Комментировать

29 Авг, 2024

Уйра ĕçленĕ май пÿлĕмре лармалли професси илме ĕмĕтленнĕ

Ĕç вăхăчĕ вĕçленнĕ. Коридорта та, пӳлĕмсенче те шăп. Анчах журналистăн ĕçĕ çавнашкал — тӳрĕ тивĕçе сехет çине пăхмасăр пурнăçламалла. Акă такам васкаса утни илтĕнчĕ. Манăн черетлĕ интервью геройĕ ĕнтĕ ку, урăх никам та мар. Пĕр самантран уçă алăкран чăнласах вăл, Владислав Николаев, курăнчĕ. Вĕçĕмех таçта васкаканскер утса мар, яланах вĕçсе-чупса çӳрет тейĕн.

Утма пуçласанах — хире

— Владислав Дмитриевич, ăçта, мĕнле çемьере çуралса ӳснĕ эсĕ, çавăн пек йăрăскер? Эсĕ çемье çавăрсан сан пирки хаçатра пысăк статья пичетленсе тухнăччĕ, унта эсир хуçалăхра хĕрĕхе яхăн сысна усратăр тенĕччĕ...

— Аттепе анне паян та выльăх нумай тытаççĕ. Унччен çирĕм ытла сысна, виçĕ-тăватă вăкăр, икĕ-виçĕ ĕне усранă… Икшер вăкăр халĕ те тытаççĕ. Чăххин, хурĕн, кăвакалĕн шутне пĕлместĕп, чăнах та. Елчĕк районĕнчи Шăмалакра çуралса ӳснĕ эпир, çемьери пилĕк ывăл. Эпĕ — асли. Шел те, шăллăмăн Андрейăн чĕрине сиплеме операци сĕтелĕ çине выртма тиврĕ, анчах унтан тăраймарĕ вăл.

— Çемьере пурте çавăн пек çивĕч-и?

— Пурте пуль. Çивĕч пулмасан тĕнче тăрăх саланма çук-тăр. Эпир шăллăмпа Сергейпа Çĕнĕ Шупашкарта пурăнатпăр. Виççĕмĕшĕ Павел Питĕрте полици тытăмĕнче ĕçлесе пурăнать, майора çитрĕ. Кĕçĕнни Эдик та пакунлă, Хусанта Росгварди тытăмĕнче вăй хурать. Халĕ ятарлă çар операцине хутшăнать. Шел те, ялта тĕпленни çук.

— Мĕншĕн журналистикăна суйланă эсĕ?

— Журналист пулатăп тесех вĕренме кĕтĕм. Ача чухнех «Пионер сасси» хаçатпа /халĕ «Тантăш»/ çыхăну тытнă. 7-8-мĕш классенче чухнех çакăн пирки ĕмĕтленнĕ. Кӳршĕ Саратоври юридици аслă шкулĕнче пĕлӳ илнĕччĕ. Кукка та çак енĕпе ĕçленĕрен 11-мĕш класра чухне манăн юридици енĕпе вĕренес шухăш çуралнăччĕ. Хатĕрленме те пуçланăччĕ. Çав вăхăтрах республикăра чăваш чĕлхи олимпиадинче çĕнтернĕччĕ. Апла тăк — вĕренме кĕрес пулсан сăмах вĕççĕн каламалли экзамена тытмалла мар. Сочинени-изложени çырасси вара маншăн нихăçан та кăткăслăх пулман. «Мĕн асапланса çӳретĕп Саратов тăрăх?» — терĕм те И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне суйласа илтĕм.

— Эс хăвăн çулна тупнă апла тăк…

— Кун пирки анне кăсăклă каласа парать. Эпĕ асли пулнă май мана вăл пĕчĕкренех ĕçе явăçтарнă, пур çĕре те пĕрле илсе çӳренĕ. Хăй çĕр пайĕ çинче ĕçленĕ чухне те пĕрле илсе кайнă, апата кайăк-кĕшĕк тапăнасран сыхлакан та кирлĕ вĕт. Эпĕ, пĕчĕкскер, тин утма пуçланăскер, çак тивĕçе пурнăçланă. Ӳсерехпе аннене пулăшма пуçланă. Атте, экспедитор, яланах килте çукчĕ, ĕçпе çӳретчĕ. Сухан, кăшман пайĕсем… Пайтах асапланнă. Çумăр çусан йĕп-йĕпе пулаттăмăр. Çынсем пурте пăрахса каятчĕç, эпир хирте аннепе иккĕн кăна юлаттăмăр. «Атя кăштах ĕçлер-ха, ыран çăмăлрах пулать», — тетчĕ вăл. Эпĕ вара çапла каланă имĕш: «Ӳссе çитсен уйра вăй хумăп, пӳлĕмре лармалли профессие алла илĕп». Çакна анне халĕ тăтăшах каласа парать.

Мĕн пур сюжет — чăнлăхран

— Паян эсĕ — журналист, писатель, драматург… Манăн вара юптарăвусем çинчен калаçас килет. Вĕсене çырасси ăçтан пуçланчĕ? Тепĕр чухне пурте паллакан çынсем çинчен те юптаратăн. Вĕсен геройĕсем кăмăлсăрланмаççĕ-и?

— Çук. Хама куçран каламан. Тепĕр чухне чăнах та палласа илеççĕ хăйсене. Хамăн юлташсене тĕпе хурса çырнисем те пур. Усал шухăшпа мар ĕнтĕ, шӳтлесе çеç. Пĕрремĕш юптарăва 2015 çулхи кăрлач уйăхĕн 16-мĕшĕнче Федя кума халалласа çырнăччĕ. Манăн ăна хăйне евĕр саламлас килчĕ. Çакăн йышши саламсем каярахпа юптарусене çаврăнчĕç. Пĕрремĕш юптару вара хур тата кăвакал чĕппи çинченччĕ. Ӳснĕ май хур чĕппи хăйне мăнаçлăрах тытма пуçлать, вĕçме те пултарать. Анчах, кирек мĕнле çӳллĕ вĕçсен те, кĕркунне иккĕшне те ăшаласа сĕтел çине юнашарах хураççĕ… Çакăн хыççăн юптарусем пĕрин хыççăн тепри хайланчĕç. Кунне икшер, виçшер çырăнать. Малтанхи юптарусем çын çитменлĕхĕсем пиркиччĕ, халĕ ĕнтĕ политика сĕмĕллĕ те çырма пуçларăм. Пурнăç вăл хăех — юптару. Юптарусен кĕнеки ал çыру хальлĕн те хатĕр ĕнтĕ.

— Пьесăсем тĕлĕшпе мĕнле? Миçе пьесуна сцена çине кăларнă тата миçешĕ сунтăхра выртать?

— Пьесăсем театра юратнипе çырăнма пуçларĕç пуль. Анчах та вĕсене кĕнеке пек кăларас шухăш пулман-ха. Хальлĕхе манăн сакăр пьесăпа спектакльсем лартнă. Виççĕшне Чăваш патшалăх драма театрĕ йышăннă. Çырма пуçланă пьесăсем те пур — вунна яхăн.

— Питĕ тухăçлă ĕçлетĕн. Паян кĕнеке кăларма пĕрре те çăмăл мар, мĕнле вăй çитеретĕн?

— Чăваш кĕнеке издательствинче 7 кĕнеке кун çути курчĕ. Пиллĕкĕшне конкурссене хутшăнса çĕнтернипе издательство кăларса панă. Мускав грантне тивĕçни те пулнă. Эпĕ юлташсене, тăвансене сăвăласа саламлама юрататăп. Салам чылай пухăннăран кĕсье кĕнеки кăларма шухăшлатăп. Ал çыру пурĕ — 4 кĕнекелĕх.

— Сăнарсем мĕнле çуралаççĕ? Вĕсене пӳрнерен ĕмсе шухăшласа кăларнине вулакан тӳрех шахвăртать.

— Тӳрех каламалла, юптарăвăн та, калавăн та, пьесăн та геройĕсен прототипĕсем пур. Паллах, пурнăçран 100 проценчĕпех илмен. Сюжет линийĕ те чăн пулни çинчех никĕсленет. Е хăв куратăн, е такам каласа парать... Тепĕр чухне пĕр предложени те çитет, çавăнтан малалла хайлав аталанать. Журналистран — мунчаçа — Чиперех ĕçлесе пурăнаттăн-ха, тытрăн та пурнăçна пач урăх енне улăштартăн — Мускава тухса кайрăн. Унта мунчаçăра ĕçлеме пуçларăн. Çакна никамран та пытармарăн, никамран та вăтанмарăн — милĕк çĕклесе сăн ӳкерĕнсе социаллă сетьсенче хăвăн çинчен пĕлтерсех тăтăн. — Мĕн вăтанмалли? Мунчаçă ĕçĕ — мăнаçланмалли ĕç! Пурте вăй хураймаççĕ унта. Пĕлесчĕ сирĕн, чаплă мунчаçăсем мĕн чухлĕ ĕçлесе илеççĕ!

— Сăпайланмасăрах ыйтам-ха — мĕн чухлĕ?

— Чаплă мунчаçăсем милĕкпе пĕрре çапнăшăн 50-80 пин тенкĕ е унран та ытларах илеççĕ, çапла вĕсен уйăхри шалăвĕ çур миллиона кармашать. Тĕрĕссипе, милĕкпе çапни кăна мар-ха унта, ятарлă программăна пăхăнмалла. Эпĕ вырнаçнă мунча питĕ чаплах пулман, çапах та укçине аван тӳленĕ.

— Эсĕ вара çара майрасемпе арçынсене милĕкпе çапса ывăнтăни-ха — çулталăк ĕçленĕ хыççăн Шупашкара таврăнтăн.

— Хĕрарăмсене хĕрарăмсем кăна çапаççĕ çав. «Куçлăха хывса: «Кун пек нимĕн те курмастăп — кĕретĕп», — тесен те яхăнне ямастчĕç /кулать/. Тата пĕр-икĕ çул ĕçлес шухăш пурччĕ-ха, çемьери лару-тăрăва пула киле таврăнма лекрĕ. Эпĕ те вĕренсе çитеттĕм-ха ĕнтĕ милĕкпе лайăх çапма… Çапах çак тапхăрта та мунча çине пачах урăх куçпа пăхма вĕрентĕм. Эпĕ хам пирки мунча кĕме, милĕкпе çапăнма юрататăп тесе шухăшланă. Анчах та нимĕн те пĕлмен иккен. Малтан ку енĕпе 1-мĕш класс ачи шайĕнче ăнкарнă пулсан халĕ мунча кĕмелли искусствăна 7-8-мĕш классен ачи пек ăнланатăп. Юлташсене милĕкпе çапса яратăп та вĕсем çулталăк сая кайманнине палăртаççĕ.

— Çав вăхăтрах мунчаçăн питĕ çирĕп сывлăхлă пулмалла пек туйăнать.

— Çапла. Ĕçе вырнаçнă чухне чи малтан сывлăх пирки кăсăкланчĕç. Юн пусăмĕпе чĕре таппи пирки ыйтрĕç. Ку енĕпе кăткăслăхсем çуккине пĕлсен кăна ĕçлеме йышăнчĕç.

— Кирек хăçан та, кирек ăçта та пурпĕрех çырма пăрахмарăн. Мĕн хавхалантарать сана?

— Пĕлместĕп. Ирхине куçа уçатăп-и, транспортра пыратăп-и — йĕркесем çуралаççĕ. Мунчара кунĕпе ĕçленĕ хыççăн каçхине çырăнать, çырăнать… Хăй тĕллĕн таçтан килет. Тепĕр чухне пачах çырăнмасть, ун пекки те пулать. Хăш-пĕр хайлав 7-8 çул выртать, шухăш аталанмасть, малалла каймасть. Тепрехинче ларатăп та сывлăш çавăрса иличчен çырса пăрахатăп. Харăсах темиçе ĕç çырни те пулать. Мĕн хавхалантарать? Пĕлместĕп.

— Мăшăрупа икĕ хĕр ӳстертĕр. Иккĕшĕ те Мускавра вĕренеççĕ. Мунча милĕкне алла тытни те çакăнпа çыхăннă-тăр — журналист шалăвĕпе икĕ ачана пысăк хулара вĕрентме çăмăлах мар. — Çапла, иккĕшĕ те М.Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университетĕнче ăс пухаççĕ. Тӳлевсĕрех вĕренеççĕ, общежитире пурăнаççĕ, ĕçлеççĕ те, çавăнпа тĕлĕнсе каймалла йывăр тесе калас килмест. Тав Турра, ачасем питĕ ăслă, арăма тав çакăн пек пепкесем çуратса ӳстернишĕн. Асли шкулта чухнех хими факультетне вĕренме кĕме ĕмĕтленетчĕ, палăртнине пурнăçларĕ. Кĕçĕнни психологи енĕпе ăс пухать.

— Çапах та ашшĕн пулăшăвĕ ытлашши мар — Мускав укçа нумай ыйтать.

— Ман хĕрсен лайăх енĕ пур, вĕсем каçхи клубсем, пасар-лавкка тăрăх йăрккаса çӳремеççĕ. Кĕнеке вулама, театра çӳреме юратаççĕ.

— Малашлăхран мĕн кĕтетĕн?

— Чи кирли çемьере йăлтах лайăх пултăр, атте-анне нумай çул пурăнтăр. Çырмалли чылай — кашни çул пĕрер кĕнеке кăларсан питĕ аван пулмалла. Çакна тума вăй çитересчĕ.

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.