Комментировать

26 Сен, 2024

Пĕрремĕш сайтсене «тавтапуçла» тунă

Паян Италире тинĕс хĕрринче канма, ыран Альп тăвĕсемпе киленме, çĕршывсем тăрăх чаплă машинăпа çÿреме пултарать вăл. Çакăн пек ирĕклĕх пирки чылайăшĕ ĕмĕтленет кăна. Петр Александров вара ăна пурнăçа кĕртнĕ. Унăн айтишниксен команди — Раççейри ТОП-11 йышĕнче.

Шанăçа çĕнсе илес тесе

— Петр, санпа епле паллаштармалла: профессипе эсĕ кам?

— Эпĕ — предприниматель, манăн професси — сео-оптимизатор, WPNEW блог тата çавăн ятлă веб-студи йĕркелӳçи. Эпир сайтсене интернетри шырав тытăмĕнче мала хăпартас, реклама, приложенисем шухăшласа кăларас енĕпе пĕтĕм Раççейĕпех ĕçлетпĕр. Пирĕн проектсен 70% — Питĕрпе Мускавран. Клиентсен йышĕнче завод, предприяти нумай. Кунсăр пуçне эпĕ сайтсене мала кăларассипе онлайн-курссем, марафонсем ирттеретĕп, спикер пулса SEO-конференцисене хутшăнатăп. 2009 çултанпа WPNEW.ru блог тытса пыратăп. Унтанпа тĕрлĕ темăпа — профессипе çыхăннă гайдсенчен (инструкцисем) пуçласа чунри пăшăрханусем таранах — статьясем кăлартăм. Шăпах çак блогран цифра технологийĕсен сферине манăн çул-йĕр хывăнчĕ.

— Эсĕ хăвăн блогунта, социаллă сетьре пурнăçу çинчен уççăн çыратăн. Мĕншĕн çакăн евĕр хутшăну суйларăн?

— Вулакансемпе чуна уçни мана вĕсен шанăçне çĕнсе илме пулăшрĕ. Вĕсемпе туслашас, хамăн статьясемпе вĕсене пулăшас килчĕ. Мăн кăмăллăха юратмастăп. Малтанах, хамăн ĕçе пуçариччен, паллă блогерсене пысăк çын вырăнне хураттăм, анчах ытлашши сăмса каçăртни килĕшместчĕ. Манăн вара пĕчĕк хулари ахаль каччă пулса юлса ăнăçу çĕнсе илес килетчĕ.

— Хăвăн ăнăçу çулне епле хаклатăн: йывăр пулнă-и вăл е çăмăл-и?

— Вăл питĕ йывăр пулнă тесе калас килмест. Пиçĕхтерекен, малалла талпăнма хистекен самантсем пек йышăнатăп. Предпринимательшĕн ку питĕ кирлĕ, унăн час-часах тĕрлĕ чăрмавпа тĕл пулма тивет. Опыт вара вĕсене çĕнтерме пулăшать. Эпĕ Елчĕк районĕнчи Кармал ялĕнче çуралнă. 6-мĕш класра чухне пирĕн çемье хулана куçса килнĕ. 9-мĕш класчен шĕкĕр «5»-пе вĕреннĕ. Эпĕ яланах итлекен ача пулнă. Пирĕн çемьере пурте шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнă. Манăн та ăна илмелле тесе тĕллев лартрăм, анчах тивĕçеймерĕм. Кайран лайăх ача пулса йăлăхрăм. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн физикăпа математика факультетне вĕренме кĕрсен манра пăлхавçă вăранчĕ. Пачах хирĕçле роле — япăх каччă сăнарне — вылярăм. Экзамен-зачета аран-аран паркаларăм. Кайран ку та ывăнтарчĕ. Хама шыраса тупрăм. Пĕтĕмлетӳ турăм: лайăх паллă хыççăн хăваламалла мар, чуна мĕн килĕшнине ăнланма тăрăшмалла. Çамрăк чухне тĕрлĕ ĕçе пикенсе пăхатăн, тĕрлĕ майпа канатăн. Мана сайт тăвас ĕç питĕ килĕшетчĕ. Эпĕ унпа иртен пуçласа каçчен лараяттăм. — Анчах санăн ĕç опычĕ унран пуçланман вĕт…

— Эпĕ грузчикрен ĕçлеме тытăннă. 10- 11-мĕш классем хыççăн çуллахи каникулта тавар курттăм сутакан складра сахăр, çăнăх миххисене йăтрăм. Кунĕпе 20 тоннăллă фурăсем пушататтăмăр. Юрать, кĕлеткерен аптăраман. 1-мĕш курс хыççăн каллех «юратнă» ĕçе кайрăм — хам валли çи-пуç туянмалла вĕт. Унта эпĕ ăс пухакан факультетран вĕренсе тухнă çынпа паллашрăм. «Эсĕ математик вĕт. Сана та çакăн пек пуласлăх кĕтет», — тени шиклентерчĕ. Кайран кӳршĕ арçынни Мускава стройкăна чĕнчĕ, кивĕ «девяткăлăх» та пулин ĕçлесе илес тесе тухса кайрăмăр. Хăтсăр вакунсенче йĕке хӳресемпе, хăнкăласемпе пурăнтăмăр. «Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн мана та çак пурнăç кĕтет-ши?» — шухăшлаттăм стройкăра нушаланакансем çине пăхса. Кунта чылайăшĕ аслă пĕлӳллĕччĕ. Вара йышăну турăм — тек алă вăйĕпе мар, ăспа ĕçлетĕп. Çавăн чухне 45 кун пилĕк авнăшăн укçа тӳлемерĕç… Кайран бармена вырнаçрăм. Урамра листовкăсем валеçекен промоутер та пултăм. 400 тенкĕ тӳлесен савăннă — Пĕрремĕш сайт мĕн пирки пулнă?

— Çамрăк чухне компьютер вăййисемпе «чирлеттĕм». Икĕ çул талăкĕпе вылярăм. Пĕр кунхине интернетшăн тӳлеме укçа юлмарĕ. Аптăранипе компьютерта мĕн пуррине пăхса тухрăм, кирлĕ маррисене тасатрăм. Çавăн чухне «Сайтсем тăвасси» папка тупрăм. Хам та сайт туса пăхма шухăшларăм. Мана ку ĕç питĕ килĕшнине ăнлантăм. 8-тан пуçласа çур çĕр иртни 2-ччен ларма пултараттăм унпа. Маншăн ку кăсăклăччĕ. Ун чухне бармента ĕçлеттĕм. Сайт чун киленеçĕ шайĕнчеччĕ. Пĕрремĕш сайта 18-та чухне уçрăм. Тĕрлĕ темăпа унтанкунтан информацисем илсе лартаттăм. Интернетра мĕнле майпа пысăкрах тупăш тăвасси пирки пуçа вататтăм. Нумай информаци вуларăм. Пур çĕрте те хăйне евĕр кăсăклă контент кирли пирки çыраççĕ. Манăн вара веçех унтан-кунтан çырса илнĕ информацисемччĕ. Яндекс манăн сайта санкци хунăччĕ, çавна пула шырав тытăмĕнче курăнмастчĕ вăл. Кулянтăм паллах, çапах пĕтĕм статьяна хуратрăм, дизайна улăштартăм. Вара статьясене хам çырма тытăнтăм. Пĕлесчĕ, мĕн тери йывăр пулчĕ ку маншăн! Шкулта сочинени çырассине чăтма пултарайман. Çавăнпа «изложени» евĕр япаласем çырса вырнаçтарма тытăнтăм. Хĕрарăмпа арçын хутшăнăвĕ пирки сăмахран (19 çулта!). Яндекс ман çылăха каçарасса шантăм. Ку сайтпа укçа ĕçлесе илме май çуккине ăнлантăм. Çавăнпа ĕçленĕ чухне сайта йĕркелеме, унпа укçа ĕçлесе илме вĕрентекен меллĕ сайт çуккине туйрăм. Хама валли шпаргалка хатĕрлеме тытăнтăм, сайт уçассипе кашни утăма çырса кăтартрăм. Çапла WPnew.ru сайт çуралчĕ. Усăллă информацисем пулнăран çынсем унта кĕрекĕре пăхрĕç, çырăнчĕç. Вĕренсе пĕтерсен çара илсе кайрĕç. Унта та сайтсене мала кăларассипе отбой хыççăн утиял айĕнче вăрттăн ĕçлеттĕм.

— Тупăша хăçан курма тытăнтăн?

— Тӳрех çăмăллăн та пысăк укçа ĕçлесе илессе кĕтмелле мар. Пĕрремĕш сайтсене эпĕ «тавтапуçла» тӳлевсĕрех, лайăх хаклав çыртарассишĕн турăм. 400 тенкĕ тӳлесен питĕ хытă савăнтăм. Пĕрремĕш çул — 3 пин тенкĕ, иккĕмĕш çул — 30 пин тенкĕ, виççĕмĕш çул 300 пин тенкĕ ĕçлесе илтĕм. 2012 çулта тупăш уйăхне 15 пин тенке çитсен çак укçапа пурăнма пултарнине ăнлантăм та бармента ĕçлеме пăрахрăм. Кайран çара кайрăм. Унтан таврăнсан сайтсемпе ĕçлессишĕнех ятарласа ниçта та вырнаçмарăм. Çапла ку манăн тĕп ĕç пулса тăчĕ. Уйăхри тупăш 30 пин тенке çитрĕ. Çапла ĕç çулран-çул аталанчĕ. Ăнăçлă çынсемпе ытларах хутшăнма тытăнтăм, тĕрлĕ агентствăн чатне кĕтĕм. Хама пуласлăхра мĕнле курас килет, çавăн пек çынсене хамăн тавраша кĕртрĕм. Чатсенче вĕсен шухăшлавĕпе паллашрăм, сăнарăм. Çаксене пĕтĕмпех хамăн пурнăçри норма пек йышăнтăм. 10 çул каяллахине таврăнас тăк, бармена, официанта ĕçлеме каймăттăм, хальхи йышши пĕр-пĕр компани ертӳçин ассистенчĕ /секретарĕ, пулăшуçи/ пулăттăм. Унта пĕтĕмпех ăса хывăттăм: пуçлăх мĕнле шухăшлать, мĕнле ĕçлет, çынсемпе хутшăнать тата ыт. те. 17-ри çамрăкшăн çакă чи лайăх ĕç тесе шухăшлатăп. Вăрăм çулпа…

— Компьютер умĕнче талăкĕпех лараттăн-и?

— Ирхи 8-тан çур çĕр иртни 2-ччен ĕçленĕ вăхăтра, 25 çулта чухне, микроинсульт пулчĕ. Мĕн чухлĕ нумайрах ĕçлетĕп, çавăн чухлĕ ытларах ĕçлесе илессе шантăм. Ку тĕрĕс мар шухăш. Манăн тупăш эпĕ компьютер умĕнче мĕн чухлĕ ларнинчен килменнине ăнлантăм. Капла ĕçлеме юрамасть терĕм. Вара çынсене ĕçе илме тытăнтăм. Паянхи кун компанире — 20 ытла çын. Халĕ эпĕ ирĕклĕ графикпе ĕçлетĕп. Мăшăрпа йытă çури усрама тытăнтăмăр. Вăл хăçан вăратать, çавăн чухне тăратăп. Унпа уçăлма тухатăп. Е офисра, е килтен ĕçлетĕп. Икĕ хулара пурăнатăп: Хусанта тата Шупашкарта. Эпĕ компьютер умĕнче тапранмасăр ларни ниме те пĕлтермест. Чи пĕлтерĕшли — укçа ĕçлесе илмелли тĕрĕс йышăнусем туни: кама илмелле, клиентсене мĕн çĕнни сĕнмелле тата ыт.те. Нумай ĕçленипе çын пуяймасть, чи кирли — ăса хута яни. Манăн мăшăр та — предприниматель, хваттерсен дизайнĕсемпе ĕçлет. Хамăра каçхине компьютер умне кĕрсе ларасран тытса чаратпăр. Çĕрле ĕçлени тепĕр кунăн вăйне илнине ăнланатпăр.

— ИТ тытăмĕнче лайăх специалист тупма çăмăл-и? Вĕсене хăвăн компанире епле тытса тăратăн?

— Халĕ кадрсемпе пур çĕрте те йывăрлăх пур. Хамăн специалистсене шалу лайăх тӳлетĕп. Çĕнĕ офис Шупашкарта «Çĕнĕ хула» микрорайонта вырнаçнă. Илемлĕ те хăтлă вырăнта ĕçлеме те кăмăллă. Тухса çӳреме, хамăр валли мероприятисем йĕркелеме тăрăшатпăр. Хыпкаланмасăр, лăпкăн киленсе ĕçлеççĕ, бюрократи, пӳлĕмрен пӳлĕме хут йăтса çӳрени çук пирĕн.

— Саншăн чи асра юлнă йывăрлăх мĕнпе çыхăннă? — Пĕр вăхăт укçа лайăх ĕçлесе илме тытăнтăм. Хама питĕ чăнкă çын пек туйрăм, аталанма пăрахрăм. Сăмса каçăрăлчĕ. Мана ку пурнăçра питĕ чăрмантарчĕ. Йывăр тапхăр пулчĕ ку маншăн. Юрать, салтака илсе кайрĕç. Унта кăштах ăс кĕчĕ.

— Питĕ ăнăçлă çынсем те ĕмĕрĕпех вĕренеççĕ. Эсĕ ăсталăха епле туптатăн?

— Унччен эпĕ хама аталантарас тĕлĕшпе питĕ перекетлĕччĕ. Кĕнекесем, «Ютуб» тăрăх хам тĕллĕн вĕренеттĕм. Ку та аван, анчах шăпа ăнăçу патне вăрăм çулпа çитерет. Халĕ эпĕ тренингсем, курссем туянса вĕренетĕп, укçа шеллеместĕп. Вĕсем хăвăртрах аталанма пулăшаççĕ. 10 çул каяллахине таврăнас тăк хама çапла калăттăм: «Ӳсме пулăшакан лайăх курссем, наставник туп». Хальхи шая хăпарма мана 5-10 çул кирлĕ пулчĕ, лайăх вĕрентекенпе 1-2 çултах çитетĕн. Интернетра ĕçлемелли професси нумай халĕ, чи кирли — чуна килĕштĕр. Ялта пурăнас тăк хама чи малтан пысăк хăвăртлăхлă интернетпа тивĕçтерĕттĕм. Дизайн, программа, код, приложени шухăшласа кăларакансем кирек ăçта ларса та пысăк укçа ĕçлесе илме пултараççĕ. Пуçламăшĕнче йывăр паллах. Çавна чăтса ирттермелле. Чылайăшĕ çавăнпа ĕçе пăрахать. Маншăн вара вăйă пекехчĕ, питĕ килĕшетчĕ. Халĕ вăйă маншăн — бизнес.

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.