Комментировать

24 Сен, 2024

Хыпар 107 (28283) № 24.09.2024

Шалу 57,5 пин тенке çитнĕ

Республика промышленноçĕ ӳсĕм çулĕпе малалла утать. Çакна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура вицепремьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов çирĕплетрĕ.

Канашлура регионăн кăçалхи кăрлач-çурла уйăхĕсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетрĕç. Дмитрий Краснов палăртнă тăрăх, промышленноç производствин сакăр уйăхри индексĕ 20% танлашнă. Тирпейлекен производствăсен ӳсĕмĕ тата пысăкрах — 22%. Лидерсем — электроникăпа оптика изделийĕсем туса кăларасси — производство 2,2 хут пысăкланнă, сĕтел-пукан тата металл изделисем хатĕрлесси – ку отрасльсем производствăна 1,9 тата 1,6 хут ӳстернĕ. Ял хуçалăхĕ те япăх мар ĕçлет. Аграрисем çăмарта туса илессине 13, сĕт суса илессине 3% ӳстернĕ. Ашкакай пирки пĕлтĕрхи шайрах темелле. Строительство отраслĕнче вара лару-тăру йывăртарах. Строительсем сакăр уйăхра 34,4 миллиард тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă, ку иртнĕ çулхи çак тапхăрти кăтартăвăн 73% чухлĕ кăна. Пурăнмалли хута янă çурт-йĕр лаптăкĕ те чакнă — 95% шайĕнче. Çĕмĕрлесемпе Улатăрсен, ытти темиçе округăн кăтартăвĕсем республикăри вăтам шайран пĕчĕкрех. Ĕçсĕрлĕх 0,4% шайĕнче. Кунашкал докладсенче министр кашнинчех предприяти-организацире ваканси нумаййи çинчен калаканччĕ. Вĕсем пур, анчах ку хутĕнче Дмитрий Краснов ĕç паракансем кадрсем ыйтасси чакнине палăртрĕ. Паллах, ĕç укçи пирки те сăмах пулчĕ. Çурла уйăхĕнче республикăри уйăхри вăтам шалу виçи 57,5 пин тенкĕпе танлашнă. Унăн ӳсĕмĕн хăвăртлăхĕпе Чăваш Ен Атăлçи округĕнче 5-мĕш вырăнта. Пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков сакăр уйăхри ĕçе бюджет параметрĕсемпе усă курса хакларĕ. Регионăн пĕрлехи бюджечĕн тупăшĕ 78 миллиард тенкĕпе танлашнă. Çав шутра хамăрăн тупăш ӳсĕмĕ курăмлă. Республика бюджетне кĕнин калăпăшĕ 24,5% пысăкланнă. Сăмах май, вăл, министр палăртнă тăрăх, тăваттăмĕш çул ĕнтĕ икĕ цифрăпа палăртакан виçепе хушăнса пырать. Тăкаксене илес тĕк — Михаил Геннадьевич федераци укçипе усă курассине васкатмаллине пусăм туса палăртрĕ. Ку енĕпе Промышленноç, Çут çанталăк ресурсĕсен, Сывлăх сыхлавĕн, Строительство тата Ĕçлев министерствисене сăмах тиврĕ. Вĕсен ертӳлĕхĕпе кун пирки калаçу пулнă — мерăсем йышăнаççĕ. Михаил Геннадьевич кăçалхи бюджета улшăнусем кĕртмелли саккун проектне хатĕрлесе çитерни çинчен пĕлтерчĕ — ăна Министрсен Кабинечĕн çак эрнере иртмелли ларăвĕнче тишкерме тăратĕç. Тӳрлетӳсен хакĕ 8 миллиард тенкĕпе танлашмалла — тупăш çав виçелĕх хушăнĕ. Апла тăк укçапа усă курассине пушшех хăвăртлатмалла. Олег Николаев сакăр уйăхри ĕçе «хавхалантаракан кăтартусем» тесе хакларĕ. Çав вăхăтрах вăл укçана ĕçе хывас тĕлĕшпе çине тăрарах ĕçлемеллине те палăртрĕ. Олег Алексеевич министрсене ĕçе тĕплĕ тишкерме сĕнчĕ — çулталăк вĕçĕччен прогноз хатĕрлеме сĕнчĕ. «Анчах «çулталăк вĕçĕ» тени раштавăн 31-мĕшĕ мар, чылай маларах пулмалла», — асăрхаттарчĕ вăл. Мĕн палăртнине вара стратеги аталанăвĕн ыйтăвĕсене тишкерекен канашăн çитес ларăвĕнче пăхса тухĕç — «тӳрлетӳсем кĕртме вăхăт пур-ха». Вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров цифра сервисĕсемпе усă курса тӳрре кăларакан вĕрентӳ проекчĕсем пирки сăмах илчĕ. Унашкаллисем улттă — кашнинпех тĕплĕ паллаштарчĕ. «Университет шăматкунĕсенче», сăмахран, вузсен преподавателĕсем шкул ачисем валли ăсталăх класĕсем, лекцисем ирттереççĕ. Унта 1 пин ача хутшăнать те ĕнтĕ. Çавăн пекех шкул автобусĕсен навигаторĕ пур. Шкул ачи транспорт хăш вăхăтра çитессине пĕлсе-курса тăрать — маларах тухса сивĕре шăнса тăма тивмĕ, кая юлас хăрушлăх та çук. Шкул ачисен апатланăвне лайăхрах йĕркелеме пулăшакан сервис усси те пысăк. Цифра платформи апатлану валли каякан тăкаксене хаклама кăна мар, ĕçме- çиме пахалăхне витĕм кӳме те май парать. Çав шутра ашшĕ-амăшĕн тĕрĕслевĕн инструментне те ĕçе кĕртнĕ.

Николай КОНОВАЛОВ.


Кĕрешÿ – чăваш халăхĕн мăнаçĕ

Чăваш Енри 360 ытла кĕрешӳçĕ шăматкун «Атăл» стадионти кавир çинче ăсталăхне кăтартрĕ.

Чăваш наци кĕрешĕвĕн чемпионатне тата ăмăртăвне уçма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнчĕ. «Кĕрешӳ — чăваш çĕрĕн пуянлăхĕ. Чăвашăн ĕмĕртен пăхаттирсем пулнă. Паян спортăн çак тĕсне аталантарса çитес ăрусем валли упраса хăваратпăр. Пĕлтĕр Чăваш Енре кĕрешĕвĕн наци тĕсĕсен Пĕтĕм тĕнчери вăййисем иртрĕç. Ăмăртăва чăвашсен кĕрешӳ турнирĕ те илемлетрĕ. Çавăн хыççăн чăваш наци спорчĕ пирки Раççей тулашĕнче те кăсăкланма пуçларĕç. Республикăри икĕ спорт шкулĕнче кĕрешӳ уйрăмĕсене уçрăмăр, каярахпа вĕсем муниципалитетсенче те йĕркеленчĕç. Спортсменсем разряд тата ят илме пултараççĕ», — пĕлтерчĕ Олег Николаев. Сăмах май, кăçал çулла кĕрешӳ ăмăртăвĕ Мускавра Акатуй вăхăтĕнче иртнĕ. Турнира çĕршывăн тĕп хулинче пурăнакансем тата хăнасем кăмăлласа сăнанă. Темиçе эрне каялла вара Шупашкарта «Кĕрешӳ» центр уçăлчĕ. Олег Николаев палăртнă тăрăх, шăматкунхи чемпионат тата ăмăрту — истори пĕлтерĕшлĕ пулăм. Турнира, пĕрремĕшĕнчен, çĕнĕ «Атăл» стадионта официаллă майпа уçнă. Иккĕмĕшĕнчен, ăмăртăва пур муниципалитетри кĕрешӳçĕсем те хутшăннă. «Паллах, кавир çине тухнă спортсменсем пурте çĕнтерӳçĕсем, мĕншĕн тесен вĕсен ячĕ республикăн спорт çул çыравне ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлĕ», — терĕ Олег Николаев. «Кавир çине чи вăйлă кĕрешӳçĕсем тухрĕç. Вĕсен ăсталăхне, кăмăл çирĕплĕхне, вăй-халне курса мăнаçлантăм, — пĕлтерчĕ Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов. — Чăваш Енре наци культурине, тăван халăх йăли-йĕркине упраса аталантарас тĕлĕшпе тимлĕх пысăк. Кĕрешӳ — ку енĕпе тăвакан ĕçсенчен пĕри. Икĕ çулта спорт шкулĕсен 64 тренер-преподавателĕ спортăн çак тĕсĕпе ăсталăхне ӳстерчĕ, 24 муниципалитетра кĕрешӳ уйрăмĕсем ĕçлеççĕ». Çавăн пекех Леонид Ильич кĕрешӳ турнирĕсене йĕркелесси ырă йăла пулса тăрассине, çĕнтерӳçĕсен ячĕсем ăруран ăрăва куçса пырса спортăн наци тĕсĕпе кăсăкланакансен йышне ӳстерме пулăшасса шаннине палăртрĕ. Çак сăмахсем тӳрре тухасси иккĕлентермест. Ку шухăша чемпионата хутшăннă çамрăксем те çирĕплетрĕç. «Паян кĕрешӳ енĕпе пĕрремĕш хут иртекен ăмăртура ăсталăха кăтартма май килнĕшĕн питĕ хавас. Тăван тăрăха çĕнтерӳпе таврăнасчĕ», — терĕç Канаш округĕнчи Шăхасан ялĕнчи «Импульс» спорт шкулĕнче ăсталăхне туптакансем. Вĕсем ирĕклĕ кĕрешӳ секцине сакăр çултанпа çӳреççĕ. Çулталăк каялла вара кĕрешӳ вăрттăнлăхĕсене алла илме пуçланă. Улатăр округĕнчи Суйкăн шкулĕнчи Юрий Афанасьев тренер-преподаватель палăртнă тăрăх, кĕрешӳ ачасене çирĕп сывлăхлă пулма хăнăхтарать. «Чăвашра ĕлĕкрен маттур, вăйлă çынсем пулнă, — терĕ вăл. — Спорт ăмăртăвĕсене хутшăнни хамăра кăтартма май пурри кăна мар, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма та пулăшать».

Валентина БАГАДЕРОВА.


«Тăванăм, хырăмпа шу кăштах!»

Афган вăрçин паттăрĕсенчен пĕри асран тухмасть. Унăн ят-хушаматне астумастăп. Вăл, прапорщик, чăвашчĕ.

Национальноçĕ икĕ сăлтава пула асра юлчĕ: пĕрремĕшĕнчен, «мордвасемпе чăвашсем — пирĕн туссем» каларăш чĕлхе çинчехчĕ, иккĕмĕшĕнчен, батальонра прапорщика урăх ятпа чĕнместчĕç, пуриншĕн те вăл Чăвашчĕ. Чăн та, кĕлетки ытти салтакран уйрăлса тăратчĕ: лутра, урисем кукăр, хулпуççи анĕ ансăр, пуçĕ пысăк, мăйăхĕ сарлака ªвăл Дон Кихотăнне аса илтеретº — ăна таса сăмса шăллипе чĕркесе упракан турапа куллен темиçе хут якатать. Питĕ сахал калаçать, ялан тенĕ пекех кулса çӳрет. Ăна пĕрремĕш хут курсан çăвартан çак сăмахсем сирпĕнсе тухрĕç: «Сана 5 çултанпах шахтăра ĕçлеттермен-и?» Вăл ман еннелле çаврăнчĕ те йăл! кулчĕ çеç. Паллах, прапорщика батальонра çирĕплетнĕренпе пĕр-пĕринчен тăрăхлама юратакансем сăмаха унпа çыхăнтарма тăрăшнă: «урисем Чăвашăнни евĕр», «Чăваш пекех нумай калаçать»... Пĕррехинче, пире консервланă çимĕçрен хатĕрленĕ кăнтăрлахи апат çитернĕ хыççăн, офицерсен столовăйĕнчен тухнă чухне плащ айĕнче урисем такăннăран прапорщик яка вырăнтах çĕре тăсăлса ӳкрĕ. Çавăн хыççăн кахалсем çеç унран тăрăхлама ӳркенетчĕç, çапах вăл кӳренместчĕ, мĕншĕн тесен кăмăлĕпе çилленсе çӳрекен çын марччĕ. Ку е вăл ĕçе тумалла тесе никама та хушмастчĕ. Техникăна юсамалла чухне машина айне кĕрсе каятчĕ те юсатчĕ. Çав вăхăтра манран: «Прапорщик мĕн тума пултарать?» — тесе ыйтнă тăк çапла хуравлăттăм: «Питех кирлине нимех те». Çапах та вăл тăрăшнине пула рота техники юсавлăччĕ, çавăнпа Чăвашпа килĕштеретчĕç çеç мар, ăна юрататчĕç те. 1984 çулта çапăçусем хĕрӳленчĕç, сăлтавне мĕнпе çыхăннине пĕлместĕп. Тен, КПСС Тĕп Комитечĕ е Совет Çарĕн аслă ертӳçисем операцисем ирттерме хушнă. Апла-и, капла-и — çапăçусене пурин те, çав шутра пирĕн те, кĕмеллехчĕ. Вĕсенчен пĕри асăмра ĕмĕрлĕхех юлчĕ. Тĕрĕссипе, ăна хумханса, васкаса хатĕрлентĕмĕр, вăл та, ку та çитмерĕ. Душмансем çирĕпленсе ларнă кишлака çывхарнă чухне пирĕн колоннăра темиçе техника чарăнса тăчĕ, çавăнпа ун патне палăртнă вăхăтран каярах çитрĕмĕр. Авиаци ăна вут-çулăм хыптарнă хыççăн «духсем» çӳлте-аялта усă курмалли хĕç-пăшала вырнаçтарса ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Пуçа çĕклерĕмĕр кăна — тăшман стрелокĕсемпе граната ывăтакансем вĕçĕмсĕр пеме тытăнчĕç. Çӳллĕ икĕ сăртăн ансăр хушăкĕнче нумай техникăна сарса атакăна харăсах малалла яраймарăмăр, пехота отделенийĕсем кĕрсе вырнаçнă виçĕ-тăватă БМП тата пĕр танк çеç малалла шăвайрĕç. Ытти машина колоннăра усăсăр тăчĕ, хамăр техникăна хыçалтан лектересрен тăшман çине переймерĕ. Авă, «Градсенчен» вĕçтерсе янă ракетăсем хыçалтан хĕм кăларса пирĕн колонна çийĕпе вĕçсе иртрĕç те çеккунтран кишлака вут-çулăм хупăрласа илчĕ. Ӳхлетекен машинăсенчен вĕ¬ çĕмсĕр персе тăчĕç, анчах пирĕн тăшман сăрт çинчен курса тăракан ансăр хушăкри машина — гранатометчикшăн тĕл пемелли чи меллĕ вырăн. Кишлакăн сылтăм флангĕнче çынсем мĕкĕлтетнине, темиçе минутран 40-е майлă «дух» ытти чухнехи пекех «аллах акбар!» кăшкăрса атакăна çĕкленнине, колонна еннелле ыткăннине асăрхарăмăр. Опытлă инструкторсем ертсе пынипе Пакистанри лагерьсенче ăста çапăçма вĕреннĕ, вут-çулăм витĕр тухса пиçĕхнĕ çирĕп сывлăхлă арçынсем, кĕскен — «духсен» гвардийĕ. Ăсталăх енĕпе пĕри çеç пирĕн 5 салтакран ирттернине тӳрех ăнлантăмăр. Пурте арçынсен хура тумĕпе. Пирĕн минометчиксен батарейи колонна айккине пĕр-икĕ минутран пуçтарăнчĕ те душмансем çине çулăм пĕрĕхтерме тытăнчĕ. Çав самантра колоннăран танксем тухрĕç, арыкра ªгидросооружениº вырнаçса пеме пуçларĕç. Çапах пирĕн пата «аллах акбар!» сăмахсем çитсе тăчĕç. Апла тăк «духсен» атакине пăчлантараймарăмăр-ха. Колонна çийĕн тусан палканăран эпĕ пĕр хушă никама та кураймарăм, вăл пусăрăнсан сулахайри БМП гусеници татăлса юлнине асăрхарăм. Вăл вырăнтан та хускалаймастчĕ. «Духсем» машинăна лектерсе темиçе минутран витĕр пăхмалли приборсене салатрĕç. Çавăн хыççăн вăл ытти техникăна малалла кайма чăрмантарса çеç тăчĕ. «Ăна çул çинчен айккине сĕтĕрсе тухăр!» — хушрĕ командир радиоэфирта. Акă, пĕр танк колоннăран айккине тухса ун патне çывхарчĕ. «Халĕ БМП айĕнчен трос кăларса танк çекĕлĕнчен çаклатмалла», — теме çăмăл. Анчах пульăсем вĕçсе килсе кашни тăваткал метра вĕçĕмсĕр шăтарса кĕнĕ чухне мĕнле çыхăнтармалла? Авă, БМП механик-водителĕн люкĕ уçăлчĕ, унтан салтак тухрĕ те аллине трос патне тăсма çеç ĕлкĕрчĕ — пуля уринчен амантнăран çĕре ӳкрĕ. Опытлă снайпер ăна тӳрех вĕлермерĕ, пулăшма иккĕмĕш салтак пырассине лайăх пĕлет, унта çывхаракансене тӳнтерме ĕмĕтленет. Аманнă салтак пуля çитеймен вырăна шуса кĕме хăтланчĕ, анчах юнашарах вăл тăпрана пăт! та пăт! шăтарса кĕчĕ. Снайпер ăна çамкинчен лектермерĕ, «тата темиçе минут пурăнас тесен ан хускал» терĕ-тĕр. Эфирта — каллех комбат сасси: «…Танкран трос çаклатса яракана Хĕрлĕ Çăлтăр орденне пама документ тăратăпăр». Юнашарти БМПран атă тĕпне икĕ çул çĕтекен салтак сиксе тухрĕ те пульăсенчен темле майпа пăрăнса малалла чупрĕ, машина тросне танк çекĕлĕ патнелле ывăтса ĕлкĕрчĕ кăна — пуля шăтарса кĕнĕ пуçĕ сулăнса кайрĕ, хăй çав самантрах ӳкрĕ. Снайпер иккĕмĕш хут персе троса татрĕ, аманнă салтак ури ыратнăран уласа йĕчĕ: «Ачасем, ан пăрахăр мана, ан пăрахăр…» «Виççĕрмĕшне» ªаманнинеº халех хӳтте сĕтĕрсе тухăр!» — илтĕнчĕ эфирта командир сасси. Мĕнле майпа? Стройран тухнă машина душмансене алă тупанĕ çинчи шăрпăк пĕрчи пекех курăнать, ун умне тепĕр БМПпа тухса юн юхтарса выртакан салтака хупăрлама май çук. Эпĕ, взвод командирĕ, тăшман курса тăракан вырăнтан хӳтлĕхе аманнă вăл е ку боецăн хăйĕнех шуса тухассишĕн тăрăшмаллине, ăна пулăшма çывхарнисем çавăнтах юлассине лайăх пĕлсе тăнă. Аманнă салтак шăпах çавнашкал лаптăка лекрĕ. Çав самантра БМП умĕнче Чăваша курах кайрăм. Вăл малти линири пĕр машинăран тухрĕ те пысăк пуçне хулпуççи çине антарса лартрĕ, кăшкăрса выртакан салтак патне тӳ¬ рĕрен мар, пĕрремĕш хӳтлĕхрен — иккĕмĕшне, унтан виççĕмĕшне темле чĕр чун пек йăпшăнса çитрĕ, снайпер курса тăракан уçă вырăн урлă темиçе хут пакша пек сиксе каçрĕ, лешĕ прапорщика прицел çине илсе ĕлкĕреймерĕ. Чăваш каскăсăр, бронежилетсăр, автоматсăр, паллах, çав самантра кобуринчи пистолечĕ унпа танлашаймастчĕ. Тĕлĕ-тĕлĕпе техника çăвĕ вараланă комбинезон тăхăннăскер тĕтĕмпе тусан витĕр темиçе метра сикрĕ те аманнă салтак çине ӳкрĕ, тăватă уран тăрса, лешĕн куçĕнчен пăхса çапла каларĕ: «Тавай, тăванăм, хырăмпа шу кăштах!»

Василий КОПАШИН.


Çеçпĕл Мишши юбилейне халалласа – Пĕтĕм Раççейри турнир

Нумаях пулмасть Шупашкарти «Олимпийский» стадионта «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн чупма юратакансен йăлана кĕнĕ 86-мĕш ăмăртăвĕсем иртрĕç. Юпа уйăхĕн 11-13-мĕшĕсенче вара республикăн тĕп хулинчи Валерий Ярды олимпиец ячĕллĕ спорт керменĕнче кире пуканĕ йăтассипе чăваш халăх хаçачĕн «Хыпарăн» парнисемшĕн Пĕтĕм Раççейри 39-мĕш турнир иртмелле.

Ăна чăвашсен кăвар чĕреллĕ поэчĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа йĕркелетпĕр. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче мана, çамрăкранпах штанга тата кире пуканĕ йăтма юратнă комсомолеца, «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн корреспондентне, пĕр ыйту канăç памастчĕ. Пирĕн республикăн тĕп хулинче 1934 çултанпах вырăсла тухакан хаçат парнисене илессишĕн çăмăл атлетикăн эстафета ăмăртăвĕсене ирттереççĕ. Çав вăхăтрах чăвашсен пăхаттирĕсене Атăл тăрăхĕнче авалах пĕлнĕ. Вĕсен чапне çӳллĕрех шая çĕклес тĕлĕшпе, тен, малашне тимĕр вăййине юратакансен турнирне йĕркелемелле? Хĕрĕх çул каялла эпĕ хама канăç паман шухăша чăвашсен тĕп хаçачĕн редакторне Демьян Семенова пĕлтертĕм. Демьян Филиппович тепĕр куннех хăйĕн çумне Аркадий Казанова тата хăш-пĕр журналиста чĕнтерчĕ: «Пирĕн хаçат физкультурăпа спорт темипе тĕрлĕ материал пичетлет, анчах та ку çителĕксĕртерех. Малашне хаçат редакцийĕнче информаципе спорт пайне туса хурăпăр, «Коммунизм ялавĕн» парнисене çĕнсе илессишĕн çĕнĕ турнир йĕркелес ыйтăва ырласа йышăнăпăр…» Хăйне евĕрлĕ çак канашлуран эпĕ савăнăçлă кăмăлпа тухрăм, çывăх кунсенчех кире пуканĕ йăтакансен хаçат парнисене çĕнсе илмелли ăмăртусене йĕркелес ыйтупа Чăваш АССР Физкультурăпа спорт патшалăх комитечĕн /1994 çултанпа министерство/ ертӳçисемпе тата Шупашкар хулин яваплă чиновникĕсемпе тĕл пултăм. Çапла майпа тĕрлĕ ыйтăва татса панă хыççăн 1984 çулхи юпа уйăхĕн юлашки кунĕсенче «Коммунизм ялавĕ» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн пирвайхи тупăшăва ирттерме мехел çитертĕмĕр. Республикăри физкультурăпа спорт аталанăвĕн историне аса илес пулсан акă мĕн палăртмалла: шăп çулталăк маларах, 1983 çулхи юпа уйăхĕн варринче, Липецк облаçĕнче кире пуканĕ çĕклес енĕпе РСФСР чемпионатĕнче пирĕн республикăн туслă команди пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çĕнтерӳçĕкоманда чысне Тăвайĕнчи паллă педагог, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ Альфред Пимулин, Хĕрлĕ Чутайĕнчи врач Владимир Ульянов, Патăрьел районĕнчи «Труд» колхозри Николай Трифонов, Елчĕк районĕнчи Анатолий Горшков, Юрий Миронов, Петр тата Юрий Поповсем хӳтĕленĕ. Шел те, вĕсенчен пĕри, кăшт маларах РСФСР спорт мастерĕ пулса тăнă тăватă ача ашшĕ, пурнăçа, уйрăмах тимĕр вăййине юратакан ача-пăча тухтăрĕ, Сăр юхан шывĕ хĕрринче çуралса ӳснĕ Владимир Петрович виçĕ çул каялла тĕнчери синкерлĕ саманара, короновирус алхаснă вăхăтра, пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Ыттисем пурте сывах, çитĕнекен ăрăва паян та ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Лаш Таяпари вăтам шкулта вăтăр çул ытларах ĕçленĕ Петр Попов Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ пулса тăчĕ. Унран вунă çул кĕçĕнрех шăллĕне, çĕршыв чемпионне Юрий Алексеевича паян пĕтĕм республика пĕлет: вăл 18 çултах спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă, 40-ре республикăн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ пулса тăнă, Чăваш Ен экономикин аталанăвне пысăк тӳпе хывнă тата хывать. Çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче ăна Патшалăх Канашĕн депутатне суйларĕç, унтан парламент спикерĕ пулса тăчĕ те — регионшăн, халăхшăн пысăк ĕçсем туса палăрчĕ. 1984 çулччен, «Хыпар» /маларах «Коммунизм ялавĕ»/ хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри турнир ирттерме пуçличчен, пурĕ çичĕ спорт мастерĕ пурăннă. Юлашки чĕрĕк ĕмĕрте вара тимĕр вăййисене юратакан чăваш атлечĕсенчен хĕрĕх ытла пăхаттир спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă, вĕсенчен саккăрăшĕ тĕнче спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ. Çĕршыври, Европăри тата тĕнчери ăмăртусенче палăрнă ентешсене палăртас тăк чи малтан, паллах, 1970 çулсен вĕçĕнче РСФСР спорт мастерĕ /республикăра – пĕрремĕш/, унтан çĕршыв чемпионĕ пулса тăнă Тăвай муниципалитет округĕн хисеплĕ гражданинне, Раççей тава тивĕçлĕ учительне Альфред Александровича асăнмалла. Куславккара çуралса ӳснĕ, вăтăр çул ытла Санкт-Петербургра пурăнакан, 2003 çултанпа Раççей спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерне Сергей Кириллова вун-вун çĕршывра пĕлеççĕ. 1987 çулта тăван хулари интернат шкулта вĕреннĕ 15 çулти яш «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн парнисене çĕнсе илмелли турнирта чи çамрăк атлет шутланнă. 1998 çултан пуçласа Куславкка районĕн хисеплĕ гражданинĕ пуçласа тĕнче чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ. Çавăнтанпа Сергей Александрович Европа тата тĕнче чемпионачĕсенчен 20 яхăн медальпе таврăннă. Тăватă çул каялла ăна кире пуканĕ спорчĕн Пĕтĕм тĕнчери федерацийĕн президентне суйларĕç.

Петр Сидоров, Кире пуканĕ спорчĕн республикăри федерацийĕн хисеплĕ президенчĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.