара» тата ытти хаçата яланах курма пулать. Ял хуçалăх е промышленноç предприятийĕсен, медицина учрежденийĕсен, вĕрентӳ организацийĕсен ертӳçисен хушшинче те пичет кăларăмĕсемпе паллашнинчен ĕç кунне пуçлакан йышлă. Пирĕн республикăра пĕр тĕрлĕ хаçат е журнал кăна тухса тăмасть. Сăмахран, «Хыпар» Издательство çурчĕ 11 пичет кăларăмне калăплать. Вĕсен пĕтĕмĕшле тиражĕ 30 пинрен иртет. Кашни хаçатăн — хăйĕн вулаканĕ. «Çамрăксен хаçачĕ», тĕслĕхрен, хĕр-упраçпа яш-кĕрĕмшĕн интереслĕ статьясем пичетлет. Унта ашшĕ-амăшĕ те хăйсене кăсăклантараканнине тупма пултарать. «Чăваш хĕрарăмне» вулакансем, паллах, тĕрлĕ çулти хĕрарăмсем, çав шутра асаннесем, кукамайсем. «Кил-çурт, хушма хуçалăх» — сад-пахча ăстисем эрнесерен кĕтекен хаçат… Çынсем хаçат вуласшăн. Анчах та пичет кăларăмĕсене вулакан патне çитме чăрмантаракан сăлтав, шел те, çулсерен нумайланса пырать. Чи малтанах, паллах, кашни çырăнтару тапхăрĕнче хаксем ӳсни тиража сиенлĕ витĕм кӳрет. Ял çыннишĕн кĕсьерен пĕр харăс 1 пин тенкĕ кăларса хурасси ансат мар. Çавăнпа кӳршĕсем хаçат çырăннă чухне пĕр-пĕринпе калаçса татăлаççĕ. Пĕри, сăмахран, «Çамрăксен хаçатне» çырăнать, тепри — «Хыпар». Вĕсене вара ылмаштарса вулаççĕ. Редакцие хаçатăн вăл е ку номерне шыраса шăнкăравлакан та йышлă. «Киосксенче те, почтăра та сутмаççĕ», — теççĕ вĕсем. Çакă та пичет кăларăмĕсене халăхра сарăлма чăрмантаракан тĕп сăлтавсен шутĕнче. Хулара пурăнакансенчен нумайăшĕ совет тапхăрĕнче çĕнĕ хаçата ирсерен çурт çывăхĕнчи киосксенче туянма хăнăхнă. Çĕнĕ самана вăй илсен пичет кăларăмĕсемпе тивĕçтернĕ киосксене тупăш илсе килменнипе сăлтавласа хупрĕç. Ялсенче те çакăн евĕрлĕ йывăрлăхсем пур. Почтальонсем çитмеççĕ. Тĕрĕсрех каласан, хальхи вăхăтри шалупа почтальонра ĕçлеме килĕшекен çук. Çавна май чылай çĕрте почта уйрăмĕсем хупăнчĕç. Хăш-пĕр почтальон вара хаçат çырăнас текенĕн шухăшне пăрахăçлаттарма пултарать. «Сăлтавĕ ансат: пĕр хаçатшăн манăн мĕншĕн ялăн тепĕр вĕçне утмалла? Почтăна пырса илетĕн пулсан — тархасшăн», — терĕ мана почтальон. Урасем ыратнăран килтен тухса çӳрейместĕп. Ку çур çулта хаçатсăрах тăрса юлтăм», — каласа кăтартнăччĕ пĕр ялти кинемей. Шел те, кунашкал тĕслĕх республикăра пĕрре кăна мар. Çакă та пичет кăларăмĕсен ĕмĕрне кĕскетекен тӳнтер тепĕр мел. Алла тытса вуласси — хăть мĕн каласан та — аслă ăру çыннисен кăмăлне ытларах тивĕçтерет. Çак тĕслĕхпе çамрăксен те хавхалансан аван пулмалла. Вĕсен пуç мими питĕ ансат мелпе информаци тупасшăн. Çавăнпа социаллă сетьсенчи тата тĕнче тетелĕнчи çĕнĕ хыпарсен ярăмĕсенчи кĕске постсене вуланинчен тĕлĕнмелли çук. Психологсем çирĕплетнĕ тăрăх, хаçат тимлĕхе ӳстерет, тăрăшуллă пулма, тĕпленсе ларса ĕçлеме хăнăхтарать. Çĕнĕ самана çыннине, шел те, çак пахалăхсем çитсех каймаççĕ. Кăсăклă хаçат, лайăх кĕнеке пекех, вулав культурине йĕркелеме пулăшать. Ăна алла тытсанах пуçра шухăш тĕвĕленет: вулани вăхăта усăсăр ирттерни мар, ăс-тăна пуянлатни пулнине ăнланса илетĕн. Информацие тĕрĕс çутатакан хаçатăн интернет-контентпа танлаштарсан ырă енĕ ытларах: унта пичетленнĕ статьясем нумай кун иртсен те пĕлтерĕшне çухатмаççĕ. Интернетри хыпарсем вара кунне темиçе хутчен улшăнаççĕ. Çавна май вĕсене вулакан çынна виçесĕр нумай капланакан информацирен тĕрĕссине уйăрса илме, хăйĕн шухăшне палăртма вăхăт çитмест. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Чăваш полкĕнчен — пысăк тав

Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнче 1989 çулта çуралнă Александр Обручков лейтенант СВОна хутшăнать. Иртнĕ эрнере вăл, республикăна отпуска таврăннăскер, мăшăрĕпе пĕрле «Хыпар» Издательство çуртĕнче хăнара пулчĕ.

Полк офицерĕсемпе салтакĕсен пысăкрах пайĕ Чăваш Енре çуралса ӳснĕ. Малтан Александр пирки калас тăк — вăл Аслă Елчĕк шкулĕнчен тата Елчĕкри лицей класĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче ятарлă пĕлӳ илнĕ. Ун хыççăн Оборона министерствин тĕп органĕсене хураллакан полкра хĕсметре çулталăк тăнă, хĕç-пăшалпа усă курма, çар обĕекчĕсене хураллама вĕреннĕ, командирсен хушăвне вăхăтра пурнăçланă. Çавна кура ăна отделение ертсе пыма шаннă, вăл çамрăкрах салтаксене вĕрентнĕ. Хăй турникрен икĕ алăпа вун иккĕрен сахал туртăнман. «Шкулпа колледжра чупса, кĕрешсе хул- çурăма спортпа пиçĕхтерни мана СВОра та заданисене пурнăçлама пулăшать, — терĕ. — Унта темле йывăрлăха та чăтма тивет, мышцăсем пиçĕ те çирĕп пулсан лайăх. Хăш-пĕр чухне бронежилетпа, боеприпаспа, автоматпа нумай çухрăма утса-чупса тухатпăр. Тăшмана çывăхрах асăрхасан маларах персе лектерме, дрон граната е сывлăша сирпĕтекен урăх хатĕр пăрахсан хӳтĕрех вырăна сиксе ĕлкĕрме хăвăртлăх кирлĕ». Çулталăкран вăл республикăна таврăннă, сĕтел-пукан тăвакан цехра малтан предприниматель ертсе пынипе тăрăшнă, каярахпа ку ĕçе юлташĕсемпе пĕрле йĕркелесе янă, çапла майпа укçа ĕçлесе илнĕ. Кунта 10 çула яхăн вăй хунă, çав хушăра çемье çавăрнă, ачасем çуралнă. «Авăн уйăхĕнче асли 1-мĕш класа кайрĕ, çитес çул кĕçĕнни те шкулта вĕренме тытăнĕ», — терĕ мăшăрĕ Оля. Çемьеленсенех вĕсем общежитири пĕр пӳлĕмре пурăннă, вăхăт иртнĕçемĕн Шупашкарта хваттер илнĕ. «Пирĕн микрорайонта нумаях пулмасть çĕнĕ шкул турĕç, вăл пирĕнтен инçе мар», — терĕ çемье пуçĕ. Тӳрех курăнать: ачисене ытлă-çитлĕ пурнăçра пăхса çитĕнтерессишĕн тăрăшакан мăшăр. Украина Донецк, Луганск, Запорожье, Херсон тăрăхĕсенче террор пуçарнăран Раççейĕн 2022 çулхи нарăс уйăхĕнче ятарлă çар операцийĕ пуçлама, авăн уйăхĕнчен çĕршывра маларах çарта пулнисен пĕр пайне мобилизацилеме тиврĕ. Çар комиссариатне пыма А.Обручкова та чĕнтернĕ, чаçе тухса каймашкăн хатĕр тăма ыйтнă. СВОна явăçтарма палăртса хунисем часах Шупашкарти çар комиссариачĕ умĕнче пухăннă, вĕсене автобуссемпе Ульяновск хулинчи çар чаçне илсе çитернĕ. Александртан, Чăваш полкĕн взвод командирĕнчен, фронтри çĕнĕ хыпарсем çинчен ыйтса пĕлес килчĕ. «Хĕç-пăшалпа усă курма икĕ уйăх вĕрентрĕç те Запорожье облаçне илсе çитерчĕç, çавăнтанпах Чăваш полкĕ Оборона министерствин СВОри тĕл¬левĕсене пурнăçлать. Эпĕ саппасри прапорщикчĕ, Ульяновскра лейтенант званине пачĕç. Иртнĕ икĕ çулта пирĕн çарсем тапăну операцийĕсем ирттерсе Запорожье облаçĕн пысăкрах пайне тăшманран тасатрĕç, пирĕн штурмовиксем ăна облаçран йăлтах хăваласа кăларассишĕн тăрăшаççĕ, — терĕ Александр. — Эпир штурмовиксем мар, вĕсем тăшманран тытса илнĕ территорисене хӳтĕлекенсем. Вĕсене хамăр алăра хăварасси те — йывăр тĕллев. Тăшман фронта татса вăл е ку ял-хулана туртса илме хăтланать — эпир памастпăр. 2023 çулхи çулла ВСУ чаçĕсем пирĕн 3-мĕш рота тытса тăнă территорие тытса илессишĕн операци пуçласа малтан унта снаряд-мина нумай кăларса янине, хыççăн броняллă машинăсемпе танксем кĕртсе янине, вĕсене вут хыптарнине, чăвашсем тăшмана унтан ирттерсе яманнине кайран каласа пачĕç. Нумайăшне патшалăх наградисем парса хавхалантарнă. СВОна Ульяновскран кайнисемпе телефонпа çыхăну тытатпăр. Пирĕн рота пĕр вырăнтан тепĕрне куçнă чухне урăх чаç техники çине çуралнă ял ятне чăвашла çырса хунине темиçе те асăрхарăм, тепĕр чухне пирĕн патран иртнĕ чухне чăвашсемпе тĕл пулатпăр. Нумаях пулмасть десантниксен хушшинче Муркаш округĕнче çуралса ӳснĕ ентешпе, дрон вĕçтерсе ярса разведка тĕллевĕсене пурнăçлаканскерпе, калаçрăм». Александр ертсе пынипе оборона хатĕрĕсене çирĕплетсех тăнине, республикăра пурăнакансем ярса панă маскировка сеткипе блиндажсемпе техникăна витнине палăртрĕ, Чăваш полкне техника, саппас пайсем, окоп çурти, ăшă тумтир, аялти кĕпе-йĕм, апат-çимĕç, ыттине ярса панăшăн — пирĕн çĕнтерĕве тӳпе хывнăшăн — республикăн влаç органĕсене, пулăшăва хатĕрлекенсене полк ячĕпе тав турĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Ачасемшĕн — паттăрлăх тĕслĕхĕ

РФ Оборона министерствин тĕллевĕсене СВОра пурнăçлакан, тăван ял-хулана кĕске вăхăтлăха отпуска килнĕ офицерсемпе салтаксене шкулсенче хапăл кĕтсе илеççĕ.

«Санпа…»

Сĕнтĕрвăрри округĕнчи Хуракасси шкулĕнчен вĕренсе тухнă Алексей Даньков 9-11-мĕш классенче вĕренекенсемпе паттăрлăх урокĕ ирттернĕ, служба тивĕçне хăй епле пурнăçлани, пирĕннисем малти линире хăюлăхпа паттăрлăх кăтартни çинчен каласа панă. «Çывăх çынсемпе тăвансем, фронта çыру ярсах тăракан ачасем йывăрлăха чăтса ирттерме пулăшаççĕ. Вĕсемпе калаçсан, çырăвĕсене вуласан, ӳкерчĕкĕсене курсан вăй хушăнать», — тенĕ Алексей. Мăшăрĕ Галина унăн футболки çине мал енчен хĕрлĕ çиппе «Санпа…» сăмаха тĕрлесех пысăк сас паллисемпе çырнă. «Хăйне юратнине, килте çемйи кĕтнине пĕлсе тăтăр», — тенĕ арăмĕ. Тĕлпулăва хутшăннисем пирĕн боецсем фронтра куллен вилĕмпе юнашарах çӳренине ăнланнă, эппин, ентешсене кунтан парса яракан тумтир, эмел, ытти питĕ хаклă. Шкулти волонтерсен ертӳçи Любовь Доброва, ытти хĕрарăм Алексее маскировка сетки, çырусем парса янă.

Амăшĕ ывăлĕпе мăнаçланать

Комсомольски округĕн тĕп библиотекинче СВОна хутшăнакан Дмитрипе тĕл пулнă. Вăл ятарлă çар операцийĕнче Тăван çĕршыва тăшманран хӳтĕлекенсем, министерствăпа мĕншĕн контракт çирĕплетни, ытти çинчен каласа кăтартнă. Унăн амăшĕ ывăлĕн ачалăхне, шкулта вĕреннине аса илнĕ, ачи патшалăх тĕллевне пурнăçлама хутшăннипе мăнаçланнине палăртнă. Калаçăва округ пуçлăхĕ Николай Раськин та, çĕршыв чиккине 20 çул ытла хуралланăскер, хутшăннă, хăйĕн службине аса илнĕ. Библиотека ертӳçи Инна Ядрова Дмитрие çĕршыв хуралĕнчи сыхлăхшăн тав тунă, çуралнă яла сывă таврăнма ăнăçу суннă, парне панă. Çакнашкал тĕлпулу округри Нĕркеç шкулĕнче те иртнĕ. Дмит¬рий И., çак шкултан вĕренсе тухнăскер, аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн ачасене историпе обществознани предмечĕсене вĕрентнĕ. СВОра çулталăк ытла ĕнтĕ. Вăл тăшманăн пилотсăр вĕçекен аппарачĕсемпе епле кĕрешни, аманнисене медпулăшу пани, ытти задачăна мĕнле пурнăçлани çинчен каласа кăтартнă.

Хисеплесе йышăннă

Шăмăршă округĕнчи Карапай Шăмăршă шкулĕнче авăн уйăхĕнче СВОран таврăннă икĕ салтакпа умлăн-хыçлăн тĕл пулнă. Пĕрремĕшĕ, Алексей Никифоров, çапăçури хăюлăхшăн патшалăхăн виçĕ наградине тивĕçнĕ. Çак шкултан вĕренсе тухнăскер вĕрентекенĕсемпе, ачасемпе тĕл пулма йыхравланăшăн тав тунă, ятарлă операци хыпарĕсемпе паллаштарнă. Иккĕмĕшĕ те, Дмитрий Горбачев, паттăрлăх урокĕ ирттернĕ. Çар тивĕçне, командирсен заданине мĕнле пурнăçлани, фронтра кун-çĕр епле иртни çинчен каласа панă. Ачасем салтак пурнăçĕпе кăсăклансах паллашнă. Вăл фронтра тăванĕсемпе çывăх çыннисенчен çеç мар, малтан пĕлмен çынсенчен те çырусем илсе вуланине, вĕсем хăйне хавхалантарнине пĕлтернĕ. Шкул директорĕ Юрий Ермолаев çапăçу хирĕнчен хыпар илсе килнĕшĕн Дмитрий Горбачева тав тунă, тăшмана çĕнтерме çирĕп сывлăх, киле сывă таврăнма ăнăçу суннă. Елчĕк округĕнчи Лаш Таяпа шкулĕнче вара вĕренекенсемпе тата учительсемпе Президент академийĕн патшалăх управленийĕн аслă шкулĕн «Паттăрсен вăхăчĕ» программине хутшăнакан Александр Тихонов полковник, СВОри çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн патшалăх наградисене тивĕçнĕскер, Федерацин хăрушлăхсăр службин ĕç-хĕлне тивĕçтерекен службин ертӳçин çумĕ Алексей Сайкин генерал-лейтенант, РФ Хĕç-пăшаллă Вăйсен Тĕп шутлав центрĕн пуçлăхĕ Роберт Баранов генерал-майор тĕл пулнă, çар профессине епле суйласа илни, карьера картлаçĕпе мĕнле хăпарса пыни çинчен каласа панă. Тĕлпулура СВОна округран хутшăнакансен хушамачĕ-ятне асăнса пуринпе те мăнаçланнине пĕлтернĕ, çапăçура пуç хунисене пĕр минут шăп тăрса асăннă. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


«Пирĕн кĕлĕ салтаксене пулăштăрах»

Шупашкар округĕнчи Апаш ялĕнчи кĕмĕл волонтерсем СВОри салтаксене пулăшса тĕрлĕ ĕç пурнăçлаççĕ. Асăннă тăрăхра вĕсем пĕрремĕшсем пулса хӳтĕлев сеткисем çыхма пуçланăччĕ.

Сăваплă çак ĕçе мĕнрен пуçланă-ши Апашсем? «Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçлансан эпир малтанах нускисем çыхма тытăнтăмăр. Çăм туянса паракансем тупăнчĕç. Ăна хамăрах арларăмăр. Хĕллехи, çурхи вăхăтра «Çăлкуç» кружока çӳрекенсем 375 мăшăр нуски çыхса салтаксем патне ăсатрăмăр. Каярахпа сетка çыхмашкăн вĕренме Шупашкара кайрăмăр. Ку ĕçе халĕ те малалла тăсатпăр. Ăна мĕн чухлĕ çынна вĕрентрĕмĕр-ши? Каярахпа тĕрлĕ ялта маскировка сеткисем çыхма тытăнчĕç. Пĕр-пĕринпе ăмăртмалла ĕçлетпĕр тесен те йăнăш мар. Эпир, Апашсем, 1 пин ытла сетка çыхрăмăр та пулĕ. Пирĕн йыша Паçпаксем те хутшăнчĕç. Вĕсем килĕсенче «бантиксем» хатĕрлеççĕ. Кайран михĕсемпе пирĕн пата илсе килеççĕ. Çапла майпа ĕçе хăвăртлатаççĕ. Хальхи вăхăтра эпир пысăк /8х4 метрлă/ сетка çыхатпăр. Икĕ çар çынни отпуска килсен çакнашкал виçепе хӳтĕлев хатĕрĕ саккас парса хăварчĕç. Çавăн пекех çуртасем хатĕрлеме тытăнасшăн. Унсăр пуçне — пиçиххи те. Вăл аманнă салтаксене уйран илсе тухма пулăшать. Çар çыннисене сулă та питĕ-питĕ кирлĕ. Вăл жгут вырăнне. Ăна эпир 5 метр çыхатпăр», — ăнлантарчĕ кĕмĕл волонтерсен вырăнти ушкăнĕн ертӳçи Мария Иванова. Нумаях пулмасть вĕсен йышне Денис Матросов çамрăк хушăннă. Вăл волонтерсене материалпа тивĕçтерсе тăрать. Апашсене çеç мар, Шăнкассене те. Денис Петровича сăваплă çак ĕçе тума никам та хистемен, вăл ăна хăй ирĕкĕпе пурнăçлать. Çакна та палăртма кăмăллă: Апашсем кашни юнкун Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен ячĕпе кĕлĕ йĕркелеççĕ. Маларах ăна вырăнти сăваплă Пантелеймон ячĕллĕ çăл куç патне кайса ирттернĕ. Халĕ унти часавая юсанă пирки ĕç вырăнĕнче, культура çуртĕнчех, кĕлĕ вулаççĕ, Турăран тивлет ыйтаççĕ. «Ĕçе кайнă пек кашни кунах клуба утатпăр. «Çакăнта килмесен чун канмасть, темĕн çитмест пек, — теççĕ хĕрарăмсем. — Салтаксене пулăшас тĕллевпе, вĕсем килĕсене ырă-сывă таврăнччăр тесе тăрăшатпăр. Пирĕн кĕлĕ вĕсене пулăштăрах». Çак йышра чи ватти 78 çулти Любовь Васильева шутланать. Сăмах май, асăннă территори пайĕнчен хальхи вăхăтра ятарлă çар операцийĕнче вунă ытла çын неонацистсене хирĕç çапăçать. Кĕмĕл волонтерсем отпуска таврăнакансемпе тĕлпулусем йĕркелеççĕ. Салтаксен саккасĕсене пурнăçлама тăрăшаççĕ. Вĕсене каярахпа волонтерсем урлă ентешĕсем патне çитереççĕ. Çапла тăрăшса вăй хураççĕ аслă ăру çыннисем. Ахальтен мар вĕсем пурнăç хакне лайăх чухлаççĕ. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   


Усăллă сĕнусем параççĕ

Ваттисен кунне нумай-нумай çын, çав шутра ЧР Агропромышленноç ветеранĕсен союзĕнче тăракансем те, палăртаççĕ. Унăн председателĕпе Александр Самылкинпа тĕл пулса организаци ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калаçрăмăр.

Ĕçе лайăхлатрĕ

Союза 2012 çулта туса хунă. Ăна ертсе пыма РФ ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченне Василий Шадрикова суйларĕç ªхалĕ — союзăн хисеплĕ председателĕº. Союзăн иккĕмĕш председателĕ — Петр Ивантаев ªпĕр хушă ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ-ял хуçалăх министрĕ пулчĕº. Вăл пурнăçран кайсан 2020 çулта союз тилхепине Александр Самылкина, маларах ЧР Аслă Канашĕн Аграри политикипе экологи комитетне ертсе пынăскере, район тата республика шайĕнчи ытти должноçра тăрăшнăскере, тыттарчĕç. Вăл пĕрлĕхе 4 çула яхăн ертсе пырать ĕнтĕ. 2012 çулччен республикăра АПК ветеранĕсен общество организацийĕ çукчĕ. 1990 çулсенче вара ял хуçалăхне аталантарассишĕн, ял ĕçченĕсен, ветерансен пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшакан Чăваш АССРĕн Хресчен союзĕ пурччĕ. Союза ертсе пыма Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхоз председательне Аркадий Айдака суйларĕç. Унăн хастарĕсем 1990 çулсен пуçламăшĕнче ял хуçалăхне пĕтерме, колхозсене салатма парас мар тесе ку ыйтусене патшалăх влаçĕн тĕрлĕ органĕнче çивĕч çĕклени халь те асра. АПК ветеранĕсен союзĕ те Хресчен союзĕн çулĕпех пырать — ветерансен пурнăçне лайăхлатассипе, пушă вăхăта усăллă ирттерме май тăвассипе, вĕсене медицина пулăшăвĕ парассипе, аграрисене тĕрлĕ программăпа патшалăх енчен тĕревлессипе çыхăннă ыйтусене мала хурать. Союз çирĕп йĕркепе ĕçленине палăртас килет. Правлени ларăвĕ — кашни кварталта, президиум ларăвĕ кашни уйăхра пĕрре иртеççĕ. — Иртнĕ çулсенче республикăри 19 муниципалитета çитсе правлени ларăвĕсене ирттертĕмĕр, — каласа пачĕ Александр Петрович. — Çывăх вăхăтра Çĕмĕрлепе Шăмăршă округĕсенче йĕркелĕпĕр. Маларах хускатнă ыйтусемсĕр пуçне союз çитĕнекен ăрăва патриотлăх воспитанийĕ парассине пысăк тимлĕх уйăрать. «Раççей Конституцийĕпе килĕшӳллĕн сывлăхлă кашни арçыннăн патшалăха тăшманран хӳтĕлеме хатĕр пулмалла, Тăван çĕршыв ыйтсан пĕр тăхтамасăр хĕç-пăшал тытмалла, — тетпĕр çамрăксемпе ачасене. — Вĕренсе професси илмелле, яла е хулана, пурăнакан вырăна усă кӳмелле». АПК ветеранĕсем ял хуçалăхне аталантарасси, ялти пурнăç условийĕсене лайăхлатасси çинчен те шухăшлаççĕ. Уйрăммăн илсен, вĕсене ял хуçалăх организацийĕсене, хресчен-фермер хуçалăхĕсене кадрсем çитменни кулянтарать. Çак ыйту совет саманинче пулман, хуçалăхсенче тĕп, вăтам тата кĕçĕн специалистсем, колхозниксемпе рабочисем çителĕклĕ пулнă. Халĕ чылай хуçалăхăн е агрономпа ветврач, е инженерпа зоотехник, ытти специалист çук. Çавăнпа ветерансем тĕлпулусенче шкул ачисене ял специальноçне суйласа илме, вĕренсе çуралнă вырăна таврăнма сĕнеççĕ. — Ачасемпе хам та курнăçатăп, — терĕ Александр Самылкин. — Аслă классенче вĕренекенсене ял ху¬çалăх отраслĕпе организацийĕсем, хресчен-фермер хуçалăхĕсем, техникăпа материал никĕсĕ, отрасльти паллă çынсем, ĕç условийĕсем çинчен каласа паратпăр. Ку енĕпе Тăвай, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш уйрăмĕсем лайăхрах ĕçленине палăртатăп. Вĕрентӳ тата Ял хуçалăх министерствисем тăрăшнипе шкулсенче — агрокласс, ача сачĕсенче агролаборатори уçнине ырлатпăр, вĕсенче калаçу час-часах ирттеретпĕр. ЧР Ял хуçалăх министерстви, Чăваш патшалăх аграри университечĕ, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, союз пĕрле пурнăçланă ĕç харама каймарĕ: юлашки çулсенче ял специальноçне суйласа илекен ача нумайланнине куратпăр. Шăппăн çеç асăрхаттараççĕ Союз ял хуçалăх отраслĕн, унта ĕçлекенсен сумне тавăрассишĕн те нумай тăрăшать. Наукăпа практика конференцийĕсем, тĕлпулусем ирттерсе АПК ветеранĕсен паха опычĕпе, çитĕнĕвĕсемпе хуçалăхсене ертсе пыракансене, специалистсене, студентсене, шкул ачисене паллаштараççĕ. — Социализм Ĕçĕн Геройĕ Евлалия Васильева, Александр Смалайкин тата Евтихий Андреев, республикăна ертсе пынă Илья тата Леонид Прокопьевсем, Аркадий Айдак, агропромра пысăк çитĕнӳ тунă ытти çын паян — АПКра ĕçлекенсемшĕн ырă тĕслĕх, — палăртсах каларĕ Александр Самылкин. — Вĕсен ĕçĕхĕлне, производствăри опытне наукăпа практика конференцийĕсенче сӳтсе яврăмăр, пурăннă вырăнĕсенче Асăну хăми уçрăмăр. Çав ĕçе малалла тăсатпăр. Сăмахран, Шупашкарта республикăна 30 çул ытла ертсе пынă Семен Ислюков палăкне лартма сĕнтĕмĕр ªçуралнăранпа 110 çул çитес умĕнº, çак уйăхра Социализм Ĕçĕн Геройĕ Михаил Долгов çуралнăранпа 120 çул çитнĕ май конференци йĕркелĕпĕр. «Историе асра тытакансен кăна пуласлăхĕ пур», — теççĕ. Ветерансем пурнăç никĕсне хывса хăварнине, производствăна аталантарас, социаллă ыйтусене татса парас тĕлĕшпе пысăк опыт пухнине патшалăх органĕсенче пĕлеççĕ. Республикăна, районсене, хуçалăхсене, АПК предприятийĕсемпе организацийĕсене ертсе пынăскерсем вăл е ку йывăрлăхран тухма, ытти ыйтупа влаç органĕсенче ирттерекен пуху-канашлура та, ытти чухне те усăллă сĕнӳ пама пултараççĕ. Çавна май Александр Петрович пĕр тĕслĕх илсе кăтартрĕ: — Çĕре шӳтерсех çунă çумăр кăçалхи утă уйăхĕн вĕçĕнче тата çурла пуçламăшĕнче республика аграрийĕсене тырра пухса кĕртме чăрмантарчĕ, комбайнсем икĕ эрне йĕркеллĕ ĕçлеймерĕç, уйра тата йĕтемре ĕç технологине улăштарма тиврĕ. Пирĕн экс-председательсем хуçалăха ертсе пынă чухне йĕпе-сапара тыр-пула пĕрре çеç мар пухса кĕртнĕ, уйра тата йĕтемре техникăна епле ĕçлеттермеллине пĕлеççĕ. Çумăр шӳтернĕ тырă пахалăхĕ çанталăк типĕ чухне пухса кĕртнипе танлашаймасть, ун пеккишĕн элеватор укçа сахал тӳленине шута илсе иртнĕ ĕмĕрте ăна авăртса выльăха çитерме уйăрса хураттăмăр. Çакна халĕ те шута илмелле. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Коминтерн» колхоз парткомĕн секретарĕнче ĕçленĕ чухне, тырă шыва кайнă çул, ĕçлекен кашни çыннăн, çав шутра манăн та, 1 гектар тулла çавапа çулма, уйран тиесе тухса типĕ вырăна капана хывма тиврĕ. Ветерансем хуçалăхсенче çитменлĕхсене те асăрхаççĕ, çапах та ертӳçĕсене пуху-канашлура питлемеççĕ, «йăнăша тӳрлетсен лайăхрах пулмĕши?» тесе шăппăн çеç калаççĕ. Председательсем ветерансен сĕнĕвне чулай чухне шута илсе çитменлĕхе пĕтереççĕ. Союз председателĕ ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи комиссисен, Правительствăн АПК ыйтăвĕсемпе ирттерекен, Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн ларăвĕсене, Патшалăх Канашĕн парламент итлевне хутшăнать. Вĕсенче сӳтсе явакан ыйтусемпе сĕнӳсем хатĕрлеме союзран та ыйтаççĕ. Унăн хастарĕсем Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунĕ умĕн ЧР Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа çуллен тĕл пулса АПК ветеранĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă ыйтусене сӳтсе яваççĕ. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.