«Çĕрле те ĕçе чĕнсе илме пултараççĕ»
Дознавателĕн вырăна çитсе пушар сăлтавне тĕпчемелле
Вăл ачаранах полицейски, летчик пулма ĕмĕтленнĕ. Елчĕкре çуралса ӳснĕ Денис Архилин МЧС тытăмĕнче 8 çул ытла ĕçлет. Ĕç биографине пушарнăйĕнчен пуçланă, халĕ аслă дознавательте вăй хурать.
Чи лайăх дознаватель
«Шкулта «Зарница» тата «Орленок» вăййисене хутшăнаттăм. Унта пушар шлангĕпе кам маларах шыв илсе çитерессинче тупăшаттăмăр. Эпĕ яланах лайăх кăтартусемпе палăраттăм. Вĕрентекен те манран лайăх пушарнăй пулаяссине палăртатчĕ. Çапла эпĕ шкул пĕтерсен хăш профессине суйлассине пĕлсе тăраттăм», — калаçăва пуçларĕ Денис Юрьевич. Денис Архилин кăçал «Профессире чи лайăххи» конкурсра «Чи лайăх дознаватель» номинацире çĕнтернĕ. Унта вăл иккĕмĕш çул хутшăнать, кашнинчех — малти вырăнта. Халĕ Денис çак конкурсра Чулхулара Чăваш Ен чысне хӳтĕлет. Вăл ачаранпах спортпа туслă пулнă. Шкул вăхăтĕнче йывăр атлетикăпа, футболпа, ирĕклĕ кĕрешӳпе тата наци кĕрешĕвĕпе кăсăкланнă. Республика шайĕнчи ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене те çĕнсе илнĕ. «Пичче Петя кĕрешме çӳретчĕ. Эпĕ те ун хыççăн спортăн çак тĕсĕпе интересленме пуçларăм», — терĕ вăл. Елчĕк шкулĕнче 11-мĕш класс пĕтерсен Денис И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн физикăпа математика факультечĕн «Пушар хăрушсăрлăхĕ» кафедринче ăс пухнă. Унтан Шупашкарти 2-мĕш пушарпа çăлав чаçĕнче 4 çул ĕçленĕ. Çак вăхăтрах вăл дознаватель профессийĕпе кăсăкланма пуçланă. «Пĕррехинче вут-çулăм сӳнтернĕ вăхăтра манăн пуçа пĕр шухăш кĕчĕ: пушар мĕнрен пуçланать? Хама урăх профессире тĕрĕслесе пăхас килчĕ. 2020 çулта патшалăх пушар надзорне ĕçлеме вырнаçрăм. Малтан РФ МЧСĕн Чăваш Республикинчи профилактикăпа надзор ĕçĕ-хĕлĕн Комсомольски районĕнчи уйрăмĕнче çулталăк вăй хутăм. Опыт пухрăм. 2021 çулта Шупашкарти профилактикăпа надзор ĕçĕ-хĕлĕн уйрăмĕнче дознавательте ĕçлеме пуçларăм. Халĕ аслă дознавательте вăй хуратăп», — малалла калаçрĕ аслă лейтенант. — Пушарнăйне ĕçлеме кăна килнĕччĕ ун чухне. Стажировка иртнĕ хыççăн пĕрремĕш дежурствăна кăларчĕç. Çав кун кăнтăр-хĕвел анăç районĕнче мунча çунчĕ. «Тахçанах вут-çулăм алхасманччĕ. Дежурствăна тăтăн кăна — пĕрремĕш кунах пушар», — тетчĕç юлташсемпе ĕçтешсем. Юрать-ха, çулăм мунчан тăррине кăна сиенлетнĕччĕ. Пушара юнашарти çурт çине куçма памарăмăр».
Çынна пĕчченех çăлнă
«2018 çулта пулнăччĕ ку. Шупашкарти кăнтăр-хĕвел анăç районĕнчи хваттерте пушар тухнине пĕлтерчĕç. Вырăна çитрĕмĕр. Пӳлĕмре тепĕр çын пулнине каларĕç. Команда пушара сӳнтернĕ вăхăтра эпĕ пĕчченех çав çынна шырама кĕрсе кайрăм. Вăл çывăрмалли пӳлĕмре выртатчĕ. Тăнне çухатнă арçынна çурăм çине хутăм та уçă сывлăша илсе тухрăм. Унта ăна васкавлă медпулăшу бригадин ĕçченĕсем кĕтсе илчĕç. Арçынна вĕсен аллине парсан хамăн командăна пулăшма кайрăм. Вăл кайран тăна кĕнине пĕлтĕм. Унăн пурнăçне çăлса хăварма пултарни паха», — аса илчĕ Денис Юрьевич. Çынна çунакан çуртран илсе тухнă тĕслĕхсем тата пулнă. Анчах шăпах çак тĕслĕх унăн асĕнче ĕмĕрлĕхех юлнă, мĕншĕн тесен вăл çав патвар арçынна пушартан пĕчченех илсе тухнă. Ытти чухне командăпа пĕрле вут-çулăма кĕнĕ. Унăн профессийĕ çавнашкал: çĕрле те, çывăрнă вăхăтра, ĕçе чĕнсе илме пултараççĕ. Пушар кирек хăш вăхăтра та тухать-çке-ха. «Пĕрре дежурствăра пулнă чухне пĕр кунра 7 пушар алхаснăччĕ. Ирхи 9 сехетрен пуçласа тепĕр кунхи 9 сехетчен шăнкăравсем йышăннă. Пĕр вăхăтра 3 пушар тухни те пулнă. Пĕтĕм çĕре çитмелле, вут-çулăм мĕнрен тухнине палăртмалла», — ĕçри самантсемпе малалла паллаштарчĕ Денис Архилин. Хăрушă самант тăтăшах пулать. Анчах аслă дознавателе ку хăратмасть, хăйĕн малашлăхне вăл пушар хуралĕнче çеç курать. «Вилесене, уйрăмах çунса кайнисене, курма пĕрре те çăмăл мар. Пушарнăйра ĕçленĕ чухне эпир вут-çулăм кăна сӳнтернĕ. Дознавательсем вара пушар сăлтавне тĕпчеççĕ, пĕтĕмпех кураççĕ», — калаçăва тăсрĕ аслă лейтенант. — 2020 çулта Комсомольскинче 5 хуçалăх çуннăччĕ. Эпĕ ун чухне аслă инспекторта ĕçлеттĕм. Пушара сӳнтертĕмĕр. Çурт-йĕр тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кĕлленчĕ. Кун пек чухне вут-çулăм мĕне пула тухнине палăртма йывăр. Çавăнпа Шупашкарти тĕрĕслевпе пушар лабораторийĕнчен эксперта чĕнтĕм. Унран тимĕр пăта пулăшнипе пушар сăлтавне палăртма май пуррине пĕлтĕм. Сарайран пуçласа 12 метр тăршшĕнче кашни метртан пăтасем шыраса тупрăмăр. Çапла пушар мĕнрен тухнине палăртрăмăр. Ку меслет мана питĕ тĕлĕнтерчĕ. Хамăн ĕçре те ку майпа усă курма май пуррине ăнлантăм. Кун хыççăн дознаватель ĕçĕ мана тата ытларах интереслентерме пуçларĕ».
Пĕрремĕш вырăнта — хăрушсăрлăх
Дознаватель пушар сăлтавне тĕпченĕ чухне чи малтан мĕне шута илет-ха? «Пушар вырăнĕнче чи малтан протокол çыратпăр. Унтан çынсенчен ыйтса пĕлетпĕр: кам мĕн асăрханă? Курни-илтни пирĕн ĕçе самаях çăмăллатать. Никам та нимĕн те курман пулсан сăлтавсене хамăр тĕллĕн шырама пуçлатпăр. Пулăшу кирлĕ пулсан кирек хăш вăхăтра та экспертсене чĕнме пултаратпăр», — ăнлантарчĕ дознаватель. «Пушар тухнинче ытларах çынсем хăйсем айăплă, — калаçрĕ малалла Денис Архилин аслă лейтенант. – Чылай чухне пӳртри е мунчари кăмакапа усă курмалли йĕркесене пăсаççĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине вара çирĕп пăхăнмалла. Кăмака мăрйине тĕрĕслесех тăмалла. Çулăм кăмакари е мăрьери пĕчĕк шăтăк-çурăкран тухса хыпса илме пултарать. Нумайăшĕ вут-çулăмпа асăрханмасăр усă курнипе шар курать. Хăшĕ-пĕри çӳп-çап çунтарать те кăварне сӳнтермесĕрех хăварать, вăл вара çĕнĕрен вăй илсе çурт-йĕр çине лекме пултарать. Вырăн çинче пирус туртса çывăрса каякансем те пур. Палăртмалла: пушарсем ытларах çуркуннепе кĕркунне алхасаççĕ. Хăш чухне çынсем килтен тухнă чухне электричество приборĕсене сӳнтерме манаççĕ е кивелнĕ йăлари техникăпа усă кураççĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, Шупашкарта кăçал та пушарсен шучĕ çав шайрах. Аса илтеретĕп: пушар тухсан «01» е «112» телефон номерĕсемпе шăнкăравламалла». Хăрушсăрлăх — пĕрремĕш вырăнта. Çакна тĕпе хурса пурăнать Денис Архилин. Çак сферăра ĕçленĕрен вăл тимлĕхе нихăçан та çухатмалла маррине никамран лайăх ăнланать. «Пушар ытларах чухне мĕне пула алхаснине куратăп, çавăнпа çывăх çынсене те кун пирки аса илтерсех тăратăп. Атте-аннене, çемьери çынсене килтен тухас умĕн электроприборсене розеткăран кăларма ыйтатăп. Хăш чухне килтен тухсан: «Плита çинчи чейнике сӳнтернĕ-ши?» — тесе шухăшлатăн. Каялла таврăнса тĕрĕслеме тивет», — терĕ Денис.
Психолог та пулма тивет
Пушар хуралĕнче ĕçлекенсен психолог та пулма тивет. Вут-çулăма пула çурт-йĕрсĕр тăрса юлнисене йывăр самантра пулăшмалла. «Пирĕн професси çăмăл тесе калаймастăп. Инкеке лекнĕ кашни çыншăн пăшăрханатпăр. Май килнĕ таран лăплантарма тăрăшатпăр. Вĕсем пысăк йывăрлăха лекнĕ, паллах, çуртсăр, пурлăхсăр юлнăшăн кулянаççĕ. Çынсем тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайсан хамăрăн та чĕре ыратать. Мĕнле пулăшма пултаратпăр-ха эпир вĕсене? Пушар сăлтавне тупса палăртса тата сăмахпа. Пурнăç, хăйсем чĕрĕ-сывă тăрса юлни чи пĕлтерĕшли пулнине ăнлантарма тăрăшатпăр. Çурта тепĕр хут çĕклесе лартма пулать», — сăмах çăмхине малалла сӳтрĕ дознаватель.
Вăл хăйĕн тивĕçĕсене тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Ăна хăйĕн профессийĕ питĕ килĕшет. «Пушар вырăнне çитичченех, çул çинче пынă чухне, çунакан çурт-йĕр хуçине мĕнле ыйтусем памаллине палăртатăп. Хăшĕ-пĕри хăйĕнчен айăпне сирес тесе улталама хăтланать. Кун пек чухне фактсем çынна тӳрре кăларма пулăшаççĕ. Пĕр тĕслĕх каласа кăтартам. Амăшĕ çывăрса кайнă, ачи çав вăхăтра телефонпа выляса выртнă. Ăнсăртран пушар тухнă. Ача кăшкăрса амăшне вăратнă. Юрать, вĕсем хваттертен тухса ĕлкĕрнĕ. Пушар мĕншĕн тухнине тĕпчеме çитрĕм. Амăшĕ каланă тăрăх, çулăм телефон зарядникĕнчен тухма пултарнă. Тĕрĕслеме тытăнтăм. Çулăм удлинителе вăйлах сиенлетмен. Телефон зарядникĕ те вырăнтах. Ăнлантăм: сăлтавĕ пачах урăх. Ача шăрпăкпа вылянă иккен. Тĕрĕслĕх тăрă шыв çине тухрĕ. Пирĕн ĕçре çивĕч сисĕм-туйăм та кирлĕ», — калаçăва вĕçлерĕ Денис Юрьевич. Денис Архилин мăшăрĕпе 3 ача çитĕнтерет. Чи асли 8 çулта, кĕçĕнни — çулталăк та 3 уйăхра. Ачисем те унăн çулне суйласан питĕ савăнĕччĕ вăл.
www.hypar.ru Юлия Иванова сăн ӳкерчĕкĕ.